Кăвак çĕмрен :: Уйрăлу


Уйрăлу тени пулсассăн

Тĕлпулу та пулмалла.

Юрăран.

 

Хусанккапа Гаврила тата çармăс паттăрĕ Чоткар хăйсен çыннисемпе патька-патша тапăрĕнчен каçалана хирĕç тухса кайрĕç.

— Чипер юл, Укаслу, — терĕ Хусанкка. — Маттур пул. Асту, хăвна кӳрентерме ан пар... Тен, санăн чăнах та хăвăр тавраналла кайса килмелле пулĕ. Тавăру вучĕ ăшна çунтартăр. Вара этем вăйлăрах пулать. Тепре тĕл пуличчен.

Ăслă каларĕ Хусанкка. Çавăнпа ĕнтĕ унран уйрăлнăранпа Укаслăва пĕр шухăш канăç памарĕ. Халĕ патька-патша полковникĕ пулчĕ вăл. Анчах лере, Килтешре, пĕр пысăк ĕç юлнă-çке. Ашшĕпе амăшĕшĕн, аслашшĕшĕн, Пинершĕн тата вуншар çын куççулĕшĕн путсĕр Хунчар йăхне тавăрман-çке вăл. Хунчарсăр пуçне тата мĕн чухлĕ усал — кам тавăрĕ вĕсенĕ!?

Çак шухăш канăç памарĕ ăна. Аслашшĕне час-часах аса илчĕ вăл. «Эсĕ те пулин ывăл мар-çке... Кам тавăрĕ пирĕншĕн?.. Кам? Кам?.. Ылхан çав Хунчар йăхне! Пĕтĕм йăхне!.. Ылхан...» — тенĕччĕ ватăскер вилес умĕн. Аслашшĕ сăмахĕсене аса илни ăна тупсăмне тупма пулăшрĕ:

— Каймаллах хамăр еннелле!

Чăтаймарĕ Укаслу, юлташĕсемпе калаçса татăлас терĕ. Ишмук ку шухăша тӳрех ырларĕ.

— Пирĕн пĕтĕм Хырлапа Кĕтне тăрăхне тавăру вучĕ чĕртсе тухмалла, терĕ вăл. — Ку çав тери чаплă поход пулĕ. Кăтартăттăм вара хам хуçана хур тукмакĕ мĕнлине...

— Ман сурансем те мана хамăр еннеллех кайса килме хушаççĕ, — килĕшрĕ унпа Аçтăрхан.

Эмир те, Атлай та ку шухăша хирĕçлемерĕç. Укаслу вара тӳрех Пăкачав патне тухса утрĕ.

— Патька-патша, — пуçларĕ вăл хуллен те ĕненмелле саспа, — ирĕк парсам мана каялла Хырлапа Кĕтне тăрăхне таврăнма.

— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ Пăкачав. — Эпир пурте Чулхула енне каяс тетпĕр.

Укаслу ăна ним пытармасăр йăлтах каласа кăтартрĕ:

— Эпĕ тăван тавралăхра нумай çӳресшĕн мар. Унти халăха çĕклĕпĕр те, пысăк çар пухса, сана пулăшма тухăпăр, вара санпа пĕрле телейлисен çĕршывне çитичченех пырăпăр.

Пăкачав кăштах шухăша кайса тăчĕ те хăй ку планпа килĕшнине пĕлтерчĕ:

— Юрĕ, Укаслу-полковник, — терĕ вăл. — Эсĕ хăвăн çыннусемпе кайма пултаратăн. Унсăр пуçне эпĕ сана пулăшма темиçе хусах паратăп. Усала тĕп тумалла. Çар пухăр: хĕç туптăр, çĕмрен хатĕрлĕр — эпĕ маттур нукерсене кĕтсе илме яланах хатĕр! Шанчăклă çын вăл — пурнăç сиплĕхĕ. Тиексем сана ятарласа чăвашсем валли çырнă манихвест парса ярĕç...

 

Çав каçах Укаслу хăй çула тухас тенине Алюнова пĕлтерчĕ.

— Сан шухăшна пĕрре те ырламастăп, — терĕ полковник, анчах государь-император приказне илтсессĕн тек хирĕçлесе тăмарĕ.

— Ăнăçу сунатăп, Укаслу, — терĕ. — Эсĕ ытла нумай ан çӳре. Часрах таврăнма тăрăш. Эпĕ сана кĕтĕп, вĕçĕ-хĕррисĕр кĕтĕп.

Пĕр-пĕрин шухăш-туйăмне тӳрех ăнланса илни, пĕр-пĕрне пулăшни, çак икĕ чуна сахал вăхăтрах пит çывăхлатрĕ.

Мĕн тунă пулĕччĕ-ха Укаслу хăйне чăн пирвай Алюнов пулăшман пулсан? Ырă туни манăнмасть çав, яланах чĕре тĕпĕнче упранать...

Алюновпа Укаслу иккĕшĕ те хăйсен чĕрисенче пĕр вăрттăнлăх упраççĕ. Пĕр вăрттăнлăх икĕ чĕрене çывăхлатать. Алюновпа Укаслу иккĕш кăна малтан çав вăрттăнлăха пĕлетчĕç — ку вĕсене уйрăмах çывăхлатрĕ.

Икĕ çамрăк чĕре — хĕрпе каччă чĕри — пĕр-пĕрин патне магнит пек туртăнчĕ. Анчах ăна Укаслу та, Алюнов та чухласшăн пулмарĕç.

 

Отряд пысăках мар хурăнлăх çумĕпе пыратчĕ. Сасартăк пурин куçĕ умне те хăрушă ӳкерчĕк тухса тăчĕ. Ик çынна шалча çине тăрăнтарса лартнă. Вĕсем йăлтах çаппа-çарамас, пуçĕсем аяккинелле усăннă.

Укаслу тӳрех чухласа илчĕ: кусем Ахпăлатпа Ачакасси пупĕ. Патька-патша ĕнер вĕсене вĕлерме ирĕк панăччĕ.

Шалча çине лартни — калама çук асаплă, тискер вилĕм. Ĕлĕк-авал вырăс вăйпучĕсем пăхăнман чăвашсене çапла асаплантарнине Укаслу пайтах илтнĕ. Анчах ăна халиччен ун пек тискерлĕхе курма тĕл килменччĕ, çавăнпа вăл хальхи саманара кĕрешĕве çĕкленнисем шалча çине лартассине аса илессе шутламанччĕ те.

Çыннăн аллисене хыçалалла туртса çыхаççĕ, унтан хăйне кăшт ӳпĕнтереççĕ, унтан урисене, чĕркуççи тĕлĕнче авса хураççĕ, ун хыççăн ним шелсĕр шĕвĕр шалча çине тăрăнтарса хураççĕ.

Çын ӳчĕ-шăмми майĕпен-майĕпен аялалла анса пырать. Çапла пĕр кун, икĕ кун, виçĕ кун иртет. Çын тӳрех вилмест, тăнне те çухатмасть, вĕçĕ-хĕррисĕр тертленет кăна. Тăватă-пилĕк талăк таран асапланма пултарать вăл. Юлашкинчен вара шалчи унăн пĕтĕм ăш-чикне шăтарса, чĕри патне тухать...

Ачакассине çак пусмăрçăсем ытла та хытă тертлентернĕ пуль çав ĕнтĕ. Ахальтенех хресченсем вĕсене çапла шалча çине лартас темен пуль.

— О-хо-хо! Ахпăлат пирĕн чипер çынах пулса тăнă шалча çинче! — хихиклетсе илчĕ юланутçăсенчен пĕри.

— Чăт, чăт! Ман пиччене чĕрĕллех çĕре чикнĕ чухне ăна çăмăл пулнă тетĕн-им! — кăшкăрчĕ тепри.

Ахпăлат учĕ хыттăн туртăнса илчĕ те темиçе шит аялалла тăрăнса анчĕ. Çиме ыйтакан курак чĕппинни пек çăварĕ уçăлчĕ. Вăл, хăй асапне курнипе савăнакан тăшманĕсене питлесе, темĕскер питĕ усал сăмах кăшкăрса каласшăнччĕ пуль, анчах çăварĕнчен юн шарласа тапса тухрĕ, хăйăлтатса илни çеç илтĕнчĕ.

— Пире кăтартнă асап-терте халĕ хăвăн юнупа çу! — кăшкăрчĕ ачакассисенчен пĕри, лапсăркка çӳçлĕ лутака арçын, вара Ахпăлат енне лач! сурчĕ те утне туртса çапрĕ, малалла сиккипе вĕçтерчĕ.

Пуп хускалмарĕ. Укаслу çавăнпа вăл вилнĕ пуль терĕ. Анчах юланутçăсем хăй тĕлĕпе шавласа иртнĕ чухне вăл йывăррăн куçне уçрĕ. Унăн пичĕ тăрăх юнлă куççуль икĕ йĕр туса кусса анчĕ те çĕре ӳкрĕ...

Çакна курса, Укаслу чăтаймарĕ, тек пăхса тăрас мар тесе, утне малалла васкатрĕ. Алюнов та унтан юлмарĕ.

Анчах ачакассисемпе ытти çарçыннисем васкамарĕç-ха, вĕсем пĕр-пĕринпе калаçса, шӳтлесе, Ахпăлатпа пуп епле шалча çинче тĕртленнине пăхса тăчĕç. Ахăртнех, тавăру вутне вĕсен асапĕпе сӳнтересшĕн пулчĕç пулас.

 

Хурăн катинчен тухсассăн Укаслу утне хулленрех ячĕ. Унăн пуçĕнче тем тĕрлĕ шухăш туй турĕ. «Мĕн тери тискерлĕх! Мĕн тери курайманлăх упранать иккен çын чĕринче! — терĕ вăл хăйне хăй. — Мĕншĕн çынсем пĕрне-пĕри çапла териех кураймаççĕ-ха? Мĕскер çитмест вĕсене? Сывлăш-и? Хĕвел çути-и? Тĕнче илемĕ-и? Хĕвел çути те, сывлăшĕ те, тĕнче илемĕ те пуриншĕн те пĕр пек-çке-ха! Уйăрма çук вĕсенĕ! Апла мĕншĕн çынсен туслă пурăнмалла мар-ха?..»

Хĕр-полковник учĕ, хуçи шухăша кайнине ăнланнă пек, майĕпенрех те майĕпенрех пычĕ. Алюнов та Укаслу мĕн çинчен шухăшланине тавçăрчĕ пулас, нимĕн те шарламарĕ.

Укаслу çав хушăра Пинер хăйне телейлисен çĕршывĕ çинчен каласа панине аса илчĕ. Патька-патша хăй майлисене çавăнта илсе каять, тет. Халĕ, шалча çинче тертленекенсене курнă хыççăн хĕр-полковник кун пирки пĕрремĕш хут иккĕленме тытăнчĕ. «Тен, телейлисен çĕршывĕ çук та пулĕ. Пур пулсан та, унти çынсем те пĕр-пĕрне усалпа курма тытăнĕç, вара кунти пекех пусмăр, хĕн-асап пуçланĕ...»

Çапах та Укаслу, мĕнпур вăйне пухса, хăйĕн çак иккĕленуллĕ шухăш-кăмăлне сирсе яма тăрăшрĕ.

«Çук, çук, Пинер ĕмĕтленни пулмаллах, — терĕ. — Пинер телейлисен çĕршывне хăй шухăшласа кăларман, çынсенчен илтнĕ. Пурах вăл. Телейлисен çĕршывĕнче пусмăр та, хĕн-асап та пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен унта Ахпăлатпа Савантер пеккисем те, çак шалча çинчи пуппа Килтешри Иннокентий евĕрлисем лекеймеççĕ...»

Халĕ вăл хăй çарĕпе çав Савантерпе Иннокентий йышшисем телейлисен çĕршывĕнче çеç мар, çакă çуттĕнчере те ан пулччăр тесе çула тухрĕ. Тĕрĕс, вĕсем текех халăха тертлентерсе пурăнма пултараймаççĕ, вĕсен самани халь тин иртрĕ ĕнтĕ. Сасартăк Укаслу Савантерпе Иннокентие шалча çине лартнисен вырăнĕнче курчĕ...

Çук, ытла тискер вилĕм, çынлăха çухатни, — вĕлтетсе иртрĕ Укаслу пуçĕнче. – Эпĕ кун пекех чĕресĕр пулмăп…Паллах вĕсем çĕр çинче пурăнма тивĕçлĕ мар-ха ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем – çын мар, тискер кайăкран та ирттерекен усал. Пурпĕрех эпĕ вĕсене ачакассисем евĕрлех тертлентерме пултараймăп. Савантерпе çапăçса ун пек пулас мар…»

Паллах,Укаслушăн Савантерпе Иннокентие курманнинчен пахи çук. Анчах вĕсене Çуттĕнчере пурăнтарма та юрамасть çке-ха! Лештĕнчере кăна, Тамăкра çеç пулма тивĕç вĕсем! Çавăнпа Укаслу вĕсене тытнă-тытманах пуçĕсене касма хушĕ...

Çавăнтах хайхи хĕр куçĕ умне çĕнĕ ӳкерчĕк курăнса кайрĕ… Савантер пуçне касаççĕ. Анчах ку шалча çине лартнă евĕрлех хăрушă мар. Акă,пуян пуç мăйĕ тĕлĕнчен татăлса ӳкрĕ те çĕрелле куса кайрĕ. Укаслу хăраса, шарт! сикрĕ, ăна Савантер пуçĕ пырса çапăннăнах туйăнчĕ.

— Мĕн пулчĕ, Укаслу? — хăй яланах ăна пулăшма хатĕррине пĕлтерсе шăппăн ыйтрĕ Алюнов.

Ун ачаш, кăмăллă сасси хĕре тӳрех лăплантарчĕ:

— Пирĕн вĕсен тĕлĕпе иртмелле марччĕ, — терĕ Укаслу хуравлас вырăнне.

— Шалча çине лартнисен тĕлĕпе-и?

— Ытла хăрушă. Нихăçан та манас çук вĕсене.

— Каçар, Укаслу. Эпĕ айăплă. Ман пĕлмелле пулнă та çав...

— Çук, çук, Алюн, эс мĕншĕн айăплă пултăр... Эс мар, эс мар, ачакассисем...

— Тĕрĕс калан-ха ĕнтĕ, — килĕшрĕ хĕрпе Алюнов. — Эпĕ вĕсене пĕрре те ырламастăп. Çав хушăрах тата вĕсене ăнланас та пулать. Çак самант çитессе, хăйсен пусмăрçисене тĕп тăвасса хăçантанпа кĕтсе пурăннă пуль те вĕсем...

Сăмах пине çитрĕ. Малалла Укаслупа Алюнов ним калаçмасăр кайрĕç. Хыçал енчен ут ури сассисем илтĕнчĕç: йĕкĕтсем хайсен çарпуçĕнчен ытлашшиех юлас мар терĕç пулмалла...

 

Инçете-инçете ăсатса ячĕ Алюнов тапăртан тухса каякансене. Хăй те пĕлмерĕ отряда ăсатрĕ-и, Укаслăва-и? Каякансенчен уйрăлса юлсан çеç. Алюнов хăйне тем çитменнине , чĕри пушансах юлнине туйрĕ. Юрать-ха, вăл хăйĕн чунне пусармалăх Тимофей-хусахпа калаçма ĕлкĕрчĕ. Тимофей-хусах Укаслупа пĕрле каякан хусахсен çарпуçĕ.

- Епле пулсан та Тимофей, хĕр-полковнике сыхла, - терĕ Алюнов. Лешĕ, паллах, сыхлăп терĕ. Çакă Алюнов чĕрине лăплантарать.

Пысăк ĕçсем кĕтеççĕ-ха ăна, Алюнова. Вăл император тронне çĕнсе илме çĕкленнĕ Пăкачав казака ахальтен çапла парăнса пулăшса пырать-им! Укаслу Алюновран уйрăласса аванах уйрăлчĕ.

Тĕрлĕ калаçу, пулас уйрăлу ăна хăй мĕн курнине йăлтах мантарчĕ. Вĕсем часах тепре тĕл пуласси пирки асăнчĕç. Алюнов Укаслăва куç пек кĕтме, мĕнле те пулин кĕтмен хыпар пулсан ун патне çын яма пулчĕ. Унăн ырă сăмахĕ, вăл çапла териех хăйшĕн тăрăшни хĕр чĕрине сар çу пекех ирĕлтерчĕ. Çапах та чун-чĕри мĕн хушнине ăнланасшăн пулмарĕ вăл. Анчах чĕре чул мар иккен. Алюновран уйрăлса кайсассăнах ăна тем манса хăварнă пек туйăна пуçларĕ. Каччă сăнĕ куçĕ умĕнчен каймарĕ унăн. «Епле-ха капла? — хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ Укаслу. — Мĕншĕн эпĕ çапла ун çинчен кăна шухăшла пуçларăм-ха? Никам çинчен те шухăшламăп, Пинере кăна асăнса пурăнăп тенĕччĕ-и вара эпĕ?»

— Çук, Алюн мĕн тери лайăх, мĕн тери ырă çын пулсан та ман ун çинчен шухăшлама юрамасть, — пăшăлтата-пăшăлтата илчĕ хĕр! Анчах хăй те сисмерĕ, ун куçĕ умне Алюнов тухса тăчĕ, Алюновпа калаçни, вăл уншăн епле çунса çӳрени асне килсе кайрĕ. Патька-патша умĕнче хăй епле тăнине, унтан вара Алюн пырса кĕнине, уншăн мĕн тери пăлханнине, кайран патька-патша ыр сăмахне илтнĕ хыççăн, ун çине мĕн тери телейлĕ куçпа пăхнине аса илчĕ. Пике чĕри савăнăçлăн тапа пуçларĕ, чунĕнче çав тери çăмăл пулса кайрĕ.