Пăва çулĕ çинче :: Андрей Павлович
Çуллахи шăрăхра маншăн атте лаçĕнчи сулхăнтан лайăххи нимĕн те çук. Эпĕ кунĕ-кунĕпе лаçран тухмастăп. Хам валли укçа тăватăп. Укçа мана нумай кирлĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухнă çере эпĕ сăран атă илес тетĕп.
Ĕçĕ манăн йывăр мар та, чăкăлтăш вара. Чи малтан эпĕ кивĕ пăхăр укçана зубилăпа виç-тăват пая касса тататăп, унтан пĕчĕк мăлатукпа кашни татăкне шаккаса тăсатăп та сунтал сăмси çине хурса аватăп, çĕрĕ тăватăп. Ĕç кунпа пĕтмест-ха. Малалла çĕрĕ сыпăкĕ тĕлне йĕс хурса пайка тумалла.
Манăн пĕчĕк напильник те пур. Ăна хула вырăсĕ Андрей Павлович Широков пачĕ. Напильникпа эпĕ çĕрĕсене якататăп.
Андрей Павлович вăл час-часах пирĕн таврари ялсене килсе каять, хваттере пирĕн пата кĕрет. Ун чух вара аттепе Андрей Павлович çĕрĕ-çĕрĕпе калаçса лараççĕ.
Андрей Павлович пасара килмессеренех мана та, Ванюк шăллăма та кучченеç — канфет тыттарать. Ытла та ырă кăмăллă çын вăл. Килĕнче унăн манпа пĕр çулхи ывăлĕ Миша пур, тет. Анчах темшĕн вăл ăна хăйпе пĕрле çул çине илсе тухмасть.
Ĕлĕкрех Андрей Павлович Мускавра пурăннă, çитсă фабрикинче машинăсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслесе тăракан слесарь пулнă, тет. Халĕ вăл темле машина та юсама пултарать.
Нумай пулмасть Савик хуçа ман аттене, ĕçе вăраха ярать тесе, çилленнĕччĕ те хăйĕн вутлă арманне юсама Андрей Павловича чĕнтернĕччĕ. Андрей Павловпч, ман атте хутне кĕрсе, Савик хуçа арманне юсама килĕшмерс. «Эпĕ ку йышши двигателе тин куратăп, çавăнпа ăна хута яма та пултараймастăп», — терĕ. Савик хуçан ирĕксĕрех аттене пуççапас пулчĕ вара.
Кун пирки атте çапла каланăччĕ:
— Ун пек ырă çын вырăс кăна пулать пулĕ. Тĕлĕнсе каймалла вĕт. Хăй вăл манран çĕр хут ăста, çалах та Савик хуçа умĕнче мана мухтаса тăкрĕ. Пулать те çын, çын мар, ылтăн темелле ун пек вырăса.
Аттепе Андрей Павлович туслă пулни анне кăмăлне те çĕклентерчĕ. Хула вырăсне вăл та мухтаса илчĕ.
— Тепри пулсан, çав укçаллă ĕçрен сана юри пырса яма тăрăшĕччĕ. Вăл, пирĕн пекех чухăн пулсан та, аллинчи татăкне сана парать. Çав кирлĕ-ха ăна, ĕмĕтсĕр Савикне!
Пĕррехинче Андрей Павлович пирĕн патăрта виçĕ кун пурăнчĕ, аттепе лаçра аппаланчĕ. Çавăн чухне вăл мана кивĕ пăхăр укçаран çĕрĕ тума вĕрентрĕ. Çитменнине, вăл мана хăйĕн сăран сумкинчен пĕр пĕчĕк кĕленче кислота, нашатырь, бура кăларса пачĕ.
Эпĕ тунă çĕрĕсем пирĕн ял хĕрĕсене пурне те килĕшрĕç. Капши çĕрĕшĕн эпĕ икĕ пус илетĕп, кунне вунă çĕрĕ рăватăп. Кивĕ пăхăр укçа çукки касать вара. Анчах хĕрсем ку тĕлĕшрен те мана чылай пулăшаççĕ. Кашни-йĕнех амăшин çӳпçи тĕпĕнче майра-патша пуçлă пĕр-икĕ кивĕ манит выртать. (Чăваш йăлипе çӳпçерен укçа татăлмалла мар.) Çакнашкал манитран хăшĕнчен виçĕ çĕрĕ, хăшĕнчен тăватă çĕрĕ тухать. Çапла ĕнтĕ, эпĕ текех аптрами пултăм.
Çĕрĕсене напильникпа яката-яката, алă сăрлатса ыратакан пулать. Каçхине эпĕ хĕвел аннă-анманах йăванса каятăп, тутлă ыйха путатăп. Вăййа та тухмастăп. Халĕ манăн мĕнпур ĕмĕт те — малалла вĕренме каясси. Хулара укçа кирлĕ. Çавăнпа эпĕ кунсеренех лаçра ырми-канми тĕрмешетĕп.
Андрей Павлович мана çĕнĕ ĕçе вĕрентни аттене те килĕшрĕ. Вăл пăхăра йĕспе пайка тумалли меслет пуррине халиччен чухласах кайман иккен. Андрей Павлович хăй мĕн пĕлнине пĕртте пытармасть. Атте каларăшле, тепри тăванĕшĕн те ун чул тăрăшмĕ.
Пасар каçĕ эпир çемйипех Андрей Павлович килессе кĕтетпĕр. Вăл, хăйĕн лаши çуккипе, пĕрмай пĕр тутарпа ларса килет. Эпĕ ăна хирĕç пуринчен малтан чупса тухатăп. Ман хыçран шăллăм, унтан аттепе анне те хăнана хирĕç тухаççĕ, Андрей Павлович лав çинчен анса юлать те (лавçи хăйĕн пĕлĕшĕ патне Шăнкăртама каять) пире ыталаса çурăмран лăпкать, кĕсйинчен канфет кăларса Ванюка, унтан мана тыттарать. Эпир кашниех ăна тав тăватпăр та пурте пĕрле пӳрте кĕпĕрленсе кĕретпĕр.
Анне сĕтел çине чашкăрса вĕрекен сăмавар пырса лартать, апат-çимĕç хатĕрлеме тытăнать. Андрей Павлович алкумĕнчи рукомойник умĕнче пĕр кана çăвăнать те сарă çӳçне йĕс турапа тураса якатать. Атте ăна сĕтел хушшине ларма сĕнет. Эпир, ача-пăчасем, тĕпел кукринчен анне патне пухăнса уйрăм пĕчĕк сĕтел тавра ларатпăр (хăна пур чухне эпир ялан çапла уйрăм апатланатпăр). Андрей Павлович пире те хăйпе лартма хушать. Анне килĕшмест.
— Вĕсене кунта та юрĕ, — тет. Эпир, паллах, анне ирĕкĕнчен тухмастпăр, Андрей Павлович аннене те сĕтел хушшине ларма сĕнет. Чăваш хĕрарăмĕ чаплă хăна умĕнче нихçан та арçынсемпе пĕрле лармасть, апата ура çинчех тăрcа ирттерет, хăна умне çăмарта шуратса хурать, какай е тăварланă çу татăкĕсем илсе пырса парать, тăтăшах хăна куçĕнчен пăхса, вашаватлăн çи-çи тесе, сĕтел умĕнче тăрать. Çавăнпа та вырăс çыннишĕн анне путишле туйăнать-мĕн. Эпир килте вĕт, кайран та çийĕпĕр тесе каланă анне сăмахĕсене хăна аттерен вырăсла куçарса пама ыйтать.
Андрей Павловнч пирĕн енче çӳресе хăй те кăштах чăвашла калаçма вĕреннĕ. Çапах та атте унпа пĕрмай вырăсла калаçать. Вĕсем сăмахланине эпĕ чылайăшне ăнланатăп. Шкулта вырăсла вĕрентни хулана кайма çителĕклĕ маррйне туйса, эпĕ аттене чăвашла-вырăсла словарь илме хушрăм. Ăна ятарласах Хусанти Шапонщиковпа Мохов хуçасен кĕнеке магазинĕнчен кӳртертĕмĕр. Халĕ эпĕ çак словарь тăрăх кашни кун вырăсла пилĕк сăмах вĕренсе пыратăп.
Каçхи апат хыççăн анне хăна валли вырăн алкумне сарать, пире пӳрте куçарать, мĕншĕн тесен алкуменче çутăлнă-çутăлманах шăнасем аптратмаççĕ. Шăллăм выртнă-выртманах çывăрса кайрĕ. Эпĕ уçă алăкран аттепе Андрей Павлович алкумĕнче калаçса ларнине илтетĕп.
— Манăн арăм та хĕр чухне хампа пĕр фабрикăра ĕçлетчĕ. Ман пекех Курск кĕпĕрнинчен ялтан килнĕскерччĕ, — тесе, Андрей Павлович пирĕнтен таçта инçетри хула çинчен каласа кăтартать, — иксĕмĕр те пĕр казармăра пурăнаттăмăр. Пĕррехинче эпĕ, хĕвел ансан, кӳлĕ хĕррине тухрăм та Катя хурăн çумне таянса йĕрсе тăнине куртăм. «Мĕн пулчĕ?» — тетĕп. «Мастер ĕçрен хуса кăларчĕ», — тет. Мĕншĕннине хамах тавçăрса илтĕм. Унăн арăмĕ вилнĕччĕ те, фабрикăри çамрăк хĕрсене ĕç хыççăн вăл хăй патне чĕнетчĕ, урай çутаратчĕ, кăмака хуттаратчĕ, тарçă вырăнĕнче ĕçлеттерме юрататчĕ. Манăн Катюша ĕçрен ӳркенсе тăмастчĕ, анчах мастер ăна хăй патĕнче çĕр вырттарасшăн, ятне ярасшăн пулнă. Катюша килĕшмест, урайне çуса пĕтернĕ-пĕтерменех мастер килĕнчен тухса тарать. Тепĕр кунне çилленнĕ мастер ăна расчет парать, казармăран хуса кăларать. «Çав йытă мастер мăшкăлĕ пуличчен шыва сикетĕп е пуйăс айне пулса вилетĕп», — тет Катюша. Эпĕ çав каçах фабрикăран пилĕк çухрăмри яла кайса хваттер тупрăм та унта Катюшăна вырнаçтартăм. Вырсарникун чиркĕве кайса çырăнтăмăр та фабрикăри рабочисене чĕнсе туй турăмăр. Эпĕ фабрикăра ĕçлеттĕм, Катюша килте аппаланатчĕ, технорук çемйи валли кĕпе çăватчĕ, хĕрарăм тумтирĕ çĕлеме ăстаччĕ, тĕрĕ тума та пĕлетчĕ. Çулталăкран ывăл ача çуралчĕ. Ăна Миша ятлă хутăмăр. Çапла пĕр майлă пурăнма тытăннăччĕ кăна — мана салтака илчĕç. Мĕн тăвас? Арăма ют çын патне хăварма çук. Ирĕксĕрех ашшĕсем патне Курск кĕпĕрнине леçсе ятăм. Салтак службине илсен, мана Мускаврах артиллери складне хăварчĕç. Унта ман пек слесарьсем туллиех иккен. Нумайăшĕ вольнонаемнăйсем — фабрикăри пекех ĕç укçи илсе тăраççĕ. Хĕрарăмсем те пур. Пĕр çур çула яхăн пурăнсан, эпĕ те склад начальникне рапорт патăм, арăма ĕçе илме ыйтатăп терĕм. Ĕçре эпĕ ӳркенместĕмччĕ, тепĕр чухне техник тăвайманнине туса параттăм. Тен, çавăнпах та начальник, ман хута кĕрсе, арăма ĕçе илме килĕшрĕ. Тепĕр эрнерен манăн Катюша, пĕчĕк Мишкăна кукамăшĕ патне хăварса, Мускава персе çитрĕ. Начальник ăна работницăсем пурăнакан çурта кĕртме хут та çырса пачĕ. Тем пек савăнтăмăр: хам салтак службинче пулсан та, арăмпа пĕр складра ĕçлетпĕр-çке-ха! Нумай та иртмерĕ, тепĕр инкек сиксе тухрĕ. Ман арăма ротнăй командир куç хывнă. Эпĕ ĕç хыççăн çывăрма казармăна каятăп, арăма ротнăй склада чĕнтерет: «Упăшкуна инçетри гарнизона куçаратăп, Çĕпĕре хăваласа яратăп», — тесе хăратать. Катюша ротнăй ирĕксĕрлесе намăс кăтартнă хыççăн тӳрех складран чугун çул хĕррине чупса тухать те пуйăс айне сикет. Кун çинчен мана çур çĕр тĕлĕнче пĕлтерчĕç. Ирхине складри рабочисем тупăк туса пачĕç. Катюшăна çав кунах хула тулашĕнчи масар çине чикрĕмĕр...
— Ротнăйне нимĕн те тумарĕç-и? — ыйтрĕ атте.
— Салтак арăмне мăшкăлланăшăн кам айăплатăр ăна. Пĕрре хам пăвса пăрахмах шутланăччĕ те — Миша тăлăха тăрса юласран шиклентĕм. Склад начальникĕ мана тепĕр ротăна куçарчĕ. Служба срокĕ тухсан, эпĕ арăмăн тăванĕсем патне Курск кĕпĕрнине кайрăм. Миша кукамăшне хăнăхнă, «анне» тесе чĕнет, мана ют çын вырăнне хурать, алла та пымасть. Кучченеçсем пара-пара аран илентертĕм. Хуньăмсем ялта чухăн пурăнаççĕ, çĕр çитменнипе тарăхаççĕ. Мĕн тăвас? Каллех хам ĕçленĕ фабрикăна кайса управляющие пуççапрăм. Ĕлĕкхи вырăнах илчĕ те ĕç укçи ĕлĕкхин çуррине çеç хучĕ. «Мĕншĕн мана çынтан катăк тăватăр?» — тесе ыйтатăп. «Мĕншĕн тесен халĕ сан пек сĕтĕрĕнчĕксем тĕнче тулли сулланса çӳреççĕ», — тет управляющи. Фабрикăран ниçта пăрăнмасăр пилĕк çул ĕçлерĕм — ниепле алă çавăрса яраймарăм. Мĕн ĕçлени апата каять. Пыра-киле ача валли кучченеç илсе ямалăх укçа та тăвайми пултăм. Хуçа ĕç укçи чакарнăçемĕн чакарса пыни çинчен ытти рабочисем те шавлама пуçларĕç. Управляющи хăратать, ĕçрен те, казармăран та хăваласа кăларатăп тет. Çавăнтах штраф хыççăн штраф хурать, пурлă-çуклă укçана тытса юлать. Забастовка пуçласа ятăмăр, ĕç укçи ӳстерме, штрафсене пĕтерме, хуçа лавккинчи çăкăр-тăвара лайăхлатма ыйтатпăр. Хуçа жандармсемпе салтаксене чĕнсе илчĕ. Фабрика умне пырса тăнă команда хушшинче эпĕ хайхи хама хурлăх кăтартнă ротнăя асăрхарăм. Çӳçпуç вирелле тăрса кайрĕ. «Акă вăл салтак арăмĕсене мăшкăлласа пурăнакан анчăк! Чулпа, чулпа парăр ăна!» — тесе, чи малтан хам ывăтса петĕм. Тĕлнех килчĕ тата. Ман вĕри алăран вăйкăнса вĕçнĕ чул ротнăя тăнлавĕнчен тиврĕ. Çавăнтах лаши çинчен персе анчĕ вăл. Пирĕн ушкăна голанутлă жандармсем хĕсе пуçларĕç. Хĕçсем тăратса килеççĕ. Эпĕ салтак-çке-ха! «Юлташсем, ан хăрăр, юланута хирĕç чукмарсем çĕклĕр!» — тесе команда патăм. Пирĕн хыçран фабрика картишĕнчен кĕреçесем йăтнă хĕрарăмсем чупса тухрĕç. Пуçланса кайрĕ сапăçу. Жандармсем лашисем çинчен пере-пере анаççĕ. Салтаксем пăшалĕсене пăрахса тарма тытăнчĕç. Вунă куна пычĕ забаетовка. Эпир вунă кун фабрикăраи ниçта тухмарăмăр, хуçана та, управляющие те, мастерсене те кĕртмерĕмĕр. Юлашкинчен, хуçа ирĕксĕрех парăнчĕ — эпир мĕн ыйтнă, çавна тума пулчĕ. 1905-мĕш çулхи революци юхăмне пусарса лартсан, пире, хуçана хирĕç пыракансене, тĕрмене тыта-тыта хупрĕç. Суд пулчĕ. Çирĕм çын тĕрмене çакланчĕ. Мана ссылкăна ямалла турĕç. Çĕпĕре ăсакаканнисем те пулчĕç. Пилĕк çул ытла ĕнтĕ Пăвара пурăнатăп. Кăçал ывăла та куита илсе килес тетĕп. Шкулта вăл мĕнле вĕреннине хам курса тăрăп, май килнĕ чух пулăшăп та..
— Каялла Мускава таврăнасси çинчен ĕмĕтленместĕн-и?
— Ĕмĕтсем манăн пысăк, Лука Тимофеич. Пиллĕкмĕш çулхи пушар тепре ялкăшса илессе шанатăп эпĕ, Ун чухне вара хуçасен тĕсĕ те юлмĕ. Çĕр хуçи — хресчен, фабрикăсен хуçи рабочи пулĕ.
Атте вăрăммăн сывласа илчĕ:
— Пире, чухăнсене, тӳре-шари шăна вырăнне те хумасть çав. Пуян хутне вара полици те, губернаторĕ те, латши те кĕрет. Ăçта кайса кама мĕн калăн? Çӳлти турра-и? Пирĕн пек мĕскĕне вăл та итлес çук.
— Э, ан кулян-ха, вăйна упра, — лăпкăн тавăрчĕ Андрей Павлович. — Халăх тепĕр хут çĕкленесси паллă. Ун чухне вара хресченсен рабочисенчен пĕр шит те кая юлас пулмасть. Ĕçлекен мĕнпур халăх пĕрле тытăнсан, çĕр çинче улпутсен тĕсĕ те юлмĕ.
— Хăçан пулĕ-ши вăл?
— Çĕр мĕнле вăрăм пулсан та, ир килет-килетех, — тесе, Андрей Павлович ура çине тăчĕ. — Ыр каç пултăр. Эпĕ тулта çывăрма юрататăп, аслăк çине кайса выртам-ха.
— Ыр каç пултăр. Эпĕ сире çул çинчен канма та памастăп, пĕрмай антрататăп, — тесе, атте пӳрте кĕчĕ те урайне ман çума выртрĕ, Эпĕ йăшăлтатнине курса, атте тĕлĕнсех кайрĕ:
— Эсĕ халĕ те çывăрман-и?
— Ыйхă килмерĕ.
Атте мана çӳхе утиялпа витсе çурăмран лăпкарĕ, часрах çывăрма сĕнчĕ.
— Атте, — терĕм эпĕ, — Андрей Павловичăн ниçта та килĕ çук-и-мĕн?
— Çук... Çывăр, ачам, çывăр. Часах акă шурăмпуç килĕ, тăраниччен çывăрмалăх вăхăт та юлмарĕ.
— Атте... Андрей Павлович мĕн тутăр-и?
— Мĕн тата?
— Ывăлне пирĕн пата илсе килтĕр-и? Эпĕ ялан унпа çӳрĕттĕм вара, э?
Атте мана тепĕр хут ыталаса çурăмран лăпкарĕ те: «Кун çинчен ирпе шухăшласа пăхăпăр», — терĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...