Кĕпер :: Мăрзабай тепĕр хут урăлсан...
Мăрзабай Павăлĕ, «пĕчĕк туй» хыççăн каллех сыпкалама пуçланăскер, авалхи тусĕ — Ятрус Хрулкки — килсе кайнăранпа пачах ĕçме пăрахрĕ. Пĕррехинче вăл хăйĕн тăрăшакан тарçине çапла каласа тĕлĕнтерчĕ:
— Тырă ан çĕрт урăх. Кăмăшка вĕретме чарăн.
Кашкăрăнни пек йăпăр-япăрах пăрăнман мăйне халь Мирски Тимук хуçа енне калт! пăрчĕ те кайăк йĕрлесе тупнă сунарçă йытти пек хытса тăчĕ. Хуçа кулса ячĕ.
— Эс мана ĕçтерсе вĕлерес теместĕн пуль вĕт, Тимофей Емельянчă? Çынпа пĕрле эпир те ĕçĕпĕр. Халь çын ĕретĕнчен туха пуçларăмăр...
Хуçа сăмахĕ тарçă кăмăлне каймарĕ иулмалла. Çавах вăл йытă вĕрнĕ пекрех кулса илчĕ те:
— Маншăн пурпĕрех, эп хам ĕçместĕп, — терĕ.
Урăлса йĕркене кĕрсе çитсен, Мăрзабай çине тăрсах самана таппине ăнланма тăрăшрĕ, хаçат тинкеререх вулакан пулчĕ, пĕлтĕрхи пекех, пуçне тĕрлĕ шухăшсемпе пăтрата пуçларĕ.
Самарти комуч влаçĕн ĕçĕсене ăнланса илеймĕн: пĕр енчен вăл хăйне хăй демократилле тытăм пек кăтартать, тепĕр енчен диктатор пулас текенсем пекех ирсĕр хăтланать. Совет влаçне хаяр власть тесе тиркетчĕç, анчах, хулара та, ялта та тискер ĕçсем кайран тин — чехсем Совет влаçне пĕтерсен, комуч влаçĕ ĕçлеме тытăнсан пуçланчĕç-ха. Хĕрлисен çапах та хăйсене майлă йĕркелĕх пурччĕ, пĕтĕм Раççейпе пĕр влаçчĕ. Шуррисен кашни кĕпĕрнерех тенĕ пек тĕрлĕрен йĕрке: Самарта — комуч, Оренбургра — Дутов, Çĕпĕрте — Çĕпĕр правительстви. Дутовне Самарти комуч влаçе генерал туса хунă, лешĕ çавах та, комучне пăхăнмасăр, хăй тĕллĕн çĕмĕрттерет... Çĕршыври паянхи лару-тăру пирки çынпа та калаçас килсе кайрĕ Мăрзабайăн.
Вара вăл Лешеккине, ĕлĕкхине аса илсе, чиркӳ çыннисем патне кайса килчĕ.
Пуп çемйинче те тăнăç мар иккен. Петр Сергеевич хăйĕн большевик-ывăлне ылханать. Майри çавăншăн упăшкин вăрăм çӳçне тăпăлтарма хатĕр: амăш чĕри тăван ывăлĕ еннех туртăнать çав — ывăлĕшĕн вăл хăйĕн пуп-упăшкине те, туррине те ылханма хатĕр.
Тиечук килĕнче те тату çук. Анчах кунта кăмăлсем тепĕр майлă пăтранаççĕ-мĕн. Тиечук майри, хулари купца хĕрĕ, «хурахсен» командирне — хăйĕн аслă ывăлне — ылханать. Петр Федотович хăй, майринчен вăрттăн, Мăрзабая:
— Эпĕ, çамрăкрах пулсан, хам та ывăлпа пĕрле халăх телейĕшĕн çапăçма кайăттăм, — терĕ.
— Чиркӳ служителĕ-ха эсĕ, Петр Федотович. Большевиксем турра ĕненмеççĕ. Сана та йышăнмĕç вĕсем, — юриех йĕкĕлтерĕ Мăрзабай хăйĕн тусне.
— Эх, Павел Алексеевич, — терĕ лешĕ, — тĕрĕссипе каласан, эпĕ хам та авалхи еврейсен юмах-халапне ĕненместĕп. Тиечук пулни — ман професси кăна вăл. Эпĕ хам — ĕмĕрĕпех тар юхтаракан хресчен ывăлĕ, халь тесен халь ку ĕçе пăрахса, çĕр ĕçлесе пурăнма хатĕр. Çемье ытла йышлă, ачасене вара пурне те вĕрентес килет. Çав кăна хăратать...
Çук, чиркӳ таврашĕнче те ăнăçлăх тупаймарĕ Мăрзабай. Ку енче вара никампа та калаçса чĕрене кантараймăн. Чăлах хăтăш тӳрĕ кăмăллă çын мар. Халь тата кĕрӳ тени те хулана каратель пулма кайнă та... çухалнă, авă. Санька хулара та çук теççĕ, яла та таврăнман. Çавăн пирки Смоляков пушшех тулăксăрланса кайнă. Хаяр Макарпа Мăрзабай нихçан та килĕштермен. Пуян Танюшран та ăслă сăмах илтсе курман.
Мăрзабай шухăшĕ ялти ятлă çынсенчен иртеймерĕ. Ытти ял çыннисене тиркенĕрен мар, шухăш хăнăхнă йĕрпе çеç пынăран урăх никама та шута нлмерĕ пуль вăл. Çавăнпа та ăна Хрулкка тусĕн хĕрĕ йăлтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ...
Уçă кăмăллă та çивĕч чĕлхеллĕ çамрăк хĕрарăм пĕррехинче калаçтармаллипех калаçтарчĕ ятлă çынна.
— Павăл пичче, ман санпа калаçмалли пур, — терĕ вăл тата кшше пырса кĕнĕ-кĕменех. — Çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске тесе, манпа калаçма йĕрĕнместĕн пуль-ха. Пупăн та çӳçĕ вăрăм, çапах вĕсемпе калаçма юрататтăнччĕ эс ĕлĕкрех...
Вăл пынă чух хуçа тĕп пӳртре, яланхи пек, пĕчченехчĕ. Халь ĕнтĕ кăмăшка ĕçсе мар, темле пысăк кĕнеке вуласа ларатчĕ вăл.
Мулла Анукĕ малтан ятарласах Наçтук çинчен сăмах хускатрĕ. Сăмахĕ Мăрзабанăн пуçне кăна мар, чĕрине те пырса тиврĕ. Кĕçĕн хĕрĕ пирки Павел Алексеевич хăн те сахал мар шухăшланă. Наçтука васкаса качча панăшăн хăйне ятларĕ вăл, ывăлне асăнса ылханчĕ. Халь тин мĕн тăвас ĕнтĕ? Анук каланă пек тăвас тесен, качча панă хĕре каялла киле чĕнсе илмелле иккен. Саньки çухалмаллах çухалчĕ пулсан, арăм пулнă хĕр ашшĕ килне таврăнни пырĕччĕ. Ун пекки ĕлекхи пурнăçра та пулкалатчĕ. Куншăн хĕрне те, ашшĕ-амăшне те ял çыннисем ытлашши хурламĕç. Санька таврăнсан, мĕнле пулĕ вара?
Çамрăк хĕрарăм ăсĕпе, пурпĕрех иккĕленме кирлĕ мар иккен:
— Санька таврăнсан та çаплах пултăр, — терĕ Анук. — Наçтук кайран хăйне валли каччă тупĕ. Санькăпа пурпĕрех пурнас çук вăл. Юратмасть упăшкине. Юратма мар, курайми пулнă. Смоляков килĕнчен халех, ача тăвичченех, каяс пулать унăн. Çын пул ĕнтĕ, Павăл пичче. Эс Наçтука хăвах чĕнсе ил...
Мăрзабай хирĕç чĕнме васкамарĕ, пуçне алăпа тĕрелесе, шухăша кайрĕ. Тепри пулсан, ку вăрăм çӳçе иртĕхсе калаçма памĕччĕ, хăр-хар кăшкăрса пăрахса, пӳртрен хăваласа кăларĕчче. Çук, апла хăтланма Мăрзабай Хаяр Макар мар. Анука вăрçас кăмăл та çук унăн. Çавах ырлас та килмест ăна.
— Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн, теççĕ ваттисем, — мăкăртатса илчĕ вăл, ларсаи-ларсан.
Анук та парăнасшăнах пулмарĕ.
— Ваттисем каланă та вилсе пĕтнĕ. Юптарса ан калаç, Павăл пичче. Çамрăккисен пурнас пулать-ха. Эс ху халь çемьере чи ватти, çавăнпа хăв сăмахна кала. Пурнăç улшăнса пынине пĕлмен-курман çын мар эсĕ. Халь хăвах куратăн, çамрăксем, ваттисенчен ыйтмасăрах, çур ялĕпе çĕнĕ пурнăçшăн юн тăкма тухса кайрĕç. Ваттисем пирĕн пурнăçа курман. Вĕсен сăмахĕне кăна пурăнма килмест пире. Çĕнĕ пурнăçа кура, сăмахĕ те çĕнĕ пултăр. Этеме телейлĕ тăвакан сăмах кирлĕ.
— Ваттисен сăмахĕ — халăх сăмахĕ, ĕмĕрсен сăмахĕ, — тавлашса кайрĕ Мăрзабай. — Çĕр ĕмĕр пурăннă сăмах пĕр ĕмĕрте суяна тухмасть. Эсир, çамрăксем, çур ĕмĕр пурăнмасăрах, пĕр çулталăк хушшинчех икĕ пин çулхи тĕне те, темиçе пин çул тăршшĕнче йĕркеленнĕ халăх йăлисене те пăрахăçа кăларасшăн. Çук, пурнăçра апла пулмасть вăл. Кашни халăхăн пурнăç йĕркине тытса тăракан йăласем пур. Чăвашăн та çаплах. Намăса пĕлмесĕр, йăлана пăхăнмасăр, ваттисен сăмахне итлемесĕр пурăнакан çын — çын мар вăл. Халăхран ăслăрах пулаймăн... Наçтук пирки каласан, сансăрах куратăп. Хам тарăхса пĕтрĕм. Анчах ним тума та çук. Халăх йăлине пăсса намăс курмĕ Мăрзабай таврашĕ.
Анук малалла чĕрре кĕрес мар терĕ. Хальччен пысăк шухăшлă çын пек, хăйне хăй сăпайлă тыткаласа калаçма тăрăшрĕ вăл. Халĕ яланхи пекех çăмăлттайланса, лахлатса кулса ячĕ.
— Ват çын — тăват çын, теççĕ ваттисем. Çаплах пултăр эппин. Эс ху ырă çын вĕт, Павăл пичче. Халăх сăмахĕнчен хăрамасăрах, Наçтука каялла тавăрăттăн та... Укахви инке сăмахĕнчен хăрамастăи-и? Эпĕ, ак, пĕччен пурăнатăп, никам сăмахĕнчен те хăрамастăп. Ялтан нумай вăхăта тухса каяс терĕм. Çавăнпа санпа тепĕр сăмах калаçмалли пур...
Мăрзабай Мулла Анукĕ хăйне çапла кăшт тăрăхласа каланăшăн çилленмерĕ. Ку çамрăк хĕрарăма çилленме май çук. Темле, сисмен çĕртенех кăмăла уçса ярать вăл. Халь ĕнтĕ Мăрзабай та шӳт тума хăтланчĕ:
— Каччă шырама каяс теместĕн пуль те? Самлейне çул тытатăн-тăр-ха... Пĕр-пĕр летчкк-Микка хăраххине тупса килĕн-ха ак. Каччă тупса килни пырĕ хуть, хӳре йăтса ан кил. Аçтан пĕлен сире, çĕнĕ самана çыннисене! Тен, хулана хӳре кастарма каятăн пуль.
Анук хура сухал умĕнче вăрт-варт çаврăнкаларĕ:
— Хӳрем çуккă. Пулас та ç.ук. Çавăн пек хĕрарăм эпĕ. Хам вара пур енчен те чипер. Сан пек тăпăл-тăпăл хура сухаллă хитре каччă тупма та пултаратăп. Хура сухалри кĕмĕл çӳç пĕрчисене те пăхса тăмăп. Ват çын тăват çын вырăнне юраттăр вара мана.
Унтан, çатăлтатма пăрахса, ĕç пирки калама пуçларĕ. Кил пăхма хунямăшне — Çеки карчăкне хăварать-мĕн Анук. Анчах арçын куçĕ те кирлĕ.
— Пырса асăрхакала вара, Павăл пичче, эсĕ çывăх хурăнташ вĕт пирĕн...
Хурăнташлăхĕ, чăнах та, хăталăхран та иртеймен те... Çавах Мăрзабай Анука килĕ пирки пăшăрханма хуш-марĕ. «Юрĕ. Аçу маншăн темле хурăнташран та çывăх çын», — терĕ.
Алă парса сывпуллашнă чух Мăрзабай Анука куçран пăхрĕ те, унăн ашшĕне ăсатнă чухнехи пекех:
— Чипер кай! Çимуна курсан, салам кала, — терĕ.
Анук ним те чĕнмерĕ, хăй пăлханнине кăтартас мар тесе, тем ихĕрсе тухса кайрĕ.
«Сисет вĕт, эсрел. Мăрзабай таврашне улталаймăн», — шухăшларĕ ăшĕнче.
Мулла Анукĕ тухса кайнă хыççăн Мăрзабай темшĕн ытлашши пăлханса юлчĕ, ун хăлхинче çаплах çамрăк хĕрарăм каланă сăмахсем янраса тăчĕç:
«Этеме телейлĕ тăвакан сăмах кирлĕ...»
Телей! Телей пирки хăçан та пулин шухăшланă-ши Мăрзабай?
Ĕмĕр тăршшĕпех хăйне хăй питĕ тирпейлĕ тыткалама тăрăшса пурăнчĕ вăл, хăйĕн ырă ятне çĕртес мар терĕ. Укахвипе пĕрне-пĕри юратса, варлă пурăнас çуккине авлансан тепĕр куннех туйрĕ вăл. Çапах ун пирки ытлашши пăшăрханмарĕ. Арăм тени мĕн вăл? Ача амăшĕ, кăмака кукри хуçи. Вара: «Пĕчĕк ĕçре унпа хирĕçес мар, пысăк ĕçе хутшăнма унăн ăсĕ çитес çук», — тесе шухăшларĕ те Мăрзабай лăпланма тăрăшрĕ.
Куçминккара пĕччен пурăннă чух Белянкинсем ăна çамрăк чиперккесемпе çыхлантарма тăрăшрĕç. Хитре сăнлă, уçă кăмăллă старшина чипер майрах тупма пултаратчĕ пулĕ, анчах тупмарĕ. Хисеплĕ ят çăмăлкка савăнаçран хаклăрах пулчĕ уншăн. Халь, ак, хура сухалĕ кăвакара пуçласан, нимле майра та мар, авалхи тусĕн хĕрĕ, тăлăх арăм, пурнăçри тепĕр тĕрлĕ телей пирки шухăшлаттарма пуçларĕ.
«Арăм вилсен те, Анук пек çамрăк хĕрарăмпа çыхланса намăс курас çук», — шухăшларĕ вăл, хĕрарăм сăнне куç умĕнчен хăваласа яма тăрăшса.
Кĕçех Мăрзабай пуçне урăх шухăшсем килсе тулчĕç. Вĕсем те Анук палăртса хăварнă йĕрпех пыраççĕ иккен. Каллех унăн сăмахĕсем аса килчĕç: «Çамрăккисем çур ялĕпе çĕнĕ пурнăçшăн юн тăкма кайрĕç». Чăнах та çапла вăл. Анук хăй те çавăнтах кайрĕ вĕт. Çамрăккисем çеç пулсан пырĕччĕ. Хура-шур курманскерсем, мĕн пĕлеççĕ вĕсем? Анчах Хрулкка та вĕсем майлă вĕт. Шатра Миккана мĕн кирлĕ тата? Мĕншĕн вăл çапла чăрсăр калаçса хăйне хăй хĕнеттерчĕ? Ма Пали, нимрен хăрамасăр, офицера мăйран пăвса илчĕ? Ма вара чан сассипе пĕтĕм халăх пăлханса çĕкленчĕ? Нумай вĕреннĕ ăслă çынсем ертсе пыраççĕ çав вĕсене...
Назарпа Леонид аса килчĕç. Леонид Назартан ăслăрах, кăмăлпа та ырăрах. Елĕкхи туссем халь — пĕрне-пĕри тăшман. Леонидăн ашшĕ те кăмăлĕпе ывăлĕ майлă.
«Ман Назар майлă пулас-и вара? Темшĕн кăмăл туртмасть. Çимун, шăллăмăн ывăлĕ, ăслă çын. Вăл та, çемйине, хуçалăхне пăрахса, çĕнĕ йĕркешĕн çапăçма кайнă...»
Мăрзабайăн та çав ăслă та тӳрĕ кăмăллă çынсем еннелле туртăнмалла мар-ши? Çук, капла ĕç тухмасть пулĕ. Çĕнĕ йĕрке тăвас текенсем тĕнсĕр, турăсăр, чун тытăмĕсĕр иурăнасшан. Харпăрлăх иирки те аташаççĕ вĕсем. Çĕр хуçи халăхах пултăр эппин. Лаша хуçи, плуг, жнейка, молотилка хуçи вара кам пулĕ? Чахрунсем-и? Çук, çук, килĕшмест капла. Вĕсен, авалхи йăласемшĕн тăракансен, киввишĕнех кĕрешмелле. Анчах камсене хирĕç? Кам-ха унăн тăшманĕ? Çимунпа Шатра Микка-и? Вĕсем çине çилĕ килмест...
Асĕ-пуçĕ çапла пăтранкаласа пурăннă вăхăтра самана ĕни Мăрзабайăн тепĕр ури çине те пырса пусрĕ.
Анук килсе кайнă хыççăн эрне те иртмерĕ, Мăрзабай хăлхине сехĕрлентерекен хыпар пырса кĕчĕ. Таçта — те Весуккара, те Мăкшăелĕнче — хĕрлисем шуррисен пысăк отрядне аркатса тăкнă, тет. Фальшин Васьки çавăнтан аран тарса хăтăлнă пулать. Назар пирки ырă мар калаçать имĕш. Назар çав çапăçура те пуçне хунă, те тыткăна лекнĕ.
«Кайса пĕлес мар-и?»
Çук, Фальшинсем патне кайса мĕскĕнленес çук вăл. Тĕрĕссине вĕсемсĕрех пĕлме пулĕ.
«Хулана кайса килес мар-ши?»
Хулана каймалла пулмарĕ. Часах яла Фальшин çеç мар, Санькăпа Зар Ехим те таврăнчĕç. Мăрзабай малтан хăй патне Санькăна чĕнтерчĕ. Леш кăнтăрла, чĕннĕ вăхăтра, килмерĕ, çĕрле тата хыçалти хапхаран асăрханса пырса кĕчĕ.
— Ма вăрă-хурах пек çĕрле çӳретĕн?
— Кăнтăрла çӳреме хăратăп, пытанса пурăнатăп, — терĕ Санька.
— Камран хăратăн?
— Карательсенчен хăратăп, Назар Палчран хăратăп.
— Аçта вăл? Эс курнă-и ăна? Ма хăратăн унран? Тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пар-ха.
Санька вара хăй ăçта çухалса пурăнни çинчен пĕтĕмпех ним пытармасăр каласа пачĕ. Чӳречерен тухса тарнă хыççăн вăл, айăпне пĕлмесĕрех, хăйне карательсем тĕрмене хупса лартасран хăранă иккен. Çавăнпа вара яла та таврăнман, хула çывăхĕнчи арçын мăнастирне пырса кĕнĕ; унта Санькăн куккăшĕ манахра пурăнать-мĕн. Çав мăнастирте карательсенчен пытанса халичченех пурăннă вăл. Хăй авланни çинчен унта никама та каламан тата айван. Игумен Санькăпа час-часах калаçкаланă, Санька, хăйне манах тума тăрăшнине сиссен, мăнастиртен те тухса тарнă.
— Халь Назар ăçтине пĕлместĕн апла? — ыйтрĕ Мăрзабай; унтан сасартăк ахăлтатса кулса ячĕ: — Ялтан карательсем патне тартăн пулать, карательсем патĕнчен — мăнастире, унтан — каллех яла. Халь хĕрлисем патне вăрмана тармалли çеç юлчĕ.
Зар Ехимĕн кунçулĕ те кулăшла пулса тухнă. Анчах Мăрзабай унпа калаçнă хыççăн кулмарĕ. Лешĕ хулари пурнăç пирки нумай пакăлтатрĕ, çавах та Мăрзабай ăна ăнланса çитеймерĕ.
— Чим-ха, — терĕ вăл, Ехиме пӳлсе. — Назар сире Мăкшăелне ертсе кайрĕ, тетĕн. Отрядра аллă-утмăл çын пулнă, терĕн... Мăкшăелĕнче эсир ним айăпсăр çынсене хĕненĕ пулать. Çапла-и?
— Зюк, зюк, Павăл мучи, эп хĕнемен. Эп ăш ыратать тесе тарса пытантăм. Çавăн чух яла хĕрлисем вăркăнса пырса кĕчĕç.
— Эс малалла мĕн пулнине ху куçпа курман апла? Кама вĕлернине, кама тыткăна илнине пĕлместĕн?
— Берсе вĕлермерĕç ăна большевиксем, зихса вăрмана илсе кайрĕç...
— Кама персе вĕлермерĕç? — ыйтрĕ Мăрзабай, сехĕрленсе ӳксе.
— Ваше благородине, Назар Палăча...
— Аçтан пĕлетĕн, ху курман пулсан?
— Мăкшă майри каларĕ. Эп хам урамра пăшал пеме тытăнсанах тĕпзакайне кĕрсе лартăм. Тепĕр кунне тин мана мăкшă майри кăларса ячĕ, чуп чазрах, халь ялта хĕрлисем те, шуррисем те çук. терĕ...
Малалла Мăрзабай Зар Ехим мĕн сӳпĕлтетнине итлесе лармарĕ, килкартине васкаса тухрĕ. Мирски Тимук, хуçа тухасса кĕтнĕ пекех, таçтан ун умне килсе те тăчĕ.
— Çунатлă тăрантаса пар лаша кӳл, Хурăнвара каятпăр, — терĕ хуçа пăлханнă сасăпа.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...