Пăва çулĕ çинче :: Савик хуçа
Пирĕн ял — Пăла шывĕ хĕрринче. Урам вĕçĕнче пирĕн пĕчĕк пӳрт çĕр çумне лапчăнса ларать. Пӳрт хыçĕнче хăмаран тытнă алкум пур. Алкум хыçĕнче — карта. Урăх хуралтă таврашĕ çук вара пирĕн картишĕнче, хапха вырăнĕнче те вĕрлĕк алăк çеç. Эпир асаттесем патĕнчен — тĕп çуртран пĕр хуралтăсăр уйрăлса тухнă. Картиш тавра хӳме, лупасайсем тума манăн атте «алă çавăрайман-ха». Картара пирĕн ĕне тата виçĕ сурăх пур. Тĕп çуртран уйрăлнă чух асатте лаша паман пире. Анне калашле, эпир çара çерçи пек çап-çара уйрăлса тухнă. Пӳртпе алкумне кукаçи илсĕ панă имĕш. Асатте мĕншĕн çав тери хытă чĕреллĕ пулнине эпĕ пĕлсех пĕтерейместĕп, анчах аттепе анне хушпшнче ун пирки тăтăшах урлă-пирлĕ калаçусем пулкаласа иртеççĕ.
Ял хĕрринче пурăнатпăр пулсан та, çынсем пирĕн пата тăтăшах килсе тăраççĕ. Атте тимĕрçĕ-çке-ха. Пĕрисем ун патне сухапуç тимĕрне туптама илсе килеççĕ, теприсем пăрахăçа тухнă пуртă е тĕлсĕр витре парса хăвараççĕ. Лаша таканлаттаракансем те пур.
Эпĕ пуринчен ытла лаша утланса пыракансене тарават. Хăшĕ-пĕрисен лашисем шухă пулаççĕ. Тимĕрçĕ лаççинчен клеще йăтса тухакан аттене çываха та ярасшăн мар хăмсарма тытăнаççĕ, урисемпе çĕре чаваççĕ, мăйĕсене те сăхма хăтланнă хур пек пăркаласа илеççĕ, хăлхисене лапчăтаççĕ. Сăран саппун çакнă атте пĕринчен те хăрамасть. Таканлатма илсе килнĕ лаша тем пек усал пулсан та, вăл унăн чĕлпĕрĕнчен тытать те лаç умĕнчи станока кĕртсе тăратать. Станока çакланнă лаша пĕр-икĕ хутчен тулхăрса илет, чавма, тапма, çыртма хăтланать, анчах атте лаша урине çĕклесе чĕркуçлентерет те станок çумĕнчи урата çумне çыхса хурать. Виçĕ ура çинче тăракан лаша ирĕксĕрех парăнать. Атте лаша таканланине эпĕ темиçе хут та курнă. Малтан лаша чĕрнине хырса тасатмаллине, унтан рашпильпе якатмаллине те пĕлетĕп. Такан пăти лапчăк, тăват кĕтеслĕ пулать. Лаша чĕрни çумне такан хурса пăталанă чухне эпĕ пĕрмай çӳçенсе илетĕп: тăватă кĕтеслĕ пăта лаша урине ыраттарассăн туйăнать.
Таканланă лашана хуçи, станокран кăларсан, атте умĕнче уттарса пăхать: лаша тăн-тăн пусать, уксахламасть!
Çăва тухсан, лаша таканлаттарма килекенсем сахал пулаççĕ вара, çулла лашисене ямшăксем çеç таканлаттараççĕ. Тен, çавăнпа та паян тимĕрçĕ лаççи умне тăрантас кӳлнĕ пар ут пырса чарăнсан, эпĕ килтен тӳрех атте патне тухса чупрăм, ямшăк лашисене таканлатнине курасшăн пултăм. Эпĕ лаç умне хашлатса чупса çитнĕ çĕре тăрантаспа килнĕ çын атте патне кĕрсе кайрĕ. Эпĕ ăна халиччен курман, ахăртнех, вăл ютран килнĕскер пуль. Çул çинче питĕ те васканă иккен, лашисем иккĕшĕ те чăм-шыва ӳкнĕ, пăс кăларса тăраççĕ.
— Эпĕ сана халех илсе каяс тетĕп, курмастăн-и-мĕн, юри тăрантас кӳлсе килтĕм, — тесе васкамасăр каларĕ вăл.
— Паян эпĕ çакна туса пĕтерме пулнăччĕ те, — вучахра хĕрсе выртакан сӳре шăлĕсем çине тăсса кăтартрĕ атте, — каçпа килсе илме пулнăччĕ.
— Е, сӳре шăлĕсем ниçта та тармĕç-ха, — аллипе сухалне якатса илчĕ тăрантас хуçи, — эпĕ ют ялтан килнĕ çын. Машина еккине яма пултартăн-тăк, ĕмĕр манмăп, хăна тăвăп, килне те лашапах кӳрсе хăварăп!
— Машинине курмасăр калама хĕн, — тесе, атте аллине шетникри шывпа çуса илчĕ, вучахри сӳре шăлĕсене сивĕнме айккине сарса хучĕ.
— Эпĕ те çавна калатăп çав, пырса пăхасах пулать санăн, Лука Тимофейчă, — хура куç харшийĕсене вылятса чăр-чар пăхса илчĕ хайхи çын.
«Мĕнле машина çинчен калаçаççĕ-ши кусем?» — шухăшласа илтĕм эпĕ.
Атте симĕсĕн те кăвакăн ялкăшса çунакан кăмрăклă вучаха сӳнтерчĕ те, верстак çинчен инструментсем илсе, тула тухрĕ, лаç алăкне питĕрсе илчĕ. Тăрантас хуçи станок çумне кăкарса хунă лашисен тилхепине салтма тытăнчĕ.
— Атте, эсĕ ăçта каятăн? — тесе, эпĕ унăн куçĕнчен йăлăнса пăхрăм.
— Мана кӳршĕ яла чĕнеççĕ, вутлă арман юсамалла тет. Аннӳне кала, каçсăр таврăнаймастăп пулĕ.
— Эпĕ те пырам-и? — ют çынран тем пек вăтансан та, çапла калама хăйрăм хам.
Атте ман çине хĕрхенсе пăхрĕ, ирĕксĕр кулса ячĕ.
— Ан тив, пытăр, ӳссен ху пекех ăста пулĕ! — ман хута кĕчĕ ырă хуçа. — Лар, ачам. Мĕн ятлăччĕ-ха?
— Сантăр.
— Элександр Лукич пулатăн иккен. Э-э, мана ял-йышсем Савик хуçа тесе чĕнеççĕ, вырăссем вара, хулара тĕл пулсан, Савели Кондратич тесе хисеплеççĕ. Ларкăч çине лар. Туххăмра персе çитĕпĕр.
Эпĕ атте куçĕнчен пăхатăп, урасем хăйсемех тăрантас еннелле утаççĕ.
— Лар эппин, — тет кулса атте.
Эпир пĕр минутлăха пирĕн пӳрт умĕнче чарăнса тăратпăр.
— Кинĕм! — тесе чӳрече витĕр пăхакан аннене кăшкăрать Савик хуçа, — ывăлупа ашшĕне эпĕ илсе каятăп-ха, çухалчĕç тесе, тиеке евит ан ту!
— Кăнтăрлахи апата таврăнатăр-и?
— Темĕн, каçсăр пушанаймастпăр пулĕ.
— Ну, кинĕм, сыв пул-ха, — тесе, тилхепине карт туртать хуçа. — Ĕç ăнсан, хăнана чĕнме килĕп!
— Сантăра çĕнĕ кĕпе тăхăнтарам, тăхтăр-ха пăртак! — тесе хăлаçланать анне, — санăн Суя ятлă хĕрӳ ялан чаплă тумланса çӳрет, манăн йĕкĕте вăтантарса пĕтерĕ.
Савик хуçа васкать, анне сăмахне шута илмест:
— Но-о-о! Кайрăмăр. Сывă пул, кинĕм!
Урамра вылякан ача-пăчасем ман çине кĕвĕçсе пăхса юлаççĕ. Эпĕ мăшăр ут кӳлнĕ тăрантас ларкăчĕн тимĕр тыткăчинчен ярса тытатăп. Аттепе хуçа ман хыçра лараççĕ, тилхепине çеç хуçа хăй тытса пырать.
— Но-о-о! — хăвалать Савик, — вăйăн-шайăн юртсă пыма эсир сĕлĕ çимен-и-мĕн!
Çавраçил пек сиксе ӳкрĕç утсем, тимĕр тĕнĕллĕ тăрантаса сăпка пек ярăнтарчĕç, малалла ыткăнтарчĕç. Эпĕ савăннипе çиле хирĕç пулсан та каçăрăлса ларатăп. Тимĕр тыткăчран тытнă икĕ алă та утсем ярса пусмассеренех тĕрекленсе хулпуççисене çӳлелле çĕклентернĕн, çунат пек хăлаçлантарнăн туйăнать. Çул çинче пире хирĕç пулакан лавсем те, çуран утакан хĕрарăмсем те, хура пусăри кĕтӳçĕсем те — пурте эпĕ ларкăч çинче ларса пынишĕн хĕпĕртенĕн туйăнать мана. Ахмар Лука ывăлĕ пĕчĕклех ямшăкпа çӳрет тесе калаççĕ пек. Хура пусă урлă каçсан, эпир ыраш анисем патне çитрĕмĕр, унтан сар чечеклĕ пĕчĕк çаран курăнса кайрĕ. Çаран хĕрринче икĕ çил арманĕ авăрмасăр лараççĕ. Савик хуçа, малтанхи арманпа тĕл пулсан, тилхепине тăп тытрĕ — утсем юртма чарăнчĕç, тепри вĕçĕмсĕр пуçне ухса кĕске хӳрине пăтратать.
— Куратăн-и, авăрмаççĕ, çил çук, — тесе, Савик хуçа пушă аврипе çил арманĕсем енне тăсса кăтартрĕ. — Кун пек чухне халăх ман пата çӳреме тытăнаканччĕ, кĕреçе çăнăхĕ ытларах илетĕп пулсан та, тиркешекен марччĕ.
— Двигателĕ хăçан ĕçлеми пулчĕ вара? — кĕсйинчен табак хутаççине кăларнă май ыйтрĕ атте.
— Ĕнер! Шăпах пĕрме тулли тырă пур чухне сӳнсе ларчĕ. Тем амакĕ пулчĕ. Аслă ывăлпа муталантăмăр-муталантăмăр — ĕç тухмарĕ, — тарăхса илчĕ Савик хуçа. — Ăстине чĕнтерме инçе, Хусанта пурăнать. Хамăр ялти Ястук тимĕрçĕ тӳрех каларĕ, манран пиçмест терĕ. Шухăшларăм-шухăшларăм та сана чĕнсе пăхас терĕм, эсĕ ăна-кăна тĕшмĕртекенччĕ.
— Улăштармалли пайĕсем алă айĕнче çукки кансĕрлеме пултарĕ-ха, — тесе хучĕ атте.
— Эпĕ, Лука Тимофейчă, çапла шухăшлатăп. Малашне пирĕн хамăрăн ура çине тăрас пулать. Пулчĕ-пулмарĕ Хусанăн та Чĕмпĕрĕн çил хăваласа çӳрени саншăн та, маншăн та тăкак çеç кӳрет. Эсĕ римислана пикенсех тытăн. Кирлĕ пулсан, Хусана кайма лав та, укçа та кĕтмелле парăп. Мĕн кирлине пурне те илсе кил. Ытти хатĕрсем те алă айĕнче пулччăр. Вутлă арман вăл ялан ĕçре пулмалла. Ялан ĕçре пулсан, хăй хакне кăларатех вăл. Эпĕ ун пирки текех иккĕленместĕп. Сана та укçаллă тăвăп. Çапла, Лука Тимофейчă, малашне эпĕ санран пуçне ытти ăстасене хам çывăха та ямăп. Малтанах çапла сăмах пĕтерер. Эпĕ сана шанатăп. Çавăнпа саншăн нимĕн те хĕрхенместĕп. Илтрĕн-и? Е, юрĕ, хамăр хушăмăрта пултăр.
Çапла шахвăртса каланă хыççăн. Савик хуçа лашисене тепĕр хут хăваларĕ:
— Но-о-о! Утамансем! Час киле çитетпĕр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...