Кĕпер :: Çул юппинче
Мирски Тимук хуçа хушнипе Хăмăшлана Трашука илме кайрĕ. Тимук хăй кăмăлне çынна палăртмасть, хăй вара Мăрзабай килĕнчи кашни çын кăмăлне питĕ лайăх пĕлет. Трашук кăмăлне те туять вăл. Хăюсăр каччăпа пĕр урапа çинче ларса кнлнĕ чух ним сăлтавсăрах Кулинене хурла пуçларĕ. Трашук пĕр шарламасăр итлесе пычĕ. Хăть хурла, хăть мухта — уншăн пурпĕрех темелле. Хăй вара яла таврăнма хĕпĕртесех килĕшрĕ. Кĕтери качча кайнă, теççĕ, унран халь хăрамалли çук. Наçтука вара питĕ курас килет. Мăрзабай темшĕн чĕнтернĕ-ха Трашука. Телей кунĕ çывхарса килмест-ши?
Тутлă ĕмĕтпе йăпанса пыма намарĕ ăна Тимук.
— Сан пек çамрăк пулсан, эп юлташсенчен юлман пулăттăм, Совет влаçĕшĕн çапăçма кайăттăм, — терĕ вăл. — Сан тусусем пурте кайнă: Яхруш, Унтри; Хветюк та вĕсенчен юлман. Мăрзабай патенче ĕçлесе ыррине кураймăн. Эпĕ те çамрăк ĕмĕре ун патĕнчех ирттертĕм. Улталарĕ вăл мана. Сана та улталарĕ. Кала-ха, Трашук, хуçа сана кĕрӳ тăватăп тесе каламарĕ-и?
Трашук Мирски Тимукпа чĕре уçса калаçма шухăшламанччĕ, халь акă ирĕксĕрех калаçмалла пулчĕ. Тунмарĕ.
— Мана та çапла улталарĕ, — терĕ Тимук, Трашука ирĕксĕрлесе калаçтарнă хыççăн. — Кулине патне киле кĕртĕп терĕ. Халь сана çапла каласа йăпатать иккен. Пĕр ватăлса ларнă хĕр валли икĕ каччă пултăмăр. Эс, айван, Наçтук пирки ĕмĕтленетĕн. Ун хӳрине тытаймăн. Наçтука качча паратпăр. Туя чĕнтерчĕ сана Мăрзабай хуçа. Туйĕнче пулни те саншăн пысăк чыс. Анлантăн-и халь?
Тимукăн çурăк чан пек янракан сасси Трашук чĕрине çурсах ячĕ. Кăшт çеç кăшкăрса ямарĕ вăл.
— Каччи кам? — ыйтрĕ вăл тепĕр самантран.
— Кам пултăр, пирĕн пек тарçă мар, пуян ывăлĕ. Каччин тивĕçне пăхмаççĕ пуянсем. Санькăпа венчете тăрататпăр ыран Наçтука. — Çапла каларĕ те Тимук мĕскĕн каччă çине куç хӳрипе пăхса илчĕ.
«Çук, ачи Кулине пирки тĕлленмест те иккен, — шухăшларĕ вара Тимук хăйĕн шухăшне. — Çапах ялтан кăларса ярасчĕ ăна. Кăмăлĕ ытла çемçешке. Мăрзабай ăна ирĕксĕрлесех кĕрӳ туса хума пултарать».
Яла çитиччен те пĕр-пĕрне тек сăмах чĕнмерĕç вĕсем...
Ытла та хăвăрт, пĕр самантра, улшăнма пултарать иккен çын пурнăçĕ. Çавăн пек самант Трашукшăн та çитрĕ-çитрех. Ана та самана çил-тăвăлĕ тăван ялтан хăйпăтса, таçталла вĕçтерсе кайрĕ. Ĕнер çеç каç еннелле Хăмăшлăран Тимукпа пĕрле яла таврăнчĕ Трашук, паян ак, хĕвел тухнă-тухманах, вăл хула çулĕпе юланутпа кустарса пырать. Каçпа ир хушшинче мĕн-мĕн пулса иртнине тĕплĕн пĕлсе те çитеймерĕ каччă. Каçхине вăл, яла таврăнсанах, амăш патне чупрĕ.
— Мăрзабай патĕнче текех ĕçлеместĕп, урăх ĕç шырама тухса каятăп, — хурлантарчĕ вăл килте пĕчченех юлакан амăшне (вĕсен асламашĕ иртнĕ кĕркунне çĕре кĕчĕ).
Унтан Лешеккине васкарĕ.
...Ольăн хăйĕн хуйхă — Рамашран чылайранпа хыпар çук. Çапах та Трашук кăмăлне уçма тăрăшрĕ вăл, сана юлташусем тем пек кĕтеççĕ терĕ, вĕсене ăçта шырамаллине каласа ăнлантарчĕ.
Ирхине ирех Мăрзабай пурне те пӳрте чĕнсе кĕртрĕ. Шалти пӳлĕме кĕрсен, Трашук алăк патĕнче чарăнса тăчĕ. Наçтук шурă кĕпе тăхăннă, пуç тавра пушкăрт муллин чалми пек шурă тутăр чĕркенĕ. Хăй салхуллă. Юнашар Кулине тăрать. Вал Наçтукпа пĕр сăнлă пек, тути çеç темшĕн Наçтукăнни пек тăртанчăк мар, çӳхе, çăварĕ пысăк. Хуçа Трашукпа пĕрлештересшĕн иккен çак ватă хĕре. Паян та унпа кăмăллăн калаçрĕ Мăрзабай, каллех хуçа пулăн тесе асăнчĕ. Çук ĕнтĕ, Трашук мар, Мирски Тимук хуçа пултăр кунта.
Пурте пухăнсан, турăш умне тăрса, пуççапма тытăнчĕç. Шăп çав вăхăтра Мăрзабай килкартине пĕр ют çын пырса кĕчĕ. Хуçа сасăсăр, куçпа çеç паллă турĕ Тимука. Лешĕ пӳртрен тухрĕ те кĕçех хуçана чĕнсе кăларчĕ. Тепĕр минутран Укахвие те чĕнчĕç. Кулине амăшĕ хыççăн тухрĕ. Шалти пӳлĕмре Трашукпа Наçтук иккĕшех юлчĕç.
Хăюсăр каччăн таçтан тупăнчĕ хăюлăхĕ.
— Сывă пул, Наçтук, ĕмĕрлĕхе сывă пул! — пăшăлтатрĕ вăл. — Паян ялтан тухса каятăп та урăх нихçан та таврăнмастăп. Хальччен калаймарăм, халĕ те пулии калам эппин. Юратрăм эп сана. Емĕрлĕхе юратрăм. Телен пулмарĕ. Хăть эс телейлĕ пул...
Наçтукăн чĕри те, хăлхи те халь çивĕчлемнĕ. Илтрĕ, ăнланчĕ вăл тăлăх чĕре хуйхине. Хĕр каччă еннелле варт çаврăнчĕ, тем калама тăчĕ — калаймарĕ, пĕчĕк тутăр кă-ларса куçне шăлма тытăнчĕ. Çав вăхăтра чӳречерен Трашука килкартине тухма чĕнчĕç. Трашук алăк хăлăпне ярса тытнăччĕ — ăна Наçтук алли пырса сĕртĕнчĕ.
— Ме сана... Мана асăнмалăх парне пултăр, — терĕ хĕр, пăшăлтатса.
Трашук Наçтук панă алă тутрине кĕсйине чикрĕ те пӳртрен чупса тухрĕ.
Наçтук тарăн шухăша кайрĕ: «Телейлĕ пул...»
Телей. Мĕн вăл телей? Тин вăрана пуçланă хĕр чĕри темшĕн ыратса, çӳçенсе кайрĕ...
Тимĕр кăвак ăйăра çунатлă тăрантаса кӳлес вырăнне Йĕнерлеме пуçланă.
— Трашук, ывăлăм, пĕр ĕç туса пар маншăн, — тархасланă пек калаçрĕ Мăрзабай. — Айăр çине ларса хулана кайса кил. Ак нухайкка, шеллемесĕр хăвала. Икĕ сехетрен хулара пулатăн. Çак пакета леçсе парăн. Адресне çырнă унта...
Трашук ним шухăшламасăр, чĕнмесĕр ăйăр утланчĕ. Тимук ăна ăсатма урама тухрĕ, йĕнер хырăмлăхне хытарма тăрăшнă пек пулса, юланутçă илтмелле хăйăлтатрĕ:
— Назар пакечĕ ку. Таллăра та халăх пăлханнă, пирĕн ахвицера хупса лартнă. Анчах вăл чее, эсремет. Малтанах хулана çыру çырса хатĕрленĕ. Пĕр пуяна, хăй инкеке лексен, çырăвне хулана çитерме хушнă. Лешĕ, Мăрзабайсене лайăх пĕлекенскер, пакетне кунта, ашшĕ патне, леçтернĕ. Хуçа мана хулана кайса килме хушрĕ те — эпĕ юри чире петĕм, пилĕк ыратать терĕм. Саншăн тата сан юлташусемшĕн тăрăшатăп. Карательсене пулăшма ухмах мар эс. Тӳрех партизансем еннелле вĕçтер. Вĕсене ăçта тупмаллине чухлатăн пуль. Ахальтен мар эс çĕркаç Лешеккине чупрăн...
«Тем те пĕлет, шуйттан», — шухăшларĕ Трашук, анчах хирĕç сăмах чĕнмесĕрех лашине тапратрĕ.
...Умри çул кĕçех юпленет. Хăш юппипе каяс? Трашукăн пурнăç çулĕ те паян çапла юпленмен-и? Наçтук пиркиех вăл юлташсенчен юлчĕ. Рамаш пĕлсеи, мĕн калĕччĕ-ши? Халь Наçтук та чарса тăмасть. Качча каять вăл, каять мар, кайрĕ темелле. Енерех, паян ирхине те, йĕкĕт ялтан ĕмĕрлĕхех тухса кайма хатĕрччĕ. Наçтука та çапла каланăччĕ. Халь мĕн иккĕленмелли тупăнчĕ тата? Çынна та улталас килмест. Павăл пичче хулана шанса ăсатрĕ вĕт ăиа. Халĕ Назар шăпи ун аллинче. Тимук та вăрттăн сăмахĕсене ырă кăмăлпа каламарĕ пуль, çак... тĕрĕс каларĕ вĕт, эсрел. Айăра çулăн сулахай юппине пăрсан, Назар çăлăнăç кĕтсе илеймест. Наçтукăн пиччĕшĕ вăл. Çав вăхăтрах Рамашăн, Илюшăн, Мишша пиччен, Çимун пиччен тăшманĕ...
Трашук çул юппинче урхамахне ташлатса тăрать: сылтăмалла пăрсан — хула çулĕ, сулахаялла пăрсан — Весукка çулĕ.
«Çук, карательсене пулăшакан çулпа каймăпăр, Рамаш çулĕпе кайăпăр!»
Рамаша питĕ вырăнлă аса илчĕ Трашук. Айăра сулахаялла Рамаш алли пăрнă пекех туйăнчĕ ăна.
Весукка çулĕ çине пăрăнасса пăрăнчĕ йĕкĕт, анчах ăйăра чуптарма васкамарĕ-ха. Тепĕр шухăш аптратать ăна: ултавçăран пуçне лаша вăрри пулатăп-çке капла. Айăра пăрахса, çуран таккас мар-и? Рамашĕ хыçрах ларать пек, хăлхараи пăшăлтатать: «Ан иккĕлен, ухмах. Икĕ çул çăвĕпе Мăрзабайшăн ĕçлесе лаша хакне татрăн эс. Сан ăйăру вăл».
«Мĕне кирлĕ çак тулăксăр ăйăр? — Рамаша хуравланă пек шухăшлать Трашук. — Весуккана çитсен, кирлех мар вăл мана. Чим-ха, Весуккана çитсен, Çимун пиччене тупсан, лаша вăрри пулмастăп вара. Мăрзабай ăйăрне Мăрзабай таврашĕ хуть хăй утлантăр, хуть мучăш патне тавăртăр. Еçĕ те пĕтнĕ. Çапах ырă хуçана улталарăм, ун ывăлне, Наçтукăн пиччĕшне, сутрăм пулать...»
«Çук, улталамарăн, никама та сутмарăн, — пăшăлтатать Рамаш. — Хуçана хирĕç, карательсене хирĕç пăлхав çĕклерĕн эс. Революци çулĕпе пĕр иккĕленмесĕр вĕçтер».
Ак çапла пурăнать-пурăнать те çын пĕр майлă, ним шухăшламасăр, ун умне сасартăк юплĕ çул килсе тухать. Хăш юппипе каймалла, пурнăç шăпине мĕнле татса памалла? Çав самантра вара этем кăмăлĕнчи чи шалти туйăмсем çиеле тухаççĕ, вăйлăраххи çĕнтерет.
Трашукăн мăраланчăк кăмăлĕ паян хытă кисренсе хумханчĕ. Питĕ йывăр самант пулчĕ уншăн çав çул юппинче. Анчах иккĕленчĕк тапхăр иртсен, вăл калама çук çăмăллăн сывла пуçларĕ. Тин вара хĕр парни те аса килчĕ. Тутăра кĕсъерен кăларса, саркаласа пăхрĕ вăл, унта тĕрлесе вырăсла çырнине вуларĕ: «Кого люблю, тому дарю». Иăлашăн çеç тĕрленĕ тутăра кăмăлĕ хушнипех парнелерĕ-ши Наçтук е чĕри вăрканипе çеç пырса тыттарчĕ-ши?..
Трашук шурă тутăра, ачашшăн хуçлатса, кĕсйине чикрĕ, тимĕр кăвак ăйăра пирвайхи хут нухайккапа тивертрĕ те Весукка çулĕпе сĕм вăрман еннелле вĕçтерчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...