Çавал сарăлсан :: 3. Эх, çамраклăх! Шухă-çке, шухă...
1
Трактора юсаса пĕтересси пулмарĕ. Тепĕр кун ирех Виссарион Маркович Павела килне пырсах вăратрĕ.
— Симун мурĕ чирленĕ тата. Пĕр сăмахпа каласан, колхозăн икĕ вакун удобрени килнĕ. Паян йăлтах турттарса кăларасшăн. Эс унта паянлăха Симун тракторне кӳл-ха. Çара çунинех кăкар, эсир пĕрчĕллĕ супперфосфат тийĕр.
Хирĕçсе тăма аван мар пек туйăнчĕ, Павел васкасах тракторсем патне тухса утрĕ.
Машинăна вăл вĕри шывсăрах тапратрĕ, анчах ун валли пĕр çуна та тăрса юлман. Автомашинăсем тăракан гаража кайса икĕ прицеп урапи кăкарма тиврĕ. Çавăнпа вăл станцăна ытти трактористсенчен каярах юлса çитрĕ. Автомашинăпа çитнĕ колхозниксем фосфорит çăнăхне пушатаççĕ. Пĕтĕм тупик таврашĕнче кăвак тусан явăнать.
Хăйĕн черечĕ часах çитĕс çуккине курсан, Пазел комбинезонне трактор кабинине хывса пăрахрĕ те апат çиме кайрĕ. Çывăхра вокзал ресторанĕ çеç. Вăл та пĕчĕкрехскер кăна. Вокзалра вара халăх туллиех. Пурте таçта васкаççĕ, нумайăшĕсем официанткăран: «Кĕçех пуйăс килет», тесе хăвăртрах апат çитерме тархаслаççĕ. Хĕвĕшекен халăха Павел пайтах курнă, çавăнпа та вăл васкамасăр чӳрече çумĕнчи сĕтел хушшине пырса ларчĕ. Илемлĕ сăн-питлĕ çамрăк официанткă самантрах ун умне пырса тăчĕ. Хĕрĕ чăнахах вăр-варскер пулчĕ, кĕçех унăн умĕнче купăста яшки пăслана пуçларĕ. Ăна çисе яма ĕлкĕрчĕ çеç, официанткă ун умне иккĕмĕшне те пырса лартрĕ, çав хушăрах темĕнле палланă сасă Павела ятран чĕнчĕ.
Ку сасăра ытларах чĕнни мар — тĕлĕнни палăрчĕ. Каччă пуçне çĕклерĕ. Галя! Мĕнле улшăнса кайнă вăл. Ултă çул иртнĕ! Хĕр чухне те çавракарах пит-куçĕ халь татах тулли. Йăрăс пĕвĕ хулăнланнă. Питне-куçне сăрланă, çавăнпа-ши, сăнĕ-пичĕ темĕнле ют пек курăнать. Тӳлек те мăн кăмăллă куçĕсем çеç çаплипех, вĕсенче çынна илĕртекен хĕлхем пур. Унăн çумĕнчех вĕр-çĕне шинель тăхăннă артиллери капитанĕ тăрать. Хăй шуранка та тăрăхларах питлĕ.
— Ырă кун пултăр, Галя, — пичĕ пĕçернине туйрĕ Павел. Хĕрарăм сăнран пачах та улшăнмарĕ, капитан енне çаврăнчĕ.
— Гришенька, эп сана пĕлтерменччĕ пулас. Павелпа эпир тăххăрмĕш класа çитиччен пĕрле вĕреннĕ.
— Паллашма хавас. Гриша, — вырăсла хуравларĕ упăшки.
— Павел, — çĕкленчĕ каччă. Вăл хăйĕн хул пуççийĕ çӳллĕш те çук офицерăн черченке аллине çирĕппĕн, вăтанмасăр пăчăртарĕ.
Галя çумри пукан çине ыйтмасăрах ларчĕ.
— Эсир хăçантанпа кунта? Лар, лар, Гришенька — упăшкине пукан шутарса пачĕ вăл. — Сире Казахстанра теместчĕç-и?
Галя ăна «эсир» тесе чĕнни ытла та хăлхана касмалла тата юттăн илтĕнчĕ. Вăл хăй чĕри темĕнле вĕчĕрхенӳллĕн сӳлетсе кайнине туйрĕ, анчах хăйне часах алла илчĕ.
— Яла çитни кĕçех эрне пулать.
— Ĕçлеме те тытăнтăр-и?
— Куратăр ак. Паян станцăран удобрени турттарма килтĕмĕр.
Ашшăн калаçма тăрăшрĕ пулин те, сăмахсем тӳрккессĕн тухрĕç. Ĕненмелле те мар. Мĕн ачаран юратаканпа çапла калаçмалла-ши вара? Е Павел Гальăна юратнине упăшки пĕлмест-ши? Сăнĕнчен ăна-кăна сисме çук.
— Эсир халь механик-и? Инженер-и? Сире вĕренет тетчĕç.
— Вĕренесси вĕренкелетĕп те, трактористрах ĕçлетĕп-ха.
— Ик алла пĕр ĕç. Çавах мар-и? — лăплантармалла хушса хучĕ Галя. Унăн куçĕсем Павелăн фуфайкине кăшт куларах тата ютшăнарах сăнанăн туйăнчĕç. Павел та пуçне çĕклерĕ. Ун çине мăй тавра хунă хура тиллĕн шупка кĕленче куçĕ темĕнле чунсăррăн пăхнăн туйăнчĕ. Галя куçĕ пек курăнчĕ вăл Павела.
Павелăн калаçни-туни килĕшмерĕ-ши Галя упăшкине, часах вăл çĕкленчĕ:
— Эсир калаçăр. Тата тепĕр сехетрен пуйăс килмелле. Черет йышăнас, атту кассă патне пыраймăн та, — вартах çаврăнса утрĕ офицер.
— Упăшкам ман... Юратать... — тем каласшăн пулчĕ Галя.
— Аван, — персе ячĕ Павел.
— Эс апатна çи, ан вăтан, — «эс» çине куçрĕ Галя.
— Вăтанасси те пулĕ сирĕн пек чиперккесенчен.
— Кулăрах ĕнтĕ.
Кулăпа хула çавăраймăн, тетчĕç. Хăвăр еплерех пурнатăр?
— Горькинче эпир. Мускава та, киле килсе кайма та инçе мар. Çавалкасра эп час-часах пулатăп.
— Ĕçлетĕр пуль?
— Çук, ача çуралсанах пăрахрăм. Ăна çитĕнтерме те вăхăт кирлĕ. Ачана ăслă-тăнлă тума йывăр, пăсса яма часах.
«Мĕншĕн вĕренсе патшалăх укçине сая янă?» — шухăшларĕ Павел, анчах Гальăна урăхла каларĕ:
— Пурнăç çитсен ма ĕçлес?
— Пурнăçĕ вăл çын шайĕнчен килет. Вĕренни ытларах ыйтать. Çапах хурлама пултараймастăп. Укçине Гриша аван илет.
— Эп сана ун пек усраймастăмччĕ пуль. Тракторист. Шăршă-маршăсăр пуçне мĕн пур ман? — сиввĕнрех кулса илчĕ Павел. — Таврăнасси çур çул юлсан кĕтеймерĕн те...
— Шăпа... Мĕн тăвăн? Çапла пулса тухрĕ. Эп сана та кĕтмен мар, — тавăрчĕ Галя. Халь çеç унăн питне хĕрлĕ сăн тапса тухрĕ. Вăтанчĕ пулас..
— Аса ил-ха çак вокзала. Мана ăсатнă чух эс: «Кĕтетĕп сана, Павел», тенĕччĕ. «Хăçанччен?» — тесе ыйтрăм эп. — «Хăв мана маниччен», терĕн эс. Манманни халь виçĕ çул урăххине ыталать, тепĕр ухмахĕ ăна çаплах ăшран кăларса пăрахаймасть, — пăшăлтатарах каларĕ Павел. Сăмахĕсем çапах вĕри те хумхануллă тухрĕç.
Галя шарламарĕ. Пичĕ тĕллĕн-тĕллĕн шуралчĕ. Каччă сивĕнсе кая пуçланă апатне кăшт-кашт çырткаларĕ те кофĕ килсе лартнă официанткăна укçа тулерĕ.
— Гриша виçĕ хут хăтана пычĕ.
— Вара чăтаймарăн пулать.
— Çынна пуç çаптарма юратмастăп эпĕ.
— Мĕн калăн: ырă чĕре.
— Юрĕ ĕнтĕ, пӳрни пулчĕ пуль. Тепре чухне кĕтекенĕсен те пурнăç пулмасть.
— Апла та пулкалать ĕнтĕ тĕнчере. Сыв пулăр-ха. Тепре килсен кĕрсе тухăр, — терĕ Павел. Вăл Гальăпа урăх нимĕн те калаçмалли тупайманшăн пăшăрханчĕ.
— Чĕннишĕн тавтапуç, — çĕкленчĕ Галя та. Вăл часах лăпланчĕ, пичĕ çинчи хĕрлĕ лаптăксем те çухалчĕç.
Гальăпа сыв пуллашса, Павел урама тухрĕ.
— Пулнă, иртнĕ, — сасăпах мăкăртатрĕ вăл. Унтан пуçа тĕрлĕ шухăшсем капланчĕç. Пĕрисем Гальăна çаплах манайманшăн хăйне вăрçрĕç. Теприсем унăн çитменлĕхĕсене шырарĕç. Туртса тикĕсленĕ куç харши... Хĕретнĕ чĕрнесем. Сивĕ те чее куçĕпе пăхакан тилĕ. Йăвалакан çăкăр тĕпренчĕкĕ...
— Ăçта çӳретĕн эс? — ăна шартах сиктерчĕ Володя. — Тракторна эп пырса лартрăм. Халиччен тиесе пĕтерчĕç пуль. Так. Кайма пĕрлех кайăпăр терĕм.
2
Ĕçрен таврăнсан, Павел хăй ĕшеннине туйрĕ. Шыв ăсса кĕрсе пилĕк таран çăвăнчĕ, çăмлă ал шăллипе кĕлетки хĕрелсе кайичченех сăтăрчĕ. Тумланкаланă хыççăн васкасах кăвайт чĕртрĕ, çăмарта ăшаласа çирĕ.
Пĕр шухăш çеç канăç памарĕ-ха ăна: киле килни тăватă кун, вăл пур, çаплах хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлаймасть. Ăçтан пуçламалла? Мĕнрен тытăнмалла? Кам пулăшĕ ăна? Кам ĕненĕ? Райкома кайса каласа памалла мар-ши? Е Прыгуновах пуç çапас?
Унăн ĕмĕчĕ — плуг. Çук, ахаль плуг мар, хăйне евĕрлĕскер.
Совет Çарĕнче ăслă-тăнлă, çирĕп шăм-шаклă çамрăка вĕренме те çăмăл. Унчченех трактора тĕплĕн пĕлекен Павел тата çулталăкран ăста механик-водитель пулса тăчĕ. Тата çулталăкран, танксене илсе çӳрекен маçтăр ятне илсен, ăна завода куçарчĕç. Вăл капиталлă ремонтран тухнă танксене тĕрĕслекен пулса тăчĕ. Хăйне валли те вăхăт çителĕклех тупăнкаларĕ. Павел çамрăксен каçхи шкулне çӳреме тытăнчĕ. Тăрăшакан — тăвать. Çулла вăл лайăх аттестат илчĕ. Кĕркунне, çарпа сыв пуллашса, ытти вуншар танкистсемпе пĕрле хăй ирĕкĕпех Казахстана, çĕнĕ çĕре тухса кайрĕ.
Каллех вĕренӳ. Института кĕме экзамен тытрĕ. Малтанах ял хуçалăхĕ валли инженерсем хатĕрлекен факультета кĕресшĕнччĕ, анчах Павлодарти институтра çав факультет пулмарĕ. Урăх çĕре каяс — инçетре. Чунне хытарсах унăн агрономи факультечĕпе çураçма тиврĕ. Кайран пачах та ӳкĕнмерĕ.
Заочнă вĕренекене дипломшăн кăна çунать, теççĕ. Çук, тĕрĕс мар. Пурнăç чупать, васкать. Унăн çуни çинчен тухса ӳксен, уруна та хуçма пулать, кайран çав çунана хăваласа çитейместĕн. Пурнăç çуни вăл — вĕренӳ. Малтан Павел очнă вĕренме шухăшларĕ, анчах виçĕ çул хушши салтакра хуйхи-суйхине, савăнăçпа телейне пĕрле пайласа пурăннă юлташĕсенчен уйрăлаймарĕ.
Заочнă вĕренесси ăна савăнтарчĕ те, хăратрĕ те.
Анчах кĕнекесем тытсассăнах, вĕренӳ Павела хăй юхăмне çавăрса илчĕ. Унăн сăран сумкинче бригадă ĕçне çырса пыракан хутсемпе юнашар хулăн тетрадьсемпе кĕнекесем вырнаçрĕç. Кашни пушă минутрах бригадă будкинче-и, совхоз кантурĕнче-и, е общежитире вуларĕ, института конспектсем çырса ячĕ. Лерен ырласа çырни ăна татах хавхалантарчĕ. Виçĕ çулта вăл виçĕ курс пĕтерчĕ, тăваттăмĕш курсшăн та экзамен пачĕ. Тата икĕ çултан унăн аллинче диплом пулать. Дипломшăн вĕренет-и вăл? Çук. Павел хăйĕн ăс-тăнĕ кунран кун пуянланса, тавра курăмĕ сарăлса пынишĕн хĕпĕртет.
Акă, Çавалкас çĕрĕсемех уншăн урăхларах курăна пуçларĕç. Çара кайиччен Павел ăна ытти трактористсем пекех нимĕн ăнланмасăр çавăрттарнă. Чăваш çĕршывĕ... Çырма-çатра. Çурхи шывсем капланса килсе çĕрĕн тутлăхлă мамăкĕпе сĕткенне çырмасене — Çавала, Кĕтнене, Ункăна, Сăра юхтараççĕ. Юхать пурлăх, çĕр пуянлăхĕ юхать, çынна усă кӳмесĕр çухалать. Чăваш çĕршывĕ тĕрлĕ саплăксенчен çĕленĕ кĕпе пек. Тем тĕрлĕ çĕр те пур кунта.
Анчах пысăкрах лаптăкĕ — вăрман çĕрĕ. Ку çĕр ачаш ача пекех, йывăр ăна юрама. Ăна пĕр-икĕ çул хушши ан тĕкĕн, вăл çиелтен хура тăпра пекех курăнать. Ал лаппи тарăнăш чакала кăна, аяларах кĕллĕ тăпра пуçланать. Нимĕн те тытăнса тăмасть çав кĕлле тăпра çийĕнче: çумăр шывĕ те, ӳсен-тăрансене тутлăх паракан апат та. Вĕсем кĕллĕ тăпра витĕр юхса тухса «амăш тăпри», е ялти пек каласан, «арлан тăпри» çине пухăнаççĕ. Арлан тăпри çур метр тарăнăшĕнче е унтан та аяларах. Ахаль каслă плуг кĕллĕ тăпрана çиеле çавăрттарса кăларать. Мĕнле апат пур унта ӳкекен тыр пĕрчи валли? Çумăр çусанах чул пек хытса ларать. Ташла — путмасть, хăма пек янăрать. Çавăнпа тыр-пул тухăçĕ пĕчĕк. Çав çĕре юсама вуншар çул кирлĕ. Тислĕк ытларах тăкрăн пулсан, тарăнрах сухалама юрать, тăкмарăн пулсан — тарăн сухалани тип шар. Кĕллĕ тăпра çиеле тухса выртать, малтанхи çумăрпах хытса ларать. Тыррине акса хăвартăн пулсан та, шăтса тухаймасть. Вăйлă тракторсем, тем тĕрлĕ ака пуçĕ шухăшласа кăларчĕç, çапах та вăрман çĕрĕн тухăçĕ суха пуçĕ вăхăтĕнчи шайрах тăрса юлчĕ.
Çак çĕре Мальцев меслечĕле сухаласан?
Шухăшпа ирттернĕ каçсем! Çĕнĕ плуг çуралать пуçра. Кампа малтан канашламалла? Кама хăвăн шухăшна уçса памалла?
Павел Мальцев патне çыру çырать.
Анчах ответлĕ-ши вăл ăна?
Ĕнтĕ икĕ эрне иртсен хуравне кĕтме те пăрахнăччĕ Павел. Пĕр кунхине ăна сасартăках ыттисенчен нимĕнпе уйрăлсă тăмăн конвертлă çыру тыттарчĕç.
«Хисеплĕ Кадышев, — тесе пуçланĕ Мальцев. — Санăн çырăву мана тарăн шухăша ячĕ. Çакна пĕлтеретĕп: манăн меслет вăрман тăпришĕн юрăхсăр. Кам пĕлет: асăннă çие кăштах тарăнлатни çĕрти сывлăшпа шыв режимне лайăхлатма май парĕ. Вăл паллă. Эс сĕнекен плуг пирки çакна çеç калатăп: эп сан чертежна Челябинскри машинăсем тăвакан завода ярса патăм. Унта манăн лайăх палланă конструкторсем ĕçлеççĕ. Вĕсем тата мĕн калĕç. Малтан тĕрĕслесе пăхни кирлĕ.
Анăçлă пулмасан,татах шырама лекĕ. Тĕпчевçĕ, шыравçă ĕçĕ çăмăл мар. Эп çĕре тĕпчесе пĕлес, унăн вăрттăнлăхне тупас тесе хĕрĕх çул ĕçлетĕп, çапах лайăх пĕлсе çитрĕм теме пултараймастăп.
Шыра, тĕпче, Кадышев юлташ. Хăв шухăшланине, хăв ĕмĕтленнине вĕçнех çитер.
Салампа Т. С. Мальцев».
Ытлашши нимĕнех каламан пулсан та, Павела Мальцев çырăвĕ хавхалантарчĕ. Вăл тепĕр чертеж туса тĕпчев институтне ярса пачĕ. Унтан хурав часах килмерĕ, анчах савăнтармалласкер пулчĕ. Плуг пысăк шанăç пама пултарать, имĕш, анчах ĕçре йывăр та, çаврăнăçусăр. Çавăнпа конструкцие лайăхлатма сĕннĕ.
Ăçта тĕрĕслесе пăхмалла плуга? Ăçта тумалла ăна? Пӳртре тĕттĕмленсех ларчĕ. Каччă лампă çутрĕ, чӳрече каррисене карчĕ. Общежитири шава хăнăхнăран кичем те салху пек туйăнчĕ ăна. Ашри юлхавлăха сирсе «Политэкономия» кĕнекине тытрĕ. Вăл вĕренме пуçланă темă интереслĕ: «Çĕр ренти». Шухăшлаттарать. «Районтах, республикăрах тĕрлĕрен çĕр. Анчах районпа республикăшăн çеç мар, чылай пысăк зонăри колхозсемшĕн пĕр хак. Çав хак лайăх çĕрлĕ хуçалăхсемшĕн аван. Çавалкассен çĕрĕшĕн — тăкак. Гектартан ултă центнер илсен те, çирĕм центнер илсен те пĕр ĕçех тума лекет. Тислĕк кăлар, юр тыт, сухала, сӳреле, çум курăкĕнчен тасат. Çулĕ тата. Пĕр колхозĕ станцăран виçĕ çухрăмра. Теприн вăтăр çухрăм ытла машинă хăваламалла. Пĕри тырă леçсе ытларах тăкак курать, ăна та виçĕ çухрăмрисен хакнех тӳлеççĕ. Çавсене шута илме çук-ши? Начар çĕр çинче тырă ӳстерме ытларах вăй хумалла. Вăйне кура укçине тӳле.
Тен, эпĕ тĕрĕс мар шухăшлатăп? Сана патшалăх ĕмĕрлĕхех çĕр çирĕплетсе пачĕ пулсан, эсĕ ăна юса, пуянлат. Çĕре япăхтарса яни — усал ĕç туни. Колхозник хиртен пĕр çĕклем улăм йăтса кĕчĕ пулсан, ăна суда параççĕ, çĕре япăхтарса янă колхоз председательне е агронома никам та айăпламасть. Ятласан ятлаççĕ, ятламасан çаплипех иртсе каять. Çĕре пăснăшăн, ăна ама çури ачине пăхнă пек пăхнăшăн ответ тыттармалли закон кăлармалла. Вара çĕнĕ çырма-çатра та пулмĕ, колхоз пуçлăхĕсем те пуç тавра шухăшлĕç».
Кашни темă Павела шухăша ярать, вуласа тухнине чăн пурнăçрипе танлаштарать, тен, çавăнпах-и асрă юлать.
Çенĕкре ура сасси илтĕнчĕ, алăка шаккарĕç.
— Кĕрĕр! — кăшкăрчĕ Павел. Вăл хăйне шухăшран хăтарнăшăн савăнчĕ.
Анна иккен.
— Мĕн шаккасах кĕретĕн? Ан вăтан, хамăр çын.
— Ырă каç пултăр, эппин, хамăр çын. Çынни-качки сан, упапа пĕрех пурăнатăн, — кулчĕ хĕр.
Хăвна та ырă каç пултăр. Иртсе лар, пырса чăмăртарĕ каччă хĕр аллине.
— Ой! упа! — кăшкăрчĕ Анна, ыратнă аллине силлесе. Ăна вăл пĕчĕк ача пек вĕре пуçларĕ.
— Тĕрĕ. Чехов калавĕнчи упа. Анне çавнашкал çуратнă, кӳршĕ хĕрĕшĕн ӳстернĕ. Кӳршĕре сансăр пуçне хĕр çук. — кулчĕ Павел.
— Ларатăн епресе. Атя, клуба тухса кур. Пĕччен таврăнасси турчкапа çухрăм виçессипе пĕрех. Иккĕн килме савăнăçлăрах пулĕ.
— Ташлама эп ухутах мар. Кино уйăхĕпех пулман, теççĕ.
— Будкă çук тесе кăтартмаççĕ. Кĕçĕр вăрманпромхозран концертпа килнĕ. Кайран ташă. Ытла кичем сан пуртре. Санашкал пĕччен пуранас пулсан, эп тунсăхласах вилсе каймалла, — калаçрĕ Анна.
— Асаттесем радиосăрах пурăннă — шӳтлерĕ Павел. Тăхта ак, телевизор та илĕп. Çавалкас та пĕр çултах ял пулман. Пурне те тума вăхăт çитмест. Икĕ эрне алла кĕнеке тытман. Ыранах института ĕç çырса ямалла.
— Ыран та кун пур.
— Ырантан ырхан пусать.
— Эп паян юлашки ĕç çырса ятăм.
— Хăв ĕçлетĕн, мана клуб тăрăх сĕтĕретĕн.
— Ку ĕçне эп пырĕ текелесе васкасах çыртăм.
— Пырĕ тени пыра каять, — каллех шӳтлерĕ Павел. Иккĕшĕ те кулса ячĕç. Анна çеç кăштах кăмăлсăрланчĕ:
— Ытти çынсемпе эс ятлă çын пек калаçатăн. Манпа эс — пĕчĕк ача.
— Ан васка, яш ача пулам ак. Урăхларах калаçăп.
— Пулăп тени пулла каять, — тавăрма май килнишĕн савăнчĕ Анна.
— Юрĕ. Çуркунне пулă яшки çитерĕп. Халь эп тăхăнам-ха. Клуба-тăк — клуба.
Павел тĕпеле кĕрсе хăмăр костюм тăхăнса тухрĕ. Галстук çыхрĕ. Анна ăна тӳрлетме пулăшрĕ. Каччă шӳтлесе хĕре икĕ чавсинчен тытса çĕклерĕ.
— Яр, упă... — кулчĕ хĕр.
Урамри чӳрече патĕнче такам кăштăртатнăн туйăнчĕ. Ăна Павел çеç илтрĕ. Каччă аллинчен вĕçерĕннĕ Анна алăк патне кайса тăчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...