Кăвак çĕмрен :: Кивĕ кĕрĕк çĕннине сыхлать


Укаслу çарĕ Килтешрен тухса кайнăранпа çак яла Аванкай мучи иккĕмĕш хут килсе кĕрет ĕнтĕ. Хăй кăмăлланă, хăй ура çине тăма пулăшнă хĕр унпа сывпуллашмасăрах инçе çула тухса кайни малтан ăна кăшт кӳрентернĕччĕ, каярахпа вара, ун-кун шутласа пăхнă хыççăн вăл Укаслăва ăнланчĕ. Ара, вăрçă пынă чухне пĕр кун та теме тăрать. Аванкай мучи кăна лайăх пĕлет. Укаслу ун патне сывпуллашма пырса çӳрес тенĕ пулсан, шăп та лăп пĕр кун çухататчĕ.

Малтанхи хут старик Килтеше çар епле кăмăлпа тухса кайнине, кашнинех хĕç е ухă таврашĕ çитнипе çитменнине пĕлес тесе килнĕччĕ. Килне вара ун чухне кăмăллах таврăнчĕ. Кĕлсулттан кинемей каларĕ ăна: «Йĕкĕтсем пурте маттур, кашнийĕн мĕн кирли пур. Вĕсем çапăçура намăс курас çук».

Иккĕмĕш хут Аванкай мучи Килтеше акă паян ирпе килсе çитрĕ. Вăл ниçта та кĕрсе тăмарĕ,тӳрех Кĕлсулттан патнелле урапине кустарчĕ.

— Эсĕ ялта тем манса хăвармарăн пуль те!Кашни эрнере килсе çӳре пуçларăн мар-и? — кăшт сиввĕнтереххĕн пек сăмах хушрĕ карчăк.

— Ĕç пур-ха, Кĕлсулттан, ĕç пур. Ара, калама маннă-çке эпĕ. Ара, манăн лаçра кăрал тем чухлех, хĕçĕ те, анкарĕ те, уххи те пур. Итле-ха, Кĕлсулттан, кăрал таврашĕ аллине тытас текен йĕкĕтсем курăнкаламарĕç-и хальхаççăн.

— Çук, курăнкаламарĕç. Эхе-хе! Курăнкаламарĕç.

— Итле-ха, Кĕлсулттан, курăнас-тăвас пулсан эсĕ вĕсене ман пата çул кăтартса яр. Юрать-и? Манăн унта тупри çитет.

— Юрать. Эсĕ мĕн, мана çакна калама тесе ятарласа Килтеше килтĕн-и вара? Çак инçе çула тухрăн-и?

— Ăна калас тесе те. Анчах тепĕр ĕç те пур.

— Эхе-хе! Тата тем ĕçĕ ĕнтĕ вăл.

— Халăх çăвар — хапха çăвар. Халăх темĕн те калаçать те-ха вăл. Тем тĕрлĕ сас-хура сарăлать таврара. Çурçĕрти çĕрсене, Çавал тăрăхне майра-патша салтакĕсем персе çитнĕ, тет, ялсем тăрăх тустарса çӳресе патька-патша майлă çынсене шыраççĕ, çаратаççĕ, тет. Тем, пирĕн таврана та килсе ан кĕччĕр. Кĕлсулттан, енчен те ун-пек кун пексем килес-тăвас пулсан, вăрмана кай тесе каласшăн эпĕ сана. Хăв та кай, ытти çынсене те систер. Ман пата пыччăр. Пурне те çул кăтартса яр. Хăв та ман çула манса ан кай. Ман унта пурин валли те вырăн çитет.

— Эхе-хе! Аванкай, эпĕ ватă ĕнтĕ, ватă. Салтаксем килсен тусан та вăрман-мĕнре тарса çӳреймĕп. Килтех вилем.

— Кĕлсулттан, апла калама кирлĕ мар. Пирĕн тата Укаслу таврăннине кĕтсе илмелле. Таврăнать вăл. Курăн, акă, таврăнать. Ун чухне пире нимĕнле салтаксем те хăрушă пулмĕç.

— Эхе-хе! Енчен те эпĕ хам вилĕмпе пирĕн хĕре упраса хăварма пултарайсанччĕ! Юлашки телейĕм çавă пулĕччĕ те...

— Кĕлсулттан, пирĕн хĕр хăйне хăех пит лайăх хӳтĕлет. Унăн алли маттур, хĕçĕ те, анкарĕ те çивчĕ, уххи те çирĕп, кăвак çĕмрене нумай.

— Ахăртнех эсĕ, Аванкай, ваттисем каланине маннă пуль çав. Кивĕ кĕрĕк çĕннине упрать. Эпир санпа иксĕмĕр кивĕ кĕрĕксем ĕнтĕ. Çĕннине кăна упрасчĕ те.

— Ваттисем каланине манман-ха эпĕ, Кĕлсулттан. Ара, пур-пĕрех алă усса лармалла мар-çке. Тăшман килме пултарать пулсан та... Ăна кĕтсе илме хатĕрленмелле...

— Ку тĕрĕс те-ха. Эпĕ пĕлĕп-ха та тăшмана кĕтсе илме. Пĕлĕп те-ха. Салтаксене эпĕ юрă юрласа панă пулăттăм. Эхе-хе! Тен, ăса кĕрĕç вĕсем манăн юрра итлесе. Патька-патша ирĕкне хирĕç пыма пăрахăтчĕç те.

Çапла ним çинчен те путлех калаçса татăлаймарĕç Аванкай мучипе карчăк. Кĕлсулттан юлашкинчен çапла каларĕ: «Юрĕ, Аванкай, кăмăла каякан йĕкĕтсем пулсан эпĕ вĕсене сан патна çул кăтартса ярăп. Ыттисем те кирлĕ чухне сан патна çул тупĕç». Çакăнпа икĕ ватă сăмахĕ çĕре çитрĕ.

Аванкай мучи вара халех каялла каймашкăн пуçтарăнма тытăнчĕ.

— Пĕрер куна юл. Ыран кайăн, — терĕ ăна карчăк.

— Хальхи пĕр кун та уйăха тăрать, Кĕлсулттан, — килĕшмерĕ старик, — лаçра ман ĕçĕ мăй таран. Вăхăт сая ярса тăрам мар ĕнтĕ.

 

Аванкай мучи лавĕ вăрмана кăнтăр енчи çулпа кĕрсе кайрĕ кăна, Килтеш енне анăçри юманлăхран Сюльдяшов çарĕ капланса килсе тухрĕ.

Старик тата кăштах Кĕлсулттан патĕнче чарăнса тăнă пулсассăн хăиĕн килне текех нихăçан та çитсе кураймастчĕ. Анчах çӳлти Турă ăна урăхларах ăраскал çырса панă çав.

Сюльдяшов салтакĕсем яла васкамасăр, хăйсен вăйне шайне палăртса, мăнаçланса пырса кĕчĕç. Вĕсем çак ял хуçисем, тейĕн.

Яла кĕрсе, вĕсем ял лаппинче чарăнчĕç.

— Ну, — терĕ Сюльдяшов хăйĕн тусне Савантере, — камран пуçлар суд тума. Ăçта пурнать леш Укаслу тăванĕ текенни?

— Тăванĕ мар, çывăх çынни, — тӳрлетрĕ ăна Савантер.

— Пурĕпĕрех. Кирек кам пулсан та. Чи малтан ăна суд тăвар.

— Вăл ватăлнă карчăк та...

— Пулин. Ватăлнă пулсан унăн апла леш тĕнчене кайма та ирĕкĕ пысăкрах. Пурăнчĕ пуль ĕнтĕ, çав çапкаланчăк ӳлексепе çыхланса кайнă та. Ытлашшипех пурăннипе ĕнтĕ. Кам мĕнлине чухлайми пулнă вăл.

— Ун патне ертсе каяс-и вара?

— Ертсе кай.

Кĕлсулттан кинемей патне кайма Сюльдяшов мĕн пур çарĕпех хускалчĕ. Çарĕ унăн пĕчĕк мар, çитмĕл çынтан та иртет. Пурте тата лайăх кăраланнă: кашнийĕнех хĕç, пăшал.

Хĕвел кăнтăрлана хăпарнă.

Унăн пайăркисем Килтешри аслă урама тӳррĕн ӳкеççĕ, урам ик енчи çуртсене те пĕр пек çутатаççĕ. Кашни ĕмĕлке шăп та лăп çурçĕрелле ӳкет.

Салтаксем килсе çитнĕ тени ял тăрăх çиçĕм пек хăвăрт сарăлчĕ. Пурте алăкĕсене хупса лартрĕç, кĕле ячĕç. Пурте чӳрече хупписене хупа-хупа хучĕç. Пĕтĕм ял вилсе пĕтнĕ пекех.

Аслă урамран иртсе кайрĕç. Ял варрипе юхса иртекен пĕчĕк

çырма урлă каçса салтаксем ял хĕррине тухрĕç.

— Çак çуртра, — терĕ Савантер Кĕлсулттан кинемей çурчĕ çине аллине тăсса кăтартса. — Пĕтме маннă карчăк çаплах тĕнчене çĕртсе пурăнать пулас-ха...