Кĕпер :: Тапăрта лаша тулхăрать
Хăйĕн ĕçне Пысăк ревкомпа килĕштерсе тума вăхăт пулмарĕ Рамашăн. Малтан иккĕленмерĕ вăл, анчах халĕ, утлă отрядпа таçталла кайма тапрансан, çамрăк командир шухăша кайрĕ.
Чăнах та çав, Якалĕнчи ĕçсем пирки хыпар хулана паян-ыранах çитĕ. Шуррисем вара ку ĕçе ахаль хăварасшăн пулмĕç. Çавăнпа Весукка таврашне утлă отрядпа пырса кĕме юрамасть — хатĕрленсе çитмен тĕп отряд енне тăшмана çул кăтартса парас мар...
Революци çулĕсемпе лашапа вĕçтерсе çӳреме хăнăхнă Рамаш утлă отряд пирки ĕмĕтленетчĕ. Халь унăн отрячĕ çурри утлă темелле. Карательçен йĕнерленĕ лашисем паттăр партизансене питĕ килĕшрĕç. Отрядра ĕнтĕ кавалери те, пехота та пур. Капла кансĕртерех те — халлĕхе пырĕ-ха. Васкаман чух çураннисем лашаллисемпе ылмашкалĕç, васкамалла чух пурне те икшерĕн лаша çине лартма пулать.
Ялтан тухса, вăрмана кĕрсен, Рамаш хăйĕн Пĕчĕк ревкомĕпе канаш турĕ. Хăш еннелле кайсан лайăхрах пулĕ-ши? Самлейпе Весукка хушшинчи вăрмана кайма юрамасть, ун пирки Ятрус Рамаша малтанах асăрхаттарчĕ. Çапах Самлей вăрманĕ чăннипех сĕм вăрман. Праканьпе Ларка вара çакăн пек канаш пачĕç: Самлей таврашне Весукка енчен çывхарма юрамасть пулсан, Тарăнвар еннелле çул тытас. Кайран хĕвелтухăç енчен Самлей таврашне те пырса тухма пулать. Унта шанчăклăрах вырăнсем пур. Рамаш килĕшрĕ. Мĕн тесен те, тĕп отряд инçех мар. Тата Самлейри Совет влаçĕпе те çыхăнма пулать. Çапла канашланă хыççăн отряд çĕнĕрен çула тапранчĕ.
«Хуларисем пире йĕрлеме тухиччен пĕр-ик кун та иртĕ-ха. Çав хушăра Пысăк ревкомпа çыхăнса, хаяр тăшмана кĕтсе илме хатĕрленес», — шухăшларĕ командир.
Ун пуçĕнче тата романтикла çăмăлкка шухăшсем те вылякалаççĕ. Сăмахран, вĕсен халь пĕр çирĕм юланутпа «карательнăй отряд» пулса тăрасчĕ, карательсен ĕçне пĕтĕм уесĕпе арпаштарса ярасчĕ. Е хулари рабочисемпе, вăрттăн ĕçлекен коммунистсемне çыхăнса, хулана пырса кĕресчĕ те унта революциллĕ пăлхав çĕклесчĕ... Çук, ун пек ачалла хăтланма юрамасть çав. Вăл командир, ун аллинче хĕрĕх икĕ партизан пурнăçĕ. Шанаççĕ вĕсем çамрăк командира. Ун хыççăн халь Ларкăпа Шурă Пракань кăна мар, Воронинпа Чашкин та таçта кайма хатĕр.
Каçпа отряд Самлей çывăхне тухăç. енчен пырса чарăнчĕ. Весуккана çын ямалла. Кама ярас? Дятловпа Праканьрен шанчăклăраххи никам та çук. Тепĕр чух урăххисене те яма пултарĕччĕ Рамаш — кусем кунта питĕ кирлĕ çынсем, ревкомсем, анчах ĕçĕ ытла та ответлă: сасă кăлармасăр вилме хатĕр çын кирлĕ...
Тĕп отрядăн та ĕçе тытăнма вăхăт çитнĕ иккен: хула хыпарĕсем васкатаççĕ. Çак кунсенче шуррисем хуларан Оренбург енне пĕр вакун хĕçпăшал ăсатаççĕ-мĕн. Партизансем, ятсăр разъезда çитсе çав пуйăса кĕтсе илсен, революцишĕн усăллă ĕç тума пулать. Пломбăланă вагон площадки çинче кондуктор та темиçе салтак çеç пулмалла. Машинист — хамăр çын. Вагонне шуррисем юриех ыттисенчен уйăрса палăртасшăн мар. Разъездра кĕтсе илме май пулмасан, пуйăсне хиртех чармалла, паллă парсан, машинист хăех чарĕ. Отрядăн малтанах разъездри çынпа çыхăнмалла. Хăш пуйăса чармаллине çавăн урлă çеç пĕлме пулать. Çынни мĕн таран шанчăклă пуласси паллах мар, ăна тĕрĕслесси — отряд ĕçĕ.
Филька Сурачăнтан ертсе килнĕ рабочи ак хăçан кирлĕ пулчĕ. Разъездри çын Горшковăн тăванĕ иккен. «Тарпа ĕçлекен» виçĕ улăп та халь кирлĕ пулчĕç.
Аллă партизан суйласа илчĕ Осокин. Тата темиçе лав кирлĕ пулать. Разъезд Весуккаран пĕр çирĕм пилĕк çухрăмра. Ревкомшăн халĕ задача паллă ĕнтĕ. Планĕ те палăра пуçларĕ. Отряд, çĕрле чугун çул таврашне çитсе, вăрмана пытанать. Горшковпа тепĕр шанчăклă çын тӳрех разъезда каяççĕ. Харсăр, вăрт-варт, вăйлă çын кирлĕ. Виçĕ Якур юрăхсăр, вырăнсăр пуçтахланса, ĕçе пăсма пултарать. Кĕркури хăй кайма килĕшнĕччĕ, ăна Осокин ямарĕ, эс урăх çĕрте кирлĕ пулатăн терĕ.
Тапăртан тухса каяс умĕн тепĕр ĕçе те манмарĕ Осокин. Кăяш Тимкки пĕр çын ыйтса янăччĕ. Çĕр е темиçе çĕр çухрăм кайса, шуррисем аллине лекмесĕр Атăл çине çитме пултаракан çын кирлĕ-мĕн. Илюшăна Авандеев тиркенĕ. Оеокин çавăнтах Рамаша аса илчĕ: лешĕ, Стерлитамакран Якальне вăрттăн çитме нултарнăскер, хуларан Атăл таврашне те çитме пултаратех ĕнтĕ.
Комиссар, унпа хăйпе курса паллашман пулин те, ун çинчен нумай лайăх сăмах илтнĕ. Вăл Трашукпа кунта килме васкаман, ав, Ятрус сăмахне итлесе, вăрмана таркăнсенчен отряд тума кайнă. Чăнах та, çакнашкал пултаруллă йĕкĕт кунта та пит кирлĕ çын, анчах кĕпĕрне ревкомĕпе шанчăклă çыхăнас ĕç отряд малашлăхĕшĕн темрен те хаклăрах...
Рамаша ревком халех Трашук урлă чĕнтерсе илме шутларĕ. Вилмен отрядне ун вырăнне урăххине ямалла турĕ. Кĕркури ак ăçта кирлĕ пулса тăнă иккен.
Çапла вара, Рамаш хăйĕн отрядне Самлей еннелле пăрнă вăхăтра, Трашукпа Кĕркури Тапăртан Якальне тухса кайрĕç. Палипе Горшков разъезд еннелле çул тытрĕç. Осокинпа Федотов чылай пысăк отряда кăнтăралла, чугун çул вăрман çумне çывхаракан тĕле ертсе кайрĕç. Ревком вырăнне, комиссарпа командир вырăнне, Тапăрта Мăрзабай Çимунĕ юлчĕ.
Çимун халиччен пĕр ĕçре те пуçпулса курман-ха. Çавăнпа вăл Тапăрта командир вырăнне юлма та тăруках килĕшмерĕ.
— Революци ирĕкĕпе вилме хатĕр эп, командир пул-малăх вара ăс та, сасă та паман мана атте-анне, — турткалашрĕ вăл. — Хăвах мана «кăвакарчăи сассиллĕ» тесе тăрăхлатăн вĕт. Кунта арăслан сассиллĕ çын кирлĕ.
— Уру çине ĕне пуссан, пуçу та, сассу та улшăнĕ, — терĕ Осокин.
Çимун сисрĕ: ку ĕçре турткаланса тăни аван мар. Вара пуçне усса, ĕнсине хыçкаласах килĕшрĕ.
«Ик-виçĕ кун епле те пулин иртсе кайĕ-ха. Комиссар-па командир таврăниччен Тапăрта темех пулас çук», — хăйне хăй йăпатма тăрăшрĕ вăл.
Чăнах та, темех пулмарĕ пек, анчах кĕтмен япаласем пурпĕр çине-çинех килсе туха пуçларĕç. Кашни ыйтăва татса пама ăçтан ăс çитерес? Яланах çутă сăнлă Çимун сăнĕ тепĕр иртенех тĕксĕмленсе кайрĕ.
Çав ирхине Трашукпа Кĕркури каялла таврăнчĕç, Якалĕнчен тĕлĕнмелле хыпарсем илсе килчĕç. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Рамаш отрядне ăçтан тупас? Отряд пирки тăхтама та пулĕччĕ, Рамашĕ хăй нитĕ кирлĕ-ха. Ана, Осокинсене кĕтмесĕрех, хулана ăсатмаллаччĕ. Халь тата тепĕр хуйхă. Шуррисем Якаль ĕçне ахаль хăвармĕç. Партизансен тĕп Тапăрне те çавăрса илме пултараççĕ. Çак шухăшпа тарăхса вĕтеленнине çавах çынна палăртмарĕ Çимун. Мĕн тумаллине пĕлекен çын пек, çул çӳресе ывăннă юлташĕсене выртса канма хушрĕ. Хай Шатра Миккана таврари патрульсене улăштарма ăсатрĕ, çĕнĕрен патруле тăмалли çынсене сыхлăх пирки хытă асăрхаттарса ячĕ.
Трашукпа Кĕркури çывăрма выртрĕç. Çимун тăрă çăлкуç патĕнче пуç çĕмĕрсе ларать. Рамаш йĕрне хăш енче шырас? Шырама кама ярас? Хветюка ярĕччĕ, лешĕ Мăкшăелĕнчен таврăнман-ха. Командир пĕр-пĕр мел шыраса тупиччен Осокинсем те килсе çитĕç капла. Намăс! Нивушлĕ ним ĕçе те юрăхсăр çын-ши вара вăл? Иăнăшрĕç пулать юлташĕсем ун пирки.
Çавăнтах тата тепĕр хуйхă сиксе тухрĕ. Яхруш ялтан çын ертсе килнĕ. Ют çын. Шурă çӳçлĕ çамрăк чăваш. Якальсем, Шурă Пракань ятлă, тет. Хайхи Рамаш çынни пулать-мĕн. Рамаш тупăннăшăн савăнасчĕ кăна, халĕ командир савăнма та пĕлмерĕ: «Тен, ку шурă чăваш тăшман лазутчикĕ? Парольпе килнĕ, тет. Кивĕ парольпе килнĕ çав...»
Ним тума аптранипе Çимун Трашука вăратма шутларĕ. Çав вăхăтра тата, йĕпе çине сапа тенĕ пек, тепĕр инкек тупăнчĕ.
Весукка çулне сыхлакан Филька икĕ юлташĕпе Тапăра таврăнчĕ. Таврăнни лайăх, вĕсене улăштарма Çимун çын хăех янăччĕ. Тулăксăр Филька пĕр карателе тыткăна илнĕ тата. Ун пек ĕç тума никам та хушманччĕ ăна, хăй ăссĕн çапла хăтланнă.
— Карателĕ мана кирлех марччĕ, — тĕре Филька, тӳрре тухма хăтланса. — Эп Трашука унăн ăйăрне тупма сăмах панăччĕ. Пăхап, çулпа пĕр çын тимĕр кăвак урхамахпа килет. Пĕчченех. Эпир виççĕн. Лаша вăрри тесе тытрăмăр ăна. Чăнах та, пăхма каратель пек те мар хăй: хресчен ачи пек чухăн тумланнă, лăпкă. АнчаХ унăн кĕсйинче акă мĕн тупрăмăр. — Филька Çимун умне маузер тата пĕр пĕчĕк хытă хут татăке кăларса хучĕ.
Çимун шурă та çутă хут татăкне çавăркаласа пăхрĕ. Пĕр енĕ тап-таса, тепĕр енне вара ылтăн саспаллисемпе «Виктор Иванович Половинкин» тесе çырнă. Ку вăл хулари купца ячĕ, Çимун ăна Трашукран та илтнĕччĕ. Вара лешне вăратмаллах пулчĕ. Вăл вăраннă çĕре Филька, командиртан ыйтмасăрах, допрос та пуçланă иккен.
— Чăннипе каламасан, сана хăван револьверӳпех персе вĕлеретĕп. Сан пеккисем татах пур пирĕн. Тунмасăр каласа парсан, пеместĕп.
Яштака та хитре йĕкĕт каялла çыхса лартнă аллисене турткаларĕ, йĕри-тавра салхуллăн пăхса илчĕ те пуçне каллех усрĕ.
— Тунмастăп, тĕрĕсне каЛарăм. Каратель мар эпĕ, хресчен ачи. Хулара, купца патĕнче, тарçăра ĕçлерĕм. Пĕлессĕр килсен, револьверие унăнне вăрларăм эпĕ, — терĕ вăл шăл витĕр.
— Юрĕ. Кала-ха, эппин, хресчен ачи, куица тарçи, — куçне хĕссе илчĕ Филька. — Тĕрĕс каласан, ĕненĕп. Кала-ха, пужалăстă: выртакан ĕне, кашкăра курсан, ура çине тăнă чух малтан пуçне çĕклет. Лаша урăхла хăтланать — малтан хыçне çĕклет, кайри ури çине тăрать. Ма апла? Тĕрĕс ответ парсан, эс хресчен ачи пулнине ĕненĕп вара. Комиссара та ĕнентерĕп.
Мĕскĕн йĕкĕт сăнĕ кăшт уçăлса кайрĕ пек.
— Ана пĕчĕк ача та пĕлет, — терĕ вăл, Филькăна куçран пăхса. — Ене мăйракапа хăратать кашкăра. Лашан мăйрака çук, вăл урипе тапма тăрăшать, çавăнпа малтан хыçне çĕклет...
Партизансем ахăлтатса кулса ячĕç. Çынсемпе пĕрле Трашук та кулчĕ. Филька хăй кулмарĕ.
— Тĕрĕс калать-и, Трофим Михайлович? Эс тарçăра пулнă çын. Пуян выльăхĕн йăлисене пĕлме кирлĕ, — терĕ вăл.
Трашук пĕрре визит карточки, тепре тыткăна лекнĕ каратель çине пăхрĕ.
«Наташа Черникова каччине ак ăçта тĕл пулма тиврĕ иккен», — шухăшларĕ вăл.
Унтан «тарçă» çывăхне пычĕ.
— Мыскараçă пулни килĕшмест сана, Виктор Половинкин. Савнă хĕрӳ патне большевиксем пирки мĕн çырнине манман пуль-ха. Маннă е çырман пулсан, халь çыртарăпăр. Сан аллуна лайăх пĕлетĕи эпĕ. Тунни усăсăр, Половинкин. Хăвна ху сиен тума çеç пултарăн. Аçта, мĕн çăмăлпа кайнине пĕтĕмпех тĕрĕссипе каласа пар луччă, — терĕ Трашук, Çимуна та, Филькăна та тĕлĕнтерсе.
— Ну, мĕн вара?! Половинкин эпĕ, тунмастăп. Савăнăр! — сасартăк кăшкăрса ячĕ хайхи «хресчен ачи». — Разбойниксем пек хăтланатăр пулсан, персе вĕлерĕрех эппин. Хăрамастăп... — Хăй Трашук аллинчи хут пек шурса кайрĕ. Вара вăл çавăнтах курăк çине тĕшĕрĕлсе анчĕ те ĕсĕкле-ĕсĕкле йăвалана пуçларĕ.
Командир хушнипе икĕ партизан Назарăн тепĕр адъютантне ытти карательсем патне кайса хупрĕç.
— Комиссар таврăнсан, хăй допрос тутăр, — терĕ Çимун.
Ĕçсем çапла майлашкала пуçларĕç. Мăрзабай Çимунĕ çăмăллăн сывласа ячĕ. Лайăх помощниксем пулсан, командир пулма та хăрушă мар иккен. Шурă Пракане те çав Трăшуках палларĕ вĕт. Ĕçре пулман çĕнĕ партизан, хăюсăр каччă, кĕтмен çĕртен командир тĕрекĕ пулса тăчĕ.
Вара командир канăшлу пухас терĕ. Çав канашлура Кĕркури, Шурă Пракань, халь кăна ĕçрен таврăннă Шатра Микка тата Филькăпа Трашук пулчĕç. Осокинсем таврăниччен Рамаш отрячĕ Самлей таврашĕнчех тăтăр терĕç. Халь Шурă Праканьпе пĕрле унта Кĕркури тата Трашук кайччăр, Рамаш тӳрех хулана вĕçтертĕр.
Кăяш Тимккине мĕнле тупмалли пирки, парольсем пирки Çимун вăрттăн пĕр Кĕркурие çеç каласа ячĕ. Кун пирки вăл хăех ăс çитерчĕ ĕнтĕ. Рамаша хăйне çеç каламалли япалана пĕр çын кăна пĕлтĕр терĕ.
Çак ĕçсем ирхи апатчен пулса иртрĕç. Яхруш халь ĕнтĕ Тапăртах юлчĕ. Ватă учитель Чулçырмаран таврăннă-мĕн. Темле хыпарсемех илсе килмен пулас. «Яла карательсĕм пыман-ха. Мăкшăелĕнчи ĕçсене сăнас пулать», — тесе калама çеç хушнă-мĕн Яхруша Хрулкка мучи.
Мăкшăелне Хветюк чиперех кайса килчĕ. Ватă большевика тупайман вăл. Ял çыннисем Малинин юлташ ăçта кайса кĕнине пĕлмеççĕ иккен.
Лăпкă пурнăç Тапăрта тата икĕ куна пычĕ. Тен, апла та пулмастчĕ, Çимунăн, Осокинсене кĕтсе илеймесĕрех, карательсемпе çапăçу пуçласа ямалла пулатчĕ-тĕр, анчах, ун телейне, Филька, Трашукăн ăнман ăйăрне пула, шăп кирлĕ çынна тыткăна илнĕ. Çапах та Тапăра мĕн тĕрлĕ хăрушлăхран хăтарнине вăл хăй те сисмест-ха. Якалĕнчен тарнă пилĕк каратель Самлейне пырса кĕнĕ чух Половинкин тепĕр пилĕк карательпе шăп çав ялта пулнă. Самлейĕнчи Совет влаçне пĕтерме пынă пулнă вĕсем.
Самлей таврашне çитсе вырнаçнă хыççăн Рамаш йыснăшне Ыхраçырмине ăсатнипе çырлахмарĕ, Самлее те икĕ разведчик ячĕ. Икĕ разведчикĕ те пĕр хыпар илсе килчĕç: ялта карательсем пур иккен, пĕр вунă çын. Çутăлас енне Рамаш отрячĕ пăшал пемесĕрех вĕсене пурне те тыткăна илчĕ. Çавах пĕри, командир пекки, вĕсен аллине лекмен авă. Вăл çĕрле, тумне улăштарса, хулана хыпар çитерме вĕçтернĕ. Тумне мар, лашине улăштармаллаччĕ, вара Филька аллине лекмен те пулĕччĕ...
Хальччен партизансем Тапăрта лаша кĕçеннине илтменччĕ-ха. Филькăн тимĕр кăвак лаши те, унти йĕркене пĕлнĕ пекех, хăйне лăпкă тыткаларĕ: тулхăрасса тулхăркаларĕ, анчах пĕрре те кĕçенмерĕ. Виççĕмĕш кунхине ир енне вара пĕтĕм Тапăр лаша кĕçеннипе, тулхăрнипе, урапа сассипе, çын сассипе вăранчĕ. Ĕçре пулнă партизансем нихçанхинчен те шавлăрах калаçаççĕ. Вĕсем халь кашниех лашаллă. Рамаш отрядне те шута илсен, партизансен кавалерийĕ çитмĕлтен те иртрĕ ĕнтĕ. Отряд ĕçрен вăй илсе, хастарланса таврăнчĕ. Пăшал, хĕç, граната халь тепĕр çакăн пек отряд валли те çителĕклĕ. Артиллери снарячĕсене çеç илсе килеймерĕç партизансем. Вĕсене çавăнтах сирпĕнтерсе хăварма тиврĕ. Халь ĕнтĕ хулана Якаль хыпарĕ мар, чугун çул хыпарĕ маларах çитĕ. Тек вăрманта пытанса пурăнаймăн, тăшманпа хире-хирĕç тухса çапăçма хатĕрленес пулать.
«Операци ăнăçлă иртнĕ, — шухăшларĕ Çимун комиссарпа калаçичченех. — Осокинпа Федотов чĕрĕ, сывă таврăнчĕç. Отряд шучĕ чакни те палăрмасть пек».
Шучĕ чакман пулин те, икĕ çын суранланнă. Вĕсем те хăйсен пуçтахлăхне пула çеç... Илюшăпа Виçĕ Якур тӳсеймен, команда парасса кĕтмесĕрех чарăннă пуйăс патне ыткăннă, хуралти салтаксен пулисем тĕлне пулнă. Халь вĕсене юриех хатĕрленĕ çĕрпӳрте вырттарчĕç, Яхруша яла учителе чĕнтерме чуптарчĕç.
Çимун комиссара Тапăрти ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Кунти хыпарсем те лайăх иккен. Хĕçпăшал вăхăтлăха туянман пулсан, Рамашăн паттăр ĕçĕ пирки комиссар, тен, пăшăрхакнă пулĕччĕ. Халь савăнчĕ кăна. Филькăна та тимĕр кăвак ăйăра тыткăна илнĕшĕн мухтарĕ. Половинкин Назарăн «адъютанчĕ» пулнине хула хыпарĕсем тăрăх пĕлет Осокин. Питĕ кирлĕ кайăк сунарçă аллине лекнĕ иккен. Пуринчен ытла Рамаш тĕлĕнтерчĕ Осокина. Ку паттăр йĕкĕте кунта хăварса хулана урăх çынна ямалла марччĕ-ши тесе шухăшла пуçларĕ вăл...
Шухăшлатăр комиссар. Халь вăл мĕн шухăшласан та, Рамаш унăн ирĕкĕнчен тухнă ĕнтĕ. Çак юлашки икĕ кун хушшинче вăл, каланă çĕре çитсе, ашшĕн авалхи тусне шыраса тупнă. Вĕсене паллашма пароль кирлĕ пулмарĕ. Рамаша палланă хыççăн Кăяш Тимкки хура куçне йăлтăртаттарчĕ те:
— Кунта мĕн пур сан? — тесе, Рамашăн хутаççине хыпашласа пăхрĕ.
— Пропуск, — терĕ Рамаш, тутине чалăштарса. Унтан аллине хутаçа чикрĕ те ывăç тупанĕ çине Темен куккăшĕн хăйăр тĕслĕ тăварне илсе кăтартрĕ. — Акă манăн пропуск.
— Лайăх пропуск. Маттур. Эс, чăнах та, кирлĕ çĕре çитессе шанатăп, — савăнчĕ Авандеев.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...