Кĕпер :: Тăван ялта
Яла мĕнлерех çын килнине никамран малтан Мăрзабай сисрĕ. Сисрĕ те çав çынна хăнана чĕнтерчĕ.
— Ай, турăçăм! Эс тупăнни Тимуш шаллăм вилĕмрен чĕрĕлнĕ пекех пулчĕ маншăн. Курманни те пилĕк-ултă çул. Çитменнине, Хрулкка сан пирки хыпарсăр çухалнă тенĕччĕ, — вашаватлăн вĕтеленчĕ хуçа.
Хăни те кăмăллăн чăмăртарĕ хуçа аллине. Пĕлет вăл: Мăрзабай, хăйĕн шухăшне пытарма вĕренкеленĕ пулин те, кăмăл-туйăмне пытарса, суя сăмах калаймасть.
Вара авалхи кӳршĕсем, тĕнчере нимле революци те пулман пекех, шăкăл-шăкăл калаçма пуçларĕç.
Ахтем Макарĕпе Тарас кӳршĕ ялта курнă сарă сухаллă çын чăнах та Тайман Сахарĕ пулнă.
Çук, июнĕн саккăрмăшĕиче, чехсем Самара илнĕ кун, вилмен вăл. Станцире, Казанцев ĕмĕтленнĕ пек, чăнах та, пирĕн подрывниксем ĕçленĕ. Малтанах вĕсем, хăйсен ĕçне тума васканипе, çывăхрах юнлă тытăçу пуçланнине асăрхайман. Каярах тавçăрса илнĕ те тăшмана сасартăк тылран хупăрланă. Вара чехсем Сахар вилĕм кĕтсе выртнă самантра Зубчаниновка еннелле вирхĕннĕ.
Казанцев ушкăнĕнче чĕрĕ юлнă çынсем, подрывниксемпе пĕрле дрезинăсем çине ларса, Кинель станцине чиперех çитнĕ. Самартан йĕркеллĕрех чакнă Хĕрлĕ Çар чаçĕсемпе Пăслăк е Пăрслан еннелле кайма ĕлкĕреймен вĕсем. Казанцев вара Кинельтен пĕр аллă-утмăл çухрăмри Черккаск ялне, тăванĕсем патне, кайма шут тытнă. Тайманкина та хăйпе пĕрле пыма чĕннĕ.
Пасарлăял пекех пысăк вырăс ялĕнче уйăх ытла пурăнчĕç вĕсем. Сухалсăр Сахара Пăрслан уесĕнче паллакан çын сахал мар. Çавăнпа вăл сухалне хырма пăрахрĕ. Казанцев — эсер пулнă çын. Вăл Совет влаçĕшĕн çапăçнине пĕлекен çук кунта. Сахар та халлĕхе пытанмасăрах пурăнма пултарать: шорник вăл. Ĕç хатĕрĕсене ăна юлташĕ тупса пачĕ. Вара «ютран килнĕ шорник» килĕрен çӳресе ĕçле пуçларĕ.
Казанцевпа Тайманкин, чехсене хирĕç пĕрле çапăçнăскерсем, ĕмĕрлĕхе туслашрĕç. Çĕнĕ тусĕ Хатаевичпа тавлашнине астăвать Сахар. Хай те халь унпа тавлашкалать, эсер пулнă юлташне коммунист тума тăрăшать...
Çук, Казанцева коммунист туса ĕлкĕреймерĕ Сахар. Тăшмансем вĕсене кĕçех уйăрса ячĕç.
Пĕррехинче, ялти купца патĕнче хăмăт-кутлăх çĕлесе ларнă чух, хуçа, паллă эсер, шорникна питĕ йăпăлтатса калаçрĕ.
«Вашкăртса калаçать, эсрел, — сисрĕ Сахар. — Казанцев пирки тĕпчет, шуйттан. Шанмаççĕ Казанцева. Тен, ун пирки пĕр-пĕр хыпар пĕлнĕ пуль...»
Сахар юлташне çийĕнчех систерчĕ, пытанма хушрĕ. Килĕшмерĕ Казанцев: «Пытансан, вĕсемшĕн, чăнах та, коммунист пулса тăратăп. Эсерсем кĕпĕрнери исполкомра мансăр та нумай пулнă. Шуррисенчен иытанмаççĕ вĕсем. Иртнĕ эсерлăхăм халь маншăн хӳтлĕх кăна вăл».
Çĕрле вара Казанцева арестленĕ. Сахар хăйне те арестлессе кĕтсе тăмарĕ, кирлĕрех инструментсене арчана чикрĕ те (арчине унчченех туса хатĕрленĕччĕ) тул çутăличченех ялтан тухса шурĕ. Аçталла каяс? Микӳшкел еннелле кайма юрамасть, унта ревком пуçлăхĕ пулнă вăл. Вара Державинпа Таллă еннелле çул тытас терĕ.
Ывăлĕ усламçă арчи йăтса хĕвеланăçнелле танкканă вăхăтра ашшĕ, шорник арчи йăтса, хĕвелтухăçнелле васканă. Пĕр вăхăтра вĕсен хушши вăтăр-хĕрĕх çухрăма çывхарнă та, каллех тĕрлĕ еннелле пăрăнса кайнă.
Çул çӳренĕ çĕрте Сахар иртнĕ пурнăçа аса илсе йăпанчĕ, хальхи ĕçсем пирки шухăшласа хумханчĕ. Пасарлăяла та, Чулçырмана та пырса кĕме çук. Çапах тăван ял яхăннерех туртăнать-ха вăл. Мĕн шухăшпа? Сухал ӳстерсен те, ăна çĕнĕрен хырсан та, — ял çыннисем пурпĕрех тӳрех палласа илĕç. Шуррисене çĕнтерессе, Совет влаçĕ çĕнĕрен чĕрĕлессе чĕререн шанать вăл. Çавăнпа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тăван ял çывăхнех куçса пырать. Хушăран пĕр-пĕр ялта чарăнса ĕçлет: вăхăт ирттерет, хырăм тăрантарать, кăштах укçа та тукалать. Пĕр ялта ĕçлекелет те тепĕр яла куçать.
Хăйĕн пурнăçĕ пиркн, паянхи шăпи пирки хурланса та, ĕмĕтленсе те, тепĕр чух шӳтлесе те шухăшлать Сахар.
«Пĕр енчен, пытанса пурăнакан таркăн эпĕ халь. Тепĕр енчен, вĕçен кайăк пек ирĕк чун. Мĕн тесен те, çунатăма хуçаймарĕç-ха. Ирĕк чун! Ирĕк тени мĕн пулать-ха вăл? Эп ĕлĕк пĕччен пуçпа ирĕке тухасшăнччĕ. Çав шухăшпах тăван ялтан тухса кайрăм. Нумай ĕçлесе, чееленсе, çĕр ĕçлеме пăрахса, хам валли ирĕк пурнăç тăвасшăн тапаçлантăм. Пĕччен çын ирĕк пурăнма пултараймасть çав, тӳрех çăткăнсен аллине лекет. Пĕчченлĕх вак буржуйсен, мещенсен ирĕклĕхĕ ĕнтĕ вăл. Ун пирки Кăяш Тимкки те, Воробьев та нумай ăс вĕрентрĕç мана. Ĕçхалăхĕн ирĕклĕхĕ — пĕрлешӳре. Çавăнпа коммунистсен тĕп ĕçĕ — халăха пĕтĕçтерсе пĕр шухашлă тăвасси. Халăха çĕнĕ пурнăç тума вĕрентес ĕç — коммунистсен тивĕçĕ вăл. Ирĕклĕх тенине çапла ăнланмалла ĕнтĕ. Урăхла ăнланни анархизм пулать. Халăха пĕр шухăшлă тăвас тесен, чи малтан парти хăй пĕр шухăшлă пулмалла. Çавăнпа çирĕп дисциплина кирлĕ. Пысăк ĕç тума пысăк йĕркелĕх кирлĕ... Партие кĕрсен, пăркаланмалли пĕтет вара. Апла, ирĕклĕхе çухатса пусмăрлăха лекнп пулмасть-и вăл? Çук! Партие ирĕкпе кĕтĕм вĕт. Вилме те никам хистемесĕр хам ирĕкпе кайрăм. Халь манран çамрăккисем килте пурăнаççĕ. Эпĕ çемьене пăрахса хăвартăм. Камшăн, мĕншĕн? Пысăк çемьен, ĕçхалăхĕн телейĕшĕн çапăçма кайрăм. Кашни тӳрĕ кăмăллă çын çапла тумалла...»
Пĕччен юлса, вилĕмрен пытанса çӳрекен çын çакăн пек шухăшсемпе хытарма тăрăшать хăйĕн кăмăлне.
Чехсем хĕвелтухăçнелле куçма пуçланă вăхăтра Сахар Чулçырма çывăхнех пырса тухнă. Ахтем Макарне те, ытти ял çыннисене те курнă вăл, анчах ывăлне çакăнта тĕл пулма шухăшламан. Хумханса, пăшăрханса пăрăннă вăл ял тепĕр вĕçнелле. Вара, чехсен юлашки обозĕ иртсе пĕтессе кĕтмесĕрех, хулана васканă. Пĕр-ик çухрăм кайсан, утма çăмăлтарах пултăр тесе, арчине те вăрмана пăрахса хăварнă.
Хуларан шуррисем кайса пĕтнĕ. Сахар хăйĕн авалхи тусне, Кăяш Тимккине, час шыраса тупрĕ. Авандеев Сахара çемйи пирки, уйрăмах Рамаш пирки, ырă хыпарсем каласа савăнтарчĕ те ăна кăнтăрпа хĕвеланăç енчи чăваш ялĕсем тăрăх çĕнĕрен Совет влаçне йĕркелесе чĕртсе яма ăсатрĕ. Çавăнпа Сахар Чулçырмана чехсем кайнă хыççăн икĕ уйăхран тин çуна çулĕпе пырса çитрĕ.
Çичĕ çул курман çыкна ялйышсем хĕлĕпе хăна тăвĕччĕç. Ниçта та хăна пулса çӳремерĕ Сахар, пĕр Мăрзабай патне кăна канса килчĕ. Пĕлет Сахар: Мăрзабай Павăлĕ ăслă çын, хресчен пурнăçĕнче тарăн тымар янă. Ялта хисеплеççĕ ăна. Ун кăмăлне пĕлни ĕçе пăсмĕ...
Хуçа тӳрех хăйĕн шăллĕн ятне, Сахар тусĕн ятне, асăнни иккĕшне те кăмăллă сăмах пуçлама май пачĕ. Пĕрне-пĕри вăрттăн сăнаса, хушăран юптаркаласа та калаçрĕç ĕлĕкхи старшинапа паянхи коммунист. Тайман Сахарĕ, тӳррĕн ним тĕпчемесĕрех, хуçа кăмăлне лайăх туйса илчĕ, ялти ĕçсем пирки пĕлкелерĕ.
«Ялти ĕçсем киревсĕртерех иккен, ыран тата Лешеккине кайса килес», — шухăшларĕ Тайман Сахарĕ Мăрзабай патĕнчен таврăннă чух.
Шăп Çĕнĕ çул умĕн яла Шатра Миккапа Пали таврăнчĕç.
Сурхури каçĕ яланхи пекех пуçланчĕ. Ача-пăча йăва пухса çӳрерĕ, каччăсем кĕрпе, çу пуçтарчĕç, хĕрсем улах пӳртре пăтă пĕçерме хатĕрленчĕç.
Шатра Микка арăмĕ, упăшки пекех пĕчĕк те кернексĕрскер, куççуль юхтара-юхтара, улма икерчи пĕçерет. Савăннипе макăрать вăл. Амăшĕ йĕрет, ачисем çухăраççĕ. Микка хăй — арăмĕпе пĕрле йĕресшĕн те, ачисемпе пĕрле çуйăхасшăн та... Луччă йĕрес мар, çуйăхас терĕ вăл: пӳрте пĕр çĕклем ыраш улăмĕ йăтса кĕрсе çĕр урайне сарчĕ те çавăнтах ачисемпе пĕрле чикелене пуçларĕ.
Миккан пĕр пӳлĕмлĕ тăм пӳртне икĕ каччă пырса кĕчĕ. «Сурăх ури — сурхури!» — текелерĕç те сасартăк шăпланчĕç.
— Ĕлĕкхи пекех, пиртен кĕрпе-йăва ыйтмастăр. Юмах яртарас тетĕр пуль мана, — сăмах хушрĕ вара хуçа, ура çине тăрса. — Патша юмахĕсем пĕтрĕç. Патши те пĕтрĕ, юмахĕ те юлмарĕ.
— Патша юмахĕ кирлĕ мар, — терĕ пĕри, хăюлланса. — Пĕлтĕр пире Мишша-салтак çĕнĕ юмах ярса пачĕ. Малалли тепĕр сурхури çитсен пулать терĕ. Эс Мишша-салтакпа пĕрле ялтан тухса кайрăн, унăн юмахне пĕлетĕн пуль, çавна ярса парăн. Пырах ĕнтĕ, Микка пичче. Юмахсăр сурхури — çусăр пăтă пекех вăл...
— Ара, кĕтсех тăрăр! Çынни ларса та канман-ха... Апат та çимен. Хамăр та ашшĕне курса савăнаймарăмăр. Пымасть, пымасть юмах яма. Урăххине чĕнĕр, — çĕтĕлчĕ пĕчĕк хĕрарăм. Пукане пек ачисем ашшĕне уртăнчĕç, «ямастпăр, ямастпăр», — тесе çухăрчĕç.
— Чимĕр-ха, чĕмересем, ан уртăнăр! — ачисене сирчĕ те юмахçă каччăсене лăплантарма васкарĕ. — Çĕнĕ юмах ярса парасах пуль сире. Юрĕ. Юмахĕн вĕçĕ халĕ те çук-ха, пуçĕ пур — ярса парăп.
— Кай, кай, каскăн пуç! Тĕнче касса çӳреме вĕрентрĕ пуль сана хусах Мишша-салтак...
Паçук инке каллех çĕтĕле пуçланăран, каччăсем пăшăрханса ӳкнĕччĕ. Çук, ĕç пăсăлмарĕ. Микка пичче арăмне пырса кăтăкларĕ те, иккĕшĕ те вĕсем ахăрса кула пуçларĕç. Юлашкинчен Паçук инке каччăсене çатма аврипе юнаса: «Пырĕ-çке, пырĕ, чупăр», — терĕ.
Альтук акка патне кăçал юмах итлеме урăх урам каччисем те пухăнчĕç. Вĕт-шакăр ачасем халь пĕлтĕрхинчен йышлăрах. Хветюк каччăсем çумне явăçтарса хăварчĕ вĕсене пĕлтĕр. Пали ывăлĕ Пантюк та, Тарас та кунта. Юмах итлекенсем пĕр пӳлĕме шăнăçаймарĕç, алăк уçмалла пулчĕ.
Юмах вăрăма кайрĕ. Çĕнĕ йăла таçтан сиксе тухрĕ тата: ĕлĕк юмах итлекенсем пурте шăппăн итлесе ларатчĕç, юмахçă пĕр палăртса хунă çултан пăрăнмастчĕ. Халь итлекенсем, сăмах хушса, мĕн те пулин ыйтса, юмах йĕрне пăрса яраççĕ. Отрядра мĕн пулнисене, Чапаев пирки мĕн илтнине, Якаль хыпарĕсене тата Ленин çинчен юлташсенчен мĕн илтнине — пĕтĕмпех юмахласа, килĕштерсе каларĕ хĕрлĕ юмахçă Шатра Микка.
Альтук аккапа хĕрсем те сурхури пăтти çинчен мансах итлесе тăчĕç. Пăттине малтан çунтарса ячĕç, кайран сивĕтсе пăрахрĕç. Çапах кăçалхи сурхури пăтти, Шатра Микка юмахне итленĕ хыççăн, нихçанхинчен те тутлăрах пулнăн туйăнчĕ.
— Юмах вĕçне хăçан каласа парăн? — ыйтрĕ тахăшĕ.
— Вĕçне тăвас пулать-ха, ăна тума, тен, эсир те пулăшăр, — терĕ юмахçă. — Вĕçĕ, тума пĕлсен, ытарайми хитре пулать.
Тарас, киле таврăнсаи, Шатра Микка юмахне ашшĕне каласа пачĕ.
— Пичче пуринчен те паттăр ерой. Ана чи пысăк комиссар хăй мухтанă, — терĕ вăл юлашкинчен.
...Çĕнĕ çул кун ирхине Тайман Сахарĕ Шатра Миккан пĕчĕк пӳртне пырса кĕчĕ. Хуçа хăйĕн ачисем валли юмах ярса ларатчĕ. Урайне сарнă улăм купи çинче ăна кӳршĕре пурăнакан Ахтем Макарĕ те итлесе выртать. Юлташĕсем вăрмана тарнă вăхăтра вăл вилес пек чирлĕ пулнă. Халĕ те сывалсах çитмен-ха.
— Кӳршĕ ялта сана куртăм вĕт, Сахар пичче. Пирĕнпе калаçасшăн пулмарăн. Палламарăн-и е çапла кирлĕ пулнă-и ун чух? — сăмах пуçларĕ Макар пĕрне-пĕри сывлăх суннă хыççăн.
Калаçу пуçланчĕ. Тата Елĕм-Чĕлĕм Палине те чĕнтерме хушрĕ Сахар. Вара, урайенчен улăм çине выртсах, шăкăлтатса калаçрĕç паян тин çывăхланса çитнĕ çынсем.
Ялйыш тĕлĕнтерчĕ Сахара. Елĕк мĕскĕн сăнлă курăнакан çынсем халь йăлтах улшăннă. Паллаймăн. Хăйсен этем тивĕçлĕхне туйса, хальхи улшăнусен майне-шывне пĕлме, ăнланса илме тăрăшаççĕ.
Шатра Миккапа Пали Сахар ялтан кайнă чухнех авланнă çынсемччĕ. Ахтем Макарĕ çамрăкчĕ. Халь вăл та салтакра пулса курнă. Пур енчен те хитре çын. Чĕлхи çивĕч. Хăй ăслă та таса кăмăллă пулмалла. Асĕ те, чысĕ те куçран пăхсанах курăнать.
Сахара ăсатма çынсем урама тухрĕç. Унта Чахрун Мишши иртсе пынине курса голчĕç вĕсем. Лешĕ, ботинкине хывса, кăçатă тăхăннă. Сăран атă тăхăнса кураймасть пуль çав, мĕскĕн.
— Çакăнта ĕнтĕ вăл — пирĕн Совет влаçĕ, — терĕ Макар, тутине йĕрĕнчĕклĕн пĕркелентерсе.
— Хамăртан çеç килет, — хуравларĕ Сахар.
Сахар таçта-таçта та ĕçлесе, кĕрешсе, çапăçса курчĕ; халь акă унăн тăван ялта ĕçлеме тнвет.
Халлĕхе пĕччен-ха вăл кунта. Малтанхи большевиксемпе большевик пулма хатĕр çынсем ялтан кайса пĕтнĕ. Вăрçăра халăх ирĕкĕшĕн юн тăкаççĕ вĕсем. Пĕччен темех тăваймăн. Тивĕçлĕ çынсене, шанчăклă юлташсене шыраса тупас пулать. Пур вĕсем ялта, пур! Шатра Микка паян тесен паян партие çырăнма хатĕр. Пали килĕшес çук пек. Партизанта пулса та кăмăлпа улшăнса çитеймен-ха. Пĕркун шӳтлесе çеç: «Эрех ĕçме чаракан партие çырăнмастăп», — терĕ. Анчах шӳчĕ те, чăнлăхĕ те пулчĕ пуль çак сăмахра. Ахтем Макарĕ мĕнле-ши тата? Ку — тĕплĕ шухăшлакан çын, пĕр килĕшсен, вара çирĕп коммунист пулать вăл. Пашка Ваççипе те калаçса пăхсан юрать...
Лешеккинче те ик-виçĕ çын тупрĕ Сахар. Гревцевпа Галкин — Ахтем Макарĕ евĕрлĕ çынсем. Макар пекех, çулла партизана кайманшăн ӳкĕнеççĕ, халĕ Совета путсĕртерех çынсене суйланăшăн кӳренеççĕ. Хăйсем ун чух Хайкинпа хирĕçме асăрханнă.
Тата халь кăна яла таврăннă Ольăпа, ун урлă пĕр çамрăк хĕрпе паллашрĕ Сахар. Гимназире вĕреннĕ, учительница пуласшăн. Чулçырмара пĕлтĕрсеиче хресчен пӳртĕнче ĕçлеме пуçланă пĕр класлă шкул учитель çуккипе уçăлман кăçал. Çавăн пирки паллашрĕ те Сахар Тоня Фироновăпа.
Фиронова... Астăвать Сахар: 1905 çулта кунти хресченсем те пăлханнăччĕ. Киселев именине тапăннăччĕ. Фи-ронов хушаматлă çамрăк вырăс чиркӳ умĕнче пухăннă халăха хĕрӳ сăмах каларĕ. Кайран Фироновсен икĕ ывăлне стражниксем тытса кайрĕç. Иккĕшне те Çĕпĕре ăсатнă терĕç. Тоня çавсен йăмăкĕ иккен. Халь амăшпе иккĕшех пурăнаççĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлесе курман-ха, тин ĕçлеме пуçласшăн. Хулана кайса ĕç ыйтма та именет хăй. Сахар гимназисткăпа калаçса курчĕ. Пиччĕшсен çырăвĕсене кăтартрĕ именчĕк хĕр. Ссылкăран çырна çыравĕсем те пур, хальхисем те. Халь асли кăна çырать ĕнтĕ. Кĕçĕнни, граждан варçи пуçлансан, фронтра пуçне хунă. Асли Мускавра Продовольстви комиссариатĕнче ĕçлет. Тони политикăллă кĕнекесем те вуласа курнă, пиччĕшĕсемшĕн тунсăхланипе, хăй те политика пирки нумай шухăшланă.
— Пиччӳсен çулĕпе кайма шухăшламастăн-и? — ыйтрĕ Сахар чылай калаçкаласа ларнă хыççăн. — Коммунистсен партине кĕмелле сан. Пире вереннĕ çынсем тем пек кирлĕ, хĕрарăмсенчен — пушшех.
— Кăмăлпа халь тесен халь хатĕр, — терĕ Тоня. — Пултараймăп тесе хăратăп. Пурăнса та, ĕçлесе те курман. Çын кулли пулса тăрăн. Оля та хăйĕнпе пĕрле партие çырăнма чĕнет мана. Эпĕ ăна та, хама та чарса тăрап-ха. Ытла çамрăк эпир. Хулара пулсан, пырĕччĕ. Ялта хăрушăрах çав. Авторитет пулмĕ. Унсăрăн усă кӳриччен ытла сиен кӳрĕпĕр партие...
«Тăнлă калаçать. Еçлеме пуçлатăр-ха. Учительницăра ĕçлесен, авторитет та пулать. Малтан арçынсенчен ячейка йĕркелер. Каярах хĕрарăмсем те хутшăнĕç. Ял ĕçне халех пĕчĕккĕн хутшăнтарас», — шухăшласа хучĕ Сахар.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...