Пăва çулĕ çинче :: Пирĕнтен аслисем


Иккĕмĕш кун пире учительница доска çине икĕ пысăк саспалли хурса кăтартрĕ: А тата У. Тепĕр эрнерен букварь валеçсе пачĕ. Халĕ ĕнтĕ сумкăна хумалли япала та пулчĕ.

Киле çитсен, кĕнекене апĕ чи малтан аннене кăларса кăтартрăм. Вăл, манăн савăнăçа хапăл туса, букварь хуплашкине аллипе хыпашласа пăхрĕ, пушшех чунăма çĕклентерчĕ. Эпĕ васкаса кĕнекен пĕрремĕш листине уçрăм та пӳрнепе А саспалли çине пусрăм.

— Ку мĕн иккенне пĕлетĕн-и?

Анне, ăшшăн кăна ман куçран пăхса, çапла каларĕ.

— Кăна санран ыйтас пулать, шкула чупаканĕ эсĕ вĕт.

Ванюк шăллăма та тĕлĕнтерес килсе кайрĕ — букваре ун умне хурса, эпĕ У саспалли çине пусса кăтартрăм.

— Ку мĕнли?

Ванюк, хулăн тутине тăсса, кăмăлсăр пулчĕ.

— Анне, кур-ха, пиччи каллех манран ыйтать, хăй шкула каять, вулама пĕлмест. Эпĕ, шкула каякан пулсан, хам та вулатăп, сана та вĕрентетĕп. Юрĕ-и, анне?

— Юрĕ, ывăлăм, юрĕ, вĕрентĕн.

Эпĕ кĕнекеме сĕтел çине хутăм та Ванюка чĕнсе илтĕм.

— Эпĕ вулама пĕлместĕп-и? Ну, итле.

Пӳрнене сурчăкпа йĕпетсе, эпĕ кĕнекене тепĕр хут уçса хутăм та пысăк çын пек кăххăмлатса илтĕм, унтан вулама тытăнтăм: а-у, у-а, а-у, у-а.

— Ну, мĕнле, вулама пĕлетĕп-и, пĕлместĕп-и? — мăнкăмăллăн Ванюк çине пăхса илтĕм эпĕ.

Ванюк парăнасшăн пулмарĕ, хăрах куçне хĕсрĕ те мана тĕртсе акă мĕн каларĕ:

— Ун пек вулани мĕн вăл? Эсĕ ман кĕнекене вулайсанччĕ.

— Мĕнле кĕнеке?

Ванюк картишне чупса тухрĕ те таçтан шăннă купăста пуçĕ пек лӳчĕркенсе пĕтнĕ çĕтĕк кĕнеке йăтса килчĕ.

— Акă вăл. Эсĕ шкулта чух Хĕритун пиччи картишĕнче эпĕ йĕнине илтрĕ те ан йĕр терĕ, кунта кил, пĕр япала паратăп терĕ. Вара кĕнеке пачĕ. Картинкисем те пур. Вула!

Эпĕ пылчăкпа вараланса пĕтнĕ кĕнеке татăкĕн тепĕр листине уçрăм.

— Кунта саспаллисем те палăрмаççĕ. Ванюк ман сăмаха хăлхана та чикмерĕ.

— Ну, вула, пĕлетĕн пулсан! — хистет вăл мана. Эпĕ кĕнекери картинкăсем хушшинче ĕне кĕлеткине астурăм та Ванюка пӳрнепе тăсса кăтартрăм, унтан вулам пекки турăм: вăкă-ррр. Вăкăр.

Тата тепĕр тĕлте автан ӳкерчĕкне куртăм. Ун айĕнче пĕр саспалли те çукчĕ, анчах эпĕ Ванюк умĕнче мĕнле вуламаллине çийĕнчех тавçăрса илтĕм.

— Итле, ак, кунта мĕн çырнă: ав-тан а-вă-тать ки-ки-ри-кик.

Ванюк эпĕ картинка тăрăх вуланине сисрĕ те кĕнекине ман алăран туртса илчĕ.

— Ун пек эпĕ те вулама пĕлетĕп, — тесе, вăл анне хыççăн картишне чупса тухрĕ.

— Анне, анне, часрах кил-ха кунта, эпĕ Хĕритун пиччи панă кĕнекене вуласа кăтартам.

Анне пӳрте кĕрсен, Ванюк кĕнеке варринче сысна ӳкерчĕкне шыраса тупрĕ, унтан, пӳрнине ман пек чĕлхи вĕçĕпе йĕпетсе, лапсăркка хăлхаллă сысна айне тăсрĕ, «вулама» тытăнчĕ: нăрик — нă-рик.

Пĕчĕк Ванюк та тавçăруллă пулнишĕн савăннă анне ăна ыталаса чуптума пикенчĕ, Ванюк, анне аллинчен çăлăнса, ман хыçран алăк патне чупса пычĕ. Кунта эпир иксĕмĕр те çамкасемпе çапăнатпăр, ыратнине те пăхмастпăр, ăмăртмалла тимĕрçĕ лаççине тухса чупатпăр. Шăллăм ĕмĕтне татас мар тесе, эпĕ ăна малтан яратăп.

— Шкулта кĕнеке панă! — аттене пĕлтерет пашкаса çитнĕ Ванюк. — Мана Хĕритун пиччи пачĕ. Картинкăллă! Халĕ эпĕ те вулама пĕлетĕп!

Атте шетникри шывпа аллине çăвать те темиçе хутчен чӳпĕкпе сăтăрать, типĕтет, унтан, сунтал çине ларса, манăн кĕнеке листисене уçа-уçа пăхать.

— Ну, миçе саспалли пĕлетĕн?

Эпĕ шкулта учительница пире ултă саспалли çеç кăтартнине пĕлтеретĕп.

Шăллăм хăйĕн лӳчĕркеннĕ кĕнеке татăкне пĕрмай атте умне тăсать, вĕçĕмсĕр: «Эпĕ картинка айне çырнă сăмахсене вулама пĕлетеп», — тесе кансерлет. Аттен ирĕксĕрех малтан Ванюка йăпатса илес пулчĕ, ун кĕнекине те тытса пăхрĕ.

Манăн кĕнекере саспаллисемсĕр пуçне пĕчĕк калавсемпе халапсем нумай иккен. Эпĕ ăна пĕлмен те, халĕ, атте йĕркипе вуласа пынă май, эпĕ Сармантейăн сар чăххи сарă çăмарта тунине те, кукка улпут хур ури çинине курнине те пĕлетĕп. Атте вуланине Ванюк та каçса кайсах итлет. Сисмерĕмĕр те — лаçрах каç пулчĕ, вулама тĕттĕмленсе çитсен, эпир ирĕксĕрех лаççа хупса, киле кайрăмăр.

Каçхи апат çинĕ хыççăн анне сĕтел çинчи çăкăрпа савăт-сапасене пуçтарнă-пуçтарманах, эпĕ кĕнеке уçса хутăм, лампа çывăхнерех сиксе лартăм та сасăпа вулама , тытăнтăм: упа, пар, аппа, пура, урпа, урапа. Ванюк, тултармăш пек тулли пичĕпе сылтăм ал тунийĕ çине таянса, манпа юнашар ларать, вулама кансĕрлесрен сыхланса, пĕр сăмах чĕнмест. Аттепе анне эпĕ вулама вĕреннине савăнса итлеççĕ, хутран-ситрен çеç пăшăлтатса пĕр-икĕ сăмах каласа хураççĕ. Эпĕ вĕсен сăмахĕсене уйăрсах илейместĕп те пурпĕрех туятăп: мана ырлаççĕ. Эпĕ малтанхи урока вуламассерен лайăхрах, якарах вулама тытăнатăп. Юлашкинчен, тăватă саспаллиллĕ пилĕк-ултă сăмаха кĕнеке çине пăхмасăрах вулакан пултăм. Тепĕр кунне урокра та пĕр такăнмасăр вуларăм. Зоя Савельевна мана та, Эçука та урок лайăх вĕреннишĕн маттур терĕ, çĕнĕ саспалли кăтартса, çĕнĕ урок парса ячĕ.

Виçĕ уйăх хушши шкула çӳренĕ хыççăн шартлама сивĕ хĕл пуçланчĕ. Хăш чухне тата урăм-сурăм тăман тухать те, икĕ ял хушшинчи çул пĕтĕмпех пытанать, хура тăхлан тĕслĕ пĕлĕтпе çĕр хушшине те уйăрса илме çук пулать. Эпир Эçукпа пĕрне-пĕри хавхалантарса маяксем — улăм кĕлтесем лартнă çул тăрăх киле утатпăр. Пирĕн аннесем тепĕр чухне, шкула каймасан та юрĕ тесе, килте ларма сĕнеççĕ. Эпир ун пек шухăша парăнмастпăр вара, урокран юласси е вĕренӳ кунне сиктерсе хăварасси пĕртте пирĕн кăмăла каймасть. Çанталăкĕ тем пек урса кайсан та, эпир шкулах чупатпăр.

Виçĕ уйăх хушшинче эпĕ кенекери печĕк калавсемпе халапсене пурне те вулакан пулса çитрĕм. Халĕ аннепе Ванька кашни каç çĕнĕ калав вуласа паратăп. Пĕррехинче кĕнекен 43-мĕш страницинче «Эпĕ сехет çемĕрни» ятлă калав вуларăм.

Çак калава вуласа пĕтерсен, тĕпелте кĕнчеле арласа ларакан анне пире вăрçрĕ тăкрĕ:

— Çапла кирлĕ ăна, ашшĕ-амăшĕнчен ыйтмасăр ан тыттăр вăл япалана, — терĕ анне. — Сире те пĕрре лекет-ха, яланах тимĕрçĕ лаççине чупатăр, аçăра ĕçлеме кансĕрлесе çӳретĕр.

Ванюк çийĕнчех аннене лăплантарма тытăнчĕ, атте патне лаççа кайсан та, ăна ĕçлеме кансĕрлеместĕп, тул енчен çеç сунтал çине пăхса тăратăп тесе ĕнентерчĕ.

Пирĕн букварĕн иккĕмĕш пайĕнче вырăсла алфавитпа вырăсла пĕчĕк калавсем пур. Раштав иртсен, эпир чăваш алфавитĕнче çук саспаллисене вĕрентĕмĕр, унтан вырăсла сăмахсене чăвашла куçарма тытăнтăмăр. Халĕ эпĕ кĕнекере мĕн пур — пурне те вулама пĕлетĕп. Унăн хуплашки çине вырăсла «Букварь для чуваш с присоединением русской азбуки. Пятое издание. 1886 г. Симбирск», тепĕр енне «С требованием на букварь обращаться в Симбирск, к инспектору чувашских школ И. Я. Яковлеву» тесе çырнă.

Эçука вара çĕнĕ букварь лекнĕ: çирĕммĕш издани, 1907 çул. Ытти ачасен аллинчи букварьсене 1900 çулхине кăларнă. Пĕр çулта кăларнă кĕнекесем пурин валли те çитменнипе кашнинех тĕрлĕ издани панă. Çавăнпа та Зоя Савельевна пире малтан ман букварь тăрăх, унтан 20-мĕш издани тăрăх вĕрентет.

Шкула эпир питĕ те ир, учительница тăриччен, пухăнатпăр. Урай шăлса тăракан сторож пире хирĕç тухать те пĕр кана шкула кĕртмесĕр тăрать. Юрать-ха, çанталăк çуркунне енне тайăлчĕ — сивĕ мар. Унтан тăваттăмĕшпе виççĕмĕш класра вĕренекенсем килеççĕ те шкул алăкне урапа тапса шаккама тытăнаççе. Сторож вĕсене те ятласа илет, анчах нумай турткаланса тăмасть, алăка яриех уçса пăрахать.

Эпир партăсем хушшине кĕрсе ларатпăр та букварьсене вулама тытăнатпăр. Пĕтĕм класс пĕр харăс сасăпа вуланă чух шкул хурт вĕлли пек сĕрлесе тăракан пулать. Хăлхасене алăпа хупласан — таçтан аякран урапа халтăртатса килнĕ пек туйăнать. Хупланă хăлхасене хутран-ситрен пĕрре сылтăм алла, тепре сулахаййине уçа-уçа илсен, темле шăхăртнăн илтĕнет. Çакнашкал мыскарана пире иккĕмĕш çул вĕренекен ачасем вĕрентрĕç.

Акă класа уретник ывăлĕ, Муратов, тăваттăмĕш класра вĕренекен ача, пырса кĕрет. Вăл çурăмĕ хыçне çакса килнĕ хитре сумкине хăй ларакан парта ăшне кайса хурать те, сăмсине каçăртса, малти парта çине улăхса тăрать. Эпир, букварьсем унăн ури айне пуласран шикленсе, вĕсене парта айне пытаратпăр. Муратов, аллинчи линейкине çӳле çĕклесе, çапла кăшкăрса пăрахать:

— Чĕнми шăрчăк!

Эпир, çăварсене карса, вăл малалла мĕн тăвасса пăхса тăратпăр. Муратов партăсем тăрăх лаплаттарса утнă май аллинчи линейкипе кашни ачанах пуçĕнчен шаклаттарать. Пуçа хĕрхенсе алăпа хупласан, тăватă кĕтеслĕ юман линейка пӳрнесене ăшаласа илет. Çавăнпа та эпир алăпа пуçа сиксе тухнă мăкăльсене çеç хыпаласа пăхатпăр. Çавнашкал «мыскара» хыççăн Муратов хыçалти партăран пуçласа пирĕн кĕнеке сумкисене тĕрĕслеме тытăнать. Сумкăра çăкăр татăкĕ пуррине курсан, вăл ура çине тăратать, икерчĕ лулсан — чĕркуççи çине лартать, хĕвелçаврăнăш е мăйăр пулсан, — пĕтĕмпех тустарса илет те пуçран шăлса çапла йăпатать:

— Санăн мăйăр пуррине пĕлнĕ пулсан, линейка тутантармастăмччĕ, ыран тата илсе кил, — тет.

Сумкăра сĕт тултарнă кĕленче пулсан, вара Муратов каçсах каять: сĕт илсе килнĕ ачана доска патне чĕнсе кăларать те кĕленчине çу ӳкиччен лăкама хушать.

Малалла Муратов эпир урока мĕнле хатĕрленсе килнине тĕрĕслеме тытăнать. Вăл кама та пулин доска патне чĕнсе кăларать те пурăпа çырнă саспаллисене вулаттарать. Кам такăнать, ăна кăмакапа стена хушшинчи тăвăр тăкăрлăка тăратать. Муратов пирĕнтен учительница парса янă урока мар, эпир пĕлменнине ыйтать. Çавăнпа, тепĕр чухне, пĕтĕм класс кăмака хыçĕнчи кукăра куçать.

Тĕрĕссипе каласан, Муратов «урокĕсем» пире килĕшеççĕ те, кăмака хыçĕнче эпир вăйă пуçласа яратпăр. (Малтан пĕри куçне хупласа çурăмĕпе ушкăн енне çаврăнса тăрать, ăна ун хыçĕнче тăракансем пĕрер хут çурăмĕнчен чышса илеççĕ. Çурăмне кӳпкеттерекеннин кам малтан çапнине пĕлмелле, пĕлеймесен, унăн каллех хупланса, кĕтес енне çаврăнса тăрас пулать, пĕлсен — хăтăлать, ун вырăнне малтан çапаканни тăрать. Эпĕ çак вăйăра кам мĕнле тата хăш тĕлтен тĕксе илнине сăнакан пултăм. Çавăнпа та хам хупланса тăраканни пулсан, кам малтан çапнине çийĕнчех пĕлетĕп, кирек хăçан та пĕр хут çеç тăрса ирттеретĕп. Селĕп Иванĕн Кĕçтукĕ вара, мăранскер, ăна-кăна час тавçăрса илеймест, вĕçĕмсĕр хăйне кӳпкеттерет. Çурăмĕ ытлашши ан ыраттăр тесе, вăл икĕ хут пиншак тăхăнса килекен пулчĕ.

Муратов «тĕрĕсленĕ» хыççăн пирĕн çине тăваттăмĕш класри тепĕр ача ăмсанса пăхать. Вăл кĕске ураллă мăнтăркка Кириле, шыв арманĕ тытакан Долбов ачи. Кириле пире кăмака хыçĕнчен хăваласа кăларать те парта хушшине кĕрсе ларма хушать. Хăй вăл учительница сĕтелли умне пырса тăрать, аллинче — чукмар пек тĕреклĕ линейка.

Пахча енчи чӳречерен ӳкнĕ хĕвел пайăрки паçăрах кĕтесри шыв витрине çутатать. Вăхăт кăнтăр енне шăвать. Эпир, аслисен мыскарипе тарăхса çитнĕскерсем, часрах учительница килтĕрччĕ тесе ларатпăр, Шăнкăрав сасси илтĕнмест-ха. Класс тăрăх хыпар сарăлать: учительницăна пуп хăй патне чĕнтернĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе тавлашма тытăнаççĕ: ялта кам аслăрах — пуп-и е учительница-и? Тĕреклĕ çанçурăмлă Кириле патша çемйине хисеплет. Аллинчи линейкипе вăл стена çумĕнчи портретсем çине тăса-тăса кăтартать. Унта патши те, арăмĕ те, хĕрĕсем те пур.

— Ку кам?

Эпир шыв арман хуçи пек сарлака пит-куçлă патша ӳкерчĕкĕ айне çырнă «Николай II» тенине вулама тăрăшатпăр.

Кириле линейкине юнашар портрет çине тĕкет.

— Ку кам? — ыйтать вăл манран.

— Арăмĕ, — тетĕп эпĕ, хыткан майра ӳкерчĕкĕ çине пăхса.

— Мĕнле арăмĕ? Тĕрĕс мар! Кам пĕлет мĕнле каламаллине?!

Малти парта хушшинче ларакан шурă çӳçлĕ Тоня аллине çĕклет.

— Ее величество императрица всея Руси.

Тоня пусма таварпа суту-илӳ тăвакан хуçа хĕрĕ, унăн ашшĕ пĕрмай Долбовсемпе хирĕçсе пурăнать, теççĕ.

— Тĕрĕс! Халĕ тата тепĕр ыйту: ĕнер эсĕ пирĕн вите хыçĕнчи йăваран миçе çăмарта вăрласа тухрăн?

Тоня, вăтанса, пуçне чикет, класс ахăлтатса кулса ярать.

Кириле хăйма çинĕ кушак пек кăмăллăн çуланса илет те каллех хуçа хĕрне намăслантарма тытăнать.

— Çăмарта вăрри...

— Вăрă эпир мар, эсир, армана пыракансеичен ытлашшй çăнăх илсе юлатăр. Çавăнпа пуйнă та, — тесе, Тоня йĕме тытăнать те класран тухса тарать.

Тултан шăнкăрав сасси илтĕнет. Учительиица класа кĕнĕ-кĕменех эпир сылтăм кĕтесри иконăсем енне çаврăнса тăратпăр. Пирĕнтен аслисем пурте ирхи кĕлĕ юрлаççĕ. Эпир сас-чĕв кăлармастпăр-ха: «ашшин, ывăлин, çветтуй сывлăшин ячĕпе» кĕлĕрен пуçне урăх нимĕн те вĕренмен-ха эпир.

Паян учительница пуп патĕнчен темшĕн кăмăлсăр килчĕ. Ирхи кĕлĕ хыççăн виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класри ачасене кĕнеке тăрăх харпăр хăй тĕллĕн вĕренме хушрĕ те çийĕнчех класран тухса кайрĕ, Эпир иккĕмĕш класри ачасемпе каллех ĕçсĕр тăрса юлтăмăр. Ним тума аптранă енне эпир хутран «сăнăсем» туса маччана пеме тытăнатпăр.

Çапла алхасса ларнă çĕре пуп пырса кĕчĕ. Эпир каллех кĕтесри иконăсем енне çаврăнса тăтăмăр, иккĕмĕш хут ирхи кĕлĕ кĕввине итлерĕмĕр. Пуп класра учйтельница çуккишĕн савăннă пек кăмăллăн ӳсĕрсе илчĕ те пире «турă законне» вĕрентме тытăнчĕ.

Хăй сĕтел çине ӳпĕнсе ларать, пире пĕрерĕн-пĕрерĕн ура çине тăратса, ĕнерхи кĕлле вуласа пама ыйтать. Черет мана та çитрĕ.

— Ашшин, ывăлин, çветтуй сывлăшин ячĕпе, аминь! — тесе каласа пыратăп эпĕ вăрăм çӳçпуçлă пуп хыççăн.

Вăл пĕрре каланипе çырлахмасть:

— Тепĕр хут кала!

— А-шшин... ы-ывă-ă-лин...

— Тата тепĕр хут. Хытăрах кала. Ну...

— А-ашши-ин... ывă-ли-ин... çве-етту-уй... сы-ыв-лă-ши-ин... я-ячĕпе... а-ами-инь!

— Маттур, ну, тата тепĕр хут пĕр чарăнмасăр кала та — çитет!

Эпĕ каллех, йăвари курак чĕппи пек, мĕнпур вăйпа хăлаçланатăп, парта хушшинчен сиксе тухас пек ӳхăнса, пуп аллинчи линейка пĕрре çӳлелле, тепре аялалла сулăннă май «ашшин — ывăлин» сăмахсене кĕвĕлетĕп. Шăнкăрав сасси илтĕнмен пулсан, тен, пуп мана татах вулаттаратчĕ-и, коридорта шăнкăрав шăнкăртатни хăтарчĕ. Перемена вăхăтĕнче ачасем мана «ашишн — ывăлин» тесе йĕкĕлтеме, эпĕ урокра мĕнле тăрăшнине хуçкаланса кăтартма, манран кулма пикенчĕç.

Иккĕмĕш урокра пуп çитес вырсарникун пире пурсăмăра та чиркĕве пыма хушрĕ, кĕлтăвиччен апат çимелле мар — çылăх пулать терĕ. Ман çине ăшă кăмăлпа пăхса илчĕ те çапла пиллерĕ:

— Сассу лайăх, чиркӳре часослов вулакан пулăн, тăрăшса вĕрен! — терĕ.

Килте эпĕ аттене «турă законĕ» урокĕ мĕнле иртнине каласа кăтартрăм.

— Шкулта, ачам, вулама, çырма тата шутлама вĕренес пулать, çавна ан ман, — терĕ мана атте.