Кĕпер :: Самани улшăнсах тăрать
Тупă кĕрлени Чулçырмана илтĕнмест ĕнтĕ. Фронт тени, çуркунне Иĕнерлĕ Ту патне çитнĕскер, халь таçта-таçта, Чулçырмаран темиçе çĕр çухрăма куçнă. «Колчак» сăмах та илтĕнми пулчĕ. Дутовĕ пирки те шавламаççĕ. Вăрçăран килекен çырусенче пĕрисенче Деникин ятне асăнаççĕ, теприсенче тăшман ятне пачах мереккелле, «казара» тесе çыраççĕ. «Казарисем» инçетрех те мар иккен, пĕр çĕр аллă çухрăмра çеç — Чулçырмаран тӳрех кăнтăр енче.
Салтаксенчен çырусем килеççĕ-ха. Килеççĕ-килеççĕ те... тăруках килми пулаççĕ. Елĕм-Чĕлĕм хăйĕн кинĕсене каллех авланатăп тесе хăрата пуçланă. Пали партизанра çӳресе киле таврăннăччĕ, çăва тухнă çĕре ăна та Хĕрлĕ Çара чĕнтерчĕç. Унăн çырăве килет-ха, Кĕркурин вара килми пулчĕ.
Упăшкинчен çыру килми пулнăшăн Праски хуйхăрсах ӳкмерĕ. Пĕлтĕрсенче те нумай вăхăт çырусăр пурăнчĕ-ха вăл. Кайран çырăвĕ те килчĕ, Кĕркури хăй те тупăнчĕ. Тупăнчĕ те — каллех çухалчĕ. Пытанмалла вылянă пек. Халĕ хут татăлни ытлашши кулянтармарĕ Праские. Кĕркурирен кăна мар, пĕрле кайнисенчен пуринчен те сасартăк çыру килми пулнă. «Пурте пĕр самантра харăс вилсе выртман пуль-ха», — тет Праски.
«Туппир мĕн пулсан та, эп айăплă мар, хăй айăплă, — сивлет вăл упăшкине. — Çынсем салтакран таврăнсан, çулталăк ытла килте пурăнчĕç, тĕп килрен уйрăлса тухса, хăйсем валли çурт-йĕр çавăрчĕç. Вăл пур, киле таврăннăшăн та савăнмарĕ, виç-тăватă уйăх пурăнчĕ те вăрмана тарчĕ. Тартăр! Эп хам та тарма пултарап...»
Праскин çăмăлттай пуçĕнче çакăн пек çил вĕркеле пуçларĕ. Куншăн Мулла Анукĕ айăплă мар-ши?
Еç вăхăтĕнче пулин те, Анук çамрăк хĕрарăмсене хăй патне пухса калаçрĕ. Йăлтах салтак арăмĕсем пухăнчĕç. Калаçнинчен усси те нумаях пулмарĕ ахăр. Анук Совет влаçĕ хĕрарăма ирĕке кăларнă пирки сăмахларĕ, халь хĕрарăм арçынпа тан, терĕ. Лешсен урăх хуйхă: «Хăçан упăшкасене киле яраççĕ? Хăçан вăрçă пĕтет?»
Пухуран салансанах манчĕç пуль Анук сăмахĕсене, Праски вара асра çирĕп тытса юлчĕ. Вăл, «арçынпа тан» пулса, хуняшшĕне те, инкĕшне те итлеми пулчĕ, хăй пĕчченех мунчара кăмăшка вĕрете пуçларĕ. Вĕретнĕ кăмăшкине Праски хăех «арçынпа тан» ĕçет.
— Ухмах! — тет хуняшшĕ, — власть чарман чух ...ăмăшка вĕретмерĕн, халь, мĕн, тĕрмене ларас терĕн-им?
— Лартчăр, ...ăрамастăп, ...ăмăшка ĕçсе те пулин чуна ...антарам, — тет Праски, хуняшшĕне тӳррĕнех витлесе.
Вунтăххăрмĕш çул çамрăк Совет çĕршывне çăмăллăх кӳреймерĕ. Вăл пĕр енчен йывăртарах та пулчĕ. Ют патшалăхсем, Совет влаçне пĕтерес тесе, тата хытăрах вăй хура пуçларĕç.
Вăраха кайнă граждан вăрçин йывăрлăхĕсем, çĕршыв тăрăх тинĕс хумĕ пек сарăлса, Чулçырмана çĕнĕрен килсе çапăнчĕç. Çуркунне вунтăххăр тултарса çирĕме кайнисене Херлĕ Çара чĕнтерчĕç. Шăп тырă çине тухас умĕн вунтăххăра пуснисем те, Рамаш тантăшĕсем, салтак юрри юрласа, Тук кĕперĕ урлă каçса, хулана ăсанчĕç.
Арçын ялта каллех сахалланчĕ. Тайман Сахарĕ те хуларан таврăнмарĕ. Кĕçех Шатра Микка та хула еннелле тухса кайрĕ.
«Камунсене пурне те вăрçа илеççĕ. Совет влаçĕн пăкки шаннă», — тесе калаçа пуçларĕç ялта пĕрисем. Теприсем урăхла калаçрĕç: «Камунсем хăйсем ирĕкпе вăрçа каяççĕ. Ялта халăхшăн укçасăр ĕçлерĕç, халь халăхшăн вилме кайрĕç», — теççĕ. Кусем çапла халăх хушшинче нимрен хăрамасăр калаçаççĕ, лешсем шикленерех, вăрттăн чашкăраççĕ.
Шатра Микка та ялтан кайнипе ял Совечĕ пуçсăр тăрса юлчĕ. Çитменнине тата, шăпах çав вăхăтра яла çуркунне Колчакран укçа шыраса илме кайнă куштансем таврăнчĕç.
Тĕрмере ларакан тăхăр чăваш пирки уесри влаçсем ним тума аптранă. Çуркунне Кутяков Тоцкинчен кунти трибунала ăсатнă вĕсене. Хут çырман. Мĕншĕн вĕсене суд тумаллине никам та пĕлмест.
Хăйсем кăтартнă тăрăх пурте кулак мар имĕш: чухăн та, батрак та пур вĕсем хушшинче. Чухăнĕ: «Мана свидетель пулма Пуян Танюш чĕнчĕ», — тет; батракĕ: «Мана хуçа хăй вырăнне ăсатрĕ», — тесе ĕнентересшĕн. Пĕр енчен — кулă, тепĕр енчен — хуйхă. Хăйсене ĕненме çук (Колчак патне укçа шырама кайнă!), анчах вĕсен айăпне кăтартакан хут та çук...
Çав сăлтавпа чĕнтернĕ пулнă-мĕн Сахара. Тайманкинăн хăйĕнех çăлмалла пулнă вара путсĕр янташĕсене. Ревком хучĕ пирки те, çуркуннехи пăлхавлă пуху пирки те асăнмарĕ вăл кунта. Сахар хистенипе, вĕсене тĕрмерен кăларса ячĕç, ăна хăйне, поручитель пулса, алă пусма хушрĕç.
Пĕр иккĕленмесĕр алă пусрĕ Сахар, алă пусрĕ те икĕ çыру çырчĕ: пĕрне — Куракхăвине, Радаев патне, теприне — яла, Тарас ячĕпе: Радаева яла таврăнакан куштансем пирки асăрхаттарчĕ, Тараса хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайни çинчен пĕлтерчĕ, сунтăх тĕпĕнчи ревком хутне Шатра Миккана кайса пама хушрĕ.
Çыру илсен, Тарас макăрмарĕ. Ашшĕ хыпарне пĕлтерсе, амăшне макăртрĕ вара. Сунтăх уççине ашшĕ, хулана кайнă чухнех, Тараса парса хăварнăччĕ. Ревком приговорне тупса, Шатра Микка патие кайрĕ ача. Анчах лешĕ хутне илмерĕ. «Эп хам та парти чĕннипе Хĕрлĕ Çара каятăп, ревком приговорне хăвах усра», — терĕ.
Микка пичче килĕнче Паçук инке йĕрет, килте — амăшĕ. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ Тарасăн? Ревком хучĕ те пăшăрхантарать ачаиа. Епле усрам ăна? Тарас Лешеккине инкĕш патне чупрĕ. Оля ревком приговорне вуласа пăхрĕ те, унта Фальшина та асăннăшăн хĕпĕртесе:
— Юрĕ, Тараска, ку питĕ хаклă хут. Эп ăна хамах усрăп, — терĕ.
Хуняшшĕ таврăнманни Ольăна тĕлĕнтермерĕ, коммунистсене Хĕрлĕ Çара чĕнекен хут кунта та килсе çитнĕ...
Хаяр Макар хуларан таврăннă хыççăн виçĕ кун тăтăшах мунча хуттарчĕ, тĕрме пыйтисене мунча чулĕ çинче ăшаларĕ, хăй милĕкпе вирлĕн çапăнчĕ. Ял тăрăх тата сакăр тĕлте шăматкуна кĕтмесĕрех мунча тĕтĕмĕ йăсăрланчĕ. Ку эрнене вара ял çыннисем хăшĕ «мунча эрни», хăшĕ «кулак эрни» терĕç. Çĕнĕ сăмаха Тимĕркке сарчĕ:
— Камун эрни шăпланчĕ, кулак эрни пуçланчĕ. Миккапа Сахар вăрçа ăсанаççĕ, Таыюшпа Макар пыитă ăшалаççĕ. Замана!
Тимĕрккен хăйĕн шухăшне пĕлме хĕн. Вăл камунсене те, кулаксене те тăрăхлать. Хăй тĕрĕссипе мĕн шухăшлать-ши? Чехсем кайсан, вăл урама тухса ташларĕ. Кайран хăйĕн кăмăлне нимпе те палăртмарĕ. Пăлхавлă пуху вăхăтĕнче ниçта хутШăнмасăр юлчĕ.
Пĕррехинче Ахтем Макарĕ Тайман Сахарне ун пирки:
— Ку Заманаран самана çынни пулма пултарать вĕт, Захар Матвейчă. Ана хамăр енне çавăрсан, лайăх пулĕччĕ, — терĕ.
Ун чух Самана Тимĕрккине сăнама Сахарăн май пулмарĕ. Шатра Микка та питех ырламарĕ Макар шухăшне, «пуянсемпе пĕрле ĕçет» тесе иккĕленчĕ. Кайран Сахар тавçăра пуçланăччĕ. «Хăй пуян та мар, чухăн та мар. Вăтам. Унăн шӳтле сăмахне халăх кула-кулах тăнлать. Аслă çын. Хаçат вулать. Хăйпе тӳррĕнех калаçса пăхас». Çапла палăртса хунăччĕ вăл. Тăвасса ним туса та ĕлкĕреймерĕ...
Сахар туса пĕтермен ĕçе Радаевпа Арланов сасартăк туса хучĕç.
Çĕнĕ учителе, «катари чăваша», ял çыннисем кăмăлларĕç. Уçă кăмăллă çын, яланах шӳтлеме юратать, чăвашла мереккелле калаçать: «Çут тинче», «Чай иçме лар», — тет.
Сăрт çинче пурăнакан Тимĕркке яла аннă чух Мулла Анукĕн пӳрчĕ çумĕпе иртсе çӳрет. Кама та пулин тĕл пулсан, пĕр-ик сăмах каласа саламлать те «Замана!» тесе кăшкăрать.
Пĕррехинче Анук чӳречи уçăлчĕ. Чӳречерен шакла пуçлă учитель йăл кулса пăхса тăрать. Тимĕрккепе Арланов хальччен паллашманччĕ-ха. Халь паллашрĕç. Малтан сăмах чĕнмесĕр пĕр-пĕрин çине ухмахсем пек шăл йĕрсе пăхса тăчĕç. Тимĕркке тӳсеймерĕ, сасартăк паян хаçатра вуланă сăмаха кăшкăрса ячĕ:
— Бролетарий — на коня! Учитель кăчăк туртрĕ те:
— Кил, бролетарий. Паллашмалла чай иçĕпĕр, — терĕ.
— Чай вырăссем ĕçеççĕ, чăваш чей ĕçет... кăмăшка çук чух, — терĕ Тимĕркке, пӳрте кĕрсен. Çавăнтах кăмăшкине вырăнсăр асăннăшăн ӳкĕнчĕ те урăхларах çавăрса хучĕ: — Ку пӳртре кăçал камунсем пурнаççĕ, кăмăшка ĕçмеççĕ. Ирĕксĕрех чей ĕçес пулать.
— Хаçат вулатăн, ху титтим чăваш пек хитре сăмаха пăсатăн. Ком-мунист тесе калама вирен, — тĕртсе хучĕ АрлаНов.
— Сансăрах пилэп, — терĕ Тимĕркке, сăмаха юриех учитель пек пăсса. — Шатра Микка тесен, камун пулать вăл. Евграф Архипович пулсан, ком-му-нист вара.
— Эпĕ коммунист мар-ха, Владимир Наумович, сан пекех сочувствующи çеç.
Хальччен калаçса паллашман пулин те, пĕр-пĕрин ятне çынран ыйтса пĕлнĕ-ха вĕсем. Иккĕшĕ те савăнчĕç халь: учитель — Чулçырма чăвашĕ ун ятне пăсмасăр каланăшăн. Тимĕркке — çĕнĕ учитель ăна та сочувствующисен шутне кĕртнĕшĕн. Камунсем ун çине тӳртĕн пăхнăшăн пăшăрханатчĕ вăл. Тен, Ахтем Макаре сĕннĕ пек, Сахарсем Тимĕрккепе калаçнă пулсан, вăл хальччен сочувствующинчен те ирттернĕ пулĕччĕ.
— Эс, мыскараçă, ман кăмăла ăçтан пĕлен вара? — хăй хĕпĕртенине пытарма тăрăшса ыйтрĕ Тимĕркке.
— Пилеп, — терĕ Арланов, пӳрнисене черетлĕн хутлатса. — Чехсем кайнă чух эсерсен лозунгне тăрăхланă? Пĕрре! Пролетарии всех стран, соединяйтесь тесе ташланă? Тепре! Халь кумушка иçме пăрахнă? Виççĕ...
Çапла паллашса туслашрĕ икĕ мыскараçă.
Хăйне хăй сочувствующий тесе, Арланов ахальтен мар каларĕ. Хальччен партие кĕме шухăшламанччĕ вăл. Халь Антонина Павловна унăн чĕрине те, пуçне те çавăра пуçларĕ.
«Халăха ытларах усă кӳрес тесен, партие кĕрес пулать», — терĕ вăл.
Радаев Сахар çырăвне илнĕ хыççăн тепĕр эрнерен тин Чулçырмана кайма ерçрĕ. Ялти ĕçсемпе паллашрĕ те вăхăтлăха икĕ Совета пĕрлештерме шут тытрĕ. Коммунистсен пухăвĕнче Фиронова Радаевпа труках килĕшмерĕ, партин наци политикине пăсатпăр капла, терĕ.
— Çук, ним чул та пăсмастпăр, — хулăн сасăпа кĕрлерĕ Радаев. — Каларăм-çке — вăхăтлăха! Хĕле кĕнĕ çĕре чăвашран икĕ-виçĕ коммуиист тупăр, каччуна та коммунист туса çитер, — Арланов пирки тĕртсе хучĕ вăл Тоньăна, — ху лайăхрах чăвашла калаçма вĕрен, Оля упăшкин çемйине пурăнма куçтăр... Вара Чулçырмара та уйрăм Совет тăвăпăр, тен, ун чух комячейка та уйрăм пулĕ. Халĕ чăваш ялне çаплипех хăварма пултараймастпăр, Тĕрмерен таврăннă кулаксем халлĕхе шăпăрт-ха, мунча кĕреççĕ, самогон ĕçеççĕ. Анчах кĕçех вĕсем яла хăйсене май пăтратма пуçлĕç. Тайманкин юлташ та çавăн пирки асăрхаттарать...
Радаев кăшт сывлăш çавăрса чарăнса тăчĕ те, кĕсйинчен Сахар çырăвне кăларса, Фироновăна пурте илтмелле вулаттарчĕ.
— Илтрĕр-и? Пирĕн коммунист поручитель пулса алă пуснă, — янăрарĕ малалла вăйлă сасă. — Хăй вăл яла таврăнмарĕ. Унăн тивĕçне эпир тумалла. Совет ĕçĕ Чулçырмара пĕтĕмпех сӳнсе ларнă. Вăхăтлăха сирĕн пурин те чăваш енче ытларах ĕçлес пулать. Пĕр ял Совечĕ пулмасан, ун пек ĕçлени килĕшмĕ. «Пирĕн хамăрăн Совет пур, сирĕн ĕç мар», — тесе хăваласа ярĕç сире. Çавăн чух вара, чăнахах та, партин политикине пăсни пулса тăрĕ. Ан пăшăрханăр, эп ку ыйтăва райкомра та, хулара та килĕштерсе майлаштарăп. Халь ĕçе тытăнар. Продразверстка ĕçĕ кĕтмест, самогон вĕретекенсене те халех чармалла. Чухăнсене ӳкĕтлĕр, пуянраххисене тӳрех хулана тытса ăсатăр...
Оля куккăш калаçнă чух ун çине пăртак хурланса, ăна шеллесе пăхса ларчĕ. Епле савăк, уçă сăнлă çынччĕ, пурнăç сĕткенĕ пĕрĕхсе тăратчĕ унран. Халь куç айĕсем хуралнă, тĕттĕмленнĕ. Кулма-ахăрма пĕлмен çын тейĕн. Сывлăхĕ начар. Суранĕсем аптратаççĕ, тепĕр чух темле чир тытса пăрахать ăна. Шăлне шатăртаттарса йăваланать вара, мĕскĕн. Рамаш та фронтран çавăн пек хуралса, пăсăлса таврăнĕ-ши?! Мĕн пулсан та, чĕрĕ таврăнтăрччĕ...
Çапла шухăшласа ларнă çĕрте Оля сăнĕ сасартăк çуталса кайрĕ. Ашра тем калт! тĕртсе йăшаланчĕ пек. Мĕскĕн куккăшне те манса кайрĕ вара çамрăк хĕрарăм.
«Рамаш ачи йăшăлтата пуçларĕ!» — савăнса шухăшларĕ вăл.
Юлашкинчен Радаев сăмахĕпе пурте килĕшрĕç. Совет ĕçĕсене халлĕхе туса пыма уполномоченнăй кирлĕ терĕç. Пĕр çын пирки шантарса хĕрӳ калаçрĕ Антонина Павловна. Ун сăмахне шанса, ун урлă Арланов сăмахне итлесе, уполномоченнăй тума Тимерккене палăртса хучĕç.
Тата икĕ кун иртсен, Арланов, хăй питĕ ăслă та мăнаçлă çын пек, Тимĕрккене ăс вĕрентсе калаçрĕ:
— Асту, Владимир Наумович! Эс халь Замана Тимĕркки мар ĕнтĕ, Осокин юлташ, у-пол-номо-ченный! Глав-но-ко-ман-дующий тенĕ пекех илтĕнет. Нимсĕрех «Замана!» тесе кăшкăрма пăрах. «Бролетарий — на коня» тесе те вырăнлă кăçкăрас пулать.
— Сансăрах пĕлетĕп, — терĕ Тимĕркке, шăл йĕрсе. — Сана та йĕркене кĕртĕп, чăвашла тĕрĕс калаçма вĕрентĕп. Кашнп пăснă сăмахшăн штраф тӳлеттерĕп сана: «çут тинче» тенĕшĕн — вунă тенкĕ, «кăçкăр» тенĕшĕн — вунпилĕк тенкĕ, «чай иçме» тенĕшĕн — çирĕм тенкĕ.
Иккĕшĕ вĕсем, çӳлти кĕпер урлă каçса, каçа хирĕçех Малтикаса çул тытнăччĕ. Арланов Мирски Тимук çыран айне чăмнине курса юлчĕ те юлташне асăрхаттарчĕ.
— Ку батрак ми...мэнле? — халех чĕлхине юсама тытăнчĕ Арланов. — Совет влаçĕн юпи пулма пултарать-и?
— Ку батрак анчахрах тĕрмерен таврăнчĕ, — тавăрчĕ Тимĕркке. — Юпа пулас е «На коня» ларас вырăнне вăл кĕçех Мăрзабай çине утланса ларать ак. Халь Хаяр Макар валли кăмăшка шăршласа çӳрет пуль. Хăйсем вĕретме хăраççĕ.
Мирски Тимук, чăнах та, Чулçырма çыранĕ айне кăмăшка шăршипе аннă. Яла таврăнсан, тĕлĕнсе кайрĕ Тимук: пуянсем кăмăшка вĕретме хăраççĕ иккен. Ялĕпе те пĕр Чахрун Мишшипе Елĕм-Чĕлĕм кинĕ çеç иикамран хăрамасăр вĕретеççĕ-мĕн. Чахрун Мишшипе урăх çыхланас мар, терĕ Мирски Тимук, Праски патне çул тупрĕ.
Шупка тĕтĕм кăларакан турпас çунтарать Праски. Кăмăшка лайăх сăрхăна пуçланă вăхăта мунчана Тимук пырса кĕчĕ. Праски куркана малтан юхнине сăрăхтарса ĕçме хатĕрленнĕччĕ.
— Ытла час килтĕн, Тимук пичче. Хатĕр мар-ха, кăшт уçăлса çӳре, — терĕ Праски, каялла çаврăнса пăхмасăрах.
Тимук хирĕç чĕнмерĕ, мунча алăкне тачă хупса, юнашар ларчĕ.
Праски куркари шĕвеке сыиса ячĕ те:
— Санăн та ĕçес килет пуль, ярса парас-и? — тесе ыйтрĕ.
Мунчара тĕттĕм. Хĕрарăм кăмăшка сыпса ларать. Тимук алли хĕрарăм çурăмĕ çине шăппăн пырса выртрĕ. Праски çуçенсе илчĕ, çавах туртăнмарĕ те, шарламарĕ те. Вара Тимук хĕрарăма вăйпа урайне йăвантарчĕ те ăна çăхан сăхнă пек чуптума тытăнчĕ.
Кăмăшкапа вĕриленнĕ Праски малтанах парăнчĕ пек, анчах тепĕр самантран питне пăркаларĕ те ачаш сасăпа: «Чим-ха, Тимук, малтан эсĕ те сып-ха», — терĕ. Килĕшес пулчĕ Тимукăн, вăл, ĕçме хатĕрленсе, урайĕнче ура тăсса ларчĕ. Праски, ура çине тăрса, курка тулгарчĕ. Унтан вăл мунча алăкне тапса уçрĕ те сасартăк:
— Эс, тĕрме пыйти, мана автан пек таптас терĕн-им! Ав, Емпĕлти Альтука кайса тапта! — терĕ; хăй Тимука куркари сивĕнсе çитмен шĕвекпе питрен сапрĕ.
Ун пек-кун пек пуласса кĕтмен «автан» питне шăлса та ĕлкĕреймерĕ — Праски мунчаран чупса та тухрĕ.
— Тĕрĕс каланă çав Мирски Тимук тесе! Пăх-ха ăна! Мана та килсе çулăхрĕ. Эп Емпĕлти Альтук мар. Кирлĕ пулсан, çамрăккине тупăп... — мăкăртатрĕ самаях ӳсĕрĕлепуçланă Праски.
Сăрхăнакан кăмăшкипе антăхнă «автанне» çаплипех пăрахса хăварчĕ вăл, хăй Кĕтери патне кайса мухтанас терĕ.
Тимук, ним пулман пекех, кăмăшка вĕретме юлчĕ. Пĕр курка тултарса сыпсан, çĕлен пек чашкăра пуçларĕ:
— Чим-ха, тепĕр чух вĕçерĕиеймĕн. Вĕçерĕнме мар, хăвах чĕнсе илĕн. Чĕнмесен — эсĕ те тĕрме пыйти пулса курăн.
Çыран айккипе тăнкăлтатса пыракан Праски Тимук мĕн чашкăрнине илтмерĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...