Кăвак çĕмрен :: Эпилог
Çĕр иртет те... килет çутă ир...
Çеçпĕл Мишши.
Каç сĕмлĕхĕ тавралăха хура чăмăрне чăмăртанă.
Тĕттĕм. Пурте хура та хăрушшăн курăнаççĕ.
Аслă çул хĕррине çĕкленнĕ вĕрçĕнĕ вилтăпри çумĕнчен темиçе çын хăпрĕç те чăтăмсăррăн пуç ухса тăракан учĕсем патне пычĕç.
Вилтăпри çинче икĕ япала: пысăк мар чул тата хăмасенчен çапса тунă хĕрес, вĕсем тăлăххăн тăрса юлчĕç.
— Тăпри çăмăл пултăр! — пăшăлтатрĕç темиçен.
Учĕ патне пуринчен те кайран утса пынă çын, вилтăпринчен уйрăлайман пек, каялла чылайччен пăхса тăчĕ те хăй тĕллĕн калаçса илчĕ:
— Ун чулĕ çине эпĕ ăмăрткайăк катса ӳкертĕм. Кашни иртен-çӳрен кунта чăн-чăн паттăра, патька-патшан шанчăклă çыннине пытарнине пĕлтĕр. Сан яту, Укаслу, нихăçан та вилмĕ, ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче пулĕ...
Ун патне тĕксĕм сăнлă икĕ çын пырса тăчĕç.
— Хăшместĕр, — терĕ вĕсенчен пĕри чи ваттине. — Ун вилтăпри çине хĕрес лартнăшăн айăп ан ту пире. Укаслу пирĕншĕн, вырăссемшĕн те çывăх. Эпĕ унпа пĕрле Кĕтнепе Хырла тăрăхне те кайса çӳрерĕм. Ун ятне эпир, вырăссем, манмăпăр.
Ку калаçаканни Тимофей-хусахпа пĕрле Укаслу çарĕнче çӳренĕ вырăс пулчĕ.
— Пиртен айăп çук, ырă çынсем, — пăшăлтатрĕ леш ватти, хăшместĕр. — Эпир хамăрла чыс турăмăр, эсир — хăвăрла. Чыса тивĕçлĕ вăл.
Хăшместĕр шăпланчĕ. Вара, шывланнă куçне шăлкаласа, хулăм туталлă чăваш сăмах хушрĕ:
— Телейшĕн пĕрле кĕрешнĕ, пĕрле пытартăмăр. Ун тăпри çинче пĕрле тупа турăмăр, амике, мĕн калаçмалли пур...
— Тĕрĕс калатăн, Аçтăрхан. Пĕрле тупа турăмăр — çулсем пĕрле пирĕн! — çирĕплетрĕç ун сăмахне пурте.
Тек сăмах чĕнекен пулмарĕ.
Пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те çынсем чĕмсĕррĕн учĕсем патне утрĕç.
Çаплах, чĕмсĕррĕнех, кашниех утне утланчĕç. Вара, умлăн-хыçлăн йĕркеленсе тăрса, пĕр ушкăнпа тухăçалла çул тытрĕç.
Тĕттĕм. Пурте хуран та тискеррĕн курăнать. Каç сĕмлĕхĕ таврара хуçаланать. Йĕп чиксен те куç курмасть.
Пĕр ушкăн юланут тухăçалла васкать.
Тĕттĕм. Çутă килессин палли те çук. Анчах çах тем шыракан çынсене ку шиклентермест. Кăштах вăхăт иртĕ те, акă, çамрăклах çĕре кĕнĕ чăваш хĕрĕн ĕмĕтне çитерсе, хĕвел тухĕ.
Патька-патша та çакна ĕненсе йывăр та тумхахлă çулпа хĕвеле хирĕç утнă. Кĕрешĕве çĕкленсе пуçне хунă пиншер ятсăр паттăрсем те çакна ĕненсе çĕре кĕнĕ. Чăваш хĕрĕ Укаслу та хĕвелшĕн кĕрешсех хăйĕн таса юнне тăкнă.
Этем юнĕ сая каймасть. Хĕрлĕ Чечек пулса çĕр çине шăтĕ, хĕвел тухнипе тухманнине хăй курĕ, ĕмĕчĕ сая кайманнишĕн савăнса ăшă çилпе пăшăл-пăшăл калаçĕ.
...Хĕвел тухатех!
Çакăн хыççăн та чăваш çĕрĕнче патька-патша ĕçĕшĕн, ирĕклĕхшĕн, телейшĕн кĕрешесси пĕтмерĕ-ха. Пур çĕрте те хăйсен аванкайĕсем, аçтăрханĕсем, ишмукĕсем, атлайĕсем, хăйсен кĕлсулттан-кинемейĕсем пулчĕç. Вĕсем çав патька-патша ĕçĕшĕн, ирĕклĕхшĕн, телейшĕн кĕрешессине ертсе пычĕç.
Сĕм вăрмансенче, çын иртейми чăтлăхсенче пăлхавçăсен йышлă ушкăнĕсем çӳрерĕç, вĕсем тискер майра-патша çарĕсене çĕмĕрчĕç, пуянсене, пупсене тĕп турĕç, патька-патша тепре килессе ĕненсе пурăнчĕç.
Чăваш çĕрĕнче майра-патша салтакĕсем урса кайсах иртĕхрĕç, пăлхавлă ялсене пĕтерчĕç, ачасене, хĕрарăмсене, ватăсене тыта-тыта çакрĕç. Анчах кĕрешӳ кăварне ниепле те йăлтах сӳнтереймерĕç.
Халăх ĕмĕчĕ кайăк çуначĕ пекех. Кайăк мĕн çĕре ӳксе виличченех вĕçме пăрахмасть. Халăх та телей, ирĕклĕх çинчен ĕмĕтленме нихăçан та пăрахмасть.
Чылай çулсем иртсен, кикаклата-кикаклата кайăкхурсем кăнтăр енчĕн çуралнă çĕршыва таврăннă кунсенче, Хырла вăрманĕсенче тарса çӳрекен пăлхавçăсем патне аманса-сусăрланса пĕтнĕ пĕр вăтам пӳллĕ, хулăм туталлă чăваш пырса тухрĕ.
Пăлхавçăсенчен пĕри те çак çынна палламастчĕç.
— Кам эсĕ? — пĕлесшĕн пулчĕç вĕсем. — Кайăкхурсен картинчен татăлса аннă пекех тупăнтăн эсĕ. Яту мĕнле санăн?
— Аçтăрхан! — пĕлтерчĕ çак таçтан тупăннă чăваш хăй ятне. — Сирĕн пĕкех ирĕклĕхшĕн вăрçа тухнă çын эпĕ. Тен, эсир тĕрĕс те калатăр пулĕ: кайăкхур картинчен татăлса антăм пулĕ. Кайăк хурĕсен тăван кĕтесĕ çак таврара пулнă. Турра шĕкĕр! Çитрĕм çапах тăван кĕтесе...
— Ăçта çӳренĕ вара эсĕ халиччен? Кампа пĕрле пулнă?
— Патька-патшан чи шанчăклă çарĕнче. Халĕ, акă, вăй пухатăп та каллех ун патне тухса каятăп. Ăна шыраса тупатăп.
— Çук ĕнтĕ патька-патша... Ăна Мускавра ваккăн-ваккăн вакласа вĕлернĕ...
— Çук! — кăшкăрса ячĕ килнĕ çын, — Патька-патша пулман вăл. Ун вырăнне хăлхине каснă хусаха вĕлернĕ. Патька-патша чĕрĕ, сывă!.. Вăл пире те Сарăкун çĕршывне илсе каять.
— Эпир те ун патне каятпăр, — терĕç çамрăкраххисем.
— Чăнах та, таçта та пулнă, тем те курнă пулас эсĕ.
— Çĕлен çулĕпе шунă, кăйкăр çуначĕпе вĕçнĕ, упа уттипе утнă. Ку таврара та пулнă эпĕ. Тахçанах, темиçе çул каяллах. Таçта çакăнта вăрман варринче ватă Аванкай старик пурăнатчĕ. Ăсчах, паттăр çын, чăнлăхшăн, тăван халăхшăн пĕтĕм пурнăçне те шеллемен чăваш. Çавна шыраса тупмалла манăн. Эсир пĕлместĕр-и ăна?
— Апла эсĕ хăв кайнă хыççăн ку таврара мĕн пулнине пĕлместĕн иккен, — терĕç ăна. — Çук ĕнтĕ Аванкай мучи. Çапăçу хирĕнче пуçне хучĕ.
— Хăçан?
— Вунă çул та иртсе кайрĕ ĕнтĕ унтанпа.
— Вилтăпри ăçта унăн?
— Чиперех чысласа пытарнăччĕ ăна? Анчах тăшмансем ун вилтăприне шыраса тупнă та ӳтне чавса кăларса йытăсене панă.
— Саран на кичку! — кăшкăрса ячĕ Аçтăрхан текенни, çынсем илтмен сăмаха. — Путсĕрсем! Апла уншăн та тавăрмалла манăн! Эй, турă! Парсам мана çĕнĕ вăй! Хамшăн мар, çĕре кĕнĕ туссемшĕн тавăрма! Кĕлсулттан кинемей тата... Вăл чĕрĕ-и?
— Çук, ăна тăшмансем çакса вĕлернĕ, ялне ним юлми çунтарса янă.
— Уншăн та, эппин, тавăрмалла манăн.
Питĕ халсăрланса çитнĕччĕ çав Аçтăрхан текенни. Çапах та вăл сывалса-юсанса кăшт вăй илсессĕнех пăлхавçăсен тĕрлĕ çĕрте çурекен ушкăнĕсене пĕрле пухса, майра-патша çыннисене хирĕç тата та хаяртарах кĕрешме тытăнасси пирки калаçрĕ. Анчах ĕмĕтленни çитеймерĕ, ăнсăртран тупăннă çĕнĕ юлташĕсем мĕн тери тăрăшса пăхсассăн та сывалаймарĕ-юсанаймарĕ вăл.
Кун хыççăн кун иртрĕ, вăйсăрлансах-йывăрлансах пычĕ Аçтăрхан.
Часах ĕмĕрлĕхех куçне хупасса пĕлсессĕн вара вăл тин тупăннă юлташĕсене пухрĕ те хăйĕн утаманĕ пулнă патька-патшан шанчăклă çарпуçĕ Укаслу-полковник çинчен мĕн пĕлнине, вăл ертсе пынипе хăйсем ăçта-ăçта çитнине, ирĕклĕхшĕн епле кĕрешнине пĕтĕмпех каласа пачĕ.
Халăх асĕн çӳпçи аслă. Вăл çӳпçере тахçан-тахçан пулса иртни те упранать. Вĕсен хушшинче Укаслу çинчен калани те пур.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...