Кĕпер :: Шатра Микка юмах ярать...
Çавăнтанпа пĕр канмасăр кунĕн-çĕрĕн çапăçать Чапаевăн унччен ĕçре пиçмен дивизийĕ. Епле йывăр килсен те, темиçе хут тăшман ункине лексе, çав ункăран нумай юн тăкса, аран хăтăлсан та — каялла чакма юрамасть. Вăхăтлăха çапăçуран тухса, дивизие. кантарма та май çук.
Паян тинех пĕр пысăк ялта кăшт. канса сывлăш çавăрма май килчĕ пек. Çĕрле Чапаев, шуррисен ункине татса, пысăк хăрушлăхран тухрĕ, тăшманăн тĕп вăйĕсенчен татăлчĕ. Анчах тăшмансем пĕр-пĕрне куçран çухатмаççĕ. Шуррисем юнашарах. Чилижнăй хуторта. Перкелешет тăшман, чапаевецсене кантарасшăн мар, хăй тӳррĕнех атакăлама хăрать. Чапаевăн та тăшмана хăваласа яма вăй çитмест.
Чапаев хăй пĕр-ик сехет штабра тĕлĕрсе илчĕ. Тул çутăлнă çĕре вăранчĕ, юнашар пӳлĕме тухса кĕчĕ. Юлташсем çывăраççĕ. Штаб начальникĕ çеç çук, патрульсене тĕрĕслеме кайнă пулмалла. Таçта сасăсем илтĕнеççĕ пек. Начдив кăшт тăнласа ларчĕ. Хăрамалли çук пулас, кая юлнисем çитрĕç-тĕр. Штаб начальникне кĕтсе, шухăша кайрĕ Чапай:
«...Ялсем, станицăсем, юханшывсем — вĕçĕмсĕр. Нумай вĕсем, астуса çитереймĕн. Çапах пурте асра юлаççĕ. Ялне çавăрса илетĕн, тăшмана унтан çапса кăларатăн, юханшыв урлă е кĕперпе, е тӳрех ишсе каçатăн, тăшмана хăвалатăн. Хăшпĕр ялта темиçе хут та пулатăн, юханшывсем урлă темиçе хут та каллĕ-маллĕ каçатăн, тытăçусен вĕçĕ-хĕрри вара çаплах курăнмасть. Кунта тăшман час-часах пиртен вăйлăрах пулса тăрать. Пирĕн пек походра мар вăл, килте çапăçать, çапăçăва çĕнĕрен çĕнĕ чаçсем кĕртет. Маневр тума вăй ытларах ун. Самар таврашĕнчен пулăшу кĕтсе илеймĕн çав. Чи шанчăклă полксене, Урал таврашĕнче пĕрре мар вутра пулнă командирсене, çавăнта хăвармалла пулчĕ. Хама çĕнĕ дивизи пачĕç. Пĕр дивизи — арми мар çав. Çак пĕчĕк вăйпах Урал фронтне тытса тăрас пулать. Каялла чакма юрамасть. Чаксан, пĕтĕм Хĕвелтухăç фрончĕ пăсăлма пултарать. Ленин шанать пире. Çук! Чапаев каялла чакмасть!
Эх, паттăр командирсем сахалтарах. Çапаçура та ытларах пĕтеççĕ çав паттăрсем, тепĕр çĕрте те кирлĕ пулаççĕ вĕсем. Çулталăка яхăн юнашар çапăçнă юлташсем, маттур та сатур командирсем, хăшĕ вăрçăра пĕтрĕç, хăшĕ халĕ Самар таврашĕнче çапăçаççĕ... Юрĕ. Çĕнĕ батальонсем, полксем пулччăр, командирсем тупăнĕç. Эп хам полксем ертсе çӳреме вĕреннĕ-и? Вĕренмен. Кутяков вĕренме мар, унччен вăрçăра та путлĕ пулса курманччĕ. Батрак шкулĕнче вĕреннĕ вăл. Пурнăç вĕрентрĕ пире. Тупăнĕç командирсем, Чапаев çапăçма вĕрентнĕ вĕсене...»
Начдив шухăшне сасартăк татса, пӳлĕме штаб начальникĕ килсе кĕчĕ:
— Василий Иванович, лайăх хыпар! Çĕнĕ пополнени килсе çитрĕ. Партизан отрячĕ. Пин çынна яхăн. Пурте хĕçпăшаллă. Вăйлă отряд. Командирĕ те, комиссарĕ те пур.
— Камсем, ăçтан килнĕ, — хавассăн сиксе тăчĕ Чапаев.
— Мĕнле калас? Хресчен ывăлĕсем. Хăйсенĕ партизан теççĕ. Вырăс, чăваш, мăкшă, тутар. Пăслăк уесĕнчен тухса, сана шыраса килнĕ. Пăслăк ревкомĕ Куйбышев юлташ хушнипе ăсатнă вĕсене кунта. Малтанах отрядра пĕр пилĕкçĕр çын пулнă, ыттисем çул çинче хутшăннă. Утлисем темиçе çĕр те пулĕ.
— Çĕнĕ батальонпа çĕнĕ эскадрон тăвас. Каярах уйрăм полк тăвăпăр. Командирĕ пур тетĕн-и? Офицер мар-и? — ыйтрĕ Чапаев, кăшт пăшăрханса.
— Прапорщик. Дутова аркатакан Павлов мичманпа пĕрле вĕреннĕскер.
Прапорщик тенине илтсен, Чапаев лăпланчĕ. Прапорщиксене шанать вăл, офицерсене, поручикрен пуçласа, шанмасть вара, юратмасть.
— Командирпа, хĕçпăшалпа килнĕ пулсан, мана стройпа кĕтсе илччĕр. Вĕсемпе хам калаçăп, — терĕ Чапаев. Хăй, штаб начальникĕ тухса кайсан, хĕçне майлаштарчĕ, унтан хура çăмламас буркине хул çине уртрĕ те чӳречерен пырса пăхрĕ. Вара хĕрлĕ тăрăллă çĕлĕкне тăхăнчĕ, уссине пĕтĕркелесе илчĕ...
Штаб начальникĕ командир йăлине пĕлет. Чиркӳ çывахĕнче строй тăратма хушрĕ вăл отряд командирне. «Утлисем — юланутпа, çураннисем çуран тăччăр», — терĕ. Хăйĕн помощникне строй умне пушă пулемет тачанки пырса лартма хушрĕ.
Осокин стройрах тăрать ĕнтĕ. Вăл Федотова мала пĕчченех тухма хушрĕ. «Чапая куратпăр! Чапай килет!» — шавлакалаççĕ чăвашсем. Унтан шăпланчĕç, пурте штаб пӳрчĕ еннелле пăхма пуçларĕç. Акă крыльца çине виç-тăватă çын килсе тухрĕ, строй еннелле çул тытрĕ. Хăшĕ Чапай-ши тесе шутламалла пулмарĕ: малти, çунатлă кайăк пек вĕçсе çывхараканни, паллах, Чапай ĕнтĕ!
Кĕмĕл хĕçĕ çинче ирхи хĕвел шевли вылять, çĕлĕк тăрри вут пек хĕрелсе ялкăшать.
Федотов савăнăçлă уçă сасăпа:
— Смирно-о! Равнение на середину! — тесе кăшкăрса ячĕ.
Чапаев çав вăхăтра, ярăнса утса килнĕ май, пĕр чарăнса тăмасăрах, тачанка çине сиксе хăпарчĕ.
Çĕнĕ пополнени стройпа питĕ хитре тăнине курсан, Чапаев та савăнса кайрĕ пулас. Федотов пекех хастарлăн:
— Здорово, молодцы! — тесе кăшкăрчĕ.
Партизансем кирлĕ пек харăс хуравлаймарĕç. Анчах Осокин отряда намăсран хăтарма пĕлчĕ-пĕлчех. Вăл строй умне тухрĕ те сасартăк хыттăн:
— Славному героическому начдиву Чапаеву — урра! — тесе кăшкăрса ячĕ.
Вăрçа хатĕрленнĕ çынсем «урра» кăшкăрма яланах хатĕр иккен. Вĕсен хăватлă сасси таврана хумлăн-хумлăн янраса саланчĕ.
— Çитĕ, çитĕ. Капла хытă кăшкăрса, тăшмана хăратса пăрахăр. Тавтапуç, хаклă юлташсем! — терĕ Чапаев, сасартăк кăмăллăн йăл кулса. Унтан вăл строй çине тинкерсе пăхса илчĕ те сăмах пуçларĕ.
Малтан вăл йывăр çапăçусем çинчен асăнчĕ. Пысăк йывăрлăхсем тӳсме лекет кунта, çавăнпа хăравçăсем, çăмăлттайсем кирлĕ мар.пире, терĕ.
— Аçта эсир халĕ, пĕлетĕр вĕт? Паттăрла çапăçакан Николаевск дивизийĕнче. Пирĕн кунта пурте геройсем. Хăравçăсемпе сутăнчăксем çук кунта. Пулас та çук!.. Тăшмана хăвăртрах çапса салататпăр та киле таврăнатпăр, вара тивĕçлĕ канма пултаратпăр. Пурте!.. Мĕнле, хăрамастпăр-и? Юрĕ. Хам тĕрĕслĕп сире. Халех пирвайхи урок туса ирттерĕпĕр. Кунтан инçех те мар, Чилижнăй хуторта тăшман пире вăрçтарса перкелешет. Çавна хутортан çапса кăларăр! Сире атакăна хам ертсе кайăп...
Юлашкинчен Чапаев урăххи çине куçрĕ.
— Сирĕн хушăра тĕрлĕ халăх çыннисем пур терĕç мана: вырăс, чăваш, мордва, тутар. Пирĕн дивизире чăваш çукрахчĕ-ха, ытти халăх пурте пур. Интернационал! Эпир кунта Совет влаçĕшен кăна мар, пĕтĕм тĕнчери революцишĕн çапăçатпăр...
Тепĕр икĕ сехетрен çĕнĕ батальонна эскадрона Чапаев, чăнах та, хăй ертсе кайрĕ. Хуторăн ячĕ мыскараллă пек туйăнчĕ чăвашсемшĕн. «Челник касма каятпăр», — терĕç вĕсем, шӳтлесе.
Малтанхи урок çĕнĕ чапаевецсемшĕн ăнăçлă иртрĕ. Паттăрлăх енчен кусем «кивĕ» чапаевецсенчен кая юлмарĕç, тăшмана хутортан час çапса кăларчĕç. Виçĕ Якур пеккисем хĕрӳлĕх енчен уйрăмах килĕшрĕç хĕрӳ начдива.
Ĕç хăвăрт пулса иртрĕ пулин те, вăрçă вăрçах пулчĕ ĕнтĕ. Батальон йышĕ кăшт чакрĕ: вилнисем те, суранланнисем те пулчĕç. Филькăпа Спирка та пулнăччĕ çак çапăçура. Анчах ăраскалĕсем вĕсен пĕр пек пулмарĕç. Тăшман пули Филькăн тусне шыраса туннă. Суранланнă çынсем хушшинче курах кайрĕ ăна Филька. Спирка тăнне çухатманччĕ, Филькăна курсан, тутине кулнă чухнехи пек тытма тăрăшрĕ.
— Вот... Чапая та куртăмăр ĕнтĕ. Пĕрле çапăçрăмăр. Эх, Илюшăпа Рамаш çук. Рамаша питĕ курас килет...
Урăх сăмах калаймарĕ çамрăк йĕкĕт, ĕмĕрлĕхе шăпланчĕ. Филька ун çумне кукленсе ларчĕ те пĕчĕк ача пек макăрса ячĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...