Пăва çулĕ çинче :: Атте
Телей пĕччен çӳремест, теççĕ. Ака пĕтсен тепĕр эрнерен аттерен те хыпар çитрĕ.
Эпĕ урам вĕçĕнчи укăлча хапхи патне пухăннă ача-пăчасемпе шавласа тăраттăм. Таçтан манăн шăллăм Ванюк сиксе тухрĕ.
— Атте çыру янă! — терĕ вăл, — атя часрах, чупар! Пĕрре сывлăш çавăрса иличчен эпир киле персе çитрĕмĕр.
— Рыбинск ятлă хуларан янă, — сăмаха вĕтĕртеттерсе калать Ванюк.
— Ăçтан пĕлетĕн?
— Пире Ярхун йысна вуласа пачĕ, çыруне те вулăсран вăл илсе килчĕ.
Рыбинск ăçтине эпĕ пĕлместĕп те, пурпĕрех вăл вăрçăри окопсенчен çывăхраххăн туйăнать.
Карта алăк урлă ăмăртмалла сиксе каçрăмăр. Пӳрте кĕтĕмĕр. Анне пĕчченех ларать. Ярхун тухса кайнă иккен.
— Сантăра чĕнсе килтĕм, — анне умне чупса пычĕ Ванюк, — эпĕ каламан пулсан, вăл нимĕн те пĕлместчĕ вĕт?
Анне темшĕн ман çине хурланнă пек пăхса илчĕ. Пĕр сăмах чĕнмерĕ вăл.
Ванюк, турăш умне пукан лартса, çӳлти çырăва илсе пачĕ. Лӳчĕркенсе пĕтнĕ шурă хут татăкне эпĕ тем пек савăнса ярса тытрăм.
Тĕлĕнмелле! Тимĕрçĕ лаççинче ĕçленĕ чухне атте пысăк мăлатука та кашăк пек вылятатчĕ, химически кăранташ вара унăн аллине пăхăнсах каймасть иккен: хăшпĕр саспаллисене пĕлме те çук. Эпĕ сасăпа вулама тытăнтăм. Ванюк мана пӳлсе кансĕрлет, малалла мĕн çырнине каласа кăтартать. Вăл пĕрре илтнипех атте сăмахĕсене астуса юлнă.
— Пĕлетĕн-и, тифпа чирлĕ пулнă, — тет вăл, — кайран тата сарă ӳкнипе аптранă. Авă, ку сăмаха эпĕ те вулатăп.
«Мăнтарăн атти, тем те курнă пулĕ çав, — хам ăшра хурланса илтĕм эпĕ. — Епле тӳссе ирттернĕ-ши?» Ванюк çине-çине калать:
— Атте икĕ тифпа чирленĕ. Малтан вăл сыпной тифпа выртнă, унтан... Мĕнле çырнă-ха унта? Возвратнăй. Анне, мĕнле тиф вăл, возвратнăй?
Анне Ванюк куçĕнчен çеç хĕрхенсе пăхрĕ, чĕнмерĕ.
Эпĕ çыру кӳртсе панă Ярхуна курма тĕл килменнишĕн ӳкĕнсе илтĕм. Тен, вăл Рыбинск ăçтине те, атте хăçан киле çитме пултарнине те пĕлет.
Атте йывăр чирлĕ пулнйшĕн хăраса ӳкнĕ анне çырăва асаттесем патне кайса кăтартма сĕнчĕ.
— Аслаçупа асаннӳне йĕркеллĕ вуласа пар. Эпир çыру илнине вĕсем пĕлмеççĕ вĕт-ха.
Мана курса, Ванюк та сиксе тăчĕ:
— Эпĕ те санпа пыратăп.
Анне ăна килте юлма хушрĕ. Ванюк асаттесем патĕнче те мана атте çырăвне йĕркипе вулама кансĕрлесрен сыхланса, эпĕ те анне хутне кĕтĕм, шăллăма хамран уйăрса хăвартăм-хăвартăмах. Çав тери ырă хыпара манăн хамăн çеç асаттесем патне çитерес килчĕ.
Асаттепе асанне хам крыльца тăрăх тăпăртатса хăпарнинченех эпĕ ахаль çӳременнине сисрĕç пулмалла: кĕнĕ-кĕменех мана сĕтел патне иртсе ларма сĕнчĕç, унтан иккĕшĕ те, ман çывăха пырса, куçран пăхрĕç. Эпĕ хĕврен çыру туртса кăлартăм. Çыру аттерен иккенне пĕлтерсен те, эпĕ çийĕнчех вулама тытăнмарăм-ха. Ăна вулăсран Ярхун салтак кӳрсе панине пĕлтертĕм.
— Халь те старшина аллине лекмен, вăл ăна тепĕр уйăхсăр та парас çукчĕ е çухатнă пулĕччĕ.
Ярхуна ырласа эпĕ татах та калаттăм-и, тен, асаттепе асанне пӳлчĕç, çырăва вуласа пама васкатрĕç.
Эпĕ, тăваткал хутлатса хунă хут таткине сарса, васкамасăр вуласа тухрăм. Асатте тата тепĕр хут вулама хушрĕ...
Картишĕнчен пĕчĕк Чĕкеçе çавăтнă Пăлли инке шăпах килсе кĕчĕ. Хальхинче çырăва вăл та тимлесе итлерĕ. Çапах та çыру вĕçне çитеймерĕм: инкепе асанне кăшкăрса йĕрсе ячĕç. Вĕсене курса, пĕчĕк Чĕкеç те çухăрма тытăнчĕ.
Эпĕ тĕлĕне тăтăм. Вĕсем Мишша пичче çулталăка яхăн çыру çырманнишĕн хурланса йĕреççĕ иккен.
— Асли, ав, час киле килет, кĕçĕнни çут тĕнчерен уйрăлчĕ пулĕ çав, — тесе, асанне турра кĕлтунăн çӳлелле пăхса каларĕ. Ун кĕввине Пăлли инке вăрăммăн тăсса тепĕр хут куççульне шăпăртаттарчĕ:
— Мĕншĕн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ-ши, мĕншĕн турри ăна упрамарĕ-ши?
Асатте, хĕрарăмсем куççуль кăларнине юратманскер, халĕ ним чĕнме аптрарĕ, чĕлĕм хуппине уçса пуç пӳрнипе пуса-пуса табак тултарам пекки турĕ. Эпĕ унăн аллисем чĕтренине астурăм: туранă табак тĕпренчĕкĕсем чĕркуççийĕ çине тăкăнкалаççĕ. Мана кăштах хулран тĕртрĕ те тăрса урама тухрĕ. Эпĕ унтан юлмарăм. Чĕлĕмне тивертсе пĕр-икĕ хутчен табак тĕтĕмне çăтса вĕрсе кăларсан, асатте крыльца картлашки çине ларчĕ. Эпĕ унпа юнашар вырнаçрăм. Пӳртрен Пăлли инке ĕсĕклесех йĕни илтĕнет.
— Телейсĕр пултăмăр, тăлăха юлтăмăр!.. Эпĕ асатте куçĕсем шывланнине астурăм.
— Табакĕ епле хăватлă, куçпуçа шартарса ячĕ, — терĕ вăл, çĕрелле пăхса. Ахăртнех, мана хăй мĕншĕн хурланнине пĕлмест тесе шутларĕ пулĕ.
Пăлли инке çав-çавах хăйĕн телейсĕр шăпине ӳпкелет:
— Эй, турă! Тата мĕн курмалла-ши? Мĕне тӳсмелле-ши?!
Асатте аллинчи чĕлĕмĕ çинчен те манса кайрĕ — сăмси тăрăх юхса анакан куççульне хутран-ситрен шăлкаласа, чылайччен тĕлĕрсе ларчĕ. Пӳртрен инке сасси илтĕнми пулсан тин вăл, ман енне çаврăнса, çĕртме сухи çывхарса килнине астутарчĕ.
— Пĕр лашапа акапуç кӳлме çук, Шаккаманпа пĕрлешсе пулĕ, анисем пĕр пекрех...
Эпĕ вăл мĕншĕн пăшăрханнине пĕлетĕп. Сакăлурана вăрласа кайнăранпа эпир икĕ киле те пĕр лашапа çеç тăрса юлтăмăр. Пĕр лаша сухапуçĕ кăна туртма пултарать. Вара мĕнпур асапĕ, çуракинчи пек, каллех асаттене тивет: эпĕ сухапуçĕ тытса пыраймастăп-ха, акапуçĕпе çеç сухалама пултаратăп.
Пирĕн умран вăрçăран таврăнакан салтаксем кунсеренех ирте-ирте каяççĕ. Эпир аттене кĕтетпĕр. Вăл çимĕк иртсен тин таврăнчĕ. Лăпкă каçхине пулчĕ ку. Эпир тин çеç çывăрма выртнăччĕ. Урамран чӳрече хуппине ерипен çеç шаккани илтĕнсе кайрĕ. Анне, пĕлнĕ пекех, сиксе тăчĕ те кантăк умне чупса пычĕ.
— Кам унта?
— Эпĕ. Уç-ха, — атте сассине туйса илтĕмĕр эпир. Атте пӳрте кĕнĕ çĕре эпĕ те вырăн çинчен тăтăм. Ванюк çеç нимĕн пĕлмест-ха, ăшă ыйхăра çывăрать.
Атте çийĕнче гимнастерка, уринче пушмак, çурăм хыçне кутамкка, хулпуççи урлă кăшăл пек çавăрса çыхнă шинель çакнă. Аллинче винтовка. Винтовки вĕçĕнче штык.
Эпĕ атте ытамĕнче унăн шăрт пек тăрăнакан сухаллă пичĕ çумне сĕртĕнтĕм. Пӳрте уйăх çути ӳкнĕ — кăнтăрлахи пек çутă, анне пурпĕрех хăйă çутасшăн, тĕпел кукринче лампа шырать, анчах çăва тухнăранпа пĕрре те çутман лампăра краççынĕ те çук иккен. Атте тĕпелти Ванюк вырăнĕ патне пырса шăрпăк сĕрче, çывăракан шăллăм çине пăхса илчĕ. Анне трубасăр лампăна краççын тултарса çутса ярсан, Ванюк та вăранчĕ. Атте ăна йăтса тăратрĕ те, «епле пысăкланнă» тесе, çурăмĕнчен лăпкарĕ. Унтан вăл иксĕмĕр ума кутамккине салтса хучĕ.
Салтак кутамккинчен пĕр катăк супăнь, икĕ мăшăр кĕпе-йĕм, çĕнĕ гимнастерка, ăшă кĕпе, шăлавар, алшăлли тата виçĕ татăк сухари тухрĕ. Эпир салтак сухарине кăшлама тытăнтăмăр. Пирĕншĕн пулсан, унтан тутлă япала халиччен çисе те курман пек туйăнчĕ. Шăлавар кĕсйинчен атте иксĕмĕре те пĕрер катăк сахăр кăларса пачĕ. Кăмака умĕнче кăвайт чĕртсе янă анне куçне шăла-шăла илет: «Вăрçи чарăнчĕ-и, йăлтах ячĕç-и?» — тесе, атте çине пăхать.
Эпир савăннипе ниçта кайса кĕрейместпĕр, алăкăн та тĕпелĕн чупкаласа çӳретпĕр. Ванюк сĕтел умĕнчи атте чĕрçи çинех улăхса ларчĕ. Эпĕ, кĕтессе тăратса хунă винтовкă çине кăтартса, аттерен ыйтатăп:
— Ку пăшал пĕрре авăрласан пиллĕк перет, тет, чăнах-и?
— Чăнах, — тесе атте винтовкăн затворне уçса кăтартать, штыкне те уйăрса илет.
— Авăрла-ха.
— Пăшалпа выляма юрамасть, — тесе, винтовкине атте стенари пăтаран çакса хучĕ, — вăйăран вăкăр тухать, теççĕ.
Сĕтел хушшине апата ларсан, атте Йĕпреç станцинчен Михаил Алексеевичпа пĕр лавпа килтĕмĕр тесе каласа савăнтарчĕ. Вăл та фронтран таврăнчĕ иккен.
— Мĕншĕн хăнана чĕнмерĕн? — ыйтрĕ анне.
— Вăл Зоя Савельевна патне кĕчĕ.
— Апла, Юхмара туй пулать ĕнтĕ, — терĕ анне.
— Мишша шăллăм ăçта-ши? Хыпар тавраш пур-и унран?
— Пĕр хыпар та çук, — пĕлтерчĕ анне.
— Андрей Павлович çинчен те нимĕн те илтĕнмест-и? — тесе, атте пирĕн куçран пăхса илчĕ.
— Çук, вăл-ку илтĕнмест.
— Эпĕ окопра чух унтан икĕ çыру илтĕм. Вăл Чĕмпĕрти завода çакланнă иккен. Часах Пăвара пулассине пĕлтернĕччĕ те, кунта та килсе кайман-и терĕм-çке. Ирхине, эпир çывăрса тăнă çĕре, аттеле Ухик тимĕрçĕ лаççинче винтовка тасатма тытăннă та. Вĕсем патне пухăннă стариксем хăйсене вĕçĕмсĕр кансĕрлеççĕ, вăрçă чарăнасси çинчен ыйтаççĕ, çĕр пирки мĕнле çĕнĕ хыпар çӳренине тĕпчеççĕ, темле çĕнĕ сăмахсем асăнса илеççĕ: «Учредительни собрани», «депутат», «коммунист».
Акă тимĕрçĕ лаççи умне тăрантаспа Савик хуçа тарçи Якрав çитсе тăрать. Вăл, аттене йыхрав туса, çапла калать:
— Хуçа сана хăнана чĕнет. Килте пурне те ура çине тăратрĕ, улпута кĕтнĕ пек кĕтет!
Атте, лаçран тухса, Якрăва алă парать:
— Патшана хăваласа янăранпа мĕн чул вăхăт иртрĕ, эсĕ пур — халĕ те тарçăра çӳретĕн.
— Эпĕ шăпах çавăн пирки ыйтса пĕлесшĕнччĕ-ха: эсир, салтаксем, ман пек çара çерçисене хăçан пуянсемпе пĕр тан тăватăр? — кулса, катăк шăлне кăтартать Якрав. — Яланлăхах таврăнтăн-и? Пăшална тата мĕншĕн тасататăн?
— Санăн хуçу патне пырсан та пăшалпа çеç пыма пултаратăп, — сăмаха татса калать атте. — Пăшалсăр ун патне пырассăм та килмест. Ăнлантăн-и? Çаплах кала хуçуна!
Эпĕ, тĕлĕнсе, атте çине пăхса илетĕп: вăл пĕртте кулмасть.
Кун хыççăн пĕр виçĕ эрнене яхăн Савик çын çине тухмарĕ. Ял тăрăх çĕнĕ хыпар сарăлчĕ: Савик вăрттăн та пулин хулана çитсе килнĕ. Пурте хальхинче вăл мĕнле хут илсе килнине пĕлесшĕн. Унăн офицера тухнă кĕçĕн ывăлĕ Зосим çартан килне таврăнать текенсем те пур.
Савик улăхĕнчи тырăсем акнă-акманах тапса тухрĕç те халĕ ем-ешĕллĕн хунаса кайрĕç. Куçа илĕртеççĕ. Ял-йышсем кунсеренех хире тухса çӳреççĕ. Калчана Савик выльăх ярса таптасран сыхлаççĕ. Хуçа йытăпа вăслатасран шикленекеннисем те пур — вĕсем ушкăнпа çӳреме юратаççĕ. Вăл-ку пулмарĕ те, пĕррехинче Савик пуçне каçăртса яла пырса кĕчĕ. Ку ырра маррине туйса илтĕмĕр эпир. Чи малтан вăл ĕлĕкхи староста Ильпăрас патне кĕрсе тухрĕ, унтан пĕр васкамасăр Керим умне çитсе тăчĕ. Лешĕ ăна пĕкĕ пек авăнса пуç тайрĕ, тем пек савăннăн пулчĕ, йăпăлтатма, çуланма, ĕхĕлтетсе кулкалама тытăнчĕ. Унтан ăна, тахçан кĕтнĕ хăна вырăнне хурса, килне илсе кĕчĕ.
Çав кунах Ильпăрас килĕнчен усал хыпар тухрĕ: пирĕн ялйышсем акса хăварнă улăха Савик вырса илме хатĕрленет, тет. Ухик пуянсем юри суя сăмах сарăççĕ тесе ĕнентерме тăчĕ. Анчах стариксем, юлашки вăхăтра Ухик те темшĕн сĕлкĕш çӳренине асăрхаса, йăлтах пуçа усрĕç. Шавласа калаçми, хире те тухми пулчĕç.
Савик тăтăшах пирĕн яла киле-киле каять. Ухик ун куçĕ умне курăнасшăнах мар пулас та, пĕррехинче пур-пĕрех тĕл пулчĕç вара вĕсем. Эпĕ асаттесем патĕнчен киле таврăнаттăмччĕ, Ухик урамра тахшинпе калаçса тăратчĕ. Шăпах эпĕ вĕсем патне çитсе пынă вăхăтра хыçалтан тăрантас сасси илтĕнсе кайрĕ. Эпĕ çаврăнса пăхрăм: Савик лашипе ĕрĕхтерсе килет.
Ухикпе танлашсан, вăл юриех лашине чарчĕ те пĕтĕм урама янăратса кăшкăрчĕ:
— Эй, матрос! Сирĕннисене Питĕрте персе пăрахнă вĕт! Епле-ха эсĕ унтан маларах тухса тарнă: пĕр эсрелĕ чакнă пулĕччĕ!
Ухикĕн пит-куçĕ сасартăк вут хыпнă пек хĕрелсе кайрĕ, çиеле тухма тапаçланнă Савик куçĕнчен чăр пăхрĕ те васкаса тăрантасĕ патне пырса тăчĕ.
— Вăхăтлăх правительствăран эпир ыррине кĕтмен те, — терĕ вăл, сăмаха татса, — кашкăр çăварне аллуна ан чик тесе ахаль каламан ĕнтĕ... Анчах эсĕ, пустуях хĕпĕртетĕн. Пăртак тăрсан хăвах урăхла юрлама тытăнăн!..
Питĕрте демонстрацие тухнă рабочисене Вăхăтлăх правительство пăшалпа пертерттерни çинчен пĕлтерекен хьшар пирĕн таврана çитсен, пĕтĕм халăха пăлхантарчĕ.
Пуçа усрĕç çĕр хуçи пулма ĕмĕтленсе пурăннă стариксем. Ухик пирки ӳпкелешсе калаçакансем те тупăнчĕç. Никама канăç памасть Питĕр хыпарĕ. Ун пирки ялйышсем ирĕн те каçăн калаçаççĕ. Эхер те хулари рабочисене хĕсĕрлеççĕ, урамрах пăшалпа персе пăрахаççĕ пулсан, кунта, инçетри уесра, ыррине кĕтме çук ĕнтĕ. Ухике итлесе Савик çĕрне туртса илтĕмĕр... Саккуна хирĕç тăнă теççĕ, ав. Эх, самани, самани, ĕлĕкхи еннех çаврăнать пулĕ çав.
Çавнашкал шухăш кашни хресчен чунне ыраттарать.
— Ухике мĕн, вăл акмасăр, вырмасăр та пурăнать, — тарăхса калаççĕ пĕрисем. — Ăна кунта мĕн тытать? Амăшĕ вилчĕ. Май-тăк май, май мар-тăк — кутамккине çакĕ те хулана куçса кайĕ! Айăпĕ пĕтĕмпех пире тивĕ, Савик хăйĕнне кĕтсе илчех.
— Ман улăхри тырра вырса кĕресси çинчен ан та ĕмĕтленĕр. Кам хирĕçет, ăна суда паратăп, — çапла евит турĕ вăл. — Кам хирĕçмест, ăна тивместĕп. Самани ку чухне улшăнсах тăрать те, пирĕн пĕр-пĕрне хӳтĕлеме пĕлес пулать.
Паян эпĕ сире хӳтĕлĕп, ыран, тен, манăн сире пуççапас пулĕ... Çапла!
Кăна илтсен, пирĕн ялйышсем пушшех те иккĕленсе тăчĕç. Савик улăхне вырма тухас пирки калаçакансем чакнăçем чакса пычĕç. «Вăрлăха çеç сая ятăмăр» текеннисем те пур.
Çитменнине, шăпах тырă вырма тухас умĕн Савикĕн офицера тухнă ывăлĕ Зосим килне таврăнчĕ. Унпа пĕрле хулари пĕр юлташĕ ерсе килнĕ. Вăл та офицер. Хĕç те пăшал çакса çӳреççĕ хăйсем. Ку çеç те мар-ха. Ирсерен иккĕшĕ те ут утланса тухаççĕ, эпир акса хăварнă çур тырри пусси тавра сиккипе сиктерсе çаврăнаççĕ, унтан, тарăн вар тĕпне анса, пăшал пеме тытăнаççĕ...
Савик улăхне ура ярса пусма та хăрушланса çитрĕ. Ыраш ĕлкĕрчĕ. Ялйышсем, кĕлте тулмассеренех пуçа çĕклесе, юнашар пусăри çур тыррисем çине пăха-пăха илеççĕ. Кăçал тĕлнех килчĕ тата: сĕлĕпе пăри анисем те ир ĕлкĕреççĕ. Чĕлхе вĕçĕнчи пĕртен-пĕр сăмах — кашнийĕннех — Савик улăхĕ çинчен. Пуян хуçа ăна хăй те сисет-мĕн. Тен, çавăнпа та вăл пĕр ирхине пирĕн ялйыш акнă тырра, ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрменех машинăпа выртарса, хăйĕн анкартине турттарма тытăнчĕ... Стариксем, хăйсем хушшиичен виçĕ çын уйăрса, Савик патне вăрлăхлăх тырра та пулин тавăрса пама хистесе ыйтма ячĕç. Савик вĕсене хирĕç йĕкĕлтесе çеç хуравларĕ, тет.
— Ухик пек çара пакартасем хыççăн каймалла марччĕ сирĕн. Халĕ мĕнле вăрлăх шыратăр? Эпĕ сиртен кивçен илмен вĕт!
Акă мĕн каланă вăл.
Виçĕ старик пуçа усса киле кайма тăрсан, Савик халăха хăй «ирĕкĕ» çинчен пĕлтерме хушать:
— Çил арманĕсем каллех чарăнса ларчĕç. Эсир çăкăрлăх çĕнĕ тырă авăртасшăннине эпĕ пĕлместĕп мар. Ыран вут арманне хута яратăп. Килĕр. Авăртса парăп. Эпĕ усала час манатăп вара. Услам çу пек çемçе кăмăллă вĕт эпĕ. Асаннене пăхнă пулмалла...
Ун асламăшĕ таврари пĕртен-пĕр хыт кукар пулни çинчен пусăмран пусăма юмах пырать те — пуян хуçана хирĕç кам чĕнтĕр-ха. Виçĕ старик пуçа усса каялла таврăнчĕ...
Вут арманĕн алăкне уçнă хыççăн Савик тарçисем ялпа хуттăр хушшинчи пĕчĕк кĕпере те сӳтсе çĕнĕ каштасем сарчĕç. Кун пирки вара вулăсри комитетра ларакан Сăкăт пуянĕ çын çине тухмассеренех Савике мухтать. Ун шучĕпе, Савик пулмасан пирĕн ялти чухăнсем тахçанах выçă вилмелле.
Самана ĕлĕкхи еннеллех çаврăнать. Зосимпа унăн юлташĕ пĕр-пĕр улах вырăнта Ухике шаккаса пăрахма тĕмсĕлсе çӳреççĕ. Ильпăраспа Керим уççăнах: «Çав Ухике тытса памалла та, ĕçĕ те пĕтнĕ», — тесе тĕтхĕртеççĕ. Савикĕ те кашни утăмрах Ухиксĕр пурнăç лăпкă пурнăç пуласса шантарма хăтланать.
Халăхра, Ухик пирки ӳпкелешекенсем пулсан та, ăна шанаççĕ, тăшмантан та сыхлаççĕ. Телейпе ырлăх кĕтекен чухăнсен ĕмĕтĕнче Ухик çĕнтерессĕнех туйăнать. Çавăнпа ăна, ашкăнса çӳрекен икĕ офицертан пытарса, паян пĕрин патĕнче çĕр вырттараççĕ, ыран теприн патне куçараççĕ. Пирĕн патăрта та вăл тăтăшах пулать, тимĕрçĕ лаççинче ĕçлеме пуçланă аттене те пулăшкалать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...