Кăвак çĕмрен :: Çăкăр-тăвар — хире-хирĕç
Тӳпере икĕ пысăк ăмăрткайăк темшĕн çапăçса кайнă. Авăн çинче ĕçлекен Савантер, пуçне тăратса, вĕсем епле çапăçнине сăнать. Ăмăрткайăксем, пыр тĕпĕпе кăшкăрнă евĕр сасă туса, пĕр-пĕрине пырса çапăçаççĕ, вăрăм та çивчĕ чĕрнисемпе пĕр-пĕрин кăкăрне чавала-чавала илеççĕ, сăмсипе сăхаççĕ, унтан, вĕçерĕнсе, аяккалла вĕçсе каяççĕ те тепре тапăнма хатĕрлене пуçлаççĕ. Халлĕхе хăйсен вăйĕ пĕр пекрех пулас-ха. Çапла шухăшлать Савантер. Анчах, акă, çапăçсан-çапăçсан ăмăрткайăксенчен пĕри, шурă пĕсехелли, ывăнма тытăнни палăра пуçларĕ. Унăн хусканăвĕ вăйсăрланчĕ, хăй те вăл сылтăм çуначĕ еннелле сулăна-сулăна кайрĕ. Çакна тăшманĕ сисрĕ пулас. Вăл, çĕнтернине палăртнăн, вăрăммăн сасă пачĕ те, çӳлерех çĕкленсе, шурă пĕсехелли çине чул пек ӳкрĕ. Ахăртнех ăна вăл сулăм вăйĕпех çĕре персе антарма хатĕрленнĕччĕ пулас. Анчах шурă пĕсехелли унран пăрăнма ĕлкĕрчĕ, лешĕ вара, ăна хуринчен çеç çапса, аялалла ӳкрĕ. Шурă пĕсехелли çак самантпа усă курмасăр юлма пултараймарĕ. Вăл, юлашки вăйне пухса, çуначĕсене хăй çумнерех хучĕ те тăшманне пырса çапрĕ. Çавăнтах икĕ ăмăрткайăкĕ те, тĕкĕсене тăка-тăка, пĕр çăмха пулнăн, çĕрелле, аякра курăнакан ката еннелле ӳкрĕç.
«Иккĕш те пĕтрĕç, — шухăшларĕ Савантер, — Эх, мĕн çитмен-ши ĕнтĕ вĕсене те? Мĕншĕн çапăçрĕç пулать-ха вĕсем? Тӳпере унта ăслă, çĕр çинчи пек чикĕ çук, вырăнĕ пурне те çитет-çке... Тен, пĕр-пĕр апат тупса уйăрайман пулать-ши вара?»
Савантер хăйне-хăй кирлĕ пек хуравласа ĕлкĕреймерĕ, аякран каллех ăмăрткайăк сасси илтĕнсе кайрĕ. Чăнах та, сăрт хыçĕнчен тепĕр пысăк кайăк вĕçсе тухрĕ.
«Тепре. Эх, çапăçнă çĕре ĕлкĕреймерĕ», — чĕлхипе чаклаттарса илчĕ пуян.
Ку ăмăрткайăкĕ ката тĕлне вĕçсе çитрĕ те ун тăрринче çаврăнса вĕçме тытăнчĕ, темиçе хутчен хурлăхлăн кăшкăрса сасă пачĕ, унтан çĕрелле анма тытăнчĕ. Çав хушăра шурă пĕсехеллĕ ăмăрт йывăçсем хушшинчен йывăррăн çĕкленсе тухрĕ те ăна хирĕç кайрĕ.
— Пасса-а! — тĕлĕнчĕ Савантер. — Кур-ха эс ăна, чĕрĕ! Вилмен!.. Каллех çапăçма вăй çитерĕ-ши вара?
Анчах икĕ ăмăрт çапăçасси пирки асне те илмерĕç. Вĕсем, пĕр-пĕрне асăрхасассăнах, савăнăçлăн кăшкăрса сас пачĕç те хире-хирĕç вĕçсе пычĕç. Тин килни шурă пĕсехеллине çуначĕпе çупăрлама тăрăшнăн, ун тавра темçе хутчен вĕçсе çаврăнчĕ те хурамăш евĕр какăлтатса сăрт еннелле вĕçсе кайрĕ.
Шурă пĕсехеллĕ ăмăрт та, çунатне йывăррăн сула-сула, ун хыççăн çул тытрĕ.
— Ами иккен, — терĕ Савантер. — Малти — ама. Шурă пĕсехелли — унăн мăшăрĕ, аçи. Ахăртнех, вăл амишĕн пĕр-пĕр таçтан килсе тухнă аçа кайăкпа çапăçрĕ пулас...
Вăл ăмăртсене куç çути пĕтичченех пăхса ăсатрĕ.
— Савантер! — тени илтĕнсе кайрĕ сасартăк хыçалтан. Кĕтмен çĕртен сасă илтнипе пуян, хăй çине тăшман тапăнма хатĕррине курнăн, шарт! сикрĕ. Хыçалалла çаврăнчĕ те тĕкме патĕнче ялти пуп, Иннокентий таса атте тăнине курчĕ.
Иннокентий — пысăк та усăнчăк хырăмлă, сарлака хул-çурăмлă, аллă çулсенелле çитнĕ лутака арçын. Çине ряса тăхăннă, пуçĕнче — шурă пиртен çĕлетнĕ кĕлепуç. Унăн пичĕ питĕ пысăк, лашанни пек, яланах хĕп-хĕрлĕ, кăшт пăсăла пуçланă чĕкĕнтĕре аса илтерет. Пупăн пĕтĕм сăнĕнче пуринчен ытла сăмси палăрса тăрать: вăл ытти çынсенни пек мар, ытла пысăк, йĕрлĕ-йĕрлĕ, пĕркеленчĕклĕ, çитменнине тата — ун вĕçĕнче темиçе хура пăнчă пур. Иннокентий çынпа калаçнă чухне тути уçăлса хупăннă май сăмси пĕрре çӳлелле хăпарать, тепре аялалла анать, çавăнпа вара таса атте хăй мар, унăн сăмси пуплешме тытăнать пек. Вăл пуппа сăмахлакана чунсăр, шелсĕр, хăй кăмăлне каймансере икĕ шăтăкĕ витĕр халь тесен халь хыпса çатма хатĕр нихçан курман тискер чĕрчун евĕр курăнать.
Пупăн сасси те хулăм, ним туйăмсăр. Ун сассине илтсессĕн Савантер ахальтен шарт! сиксе ӳкмерĕ ĕнтĕ. «Çакăн пек сăн-сăпатпа, сасăпа санăн пачăшкă мар, чунилли хурах утаманĕ пулмалла та!» — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Савантер пуçĕнче.
— Эс мĕн! — тĕлĕннĕ пек пулчĕ пуп. — Хăв анкартинче такамран шикленсе тăмастăн пуль те?
— Çук, — хăй хăранине пытарасшăн пулчĕ Савантер, — шухăша кайнăччĕ, çавăнпа шарт! сикрĕм. — Унтан тата хушса калас терĕ: — Тепĕр тесен, таса атте, сан сассуна кĕтмен çĕртен илтсен тепри лаплатса та ӳкĕ. Леш тĕнчерен янăраса кайнă евĕр-çке сассу!
— Каларăн та, — кулса ячĕ пуп. — Леш тĕнчерен тетĕн...
Пуян сăмахĕ ăна килĕшрĕ, вăл, савăнса, кулкаласа, усăнса аннă хырăмне икĕ аллипе сăтăркаласа илчĕ. Аллисем вара унăн хулăм, какайлă, хура çăмлă. Таса атте алли мар, — пуç касаканăн!..
«Пире, килтешсене, çак пуп алли самай-самай хытă тытать, сывласа илме те памасть», — тепĕр шухăш çаврăнчĕ Савантер пуçĕнче. Пуп питĕ усал кăмăллă, тискер чунлă, шелсĕр иккенне пуян тахçанах ăнланса илнĕ, çакă ăна чылай инкекрен хăтарнă. Вăл, çак тарана çитсе, Иннокентие хирĕç сăмах каласа, ун кăмăлне хирĕç чĕрĕк утăм туса курман.
— Ирт, Иннокентий тусăм. Ирт, таса атте. Атя, пӳрте кĕрер, сим-пылпа хăналăп, — терĕ вăл пупа чи çывăх, пуринчен те ытла юратакан тăванне курнă пек.
Пачăшкă ним чĕнмесĕр Савантер патнерех пычĕ те сылтăм аллине, телей пилленĕн, ун хулпуççи çине хучĕ.
— Чим, тусăм, ан васка. Пĕлетĕп: пĕтĕм тăрăхра та хăнаккай йăлине санран ытла тытакан çук. Çапах та, атя-ха, кунтах калаçар.
— Ĕç пур-им? — терĕ Савантер, хăй вара, хуравласса кĕтмесĕрех, пупа çывăхри панулми йывăççи айне ертсе кайрĕ.
Вĕсем вăрăм курăк хушшине ларчĕç.
— Тем ĕçпеччĕ ĕнтĕ, таса атте? — ыйтрĕ Савантер, хуçине ытла юратакан анчăк евĕр пупа тĕссĕр куçĕнчен пăхса. Иннокентий ун патне ахальтен çеç сăмах ваклама килменнине вăл лайăх ăнланчĕ.
— Тимлĕ пул, Савантер, итле, — терĕ пуп ăшшăн. — Çирĕм çул ытла ĕнтĕ эпĕ сирĕн ялта. Чăваш пулса тăтăм. Кам ямахатĕнче çуралнине пăхсассăн эпĕ ахаль те çурмавырăс-çурмачăваш та-ха. Ман атте — Çĕрпӳ хули патĕнчен. Ăна ачаллах Сĕве хулине, ют йăхсен шкулне вĕренме илсе кайнă. Унта вĕреннĕ чухнех вара ăна вырăс тиечукĕн хĕрне илсе панă. Кайран, вĕренсе тухсан, атте Сĕве тăрăхнех ĕçлеме юлнă... Кайран мана та çав шкулах янă. Вĕренсе пĕтерсен вара эпĕ кунта килтĕм, килтешсене тĕне кĕртсе тĕрĕс пурнăçпа пурăнмашкăн вĕрентме тытăнтăм. Чĕрĕк ĕмĕр чăваш халăхĕшĕн тăрăшса ирттертĕм! Анчах, Савантер тусăм, мĕскер пулса тухать-ха? Чăвашсене тĕне кĕртрĕмĕр. Саккун тăрăх хăлĕ килтешсем пурте тĕрĕс тĕнпе пурăнаççĕ. Темиçе ял пĕрле чиркӳ лартрăмăр. Эпĕ — пуп, пурте манă хисеплеççĕ, сумлаççĕ пек. Çапла вĕт. Эпĕ те кăçалчченех çапла тесе шухăшласа пурăнаттăмччĕ. Хăшпĕрисем, тен, мана кăмăлласах та çитермен пулĕ. Анчах уççăн мар, вăрттăн, мана пĕлтермесĕр, кӳршисене систермесĕр. Астăватăн-и, Киремет-карти кайса ватрăм эпĕ. Пурин куçĕ умĕнчех. Никам та çур сăмах та шарламарĕ. Ун чухне ялта салтаксен команди тăнипе тетĕн пуль-ха эсĕ. Унпа кăна та мар, вĕсем аптраса ӳкнĕччĕ, хирĕç тăнин усси çуккине туйнăччĕ.
Савантер çаксене пурне те питĕ лайăх астăвать. Ун чухне самана йĕп çинчи пекчĕ. Йывăрччĕ, ах, ытла тертлĕччĕ. Ăнсăртран каласа янă пĕр сăмах пуçа кастарма пултаратчĕ. Хĕçпе те вутпа чăвашсене тĕне кĕртетчĕç. Иннокентий хăйпе пĕрле Килтеше пĕр ушкăн салтак илсе килнĕччĕ. Вĕсем килтен-киле çĕмĕрсе çӳрерĕç, çынсене лаппа хăвала-хăвала тухрĕç, тарма тăнисене çака-çака хучĕç. Кайлаппа пуçтарăннисене пурне те çырма хĕррине хуса кайрĕç те шыва чăмтарчĕç. Çакă тĕне кĕни пулчĕ.
Çакăн хыççăн вара чăвашсем урăх ятлă пулса тăчĕç: Çтаппан, Ваçилей, Йăван, Микулай... Вырăсла ят, тетчĕç ăна килтешсем... Шыва кĕртнĕ чухне хирĕçлеме хăяймарĕç пулсассăн та çынсем çак ятсене хăнăхаймарĕç. Пĕрисем тӳрех хăйсене панă ятсене маннă пек хăтланчĕç, теприсем калайманнипе аптрарĕç, виççĕмĕшĕсем ĕлĕкхи ячĕсене хальхипе арпаштарчĕç. Сахалăшĕсем кăна çĕнĕ ячĕсене пăрахăçламарĕç, анчах вĕсем те çынсем çук чухне килĕнче хăйсене чăваш ячĕсемпех чĕнтеретчĕç. Пыра-киле хайхи, çаксем те, ыттисем пекех, çĕнĕрен панă ячĕсене арпаштарма, манма тытăнчĕç.
— Пĕртен-пĕр йăнăш турăм эпĕ хам ĕçре, — сăмахне малалла тăсрĕ Иннокентий. — Малтанах ман çав авалхи ятсене хирĕç çирĕп тăмаллаччĕ. Йăли-йĕркине, чăваш туррисене мĕнле пĕтернĕ, çавăн пекех ятсене те мантармаллаччĕ. Анчах хама та кăшт канăç парас терĕм-ши, халлĕхе тĕне кĕртни те, Киремет картине пĕтерни те çитĕ, ячĕсене кайран мантарăп, терĕм. Эсĕ те, Савантер, паян кунчченех авалхи ятупа çӳрен. Çĕнĕ саккунпа вара сан Ваçлей пулмалла. Манман-и? Эп çемçе кăмăллă пулнă пиркиех эсĕ Савантер ятпа пурнан. Пуян пулсассăн та. Манăн чи çывăх тус, пулăшавçă пулсассăн та. Юрĕ-ха ĕнтĕ, тепĕр тесессĕн. Шуйттана кайтăр...
Пуп хăй çине хĕрес хучĕ.
— Ун вырăнне эпĕ хама хирĕç тăрассине, вырăс тĕнне пăрахăçлассине тĕпренех пĕтертĕм. Астăватăн-и эпĕ епле кĕрешнине?
— Ăçтан манăн-ха ĕнтĕ ун пеккисене? — терĕ Савантер, пуп хыççăн хăй çине хĕрес хурса.
Ун чухне кам пупа хирĕç тăнă, çĕнĕ саккуна итлемен, çавă халиччен курман вилĕмпе çĕре кĕнĕ. Пуç каснин, вутта пăрахса çунтарнин, çакса вĕлернин, чĕрĕллех çĕре чикнин, шалçа çине лартнин шучĕ те çукчĕ ун чухне. Чылайăшĕсем аякка-аякка, нухайсем патне тара-тара кайрĕç. Пусмăрта, ютсен мăшкăлĕнче пурăниччен тесе. Савантер те малтанласа тарас мар-и тесе шухăшлăччĕ. Юрать-ха, çĕнĕ саккуна пăхăнакансене паракан çăмăллăхсен ырлăхне вăхăтра ăнланса илчĕ вăл. Ун хыççăн хайхискер епле пулсан та пачăшкăпа туслашма тăрăшрĕ. Лешне те хăй майлă çаптарма пĕлекен çынсем кирлĕччĕ. Çапла вĕсем пĕр-пĕрне ăнланчĕç: ик урари мăшăр çăпата пек пĕрле ĕçлеме, ял халăхне алăра тытма тытăнчĕç. Савантер авалхи йăла-йеркене йăлтах манса кайрĕ, пуп хыççăн мĕлке пек çӳрерĕ. Киремет картине ватнă чухне те унпа юнашарахчĕ вăл. Астăвать-ха, ун чухне чукпуçĕ пупа хирĕç тăма хăтланчĕ. Салтаксем ăна çавăнтах хĕçпе касса пăрахрĕç те ӳтне выçă йытăсене ывăтса пачĕç. Савантер мăчаварне те вĕлерттересшĕнччĕ те, анчах лешĕ тарса ĕлкĕрчĕ.
— Кăçалхи çу уйăхĕнчен пуçласа килтешсем урса кайнă пекех тыткалаççĕ хăйсене, — ӳпкелешсе калаçма тытăнчĕ пуп. — Çынсем мана та, Христоса та шута хуми пула пуçларĕç. Чиркĕве те хăйсем ирĕккĕн мар, эпĕ çине тăнипе çеç çӳреççĕ. Каплах пулсан чиркӳ енне çаврăнса пăхми пуласси те инçе мар. Ахаль те Киремет Картине тата йĕркене кĕртрĕç. Кала-ха, Савантер, мĕн пӳлчĕ çынсене?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...