Пăва çулĕ çинче :: Эпĕ хулари шкула кĕретĕп
Лаша паçăрах кӳлсе тăратнă. Япаласене те хунă. Хапха уçмалла та тухса каймалла. Атте темшĕн лаша тилхепине тытма пĕртте васкамасть, кăмăлсăр мăкăртатакан анне те хапхине тухса уçасшăн мар. Эпĕ урари çăпатана, алăк урати çине ларса, пилĕк хут салтса сыртăм ĕнтĕ... Каллех килĕшмерĕ. Улттăмĕш хут салтатăп.
Аттепе анне эпĕ мĕншĕн тута тăсса ларнине пĕлеççĕ: атă çĕлетсе паманшăн хурланатăп. Паян акă атте мана Пăвана леçет, хулари шкула вĕренме кĕртес тет. Салтакран таврăннăранпа вăл мана пĕрмай малалла вĕрентесси çинчен калаçса çӳрет. «Вăрçă умĕнех сана земство мастерскойне отказ панă хыççăн пĕр-пĕр вышеначальнăй шкула та пулин кĕртсе хăвармаллаччĕ, халиччен семинарие çитнĕ пулăттăн», — тет.
Семинарире машинăсем çинчен вĕрентменнине астутарсан, вăл халĕ аллипе çеç сулать: «Кирек мĕне вĕрентсен те пăсмасть», — тет. Салтакра çӳресе, атте вĕреннĕ çынсене акăш-макăш хисеплекен пулнă. Акă мĕншĕн ĕнтĕ вăл мана кăçал Пăвари шкулсенчен хăшне те пулин вырнаçтарасшăн тăрăшать.
— Свидетельствăна илтĕн-и? — тесе, атте, мана ура сырма кансĕрлесе, алкумĕнчен пӳрте кĕрет.
Ялти шкула пĕтернĕ хыççăн илнĕ похвальнăй листпа свидетельствăна эпĕ, стена çумĕнчи кĕленчеллĕ рамкăран кăларса, ĕнерех пĕчĕк арчана чикнĕ. Халĕ çак арча урапа тĕпĕнче кĕрпе хутаççипе çăкăр миххи хушшинче хĕсĕнсе тăрать. Арча çинче çĕтĕкпе чĕркенĕ шăрттан, пĕçернĕ чăх тата шăвăç кружкăра услам çу пур. Анне вĕсене çул çинче тытсах пыма хушрĕ.
— Ку апат сана сахалтан та виçĕ уйăха çитмелле, унтан çуна çулĕпе аçу тепре пырса кайĕ, — тесе хурать юлашкинчен анне. Вăл мана килтен ниçта ярасшăн мар пулса, аттепе пĕр эрне ытла тавлашрĕ те, атте пурпĕрех хăйĕнне турĕ, пĕртен-пĕр такана пусса шăрттан хатĕрлеттерчĕ, кĕрпе валли хутаç çĕлеттерчĕ, ĕнер пĕçернĕ пилĕк хăпарту çăкăра та шурă миххе чиксе кантрапа çыхса хучĕ. Атте маншăн тăрăшнине эпĕ кашни утăмрах туятăп. Пĕр кăлтăк ман чуна хурлантарать: атте атă çĕлетсе памарĕ. Иртнĕ пасарта салтак пушмакĕ сутнине тĕл пулнăччĕ, атте, пĕрех хутне, ăна та илесшĕн пулмарĕ. Эпĕ пĕлетĕп: чухăн пурăнатпăр, атте салтакран килнĕренпе ниепле алă çавăрса яраймастпăр, çулла çăнăх шӳрпипе çеç пурăнтăмăр, çăкăр та çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен тин пĕçерсе çиекен пултăмăр. Çапах та, хулана çăпатапа кайма вăтанатăп эпĕ.
Атте кăмака çумĕнчи табуретка çине ларать те хыпаланса уринчи йĕс пăталлă пушмакне хывать. Сарлака пуçлă та хулăн тĕплĕ вăл, атте ăна салтакран тăхăнса килнĕ. Тĕреклĕ. Нихçан çĕтĕлес çук.
— Мана ялта çăпатапа çӳресен те пурте паллаççĕ, — тет атте, пушмакне мана парса, — пысăкки пысăк та, тăхăнса пăх-ха, уткалама пултаратăн-и?
Манăн чун сасартăк хĕвел çинчи сар çу пек ирĕлсе кайрĕ. Анне çăм çипрен çыхнă чăлха тупса парать. Атте пушмакне эпĕ икĕ хут чăлхапа тăхăнса ура çине тăратăп, алăк патĕнчен тĕпелелле утса пăхатăп. Аттепе анне мана пăхса лараççĕ. Эпĕ урайне пушмакпа каптăртаттаратăп. Такăнмастăп. Экзамен патăм. Атте те, анне те мана пушмака каялла хывма хушмасть.
Кăштах тăрсан, тухса та кайрăмăр.
Çул çинче эпир хулана çитсен хваттере ăçта кĕресси çинчен сăмахласа илтĕмĕр. Атте мана Алексей Алексейчăсем патне кĕртесшĕн мар, вĕсен çуртне халăх нумай кĕрет, вĕренме кансĕр пулать тет. Анне хамăр пата килкелесе каякан Шуркин Палюк арăмĕ патне кĕме хистесе ячĕ. Шуркин Палюкĕ вăл пирĕн ялсемех пулнă, вăрçăччен Пăвара писĕрте тăнă имĕш. Халĕ салтакра вилнĕ. Пăвара унăн арăмĕпе пилĕк ачи пурăнаççĕ. Ялта вĕсен пĕр ят çĕрĕ пур. Çав çĕре çурмалла актарма килсен, Палюк арăмĕ хваттере пĕрмай пирĕн пата кĕрет, аннепе те килĕштерсе калаçать. Пĕркун пирĕн патăрта Андрей Павлович çĕр выртса кайрĕ. Вăл халĕ Чĕмпĕре куçнă. Ĕлĕкхи пек Пăварах пурăннă пулсан, эпĕ, тем каласан та, ун патне кĕнĕ пулăттăм. Хампа пĕр тан Мишапа вĕренме те çăмăл пулнă пулĕччĕ. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ — атте мана кăçалах Чĕмпĕре леçме килĕшмерĕ.
Хĕвел анас умĕн Пăвана çитсен, эпир Шуркин Палюкĕн арăмне аран шыраса тупрăмăр. Хăй вăл пасартан инçе мар хĕрлĕ чиркӳ патĕнче пурăнатăп тесе каласа хăварнăччĕ. Хĕрлĕ чиркӳ патне тăватă урам тухать иккен те, пирĕн кашни урамрах шурă штукатуркăллă çурт шыраса пăхмалла пулчĕ. Шуркинсем пире тахçанхи тăвансем пек калама çук хапăл туса йышăнчĕç. Вĕсем пурăнакан хваттер шурă çуртăн вăта çĕрти пысăк пӳлĕм. Алкумĕ, чăланĕ тата кухни пур. Пилĕк ачаран чи асли çеç манпа пĕр çулта, Митя ятлă, ыттисем — вĕт-шаксем. Митя хыççăнхи хĕрĕ Зина ятлă. Унтан кĕçĕннисем те хĕрсем: Люба, Тоня, Маша. Митя амăшне атте Анна Селивестровна тесе чĕнет. Вăл лутрарах кăна кĕске мăйлă ырхан хĕрарăм. Шурă çӳçне, хыçалалла тураса, хĕрача евĕрлĕ симĕс лентăла çыхса янă. Кофти те симĕс. Уринче шĕвĕр кĕлеллĕ пушмак. Кунта, хулара, хĕрарăмсем пурте шĕвĕр кĕлеллĕ пушмаксемпе çӳреççĕ-мĕн.
Урапа çинчи апат-çимĕçе чăлана кĕртсе хурсан, атте, каçхи апата пăтă пĕçерме сĕнсе, Анна Селивестровнăна кĕрпе хутаççипе çу курки кăтартрĕ.
— Юрĕ, Лука Тимофейч, пăттине те пĕçерсе парăп, чей те лартăп, кавăн та ăшаласа çитерĕп, — хыпаланса ӳкрĕ Анна Селивестровна, кухньăри кăмакине те хутса ячĕ, Митине шыв ăсса килме хушрĕ. Эпĕ маларах иртсе лартăм. Любăпа Тоня мана хăйсен кĕнекисене кăтартаççĕ. Люба виççĕмĕш çул, Тоня пĕрремĕш çул вĕренет иккен. Маши пĕчĕккĕ-ха, шкула каймасть, çапах та букварьти саспаллисене пурне те пĕлет.
Атте кухньăра ларать. Ман пирки вăл Анна Селивестровнăпа пуплет, хулари хăш шкула кайса пăхасси çинчен тĕпчет.
— Ыран эсир тӳрех вышеначальнăя кĕрсе тухăр, — канаш парать ăна Анна Селивестровна, — ял ачине унта, тен, çăмăлрах пулĕ. Реальнăй училищĕне экзамен пама йывăр теççĕ, гимназире пуян ачисем çеç вĕренеççĕ.
— Ялта тăват çул вĕреннĕскере пиллĕкмĕш класа илĕç-ши ăна?
— Темле çав... Ку Сантăртан хăйĕнчен килет ĕнтĕ, — тесе, хваттер хуçи майри кухньăри сĕтел çине темиçе ăшăх турилкке лартса тухрĕ.
Пăтă пиçсен, эпир пурсăмăр та сĕтел тавра ларса тухрăмăр. Турилккери виç-тăват кашăк пăтăпа эпĕ те, атте те тăранаймарĕ (хуçа ачисем сахал çиме вĕреннĕ-мĕн — пăттине çисе янă-яманах сĕтел хушшинчен тăрса малти пӳлĕме тухса кайрĕç). Атте чăланти хутаçра пиçнĕ чăх какайĕ пуррине аса илчĕ. Анна Селивестровна таплаттарса иккĕ ярса пусрĕ — хутаçа атте чĕркуççийĕ çине илсе килсе те хучĕ.
— Халĕ пирĕн кучченеçе çисе пăхăр-ха, — тесе, атте чăх тукмаккисене уйăрса Анна Селивестровна умне хучĕ. — Эй, Маша, Люба, Тоня, чăх çунаттине кама парас?
Ачасем тепĕр хут сĕтел тавра кĕпĕрленсе ларчĕç. Тепĕр виçĕ минутран сакăр пая пайланă чăх тĕсĕ те юлмарĕ. Шăмми-мĕнĕпе çисе ятăмăр. Эпĕ пурпĕрех килти пек тăранаймарăм. Атте те çăкăр чĕлли çине тăвар сапса ерипен çиет. Анна Селивестровна пирĕн ума икĕ стакан чей лартса темле порошок пек таблеткăсем пачĕ:
— Сахарин ку. Ирĕклĕх те ирĕклĕх теççĕ, пасарта сахăр та сутми пулчĕç! Самани тахçан йĕркене кĕрĕ!
— Буржуйсене хуса ярсан, — тет атте.
— Вăхăтлăх правительство пирĕн пек интеллигентсене нимĕн те памарĕ-ха, — сăмаха тăсса калать хуçа-арăм.
— Хресченсене те çавах.
Каçхи апат хыççăн Митя мана хăй кĕнекисем тăрăх «экзамен» тăвать: виçĕ задача парать тата грамматикăри пуплев пайĕсем çинчен ыйтать. Сасăпа вулама тăрсан, эпĕ ударенисене тĕрĕс туманни палăрать. Митя та, унăн амăшĕ те мана вырăсла уйрăм сăмахсене тĕрĕс калама вĕрентсе ударени тĕлĕнче чарăнма хушаççĕ.
Çĕр ыранхи куна кĕтсе питĕ асаппа иртет. Эпĕ кăвак çутăллах вăранатăп та картишĕнчи лаша патне тухса пăхатăл. Сĕлĕ улăмне кăчăртаттарса çиекен лаша ман çинелле пăхать. «Эсĕ мĕншĕн ир тăтăн» тенĕ пек, кавлеме чарăнсах мăйне тăсать, унтан мана саламланăн пуçне ухса илет.
— Вăт, Хушкапуç, — тетĕп эпĕ ăна, çилхинчен ачашшăн шăлса, — эпĕ хулана юлатăп ĕнтĕ. Эсĕ киле каятăн. Асту, улăха çитерме ярсан, калчана ан кĕр. Тытса кайĕç. Эпĕ экзамен пиллĕкмĕш класа параймасан, тăваттăмĕшне те пулин юлас тетĕп. Атту килес çул та пиллĕкмĕшне кĕреймĕн.
Лаша мана нумаях итлесе тăмарĕ, сăмсине урапа çумне тĕксе хыçса илчĕ те каллех сĕлĕ улăмне шăтăртаттарма тытăнчĕ.
Хула варринчи сад çывăхĕнчи шкула эпир аттĕпе иккĕн ирех пырса кĕтĕмĕр. Чылайччен шкул заведующине кĕтрĕмĕр. Вăл пире канцелярине те кĕртмерĕ, мĕн çăмăлпа çӳренине коридортах ыйтса пĕлчĕ те, манăн ура çинелле пăхса, кăнтăрлаччен кĕтме хушрĕ. Аптранă енне эпир пасара кайрăмăр. Лавккара ларакан мăнтăр майрасем аттерен: «Ывăлна хваттере кам патне кĕртрĕн?» — тесе ыйтаççĕ. Эпĕ вĕренме килнине вĕсем таçтан пĕлеççĕ. Вăхăтлăх правительство суту-илӳ тăвакансене кансĕрлемест-мĕн — вĕсем вăрçăчченхи пекех юр пек шурă кулачă та, ыхра шăрши кĕрекен кăлпасси те сутаççĕ. Атте хутпа кăранташ сутакан палатка умне чарăнса тăрать.
— Тетрадьсем кирлĕ пулсан, кунта килсе ил, — тет вăл мана. Тĕтреллĕ пĕлĕтре уйранлă тирĕкре ишсе çӳрекен услам çу чăмăрĕ пек хĕвел палăрать. Кăнтăрлаччен вăхăт чылай пулмалла-ха. Пасар тăрăх çӳрекелесен, эпир хваттере кайса лашана пырса пăхатпăр, ăна татах утă паратпăр. Атте те, эпĕ те Хушкапуçа мăйĕнчен çеç шăлса илетпĕр, ку «эсĕ ăслă вĕт, сăмахсăр ăнланма тивĕç: пирĕн ĕçсем чаплă мар-ха» тенине пĕлтерет.
Шкул заведующийĕ хушнă вăхăтра каллех шкула пырса кĕретпĕр.
Экзамен паракансем виççĕн пултăмăр: эпĕ, Кăнна Кушкинчи пуп хĕрĕ тата темле ялтан килнĕ вырăс ачи. Çинçе мăйлă учительница, виçсĕмĕре виçĕ парта хушшине лартса, арифметикăпа икĕ задача пачĕ. Пуп хĕрĕ задачăна чи малтан шутларĕ. Ман хыçра ларакан вырăс ачи, мана хулран тĕртсе, «ответне кăтарт-ха» терĕ. Ку кăштах манăн чуна йăпатрĕ, «пуçна ан ус, тĕнчере эсĕ пĕччен мар» тенĕн туйăнчĕ.
Сасăпа вулама хушсан, эпĕ пĕр-ик хутчен такăнса илтĕм. Çинçе мăйлă учительница пурпĕрех мана хистемерĕ, ырă кăмăллăн пуçне çеç ухса илчĕ: «Çитет», — терĕ.
Çакнашкал экзамен хыççăн учительница виçсĕмĕре те тăваттăмĕш класа çеç илме пулать тесе пĕлтерчĕ. Коридорта кĕтсе тăракан атте пиллĕкмĕш класа кĕрейменшĕн пĕртте кулянмарĕ. «Юрать, вĕрен», — терĕ, куçпуçне вылятса. Урама тухсан, вăл мана мухтаса та илчĕ:
— Лешĕ, сан хыçăнта лараканни, задачине санран çырса илчĕ вĕт?
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...