Кĕпер :: Таркăнсен арăмĕсем
Мăрзабай шухăшĕпе, кашни чĕрĕ чун тĕнчене асап курма çуралать. Этеме илес-тĕк, вăл, асап курса, чăнлăха çирĕплетет, этемлĕхе аталантарать. Христиансен тĕнне те çав сăлтавпах ырланăччĕ вăл.
«Турри пур-и, çук-и, пурпĕр тĕн законĕсем этем йăхĕшĕн пархатарлă», — тесе шухăшлакалатчĕ.
Назар пĕтнĕренпе шухăшсем ун пачах арăш-пирĕшленсе кайнăччĕ. Уйăхран киле таврăнсан та, ĕлĕкхи йĕре кĕрсе çитменччĕ-ха вĕсем. Çав тапхăрта Мăрзабай арăмне те хăратса пăрахрĕ, çынсене те тĕлĕнтерчĕ. Наçтук хăйĕн хуйхипе ашшĕ патне пырса кайни ун шухăшне сасартăк ĕлĕкхи карта лартрĕ.
Наçтук, унăн тăван хĕрĕ, хĕрарăм тивĕçĕнчен пăрăнасшăн пулса кайнă! Амăшĕпе мар, ашшĕпе калаçрĕ çавăн пирки, мĕскĕн. Упăшкине пăрахса, ашшĕ килне таврăнасшăн пулчĕ вăл. «Хам çывăха ямастăп Санькăна, йĕрĕнетĕп», — терĕ.
Çавăн чух Мăрзабай юратнă хĕрне килĕнчен хăваласа кăларчĕ. Хăй ĕнтĕ хĕрне хĕрхенсе макăрас патнех çитрĕ, çапах та урса каннă пек кăшкăрчĕ:
— Пиччӳ ухмахланса пуçне хучĕ, халь эс, ухмахланса, хăвăн ятна та, аçун ятне те ярасшăн. Ирĕксĕрлемерĕм сана: хăвах килĕшрĕн. Тӳс. Ача ту. Хĕрарăм тивĕçĕнчен ан пăрăн. Ман сăмаха итлемесен, ман патра хӳтлĕх ан шыра. Хуть ялтан тухса кай, хуть шыва кайса сик!
Наçтук ашшĕ килĕнчен чупса тухрĕ. Мăрзабай печчен юлсан тин макăрчĕ, хĕрне çапла ятланăшăн пурпĕрех ӳкĕнмерĕ. Укĕнмелли кайран пулчĕ...
Наçтук çавăнтанпа ашшĕ килне пачах çӳреми пулчĕ. Упăшкин килĕ те ют уншăн, упăшки хăй те ют çын. Аçта кайса кĕрес?! Чăнах та, шыва сикесси кăна юлчĕ.
«Атте тӳсме хушать. Кĕтери те упăшкине юратмасăрах тӳсет», — шухăшла пуçларĕ Наçтук. Вара, ача тусан, упăшки улшăнасса та шана пуçларĕ...
Упăшкисене Хĕрлĕ Çара чĕнтернĕ вăхăтра Кĕтери ачаллăччĕ ĕнтĕ, Наçтук йывăр çынччĕ. Анчах вĕсем, ытти çамрăк хĕрарăмсемпе пĕрле, упăшкисене, куççуль юхтарса, кĕпер урлă ăсатса ямарĕç. Санькăпа Зар Ехим пĕлтĕрхи пекех сасартăк çухалчĕç. Кĕтери, ачине йăтса, Наçтук патне ухмах упăшкине шыраса пычĕ. Чăлах лавккаçă хăйсен хушшинче вăрттăн калаçма памарĕ вĕсене.
— Санька хулана вырăссемпе пĕрле маларах кайрĕ. Сан упăшку та юлташĕсенчен юлмарĕ пуль, — терĕ.
— Санька сирĕн чее. Ман упăшкам ухмах. Вĕсем пĕрле кайнипе ырри пулас çук, — кулянчĕ Кĕтери.
Кĕçех ялта «таркăн» сăмах сарăлчĕ. Пĕлтĕр çамрăксем ялĕпе вăрмана тарса та çав сăмаха илтсе хур курмарĕç. Чехсемпе учредиловка влаçне йышăнмарĕ халăх, мобилизацие хирĕç ялĕпе тăрса пăлхаичĕ. Халь Совет влаçне законлă власть, хамăр власть тесе йышăнчĕç, çавăнпа мобилизацирен пăрăнакансене тӳрех «таркăн», «дезертир» тесе хăртрĕç.
Кĕтери çак намăслă-хурлă сăмаха пачах та йышăнмарĕ.
— Намăсĕ Ехимĕн хĕрлемес пуçĕ çине ӳктĕр, уншăн эп айăплă мар. Тульккĕш хăй килсе ан кĕтĕр, тукмакпа пуçне çапса çурап, — терĕ.
Наçтук урăхла йышăнчĕ ку сăмаха. «Таркăн арăмĕ. Таркăн арăмĕ!» тесе, хăйне хăй асаплантарса пĕтерчĕ.
«Власть тăшманĕ пул, Назар пек хаяр офицер пул, анчах таркăн ан пул, хăравçă ан пул», — тенĕччĕ вăл пĕррехинче Санькăна. Лешĕ хăлхана та чикмерĕ.
Тен, пустуя калаççĕ пуль? Халăх сăмахĕ те яланах чăн пулмасть. Тен, Санька хĕрлисенчен тарса, шуррисем майлă çапăçать пуль?»
Ырă кăмăллă çын, вăйлă çын пулсан, тĕнчери ырлăхшăн кĕрешет вăл. Вăйсăрри çак ырлăха ĕмĕтре тума тăрăшать, тĕнчере çуккине пур пек туса, хăйне хăй улталать. Пурнăç хĕрхенмест ун пек айвана, вăхăт çитсен, ун куçне уçатех. Куçне уçать те — хăйне çапса хуçать.
Тĕп-тĕрĕс хыпар çукран Наçтукăн суя ĕмĕчĕ те сӳнсех ларманччĕ. «Санька, тен...» текелесе, тем ĕмĕтленетчĕ, йăпанатчĕ-ха вăл. Упăшкине ĕмĕтре «таркăн» мар, вăйлăрах çын тума тăрăшатчĕ, мĕскĕн...
Тĕп-тĕрĕс хыпара Праски Самлейрен илсе килнĕ. Яла таврăнсан, вăл тӳрех Кĕтери патне хашкаса чупса пычĕ.
— Сан упăшкуна пула аппан хĕрачине тытамак чирĕ ерчĕ, — терĕ вăл малтан. Вара йĕркипе каласа пама пуçларĕ: — Аппасем урам вĕçĕнче, вăрман çумĕнче пурăнаççĕ. Пĕррехинче аппапа йысна вăрмана вутă касма кайнă, çичĕ çулхи хĕрачине кӳршĕ хĕрĕпе килте хăварнă. Çавăнта вăрмантан виçĕ таркăн пырса кĕнĕ. Пĕри аппа хĕрачине нӳхреп тĕлне кăтартма хушнă, иккĕшĕ кӳршĕ хĕрачине пусмарлама тытăннă. Çав вăхăтра таçтан Чугуновсем пырса тухнă. Икĕ таркăнне тытса килкартинчех персе вĕлернĕ, Улька аппа хĕрачи çавсене пенĕ чух нӳхреп лаççинче пулнă, хăранипе çавăнтах тăнсăр пулса ӳкнĕ. Халь тытамак тытать ăна. Тытман чух та, мĕскĕн, аташса калаçкалать...
Кĕтери малтан Праски сăмахне ĕненсех те çитмерĕ.
Ана куçран пăхса:
— Суймастăн-и, Праски? Эс тепĕр чух ай-ай лайăх тыттаран, — терĕ.
— Тупата туршăн, суймастăп, — ĕнентерме тăрăшрĕ. Праски, — çын сăмахĕ кăна мар, хам куçпа куртăм. Таркăнсене пытарнă çĕре шăпах Самлее пырса çитсеттĕм. Санькăна палларăм та. Тепри Лешекки вырăсĕ пулмалла. Вĕсене йĕрлекенни те лешеккисем, Чугунов, терĕç. Улька тăнсăр выртнине çынсем часах асăрхайман. Нӳхреприне те куракан пулман, вăл тахăш вăхăтра тухса тарнă. Кӳршĕ хĕрĕ хăй те малтан чĕлхе çухатнă, кайран тин калаçа пуçларĕ. Çав каланă тăрăх, виççĕмĕшĕ Зар Ехим терĕм. Улька та унăн хĕрлемес пуçне асăнать...
— Çав пулмасăр, кам пултăр, — хăех Праские шантарса каларĕ халь Кĕтери. — Пĕлтĕр тĕпсакайĕнче вилĕмрен хăтăлнă, халь нӳхрепре. Ана та персе вĕлернĕ пулсан, хăнк та тумăттăм. Вăрманта пĕччен юлса йăлтах этем тĕсне çухатĕ. Хăй пĕччен ним тума та юрăхсăр çын вăл. Çуралаççĕ вĕт çавăн пек ухмахсем çут тĕнчене, авланаççĕ тата...
Кĕтери Наçтук патне чупрĕ. Килкартине кĕрсенех, хуçапа тĕл пулчĕ.
— Кин патне килтĕн пуль. Чирлĕрех-ха вăл. Ана халь кансĕрлемесен те пырĕччĕ, — текелесе, Кĕтери çулне пӳлсе тăчĕ Смоляков.
Кĕтери хуçаран хăрамарĕ.
— Сан патна мар! Пăрăн çул çнчен, эсремет. Ывăлна хăвах вĕлертĕн. Ман упăшкана та эсир пĕтертĕр. Халь Наçтук чунне кăларатăр ĕнтĕ, — вырăса куçран пăхса ăшалантарчĕ вăл.
Кирлĕ чухне чăвашла тă чухлать чăлах лавккаçă. Вăл темшĕн хаярланса кайнă çамрăк хĕрарăма çул пачĕ, хăй çавăнтах хытă пăшăрханса ӳкрĕ:
«Санькăсем пирки хыпар илтмен-ши? Ыйтмаллаччĕ иккен...»
Смоляков вара Кĕтери пӳртрен тухасса кĕтсе тăчĕ.
— Тархасшăн кала, Кĕтери, ху мĕн пĕлнине. Мĕн, хыпар пур-им? — йăлăнчĕ вăл, Кĕтери пӳртрен тухсан.
Лешĕ, хирĕç чĕнмесер тухса каяс тесе, ĕнтĕ хапха патнех çитнĕччĕ, çапах та чарăнса тăчĕ.
— Хыпар пĕлме Самлейне кай. Эп хам куçпа курман. Дезертирсене пурне те персе вĕлернĕ, теççĕ çынсем.
«Ма çилленет вăл мана? — тĕлĕнсе тăрса юлчĕ вырăс, çавăнтах тата хăйне лăплантарма тăрăшрĕ: — Суя хыпар пуль. Кинрен ыйтса пĕлес».
Пӳрте кĕрсен, Наçтук пӳлĕмĕ патĕнче чарăнса, итлесе тăчĕ. Унта шăпах. Тен, нимех те пулман пуль-ха.
Ывăлне вăрмана тарма ӳкĕтлемерĕ Смоляков, çавах ун шухăшне пĕлетчĕ. Пĕлетчĕ те шарламастчĕ. Çавăнпа вăл çамрăк хĕрарăмсем умĕнче хăйне айăплă пек туя пуçларĕ. Кинĕ патне кĕме хăрарĕ вăл, арăмне кĕме хушрĕ.
— Темскер çырать, ман çине çаврăнса та пăхмарĕ, — терĕ лешĕ, пӳлĕмрен чĕрне вĕççĕн тухса.
Наçтук пӳлĕмрен тухасса пĕр-ик сехет те кĕтрĕ пулĕ пăшăрханса ӳкнĕ кил хуçи. Ларсан-ларсан, вăл малти пӳлĕмре хуллен йынăшнине илтрĕ. Унтан пӳлĕмри хĕрарăм çĕр çурса çухăрни урама та илтĕнчĕ. Мăнтăр майра пӳрте хыпаланса чупса кĕчĕ.
— Ай, турăçăм! Пирĕн кин вăхăтсăр çăмăлланма пуçланă, — терĕ те вăл, упăшкине тĕртсе кăларса ячĕ...
Агитпроп пулса нумаях ĕçлеймерĕ Трашук укомра. Губкомран хут килчĕ: ăна Самара чĕнеççĕ. Воробьев тата уйрăм çыру та çырнă Трашук патпе: «Октябрь тĕлне каллех шкул уçатпăр. Хĕлле, мĕн тесен те, вăрçă шăпланать е пĕтсех ларĕ. Деникин Орелиа Воронеж таврашĕнче лакса ларчĕ. Хĕрлĕ Çар ăна каялла хĕсе пуçларĕ. Эс вăхăтлăха шкул пуçлăхĕ пулăн. Çын тупăнсан, вара сана каярахпа Мускава вĕренме ярăпăр. Тăван ялпа хуларан пĕ-тĕмпех хăпса кил, каялла часах таврăнаймăн. Ĕçӳсене майлаштарма эрне срок паратăп... Халь сухална, йăлăхтарчĕ пулсан, хырма та пултаратăн. Уссине хăвар. Çынна мăнаçлăрах кăтартать вăл...»
«Тĕлĕнмелле çын çав Иван Васильевич. Ĕç пирки çырнă вăхăтрах шӳт тумалли те тупать», — шухăшларĕ Трашук.
Хăй çапах та учитель сăмахне итлерĕ.
Тук кĕперĕ урлă каçсан, Трашук лавие каялла ячĕ. Çывăхрах масар. Вăл ашшĕ тăприне кĕрсе курма шутларĕ. Çакăнта, пĕр кĕтмен çĕртен, Мăрзабай тĕл пулчĕ; леш пĕччен çĕн тăпра, çĕнĕ хĕрес умĕнче пуçне чиксе тăратчĕ.
«Арăмне пытарнă-ши, мĕскĕн? Епле хуйхăрать? Арăмĕшĕнех Павел Алексеевич çав тери çунасса шухăшламанччĕ эп. Юратмастчĕ вĕт вăл Укахви инкене».
Çапла шухăшласа, Трашук Мăрзабайпа юнашар пырса тăчĕ. Леш йăшăлтатмарĕ. Трашук та вара хуйха путнă çынна сăмах чĕнмерĕ. Вăл хĕрес юпи çинчи çыруллă хăма татăкие асăрхарĕ. «Агафья» çырман-ха унта. «Анаста...» Нумай пулмасть ĕмĕрлĕхех куç хупнă çамрăк хĕрарăм ячĕ йĕкĕт чĕрине çиçĕм çиçнĕ пек пырса çурчĕ. Трашук, аманнă мулкач сассипе:
— Наçтук-и! — тесе йынăшса ячĕ.
Хуйхăпа чунĕ кӳтсе çитиĕ старик хускалса илчĕ, васкамасăр, Трашук енне çаврăнса пăхрĕ.
— Ĕлкĕреймерĕн, ачам! — терĕ вăл, йывăррăн сывласа. — Халь пирĕн килте ăна ют çынсем асăнаççĕ. Эпĕ каймарăм. Кивĕ йăлапа апат çисе, эрех ĕçсе асăнма пулта-раймастăп. Эсĕ те ан кай унта. Хăй вилес умĕн пире иксĕмĕре çеç асăннă вăл. Çыру çырса хăварнă, ярса ĕлкĕреймен... Пуçелĕк айĕнче тупрăм...
Мăрзабай кĕсйинчен хут кăларчĕ те Трашука тыттарчĕ, хăй: «Ăш çунать, хĕрлĕçыр шывне кайса сçем-ха», — тесе, масар урлă таçталла утрĕ.
Трашук пĕччен тăрса юлчĕ.
«Леш тĕнчерен» килнĕ çырăва уçса вулама темшĕн васкамарĕ Трашук. Наçтук тăпра айĕнче выртнине унăн пĕртте ĕненес килмест. Ун куçĕ умĕнчен чĕрĕ Наçтук каймасть... Венчете тăма шурă платье тăхăннă, сăнĕ салхуллă, куçĕ хупă. Куçна уçсамччĕ, Наçтук! Пĕр сăмах та пулин кала, «Трашук мучи» тесе куллуна янăрат. Çук, Наçтукăн тути кулмасть, куçĕ уçăлмасть... Трашука çавăнтах тепĕр Наçтук аса килет — ача чухнехи. Ку кулать, калаçать, анчах куçран пăхмасть. Пуçне аяккалла пăрса: «Тупрăн та, — тет. — Кусене ваттисем вулаççĕ. Юрĕ, эппин, Трашук мучи, вула. Тен, ман атте пек, ăслă пулса кайăн. Тулĕк асту, ухмаха ан ер!»
«Вула та ухмаха ан ер!» Çак сăмахсене ăшра çине-çине каласа, аллинчи çырăва çаплах вуламарĕ Трашук, çул çине тухса, ерипен кĕпер еннелле утрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...