Ытла та вăрттăн юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
— Кăлăхах критиклетĕн хăвна. Эсĕ фашизмпа кĕрешес енĕпе пирĕнтен темиçе хут пархатарлă ĕç турăн, сана манмастпăр, — тесе ватă еврей кăкăр кĕсйинчен темĕнле хут кăларчĕ. — Малтанхи утăм тума сана çак чека парнелетĕп.
— Венăна чĕнетĕп, — ура çине тăрсах каларĕ Отто Копфе.
— Тавтапуç сире, хаклă тусăмсем, анчах эпĕ Тăван çĕршывран аякра пурăнса хăвăрт типсе хăрăп.
Калаçсан-тавлашсан туссем пĕрлешуллĕ хуçалăха ăçта тăвасси пирки пĕртте иккĕленмерĕç, пĕртен-пĕр шанчăклă вырăн — авалхи Вена хулине суйласа илчĕç.
Амăшĕпе хĕрĕ
Иккĕмĕш тĕнчи вăрçи хыççăн Голдбергпа Стеллăн ĕçĕ-хĕлĕ те, пурнăçĕ те çăмăл килмерĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслăн, шăкăл-шăкăл пурăнчĕç. Мэри вара, мĕн ачаран пуçтахскер, çак хăтлă çуртра шăв-шав та, кирлĕ мар сăмах-юмах та чĕртрĕ. Хĕрача чылаях пысăклансан ун тавра Билл, Таррин пĕртен-пĕр ывăлĕ, явăнма тытăнчĕ, анчах вунулттăри хĕрача ун куçĕ умĕнчех СШАран Парижа килнĕ Элвис юрăçпа туслă çӳрерĕ.
Билл, паллах, çакăншăн хытă кӳренчĕ, анчах хăйĕн ăшĕнчи туйăмне ашшĕне те, хĕрачана та пĕлтерме васкамарĕ. Тепĕртакран тин вăл, Мэри хăйне аслă пиччĕшĕ вырăнне йышăннине ăнланнăскер, хĕрачана Элвис Преслие килĕштернĕшĕн каçарчĕ. Унтан çамрăк американец Марина Влади актрисăна юратса пăрахрĕ. Хăйне вăхăт-вăхăт кăна, ашшĕпе амăшне лăплантарас тесе, Мэрипе туслă пулнă евĕр тыткаларĕ.
Хĕрача, паллах, çакна хăвăрт ăнкартрĕ, ватăсене кӳрентермерĕ, пушă вăхăтне амăшĕпе пĕрле ирттерчĕ. Çывăх Хĕвелтухăçĕнчи лабораторире ĕçленĕ тапхăрта Гаррипе Стелла çамраксене мăшăрлантарма тăрăшса пăхрĕç-ха, анчах вĕсем ирĕксĕрлени хĕрачана кӳрентерчĕ кăна.
Шăп та лăп çакна пула вăл хăйĕн харсăр чунĕпе тыткăна лекнĕ вырăс матросне юратса пăрахрĕ те...
Ача çуратсан Мэри лăпланчĕ. Хăйне хăй ирĕксĕрлесе, шăлне çыртса Билпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшрĕ, анчах малтан Шупашкарта, унтан Стамбулта Герман ытамне кĕрсе ӳксен юрату пылакне-хăватне туйса илчĕ те пĕтĕм канăçне çухатрĕ.
Стамбулта Герман Марков темле асамлă вăйпа чун-чĕрене çеç мар, шăм-шакăн кашни пайне хускатрĕ, ăшчике ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçрĕ. Тĕл пулусем хыççăн Мэри чун-чĕри тунсăхпа касăлчĕ, юрату илемне вĕçĕмех аса илсе асапланчĕ. Ир те, каç та, çывăрма выртсан та, ирпе тăрсан та хăйпе юнашар Германа туйрĕ, унпа калаçрĕ. Хĕрарăм çак япала хăрушă чире куçасран тата Билл сисесрен те шикленме тытăнчĕ, авалхи Тибет ăстисен меслечĕпе усă курса çемье пурнăçне йĕркелеме хăтланчĕ, анчах шалти шарласа тăракан туйăм çакна хирйç кĕрешнĕрен вăл лайăххине нимĕн те тăваймарĕ. Кăмăлĕ сӳрĕкленчĕ, кĕлетки типме пуçларĕ. Верăна Европăна ăсатас сăлтавпа хăй те вара Пакистанран тухса кайрĕ.
Амăшĕн асапне пĕртен-пĕр Вера ăнланчĕ пулĕ, пулăшма тăрăшрĕ, кирлĕ-кирлĕ мар ыйтусемпе асаплантармарĕ.
Çур уйăх ытла вĕсем Парижра Голдберг çуртĕнче пурăнчĕç. Вера амăшне чаплă магазинсемпе салонсене тата ытти шавлă вырăнсене илсе çӳреме тăрăшрĕ. Мэри Пакистана тухса каяс вăхăт çывхарсан вĕсем иккĕшĕ те вырăс çăви çине Стелла вил тăприне майлама тата ăна курма кайрĕç.
— Япăхать çăва, — терĕ хĕрача чылай паллă вырăс çыннисен палăкĕсем тайăлнине, ванма тытăннине асăрхаса.
— Голдберг аннене кунта пытарасшăн марччĕ. Анчах эпĕ кукаму ыйтнине тивĕçтерес терĕм. Кунта пĕр питех те шутлаттаракан, чуна хумхантаракан самант пулчĕ.
— Интереслĕ, эпĕ мĕншĕн пĕлместĕп-ха ун çинчен? — палăк умĕнче чечексем хушшинчи çум курăксене тасатакан çамрăк хĕр сасартăках тӳрленсе тăчĕ. Ача чухнехилле амăшĕпе чăрсăрланса калаçма хатĕрленчĕ. — Чунĕ тухас умĕн анне хăй патĕнче мана кăна хăварчĕ. Астăватăн-и çав саманта?
— Астумасăр. Ун чухнех шутларăм каллех темле вăрттăнлăх хăварчĕ ĕнтĕ тесе.
— Ахалех кӳренетĕн. Уншăн санран хакли никам та пулман.
— Пĕлетĕп.
— Вăрттăнлăхĕ те çукпа пĕрех. Пĕртен-пĕр шухăш — тепĕр темиçе çултан çак çăвана Раççей çĕрĕ çине куçарма пултарасси. Çакна каларĕ те анне куçне хупрĕ.
— Ку — аван хыпар, анне, — хĕпĕртерĕ Вера. — Раççей халĕ унчченхи мар ĕнтĕ, улшăнма тытăнчĕ.
— Эсĕ пирĕнтен телейлĕрех, хĕрĕм. Мускавра пултăн, чăн-чăн вырăс çĕрне хăв куçупа куртăн.
— Татах каятăп-ха.
— Ан тĕлĕнтер. Мĕншĕн эпĕ нимĕн те пĕлместĕп ун çинчен?
— Паян каçхине пĕлтерĕп.
— Мĕншĕн каçхине çеç?
— Манăн пĕр çынпа тĕл пулса калаçмалла.
— Ку мана пăлхантарать.
— Апла пулсан халех каласа парăп, — терĕ те çамрăк хĕр чечек шăварма илнĕ чӳлмекри шывпа алне çуса тасатрĕ, амăшĕпе юнашар сак çине ларчĕ. — Эпĕ Раççейре пĕр-пĕр хуçалăх уçасшăн.
— Эй, хĕрĕм, хальлĕхе эпĕ те, Голдберг та Раççейре укçа тăккалама шикленетпĕр, унти лару-тăру çаплах пăтранчăк-çке-ха.
— Эпĕ те çаплах шутлатăп, çавăнпа та хамăр укçапа мар, урăх çын мулĕпе ӳсă курасшăн.
— Интереслĕ. Кам вара вăл çын?
— Куртатов ятлă улпут.
— Эпĕ ăна пĕлетĕп-и?
— Ку ытла та вăрăм истори, анне. Тĕрĕссипе, ăна пирĕн çемьере никам та пĕлмест.
— Ну-ну, малалла мĕн-ха...
— Париж хĕрринче, пĕр пуян районта, Куртатов ятлă вырăс улпучĕ пурăнать. Унăн мулĕ пысăк, анчах ачисем çук, çавăнпа та вăл паян мана Раççейре хуçалăх уçма кирлĕ чухлĕ укçа парассине пĕлтерет.
— Эсĕ ăна епле шыраса тупрăн?
— Поль Арли парса хăварнăччĕ ун адресне.
— Çапах та кунта эпĕ пĕр япалана ăнланмастăп-ха. Мĕншĕн шанать вăл сана?
— Эпĕ ăна Андрей Ильич Волин ятлă ентешĕнчен пысăк салам каларăм. Паллах, Поль кукаçи пăхмасăр калама вĕрентнĕ сăмахсемпех.
— Тӳрех ĕненчĕ-и?
— Çук. Чăваш çĕршывĕ, уйрăмах Çĕрпӳ хули тата Çавал юханшывĕ çинчен нумай ыйтса пĕлчĕ, калаçрĕ. Унта унăн именийĕ те пулнă иккен. Юрать Мускавра чухне эпĕ Вăтам Атăл тăрăхĕпе тĕплĕн паллашрăм.
— Шутламан нихăçан та эсĕ çакăн пек ĕçе кӳлĕнессе. Тĕлĕнтеретĕн хăвăн пултарулăхупа.
— Эпĕ Марков профессор çуралса ӳснĕ вырăна та пĕлетĕл.
— Калаçу ытла шала кĕрсе кайрĕ, — терĕ те Мэри хĕрне ачашшăн хăй çумне çупăрларĕ. Пĕр-пĕрин çумне таянса амăшĕпе хĕрĕ чылайччен Стелла вил тăприйĕ умĕнче шухăша кайса ларчĕç, унтан çавтăнса çăва çинчен васкамасăр тухрĕç.
* * *
Кăнтăрла иртсен Вера Куртатов улпут патне тухса вĕçтерчĕ. Мэри çывăрмалли пӳлĕмре канма выртрĕ, анчах çемçе тӳшекпе кăпăш минтер те ăна канлĕх параймарĕç: каллех куç умне Герман тухса тăчĕ. Акă вăл, Стамбулри пек, кравать хĕррине ларчĕ, аллисемпе Мэрие ачашшăн сĕртĕнчĕ, кĕçех тутапа тута пĕрлешрĕç те, хĕрарăм ăна хыттăн ыталаса хăй çинелле туртрĕ, ăна пĕтĕм кĕлеткипе туйса пылак тĕлĕке путрĕ...
Вăрансан вăл хăй çине çăмăл халат уртса ячĕ те тĕкĕр умне ларса тăчĕ. Илемлĕ кĕлетке, илĕртӳллĕ кулă, хитре сăн-сăпат — пурте тĕкĕр çине ӳкрĕç. Чăн та, ахальтен мар явăнаççĕ ун тавра арçынсем, анчах темшĕн Германсăр пуçне вĕсенчен пĕри те ăна килĕшмест. Юлашки вăхăтра Билл та хăйне йĕркеллĕ тытать, çынсем умĕнче пирĕшти пек илемлĕ арăмĕпе мухтанать, çапах унпала ирттернĕ вăхăт ытла та савăксăр, упăшки пулнăран тата çемье арканасран кăна тĕл пулать унпала хĕрарăм...
Верăн хăюллă шухăшĕ Мэрие те çунат хушрĕ тейĕн, хĕрне пулăшма, кирлĕ пулсан унпа пĕрле Раççее кайма çирĕп шут тытрĕ вăл.
Хĕрарăм кăмăлсăррăн тĕкĕр умĕнчен пăрăнчĕ те урине кĕлесĕр пушмак тăхăнчĕ, халатне тумелесе юнашар пӳлĕме тухрĕ, сĕтел хушшине ларчĕ, сунтăхран хутпа ручка илсе Голдберг валли çыру çырма тьттăнчĕ.
«Хаклă Гарри!
Эсĕ маншăн атте çеç мар, чăн-чăн антел пултăн. Ача чухне эпĕ сана хамăн атте тесех шутланă. Арланов тупăннă пулсан та эсĕ маншăн пурпĕрех хаклă. Сан умăнта нихăçан та парăмра юлмăп.
Юратнă Гарри, тĕрĕс ăнлан мана: эпĕ текех кунта ĕмĕтпе çеç пурăнаймастăп. Тархасшăн, пĕтĕм чунтан ыйтатăп, тархаслатăп: асаттесен çĕршывне, Тăван çĕршыва, çитме пулăш мана.
Сире чунтан хисеплесе
Мэри».
Çак пĕчĕк хут таткине илемлĕ конверт ăшне чиксе хунă хыççăн вăл çуллахи платье тата çăмăл пушмак тăхăнчĕ те пĕрремĕш хута анса конверта Гарри пӳлĕмĕнчи сĕтел çине хучĕ.
Каçхине тин улпут патĕнчен ывăнса таврăннă хĕрачин ытамне кĕрсе ӳксен хĕрарăмăн чунĕ ăшăнса çемçелчĕ. Пĕр самант, яланхи пек, иккĕшĕ пĕр-пĕрне ыталаса шăп тăчĕç, чĕрисен таппине те илтрĕç. Шăплăха хĕрĕн уçă сасси татрĕ:
— Çапах та эпĕ ăна ӳкĕте кĕртрĕм. Вăл мана кирлĕ таран укçа пама пулчĕ, — терĕ вăл.
— Пултаратăн. Пăхатăп та, эсĕ те ман пекех: ĕçре маттур, анчах темшĕн манăн чĕре çаплах канăçсăр. Хумханатăп саншăн.
— Ман шутпа, хумханма нимĕнле сăлтав та çук.
— Пур çав.
— Мĕн тата?
— Пĕрре çеç те мар.
— Пĕрремĕшĕ мĕнли-ха?
— Çемье ыйтăвĕ. Тӳррĕнрех каласан, юрату, пулас упăшку. Эсĕ кеçех тухтăр дипломне илетĕн, анчах çак тарана çитсе эсĕ куç хывнă, юратакан çамрăк çынна пĕлместĕп-ха эпĕ.
— Вăл пулĕ-ха.
— Ман пек пулса ан тухтăрччĕ.
— Ытла тарăннăн пăхатăн ку ыйту çине.
— Пурнăç пăхтарать, хĕрĕм.
— Мул пулсан пурте пулать, çавăнпа та эпĕ çемье ыйтăвне малти вырăна лартмастăп. Санăн иккĕмĕш иккеленӳ мĕнпе çыхăннă?
— Хальхи саманара, тен, Раççей çĕршывĕнче укçа тăкакласа уйрăм хуçалăх таврашĕ тума иртерех мар-и?
— Тĕрĕс те пулĕ санăн сăмаху, анчах та Куртатов хăй каясшăн Тăван çĕршывне.
— Вăл ватă ĕнтĕ. Сывлăхĕ те чаплах мар пулĕ.
— Ватăран каясшăн та ĕнтĕ.
— Ăнланатăп. Яланлăхах унта юласшăн.
— Паллах.
— Вара кунти мулне кама парса хăварать?
— Мана, анчах та унччен манăн аттепе тата аннепе паллашасшăн ватă улпут.
— Ку ыйту кăткăсрах, хĕрĕм. Била эпĕ унпала паллаштарма пултараймастăп. Герман кунта килме пуçтарăнать, çак кунсенчех мар та.
— Ман шутпа, ĕлкĕретĕн-ха эсĕ Куртатовпа паллашма. Солженицын çыравçă Мускава таврăнмасăр Парижран тапранса тухмасть вăл.
— Апла — ĕлкĕретпĕр, — терĕ Мэри те кăмăллăн. Чунра тăвăрлатса тăраканни иртрĕ пек унăн халĕ, ун вырăнне çăмăллăх, уçăлăх килчĕ. Питех те пысăк ĕçе капашлать-çке-ха унăн тĕпренчĕкĕ Вера. Унпа пĕрле — Мэри хăй те.
Ĕмĕр пĕрле пурăнасчĕ
Венгрипе Украина чиккинче вырнаçнă Чоп ятлă станцирен пуçласа мĕн Мускава çитиччен Арланов Анăçран Тухăçа, Раççейпе Украинăран тата ытти респуĕликăсенчен тавар турттаракан сутуçăсем çине тунсăхлăн пăхрĕ. Вăйпитти арçынсемпе килте ача-пăча пăхса лармалли хĕрарăмсем тăван килне пăрахса таçта инçетре çӳрени унăн чунне калама çук хытă ыраттарчĕ.
Юлашкинчен Мускаври шавлă Киев вокзалĕнче хăйне вакун умĕнче кĕтсе илнĕ Заил Казанбаева хавассăн ыталарĕ те, иккĕшĕ «Украина» хăна çуртнелле çул тытрĕç.
— Тен, такси чĕнер? — сĕнчĕ Казанбаев вокзал умĕнче хĕвĕшекен халăх тыткăнĕнчен тухнă-тухманах.
— Кирлĕ мар, тепĕр тăкăрлăк утсанах эттир хăна çуртне çитетпĕр. Уçăлмалăх тата калаçмалăх кăна çак кĕске çул.
— Апла пулсан кайрăмăр, — тесе Заил ветеранăн çăмăл чăматанне хăй аллине илчĕ. Кĕçех вĕсем халăх сахалтарах урама пăрăнса кĕчĕç.
— Эсĕ мана Мускавра кĕтсе илме тавçăрни савăнтарать, — сăмах пуçарчĕ Арланов.
— Герман, паллах, ăста тухтăр, анчах пĕрлешӳллĕ хуçалăх тăвас енĕпе ытларах эпĕ ертсе пыракан хула кантурĕ ĕçлет, яваплăха та хытăрах туятăп пулмалла.
— Маттур. Сана Отто Копферен пысăк салам. Вăл Андрей Волинăн çывăх тусĕ пулнă. Халĕ Венăра пурăнать. Унăн арăмĕ Дора та сана аса илчĕ.
— Дора? Кам вăл?
— Йĕркипе каласан çапла: Копфе антифашист сире, Волинпа иксĕре, Çывăх Хĕвелтухăçĕнче тĕрлĕрен агентсем тапăнсан пулăшнă. Дора, пăтраштармастăп пулсан, Землячкина разведка серепине илĕртекенсенчен пĕри пулнă.
— Авă мĕн, Павел Иванч. Эсĕ пĕлмен япала çук-тăр çĕр çинче.
— Эсĕ те мĕн çамрăкран шеллемен хăвна: тăшманпа çапăçнă, ырă ĕç тунă. Манман сана Анăçри ветеран. Ырлать.
— Тавтапуç.
— Пĕрлешӳллĕ хуçалăха ăçта уçасси пирки тĕплĕн канашларăмăр та, эсĕ тата Герман килĕшсен ăна Çывăх Хĕвелтухăçĕнче йĕркелеме шутлатпăр.
— Инçерех мар-ши?
— Унта санăн туссем пур, çавă аван.
— Çапла-ха.
— Махмудпа Фарука çак ĕçе явăçтарма юрать.
— Маттур. Эсир, ветерансем, вĕсене те пелетĕр иккен.
— Ара, эпир саманан шанчăклă ывăлĕсем пулнă Халĕ, паллах, пурнăç улшăнать, çавăнпа та сире, çамрăксене, çĕне çул çине тухма пулăшасшăн.
— Тавтапуç.
— Тĕрĕссипе, эсир халĕ çĕнĕ обществăн çĕнĕ çыннисем шутланатăр ĕнтĕ.
— Ытла пысăк хак паратăн пире. Тивĕçлĕ-шм?
— Хăвăр пултарнине тытса тăватăр-çке-ха. Йывăр тесе хăраса, иккĕленсе тăмастăр.
— Пĕр япала шиклентерет мана: Марков юта кайсан çемье арканма пултарать.
— Шел те, вăл арканнă ĕнтĕ, — терĕ кичеммĕн Заил пуçне усса.
— Апла Германа хăюллăнах авалхи пирамидăсем таврашне яма юрать. Пурăнтăр, ĕçлетĕр...
— Эпĕ килĕшетĕп.
Утсан — çул ӳсĕнет. Кĕçех Арлановпа Казанбаев хăна çурчĕ умне çитсе чарăнчĕç.
* * *
Чугун çул вокзалĕнчен тухсан Германпа Энтри пуйăс еннелле утрĕç.
— Тен, мана та чĕнĕн хăв патна? — ыйтрĕ ывăлĕ ашшĕ пысăк чăматана тротуар çине лартса кăкăр кĕсйинче тем — те укçа, те кирлĕ хут — шыранă вăхăтра.
— Малтан çитем-ха çĕнĕ вырăна, вырнаçам унта, — асăрханса, çав тери лăпкăн каларĕ ывăлне Марков юта каймалли паспорт хушшинчен çул билетне кăларса. — Тытман упа тирне сӳме иртерех.
— Санăн ăшчикӳнте темле иккĕленӳ пур. Çавă асаплантарать сана. Çапла-и, атте?
— Пулма та пултарать, — терĕ те ашшĕ васкаса йывăр чăматанне çĕклерĕ. — Вакун умĕнче Заилпа Эльвира кĕтсе тăраççĕ пире. Гюзель курăнмасть.
— Анне, тен, килмест те пулĕ.
— Калама йывăр, пуйăс чĕрĕк сехетрен тин тапранать-ха.
— Кĕтсе пăхăпăр, атте.
— Килĕшетĕп.
Заил хăй еннелле васканине асăрхаса уттине хăвăртлатрĕ Герман. Пушă аллине çӳлелле çĕклерĕ те хула пуçлăхне чарма хăтланчĕ.
— Хамăрах çитетпĕр. Ан хыпалан, — терĕ.
— Çулу ытла вăрăм, вăйхална май килнĕ таран упрама тăрăш, — тесе Казанбаев чăматана Марков аллинчен илчĕ.
— Эй-й, ан чăрман. Вакун патне çитесси нумаях юлман ĕнтĕ. Санăн та вăй-хална ăçта килнĕ унта салатмалла мар. Перекетлĕн усă курмалла. Татса паман ыйтусем мăй таран хулара, — тусĕн хăтланăвĕ килĕшмерĕ мар, паллах, Германа.
— Гюзельпе Энтри пирки ан пăшăрхан. Эпĕ те, Эльвира та вĕсене куçран вĕçертмĕпĕр. Çемье кĕрекине тулли тытма тăрăшăпăр, — çумăн шăкăлтатса утрĕ Заил.
— Шанатăп сана, тусăм, анчах чĕрӳне упра. Тĕрĕслеттермерĕн. Кирлĕ пулсан Гюзельрен пулăшу ыйт. Эсĕ тӳнсен вĕсене те, мана та йывăр килĕ, — терĕ Марков, пуйăс тапранма вăхăт çитнине асăрханăскер, юлташне хыттăн хăй çумне чăмăртарĕ. Эльвирăпа ăна çурăмĕнчен лăпкаса сывпуллашрĕ. Энтрипе вара типпĕнрех алăсене чăмăртаса сывпуллашрĕ, пыра тем капланнине туйса хăвăртрах шавлă вакуна чăмрĕ. Гюзель ăсатма килмерĕ иккен. Çакăншăн питех те пăшăрханнăскер, Герман йĕп çинчи пек ларчĕ. Çав-çавах вакун умĕнче тăракан Энтрие, Казанбаевсене чӳрече урлă алă сулчĕ. Вокзалра çуралнă тунсăх унран Мускава çитиччен те хăпмарĕ, чун-чĕрене пуслăхпа пусарнăн хĕссе пычĕ...
* * *
Лайнер, ялтăркка хурçă кайăк, ярăнса кăтра пĕлĕтсем витĕр тухрĕ, тинĕс çийĕн вĕçме тытăнчĕ. Герман иллюминатор витĕр Вăтаçĕр тинĕсĕ çине пăхрĕ. Аялтан карапсем пĕчĕк турпас пек курăнчĕç. Тепĕртакран куç умне хăйăрлă çыран тухса выртрĕ. Александрия, Çурçĕр Африкăн хапхи, сывлăшри карапа ăшшăн саламларĕ, малалла, пирамидăсем енне, ăсатрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...