Кĕпер :: Тавра çулсем
Рамаш, арча йăтса çӳре-çӳре, çитмĕл çиччĕмĕш çул юппине çитсе чарăнчĕ. Хальччен пĕр çул юппинче те иккĕленсе тăманччĕ-ха вăл. Теветкеллĕ йĕкĕте иккĕлентерекен çул юппи те тупăнчĕ-тупăнчех иккен.
«Вăтам çулпа кайсан — пуçсăр юлан, сулахаялла пăрăнсан — лашасăр пулан, сылтăм еннелле кайсан — савнине çухатан...»
Ку — юмахра çапла. Пурнăçра та çавнашкалрах мар-ши? Хăш çулĕ вилĕм, хăшĕ телей сунать-ши? Рамаш умĕнчи çул юпписем те виççĕ: сылтăм юппи — Чулçырма çулĕ, вăтамми Куçминккана илсе каять, сулахаййи Якаль еннелле пăрăнать.
Сылтăм юппи илĕртмеллипех илĕртет йĕкĕте.
«Тăван ял çывăхне тинех килсе тухрăм. Тепĕр виç-тăватă сехетрен Ольăна курма пулать, — шухăшларĕ Рамаш. — Кĕтет вăл мана, пĕлтĕрхи çимĕкренпех кĕтет. Эп ун патне çывхарнине сисет-ши ун чĕри? Телейĕм инçех те мар вĕт, мĕнпурĕ те çирĕм çухрăмра çеç...»
Анчах Рамаш çакна та пĕлет: телей çулĕ нихçан та тӳрĕ те çывăх пулмасть. Телей çулĕ — кукăр çул, тавра çул. Тепĕр чух çирĕм çухрăм вырăнне çĕр е пин çухрăм тавра кайма тивет, çакă вара шанчăклăрах та пулать.
Çук, Чулçырма еннелле пăрăнмарĕ йĕкĕт, сулахаялла, Якаль еннелле пăрăнчĕ. Аçта çити кайма шухăшлать-ши Рамаш? Якальпе Самлей урлă кайсан, Сурачăна çитме пулать. Чăваш ялĕсенче чăвашла пĕлекен «усламçă тутар» çынсене тĕпчемесĕрех хыпар пĕлме пултарать. Тен, Чулçырмапа Лешекки хыпарĕсем те хăлхана пырса кĕрĕç. Сурачăн çулĕ уншăн шанчăклăрах та: пушанса пыракан арчапа вăл унта тавар илме каять; таврари сутуçă-усламçăсем ăна туянма пурте çавăнта çӳреççĕ.
Арчи тахçанах пушанпă пулĕччĕ те... «усламçă» ăна пушатма васкамарĕ. Стерлибаша та, Пасарлăяла та кĕмерĕ Рамаш — тавра çулсемпе иртсе кайрĕ. Усламçă арчи хӳтĕлерĕ те ăна, хыпарсем пĕлме те пулăшрĕ. Хыпарĕсем савăнтармарĕç Рамаша: Оренбург каллех Дутов аллине лекнĕ, кăнтăр енчи Урал казакĕсем Атăла çити тапăнаççĕ. Çапах унта шуррисемпе çапăçакан çар Атăл ку енче те пур теççĕ, — Хĕрлĕ Çар! Сурачăнран кăнтăрпа хĕвеланăç енче Чапаев шуррисемпе паттăрла çапăçать имĕш. Çавăнпа Сурачăна тĕллерĕ Рамаш.
Пĕччен çынна инçе çулта юрă пулăшать. Чăваш юррисене сахал пĕлнĕшĕн ӳкĕнчĕ Рамаш, вырăс юррисене чăвашла куçарса юрлама тăрăшрĕ. Пĕр вырăсла, пĕр чăвашла юрла-юрла, Рамаш Якаль вăрманĕ патне çывхарчĕ. Хирти çулпа утнă чух мĕнле юрласан та пыратчĕ: хыçалтан е хирĕç килекен çын таçтанах курăнать. Вăрманта апла мар: «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă». Вăрманта «тутар усламçăн» тутарлах юрлас пулать...
Шăрăх пусса çитнĕ çĕре Рамаш вăрмана пырса кĕчĕ. Рамашăн мар, çутçанталăкăн та юррисем улшăнчĕç кунта. Хирти пек шăрчăксĕм чĕриклетни те, тыркассем шăхăрни те илтĕнмест. Шăрăх сисĕнми пулчĕ — сулхăн, ырă. Çĕр çинчи çăтмах çакă пулĕ ĕнтĕ вăл. Анчах халь вăрманта вĕçен кайăк юрри илтĕнмест, пĕчĕк кайăксем çеç чĕвĕлтеткелеççĕ.
Еç вăхăтенче çул çӳрекен сахал. Рамашшăн лайăх та ку, ытла меллех те мар: пĕр-пĕр лашаллă çынна тĕл пулсан, ларса кайма пулатчĕ-и, тен. Усламçă арчи пысăках мар, анчах вăл утнăçемĕн йывăрланса пырать. Ирхине вунă кĕрепенкке туртаканскер, халь пăта çитрĕ пулĕ, каç енне вара икĕ пăтран та иртĕ акă. Чăнах та, Рамаша канма та вăхăт çитрĕ пулĕ ĕнтĕ. Çакăнта таçта Илмен çырми пулмалла. Шывĕ шăнкăртатсах юхатчĕ унăн. Рамаш кăштах астăвать-ха ăна: ку таврана вăл пĕчĕк чух ашшĕпе пĕрле килсе курнăччĕ.
Акă çул анаталла ана пуçларĕ. Çырма айлăмĕ пуçланмасть-ши?
Çырми те, кĕперĕ те Рамаша пĕр кĕтмен çĕртенех курăнса кайрĕç. Шывĕ ку тĕлте шăнкăртатсах юхмасть иккен, хăвалăх хушшинче аран çеç курăнса, лăпкăн сарăлса выртать.
Кĕпер урлă каçсан, Рамаш унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ. Канма ырă, тӳлек вырăн. Вăл, çултан сылтăмалла пăрăнса, пĕр-ик утăм ярса пуснăччĕ кăна — такам ăна тутарла чĕнсе илчĕ.
Хăва тĕмĕ айĕнчен пушкăрт сăнлă çын тухрĕ. Шĕвĕр сухаллă, лутра та сарлакарах старик. Мĕшĕлтирехскер. Тата пушкăрт сăнлă пулин те, хăй чăваш пек туйăнать. Ырă çын пулмалла: куçĕсем кăмăллăн пăхаççĕ. Еç çынни ĕнтĕ, анчах хресчен мар пек: кĕпи-йĕмне пиртен мар, пусма-тавартан çĕленĕ. Уринче те çăпата мар, атă.
«Ку, ман атте пек, пĕр-пĕр атă ăсти мар-ши? Аттине хăй çĕленĕ пуль», — шухăшларĕ Рамаш; ун ашшĕ те çакăн евĕрлĕрех лаптăк сăмсаллă атăсем çĕлетчĕ, унăн калăпĕсем çаплаччĕ.
Атă калăпне аса илсен, çыннине те çавăнтах палларĕ Рамаш: лаптак пуçлă калăпсене çав çын парса янăччĕ ун ашшĕне. Вăл: «Хрулкка мучи!» — тесе кăшкăрса ярасшăнччĕ...
«Çыннине палларăм пулин те, кăмăлне пĕлместĕп-ха. Учительте ĕçлекенскер, эсер таврашĕ пулса кайман-ши?» — шухăшларĕ те хăйне хăй чарма ĕлкĕрчĕ асăрхануллă «усламçă».
Çын, ватăлас енне кайсан, сăнран сахал улшăнать. Ача вара ӳснĕçем улшăнса пырать. Ятрус Хрулкки Рамаша пĕчĕк чух курнă. Курнă кăна мар, хăлхине те пăркаланă. Çапах ватти çамрăккине паллаймарĕ, тутар усламçă пирки вăл малтан ним чухлĕ те иккĕленмерĕ. Шлепке, кунчасăр атă пуçĕ. Шăрăх вăхăтра пачах кирлĕ мар жилетка... Тутар ачи пулмасăр, кам пултăр?
Старикпе йĕкĕт шыв хĕрне, хăва тĕмĕсем айне, пĕрле апат çиме ларчĕç. Пĕрне-пĕри сăйлаççĕ хăйсем. Ватти сарăхнă хут çине хура çăкăр, хăяр, çăмарта унчченех сарса хунăччĕ-ха. Çамрăкки вара арчинчен шурă пашалу кăларчĕ. Кун пек кăпăшка пашалу пĕçерме пушкăртсем кăна пĕлеççĕ.
«Пушкăрт ялĕсем витĕр килет ĕнтĕ ку. Тăлăх ача пуль. Çамрăк пуçпах усламçă арчи йăтса çӳреме пуçланă», — шухăшларĕ ватти.
Рамаш, ăна сăнакаласа, тутарла çаптарса ларать. Çавăнтах шикленет хăй. Ку чее старик тутарла калаçма унран та ăстарах пуль, эсрел. Ахальтен мар мулла тесе те чĕнетчĕç ăна. Хăйне тӳрех паллатармалла мар-ши Рамашăн? Ун ашшĕпе туслăччĕ вĕт вĕсем, эсер пулсан та, тен, ытлашши хаярлансах çитмен пуль-ха.
Çапла шухăшласа ларать Рамаш. Ватти пăшăрханни палăрмасть, тĕрлĕ хыпарсем ытларах пĕлме тăрăшать вăл, йĕкĕте çав шутпа калаçтарать. Рамаш Стсрлитамакри ĕçсем çинчен каласа пачĕ. («Çынсем каланине илтрĕм», — терĕ вăл.) Лешĕ сăнран тĕксĕмлеичĕ пек, хăй çавах хĕрлисемпе шуррисен ĕçĕсене сасăпа каласа ырламарĕ те, хурламарĕ те.
Весуккара ӳчительте ĕçлекен Чулçырма çынни ăçта кайма тухнă-ши паян? Весуккаран Чулçырмана ку çулпа çӳремеççĕ — ытла тавра.
«Ман пек юриех тавра çулсемпе çӳрекен çын пулмарĕ-ши ку? Мĕн хайлапа çӳрет-ши? Аçта кайнине ыйтас мар-ши?»
Рамаш хăй шухăшне вĕçне çитерсе ĕлкĕреймерĕ, Якаль енчен утлă ушкăн тăпăртаттарса çывхарни илтĕнчĕ. «Усламçă», хăй те сисмесĕр, кĕлеткепе хăвалăх ăшнелле туртăнчĕ. Ватти те кăртах сикрĕ, йĕкĕте, алăран тытса, хăвалăха шаларах туртса кĕртрĕ.
Кĕпер урлă пилĕк-ултă юланут тĕпĕртеттерсе каçса кайрĕ, çырма леш енчи шултра вăрман хушшинче çухалчĕ.
— Куртăн-и, малай, карательсем ялсем тăрăх мĕнле тустарса-кастарса çӳреççĕ? — ыйтрĕ ватти.
— Эс, бабай, карательсенчен хăратăн-им? Ма пытантăн? — шăл йĕрчĕ хĕпĕртенĕ Рамаш.
— Хамшăн мар, саишăн хăрарăм, — терĕ лешĕ. — Кам эсĕ — мана пĕлме кирлех мар. Тутарла шеп калаçатăн, çавăнтах эс хăшпĕр сăмахсене тутарла мар, пушкăртла çавăрса хуратăн. Çак отрядра пĕр-пĕр тутар пулнă пулсан, вăл сана тĕпчесе тинкӳне кăларнă пулĕччĕ... Пытанма та эс манран маларах упалентĕн-ха, — старик йĕкĕте куçран сăнаса пăхса илчĕ. Рамаш кулса ячĕ, унтан хăй те ваттине тĕлĕнтерсе пăрахрĕ:
— Тавтапуç, Хрулкка мучи! Халь ĕнтĕ пĕр-пĕринчен пытанмасăрах калаçар, — терĕ вăл чăвашла.
Çăмăлкка ача пек шăл йĕрсе каларĕ пулин те, ун шухăшĕ пĕртте çăмăлттай марччĕ. Чăнах та çав, Чулçырмана Хрулкка мучи, Куçминккана кĕрес мар тесе, тавра çулпа каять, карательсенчен Рамаш пекех хăрать, унтан, мĕн каласан та — ун ашшĕн тусĕ. Эппин, Хрулкка мучирен ытлашши асăрханма та кирлĕ мар унăн, вăл пурпĕрех Рамаш суя усламçă пулнине тавçăрса илнĕ. Йăнăшрĕ пулсан та — лешĕ ăна вăрманта пĕччен нимех те тăваяс çук.
Çакăн пек шухăшсем çиçсе иртрĕç Рамаш пуçĕнче хăй Хрулкка мучипе чăвашла калаçа пуçланă вăхăтра. Лешĕ ун сăмахĕсене илтсен, тĕлĕнсе, çӳçенсе кайрĕ. «Усламçă» куçĕнчен тепĕр хут шăтарас пек чăр пăхрĕ те:
— Эс, мыскараçă, ăçтисем, кам таврашĕ пултăн-ха çак? — терĕ. — Чулçырмасем мар пек, Весуккара та кун пек шĕвĕркке çук. Те тутарла вереннĕ чăваш ачи эсĕ, те чăвашла вĕреннĕ пушкăрт ачи...
— Чăваш ачи эпĕ, Хрулкка мучи! Рамаш эпĕ, Тайман Сахарĕн ывăлĕ. Паллаймарăн пулать апла? Эпĕ те сана паллаймастăмччĕ пулĕ те, уру çине пăхсан, калăпна аса илтĕм. Ун пек лаптак сăмсаллă атă калăпĕ тĕнчере урăх çук та пулĕ.
Ваттин хĕсĕк куçĕ, яр уçăлса, хĕвел пек ялкăшрĕ, хăй вара пĕчĕк ачалла савăнса ихĕрсе ячĕ, çамрăкки те унран юлмарĕ. Иккĕшĕ те кулма чарăнсан, малтан Рамаш хăй çинчен ним пытармасăр каласа пачĕ. Ватти ăна пӳлмесĕр, тимлĕн итлесе ларчĕ. Лешĕ калаçма чарăнсан та, труках чĕнмерĕ.
— Апла иккен, — терĕ вăл, ларсан-ларсан. — «Йывăççинчен улми аякка ӳкмест», — тенĕ ваттисем. Хальхи саманара урăхла та пулкалать: ывăлĕ ашшĕне хнрĕç тăрса çапăçать. Сан аçу манран маларах тĕрĕс çул çине тухнă. Эсĕ аçусăр та, хăв тĕллĕн, çав çулпах уттартăн пулать. Маттур! Эпĕ ак, ватсупнă, вăрманта нихçан аташманнине пурнăçра аташса кайнăччĕ. Çутă ăстăнлă çынсем тӳрĕ çул çине кăларчĕç... Юрĕ-çке! Аçу ăçта халь, хыпар илтĕн-и?
— Çук, Хрулкка мучи, хыпар илеймерĕм. Козин юлташ Самартан таврăнаймарĕ. Атте пирки ним те пĕлместĕп.
— Чехсем Самара кĕрес умĕн чугун çул кĕперне сыхлакан отрядра пулнă вăл. Кăяш Тимккине астăватăн пуль? Аçу пирки çав çын каласа пачĕ мана. Ан пăшăрхан, тен, сывах пуль-ха...
«Тен?.. Тен, сывах пуль, тен, ун чĕрине тăхлан сивĕтнĕ пуль», — хурланчĕ Рамаш.
— Эпĕ тĕрĕс çул çине тухни аттесĕрех пулмарĕ, Хрулкка мучи, — терĕ Рамаш, тимлĕ шухăшран татăлса. — Тимкка пиччене итлеме хушса хăварчĕ вăл мана хăй вăрçа кайнă чух. Аçта халь вăл, Тимкка пичче, Авандеев юлташ? Эс пĕлетĕнех ĕнтĕ. Ман ăна тĕл пуласчĕ! Атте вырăнне пулĕччĕ вăл маншăн.
— Ытла васкамасан, тен, тĕл пулăн та, — юптаруллă хуравларĕ ватти. — Емĕтленнĕ çĕре çитме тавра çулсем шанчăклăрах та пулаççĕ. Весуккаран Чулçырмана çитме миçе çухрăм, пĕлетни?
Çамрăкки ваттине куçран пăхса тутине кулăшла чалăштарчĕ.
— Камшăн епле? — юптарчĕ хăй те. — Сирĕншĕн тесен, паян тесен, — хĕрĕхрен кая мар.
— Çапла çав. Анкаруллă йĕкĕт эс, — ырларĕ ватти. — Çавăнпа ытлашши аи тĕпче. Сана мĕн пĕлме кирлине хамах калăп. Ак мĕн пирки иккĕленсе ларатăп-ха: сана Весуккана те тӳрĕ çулпа, те çапах та Якаль урлă кайтарас?
Пур хыпарсене те тăруках пелтересшĕн мар ватти çамрăккине. Çапах отряд пирки, ревком пирки каласах пулать — хăллĕхе ятсене ăсăнмасăр, ревком тĕлне палартмасăр.
Хăвалăх хушшинче тата калаçса ларчĕç тавра çулсемпе таçта васкакан çулçӳревçĕсем. Савăнăçлă хыпарсем те, ревкомăн пăшăрхантаракан ĕçĕсем пнрки те пĕлчĕ Рамаш. Карательсен отрячĕ Каменкăна кĕç-вĕç пырса çитме пултарать. Çавăн пирки хыпар пĕлме пер çын хулана кайнă, Ятрус хăй тăван яла васкать. Рамашăн усламçă çулĕ вĕçне çитрĕ темелле: е тӳрех, е Якаль урлă Весуккана каять ĕнтĕ вăл, унта Яхруша тĕл пулать. Кайран, тен, çамрăк туссене пурне те тĕл пулĕ... Шел, Трашук ялтах юлнă иккен.
— Итле-ха, Рамаш, — терĕ юлашкинчен Ятрус. — Эпĕ хам та ревком вет, эсĕ те революци вут-хĕмĕнче самаях пиçнĕ. Атя-ха, иксĕмĕр канаш тытса, ревком ĕçне васкатар. Якалĕнче те салтака каймалли çынсем карательсене кĕтсе тăман, вăрмана тарнă. Çавсемпе çыхăнаймарăмăр-ха. Вилутравра пытанса пурăнаççĕ имĕш. Шурлăх-путлăх варринчи çав типĕ утрав пирки илтнĕ-и эс? Чим-ха, эп хам ăна Вилутрав терĕм, çынсем Вилмен тесе чĕнеççĕ.
— Илтнĕ. Атте асăнатчĕ ун пирки.
— Çав утрава çитсе вăрманти çынсемпе çыхăнсан, эс ревкомшăн питĕ усăллă ĕç тунă пулăттăн. Эп хам, Чулçырмаран таврăнсан, çавăнта каймаллаччĕ. Анчах та... вăрманта саланса пĕтме е айванланса яла таврăнма пултараççĕ çара янахсем. Унта пурте санран ик-виçĕ çул кăна аслăрах çамрăксем. Çавсене, пиртен хыпар иличчен, саланма е яла таврăнма ан пар. Çĕрле яла апат илме каякансене ан чар. Иккĕн-виççĕн асăрханса кайса килччĕр.
«Якаль урлах каймалла пулчĕ нккен. Яла арча йăтсах пырса кĕрес. Юлашки тавара суткаланă чух, тен, аккана тĕл пулăп. Ыттине ун урлă пĕлме тăрăшăп вара», — шухăшлать Рамаш.
— Стерлитамакран кунта çитме пĕлннне Вилутрава та çитĕн, — тет малалла ватти. — Çав ялта асăрхан. Темен кукку патне ан кĕр. Куштан та усал старик. Хĕрлĕ Ваççапа туслă.
— Тĕве куккана эп лайăх пĕлетĕп, — кулса ячĕ Рамаш. — Ун пек кутăн çын тĕнчере урăх тупаймăн.
«Акка пирки асăнмарĕ — пĕлмест пулас», — шухăшлать Рамаш.
— Тата акă мĕн, — сăмахне каласа пĕтермен-ха Ятрус. — Якалĕнче пĕр коммунист та юлмарĕ. Çиччĕнччĕ вĕсем. Пурне те тăшмансем пĕтернĕ. Апла пулин те вăрмантисем хушшинче икĕ шанчăклă çын пурах: пĕри чăваш, Шур Пракань ятласкер, тепри вырăс, Ларион Дятлов. Малтан çавсемпе паллашса туслаш. Ревкомран çын пырасса кĕтĕр. Çав вăхăтрах сыхлăх пирки те ан манăр. Карательсем паян тесен паян килсе çитме пултараççĕ. Вĕсене çул кăтартакансем те тупăнĕç.
— Сиртен связной пырасса кĕтмелле-и вара пирĕн? — кăшт шухăша кайса чĕнчĕ Рамаш. — Эсĕр Чулçырмаран таврăнса ревкомпа çыхăниччен (вăл юнашарах мар пуль-ха), сиртен пирĕн пата çын килсе çитиччен, темиçе кун иртĕ. Çав хушăра пирĕн çăлăнăç утравĕ чăнах та вилĕм утравĕ пулса тăмĕ-и? Карательсем пĕртен-пĕр сукмака питĕрсе лартĕç те... Çук, ман шухăшпа таркăнсене хăвăртрах урăх çĕре куçарас пулать.
Ваттин кăмăлĕ уçăлсах кайрĕ: ку йĕкĕте вĕрентме кирлĕ мар иккен.
— Юрать, — терĕ вăл. — Çав аирашнă сурăх кĕтĕвне хăвна пăхăнтарма пĕлсен, урăх çĕре ертсе кай, эппин. Вара эсир мар, эпир сиртен çын кĕтĕпĕр. Кам та пулин ман пата Весуккана эмелленме пытăр. Тата тепĕр сăмах çеç: Самлейпе Весукка хушшинчи вăрмаиа пирĕнпе çыхăниччен ан кайăр.
Юлашкинчен ватти ревком парольне каларĕ.
Рамаш икĕ çыру çырса хатĕрлерĕ: пĕрнĕ — Трашук патне, теприне — Оля патне. Оля пирки Хрулкка мучипе калаçма вăтаннăран вăл икĕ çырăвне те, нĕр хутпа чĕркесе, Трашука пама хушрĕ.
Вара вĕсем çул çине тухрĕç те иккĕш те ик еннелле çул тытрĕç. Рамаш Хрулкка мучи кĕпер урлă каçса вăр-мана кĕрсе кайичченех çурçĕр еннелле пăхса тăчĕ. Унтан: — Эх, тавра çулсем! Телей пĕр енче, ăна тупас тесен, тепĕр еннелле каймалла акă, — терĕ те, тутарла юрласа, кăнтăр еннелле танккарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...