Пăва çулĕ çинче :: Шуррисем


Аттепе Гера вăрмантан таврăннă каçах ямшăк лашипе Пăвана тухса кайрĕç. Тепĕр эрнерен тырă ĕлкĕрмелле, — атте кăçал пирĕнпе пĕрле вырма тухасшăнччĕ — пулмарĕ иккен. Эпĕ Гера пĕрер эрнелĕхе аппăшĕ патнех юласса шаннăччĕ. Аттене сасартăк Пăвана чĕнни унăн кăмăлне те улăштарчĕ: «Киле каятăп», — терĕ вăл. Шуррисем Чĕмпĕре çитнĕ тенине илтсен, Герăна Елена Максимовна та чарса тăмарĕ.

Эпир ялйышсемпе пĕрле ыраш вырма тытăнтăмăр. Ĕçе шурăмпуçпех тухатпăр, тăватă кун хушшинче ыраш анисене вырса пăрахрăмăр. Çур тыррисем те çийĕнчех ĕлкĕрчĕç. Атте Пăваран килекен пĕр çын урлă хăй хирти ĕçе хутшăнма пултарайманнине çеç пĕлтерчĕ. Анне аçу каллех вăрçа каять, тем курса тăрасси пур ĕнтĕ тесе хăраса ӳкрĕ. Асатте те: «Вăрçăра пулнă салтаксем халĕ килте ларма пултараймаççĕ», — тет. Чĕмпĕр енчен кунсеренех усалтан та усал хыпар килет. Пĕрисем патша самани çаврăнать, утелне пуянсен çĕрне пĕтемпех каялла памалла пулать теççĕ. «Шуррисем Хусана та, Пăвана та çитнĕ», — тесе хыпар тăваççĕ теприсем.

Пăва вăл пирĕнпе юнашарах та, пушшех те пире пăшăрхантарать. Пурсăмăр та аттешĕн хыпса çунатпăр. Вăл Пăваран тухса тарма ĕлкĕрнине те, халĕ ăçта çӳренине те пĕлместпĕр. Пĕлтĕр кивĕ йĕркепе акса хăварнă ыраш пуссинче пирĕн пĕр ят çĕрĕ çеç. Ăна эпир хамăрăн пĕчĕк çемьепех вырса пĕтертĕмĕр. Юнашар пусăра çĕре çĕнĕ йĕркепе валеçсе акнă сĕлĕ, пăри, урпа, хуратул анисем ĕлкĕреççĕ. Аттерен çав-çавах пĕр хыпар та çук. Эпĕ вулăса та кайса ыйтрăм. Унта Пăвапа нимĕнле çыхăну та çуккине пĕлсен, асатте патне чупрăм. Вăл мана Зоя Савельевна ашшĕ патне килнĕ, çавăнпа курнăçса пăхасчĕ терĕ. Ку хыпар мана тĕлĕнтерсех пăрахрĕ. Савик хуçа тем пек тăрăшсан та, унăн хĕрĕпе кĕрӳшĕ ютшăнса пурăнатчĕç. Самана хăрушланса килнĕ вăхăтра епле-ха вĕсем, тахçантанпах хире-хирĕç тăрса тытăçма хатĕр çынсем, халĕ килĕштернĕ пулать? Зоя Савельевна, Пăваран кунта çитсе ӳкнĕскер, унти хыпарсене пĕлетех ĕнтĕ вăл. Тен, атте ăçтине те каласа кăтартĕ? Пĕчченех килнĕ-ши?

Çапла шухăшласа пынă çĕртен эпĕ Савик хуçа анкартинче Ваçике, хампа пĕрле ĕçленĕ тарçă-старике, куртăм. Тĕкме урлă сиксе каçрăм та йĕтем шăлса тăракан Ваçике сывлăх сунса алă патăм.

— Эпĕ Зоя Савельевнăна курас кăмăлпа килтĕм. Ашшĕнчен хăратăп. Йытăпа вăслатмĕ-ши?

— Чуп часрах, лаша кӳлсе тăратнă вĕт, — васкатрĕ мана Ваçик. — Вулăса каять.

Эпĕ васкаса Савик хуçа çурчĕ тавра çаврăнтăм та вырăсла хапха умне тухса тăтăм. Уçă калинккерен тăрантас ларкăчĕ çине улăхса ларнă Якрава куртăм. Акă пӳртрен пĕчĕк чăпар саквояж йăтнă Зоя Савельевна та тухрĕ. Ун хыççăн Савик хуçапа арăмĕ пыраççĕ. Мана курсан, хуçа, кăмăлсăр пулса, куç шуррине пĕр енчен тепĕр енне шутарчĕ:

— Сана мĕн кирлĕ, шĕвилкке юлташ?

— А, Сантăр, лар, часрах, эпĕ сана хам та курасшăнччĕ-ха, Патăръелне çитиччен ларса пырăн, — тесе хӳтĕлерĕ мана Зоя Савельевна.

— Эх, хĕрĕм, хĕрĕм, — темшĕн савăннине пытараймасăр кулса ячĕ Савик. — Комиссар арăмĕ пултăн та, аçу патĕнче те пурăнма хăрарăн пулать. Килĕçин шуррисем, килччĕр. Эпĕ сана хур кăтартмăп ĕнтĕ... Каларăм вĕт пĕркунне, самани вăл улшăнма пултарать тесе.

— Самани вăл йĕркеленсе кайĕ те-ха, анчах çак хăрушă тапхăрта эсĕ асту, сыхлан, çынсене хирĕç ан пыр, кайран ӳкĕнмелле ан пултăр, — ӳкĕтлесе каларĕ Зоя Савельевна.

— Шуррисем çĕнтерсе килчĕç-тĕк — мĕн ӳкĕнмелли пур.

— Ах, атте, эсĕ каллех хăвăн юрруна юрлатăн. Пĕтĕм халăх хĕрлисем хыççăн пырать иккен те, епле-ха шуррисем çĕнтерччĕр?

— Апла мĕншĕн упăшкупах Пăваран тухса тартăр, ха-ха-ха! — кулса юлчĕ Савик хуçа.

Якрав пĕрре çеç шăхăрчĕ — лаша Патăръел çулĕпе малалла ыткăнчĕ.

Зоя Савельевна мана акă мĕн пĕлтерчĕ. Атте шуррисем Пăвана иличчен хуларан тухма ĕлкĕрнĕ уесри çар комиссарĕн отрячĕпе Сĕве енне куçса кайнă. Çавăнпа хăрамалла мар терĕ вăл, мана лăплантарса. Патăръелне çитсен, Зоя Савельевна вулăсри Совета кĕрсе юлчĕ, эпĕ çĕнĕ хыпарпа хамăр яла таврăнтăм.

Асатте, ыраш акма хатĕрленсе, кĕлет умĕнче вăрлăх аллама тытăннă. Шуррисем Чĕмпĕрпе Пăвана илнĕренпе вăл пĕрмай чĕнмесĕр çӳрет. Час-часах эпĕ унăн аллисем чĕтренине те куратăп. Зоя Савельевна урлă пĕлнĕ хыпар ăна çырлахтарсах пĕтермерĕ.

— Аçу шуррисен аллине çакланмасса эпĕ хамах туйнă, анчах паян ăçта-ши вăл? Те сывă, те суранланнă, те...

Картишне кӳршĕри Лăриван пырса кĕчĕ.

— Юхмара хĕрлисем! — терĕ вăл.

— Эпĕ те унтан килтĕм-çке, никам та çукчĕ.

— Эсĕ унта чух пулман та, халĕ лашисене ташлаттарса Совет умне пырса тăчĕç. Эпĕ ак хам куçпа хам куртăм... Тин çеç çитрĕм!

Вулăса хĕрлисем килни асатте кăмăлне çĕклентерсех ячĕ. Вăл пикенсех тепĕр хут вăрлăх аллама тытăнчĕ. Эпĕ ăна алари ыраша михĕсене тултарма пулăшса тăтăм.

Тепĕр кунне, ирхине, красноармеецсем пирĕн яла та пырса хваттере кĕчĕç. Эпир, Ванюк шăллăмпа иксĕмĕр те, вĕсем çав тери уçă кăмăллă çынсем иккенне туйса илтĕмĕр. Пирĕн пата хваттере тăватă çын кĕчĕç, вĕсенчен виççĕшĕ вырăс, пĕри — чăваш, анчах та мана чăвашла калаçма пĕлменнисем те тарават, хăйсен лашисене шăварма, сĕлĕ пама шанакан пулчĕç.

Анне красноармеецсенчен атте ăçтине ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ. Вĕсем ун пирки пат татса калаймаççĕ. Анчах шуррисене аркатса тăксанах таврăнать тесе лăплантарчĕç.

— Сывă юлсан таврăнĕ те... — терĕ анне, тутăр вĕçĕпе шывланнă куçне шăлса.

Шаккамансем патне отряд командирĕ чарăннă. Вĕсен тĕлне час-часах ут утланнă красноармеецсем пырса тăраççĕ. Пирĕн, ача-пăчан, пуринчен ытла йĕнерленĕ лаша çине утланса пăхас килет. Ортишка красноармеецсем умĕнче хăйне манран хăюллăрах тыткалать. Çавăнпа та вăл хăйсен лупасайне кĕртсе тăратнă тур лаши çине манран маларах утланса пăхрĕ. Эпĕ те Ортишка пекех йĕнерленĕ лашана тарават иккенне кура, хамăр патра хваттерте тăраканнисенчен пĕри мана та хăй лашине утланса Пăла хĕррине кайса шăварма хушрĕ. Эпĕ савăннипе пĕлĕте ярса тытма хатĕр. Йĕнер пускăчĕсем вăрăм пулин те, лаша çинче йăкăлт-йăкăлт сиккелесе пыратăп. Пăла хĕррине çитме çулĕ ытла та кĕске пулнăшăн пăшăрханатăп, каялла таврăннă чух вара юриех тепĕр урампа çаврăнатăп, хама ялйышсем йĕнерленĕ лаша çине утланнине ытларах курччăр тесе, çӳллĕ лашана ерипен çеç уттаратăп, пĕр-пĕр хапха умне виç-тăватă çьш пухăнса тăнине курсан, чĕн чĕлпĕре карт туртатăп, икĕ урапа та лаша хырăмне карт тапатăп. Çар лаши хресченĕнни пек мар иккен: эпĕ ăна, юрттăр тесе, хырăмĕнчен тапсан — тăп чарăнать, чĕлпĕрне хытă турткаласа илнипе çеç пуçне каçăртса пĕр вырăнта ташласа илет. Маншăн пулсан, урăх нимĕн те кирлĕ мар.

Киле таврăнсан, эпĕ çĕнĕ хыпар пĕлетĕп: пирĕн асаттене хĕрлисем лаша панă. Кăна илтсен, эпĕ тӳрех унта тухса чупатăп та лупасайĕнче, чăнах та, кĕске хӳреллĕ çӳрен лаша выртнине куратăп. Лаша умне асаттепе асанне тата инке кукленсе ларнă. Виççĕшĕ те, лашаллă пулнăшăн савăннăскерсем, ним тума пĕлмеççĕ, лаши сăмси умне утă та, çăкăр татăкĕ те хурса параççĕ. Анчах та ĕшеннĕ лаша нимĕн те çимест, ури çине те тăраймасть.

Эхер те çак халтан кайнă лаша чĕрĕлсен, асатте те кăçал ура çине тăма пултарать, лашаллă пулать. Хĕрлисем чухăнсене пулăшаççĕ тени тĕрĕс иккен. Вĕсем пирĕн яла киличчен пуянсемпе куштансем, хĕрлисем çинчен элеклесе, темтепĕр каласа тăкатчĕç. Акă, халь эпĕ херлисем пĕрре те хăрушă маррине тата вĕсем нушана лекнĕ çынна пулăшма та хатĕррине туйса илтĕм.

Асаттене укçасăрах лаша панă пирки ялйышсем хушшинче тĕрлĕ халап пуçланса кайрĕ. Керим пеккисем ăна йĕкĕлтеме те хатĕр: «Вилес выльăха мур шăтăкне кайса пăрахас вырăнне Ахмар Тимахви картишне пырса пăрахасси ансат ĕнтĕ», — тесе витлеççĕ вĕсем. Теприсем, пирĕн пек чухăннисем, хĕрлисене ырласа, асатте лаши те чĕрĕлсен тем пек маттур пулмалла тесе ĕнентереççĕ.

Урасăр пулнă лашана чĕртме Шăнкăртам тутарĕ Леттип абзы пулăшрĕ.

— Сĕт çине чĕрĕ çăмарта ярса парас пулать, çăмарта пулăшать, — тесе, вăл асатте шанчăкне çĕклентерсех ячĕ.

Инке çийĕнчех икĕ теçетке çăмарта шăтарса тăвăр тĕплĕ витрене ячĕ, сĕтпе хутăштарса юрчĕ те лаша умне пырса лартре. Сулхăнта канса выртакан лаша, чăнах та, витрери çăмартапа сĕте ĕçсе ячĕ, тимĕр çăварлăхĕпе витре тĕпне тивертсе катăртаттарма тытăнчĕ.

Леттип абзы лаша урисене тыта-тыта пăхса тĕрĕслерĕ те, асатте çине пăхса, куçĕсене вылятса илчĕ:

— Лаша пулать, амутка.

Леттип абзы сăмахĕсем тĕрĕс пулчĕç. Тепĕр икĕ кунтан кĕске хӳреллĕ çӳрен лаша хăй тĕллĕнех тăрса пусă умĕнчи валашка патне шыв ĕçме утса пычĕ.

— Шуррисем ан килччĕрех ĕнтĕ, шуррисем килсен тем курса тăрăн, лашасăр та тăрса юлăн. аслаçуна та тем кăтартĕç, — тесе, асанне час-часах турра асăнса илет.

Пĕр каçхине, ял çывăхĕнчи ана çинчи сĕлле вырнă чух, асатте мана хăй патне çĕмел тунă çĕре чĕнсе илчĕ те ыран ирхине ирех аннепе инкене ача-пăчасемпе пĕрле Сăкăтри хăтасем патне леçсе хăварма хушрĕ.

— Шуррисем инçе мар теççĕ, кунта вăрçă пуçланса кайма пултарать, пулеметсемпе пеме тăрсан хĕрарăмсем кăлăхах хăраса ӳкĕç... Хăрушлăхĕ те пур. Çынна ăна пăрçа пысăкăш тăхлан пуля та вĕлерме пултарать.

Асатте тĕрĕс калать-мĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн ялта тăракан пĕчĕк отряд те каçа хирĕçех çул çине тухма хатĕрленет. Эпĕ хамăр патăрта хваттерте тăнă красноармеецсене пулăшасшăн пултăм, хиртен таврăннă-таврăнманах вĕсем патне тухрăм. Яланах мана тарават пулнă красноармеецсем паян темле сĕлкĕш пек туйăнчĕç, манпа калаçсах та каймарĕç, пурте винтовкисене тасатса, сăран сумкисене патронсем тултараççĕ.

Аннепе инкене Сăкăта леçмелле тени ман кăмăла пĕрре те каймарĕ. Асатте хушнă та — итлес пулать ĕнтĕ.

— Сăкăтран таврăнсан, ыранах, каçкӳлĕм, ыраш акма тухăпăр, — терĕ асатте.

Ирхине эпĕ вырăн çинчен тăнă çĕре пирĕн пата Кристин аппа çитсе ларнă. Темшĕн хурланнă хăй — куçĕсем хĕрелнĕ, питçăмарти тăрăх куççулĕ юхни палăрать.

— Мĕн пулнă сана? Сăнтан йăлтах пĕтсе кайнă? — тесе, анне Кристин аппа çумне пырса ларчĕ.

— Эх, аппа, пуçа ăçта кайса чикем-ши?

Çак сăмахсем хыççăн Кристин аппа пĕчĕк ача пек каçса кайсах йĕрсе ячĕ.

— Пăятамĕ йăлтах урса кайрĕ вĕт. Курнине пĕр тилхепепе çунтарать. Эпĕ иккĕмĕш кун ĕнтĕ сылтăм алла çĕклейместĕп. Ватă Ваçике паян чутах вĕлерсе пăрахмарĕ. Тапа-тапа хĕнерĕ.

— Мĕншĕн тата?

— Ара, каларăм-çке, пăятамĕ ирех сирĕн анăрсене вырма хăваларĕ, Ваçик турткаланма пуçларĕ: «Халăх сенĕкпе чиксе пăрахсан пире кам хĕрхенĕ», — тесе хучĕ. Пăятамĕ патаккипе пĕрре çех печĕ пуçĕнчен — Ваçик йăванса та кайрĕ.

Кристин Савик хуçа çинчен каласан, темшĕн манăн чун та сӳлетсе кайрĕ. Хам тарçăра пулни аса килчĕ.

— Эх, кин пурнăçĕ, — тесе, Кристин аппа тепĕр хут ĕсĕклесе илчĕ, — манăн качча тухнин ячĕ çеç... Хăрхăм-и, хăрхăм эпĕ вăл çуртра.

— Кĕрӳ пĕртте хутне кĕмест-и?

— Эх, кĕрӳшĕ, кĕрӳшĕ — самай ĕне пăрушĕ тесе, туйра ахаль тăрăхламан-тăр ĕнтĕ ăна. Ашшĕне хирĕç пĕр сăмах чĕнеймест. Мана çапса вĕлерсен те, вăл нимĕн тăвас çук. Çатма çинчи пăрçа пек ăшаланатăп.

— Э, мĕншĕн-ха вăл çав тери урса кайнă?

— Çуркунне çĕр теçеттин çĕрне çухатнăранпа пĕр ырă кун пулман. Ялан вĕчĕхсе çӳрет. Ним тăвайман енне тарçиеене хĕнет, мана куç уçтармасть, — йĕме чарăнса каларĕ Кристин. — Халĕ ак тата шуррисем килеççĕ тенине илтсен, пире ĕлĕкхи утелне çĕрĕ çине хăвалама тытăнчĕ, сирĕн ялсем акнă тырра вырма хистет. Эпир хăратпăр. Халăх пухăнсан тем курассу пур. Паян акă хире ирех жнейка кăларттарчĕ, мана тарçисемпе пĕрле кĕлте çыхма хăваласа ячĕ. Эпĕ вăрттăн кунта тарса килтĕм. Сирĕн ялйышсене пĕлтерес терĕм.

Кăна илтсен, эпĕ текех вырăн çинче йăваланса выртаймарăм. Тăрса урама тухрăм та тĕлĕнсех кайрăм: пирĕн ялти хĕрлĕ салтаксем çĕрле ушкăнĕпех таçта куçса кайнă, пĕри те юлман. Кĕтӳ хăвалакан хĕрарăмсем Савик хуçа утелне çĕрне выртарма тытăнни çинчен калаçаççĕ. Пурте хăраса ӳкнĕ.

— Вăт сана çĕр!

— Эпир акаканни пултăмăр, Савик улпут каллех вырса илекенни пулчĕ!

— Пирĕн арçынсем ăçта кайса кĕнĕ-ши, пĕри пĕр сас памаççĕ?!

— Вăрçăра тупăран хăраман, килте Савик кăшкăрашнинчен те хăраççĕ!

— Пирĕн, хĕрарăмсен, хамăрăн сенĕксем йăтса каймалла-тăр!

Çапла арçынсене намăслантарса кăшкăрашакан хĕрарăмсем ялти салтаксене те тустарма тытăнаççĕ.

— Çĕр варринче лашисене йĕнерлерĕç те таçта кайса кĕчĕç! — тет Шаккаман кинĕ.

— Сăкăт урамĕпе кайрĕç вĕсем!

— Темĕн, Пăвинче шуррисем, тет, çав.!

— Апла вĕсем Пăва еннелле тапрĕç пуль?!

— Эккей, самай пире хӳтĕлес чух тухса кайрĕç!

— Ухикĕ те чылайранпа курăнмасть. Çуркунне çĕр валеçнĕ чух пуринчен малтан чупкаларĕ, халĕ шăрши те çук!

Хĕрарăмсем темĕн чул шавласан та, арçынсем урама тухмарĕç. Эпĕ киле таврăнтăм. Лупасайĕнчи каска çине асатте килсе ларнине куртăм. Эпĕ сисетĕп, вăл та Савик хуçа иртĕнни пирки шухăшлать.

Урамра кĕтӳçĕ пушши шаплатни илтĕнми пулсанах, пирĕн пата Эрнаслу инке чупса килчĕ.

— Ăçта çав Кристин, ах, темĕн курăн тата, темĕн курăн, — сăмаха йынăшарах тăсса ячĕ вăл.

Пӳртрен Кристин сиксе тухрĕ.

— Мĕн пулнă, анне?

— Сан хыççăн хуняçу Якрава янă, часрах таврăнма хушрĕ тет, темле салтаксем килнĕ тет.

— Савик хуçан Чĕмпĕрти ывăлĕ, Зосим текенни, шуррисене ертсе килчĕ, — акă мĕн пĕлтерчĕ Кристина чĕнме килнĕ Якрав тарçă, — хăй тата пĕлтĕрхинчен те усалрах. Кăшкăрашать. Тумĕсем яп-яка та çап-çутă. Хуле урлă пĕр енчен хĕçĕ, тепĕр енчен кĕске пăшал çакса янă. Ĕлĕкхи самана çаврăнать тет.

— Миçен хăйсем? — Якравран ыйтрĕ асатте.

— Çирĕм юланут. Лашисем пĕринчен пĕри таса вара.

— Разведка пулмалла, — тесе, асатте тепĕр хут чĕлĕм тивертсе ячĕ.

Якрав Кристин аппана васкатса çапла каларĕ:

— Эсĕ, кин, кай ĕнтĕ. Эпĕ пымастăп.

— Мĕнле пымастăн?

— Савик хуçа патакне çисе çитет пулĕ. Паçăр вăл ватă Ваçике вĕтсе тăкрĕ, халĕ, шуррисем килнĕшĕн савăнса, паян — мана, ыран — теприне çапса пăрахĕ. Йытă çимен патака çисе пурăнни çитет пулĕ.

— Ăçта кайса кĕрес тетĕн вара?

— Тĕнче аслă, кинĕм...

— Ара, вăл сана тыттарса яма пултарать вĕт?

— Хăтланса пăхтăр, анчах манан хӳре кĕске, тытма хĕн.

Эрнаслу инкепе Кристин тухса кайсан, Якрав каска çине асаттепе юнашар ларчĕ те тарланă çамкине çаннипе шăлса илчĕ.

— Ярхуна пĕлтересчĕ, уншăн халлĕхе пытаннинчен ырри пулмĕ. Хĕрлисем килсен, Савик хуçан тармаллипех тарма тивĕ вара.

— Ĕнер кунта хĕрлисем пурччĕ те, сахалтарахчĕ çав, çĕрле каялла чакрĕç пулмалла, — терĕ асатте.

— Кусем те нумаях мар, çирĕм юланут çар-и вăл, халăхпа тăрсан, вĕсене чулпа пере-перех хăваласа яма пулать те, çыннисем пирĕн йăвашрах-ха. Çилленсе çитеймен.

Эпир лупасайĕнче калаçса ларнă май сисмерĕмĕр те — урамра ура сассисем илтĕнсе кайрĕç. Хыçалти хапхаран инке чупса кĕчĕ.

— Пĕтрĕмĕр вĕт, шуррисем Ярхуна тытса килчĕç, — терĕ вăл мана.

Çав вăхăтрах такамсем урамран пирĕн хапхана шанлаттарма тытăнчĕç:

— Эй, хуçи килте-и?!

Якрав сасартăк аслăк çине хăпарса пытанчĕ, асатте васкаса хапха патне пырса тăчĕ:

— Халех уçатăп, халех!

Картишне Ильпăраспа Керим тата виçĕ офицер кĕчĕç. Вĕсенчен пĕри Савик хуçа ывăлĕ, Зосим. Эпĕ тарçăра пурăннă чухне вăл Чĕмпĕрте вĕренетчĕ, каникул вăхăтĕнче килне киле-киле каятчĕ, пĕлтĕр юлташĕпе килсе çынсене пăшалпа хăратса çӳренĕччĕ. Эпĕ ăна, уйăх пек сарлака питлĕскере, халĕ офицер тумĕ тăхăннă пулсан та, çийĕнчех палласа илтĕм.

■ Страницăсем: 1 2