Кăвак çĕмрен :: Пăлханнă ял
Хура халăха çакма хура юпа çитмен, тет.
Халăх каларăшĕ.
Ачакасси паян иртенпех ĕнтĕ хурт уйăрнă чухнехи пек. Ялти халăх пуянсене итлеми пулнă. Хура халăх Улатăртан ярса панă вырăс пупĕн сăмахне те кĕрĕшми пулнă. Никама, никама та итлесшĕн мар, никама та пăхăнасшăн мар.
Халăх шавĕ пĕр пуçлансан нумая пырать. Халăх шавĕ тăвăл пек, тымартанах шăлать.
Халăх шавĕ пуçланасси-мĕнĕ... Ĕнер, авă, кӳршĕ ялтан темиçе çын çĕнĕ хыпар илсе килнĕ.
Патька-патша Атăл ку енне каçнă, манихвест кăларнă. Чухăн, хресченсене çĕр, ирĕклĕх панă. Патька-патша пупсене хĕнеме, пуянсене çыха-çыха пăрахса хăй патне илсе пыма хушнă. Хăй суд тума пулнă. Айăплисене хăй пуç касма пулнă. Халăх çак хыпара илтсессĕнех хускалнă.
Хура халăха мĕн кйрлĕ-ха ĕнтĕ тата? Патька-патша хăй хура халăх майлă та... Ăçтан унта тӳрлетмеллине тӳрлетмесĕр, якатмаллине якатмасăр, тӳнтерлине пиччĕн тумасăр чăтăн!..
Ялти пуянсене — Ахпăлатпа Илечере — паçăрах çыхса пăрахнă ĕнтĕ.
Тин кăна пупа чиркӳ лаппине сĕтĕрсе килнĕ.
— Çапас та пăрахас виççĕшне те! — кăшкăрашасçĕ пĕрисем.
— Çук, — чараççĕ кусене теприсем, — патька-патша патне илсе каяс. Хăй суд тутăр!
Ахпăлатпа Илечер шурса кайнă, калаçаймаççĕ те. Вĕсем ĕнтĕ хăйсем çăлăнассине шанма та пăрахнă, хăйсемшĕн паянхи кун Эсрел килес кун пулнине кăна пĕлеççĕ. Пупĕ вара, мăнтăрскер, çаплах халăха ӳкĕтлет. Сасси хулăм унăн, упанни пек янăрать:
— Микулай укотнĕк светтуй ячĕпе кĕлтăватăп, ярăр мана.
Унсăрăн сирĕн тамăка лекмелле пулать! Сире унта ĕмĕр-ĕмĕр вĕри сăмала ăшĕнче тертлентерĕç! Шывсăр ăшăра çунтарĕç!
— Тата калаçса тăратăн-и, эсĕ, амаслу! Микулай-мĕнӳ хăвна тăмăка ăсатăпăр...
— И-и, сысна, мăнтăрскер!
— Сĕлĕх вăл!
— Хăй туррипе хăратать тата!
— Чăваш турри сан туррунтан вăйлăрах! Халăх кĕрлет... Халăх шавлать.
Сасартăк чиркӳ лаппине темиçе çара уран арçын ача вирхĕнсе çитрĕ. Пĕр-пĕрне чарсах çакскерсем кăшкăрса ячĕç:
— Уй хапхи тĕлĕнче çынсем!
— Ухăсемпе хăйсем!
Халăх шăпăртах пулчĕ. Ара, кам пĕлет, темĕнле çынсем унта. Патька-патша çыннисем ялах çитмен-ха. Ăнсăртран тăшман килсе тухмасть мар-и? Хăюллăраххисем пĕлесшĕн пулчĕç:
— Хăш уй хапхи патĕнче?
— Кăнтăрлара.
— Нумайăн-и?
— Нумайăнах мар: те пиллĕкĕнччĕ, те улттăнччĕ. Салтаксем-ши, патька-патша йĕкĕчĕсем-ши? Мĕн тумалла?
Халăх шухăша кайрĕ.
Хăравçăраххисем, епле пăрахса тарас тесе, ун-кун пăхкалама пуçларĕç. Тен, унта стрелецсем пулĕ. Вĕсем, паллах, пуç касма тытăнĕç, тĕнче çаврăна пуçлать вара каллех...
Пуп куçĕнче кулă çиçсе илчĕ. Ара, халăх калаçнине вăл та илтрĕ.
Ахпăлатпа Илечер те ассăн сывласа ячĕç.
Темиçен, пĕлереххисем пулас, çавăнтах халăха лăплантарма васкарĕç:
— Патька-патша хусахĕсем вĕсем. Салтаксем те, стрелецсем те ухăпа çӳрес çук.
— Тĕрĕс! Патька-патша йĕкĕчĕсем вĕсем!
Халăх куна илтсен, лăштах сывласа ячĕ. Пурте лăпланчĕç, пурин пичĕ çинче те йăл-л! кулă çиçсе илчĕ. Ахпăлатпа Илечер шурса кайрĕç.
Пуп куçĕ сиксе тухасла мăчлата пуçларĕ. Тути, тем кĕлĕ каласа, сассăр хускалкаларĕ.
Çав вăхăтра урам кĕтессинче юланутçăсем курăнса кайрĕç.
Чиркӳ лаппине пухăнса тăнă халăха курсан, вĕсем учĕсене тытса чарчĕç. Халăх, вĕсене асăрхаса, савăнăçлăн кăшкăрма пуçларĕ:
— Патька-патша йĕкĕчĕсем!
- Таçтанах паллă! Пирĕн йĕкĕтсем! Пирĕн!
Килекенсене саламлама чухлакансем те пулчĕç:
— Утăрья!
— Хапăл тăватпăр!
Йĕкĕтсем, çакна илтсе, учĕсене юрттарса халăх хушшинех кĕчĕç те, çыхса пăрахнă пуп умне çитсе, учĕсене чарчĕç.
Кусем Ахмар ертсе пыракан юланутçăсем пулчĕç. Вĕсем кунта мĕн пулса иртнине тӳрех ăнланса илчĕç.
— Хура халăх! — хыттăн кăшкăрса ячĕ Ахмар. — Эсир тĕрĕс тунă. Ку пупа патька-патша патне илсе каймалла. Кусем, — çыхса пăрахнă Ахпăлатпа Илечер енне кăтартрĕ вăл, — халăх юнне ĕçекенсем пулĕ-ха, вĕсене те унта ăсатас пулать. Патька-патша сире уншăн пурне те çăмăллăх парĕ...
Халăх кар-р-р! шавласа кайрĕ:
— Мухтав патька-патшана!
— Утăрья!
— Аслă Пӳлĕхçĕ пулăшса пытăр сире те, патька-патшана хăйне те!
Кăшт шăплансан, хресченсем пĕрин хыççăн тепри Ахмартан патька-патша ăçтине, вăл чăваш çыннине мĕнле çăмăллăх парассине ыйтса пĕле пуçларĕç.
Юрать-ха, Хусанккапа Алюн вĕрентнине аса илчĕ Ахмар. Атту пĕтес пулатчĕ. Вăл патька-патша çинчен кала пуçларĕ.
— Патька-патша Атăл урлă каçнă та манихвест пĕлтернĕ, — тесе калама тытăнчĕ. — Унта вăл чăваш çыннисене пупсен пусмăрĕнчен хăтăлма, пуянсемпе куштансене тĕп тума, вĕсен улăх-çаранĕсене, уй-хирĕсене тытса илме аслă ирĕк парать!..
Çĕр çинчен, улăх-çаран çинчен, улпутсем çинчен, пуп таврашĕ çинчен патька-патша мĕн калани килĕшрĕ хресченсене.
Пурин пичĕ те савăнăçлă, пурте кăмăллă.
Çынсем уйрăмах тĕн пирки пысăк ыйтусем пачĕç:
— Апла-тăк патька-патша пире хамăр тĕнпе пурăнма ирĕк парать тени тĕрĕсех-им? — ыйтрĕ çĕтĕк çăпаталлă ватă хресчен.
— Пупсене ялсенчен хуса кăларма ирĕк панă, тет. Ку та тĕрĕс-и? — ыйтрĕ тепри, хулăм туталли.
— Тĕрĕс. Малашне чăвашсене никам та хамăрăн авалхи тĕне тытса пурăннăшăн айăпламасть.
— Эх, ырă патша апла вăл! — савăнса кайрĕ çăпаталлă ватă хресчен. — Пирĕн, хура халăх патши вăл апла!
— Хура халăха савакан патша иккен!
— Чăвашсене те хисеплет! — шавласа кайрĕç çынсем. — Ун пек патша тупăнасси çинчен ваттисем калатчĕç çав!
— Халĕ ĕнтĕ, — ыйтакансем тек пулманнипе усă курса, çинçе сассипе кăшкăрса ячĕ Ахмар, — ман сăмаха итлĕр. Кам патька-патша патне пырас тет, хатĕрленме пултарать. Эпĕ сире пурне те илсе кайма хатĕр. Патька-патша нумай маттур йĕкĕтсем пырасса кĕтет. Çулĕ инçе унăн. Кам патька-патшана юратать, атьăр пирĕнпе!
— Утăрья! — кăшкăрса ячĕç халăхра.
— Пӳлĕхçĕ пулăшсан эпир Мускава та çитĕпĕр.
— Чăваш çĕрне çăмăллăх кӳрĕпĕр.
Ахмар патне леш тĕн пирки çине тăрсах ыйтакан çăпаталлă ватă чăваш пычĕ те:
— Манăн, ачам, сирĕнпе пырас килет те çав, анчах ут таврашĕ çук-çке. Çуран сире çитсе пыраймăп. Пĕр-пĕр лав пулмасть пуль те. Лав таврашĕ пулсанах, ачам, мана хăвăрпа илĕр-ха. Патька-патша çине хăрах куçăмпа та пулин пăхса илес тетĕп, ăна чăваш халăхĕ ячĕпе тав тăвас тетĕп. Вара вилсен те юрĕччĕ.
— Пире вилме ир-ха, мучи, — хаваслăн кăшкăрчĕ Ахмар. — Телейлĕ самана пуçланмалла халĕ. Патька-патшана эпир хамăр та сан ятупа тав тăвăпăр. Эсĕ ялтах юл. Ялти ачасемпе хĕрарăмсене кирлĕ чухне пулăшăн.
— Ку та тĕрĕс — килĕшрĕ унпа старик, вара çамрăкраххисене çул парса, кăшт каярах кайса тăчĕ.
Никам та, ытлашши пăлханса кайнипе, патька-патша ячĕпе калаçакан йĕкĕт ытла çамрăккине, кӳсе иккенне асăрхамарĕç те.
— Утсене кантарăпăр та каçкӳлĕм çула тухăпăр! — пурне те хыттăн пĕлтерчĕ Ахмар.
— Эх, раххатленеп ĕнтĕ халь! — савăнса кайрĕ Ишмук. — Пĕтĕм ялне арăш-пирĕш çавăрмалла пулсассăн та сăра тупатăпах кунта... Апатне те кирлĕ чухлех çийĕп-ха. Хăтаккай мĕнлине манманччĕ-ха чăвашсем. Тахçан эпĕ пĕр пуп патĕнче тарçăра тăтăм. Вăл çав тери сăра юрататчĕ. Ăна кура эпĕ те, ав, сăрасăр пурăнайми пултăм.
Вăл татах темĕскер каласа парасшăнччĕ, анчах ăна итлес текенсем пулмарĕç.
Патька-патша патне пырас текенсем нумайăн. Вĕсем тӳрех, çула тухма хатĕрлене пуçларĕç, камăн учĕ пур, учĕсене йĕнерлерĕç, камăн учĕ çук — çуран утма турĕç, пештĕрĕсене туртса кăларчĕç, унта çăкăр, капăртма, пӳремечĕ, юсман, сухан, ыхра чикрĕç, камăн анкар пур анкарне, камăн ухă пур — уххине, камăн хăрт пур — хăртне хăйрарĕç. Çулĕ инçе пулĕ. Пурте кирлĕ.
Хĕвел каçалана сулăнсан, Ачакасси çыннисем патька-патша патне каякансене ăсатса ячĕç.
Малта — пилĕк йĕкĕт, вĕсен хыçĕнче алла яхăн юланутçă. Çамрăксем те, ватăсем те.
Юланутçăсем хыççăн урапа шалтăртатса пычĕ. Унта — çыхса пăрахнă пуп тата Ахпăлатпа Илечер пуянсем. Чи кайра — çуран пыракансем.
Çак тĕлĕнмелле отряд, ялтан тухса, çывăхри вăрмана кĕрсе çухалчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...