Кĕпер :: Партизансен тапăрĕнче
Тăватă çул вăрçă хирĕнче асапланнă, ĕçшĕн тунсăхласа çитнĕ вăйпитти арçынсем, çава туптаса, çурла шăлласа, кăрман юсаса, йĕтем тасатса, çуллахи тертлĕ те кăмăла тултаракан ĕçе хатĕрленнĕччĕ. Анчах еçлесси пулмарĕ. Улпутсем таврăнчĕç, хăйсемпе пĕрле карательсем ертсе килчĕç. Комуч влаçĕ çамрăкраххисене каллех салтака илсе фронта ăсатасшăн пулчĕ. Çынсем вара тепĕр вăрçа кайма васкамарĕç, кайсан та, улпут влаçĕшĕн мар, халăх влаçĕшĕн çапăçма каяс терĕç. Комуч влаçĕнчен пăрăнса, вăрмана тарнисем кашни ялтах тупăннă.
Чулçырмара чăмăртаннă отрядра малтан çĕр çын та çукчĕ. Кĕçех отряд йышĕ-хисепĕ икĕ çĕртен те иртрĕ.
Пали ĕçшĕн пуринчен ытла тунсăхланă курăнать. Сывалнă хыççăн вăл килне таврăнасшăн пулчĕ, анчах Кĕркури, халь чăвашсен командирĕ пулса тăнăскер, пиччĕшне чарчĕ. Шăллĕне те итлемĕччĕ Пали, Мишша-салтака итлерĕ.
— Ак мĕнле тăвăпăр, — терĕ комиссар. — Еçлессӳ килет пулсан, ĕçле! Ялти тăлăх хĕрарăмсене хир ĕçне тума пулăш. Юлташ туп.
Пали пĕр юлташ мар, иккĕ тупрĕ. Виçĕ Якурпа туслашрĕ вăл кунта. Вĕсем çумне тата пĕр вырăс хутшăнчĕ, Поликарп ятлăскер; чăвашсем ăна Пăликан тесе чĕнеççĕ. Пĕринчен пĕри пысăк та патвар çынсем хăйсем. Виççĕшĕ пĕр майлă пулса çапăçма тухсан, вунă-вунпилĕк çынна та парăнмĕç. Еç шырама Хветюк каять. Ана, ача тесе, шуррисем ниçта чарса тĕпчемеççĕ. Суйма тесен, вăл Спиркăран мар, Филькăран та ирттерет. Хветюк суйса эпĕ весуккасем тесен те, тĕрĕсех тухать: унăн аппăшĕ çакăнта качча килнĕ. Пурăнасса та Хветюк ытларах вăрманта мар, ялта пурăнать. Никама юратма пĕлмен Виçĕ Якур Хветюка хăйне çăлнăшăн юратса пăрахрĕ, ĕçе те ăна хăйпе пĕрле илсе çӳрет.
Отряд йышĕ ӳссех пырать. Хĕçпăшал çеç сахалтарах. Çавă шухăшлаттарать-ха вăрманти ревкома.
Сурачăнтан разведчиксем — Спиркăпа Филька — нимсĕрех таврăнчĕç. Унта шуррисем те, хĕрлисем те çук халĕ. Рабочисем хăшĕ Блюхерпа кайнă, хăшĕ кайран вăрмана тарнă. Хĕçпăшал та тупма май çук унта.
Филька станцире пĕр çамрăк рабочипе туслашнă. Спирка çавăн пирки юлташĕпе вăрçса каяс патне çитнĕ-мĕн. Пĕр-пĕр провокаторпа çыхланса, тăшман аллине лекесрен хăранă. вăл; комиссар вĕсене асăрханма хушса янăччĕ. Çавăнтах тата вăл, Сурачăнта каç выртмалла пулсан, станци таврашĕнче хӳтлĕх шырама хушнăччĕ, рабочисене шанма пулать тенĕччĕ.
Отряда разведчиксем виççĕн таврăнчĕç. Çамрăксем хăйсемпе пĕрле Горшков юлташа ертсе килчĕç. Филька, ĕлĕкрех хывăх вĕçтерме юратаканскер, халь пĕртте мухтанмарĕ, Спиркăпа хирĕçни çинчен те шарламарĕ. Спирка комиссара пĕтĕмпе тĕрĕссипе каласа пачĕ. Вара Филька та тӳсеймерĕ.
— Спиридон пире конвойпа илсе килчĕ, — терĕ вăл, кула-кула. — Эпир Горшков юлташпа юнашар калаçса килетпĕр, вăл пĕр пилĕк-ултă утăм кая юлса пырать. Пăлахая персе уксахлама тытăнчĕ тата. Систермесĕр каялла çаврăнса пăхатăп та çакна — чиперех утать. Çул тăршшĕпе аллине кĕсйинчен кăлармарĕ. Эсир, Осокин юлташ, револьвер ан парăр ăна урăх. Вăл тепĕр чух мана персе вĕлерме пултарать.
Комиссар иккĕшне те мухтарĕ: Спиркăна сыхлăх çухатманшăн, Филькăна — кирлĕ çынна ертсе килсе ырă ĕç тунăшăн. Çапах та чапĕ ытларах Филькăна тиврĕ пулмалла. Анчах комиссар Спиркăна ытларах шанать, ахăр. Ана вăл разведкăна пĕччен те яркалать тата револьверне те туртса илмерĕ. Кайран çаван пиркн ӳкĕнмелле те пулчĕ... Спирка ревком заданийĕпе Мăкшăелне кайма тухнăччĕ. Ыхраçырминчен тавра сукмакпа иртсен, вăл çул çине васкарах тухрĕ. Çавăнпа ăна ялтан асăрханă: пĕр юланут çавăнтах хăваласа çитрĕ. Салтак. Çамрăкскер. Чех мар, вырăсах.
— Кам? Ăçтисем? Ăçта каятăн? — ыйтнă май мала тухса, лашине ун умне çавăрса тăратрĕ вăл.
— Весуккасем.. Ниçта та каймастăп. Лаша шыраса çӳретĕп, — терĕ Спирка, куç айĕн пăхса.
— Ма йĕвенсĕр-нăхтасăр? Çаврăн каялла. Ялта тĕрĕслĕпĕр. Асту: суйрăн пулсан, персе вĕлеретпĕр.
Спирка, салтак ăна тĕпчеме тытăнсан, аллине мăкăрăлса тăракан кĕсйине чикнĕччĕ. Салтак çавна асăрхарĕ те:
— Руки вверх! — тесе çухăрса ячĕ, хăй çурăм хыçĕнчи винтовкине иле пуçларĕ.
Анчах Спирка та салтака кĕтсе тăмарĕ, револьверне кĕсйинчен вăштах туртса кăларчĕ те персе ячĕ. Пĕрре те мар, темиçе хут шанлаттарчĕ...
Пăшал сассине илтсе пулмалла, ялтан тата икĕ юланут вĕçтерсе тухрĕ. Пĕри аманнă юлташĕ патне васкарĕ, тепри тӳрех — хăвалăх енне чупакан Спирка хыççăн.
Тарăн вар çыранĕ тăрăх ӳсекен вĕтлĕхе çитсен, Спирка каялла çаврăнса пăхрĕ: юланут çывхарнăçемĕн çывхарса килет. Акă ĕнтĕ лаша йывăррăн сывлани те илтĕне пуçларĕ.
Салтак, ют çĕртен килнĕ çын, кунти вырăнсене лайăх пĕлмест. Хăй çулне чăнкă çыран пӳлессе сисмест-ха вăл, çыран айккипе ӳсекен йывăç тăррисене çеç курать. Вĕсем аякран хăвалăх пек курăнса лараççĕ. Çав хăвалăха çитес умĕн салтак хĕçне çӳле çĕклесе сулса яма кăна тăнăччĕ, сасартăк ун лаши, хартлатса илсе, сылтăмалла сиксе ӳкрĕ. Ана каллех хăвалăх енне çавăрсан, салтак тĕлĕнсе кайрĕ: куян пек вирхĕнсе пыракан çын, çыран айне сиксе, çухалма та ĕлкĕрнĕ.
Каратель çыран хĕрринче нумаях кулянса тăмарĕ. Çырана лашипе пĕрлех чикеленменшĕн пĕр хĕпĕртесе, пĕр çӳçенсе илчĕ те каялла вĕçтерчĕ.
Çыран айне сикнĕ Спирка тӳрех тĕм айне кĕрсе ӳкрĕ, юланут каялла кустариччен пĕр йăшăлтатмасăр выртрĕ. Анчах кайран та вырăнтан йăпăр-япăр сиксе тараймарĕ вăл, сикнĕ чух ури аманнă иккен. Тăма хăтланчĕ те... чутах кашкăр пек уласа ямарĕ.
Спиркăн вилĕмрен çăлăнасси темле пулатчĕ-тĕр, ун телейне, инçех те мар, вар леш енчи вир ани çинче хайхи «сезонниксем» ĕçленĕ. Вĕсем Спирка салтакран епле тарнине сăнаса тăнă.
Виçĕ Якурпа Хветюк, çыран айне анса, аманнă ачана шыраса тупрĕç те урăх çĕре, шанчăклăрах вырăна куçарчĕç. Мăкшăелне, пĕр ватă большевик йĕрне шырама, Хве-тюка ямалла пулчĕ. Хветюка хăрушă çула ăсатасшăнах марччĕ те Якур, комиссартан хăрарĕ: ревком сучĕ умне тăратма пултарать. Хăй Спиркăна каçчен сыхлама юлчĕ. Апат хутаççинче ун наган та, граната та пур...
Хăйсем пытанса пурăнакан вырăна партизансем «Тапăр» теççĕ. Ана кăмпа пухакансем те, кайăк йĕрлекенсем те ăнсăртран та, ятарласа шыраса та кăпăр-капăр тупаяс çук. Хрулкка мучи партизансене шанчăклă вырăн тупса панă.
Тапăра куçа курăнман сукмаксемпе каяс пулать. Партизансем хăйсен çулне вăрттăн паллăсемпе палăртнă. Çĕнĕ сукмак ан пултăр тесе, çынсем нихçан та умлă-хыçлă е ялан пĕр йĕрпе утмаççĕ. Тапăр таврашĕнче, унталла иртсе кайма май пур вырăнсенче, патрульсем çӳреççĕ. Пысăк хăрушлăх килсе тухсан, патруль иăшал персе систерет. Тапăр çумĕнчех пысăк та тарăн вар пуçланать. Кирлĕ пулсан, çав вар тĕпĕнчи чăтлăх хӳттипе урăх вырăна куçма пулать. Вырăнĕ шанчăклă, анчах кунта партизансем ĕмĕрлĕхе е хĕл каçмалла вырнаçман-çке. Кĕрхи кунсем çитиччен, ăçталла та пулин кайса, Хĕрлĕ Çарпа пĕрлешме тăрăшас пулать.
Çапах виç-тăват тĕлте çĕрпӳрт турĕç. Вĕсенчен пĕрне Чулçырмара тыткăна илнĕ карательсене хупса лартрĕç. Ревком вĕсене вĕлерес шутпа сут тумарĕ, хулана: «Пирĕн алăра сирĕн заложниксем пур. Каменкăна е пĕр-пĕр урăх яла карательсем пырса тапăнсан, вĕсене çав кунах персе вĕлеретпĕр», — тесе хут çырса ячĕ.
Вăрçă хирне тухса кайиччен отряд штабĕ чăннипех штаб пулса çитеймест пулĕ ĕнтĕ. Халь Осокин ытларах ревком енĕпе ĕçлет. Отряда йĕрекелес ĕç пĕтĕмпех Федотов çине тиенчĕ.
Паян Осокин ирех Спиркăна Мăкшăелне ăсатрĕ те пĕр уçланкăра чылайччен пĕччен уткаласа çӳрерĕ. Хуйхă-суйхă нумай. Мăкшăелне кĕçех карательсем килсе çитме пултараççĕ. Çаплах Самлейпе Чулçырмана та тĕлленĕ пуль-ха вĕсем.
Федотов çывăрать-ха. Осокин вăл выртакан хӳшĕ патне пырса тăчĕ, каллех шухăша кайрĕ.
Хитре çын çак Федотов. Сăнпа хитре, кăмăлпа тата хитререх. Ăспа та, куçпа та юрататăн çакăн пек çынна. Каччă пек çамрăк сăнлă хăй. Ак халь, çывăрнă чух, нимех те çук пек унăн.сăнĕнче. Сарă чăваш ачи. Куç харшисем те сарă. Халь Леонид сăнĕ куçа ытлашши савăнтармасть. Вăл вăранса, тутине темле питĕ ыррăн култарса пĕр сăмах каласанах вара, чун савăнма тытăнать: сана ирхи хĕвел çути пырса çупăрларĕ тейĕн. Çакăн пек этем санпа пĕр шухăшлă пулсан, телейлĕ çын вара эсĕ. Тусна хĕре юратнă пек юрататăн. Тĕлĕнмелле! Леонидпа Осокин пĕр ял çыннисем. Çапах вĕсене ют ял çынни паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе каласан, вĕсене пурне те революци паллаштарчĕ. Кăяш Тимкки хăй те илемлĕ çын. Воробьев, Тайман Сахарĕ мĕне тăрать тата!
Çавăнтах Осокин Дутовпа çапăçнă чух фронт командующийĕ пулнă Павлов мичмана аса илчĕ. Вăт, çын, иçмасса. Осокинран нумай çамрăк. Ленин патĕнче те темиçе хут пулнă. Совнарком ăна шанса пĕрмаях пысăк ĕç хушать. Дутова аркатнă хыççăн ăна каллех Петрограда чĕнсе илчĕç. Хăйне курнă чух Осокин вăл чăвашне пĕлменччĕ, çакна вăл ĕнер Леонидран ăнсăртран пĕлчĕ...
Халь, çын чăрмантарман чух, юлташне вăратса, çав Павлов мичман çинчен лайăхрах ыйтса пĕлме шутларĕ Осокин. Леонид, юлташĕн шухăшне туйнă пекех, куçне уçрĕ те, юлташне курсан, йăл кулчĕ.
— Вăрантăн пулсан, тăр, эппин, Леонид Петрович. Санпа калаçас килсе кайрĕ, — терĕ Осокин.
Кĕçех Мăрзабай Çимунĕ те, ир тăма вĕреннĕскер, ун çумне пырса ларчĕ. Вăрманта пурăнма пуçланăранпа Çимун сывлăхĕ самаях тĕрекленсе çитрĕ. Вар пуçĕнче тăп-тăрă çăлкуçĕ пур. Çавăн çумĕнчи çерем çине выртсах клаçрĕç ревком членĕсем. Осокин Федотова Павлов пирки тĕпче пуçларĕ. Çимун, хăй те Оренбург фронтĕнче пулнăскер, вĕсен çамрăк командующийĕ чăваш ачи пулнине пĕлсен, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.
— Тĕрĕссипе каласан, вăл ман некрех чăваш, — терĕ Федотов. — Анчах чăвашла калаçма пĕлмест. Унăн ашшĕ — чăваш, амăше — вырăс хĕрĕ. Салтакран тăван ялне таврăнман унăн ашшĕ. Таçта Тамбов таврашĕнче авланнă та пурăнма Питере куçнă, рабочи пулнă. Çапла вара, Сергей Дмитриевич хăй Питĕрте çуралса ӳснĕ. Эпĕ унпа Мускавра, прапорщиксен шкулĕнче, паллашрăм. Ун чух эпĕ те, вăл та большевик пулса çитменччĕ-ха, çавах чăн-чăн большевиксен сăмахĕсене питĕ тăнласа итлеттĕмĕр...
— Чим-ха, Леонид Петрович, эсĕ аташа пуçларăн мар-и? — пӳлчĕ ăна Осокин. — Урăх Павлов пирки калаçатăн пуль. Лешĕ прапорщика вĕренсе тухна тетĕн, пирĕн Павлов вара сан пек пехота мар, мичман. Унăн чинĕ-званийĕ те, революциллĕ тивĕçĕ те çак икĕ сăмахран: Павлов мичман! «Адмирал Макаров!» пекех чаплă янăрать... Питĕртен матроссене ертсе килчĕ вăл, революци тăвакан матроссене! Прапорщик мĕн вăл?! Эсĕ те прапорщик, эпĕ те прапорщик пулма пултарнă. Çимун та, ав, кăшт кăна пулайман. Çапла-и, Семен Тимофеевич?
— Назар калашле, ни салтак, ни офицер, — терĕ Çимун. — Ан кӳрен, командир юлташ, сан чинна хисепле-меншĕн. Пĕлтĕр Назар санпа вăрçса кайни çинчен мана мучи каласа панăччĕ.
— Чимĕр-ха, прапорщикран ан кулăр, — хирĕç тавăрчĕ Федотов. — Совет влаçĕн чи малтанхи главнокомандующийĕ кам пулчĕ, пĕлетĕр-и? Крыленко, прапорщик. Павлова эпĕ Октябрь революцийĕ пулнăранпа пĕр уйăх иртсен Смольнăйра тĕл пултăм. Малтанах паллаймасăр иккĕлентĕм. Моряк форми тăхăннă, мичман. Хăй палласа илчĕ. Çавăн чух калаçрăмăр вара. Вăл Ленин патĕнче пулнă иккен...
— Кам, кам пулнă Ленин патĕнче?
— Пире те итлеме юрать пуль-ха?
— Ленин юлташ патĕнче пулнă-и?
Ревком членĕсем, тĕлĕнсе, пуçĕсене çĕклерĕç. Вĕсем халĕ виççĕн кăна мар иккен, çынсем нумайăшĕ вăраннă та вĕсене хупăрласа илнĕ.
— Михаил Антончă, пĕлтĕрхи сан юмахна эпĕ халĕ те манман-ха, — терĕ Шатра Микка. — Эсĕ ун чух малаллине тепĕр сурхури çитсен каласа парăп, тенĕччĕ. Халь калаçу çав йĕрпех пырать иккен. Ман шухăшпа, салтаксене пурне те пухса калаçас. Эçĕ Ленин юлташ çинчен ху мĕн пĕлнине каласа парăн. Вара малалла Федотов юлташ хăй мĕн курни-илтнине каласа кăтартĕ. Вăл, хăй Ленина курман пулин те, курнă çынпа калаçнă. Çапла тусан, питĕ лайăх пулĕччĕ.
Осокин кулса ячĕ:
— Сана, ача, клуб пуçлăхĕ тăвас мар-и? Вăрманти клуб пуçлăхĕ!
— Ан васка. Ашшĕпе пĕрле, тен, чăн-чăн клуб пуçлăхĕ те килсе çитĕ-ха, — куçне хĕсрĕ Шатра Микка.
Ыттисем ку сăмаха ăнланаймарĕç. Мишша-салтакĕ вара тем тавçăрса нлчĕ пулмалла, çынсем сисмеллех хĕрелсе кайрĕ.
Çав вăхăтра комиссар умне Кĕркури пырса тăчĕ.
— Офицер вăранчĕ, алăка шанлаттарать, — терĕ вăл.
— Тата мĕн кирлĕ ăна?
— Кăларса ярăр пире, не имеете права, тет. «Право» тесен, салтаксем кула пуçларĕç.
— Тупса парăр çавна правă, пĕрех хут, — терĕ пĕри. — Чĕр юн пуличчен нухайккапа кастарас та персе вĕлерес. Ĕçĕ те пĕтнĕ!
— Леонид Петрович, — терĕ Осокин. — Кайса лăплантар çавна, эсĕ офицерсемпе калаçма пĕлетĕн. Сана юратать вăл, санпа чиперех калаçать, манпа калаçнă чухсурчăкĕ сирпĕнет.
Федотов, тăрса, çĕрпӳртсем еннелле утрĕ.
— Вăрах ан аппалан унта, хăвăртрах таврăн. Эпĕ калаçу пуçлам, эппин, — кăшкăрчĕ комиссар.
Çук, салтаксемпе калаçасси пулаймарĕ паян. Малтан, пĕр кĕтмен çĕртен, Тапăра Трашук килсе çитрĕ. Ял çынни килнĕшĕн пурте хĕпĕртесе ӳкрĕç, пĕрне-пĕри пӳлсех, ăна ыйтусем пачĕç, хупăрласа илчĕç. Анчах Трашук хыпарĕсем чылай кивелнĕ-мĕн. Çынсем кăшт лăплансан, вăл Осокинпа уйрăм калаçасшăн пулчĕ. Трашук вăрттăн каламалли хыпарсене каласа та пĕтереймерĕ — тепĕр хыпарçă, кĕтнĕ хыпарçă — Илюша Чугунов хула енчен килсе çитрĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...