Кĕпер :: Канăçсăр чунсем
Юлашки çулталăк хушшинче Трашукăн ăстăнĕ çивĕчленчĕ, тавракурăмĕ анлăланчĕ. Самана çавраçилĕ ăна хальччен хăпарса курман çӳллĕше хăпартрĕ.
Хулари чи пысăк çӳллĕшре, чаплă керменĕн виççĕмĕш этажĕнче, хуçа пек пуласса вăл кăçалччен тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман. Çапах сăпайлă йĕкĕт мăнаçланса каймарĕ. Мăнаçланма мар, хăй, такам умĕнче темшĕн айăплă çын пек, чун канăçне çухатрĕ. Пуринчен ытла вăрçăра юн тăкакан юлташесенчен уйрăлса юлни тарăхтарать ăна.
Çавна унăн аслăрах тусĕ Мăрзабай Çимунĕ лайăх курчĕ, мĕншĕн тесен Çимун хăй те çапларах çын. Хăйсен пурнăçри тивĕçĕ пирки Çимунпа Трашук пĕрле те, уйрăм та нумай шухăшласа курнă; канăçсăр-тăнăçсăр чуна кантарас тесен, пурнăçри тивĕçе тупасах пулать.
Тайман Сахарĕ коммунйст тивĕçĕпе тата хăй кăмăлĕпе Хĕрлĕ Çара çырăннă вăхăтра Çимуяпа Трашук та каясшăн пулчĕç. Каллех тиркерĕç вĕсене. Çимунĕ, чăнах та, сывлăхпа ниме юрăхсăр çын ĕнтĕ, тепĕр чух сĕтел хушшинче ларнă çĕртех хавшаса ӳкет. Трашук ун пек мар. Вăл пăхма та чип-чипер, ун сывлăшĕ те хăватлă: Атаман тăвĕ çине пĕр канмасăр чупса хăпарĕ. Пурпĕрех ăна та ура лаппи тӳрем тесе тиркерĕç.
Чăнах та çав, туссем вăрçăра юн тăкнă чух лăпкă хулари пурнăçпа епле çырлахас-ха! Трашука Блокăн хитре сăввисем те хумхантарми пулчĕç, Сафо юмахĕсем те йăлăхтара пуçларĕç.
Çав тапхăрта Çимун кăмăлĕ те тепĕр еннелле туртăна пуçларĕ. Канăçсăр чун валли ĕç тупма Мулла Анукĕ пулăшрĕ. Трашука садра çухатса хăварнă каç «анкă-минкĕ Тартюхсем» пирки калаçнине иккĕшĕ те манман вĕсем. Анук каланă пек, хальхи пурнăç çинчен пьеса çырса пăхас кăмăл та пур-ха Çимунăн. Малтан вăл, хăнăхмалла тесе, вырăсларан куçарса пăхас терĕ. Çутĕç пайĕнче пьесăсем тупăнчĕç, анчах хальхи пурнăç çинчен çырнисем çук. Вара Çимун Островский пьесисене кăмăлларĕ, малтанлăха «Бедность — не порок» текеннине суйласа илчĕ.
Тертлене-тертлене куçарса пĕтерчĕ Çимун. Халь мĕн тăвас ĕнтĕ? Анукпа иккĕш хулара пурăнса театр тăваймĕç вĕсем. Яла каяс пулать.
Çакăн пирки Çимун унчченех шухăшла пуçланăччĕ. Инспектор ĕçĕ кичем пек туйăнчĕ ăна, унăн халăх хушшинче ĕçлес килет, чăвашсем патĕнче. Çимун хăй виçĕмçул иккĕленнĕ пек иккĕленекен çынсем халь ялта йышлăланнă ĕнтĕ. Çаксене кивĕ йăласенчен хăпма, çĕнĕ пурнăç çулĕ çине тăма пулăшас пулать. Тата тепĕр сăлтавпа та ялалла туртăнать Çимун: Чулçырмана кайса килнĕренпе вăл ачипе арăмĕшĕн тунсăхлакан пулчĕ.
Ĕçлеме яла куçас майĕ те тупăнчĕ. Уесри çутĕç пайĕн пуçлăхĕ фронта кайнă хыççăн çав вырăнта ĕçлеме Самартан Малинин юлташ килсе çитрĕ. Хулари чăвашсем хăйсен вăрманти юлташĕ, Самарти учителĕ, килнĕшĕн тем пек савăнчĕç. Шур сухал вĕсене Воробьевран салам каларĕ, хыпарсем те пĕлтерчĕ. Воробьев шкулне хупнă иккен, курсантсене пурне те фронта ăсатнă. Çапах та пĕчĕк чăваш хĕл енне каллех шкул уçма ĕмĕтленет, тет, тăшмана пур фронтра та халех çĕнтерессе шанать, тет.
Кĕçех Куракхăвинчен çын ыйтса ячĕç. Хут хыççăн Радаев хăй килсе çитрĕ. Вĕсем те çутĕç пайĕн пуçлăхне вăрçа ăсатнă. Никама мар, Николаева яма ыйтрĕ Радаĕв.
Мулла Анукĕ, чăвашла спектакль лартас еçпе хĕрсе кайнăскер, «драматургран» юласшăн пулмарĕ. Ана укомра чарса тăмарĕç, вăл Куракхăви районĕнче хĕрарăмсем хушшинче ĕçлени лайăхрах пуле терĕç; чăваш ялĕсем унта нумайрах.
Çапла Хĕрлĕ çуртри чăваш колонийĕ саланчĕ, Трашук хулара пĕччен юлчĕ. Вăл яла каяс пирки сăмах та хускатмарĕ. Пĕр енчен, уком ярас çук, теиĕр енчен — Воробьев сăмахне манман Трашук: малалла вĕренме ĕмĕтленет. Кусемсĕр пуçне тата ăна хулара тытса тăракан тепĕр сăлтав та пур-ха.
Каç пулсан киле васкамасть Трашук. Ĕç нумайланчĕ.
Пĕррехинче ăна уком секретарĕ чĕнсе илчĕ те:
— Укомра пăхма чипертерех арçынсем иккĕнех юлтăмăр, Петров юлташ, — терĕ. — Ыттисем — уксах-чăлах та хĕрарăм. Сан сухалу вăрăм, ман çӳç вăрăм. Çавăнпа ĕçлеме те пире ыттисенчен ытларах тивет...
Çӳçĕ, чăнах та, вăрăм Ильииăн. Максим Горькинни пек. Вăл кабинетра пуçне алăпа тĕрелесе ларнă чух шăпах çавна аса илтерет. Анчах ларнă чух çеç. Ура çине тăрсан, вăл Трашука та мăй таран çеç. Ырă çын. Трашук хисеплет те, юратать те ăна. Çитменнине тата, вăл сассипе те, сăнĕпе те пăртак Мăрзабай Çимунĕ евĕрлĕрех.
Уком ячĕне пĕр вакун политикăлла литература килнĕ: кĕнеке, плакатсем, лозунгсем, хĕрлĕ хăмач ярăмĕсем. Çавсене Трашукăн уесри кашни ял валли уйăра-уйăра хумалла.
Трашук ĕçе хĕрӳ тытăнчĕ. Ана виççĕмĕш хутра пĕр пысăк пӳлĕм пачĕç. Каçсерен çавăнта тĕрмешет вăл. Ывăнсан, балкон çине тухса уçăлать; пӳлĕмĕ те, балконĕ те халь Трашукăн кабинечĕ пулса тăчĕç.
Балконĕ çурт тулашĕнче мар, çзфтрах темелле. Унăн пĕр енĕ çеç ӳçă — балкон пек мар, пӳлĕмĕн пĕр пайĕ пек курăнать. Кунта ĕлĕк çурт хуçин, Киселев улпутăн, кабинечĕ пулнă. Каçсерен, балкон çине тухса, Атаман тăвĕ çине пăхса ларнă улпут. Мĕн те пулнн шухăшласа ларнă пуль ĕнтĕ. Анчах, паллах, çакăнта кĕçех Чулçырмари Çăпата Михалин ывăлĕ хуçа пуласса шухăшламанах ĕнтĕ. Шухăшлама мар, çын каласан та, каçса кайса кулнă пулĕччĕ...
Çав улпут балконĕ Трашука питĕ килĕшрĕ. Вăрттăн кĕтес. Аялтан пăхсан, балкои çинче ларакан çын курăнмасть.
Кĕçĕр Трашук пӳлĕмре ĕçлемерĕ, чĕри вăрканипе, балкон çине тухса, клеткăри арăслан пек уткаласа çӳрерĕ.
Паян укома таçтан Илюша Чугунов килсе кĕнĕччĕ. Хăй питĕ васкатчĕ, Трашукпа калаçса та лармарĕ. Хыпарне те тулăклă каламарĕ, юлташне пăлхатса çеç хăварчĕ. «Пирĕннисем пурте пĕтнĕ пуль, ача. Урал фронтĕнчен хăрушă хыпарсем килнĕ. Тĕрĕсрех хыпар укома килĕ-ха, паян-ыран мĕн пĕлесснне пĕлĕн. Халь эп штабра мĕн илтнине ĕненсех çитместĕп. Васкатăп. Пĕлтĕрхи çулпа çӳреме тиврĕ мана», — терĕ вăл. Урăх ним те каласа ĕлкĕреймерĕ — ăна Ильин патне чĕнсе илчĕç.
Пирĕннисем Урал фронтĕнче — Чулçырмаран çур ял, Сухоречкăран çур ял тени те сахал. Чи паттăр, чи ăслă, чи вăйпитти çынсем унта. Нумайăшĕ унчченех пĕтнĕччĕ: Спирка, Пăликан, Нюра, Унтри, Кĕркури... Ыттисене пурне те паян Илюша каланă пĕр сăмах пĕтерсе хучĕ. Çав пĕр сăмахра — темиçе çĕр çыннăн хаклă пурнăçĕ. Кашнине уйрăм аса илсен — чăтма çук. Çак балкон çинчен пуçхĕрлĕ сикес килет. Чĕрĕ çынсен сăнĕсем куç умне килсе капланчĕç, чун тăвăрланса çитрĕ. Çав вăхăтра куç умне чи çывăх, чн хаклă сăн тухса тăчĕ. Рамаш!.. Тутине кăштах чалăштарса кулать. Çук, вилĕмпе юнашар тăрасшăн мар вăл!
Рамашăн çутă сăнĕ Трашук шухăшĕсене пĕр йĕркене кĕртсе ячĕ.
Çĕнĕ самана, çĕнĕ тĕнче юнлă çапăçура, йывăрлăхра çуралать. Ĕçхалăхĕн паттăр ывăлĕсем çутă малашлăхшăн пинĕ-пинĕпе пуçĕсене хураççĕ. Емĕрсен тăршшĕне вăрçăсенче нумай-нумай юхнă халăх юнĕ, çавах ун хĕн-хурлă пурнăçĕ пĕртте çăмăлланман. Çăмăлланма мар, йывăрланса пынă. Халĕ акă халăх вăрçăсене ĕмĕрлĕхе пĕтересшĕн çапăçать, хăйĕн ирĕкне, телейне ĕмĕрлĕхе çирĕплетесшĕн кĕрешет. Чаплă юрă сăмахĕсем аса килеççĕ:
Юлашки хут хăватлă
Çапăçу çĕкленет.
Интернационалпа
Этемлĕх вăй илет.
Çавăншăн вилеççĕ чи лайăххисем, чи хитрисем. Вăрçă пĕтĕ, эпир çĕнтерĕпĕр. Пинсем пĕтĕç — миллионсем юлĕç. Манĕç-ши чĕрĕ юлнисем вилнисене? Çук, нихçан та манмĕç. Вилнисен ячĕсем, çутă çăлтăрсем пек, тата хитререх инçете чĕнсе тăрĕç.
Çакнашкал шухăшсемпе Трашук чылайччен лăпланаймарĕ. Шыва сиксе те сивĕтеймĕн çав хуйхăпа кăварланнă чĕрене. Юнлă çырмана сиксе çеç сивĕнме пулать пуль. Илюшăн хуралса ларнă сăнĕ аса килчĕ. Вăл хуть ĕçе кайрĕ. Çакăн пек хĕрӳ ĕçе, юнлă ĕçе пуçа чикес килет халь... Йышăнмаççĕ вĕт Хĕрлĕ Çара! Эппин, тарса каймала мар-ши?..
Çук, апла та юрамасть. Кунтан тарни те, пĕр шутласан, дезертирла хăтланниех пулать. Ильин хăй те вăрçа кайĕччĕ акă, анчах парти ăна кунта çаиăçма тăратнă. Трашука та партн тăратнă мар-и?
Халĕ ĕнтĕ ăна Çимунпа Мулла Анукĕ шухăшласа хунă еç те ача вăййи пек курăнмарĕ. Çимун хăйĕн тивĕçне лайăхрах ăнланнă иккен. Парти ĕçĕшĕн кĕрешме урăх хĕçпăшал тупнă вăл.
Хулари театра кирлĕ пек ĕçлеттересси те пирĕн хуйхă иар-и вăл? Ыранах Ильин юлташа асăрхаттарас. Театр кăтартакан спектакльсене курма халь ытларах шлепкеллĕ хĕрарăмсем çӳреççĕ. Рабочи халăх валли пултăр вăл, театр тени...
Тепĕр кунне Трашук уком секретарĕпе театр пирки, чăнах та, калаçса пăхрĕ. Илыш çамки çине усăнса аннă пĕр çĕклем çӳçне икĕ аллипе те ĕнси çинелле ывăтса майлаштарчĕ те каччă çине питĕ ăшшăн пăхса илчĕ.
— Ман шухăша пĕлнĕ пекех, питĕ вăхăтлă сăмах хускатрăн, — терĕ вăл, унтан Трашука хăратса пăрахрĕ: — Сана, Петров, агитпроп тăвас мар-и? Семыкин кайнăранпа çав пай кăшт уксахлакан пулчĕ пирĕн. Безрукова — лайăх коммунистка, анчах агитпроп ĕçне пĕччен çĕклеймĕ вăл.
— Пултараймăп, Тихон Сĕменович. Ытла çамрăк-ха.
— Эс ытла çамрăк, эп ытла ватă... Çамрăк пулнăшăн ан кулян. Эс ман пек пулăн-ха, эи вара сан пек пулаймăп. Çавах кулянмастăп. Сан пек çамрăксем халь Хĕрлĕ Çарта — полк е бригада командирĕсем. Вĕсенчен ан юл... Тепĕр çултан ак сана хам вырăна ĕçлеме хăварăп. Атя, атя, килĕш. Килĕшсен вара сана хамăн пĕр секрета каласа парăп.
Юлашки сăмахĕсене Ильин сассине пусарса, пăшăлтатса каларĕ. Хăй вара кăкăрне тьиса, кахлатса ӳсĕрме пуçларĕ.
Ун «секречĕ» тĕлĕнтерчĕ Трашука. Уком секретарĕ Тихон Ильич çамрăксем валли кĕнеке çырать иккен. Çавăнпа вăл çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр кабинетра пĕччен ĕçлесе ларать. Унăн тепĕр вăрттăнлăхне Трашук урăх çынран пĕлчĕ.
«Ильин юлташ нумай пурăнаймасть пуль. Упке чирĕ çиет ăна», — терĕ Безрукова Трашукпа ĕç пирки калаçнă чух.
Ильин паян пушшех Горький санлă куранчĕ Трашука: пичĕ путăк, сăнĕ салхуллă.
«Пурăнас кунĕсем пĕтсе килеççĕ пулин те, хăй çавах çыншăн, халăх малашлăхĕшĕн çунать...» Трашукăн пур ĕçре те ун пек пуласси килчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...