Кăвак çĕмрен :: Кĕлсулттан кинемей
Кĕлсулттан кинемей ватă урипеле кăшăртин-кăшăртин пускаласа картишне тухрĕ те аллинчи курăк тымарĕсене ниçта çакма аптăраса унталла-кунталла пăхкаларĕ. Ку курăк тымарĕсене вăл ĕнер çеçенхиртен кăларса килнĕччĕ.
Хĕвел çӳле çĕкленмех ĕлкĕреймен-ха. Çапах та таврара самаях шăрăх та.
— Ыр хĕвел, — хăй тĕллĕн мăкăртатса калаçрĕ Кĕлсулттан кинемей. — Ман тымарсем типеççĕ те эмел пулаççĕ, çынсем ăшне кĕрсе ларма юратакан чирсене хăвала-хăвала кăлара пуçлĕç. Анчах ăçта çакас-ха вĕсене? Ăçта хĕвел лайăхрах ӳкĕ-ши?..
Унталла та пăхрĕ карчăк, кунталла та пăхрĕ, юлашкинчен хай ампар çумĕнчи пĕренерен çыхса хунă вĕрен татăкне асăрхарĕ. Кĕлсулттан кинемей унăн пушă вĕçне çĕклерĕ те кăнтăралла тăсса кайса, сарай çумĕнчи тăлăххăн тăракан юпа тавра çавăрса илчĕ. Ку юпаран упăшки лашисене кăкараканччĕ! Эхе-хе! Ку вăл тахçанахчĕ ĕнтĕ. Çапах та юпа çĕрсе тĕпренсе пĕтмен-ха. Акă, вĕрене чиперех тытса тăрать. Чиперех. Çирĕпех... Карчăк васкамасăр кăна вĕрен çине курăк тымарĕсене çака пуçларĕ... Эхе-хе! Мĕн тери час пулакан ĕç мар ку. Ара, карчăк мар-и... ывăнать те çав. Алли-ури те вăр-варах мар.
Халĕ канма та юрать. Юпапа юнашарах, сарайран кунтарах, каска выртать. Якалса кайнă ĕнтĕ вăл. Якалса кайнă. Карчамас унта ларчĕ. Шухăша кайрĕ. «Эхе-хе! Пĕччене йывăр-çке, йывăр. Акă ватлăх кунра та никам та пулăшмасть. Пурне те хамăн, хамăн тумалла. Эхе-хе! Пурнăç-и ĕнтĕ çакă. Ывăл пулас-тăк! Кин кĕртнĕ пулăттăм. Пулăшнă пулĕччĕç. Çук. Карчăкăн никам та, никам та çук. Пурччĕ, хăшпĕр чухне килсе пулăшкалатчĕ пĕр хĕр. Укаслу. Халĕ ĕнтĕ вăл та çук. Пĕтрĕ. Çухалчĕ. Ним паллисĕрех çухалчĕ. Эхе-хе! Тĕрлĕ калаççĕ çынсем те. Хурахсем патне тарса кайнă, теççĕ. Теприсем тата ăна сĕм вăрманта тискер кайăксем çурса тăкнă, теççĕ. Виççĕмĕшĕсем, ав, Укаслу хăй шыва сиксе вилнĕ тесе пакăлтатаççĕ. Эхе-хе! Юлашкиех тĕрĕс пуль çав. Шыва сиксе вилчĕ пуль. Эхе-хе! Мĕн тери ырă кăмăллă хĕрччĕ. Мĕн тери чиперччĕ. Пиçнĕ çырлаччĕ ĕнтĕ. Çырлаччĕ. Ним паллисĕрех çухалчĕ. Эхе-хе! Хунчарсем, Хунчарсем айăплă. Пĕтерчĕç, тĕп турĕç мăнтарăна. Сурăх путеккине йăтса кайнă пек вăрласа тарнă та. Мĕн тери тертлентерчĕç пулĕ... Эхе-хе! Шăхаль, ылхан витмен Савантерĕн шуранка сăнлă ывăлĕ хăй ун аллинчен вилĕм тупрĕ. Чăваш туррисем, таса та сăваплă тавăрăва юратакан чăваш туррисем ăна çапла Укаслу аллипеле тĕп турĕç. Эй, аслă Пӳлĕхçĕ, эй, аслă Хайпӳрен, çăтмахра та пулин пирĕн Укаслу чунне хӳтĕлесемччĕ».
Çапла шухăша кайса ларчĕ ватă Кĕлсулттан.
Шухăшĕ-мĕнĕ унăн пĕр тикĕс шурĕ, çан-çурăма канăç та ырлăх илсе килекен çуллахи лăпкă çил пек пĕр майлă пычĕ.
Аллисене карчăк чĕркуççийĕ çине хучĕ... Унтан чавсаланса ларчĕ, аллисемпеле янахне тĕревлерĕ, вара каллех Укаслу пирки шухăшлама тытăнчĕ.
Эхе-хе! Килĕшмеллеччĕ те çав унăн, Укаслун, Кĕлсулттан кинемей сĕнĕвĕпе. Юлмаллаччĕ ун патне. Пурăнмаллаччĕ пĕрле. Вара ним инкекĕ те пулмастчĕ. Чĕрех пулатчĕ Укаслу. Никам та ăна ун чухне пӳрнипе те тĕкĕнме хăяйман пулĕччĕ. Эхе-хе! Нимĕн те тăваймастăн ĕнтĕ. Çӳлти Турă хăй, ахăртнех, унăн çамки çине çапла ăраскал çырнă пуль. Ара, кашни çыннăн çамки çинех çуралнă-çуралманах пурнăç йĕрне пĕлтерсе курăнман саспаллисемпе Çӳлти Турă хăй çыру, урăхла каласан, ăраскал е элчел çырать. Элчел — телейсĕр шăпа, ăраскал — телейлĕ шăпа. Анчах ăна пĕр этем те вуласа пĕлеймест, пĕр этем те çавăнпа хăйне çитес кунра мĕн кĕтнине пĕлеймест...
Карчамасăн шухăшĕ шăппăнрах та шăппăнрах шăвать. Куçне унăнне тĕтре карса илет. «Çтан тупăнчĕ-ха тĕтре? — тесе шухăшлама ĕлкĕрчĕ вăл çапах. — Ара, çанталăк пит уяр марччĕ-и? Капла пулсан ман курăк тымарĕсене пуçтарса кĕмелле-çке. Атту пĕтеççĕ вĕсем».
Анчах хайскерĕн тăма та вăй юлмарĕ. Вăл шăппăн кăна тĕлĕрсе кайрĕ.
Сахал çывăрнă-и каска çинче ларса Кĕлсулттан кинемей, нумай çывăрнă-и — куна эпир пĕлес çук, анчах вăл вăраннă тĕле хĕвел çурт çӳллĕшнелле улăхма та ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Теме сиссе шарт! сиксе вăранса кайрĕ карчамас. Темле туйăм ăна авăн хыçĕнчен, карта хушшинчи çурăкран ун çинелле темле мăшăр куç тинкерсе пăхнине систерчĕ. Такамăн мăшăр куçĕ? Темĕн мăшăр куçĕ?Çакна пĕлеймерĕ-ха карчăк. Пăшăрханса ӳксе, вăл ури çине çĕкленчĕ. Тискер кайăк куçĕ-и? Этем куçĕ-и? Тусĕн-и, çичĕ ютăн-и? Тен, усал шухăшпа çӳрекенĕн пулĕ? Тепĕр тесен унăн, пĕчченĕн пурнакан ватă карчăкăн, мĕнрен хăрамалла? Пĕр урипе вăл халь те вилĕм тăпри çине пусса тăрать ĕнтĕ. Мĕн çаратмалли пур унăн? Илччĕр. Ăна, карчăка, нимĕн те кирлĕ мар. Хăйпе пĕрле пĕрех вăл нимĕн япалине те вилĕ шăтăкне илсе кĕрес çук. Çапла шухăшларĕ те карчăк хыçалти алăкĕ патне пырса, ăна хуллен кĕлерен вĕçертсе, яриех уçрĕ, хыттăн кăшкăрчĕ:
— Улю-лю-лю-ю! Кам пур унта? Никам та хирĕç чĕнекен пулмарĕ.
«Тем, туйăнчĕ пулмалла, — мăкăртатрĕ карчăк. — Никам та çук. Туйăнчĕ пулмалла».
Вăл вара васкамасăр каялла каска пуканĕ çине пырса ларчĕ.
Çав хушăра такам пит асăрханса утни илтĕнсе кайрĕ. Анкарти енчен. Васкамасăр кăна карчăк авăн еннелле çаврăнчĕ те тĕлĕнсе хыттăн кăшкăрса ячĕ:
— Эсĕ-и ку, хĕрĕм? И-и, Пихампар, сыхла мана усал-тĕселтен. Укаслу леш тĕнчерен таврăнчĕ!
Пысăках мар çĕмĕрт хыçĕнчен Укаслу тухрĕ те васкаса, йĕри-тавра асăрхануллăн пăхкаласа, карчăк патне чупса пычĕ.
— Кĕлсулттан кинемей, ан чĕн Пихампара. Ан чĕн. Эпĕ ку — Укаслу. Эпĕ чĕрĕ. Эпĕ вилмен.
Карчăк, тĕлĕнсе, ури çине çĕкленчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...