Кĕпер :: Юпасăр кĕпер


Рамаш хĕрлĕ ялавсемпе чечекленнĕ хула тăрăх ик-виçĕ кун хушши ашшĕ йĕрне шыраса çӳрерĕ. Пĕлекен çын тупăнмарĕ. Июнĕн саккăрмĕшĕнче пĕтнĕ пуль е, вилĕмрен хăтăлнă пулсан, тĕрмене лекнĕ пуль, теççĕ. Тĕрмене лекнисене те чехсем нумайăшне сутсăр-мĕнсĕрех персе вĕлернĕ. Çаплах тата учредиловка тĕрмисем те пĕрмаях лăк-тулли пулнă. Хăйсем тарас умĕн шуррисем тĕрмери çынсене темиçе пуйăспа Çĕпĕре ăсатнă...

Хыпарсем хурлăхлă. Коммунистсен клубĕнче те Тайман,Сахарĕн шăпине пĕлекен çук. Рамаш кашни çынна тĕпчет. Пĕр çӳллĕ, яштака, хитре вырăс йĕкĕчĕ питĕ тĕлĕнтерчĕ: хурлăхлă хыпарсем каланă чух та ахăрса кулать, сăмах пуçличченех кулать...

— Ха-ха-ха... Эпĕ те пиччене шыратăп. Никам пĕлекен çук. Те персе вĕлернĕ, те «вилĕм пуйăсĕпе» Çĕпĕре ăсатнă.

Çапла макăрас чух кулнă пек ахăрса калаçакан вырăсăн хушамачĕ Самарин пулса кайрĕ. Вăл çамрăк йĕкĕт тата тепĕр япалапа тĕлĕнтерчĕ: Рамаш Тайман Сахарĕн ывăлĕ пулнине пĕлсен, сасартăк чăвашла калаçа пуçларĕ. Çитменнине, пĕр такăнмасăр, питĕ таса калаçрĕ тата.

Иккĕн пĕрлешсе те шыраса пăхрĕç вĕсем. Анчах Тайман Сахарĕн йĕрне те, Алексей Самарин йĕрне те тупаймарĕç. Кĕçĕн Самаринĕ Воробьев пирки те пĕлме тăрăшрĕ.

— Вăл хулара юлса вăрттăн ĕçлерĕ. Пĕр уйăхран ăна та тĕрмене хупрĕç. Те персе вĕлернĕ, те «вйлĕм пуйăсĕпе» ăсатнă, — терĕ пĕр рабочи.

Андрей Самаринпа Роман Тайманов, Самара тĕрлĕ çулпа килнĕскерсем, хуларан пĕр çулпа тухса кайрĕç. Халĕ акă вĕсем Иван Кутяков патĕнче пĕр бригадăра. Рамашран кăшт аслăрах, Самаринран кăшт кĕçĕнрех хресчен ачи, батрак, хĕрлĕ генерал, вĕсене татах паттăрсен çулĕпе малалла ертсе кайрĕ.

■ Страницăсем: 1 2