Кĕпер :: Якалĕнче
Рамаш çул юппинче асăннă юмахри сăмахсем шăп та лăп Трашука пырса тивнĕ. Трашук, сулахай çул юппипе кайса, Мăрзабай ăйăрне те çухатнă, хăй те вилĕмрен аран хăтăлса юлнă. Тата çитес çĕре те çитеймен. Халĕ вăл эрне ытла ĕнтĕ Якалĕнче Темен куккăшне кӳрентерсе пурăнать. Темен куккăшĕ — ватă та кутăн çын. . Ялта ăна Куштан Темен тесе чĕнеççĕ: пуян пулнăран мар, кăмăлĕ киревсĕртен.
Якаль Чулçырмаран вуникĕ çухрăмра. Çапах вăл Чулçырмашăн кӳршĕ ял. Чăваш ялĕсенчен унран çывăххи çук. Çавăнпа якальсемпе чулçырмасем пурте пĕр-пĕринпе хурăнташлă. Темен старик Трашук асламăшĕн шăллĕ пулать. Елĕксенче вăл час-часах Чулçырмана хăнана çӳретчĕ. Рамаш асламăшĕ те Темен аппăшĕ пулнă. Трашукпа Рамашăн хурăнташлăхĕ çак тымартан кайнă иккен.
Куштан Темен килкартинче çĕтĕлсе çӳренĕ чух Трашук, куккăшне сăнаса, шăппăн кулса илет. Рамаш ăна «Тĕве кукка» тесе чĕнетчĕ. Чăнах та тĕве сăнарĕ пур çав унăн. Хăй хыткан та вăрăм. Çурăмĕ пĕкĕрĕлчĕк, мăйĕ вăрăм та пĕркеленчĕк, сухалĕ янах айĕпе кăна кăштах ӳсет. Хăй çулла та çанăсăр пиншакне хыва пĕлмест. Пиншак çийĕ çĕтĕлсе пĕтнĕ. Çĕтĕк вырăнсенче сарăхса кайнă ваткă муклашкисем чăнах та тĕве çăмĕ пек курăнса тăраççĕ.
Ял тăварсăр аптра пуçланă. Куштан Теменĕн кĕлетĕнче пĕтĕм яла тăрантармалăх тăвар пур. Чее старик çуркунне, кăркăс енне кайса, пĕр лав тăвар илсе килнĕ. Халь Темен тăвар сутса çуйăхать. Вăл, тăвар хакне пĕрмай ӳстерсе пынипе, хаклашакансемпе çавăнтах вăрçса каять. Килĕшсен вара, тăварне виçнĕ чух тинкене кăларать. Писмен пуканне çӳлелле кăшт та хăпарма памасть сутуçă. Çиппине те, çын курман чух, пукан еннелле шутарса илет. Тăвар чашки кирлĕ таран туртма пуçласан, пухут пама мар, хуçа виçнĕ тăварне кăшт та пулин каялла чĕпĕтсе илет. Тăвар илме килекенсем — ытларах хĕрарăмсем. Вĕсем сутуçăпа хирĕçеççĕ-хирĕçеççĕ те, аптранă енне, кулма тытăнаççĕ.
Трашук çак кунсенче Рамаша пĕрре мар аса илчĕ. Рамаш пулсан, «Тĕве куккăшпе» калаçма пĕлĕччĕ, пĕр-пĕр мыскара туса хурĕччĕ. Трашук Рамаш мар çав... Паян та ак хыт кукар:
— И-и-и, ачам, хăна пултăн ĕнтĕ. Каях, ачам, килне, каях, аннӳ кĕтсе аптрарĕ пуль, — терĕ.
Трашук хирĕç ним те чĕнеймерĕ.
Виçĕ кун та пурăнмĕччĕ кунта Трашук, ăна пĕр япала чарса тăрать-ха. Якалĕнче вăл Рамаш. «йăмăкне» тĕл пулчĕ. Верук пĕвĕпе Рамашран та пĕчĕккĕ пулиăран, аппăшне «йăмăк» тесе, çынсене яланах, арпаштаратчĕ Рамаш. Трашук хăй те арпашса кайнăччĕ. Аташса калаçса, вăл Верука самаях култарчĕ. Кĕлеткипе пĕчĕк пулсан та, ăстăнпа «пиччĕшне» парăнас çук Верук. Кĕркунне Якальне ларма килнĕскер, вăл çур енне качча кайса çĕнĕ çын пулнă. Унăн упăшкине Трашук кураймарĕ-ха. Малтанах Верук тĕрĕссипе каламарĕ иккен. Кайран тин систерчĕ: Якалĕнчи çамрăксем те комуч мобилизацине пăхăнман: вăрмана тарнă. Верук упăшки те Вилмен утравĕнче пытанса пурăнать иккен.
— Вилмен тени мĕн пулать тата? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Трашук.
Верук кĕркуннеренпе Якалĕнче пурăнса та кунти чăвашсем пек калаçма хăнăхса çитеймен. Хăнăхса çитме мар, якальсем калаçнине хăй тиркет.
— Якальсем пĕр сăмаха та тĕрĕс каламаççĕ, — терĕ вăл. — Салакайăка çерçи теççĕ. Вилменне хам та аран ăнкарса илтĕм. Кунта пĕр пилĕк-ултă çухрăмра, таçта, Илмен шывĕ юхса тухакан çĕрте, путлăхлă-шурлăхлă вырăн пур. Çав шурлăх варринчи сăртлăха Вилмен теççĕ. Унта çынсем ĕлĕк пушăт касма кайма та хăратчĕç, тет. Типĕ сукмакне кашниех тупаймасть, путса вилекенсем те пулнă. Теприсем тата Ие тапăрĕ теççĕ çав вырăна. Вилмен тени — Вилĕ Илмен тени пулать вăл.
— Анлантăм, — терĕ Трашук, — пирĕн те Урлă вăрманта çавнашкал вырăн пур, Вилтук теççĕ. Чулçырмасем те унта çӳреме хăраççĕ.
— Вăрçăра пулнă çынсем халь нимрен те хăрами пулса кайнă. Турăран та, шуйттанран та, киреметрен те хăрамаççĕ...
Çапла Трашук вăрманта тата тепĕр ушкăн салтак комуч влаçĕнчен пытанса пурăннине пĕлчĕ. Ик-виçĕ таркăн каç-каç апат-çимеç илме ял çывăхне килсе тухать иккен. Хăшĕ-пĕри, ялта лăпкă чух, пĕр-ик кун килте те пурăнса каять, тет. Верук та хăйĕн çамрăк упăшки кĕçех таврăнасса кĕтет. Трашук унпа паллашма шутласа хучĕ. Вара вăл Осокинсем валли лайăх хыпар пĕлсе кайĕччĕ...
Анчах ăйăрпа Весуккана каякан йĕкĕт мĕнле майпа çуран юлса Якальне килсе кĕнĕ-ха?
...Çул юппинчен сулахаялла пăрăнсан, Трашук часах вăрман хĕрринчи Ыхраçырмине пырса кĕчĕ, Весуккана çитме тата вунă çухрăм çеç юлнăччĕ. Вăл, нимрен шикленсе-туса тăмасăр, ял витĕрех çул тытрĕ. Ара, мĕнрен хăрамалла унăн? Кам вăл Мăрзабай тарçи... Аçта каять? Хуларан таврăннă май Весуккана кĕрсе тухас терĕ. Мĕн çăмăлпа? Чулçырмари Мăрзабай Павăлĕ хăйĕн тусĕ — учитель патне кĕрсе тухма хушрĕ. Кам та пулин тĕпчеме тытăнсан, çапла çеç калĕ Трашук. Еçĕ те пĕтнĕ. Мăрзабая таврара такам та пĕлет. Ененĕç. Ененмесен те, тĕрĕслеме Весуккана Хрулкка мучи патне илсе кайĕç. Шухăшра çаплаччĕ, ним чăрмав та, хăрушлăх та пулас çук пекчĕ. Пурнăçра урăхларах пулать иккен.
Ял витĕр тухсан, çул кĕскелет. Кунта Нехвет йыснăшĕсем патĕнче пулса курнă Трашук. Аслă урампа тӳп-тӳрех Весукка еннелле тухса каятăн. Тепĕр урампа кайсан, Якаль çулĕ çине тухатăн.
Кăнтăрла çитмен-ха. Урамра çын курăнмасть. Чиркӳрен иртсе урам вĕçнелле çывхарса пыратчĕ йĕкĕт, çав вăхăтра хыçалтан такам:
— Стой! Стой! Кто такой? — тесе кăшкăрни илтĕнчĕ.
Трашук каялла варт! çаврăнса пăхрĕ. Пысăк та хитре пӳрт крыльци çинчен икĕ çын чупса анчĕ. Пĕрин аллинче наган.
«Чăнах та чарăнас мар-и?» — вĕçсе иртрĕ Трашук пуçĕнче.
Наган тытса чупаканни Чее Миття пек туйăнчĕ.
«Вăл хулара пулмалла-çке... Эй, шуйттан пĕлет вĕсене. Çук, «стой» та тумăнăр, «кто такойне» те каламăпăр», — хăвăрт-хăвăрт çиçрĕç шухăшсем.
Тен, çапла шухăшлама ĕлкĕреймен те пуль Трашук? Ура хăех пăталарĕ пуль ăйăр айăкне, алă хăех ăна нухайккапа ăшалантарчĕ пуль? Е апла та пулман-и, хăруш-лăха сиссе, ăйăрĕ хăех тапса сикрĕ-и? Темле пулчĕ, анчах хыçрисем тепре «стой!» кăшкăрса пăшал персе янă çĕре ял кая тăрса юлчĕ, вăрман ярăнса çывхара пуçларĕ. Лерисем кĕске пăшалпа кăна мар, вăрăм пăшалпа та пеме пуçларĕç-тĕр. «Айăра чикелентерме е хама пуçран лектерме пултараççĕ», — тесе шухăшлама та пĕлмерĕ хальччен пуля айне пулса курман йĕкĕт. Айăр мар, хăй çунатланса вĕçнĕ пек туйăнчĕ ăна. Вăрмана кĕрсен, шухăш йĕркелене пуçласан тин хăраса ӳкрĕ Трашук. Ак мĕнле вилеççĕ иккен çынсем вăрçăра. Вăхăт хăраса ӳкмелĕх те пулмасть...
Халь ĕнтĕ йĕкĕт ытлашши те асăрханма пуçларĕ. Ыхраçырминчисем хăваласа çитесрен хăраса хăвалать вăл лашине. Çавăнтах тата, хирĕç юланутсем килсе тухасран сехĕрленсе, ăна чарма та хăтланать. Мал енчен хушăран ура сасси илтĕннĕ пек те туйăнса каять. Аслă çултан пăрăнмалла мар-ши унăн? Пĕр-пĕр тавра çул килсе тухинччĕ, иçмасса. Анчах çул сасартăк юпленсен, хăшĕ тав-ра, хăшĕ тӳрĕ пулассине те чухласа илеймĕн халь. Сукмакпа сăтăрасчĕ — сукмакĕ те курăнмасть.
Сасартăк мал енче лаша кĕçенни илтĕнчĕ. Мăрзабай ăйăрĕ çавăнтах ăна хирĕç тавралăха çурса кĕçенсеячĕ те малалла ыткăнчĕ, хирĕç килекенни кĕсре пулмалла.
Акă лаша тапăртатни те уççăнах илтĕнекен пулчĕ. Çул кукрине çитиччен сиксе анмалла мар-ши? Мурне кайса кĕтĕр пуян ăйăрĕ! Атте пек, лаша пирки кăнса выртăн тата.
Çул кукрине çитес умĕн, урнă пек сиксе пыракан ăйăра араи чаркаласа, Трашук вĕтĕ хăвалăх ăшне сиксе анчĕ.
Меллех сикрĕ, питне çеç кăштах туратпа шăйăрса ячĕ. Телее тата, çул урлă та чупса каçмалла мар.
Трашук тăчĕ те чăтлăх витĕр васкаса хĕвеле май утрĕ. Хĕвеле май тӳрĕрен кайсан, Якальне çитме пулассăн туйăнчĕ ăна...
Вăйран кайнă, кĕпи-йĕмне чылай çĕтнĕ-çурнă Трашук каçалапа пĕр çул çине пырса тухрĕ. Якаль çулех-ши ку? Çапах та, мĕнле çул пулсан та, унпа хĕвелтухăçнелле кайсан, Весуккана та, Ыхраçырмине те пырса лекместĕпех ĕнтĕ.
«Якальне, Темен куккасем патпе те пулин çитесчĕ паян...»
Тӳрех çулпа утма хăрарĕ хăй, асăрханса, вăрман хӳтлĕхĕпе пычĕ.
Çапла, вăл Якальне тĕттĕм пулнă çĕре тин сĕтĕрĕнсе çйтрĕ.
— Ыхраçырминче, Нехвет йыснасем патĕнче, хăнара пултăм. Таврăннă чух, вăрмана хурлăхан татма кĕрсе, аташса кайрăм, — суйрĕ Трашук куккăшне. — Тарçа кĕрĕшме вырăн шыратăп, кунта тупăнмасан, Весуккана каяс пулĕ, — терĕ.
Куштан Теменшĕн пурпĕрех: кирек ăçта кай. Кăшт хăва пулса пурăн та кай. Карчăкĕ хирĕçмен пулсан, вăл ку харам пыра виçĕ кунран ытла пурăнтармĕччĕ те. Юрать-ха, Марье кинемей вашават карчăк. Ахаль чух йăвашскер, хăна килсен, куштан старикне те парăнмасть вара.
Верук упăшкине Шурă Пракань тесе чĕнеççĕ. Трашук куккăшсем патне килкеленĕ чух курнă çав шурă çӳçлĕ, ырă кăмăллă качча. Вăл таврăнсан, Верук Трашука килсе систерме пулчĕ. Кĕçĕр килмеллех, тет. Çавăнпа Куштан Темен хăни хуçана: «Ыран каятăп», — тесе савăнтарчĕ.
Упăшки таврăнасса кĕтсе, Верук таркăнсем валли апат-çимĕç хатĕрлетчĕ. Çав самантра урамран ун патне кӳршĕ хĕрĕ чупса кĕчĕ.
— Верук инке, урама тухса кур-ха, усламçă килнĕ. Майра йĕпписем, хитре лентăсем пур. Эс майралла тумланатăн вĕт. Илсе юл, атту çынсем илсе пĕтереççĕ, — сывлăш çавăрса илмесĕр тенĕ пек каларĕ вăл.
Верук, хăй мĕн тунине çын ан куртăр тесе, кӳршĕ хĕрĕпе пĕрле урама тухма васкарĕ.
Шлепкеллĕ усламçă тавра халăх пухăннă. Верук та пычĕ. Унăн чĕри темшĕн кăрт! та кăрт! сике пуçларĕ. Чăнах та, мĕн пулчĕ-ши паян ăна? Ытла тунсăхланипе пулмалла, кашни иртен-çӳрен çамрăк яш Рамаш пек курăна пуçларĕ. Усламçă хăтланкаларăшĕ те Рамашăнни пекех. Уйрăмах сасси...
Рамаш Ятрус Хрулккипе уйрăлнă хыççăн Якаль çывăхĕнче, вăрманта, икĕ чăваша тĕл пулчĕ. Вырăсла вĕсемпе тутар пекрех калаçрĕ. Чĕлхе хуçма юратакан йĕкĕт вырăс сăмахĕсене савăнсах пăскаларĕ. Кĕтмен çĕртен вĕсене пирус турттарчĕ. Лешсем тапаксăр аптраса çитнĕччĕ пулмалла, хĕпĕртерĕç. Пирус туртнă хушăра хăйсем хушшинче, ют çынран асăрханса, чăвашла калаçрĕç. Рамаш кусем хăйсем те хыпар пĕлесшĕн çуннине тавçăрса илчĕ. Вăл юриех карательсем иртсе кайни çинчен асăнчĕ.
— Иртсе кайрĕç пулсан, кĕçĕр хăрамалли çук. Çапах та тĕттĕмччен тăхтар-ха, — терĕ пĕри чăвашла, юлташне куçран пăхса. Кĕçех иккĕшĕ те, Рамаша тав туса, услам сунса, вăрмана кĕрсе çухалчĕç.
«Вилутрав çыннисемех пулчĕç пуль-ха кусем», — шухăшларĕ Рамаш, çапах палламан çынсемпе халех калаçма асăрханчĕ, малтан яла кĕрсе аппăшне курас та хыпар ытларах пĕлес терĕ вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...