Кăвак çĕмрен :: Пĕве çитнĕ хĕр


Таврара — çуркунне. Çу уйăхĕ тăрать. Çапах та хура кĕрти пек сивĕ, çурçĕр енчен çил вĕрет. Çуркунне-пике хăй те ĕнтĕ чăтаймиех çулла-каччă килсе çитессе кĕтет. Анчах лешĕ, тем, кăçал питех васкамарĕ-ха. Çуркуннехи вăхăтăн юлашки уйăхĕ çитрĕ пулсан та пуш уйăхĕн пуçламăшĕ пекех. Тĕлĕнмелле те-çке кăçал. Пуш уйăхĕ çинчен асăнтăмăр-ха. Пуш уйăхĕнче шăп та лăп ăшă пулчĕ, хĕвел пикенсех хĕртрĕ, юра çисе ячĕ, васкаса шыв кайрĕ, ăшă кунсем килчĕç, Çĕр-анне типшĕрчĕ. Пуш уйăхĕ вĕçленеспе çынсем акана тухрĕç... Кайран калча та лайăх шăтса тухрĕ. Анчах тата тепĕр уйăхран, ак, сивĕсем пуçланчĕç. Çут-çанталăк этем ывăл-хĕрне çиленсе, вăл акнă тырпула пĕтерес, ăна темшĕн тавăрас тенĕн туйăнать.

— Вăрçă пулать! — пуçĕсене енчен-енне сулса калаçрĕç чăваш ялĕсенче шурсухал-стариксем. — Вăрçă пулать! — Вĕсем, çанталăк улшăнас енне кайман-ши тесе, каçхи сывлăша ват кашкăр пек тĕрлĕ енчен шăршла-шăршла пăхрĕç, анчах чылай хушă ĕнтĕ никама ним каласа та савăнтараймарĕç.

— Ку çул вилĕм нумай пулать! — ирсерен хĕвел çутă шупка тĕспе пĕвенсе пĕлĕтелле хăпарнине курса, калаçрĕç карчăксем те. — Хĕвел шупкаланать. Ку вăл инкеклĕ çул — харап пуласса пĕлтерет.

Çынсем карчамас карчăкĕсемпе ватă шурсухалсем каланине итле-итле чĕтрене ернĕ, вĕçĕмсĕр хăйсен авалхи туррисене пуççапнă. Таврара хăруш хавха çӳрет. Харап пулнишĕн чăвашсем хăйсем айăплă имĕш. Мĕншĕн тесен вĕсенчен хăшпĕри авалхи туррисене манса кайнă, Киремете пуç çăпмаççĕ, кĕлĕ вырăнĕсене çӳремеççĕ, вырăс туррипеле пупĕсене пăхăнса пурăнаççĕ. Вырăс тĕнĕ — суя тĕн. Вăл чăнтӳпере пĕртен-пĕр турă пур тесе вĕрентет. Ку тĕрĕс мар, ара, турă пĕччен кăна пулсан ăçтан-ха пурне те пĕлейтĕр, ăçтан-ха пурне те курайтăр. Çук, чăн тӳпере пĕр турă мар, йьшшăн унта вĕсем.

Тĕрлĕ вырăнсенче чăвашсем пăлхана пуçларĕç. Вĕсем тем килессе, асамлă кун пуласса ĕненчĕç. Çапла та калаçрĕç: хăйсен масарĕсенчен авалхи аслă паттăрсем тăрса тухса, инкеке лекнĕ чăвашсене ют тĕн пусмăрĕнчен хăтăлма пулăшмалла, тет имĕш.

Чылай çĕрте çынсем кĕлĕ вырăнĕсене вăрттăн-хĕрттĕнĕн çĕнĕрен хатĕрлеме тытăнчĕç. Унта вĕсем кĕлтума çӳрерĕç, аслă турăсене пуççапрĕç, чӳк турĕç. Киремет картисене каллех хисеплеме тытăнчĕç, мăчаварсем вăй илчĕç. Пысăк ялсенче пурăнакан пупсем халăх хушшинче шикленме тытăнчĕç, чылай çĕрте вĕсене çынсем курмиш пулчĕç. Йывăçран тунă чиркĕве пырсассăн та ячĕшĕн çеç, мура кайтăр, кӳпчĕр, савăнччăр тенĕн çеç хĕрес хуркаларĕç, хăйсем тĕллĕн вăрттăн тем сăмах мăкăртаткаларĕç...

Акă мĕн тарана илсе çитерчĕ çынсене çав тери сивĕ килнĕ Çу уйăхĕ.

Килтеш ялĕнче те Çу уйăхĕ чылай улшăну кӳчĕ. Кунта та çынсем харап пулассин, вăрçă пуçланассин, çынсем йышлăн вилессин палли пулни çинчен вĕçĕмсĕр калаçрĕç. Çак калаçу вара çынсене те улăштарчĕ пулĕ. Халиччен пупран, ял куштанĕсемпе пуянĕсенчен хăраса пурăннăскерсем вĕсем хăйсене ирĕклĕрех туйрĕç, хăйсен туррисене вĕçĕмсĕр пуç çапрĕç, Киремет картине кайса аслă Туррăн аслă ывăлне парне хыççăн парне кӳчĕç. Киремет карти варринчи ватă çăкан пысăк тураттинчен каллех сăваплă çĕçĕ — анкар çакса ячĕç, кашни чӳке пыракан çавна алла тытса сăваплă çĕр çине парнелĕх выльăх-чĕрлĕх юнне тăкрĕ.

Килтеш — самаях пуян та пысăк ял. Вăл пĕр пысăках мар сăрт айлăмне чĕкеç йăви пек майлашăнса ларнă, вăр-хурах куçĕ тĕлне пулас мар тенĕн, пур енчен те сĕм вăрманпа хупланнă.

Килтешре — виçĕ урам: Турикас, Анаткас тата Кайрикас. Кашни урамĕ вара хăйне май, хăй сăнлă. Анаткас — чи лайăх çĕрте, ял варринче; ку — пуянсен урамĕ, кунта ял хуçисем пурăнаççĕ. Кунти çуртсем те пĕр-пĕр авалхи карман пек: капмар, сарлака чӳречеллĕ; вĕсен йĕри-тавра тем тĕрлĕ хуралт, ют çын куçĕ курасран — юман хӳме. Вĕсен картишĕ те, пахчи те пысăк: кунти хуçасем май килнĕ таран ытларах çĕр тытса илес тени курăнсах тăрать.

Анаткас варринче—сарлака лап; унта—икĕ шĕвĕр тăрăллă йывăç чиркӳ мăнаçланса ларать. Ăна килтешсем хăйсене тертленмелĕх хăйсен аллипе туса лартнă. Вăл ку ялта ют сăнлă. Çавăнпа пуль аякран пăхсан чиркӳ икĕ пуçлă асамлă çĕлĕклĕ яла асăрхаса, кашни çын мĕн шухăшланине сăнаса тăракан тăшман хуралçи пек курăнать.

Турикаспа Кайрикасра чухăнсем пурăнаççĕ. Кунти çуртсем те начар, вĕсенчен чылайăшĕ чалăшса кайнă, çĕре пуçланă. Çурчĕсен чӳречисем те ансăр, вĕсене кĕленчепе мар, вăкăр хăмпипе карнă. Кунти çуртсем Анаткасри пек ирĕккĕн, мăнкăмăлланса лармаççĕ, вĕсем темрен хăранăн, ытлашши палăрас мар-ха тенĕн, пĕр-пĕрин çумне тĕршĕннĕ, пĕр-пĕрин хӳттине пытаннă.

Уйрăмах Турикасри çуртсем питĕ япăх. Турикас ыттисене хăй инкекне, унти çынсен хурлăхне ытларах кăтартас тенĕн çӳлте, сăрт варринерех, тип çырма хĕррипе вырнаçнă.

Турикасра, ытти çуртсенчен кăшт аяккарах, уйрăларах ларнă пĕр пысăк та тайлăк хура пӳрт пур. Çакскер çине пăхса-пăхса, ытти çуртсем унран аяккарах тарса кайма тăрăшаççĕ тесе те калăн çав.

Акă, çак çурт алăкĕ уçăлчĕ те вăтам пӳллĕ хĕр вутă йăтса шалалла кĕчĕ.

Шурă çăмлă вăрăм кĕрĕк арки евĕрлĕ сивĕ сывлăш пĕтĕрĕнсе пӳртелле ыткăнчĕ те тӳрех шăпăр шăтăкĕнчи ăçтиçука урипе тапкаласа-шăршлакаласа тăракан сурăх путеккине ыталаса тытрĕ. Лешĕ пуçне ялтах çĕклерĕ, хĕре курчĕ те, сиккелесе, ун патне чупса пычĕ. Мăштик, мăштик тукаласа, вăл хĕрĕн кĕпи аркине чăмлама хăтланчĕ.

— Пăчăш! — хăваларĕ ăна хĕр.

Сурăх путекки ăнланчĕ тейĕн, якăлт! сиксе, хĕр патĕнчен чупса кайрĕ те, кăмака умне тăрса, хĕр çине тинкерсе пăхрĕ. Аслă чĕрчун пекех. Унтан малти сулахай урине çĕклесе темиçе хутчен урайне тăрст! тăрст! тутарса илчĕ. Вăрçать ĕнтĕ, тесе шутлăн çав тĕлĕннипе. И-и, пулать те япала...

Хĕр кулса ячĕ.

— Эх, хайванăм, эх, мĕскĕн чун ăшшийĕм! — терĕ те хайскер вуттине кăмака çăварне вырнаçтара пуçларĕ.

Вăл пит сатур ĕçлерĕ. Аллисем пĕр унталла, пĕр кунталла кайрĕç. Хăй тата сасартăк юрласа ячĕ:

 

Хура вăрман варринче

Хурлăхан çеç хурлăхлă.

Тантăш-хĕрсен хупппинче

Эп пĕчченех хурлăхлă.

 

Çапла юрла-юрла ĕçлерĕ хĕр. Сасси лайăх унăн, кăмăллă. Юрă сăмахĕсем те уçăммăн илтĕнчĕç. Кĕвви вара тунсăхлă, хурлăхлă, куççуль юхтарма пултараканскер.

 

Хĕвел пăхсан тӳпере

Хурлăхан та савăнать.

Савни пăхсан куçăмран

Манăн чунăм савăнать.

 

Часах хĕр илсе кĕнĕ вуттине кăмакана хурса пĕтерчĕ. Вара сурăх путекки патне пычĕ те, ăна ачашшăн аллине илсе, кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ. Хуллен, сăмахла-сăмахла, çурăмĕнчен аллипе сăтăрчĕ:

— Пĕртен-пĕр савăнăçăм эсĕ манăн. Пĕртен-пĕр чĕре ырри эсĕ манăн. Путекĕмçĕм! Путекĕмçĕм! Ан çиллен эсĕ мана, хăвăн хуçуна!

Путек, хĕр сăмахне ăнланнă пек, ун çине тĕлĕннĕн пăхса тăчĕ, пĕртте хускалмарĕ.

Хĕр, путеке çаплах кăкăрĕ çумне пăчăртаса тытса, алăк патĕнчи путмар патне утса пычĕ те васкамасăр ун çине ларчĕ.

Çав вăхăтра алкумĕнче такам эхлеткелени илтĕнчĕ. Хĕрри çине те тăрса ĕлкĕреймерĕ — пӳрте кĕвенте пек кукăрăлса ӳкнĕ ватă карчăк килсе кĕчĕ. Вĕренерен тунă патакки çине таянкаласа, вăл тĕпсакай хăми тĕлне çитрĕ те, чалăшса кайнă тутине пĕркелесе, кулса илнĕ пек турĕ.

— Çапла теместĕп-и, э-э? Выльăхпа, çак хайванпа вьляса йăпанан-и, э-э? Çапла ĕнтĕ. Пĕччен пурнăç — тамăк, теççĕ мар-и, э-э? Аван-и? Ман килес! Им пултăр та сим пултăр ку çурта, усал-тĕсел ан çыпçăнтăр, ырăпала сиплĕх килсех тăтăр, э-э? Сан патна килтĕм-ха эп, Укаслу?

Хĕр, путмар çинчен тăчĕ те путеке урайне ячĕ, вара карчăка маларах иртсе ларма сĕнчĕ:

— Аван-ха. Иртсе лар, Укапи асанне. Ак çакăнта, кĕççе çине...

Карчăк хăйне ырă сăмахпа иртме сĕннĕшĕн хĕпĕртесе кайрĕ, калаçа-калаçа, сак тăршшĕпе сарнă кĕççе çине пырса ларчĕ.

— Ара, Укаслу хĕрĕм, алăк панче калас сăмах мар, э-э? Иртсе ларас эппин, э-э?

Хĕр те карчăк патнерех пырса ларчĕ.

— Çапла ĕнтĕ, Укапи кинемей, иртсе лармасăр.

Ватта хисеплемелле, ватта хирĕçлеме юрамасть. Йăла хушать-çке, атту пулсан, пӳрте те кĕртмĕччĕ те ăна Укаслу. Çак ютенĕ карчăк шăп мĕн ĕçпех килнине пĕлеймерĕ пулсан та, вăл чунĕпе туйрĕ: ырра мар. Ялти сӳпĕлти, элек-масар саракан, паврама ӳркенмен ватсупнă халиччен никам патне те телей кӳме çӳремен. «Шаталак1, чĕлхин чаранки çук Укапи карчăкăн, — теççĕ ун çинчен ял çыннисем. — Такам çинчен те усал элек сарма пултарать вăл...»

Çак хушăра карчăк пӳрт ăшчиккине пăхса çаврăнчĕ те хĕре куçĕнченех тинкерсех калаçма тытăнчĕ.

— Çула тухас умĕн çăпата кантри тĕвви малта пулсан — телее, теççĕ, э-э? Çапла пулчĕ-ха, эп килесси-мĕнĕ, хĕрĕм, пĕр хыпар пур, э-э? Итлес кăмăлу пур-и, хĕрĕм, э-э? Çакă çуртра тына пăру пур, терĕç. Хунчар йăхĕнчи Савантер Шăхалĕ тына пăру илесшĕн, э-э???

«Шăхаль? Каллех Хунчар йăхĕ! — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ хĕр пуçĕнче. Унăн куçĕ хăранипе чарăлса кайрĕ, пичĕ ун-кун туртăнса илчĕ. — Аттепе аннене Хунчар Савантерĕн элекĕ çĕре кĕртрĕ. Халь тата! Халь тата апла çӳреççĕ!»

Çилленсе кайнипе Укаслу шап-шурă шуралчĕ. Вăл çак карчăкă тем сăмах каласа вăрçма, таçта тухса тарма хатĕрччĕ. Анчах, хăй умĕнче халсăр, шаталак чĕлхеллĕ Укапи карчамас тăнине курса, кăшт лăпланнă пек пулчĕ.

Çапла, Укаслу ашшĕ-амăшне Хунчар йăхĕ пĕтернĕ. Ку ĕнтĕ вăл тахçанах пулнă. Укаслу ăна астумасть. Ун чухне вăл çуралнă çеç те-ха. Çак тискер ĕç çинчен ăна аслашшĕ каласа панăччĕ. Акă мĕнле пулса иртнĕ вăл ĕç. Укаслу ашшĕ, çĕр ĕçлесе пурăнакан чăваш, Испухан, хăйĕн пĕртен-пĕр тин çуралнă хĕрне авалхи чăваш йăлипе ят хунă, чăваш туррисене хисеплесе чӳк тунă, пысăк мар парне кӳнĕ. Савантер çакна пĕлнĕ те, вырăссен умĕнче ятлă пулас тесе, ялти Иннокентий пупа элеклесе панă. Иннокентий—тискер кăмăллă, çынна шеллемен, авалхи чăваш йăли-йĕркине тытакансене ним шелсĕр çунтарса вĕлерме хатĕр пуп.

Элек парса çынна вĕлерттернĕ, теççĕ. Чăнах та иккен. Лешĕ вара — пупĕ, Испухан килне пырса кĕнĕ те унăн арăмне хĕнесе пĕтернĕ. Испухан ун чухне вăрманта ĕçленĕ. Хăйсен ял çыннисемпе пĕрле Хырла шывĕ хĕррине лашман пĕрени турттарнă. Çулталăкне пайтах кун чăваш çыннин çав ĕçе тума лекнĕ. Никăм та унтан хăтăлайман.

Усал хыпар утпа çӳрет, теççĕ. Килĕнчи инкек çинчен пĕлсенех Испухан яла вĕçтерсе çитнĕ. Килĕнче — хуйхă, куççулĕ, тăлăха юлнă чĕчĕ ачи, çĕнĕ вилтăпри... Чун-чĕри пăчăртанса ыратнине чăтайман Испухан, килĕнчен чупса тухса, чиркĕвелле ыткăннă... Пупĕ унта кĕл туса тăнă.

— Тавăрма кирлĕ, тавăрма! — тесе кăшкăрса янă Испухан, пуп патне сиксе çитсе, ăна пусса ӳкернĕ, пăва пуçланă... Анчах çав самантрах ун çине ял куштанĕсем сиксе ӳкнĕ, çĕре çапса ӳкернĕ те хырăмĕнчен анкарпа яшлаттарнă.

Пупа сăмах ан чĕн, йытта патакпа ан вăрçтар, теççĕ халăхра. Çакна астуман пуль çав Испухан мĕскĕн.

Тăлăх чĕчĕ ачи аслашшĕпе çеç тăрса юлнă. Эх, йывăр пулчĕ ватă Атея. Çăкăр та, сĕт те çитмерĕ. Амăшсĕр ӳсекен ача вăл хĕвел çутине курман ӳсентăран пек. Хăй çиес çăкăр-тăварне мăнукне парса, Атей Укаслăва ӳстерчĕ-ӳстерчех.

Ашшĕ-амăшсĕр тăрса юлнă Укаслу аслашшĕ пăхса ӳстернипе вунпĕр çула çитрĕ.

Инкекпе синкек хушши — пĕр утăм. Ир такăннă çын каçченех такăнать, теççĕ. Пупсем-тӳресем умĕнче ятлă пулнă Хунчар Савантерĕ чăрсăрлансах кайрĕ. Ăна авалхи турăсене хисеплеме пăрахни çеç çитмерĕ, хайскер тата ялçыннисен çĕрне касса илме пуçларĕ. Çапла вăл Укаслу аслашшĕн, ватă Атейĕн, улăхне çултарма тытăнчĕ.

Çĕленпе калтан — пĕр чĕлхе. Пупĕ те, ватçынсем те Атей майлă пулмарĕç. Вара аптăранă Атей хăй улăхне, çава йăтса тухса, хӳтĕлеме тăчĕ.

Савантер çыннисем ватă Атее хĕнесе çĕмĕрсе пĕтерчĕç. Темиçе кунтан вара Укаслу сĕм пĕччен тăрса юлчĕ.

«Хунчар йăхĕнчи Савантер Шăхалĕ!...»

Халĕ, акă, ашшĕ-амăшне, юратнă аслашшĕне ним айăпсăртан пĕтернĕ çын ачи унăн упăшки пуласшăн... Хĕр куçĕ умне курайман çыннăн çурчĕ тухса тăчĕ. Унта вĕсем пĕрре аслашшĕпе иккĕш пулнăччĕ. Ватă Атей çава йăтса хăй улăхне хӳтĕлеме тухиччен ĕçе килĕшӳпе вĕçлеме, ырă сăмахпах аслашшĕ, ашшĕсенчен юлнă çĕре хӳтĕлесе хăварма май пулмĕ-и, тенĕччĕ. Вăл, те кăштах хӳтлĕх пултăр тесе ĕнтĕ, хăйпе пĕрле Укаслăва та илсе кайсаччĕ.

Вĕсем пырса кĕрсессĕнех Анаткасра кашнин картишĕнченех йытăсем урса кайса вĕрме тытăнчĕç. Ахăртнех, ют кас çыннисем килнине шăршпа туяççĕ пулмалла вĕсем. «И-и-и, çапла харампыр йытă тытиччен пирĕн пек тертлĕ çынсене кăштах пулăшасчĕ те çав, — мăкăртатса илнĕччĕ Атей йытăсем ытла хамлатнипе тарăхса. — Эх, çав пуянсем, ытла шелсĕр чунлă-çке, пире йыттисем чухлĕ те шутламаççĕ-çке...»

Атейпе Укаслу чиркӳ çумĕпе иртрĕç те юман хапхаллă, çирĕп хӳмеллĕ хĕрринчи шурă пӳрт патнелле утрĕç. Ку — Савантер пӳрчĕ. Вĕсем хапха алăкĕнчен чылай хушă шаккарĕç, анчах вĕсене уçакан пулмарĕ. «И-и-и, йытти епле хамлатать те, ара, хурахсем килсе пусса кайсассăн та илтес çук Савантер!» — çаплах мăкăртатрĕ Атей. Савантер юри çапла нумай шаккаттарнине, чылай кĕттернине пĕлет пулсассăн та çав сăмахсемпе чунне пусарас терĕ пуль ĕнтĕ вăл… Кайран, шакăртатса кĕçналăк уçăлса кайсассăн, Укаслу чи малтан картишĕнчи лачакара чаваланакан пăру пек пысăк ула сысна аçине асăрхарĕ. Темшĕн ăна çав сысна аçи пуçне çĕклесессĕнех Савантер хăй пулса тăрассăн туйăнчĕ.

— А-а, хамăр ялсемех-çке, — ăшшăн кулнă пек туса сăмах хушрĕ Савантер сысна аçи хыçĕнчен урамалла утса. — Иртĕр, атя.

Ватă Атей ăна çĕре çитиех пуç тайрĕ. Паллах йăла-йĕрке тăрăх унăн мар, Савантерĕн ватă çынна малтан пуç таймаллаччĕ. Анчах Савантер Атей хăйĕнчен аслине асăрхаман пекех пулчĕ, мăнаçлăн кулса, вăл сăмах каласса кĕтрĕ. Килхуçи килнĕ çынна хирĕç пуç та тайманнипе старике антратсах ӳкерчĕ, танлăн калаçма ĕмĕтленекенскер вăл хăйне сасартăках ыйткалакан пек туйма тытăнчĕ.

— Ырă кăмăлпа, таймапуçпа килтĕмĕр эпир сан патна, Савантер ачам, ĕмĕрӳ вăрăма пытăрах санăн, — калаçма тытанчĕ Атей.

— Таймапуçпа килни аван, — каллех кулам пекки турĕ Савантер.—Таймапуçпа килни хĕçпе килни мар. Итлетĕп сана, шурсухал.

Савантер Укаслăва курман пекех пулчĕ. Паллах, чăваш йăли-йĕрки хăнаккая манмалла маррине калать. Анчах килхуçи ăна шута хумарĕ, хăй патне ватăпа ун мăнукĕ мĕншĕн килнине пĕлекенскер, вĕсемпе кĕçналăк урлă, хăйне мăннăн тытса çеç калаçрĕ.

— Савантер ачам, сан çыннусем ман улăха çулма тытăннă-çке, — тĕрĕ хуллен Атей. Ахăртнех, Савантер хăйне мĕнле тытнине кура вăл калаçу килĕшӳпе пĕтессе ĕненме тӳрех пăрахрĕ пулас.

— Тĕрĕс, çулма тухнă, — каллех ăшшăн кулам пекки туса килĕшрĕ унпа Савантер. — Анчах ку сăмахпа тем каласшăнччĕ ĕнтĕ эс? Ара, сан улăху çеç мар, ытти чылай çыннăн та ман çĕр пулса тăчĕç мар-и?

— Чим, Савантер ачам, ара, эпĕ...

— Улăхна мана сутман тесшĕн ĕнтĕ эсĕ, — ватта каласа пĕтерме те памарĕ пуян. — Нумайăшĕ çапла калать. Анчах эсĕ, хисеплĕ çыннăм, парăмлă иккенне мантăн пуль-ха... Манман-и? Парăму сахал Мар-вĕт...

Паллах, Атей хăй парăмне манман. Çуркунне вăл пуянран вăрлăх илнĕччĕ. Анчах уншăн кĕркунне, тырпул пухса кĕртсен пама пулнăччĕ-иç вăл.

— Самани халĕ питĕ йывăр, старик, — хăйне тӳрре кăларас тенĕн каларĕ Савантер. — Кĕркунне мĕн пуласса никам та пĕлмест. Çавăнпа халех, хам сывă чухнех, парăмушăн сан улăхна илес терĕм. Хăвах пĕлетĕн, сурăх кĕтĕвĕ пысăк манăн, утă нумай кирлĕ. Сан вара, шурсухал, темиçе сурăх çеç, сана пĕрер çĕклем утă та çитет. Пĕрер çĕклемне ăна хамах парăп...

 
1 Шаталак — йĕркесĕр калаçакан.
■ Страницăсем: 1 2