Пăва çулĕ çинче :: Ухик таврăнни
Хирти ĕçшĕн тунсăхланă атте тимĕрçĕ лаççине хупсах пирĕнпе пĕрле ыраш пуссине тухрĕ. Виçĕ кун хушшинче эпир ял çумĕнчи лаптăка вырса çĕмел турăмăр.
Манăн пилĕк ыратать, пĕрмай пĕшкĕнсе вырас килмест, анчах эпĕ текех пĕчĕк ача мар ĕнтĕ. Манпа пĕр çулхи тантăшсем пурте хире тухнă, пурте, çурла тытса, уйрăм каçалăк илсе пыраççĕ.
Пирĕн тепĕр çурпилĕк инçе — ялăн тепĕр вĕçĕнче, икĕ Пăла хушшинчех. Унта кайма эпир лаша кӳлсех тухрăмăр. Акă эпир ял çумĕнчи улăха çитрĕмĕр. Сулхăн ир. Хĕвел сывлăмлă улăх çине кăштах пăхса илчĕ те каялла пытанчĕ.
Йĕпреç çулĕпе тулли лавсем килеççĕ. Малтанхи лав çинче суту-илӳ тăвакан Сименкке ларать. Вăл пире курман пекех пĕр хускалмасăр иртсе кайрĕ. Атте ăна хисеплесе, карттусне çĕклесе, сывлăх сунма хатĕрленнĕччĕ, карттус сăмси патне çĕкленĕ аллине шăна хăваланă пек кăштах тытса тăчĕ те каялла усрĕ. Иккĕмĕш лав хуçи пире хăй тараватлăн пуç тайса çĕлĕкне илчĕ. Ку кам иккенне эпĕ пĕлмерĕм.
— Туçасем вăл, — терĕ атте, — çăмарта пухакан, станцие кайнă пулмалла.
Лав хыççăн лав иртет пире хирĕç, пурте Йĕпреçрен таврăнакансем. Акă çул хĕррипе сăмсасăр карттус тăхăннă çын утать. Хура пиншакпа, штиблечĕсем вĕрçĕнĕ — йăлтăртатса тăраççĕ. Кун пек тумлă салтака эпĕ халиччен курманччĕ-ха.
Атте лашана хистеме тытăнчĕ, пушăпа юнаса тилхепене карт туртрĕ. Сăмсасăр карттус тăхăннă çын сасартăк аттене палласа илчĕ:
— Ан васка-ха, Лука Тимофеевич, мĕнле пурăнатăн? Хальхинче ăна атте те палларĕ, аллинчи тилхепине мана тыттарчĕ те хăй, урапа çинчен сиксе анса, хура тумтирлĕ çынна алă пачĕ.
— Сана палламалла та мар, ами, ха! Ухик?! Пуçĕпех таврăнатăн-и?
— Çук. Курма çеç ячĕç.
— Флотра мĕнле? Пурăнма май пур-и?
— Кронштадтра пурăнтăм, электротехникăна вĕрентĕм.
— Ну, вăт телей!
— Карап çинче пултăм, унтан минĕрсен шкулне куçарчĕç, халĕ акă ялйышсене килсе курас терĕм, — тесе, Ухик пире те алă парса тухрĕ. — Ай-ай, Сантăр епле ӳссе кайнă?
Атте, кĕсйинчен табак хутаççи кăларса, чикарккă чĕркерĕ, Ухик çап-çутă зажигалкине тивертрĕ:
— Эсĕ вырма çӳретĕн пулас, тимĕрçĕ лаççине хупрăн-и-мĕн?
— Хупман та, тунсăха вырма тухса курас терĕм-ха. Эсĕ ялтан кайни миçе çул ĕнтĕ?
— Пилĕк çул çитрĕ.
— Аннӳ Ахпӳртри аппу патне куçса кайрĕ, кам патне кĕрес тетĕн? Кăмăлу пулсан хамăр пата пыр, — терĕ ăна атте.
— Тавтапуç, эпĕ хам та Ахпӳртри аппа патне каяс тетĕп.
— Кăмăлу хăвăн... Апла пулсан, эрнекун, Юхма пасарне тухсан, чей ĕçмелле пирĕн пата кĕрсе тух, калаçса ларăпăр.
— Э, юрĕ. Курнăçăпăр-ха. Вăхăту пулсан, ху та пырса кай... Пĕр хаклă кĕнеке илсе килетĕп, тем çинчен те вуласа пĕлме пулать. Сывă пул-ха, манăн лавĕ инçĕ кайрĕ, — тесе, Ухик васкаса малалла утрĕ.
Атте ун хыççăн пăхса чылайччен ним чĕнме аптрарĕ, аллинчи чикаркки çинчен те манса кайрĕ.
— Уттар ĕнтĕ лашуна, кăнтăрлаччен тăрас тетĕн-и-мĕн? — çилленсе каларĕ анне.
— Но-о-о! Кайрăмăр!
Ухик ман ĕмĕте пĕтĕмпех çĕклентерсе ячĕ. Электротехник! Ку сăмаха эпĕ халиччен илтмен те, пурпĕрех вăл мана килĕшет. Ухик карттусĕ кĕпер тутаракан техникăннинчен те хитре. Сăмсасăр вара. Эпĕ аттерен чи малтан çакă мĕне пĕлтерни çинчен ыйтрăм.
— Матроссен карттусĕ çапла, — терĕ атте, темшĕн пăшăрханнă пек пулса. — Куратăн-и, мĕнле маттура тухнă вăл.
— Эсир çак Ухике курнипе тĕлĕнсех кайнă пулас. Вырма, вырма тытăнар, — тесе, анне çурлипе ыраша кăчăрт-кăчăрт тутарма тытăнчĕ.
— Епле унăн тĕлне килнĕ, флотра та учебнăй командăна лекрĕм тет. Эпĕ пур — хамăн тимĕрçĕ лаççинчен тухаймарăм, — тарăхса илчĕ атте.
— Аллусем ăста та, чеелĕх çукки пĕтерет сана, — аттене хăртса тăкрĕ анне, — çавăнпа тасарах ĕçе пикенейместĕн.
Кăна илтсен, атте, çилленсе, çурлине çĕре тăрăнтарса хучĕ. Кĕлте çине ларса табак туртса ячĕ. Аллисем чĕтреме тытăнчĕç. Анне енне пăхмасăр, вăл хăй тĕллĕн çапла каларĕ:
— Сан хыççăн кайсан, тахçанах тимĕрçĕ лаççине хупса çăпата тума тытăнмалла.
Анне кĕлте çыххи тунă май шăлне çыртсах ывăçĕнчи ыраш улăмне пĕтĕрме тытăнчĕ, атте çине сиввĕн пăхрĕ:
— Ман хыççăн кайсан, эсĕ тахçанах çын пек пулмалла та лавкка лартмалла, тупăш туса пурăнмалла. Эсĕ тимĕрçĕ лаççинчен тухаймастăн, çынсене çеç нушаран çăлма пĕлетĕн, кил валли усси сахал. Ни укçи, ни пурлăхĕ çук.
— Эпĕ, мĕн, хупах тăрăх ĕçсе çӳретĕп-и вара?
— Тепри ĕçме те, укçа тума та пултарать. Эсĕ пур — кăмрăк хакне те аран-аран тавăратăн.
— Эпĕ укçа тума пултараймасан, эсĕ тытăнса пăх, тен, пуйса та кайăпăр-и?
— Эсĕ йĕкĕлтесе калаçиччен кӳршĕсем çине пăхкаласа ил. Çерук, ав, суту-илӳ тума тытăнни те нумай пулмасть, епле пуйса кăйрĕ? Миçе каланă сана, пăрах çав лаша таканлассипе те çурла шăллассипе аппаланма тесе. Тытăн таварпа пасартан пасара çӳреме.
— Е, çитĕ паврама. Хăвăн ăсупа хăвах пурăн, ман чуна ан пăтраштар. Ухик электротехника тухнă, эпĕ, сан сăмахна итлесе, витре тĕплеме те манса кайăп.
Аннен парăнас йăли çук вара, атте, кăштах лăпланса, тĕм кутĕнчен тăрса вырма тытăнсан та, вăл ятлаçма чарăнмарĕ. Эпир аттепе иккĕн унăн сăмахĕсене хăлхана чиксех каймарăмăр, Питĕртен таврăнакан Ухике аса илсе, хамăр ун пирки сăмахлама тытăнтăмăр.
Атте шухăшĕпе, Ухик, флотран пуçĕпех таврăнсан, тем каласан та, Юхмара пысăк мастерской уçса, пĕр-икĕ çынна тара тытать, хăй кăтартса тăраканни пулать, помощникĕсене пĕтĕм хура ĕçе тутарттарса тăракан пулать.
— Астана тухнăскер, вăл ман пек витре тĕплесе аппаланас çук ĕнтĕ, тырă выракан машинăсем, сехетсем юсама тытăнĕ, электричество ĕçне пĕлекенскер вăл, вăрă тытакан çăраççисем те тăвĕ-ха, — тет атте.
— Тĕнчере ун пек çăраççи те пур-и? — вырма чавăнсах ыйтатăп эпĕ аттерен.
— Пур. Калăпăр, вăрă çĕр варринче витери лашана вăрлама пырать. Витине çăраççипе питĕрмен те пултăр, алăк хăлăпне çеç çаклатса хунă тейĕпĕр. Вăрă йăпшăнса пырать те витене питĕрменшĕн савăннипе часрах алăк хăлăпĕнчен ярса тытать. Хăлăпĕнче — электричество токĕ. Вăрă витине уçма тăрать те, алли хăлăп çумне çыпçăнса ларать. Сылтăм аллине хăйпăтас тесе, сулахай аллипе ярса тытать, сулахаййи çыпçăнса ларать. Вăрă хăраса ӳкет, лаша вăрласси çинчен те манса каять, тыткăяран çăлăнасшăн тăрăшать, турткалашать, анчах нимĕн тăваймасть.
— Вăррисем иккĕн пулсан?
— Иккĕн пулсан, иккĕшĕ те алăк хăлăпĕ çумне кăкарăнаççĕ.
— Вара?
— Вара ирĕксĕрех кăшкăрас пулать, çĕр варринче тăрса тухнă халăх кам лаша вăрри иккенне курать те тытса тĕрмене ăсатать.
— Алăк хăлăпне мĕнле хăват кĕрет вара?
— Мĕнле хăват? Электричество! Çинçе пралук тăрăх унăн хăвачĕ пырать, ток теççĕ ăна. Çав ток тимĕр хăлăпа çын аллине çатăртаттарса тытакан тăвать. Тепĕр чухне, ток хăвачĕ питĕ вăйлă пулсан, çын пырса тĕкĕннĕ-тĕкĕнменех ăна çунтарса ярать, пĕр самантра кăмрăк туса хурать. Çапла вăл электричество. Ун хăвачĕпе хуласене çутатаççĕ, телефонпа телеграфа ĕçлеттереççĕ. Çапла, ывăлăм, электричество вăл тем тума та пултарать.
— Унашкал хăвата ăçтан илеççĕ вара? — пĕр кĕтмен çĕртен ыйтрĕ анне.
Эпир, аттепе иксĕмĕр те, ун çине тĕлĕнсе пăхрăмăр: пире, арçынсене, çилленнĕ анне те вăрра тытмалли ăслай çинчен илтсе, ăшчикне çавăрса янă.
— Электричество вăйне ăна элемент текен хăватлă япаларан тăваççĕ.
— Э, ăна лемент текеннине, ăçтан илеççĕ?
— Элементне-и? Заводра тăваççĕ, — тет атте.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...