Ытла та вăрттăн юрату :: Тăваттăмĕш пайĕ
Çĕрпĕве çитес умĕн
Пуйăс пысăк станцăна çитсе чарăнчĕ. Чăматан йăтнă çынсем вакунсенчен тухса вокзал еннелле вирхĕнчĕç. Мускавран çитнĕ пуйăс çине никам та лармарĕ. Вера, мĕнле хулана çитнине ăнланманскер, вичкĕн куçĕсемпе хăйне хирĕç выртакан арçын çине тăрăнчĕ, унпала калаçма хатĕрленчĕ, анчах та лешĕ, чӳрече витĕр ирхи хулана сăнаканскер, çакна асăрхамарĕ, çавăнпа та çамрăк хĕр купери шăплăха пăсма шутламан çĕртенех çамрăк та вăйлă сасăпа тавралăха кисрентерсех çапла каларĕ:
— Каçарăр чăрмантарнăшăн. Темле пысăк хула. Тен, Шупашкар?
— Çук-ха. Эсир унта васкатăр иккен.
— Çапла.
— Канаша çитрĕмĕр, анчах темшĕн пĕлтермерĕç. Тен, тĕнчипе паллă станцă пулнăран.
— Тĕнчипе? — тĕлĕннине пытармарĕ ютран килнĕ çын.
— Тĕнчипех пулмасан та, Раççейре Канаша пĕлменни çукпа пĕрех, — терĕ те арçын, хĕр вырăнтан тăма хăтланнине асăрханăскер, стена еннелле çаврăнса выртрĕ. — Эсир станцăпа паллашасшăн, çапла-и?
— Паллах.
— Мана куперен тухма хушатăр е эпĕ çаврăнса выртнипе çырлахса каплах тумланатăр?
— Хĕллехи упа пек тĕк выртсан...
— Тупнă танлаштару! — Верăн сассине пӳлсе касса татрĕ палламан арçын.
— Каçарăр. Эпĕ шӳтлеме хăтлантăм. Чăннипе каласан, Раççей маншăн чăн та сĕм вăрман, çавăнпа та тепĕр хут каçару ыйтатăп.
— Паллах, эсир айăплă мар çакăншăн, мĕншĕн тесен сире, çамрăксене, шкулта пирĕн çĕршыв çинчен тĕрĕс мар вĕрентнĕ, çапла-и?
— Çапла, çавăнпа та, тархасшăн, ан кӳренĕр мана, мĕншĕн тесен пире чăнласах та улталанă иккен вырăс çĕрĕпе паллаштарнă чухне. Эпĕ çакна Мускава çитсен тӳрех ăнлантăм, — терĕ çамрăк хĕр, вăхăта сая ямарĕ, вĕр çĕнĕ капăр костюмне, Шупашкара килме ятарласа çĕлетнĕскерне, тăхăнчĕ те коридора тухрĕ, чӳрече умне пырса тăчĕ. Вăл унталла-кунталла хĕвĕшекен халăх хушшинче Энтрие шырарĕ.
Вакунран тек никам та урама тухмарĕ. Проводниксем кăна çаннисене тавăрса туалетсемпе коридорсене тасатрĕç. Пассажирсем вара коридорта ик-виçĕ минут тăчĕç те купесене саланчĕç. Вакуна пĕр çĕнĕ пассажир та лармарĕ.
Вера, шăллĕ хăйĕн сăмахне тытманнине ăнланнăскер, купене таврăнчĕ. Унăн выртса канас кăмăл та çуралчĕ, анчах та алăк çинчи тĕкĕр умĕнче чарăнса тăнă хыççăн çĕнĕ тумтир ăна ытарма çук илем кӳнине тепĕр хут ăнланчĕ, çавăнпа та те хитрелĕхне кăтартас шутпа, те ют арçынпа пĕр купере пулас мар тесе Париж хĕрĕ каллех коридора тухрĕ. Кунта вара темиçе çамрăккуçне тӳрех ун еннелле çавăрчă. Вĕсенчен пĕри, хура мăйăхне пӳрнипе васкаса пĕтĕрекенни, унпала юнашанар пырса тăма та ĕлкĕрчĕ.
Вера кĕлеткине çăмăллăн вылятса илчĕ те куçĕпе коридорти арçынсене сăнарĕ. Пĕри — хура, тепри — сарă, виççĕмĕшĕ — шурă. Пурте тенĕ пекех вăтам пӳллĕ, йăваш, анчах илемлĕ арçынсем.
Çамрăк хĕре çак сăнсем ирĕксĕрех Мускавра вуланă хаçата аса илтерчĕç. Унта Чăваш çĕршывĕн пулас президенчĕ çинчен çырнăччĕ. Виçĕ çын юлнă иккен суйласа илмешкĕн. Паллах, хальлĕхе кам президент пуласси паллă мар, анчах та журналист хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлет: вăл кашни кандидатăн пурнăçне тимлĕн сăнать, вĕсем чăвашлăха епле çырлахтарнине лайăх тĕпчет. Пĕри — çурма чăваш, тепри — тутар еннелле сулăннă. Чăн чăваш кандидат пĕртен-пĕр Николай Федоров иккен, Раççей юстицийĕн пĕрремĕш министрĕ.
Çак самантра пуйăс сасартăк вырăнтан тапранчĕ те сăнава татрĕ, аса илĕве сапаласа ячĕ. Хĕр купене таврăнчĕ, кантăк каррине уçса тулалла пăхрĕ.
Хăнана тӳрех çутçанталăк илемĕ тыткăш илчĕ. Вăл çак илеме чунĕпе ăнланчĕ, пĕтĕмпех йышăнчĕ.
Йывăç çулçисем сарăхма тытăннă ĕнтĕ. Вĕсем çил çинче вĕлт-вĕлт вĕлтлетсе тавралăха ылтăн тĕс параççĕ. Уй-хир пушаннă. Хура çĕр лаптăкĕсем кăна вырăн-вырăнпа, уйрăмах сăртлăрах çĕрте, хĕрлĕ хăмăр тĕсле пăсăлса трактор сухаланă хыççăн çатма пек тип-тикĕс курăнаççĕ: Айлăмсенчи шыв кӳлленчĕкĕсем те типеймен-ха. Вĕр çĕнĕ улăм куписем вара чăнласах та ылтăн евĕр йăлтăртатса куçа йăмăхтараççĕ.
Тулаш илем, çутçанталăк сăн-сăпачĕ малтанласа Верăна хытах кăсăклантарчĕ пулсан та, каярах, тул çутăлса çитсен, вăл кунти хресчен пурнăçне лайăхрах ăнланма тытăнчĕ.
Ирех ял çынни выльăх-чĕрлĕхне тата кайăк-кĕшĕкне курăк çине кăларать. Мĕн кăна çук унта: самăр кăрккапа сысна, пĕр вĕçĕм шыв хĕрне васкакан хур-кăвакал, çамрăк тихапа пăру — пурте тăрăшсах симес курăка татаççĕ, çулçă шыраççĕ, хырăма тăрантарасшăн.
«Темле йывăр пулсан та халăх та, чĕрчун та пурăнать», — çапла шухăшласа тарăннăн сывласа илчĕ те çамрăк хĕр хăйен кĕске ĕмĕрĕнче курма ĕлкĕрнĕ ытти çĕршывсенчи çутçанталăка Чăваш тавралăхĕпе танлаштарма хăтланчĕ.
Вăл пулнă çĕрте, Пакистанра е Етипетра, пур çĕрте те пушхир. Пысăк шыв çумĕнче тата оазиссем тавра кăна чăн-чăн пурнăç ешерет. Европăра, паллах, кун пирки калаçни усăсăр, мĕншĕн тесен унти çутçанталăк пуянлăхне этем тахçанах хăйĕн аллине илнĕ.
«СССРта пурнăç тулăх пулнă-тăр, çавăнпа халăх парăнмасть», — пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăнавне Вера. Шăп та лăп çак самантра пуйăс темле вырăна çитсе чарăнчĕ. Хĕр каллех куперен тухрĕ.
Ку Çĕрпӳ станцийĕ пулчĕ. Уксахлакан Энтри вакуна кĕчĕ. Вера çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа ун еннелле вирхĕнчĕ, ăна хыттăн хăй çумне туртса илчĕ.
Çамрăк каччă çак самантра суккăрланса ларчĕ тейĕн: вăл хăйне пăчăртакана пачах курмарĕ, унăн пуçĕнче пĕр вĕçĕм шухăш тĕпĕртетрĕ, çавăнла та вал аллинчи туйи çине çирĕпрех таянса каялла чакре, аппăшĕн ытамĕнчен веçерĕнме хăтланчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ — хытнă челхи аран-аран çаврăнса илчĕ:
— Вера, ман парăм ытла та пысăк! — терĕ.
— Йăнăшмастăн-и, шăллăм? — кăмăлсăррăн французла ыйтрĕ çамрăк пике аллисемпе Энтрие тĕрек парса.
— Эпĕ леш хăрах куçлă пуçтах афтана, кĕскен каласан тăшмана, иксĕмĕр леш тĕнчене ăсатнине нихăçан та манаймăп. Тата мĕн чухлĕн юлчĕç вĕсем Пакистанра!
— Саншăн тата аннешĕн харсăр çапăçрăм эпĕ те, — терĕ те хĕр аллисене лештĕр! ярса шăллĕ çумне таянчĕ. — Тек ан пултăрччĕ ун пек самант! Нихăçан та! Ниçта та!
— Каçар. Сана чăвашăн тăван çĕршывне çитнĕ ятпа саламлатăп, анчах та çав ирсĕрсене леш тĕнчене ямасăр ман кăмăл нихăçан та лăпланмĕ!
— Тинех тăна кĕме тытăнтăмăр иккен. Тавах ырă сăмахшăн, — хуравларĕ те çамрăк хĕр шăллĕне купене кĕме сĕнчĕ.
— Вера! Ăнланмарăн-им эсĕ мана? Тăшмансем патĕнчен тарнăранпа эпĕ сана курман тата тав туман. Эсĕ пулăшман пулсан халĕ эпĕ сан умăнта тăрас та çукчĕ, çавăнпа та каçар çапла ытла та мĕскĕннĕн кĕтсе илнĕшĕн, — сăмахсене çăтса тата такăнса каларĕ çамрăк, аппăшĕ хăй çине кӳренсе пăхнине ăнланнăскер.
— Ăнланатăп, — хуравларĕ те хĕр купе еннелле çаврăнчĕ, шăллĕне хăй хыççăн кĕме сĕнчĕ. — Вăхăт çитĕ. Вăхăт пулĕ. Эпир пĕр-пĕринпе мăй таран калаçăпăр.
Çак самантра шалта арçын ӳсĕрни илтĕнчĕ.
— Вера, пуçтарăнма вăхăт.
— Паллашма ĕлкĕрнĕ те, — кăмăлсăррăн каларĕ те Энтри аппăшĕ хыççăн купене кĕчĕ.
— Иртĕр эппин, — пуçне хавассăн сулса илсе кĕтмен хăнана шала кĕме йыхăрчĕ «Дизельпром» завод директорĕ Талкин. — Паллашар: эпĕ — Моисей Петрович. Эсĕ Верăн шăллĕ — Энтри. Çапла-и?
— Çапла. Тата эсир ертсе пыракан заводра ĕçлекен специалист.
— Питех те интереснă, — терĕ те завод директорĕ çамрăк каччăн аллине хыттăн чăмăртарĕ.
Икĕ арçын çухалса каймарĕç, кĕске самант аллисене вĕçертмесĕр пĕр-пĕрне сăнаса-тĕпчесе хире-хирĕç пăхса тăчĕç. Энтри — вăтăра çывхаракан сарă çуçлĕ чăваш, Талкин — хура сăнлă, çăмламас хыткан одессит. Кăнтăр çыннинчен уйăрса илес те çук ăна: пичĕ хуп-хура, куçĕ çăра тĕк айне путнă, аллисем вара темшĕн шуранка.
— Ататупа элĕ паллашрăм, — калаçăва малалла аталантарма тăрăшрĕ Моисей Петрович.
— Çапла. Вăл Шупашкар хăни. Кунтан инçетре пурăнать, — хуравларĕ çамрăк çăмăллăн сывлăш çавăрса. Вăл калаçу çăмхи вырăнтан тапранма пуçланнишĕн савăннине пытармарĕ.
— Унăн ĕмĕчĕ пысăк, тата вăл Чăваш ене питех те кирлĕ самантра килет. Виçмине «Промтрактор» акционер обществин Культура керменĕнче «Чăваш ен — çĕнĕ вăхăт» выставка-презентаци ĕçлеме тытăнать.
— Çапла. Ĕнер кайса куртăм. Чаплă выставка хатĕрленĕ чăваш ăстисем.
— Пур павильона та çитрĕн-и?
— Кермен тавра утса çаврăнтăм. Шала кĕртмерĕç, анчах урамранах, пĕрре пăхсах, хăш павильон чаплăраххи паллă.
— Хăшĕ чаплăрах вара сан шутупа?
— Паллах, гусеницăллă тата кустăрмаллă тракторсен павильонĕ, — мăнаçлăн каласа хучĕ Энтри.
— Пĕр чĕлхе тупрăр та, — терĕ те Вера арçынсене хирĕç ларчĕ, аллисемпе кĕске çӳçне шăлса якатрĕ, илемлĕ чĕрĕ куçĕпе сехет çине пăхса çапла ыйтрĕ: — Шупашкара çитиччен миçе хут чей ĕçме ĕлкĕрĕпĕр?
— Тепĕр икĕ сехетрен çитетпĕр, — хуравларĕ завод пуçлăхĕ.
— Апла пулсан чей е кофе ĕçме ĕлкĕретпĕр. Хирĕç мар-и?
— Уиз грейт плешер1, — терĕç те арçынсем пĕр харăс каллех техникăпа наука çитĕнĕвесем çинчен калаçса кайрĕç. Энтри çĕр чавакан, пăрăх хуракан, сăрт-ту ĕçĕнче усă куракан тракторсем уçă павильонра тăнине пĕлтерсен Моисей Талкин савăннине пытармарĕ, хавассăн çапла каларĕ:
— Апла клиентсем тупатпăрах, манăн юлташсем тăрăшнине эсĕ те асăрханă иккен.
— Эпĕ те Сирĕн пекех çакăн пирки ĕмĕтленетĕп. Вара тинех трактор тата мотор тăвакан производство тулли хăватпа ĕçлеме тытăнĕ.
— Хăçан уçăлать выставка? — ытла та çепĕççĕн сасартăк янăрарĕ хĕрарăм сасси.
— Ыран. Шăматкун, — пĕлтерчĕ Талкин аллине тулли кофе чашăкĕ тытса. Вăл вĕри шĕвеке шăл витĕр сăрхăнтарса илчĕ те çăмламас куçне- мăчлаттарса çапла каларĕ: — Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, унта Чăваш Респуĕликинчи пысăк предприятисем пурте тенĕ пекех, вĕсемпе пĕрле вакăраххисем те, хутшăнмалла. Çавăнпа та Сире иксĕре те ирех хамăрăн павильона чĕнетĕп. Гид е тăлмачă пирки ан шутлăр. Йĕркелĕпĕр.
— Тавтапуç, анчах кирлĕ пулмаеть, — хуравларĕ те Энтри аппăшĕпе пĕрле кофе чашăкне пушатрĕ, завод директорĕпе çав тери сăпайлăн сывпуллашса куперен тухрĕ.
Эрнекун — йывăр кун
— Парижран — Мускава, унтан Шупашкара çитрĕн. Çулĕ ытла та вăрăм. Паян тата кунĕ те çăмăл мар. Эрнекун — йывăр кун, — терĕ Эльвира чăматансемпе çул çӳремелли сумкăсем хушшинче ытла та илемлĕн тата çамрăккăн курăнакан хĕр çине ăшшăн пăхса. Çав вăхăтрах вăл хăй каланă сăмахсем калаçăва малалла аталантарма кансĕрлеме пултарнине те хăвăрт ăнланчĕ,çавăнпа та çапла каларĕ: — Тинех çитрĕн хăв палăртнă вырăна. Çапла-и?
— Çук-ха. Ман тĕп тĕллев — Çерпӳ таврашĕ...
— Апла пулсан кан.
— Килĕшетĕп, анчах та ыран выставка уçăлать.
— Çапла. Энтри те мана ятлемерĕ. Тӳрех ĕçе кайрĕ, — калаçăва хутшăнчĕ хула мэрĕ хăна чăматанесемпе сумкисене хваттер варринелле хуллен шутарса, анчах Заил Казанбаев сасартăк хăйĕн ĕçне пăрахрĕ: çак самантра куç умне темшĕн Арланов полковникпа Марков хирург тухса тăчĕç. Вăл вĕсен сăн-сăпатне: пичĕпе пĕтĕм пуç купташкине, тути-сăмсине, сарă çӳçĕпе вăрăм мăйĕсене — кашни япалана çав тери тимлĕн Верăпа танлаштарчĕ, виççĕшĕн хушшинче пĕрпеклĕх шырарĕ. Юрать-ха çак кăткăс ĕçрен ăна арăмĕн уçă та çепĕç сасси çăлчĕ:
— Вера! Эсĕ каснă лартнă Арланов. Каçар, анчах та эпĕ çапла калама тивĕç: санăн аллу-уру та, шăм-шаку та, уирăмах тарăн та кăвак куçусемпе илемлĕ пит-куçу — пурте полковника аса илтереççĕ, çавăнпа та эсĕ Парижран килнĕ пулсан та — пирĕн йăхран! Чăваш эсĕ, Вера!— терĕ хучĕ.
— Çавăнпа килтĕм те ĕнтĕ кунта, — терĕ çамрăк хĕр илемлĕ куçĕсене кил хуçинчен илмесĕр. Вăл ун çине çав тери тимлĕн, тĕпчесе пăхрĕ.
— Эсĕ пирĕн! Чăваш пики! — терĕ каллех хĕрарăм çепĕççĕн Верăна хăй çумне чăмăртаса.
Тавтапуç, — пăлханса хуравларĕ хăна пĕтĕм кĕлеткипе Эльвира ытамне ӳксе.
Икĕ чун пĕр ытама пĕрлешсе кĕске самант çăмха евĕр пĕр вырăнта хытса тăчĕ, мĕншĕн тесен иккĕшĕн те пĕр-пĕрне шанманни тата кашни сăмаха шутласа каласси пурччĕ. Çыравçă çамрăкăн чун шикленĕвне маларах ăнланчĕ те çапла каларĕ:
— Тепĕр хут ыйтатăп: Шупашкара çитнĕ кун санăн канмаллах. Килĕшетĕн-и?
— Килĕшме те пулать, анчах та выставкăри пĕрремĕш кун ытла та пĕлтерĕшле: чи паха экспонатсем умĕнче завод директорĕсем хăйсем е тĕп специалистсем тăма тивĕç, кураканĕсем те ытти кунсемпе танлаштарсан чылай çӳллĕ шайра пулма кирлĕ, президент та, тен, халăха çĕнĕ шухăшсем пĕлтерĕ.
— Апла эсĕ пĕр кунтах пĕтĕм Чăваш çĕршывĕпе паллашасшăн. Çапла-и?
— Те пулать, те пулмасть. Кăна эпĕ те пĕлместĕп-ха, — терĕ те Вера хăй еннелле утакан Казанбаев çине пăхрĕ. Хула мэрĕ аллинчи çырла сĕткенĕ тултарнă илемлĕ савăта илчĕ. — Тавтапуç.
— Эльвирăпа иксĕмĕр турăмăр çак сĕткене, — ăнлантарчĕ арçын хăй те çемьере усăллă ĕç тума вăхăт тупма пултарнине кăтартма тăрăшса. — Апла эсĕ президент сăмахне те илтесшĕн-ха, Вера?
— Эпĕ унăн шухăш-кăмăлне çеç мар, кашни хусканăвне тимлĕн тĕпчетĕп, — терĕ хăюллăн çамрăк хĕр упăшкипе арăмĕ тем çинчен шутласа пĕр-пĕрин çине çав тери тимлĕн пăхнине асăрхаса илсе.
— Апла эсĕ пирĕн президентпа интересленетĕн пулса тухать? — шалти туйăмĕ, упăшкипе арăмĕ хушшинче сиксе тухни, калаçăва урăх еннелле пăрма е пачах путлантарма ăнланнине пытармарĕ хĕрарăм, çавăнпа та вăл çапла каларĕ: — Шупашкар пулнă, тата пулать те! Çавăнпа та, тен, пирĕн пысăк политика çинчен калаçни усăсăр, — тесе хучĕ.
— Епле хăятăн? — сасартăк ыйтрĕ Заил Казанбаев арăмĕпе хăна хĕрне шартах сиктерсе. — Эльвира, сана мĕн çитмест паянхи пурнăçа тарăннăн ăнланма? Пĕлӳ е тем урăххи?
— Хам та пĕлместĕп, — терĕ хула мэрĕн арăмĕ. Вăл йăвашшăн илемлĕ куçне мăчлаттарса илчĕ, унтан упăшки çине тăрăнчĕ: — Паян нумайăшĕ пирĕн президента критиклет, анчах та вĕсенчен нихăшĕ те малалла мĕнле утăм тумалли е еплерех ăнăçлă та ансат ĕç тусан чăваш халăхĕн пурнăçне çăмăллатма май пурри çинчен пире пĕлтермест. Çавăнпа та эпĕ аптăрасах çитрĕм: мĕнле пурăнмалла пирĕн малашне, епле çăмăллатмалла хамăрăн пурнăçа?
— Каçар, тусăм. Хăна умĕнче ытла та шала кĕрсе кайрăмăр, — арăмне лăплантарма тăрăшса аллипе унăн пĕтĕм кĕлеткине ыталама тăрăшрĕ упăшки.
— Тархасшăн, ан çилленĕр, — илтĕнчĕ сасартăк хăна хĕрĕн çепĕç сасси. — Эпĕ Чăваш çĕршывне кĕрĕк арки йăвалама килмен. Тĕп ыйтăва татсан тепĕр кунах Парижа тухса кайма хатĕр.
— Мĕнле ыйтăва? — тĕлĕнчĕ Эльвира.
— Энтри Сире манăн тĕллевĕмпе паллаштарман иккен. Çапла-и?
— Çук. Пĕлтермен.
— Манăн Куртатов улпутăн мулне Чăваш ене вырнаçтармалла. Май килсен пысăк хуçалăх тăвасшăн, çавăнпа та кунти пурнăçпа тата çутçанталăк пуянлăхĕпе тарăннăн паллашма шутлатăп эпĕ.
— Апла санăн чи малтан Заил Казанбаевпа калаçмалла. Çапах та вăл хула мэрĕ, пурнăçа тарăнрах пĕлет.
— Килĕшетĕп, анчах та эпĕ кунти пулăмсене хам куçпа курасшăн, мĕншĕн тесен хула мэрĕ кивĕ саманаран уйрăлни сисĕнсех каймасть-ха. Вăл васкаманни, кашни ыйтăва тĕпчени тата шутласа татни сисĕнет пулин те. Эпĕ ăна ăнланатăп: иртнĕ тапхăрта та ырă самантсем нумай пулнă. Кӳренместĕр-и эпĕ ытла тӳррĕн каланăшăн?
— Паллах, кӳренместпĕр.
— Апла пулсан манăн чи малтан Чăваш çĕршывĕнчи улшăнусемпе паллашмалла, — тесе Вера сĕткен савăтне сĕтел çине лартрĕ те васкамасăр пӳлĕм варринелле утрĕ.
Шупашкарта
Каçкӳлĕм ăшă çумăр пăчă сывлăша, шăрăхпа пусăрăннă ӳсен-тăрана, этемĕн кун каçа ĕçлесе ывăннă чунне — пурне те асамлă нӳрĕкпе сиплесе чĕрĕлĕх тата çĕнĕ вăй-хал хушрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...