Пăва çулĕ çинче :: Икĕ ункă


Çураки вăхăтĕнче эпĕ кăнтăрлахи апата, лаша утланса, пĕрмай киле таврăнатăп, асатте хиртех урапа айне выртса юлать. Инке ун валли чӳлмекпе вĕри яшка йăтса пырать. Эпĕ килте лашана пăтратса çитеретĕп, сĕлĕ паратăп, унтан хам та кăштах канса илетĕп.

Паян эпĕ, кăнтăрлахи апата таврăнсан, хамăр патăрта Эçук амăшне — Эрнаслу инкене тĕл пултăм. Пирĕн ялти Чакак Каллине качча тухиччен вăл Виçпӳрт Шăмăршă хĕрĕ пулнă теççĕ. Унта тĕне кĕмен чăвашсем пурăнаççĕ те ячĕсене те ĕлĕкхилле хураççĕ. Качча тухас умĕн Эрнаслу инкене пуп, тĕне кĕртсе, çĕнĕ ят панă, тет, ăна Хветура инке тесе чĕнмелле, анчах, темшĕн, пурте ăна малтанхи ячĕпе чĕнеççĕ.

Эçука пытарнăранпа Эрнаслу инке йăлт пĕтсе, сарăхса кайнă, черкке пек çап-çутă куçĕсем те тĕксĕмленнĕ, путса кĕнĕ.

— Ĕç вăхăтĕнче килĕрен çӳрени аван мар та, ниçта кайса кĕрейменнипе килсе кĕтĕм вĕт-ха, — терĕ вăл, анне куçĕнчен пăхса, — ыран вырсарникун ячĕпе ниме тăвас тетĕп. Сантăр лашине утланса пыраймĕ-ши тесе килтĕм-çке. Ырă çынсем пулăшмасан, пĕр ят çĕрĕ те акăнмасăр юлĕ çав. Керим, ача пуçне çирĕ пулсан та, хĕрхенсе акса парас çук ĕнтĕ. Эçук пурăннă пулсан, Сантăр пекех хама пулăшнă пулĕччĕ.

— Ан та кала, — Эрнаслу инке хутне кĕчĕ анне, — Керимне ăна, çăхана, уяр кун варринче аçа çаптăр çав. Тӳре-шари ăна хăратас çук. Прикасрисем патне каймарăн та-и вара?

— И-и-и, тур çырлах, Керим хуçапа ăçта çыхланма? — шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса каларĕ Эрнаслу инке, — тем кăтартĕ, унăн мулĕ нумай вĕт, тиекне тыттарĕ, уретникне кӳптерĕ, земскине те çу сĕрĕ... Хама айăплама тытăнĕç.

— Пуянпа çыхланиччен çыхланманни ĕнтĕ, — килĕшрĕ анне, — ырана миçе лаша чĕнтертĕн вара? Вăрлăху пур-и?

— Çĕрĕ çурпилĕк çурă çеç те, варлăхне хатĕрленĕччĕ, тури ана çине пăри актарас тетĕп, икĕ Пăла хушшинчи чĕрĕк валли урпа пур. Нимене пилĕк çынна чĕнесшĕн.

— Кама-кама чĕнетĕн вара?

— Селĕп Якурĕпе Уçăп хăтана, Шаккаманпа Лăривана тата сире... Пĕлетĕп-ха, эсир хăвăр та икĕ киле пĕр лашапа тăрса юлтăр, ыйтма та аван мар, анчах хамăр çын тесе çеç кĕрсе пăхас терĕм. Май пулсан пырăр, май пулмасан пымăр та, çилленес-тăвассăм çук.

Анне ман ума салма яшки лартрĕ, Эрнаслу инкене те сĕтел хушшине сикме сĕнсе кашăк хучĕ.

— Эй, мĕн чăрманатăн, манăн апат шухăшĕ мар-çке...

— Ара, мĕн хыпса çунатăн, — тесе, анне Эрнаслу инкене лăплантарма тытăнчĕ. — Çĕрĕ темиçе теçеттин мар вĕт, ыран акă пилĕк лаша пухсан, кун каçиччен акăнĕ те, сӳреленĕ те. Сантăра ирех тăратса ярăп, ниме сăрине ĕçме хам пырса ларăп. Килĕшетĕн-и, ывăлăм? Эсĕ ĕçлекенни, эпĕ ĕçекенни пулăп.

— И-и-и, ун пирки мĕн калаçмалли пур, иксĕр те пырăр. Сире темĕн чул кирлĕ пулĕ ĕнтĕ.

Эпĕ Эрнаслу инкерен нимене манăн мĕн кӳлсе пымаллине ыйтрăм.

— Мансах кайнă, халь те ху систертĕн. Селĕп Якурăпе Шаккаман лашисене акапуç кӳлтерес тетĕп, Уçăп хăтапа Лăривана тепĕр акапуç кулме ыйтрăм. Эсĕ сӳре кӳлсе пыр вара.

Эрнаслу инке тухса кайсан, анне мана, пысак çын вырăнне хурсах, канаш ыйтнăн çапла каларĕ:

— Лаши вăл пирĕн ахаль те ĕшеннĕ, анчах Эçук амăнше эпир пулăшмасан кам пулăштăр-ха. Ытла та мăшкăла тăрса юлчĕ вĕт. Сӳрере çуренипе лаша ытлашши халтан каймалла мар пек те, эсĕ мĕнле шутлатăн?

— Шантарса каларăмăр иккен те, каясах пулать.

Каçкӳлĕм эпĕ хирте асаттене ыранхи ниме хыпарне пĕлтертĕм. Вăл шăл ыратнă чухнехи пек питçăмартине аллипе хыпашласа вăрăммăн сывларĕ, пĕр саманта нимĕн чĕнмерĕ, унтан, хĕвеланăç енне пăхса, паян киле иртерех таврăнăпăр терĕ. Пĕлтĕр эпир, аттепе Мишша пичче салтакра пулсан та, акапуçĕпе сухаланăччĕ. Кăçал, асатте лашине вăрланă хыççăн, çĕре сухапуçĕпе çеç чĕркелесе çӳретпĕр. (Пĕр лаша акапуçне туртаймасть.) Çитменнине, акапуç хыççăн эпĕ çӳреттĕм, сухапуçĕпе вара эпĕ пултараймастăп-ха, вăй çитмест. Кăçалхи çуракинче асаттене калама çук йывăр килчĕ: хулпуççи урлă хуп пăтавкка çакса акаканни те, сухапуç хыççăн çӳрекенни те вăлах. Эпĕ сӳрекенни те лаша кӳлекенни çеç.

— Ыран эпĕ, кĕлĕрен тухсан, Юхма çулĕ хĕрринчи анна çине кайса пĕр-иккĕ çаврăнасшăнччĕ те, юрĕ ĕнтĕ, Эрнаслу кине пулăшас пулать. Эх, самани, — тесе, асатте кăвакарнă сухалне ывăç тупанĕпе шăлса илчĕ, — ĕмĕр саки сарлака тенĕ ваттисем. Тен, пĕрмай хурлăх купса пурăнмăпăр-ха. Аçупа Мишша пиччӳ çеç сывă таврăнччăр. Вĕсем таврăнсан, эпир те аптрамăттăмăрччĕ.

Эх, атте киле килсе кĕрес пулсан!.. Эпĕ ăна чи малтан Эçука тапса вĕлерекен елим пуяна айăпламалли меслет шыраттарăттăм, унтан асатте лашине вăрлакан Ярмуша тыттарăттăм. Иртнĕ эрнере атте çыру Витебск кĕпĕрнинчен янăччĕ. «Çунат пулсан, вĕçсе пырăттăм та пĕрре çеç хамăн чĕппĕмсем çине пăхса илĕттĕм», — тесе çырнăччĕ килшĕн тунсăхланă атте. Ăна эпир кашни кун кĕтетпĕр. Асанне çăкăр пĕçерме хатĕрленсе чуста хумассеренех, çенĕке тухса, аттепе Мишша пиччене асăнать: «Çак çăкăра çисе пĕтернĕ çĕре килмелле пултăр»,— тесе ăрăмçăлать.

Пирĕн ялйышсем, хăшĕ-пĕрисем, вăрçăранах курма килкелесе кайрĕç. Аттепе Мишша пичче ăна-кăна пĕртте шарламаççĕ. Витебск кĕпĕрни вăл пирĕнтен питех те инçе пулĕ çав, çавăнпа курма та килеймеççĕ пулĕ. Вăрçи хăçан чарăнĕ-ши?

Акă вырсарникун та çитрĕ. Кӳршĕри Патăръел чиркĕвĕн чанĕ паçăртанпах танлаттарса çапать. Унăн сасси хум пек пĕрре çĕкленсе, тепре пусăрăнса килет. Эпĕ чан сассипе ирех вăрантăм. Тăрас килмест. Çывăрнă пек, куçа хупса выртатăп.

Анне ĕне суса кĕчĕ. Ĕçре хытса куштăрканă аллине вăл манăн çамка çине хучĕ, çӳçпуçа якатса илчĕ: Тăратăн пулĕ, ывăлăм».

Эпĕ акана тухнăранпа ялт! сиксе тăма хăнăхнă та паян та ачашланса выртмарăм. Салтакра хăпăл-хапăл тумланаççĕ, тет. Манăн та салтак пек правур пулас килет. Эпĕ ура сырса çăвăннă çĕре анне сĕтел çине ăшă сĕт чашки пырса лартрĕ.

Акана тухнăранпа апат та ирех анакан пулчĕ. Хулăн чĕл çăкăрпа пĕр чашăк сĕте самантра çавăрса хутăм.

Урамра кĕтӳ хăвалаççĕ. Ĕнепе виçĕ сурăха анне те картишĕнчен кăларса ячĕ. Кашта çинчи чăхсем манран та малтан вăраннă иккен — эпĕ кĕлет алăкне уçасса кĕтсе тăраççĕ (вăрлăх миххисене лав çине хунă чухне такăнакан пĕрчĕсене пухма вĕсем те хăнăхса çитнĕ). Паян эпĕ нимене каятăп, çавăнпа кĕлет алăкне уçмасăрах сӳре кӳлетĕп те лашана урама савăтса тухатăп. Кĕлет умне карталанса тăнă чăхсем кăмăлсăр пулчĕç. Эпĕ вĕсене пăрахса кайнине чи малтан сарă автан сисрĕ. Вăл, хитре кикириклĕ пуçне каçăртса, ман хыçра урама чупса тухрĕ те, манса хăварна япалана илме астутарнă пек, темиçе хутчен кăт-кăтиклетрĕ.

Эпĕ çĕр хута каннă лаша çине утланса лартăм та чĕлпĕрне туртса, хырăмĕнчен урапа тĕкрĕм, урам тулли саркаланса килекен кĕтĕве хирĕç уттартăм.

Эрнаслу инке пирĕн касрах пурăнать. Кĕтӳ иртсе кайсан, эпĕ Эрнаслу инкене унăн Кристин ятла хĕрĕ урама тухса тăнине куртăм. Ниме халахĕ те пуханса çитнĕ иккен.

— Часрах, Сантăр, апат çиме кĕр,— тесе, Кристин аппа ман лаша чĕлпĕрне ярса тытрĕ.

— Манăн пĕртте çиес килмест.

— Хире выçварла тухсан, тырри тутă пулмасть, теççĕ. Кĕр ĕнтĕ.

Кристин паян вăййа тухма хатĕрленнĕ хĕр пекех, çĕнĕ улача кĕпе тăхăннă, тĕрленĕ шурă саппун çакнă, уринче те çипрен çыхнă çăмăл пушмак. Çулĕпе 18 çул çеç тултарнă пулсан та, пĕвĕпе Кристин амăшĕнчен çӳллĕ. Пирĕн касри хĕрсем хушшинче кăçал ун пирки пĕр юмах сарăлчĕ: ăна Сахьяна ывăлĕ Ухик хăй хулана каяс умĕн: «Хитре хĕр, эпĕ каялла таврăниччен качча тухмастăн-и?» —тесе ыйтнă пулать.

Ниме халăхĕ апатланса тухсан, эпир пĕр лав çине вăрлăх тиерĕмĕр, теприн çине Эрнаслу инкене лартрăмăр. (Кристин ниме апачĕ хатĕрлеме киле юлчĕ.) Лавсем хыççăн икĕ акапуç кăкарса ятăмăр та ушкăнĕпе кĕпĕрленсе хире тухрăмăр. Эпĕ, сӳре кӳлнĕ лаша çине утланса, пуринчен кайра пыратăп. Ирхи хĕвел ăшшинче тари юрри янăрать. Хура анасем тăрăх кураксем, вăрăм çул çинчи çуран çын евĕрлĕ, васкамасăр утаççĕ. Вырсарникуна хисеплесе, паян ялйышсем хирти ĕçе ирхи кĕлĕ хыççăн тин тухаççĕ иккен. Пирĕнтен маларах ана çине çитсе ӳкнĕ çынсенчен эпир пĕртер-пĕр Куршука çеç тĕл пултăмăр. Вăл турра хисеплемест теççĕ. Патăръел пупне тырă пухса çӳренĕ куçранах «пуп куçĕ — нӳхреп куç» тесе каланă, прихут вали пĕр пĕрчĕ тырă та паман, тет.

Акапуç хыççăн Куршук кирек хăçан та юрласа утать. Паян та акă унăн сасси пĕтĕм хире янăратать. Ялтан тухса пĕр-икĕ çухрăм кайсан, пирĕн кĕпер урлă каçмалла пулчĕ. Манăн лаша çак кĕпер патне çитсен темрен хăрарĕ, шартах сиксе ӳкрĕ, ниепле те кĕпер çине кĕресшĕн мар. Эпĕ сиксе антăм та ăна чĕлпĕрĕнчен çавăтса ачашла-ачашла аран кĕпер урлă каçартăм. Селĕп Якурĕ мана тăрăхлама тытăнчĕ: «Санăн лашу алса тулĕнчен те хăрать пулĕ»,— тесе сăмах вылятса илчĕ. Эпĕ ăна парăнасшăн пулмарăм, хăйĕн ула лаши аякран качака пек курăнать тесе, юрă пуçларăм:

 

Çуни — такана,

Лаши — качака,

Ан ĕçтерĕр-ха мана,

Çырмана кайăп.

 

Ниме çыннисем пурте мана хапăл турĕç: «Малалла юрла!» — тесе шавласа илчĕç»

— Ачи пултарать, парăнаканни мар, ашшĕ çеç таврăнтăрччĕ,— тесе, Шаккаман старик пушшех те манн кăмăла çĕклентерчĕ.

Эпĕ кулăшла тепĕр юрă юрласа патăм. Кун хыççăн ниме ушкăне йăлтах уçăлса кайрĕ, пурте пĕрне-пĕри тĕрткелеме, юптарма, кулкалама пикенчĕç.

Сăкăт çулĕ урлă каçсан, Эрнаслу инке урапа çинчен сиксе анчĕ те хăй ани патне чупса пычĕ. Ак тамаша! Эпир акма килнĕ анана такам сухаланă кайнă. Эпир пурте Эрнаслу ани çине пырса тăтăмăр. Йăрансем хушшинче тĕл-тĕл сĕлĕ пĕрчисем курăнкалаççĕ. Тем каласан та, анана ĕнер каçкӳлĕм çеç акса кайнă: акапуç тĕренĕ çавăрса хунă нӳрлĕ çĕр те куштăркаман-ха.

Эрнаслу инке тĕлĕннипе пĕрре шуралса каять, тепре кăвакарать. Икĕ куçĕнчен те куççуль тапса тухрĕ.

— Кам хăтланчĕ-ши, кам хапсăнчĕ-ши ман çĕре? Йăнăшпа акса кайрĕç-ши е пĕлсех хур кăтартрĕç-ши?

Селĕп Якурĕпе Шаккаман ана вĕçне кĕреçепе чавса тунă паллă çине пăхса илчĕç: икĕ ункă.

— Ара, ку Савик хуçа палли вĕт! — тĕлĕнсе кайрĕ Шаккаман. — Пулать те ĕмĕтсĕр, хăйсен ялĕнчен хуттăра уйрăлса тухни çитмест, пирĕн ял çĕрĕ çине те сиксе ӳкрĕ, салтак арăмĕсен çĕрне тирпейлеме тытанчĕ путать! Эккей, выçă куç!

Эпир хамăр ял çĕрĕ чиккин леш енчи хуттар çине пăхса илтĕмĕр. Ăна Савик хуçа иртнĕ ик-виçĕ çул хушшинче туса лартрĕ. Хăй — кунта, аслă ывалĕ ялта пурăнать. Хуттăр тавра Савик хуçана касса панă вăтăр теçеттин çĕр сарăлса выртать. Кунсăр пуçне вăл кӳршĕри ялсенчи чухăнсен çĕрне те тара илсе тăрать, удельни çĕрне те актарать. Шаккаман старик каланă тăрăх, Савик хуçа çĕрĕ çĕр теçеттине çитет. Ĕлĕкрех ялти вутлă арманĕнче ялйышсем те çăнăх авăртатчĕç, халĕ Савик хуçа никама та ямасть, хĕлĕн-çăвĕн хăйсен тыррине авăртса, вуншар лав çăнăх тиеттерет те сутма Атăл хĕррине ăсаттарать.

Эрнаслу инке пире хăйĕн тепĕр ани çине — икĕ Пăла хушшинчи пусса илсе кайрĕ. Кăлăхах пулчĕ. Унăн анине кунта та, акса, икĕ ункăллă паллă туса хăварнă.