Кĕпер :: Вăрманти вăрттăн ĕçсем
Белянкин икĕ питлĕ пулнине вулăсри коммунистсем çийĕнчех сисеймен. Лешĕ, коммунистсемпе активлăрах Совет членĕсене сутса, хăйĕн пуçне çăлнă, шурă чехсемпе комуч влаçĕшĕн шанчăклă çын пулса тăнă. Якалĕнчи чылай парти ячейкине тĕпĕ-тымарĕпех пĕтерни — çавăн ĕçĕ.
Якалĕнчи пĕр Яшкин хушаматлă чăваш, хĕрĕхсенчен иртнĕ çын, Кăяш Тимккипе ĕлĕкех туслă пулнă. Çавăнпа та вăл вунçиччĕмĕш çулхи лару-тăрăва малтанах тĕрĕс анланса илнĕ. Çавăн пекрех çын вырăсра та тупăннă — Серафим Дятлов. Якальсемшĕн революци тени Яшкинпа Серафим Дятлов пулса тăнă. Пĕрне хушаматпа çеç, теприне ятпа та каланинчен тĕлĕнмелли çук. Яшкин таврашĕ-сем Якалĕнче урăх пулман, Дятловсем — тем чухлех.
Тĕлĕнмелле йĕкĕреш пулнă çав вырăспа чăваш: янташсем, тантăшсем, иккĕшĕ те лутра та кĕрнеклĕ, иккĕшĕ те сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă. Янах шăммисем те вĕсен пĕр пекрех курăннă. Пĕр сăмахпа каласан, пĕртăван йĕкĕрешсем тейĕн. Вăрçăран таврăннă салтаксене пĕтĕçтерес енчен вĕсем чулçырмасенчен те ирттернĕ. Кунта тĕвĕленнĕ парти ячейки вулăсра кăна мар, уесра та чи пысăкки пулнă. Мĕнпурĕ çиччĕн пулнă вĕсем, Якаль большевикĕсем: пилĕк вырăс, икĕ чăваш. Коммунистсем кунта Совет влаçне пулăшас тĕлĕшпе вăйлă ĕçленĕ, çавăнпа ялти кулаксене те хытăрах кӳрентернĕ. Чехсем çĕнтернĕ вăхăта пиллĕкĕн юлнăччĕ весем — ватăраххисем, вăрçа кайманнисем.
Иĕкĕреш тусăн шухăшсем пĕр йĕрпе пынă, анчах кăмăлĕсем кăшг юпленсе кайнă. Яшкин Белянкина юратман, шанман ăна, Дятлов — хисепленĕ, ĕненнĕ. Çавăн пирки пĕтнĕ те пилĕк коммунист. Чехсем хулана йышăннине илтсен, Якалĕнчи коммунистсем пурте вăрмана, Серафим Дятловăн хурăнташĕ пулнă лесник пӳртне пурăнма куçнă. Серафимĕ Белянкинпа калаçнă чух çав лесник пӳрчĕ пирки асăннă, лешĕ, манăн та пытанмалла пулать тесе, çакăн çинчен Дятловран юриех шахвăртса ыйтнă.
Пĕррехинче ирхине ирех Лесник пӳртне чехсен отрячĕ çавăрса илнĕ. Пӳрте офицерпа пĕрле Белянкин кĕнĕ. Çавăн чух Серафим Дятлов тарăхнипе çӳçне тăпăлтарсах кăшкăрашнă. Белянкин ăна: «Лăплан, Серафим Демьянович, саншăн хăрушлăх çук, эпĕ туссене инкекре хăвармас-тăп. Юлташусене хулана ăсататпăр, сана вара эсер тесе вилĕмрен çăлтăм», — тенĕ. Пӳртре йĕкĕреш тус çеç çывăрнă, ыттисем йывăç кĕлетре пулнă. Яшкин Серафим кăшкăрса ярсан тин вăраннă, тĕлĕнсе, урлă-пирлĕ пăхкала пуçланă. Дятлов, кăшт лăпланса: «Апла иккен, Фадей Панфилович, мана эсер тунăшăн тавтапуç», — тенĕ те Белянкина ăшран тапса антăхтарнă. Çав вăхăтра Яшкин сиксе тăнă, офицерне çапса ӳкерсе, пуканпа чăтлăх енчи чӳречене çапса çĕмĕрнĕ. Анчах чӳречерен те, алăкран та штыксем курăнса кайнă...
Пплĕк коммуниста, вĕсемпе пĕрле Серафимăн хурăнташне те, çавăнтах персе вĕлернĕ.
Çапла пулса иртнĕ Якалĕнчи трагеди.
Вăрттăн ревком валли Ятрус Хрулкки Самлейпе Весукка хушшинчи вăрманта питĕ меллĕ, ăнăçлă вырăн тупса пăчĕ. Кунталла çын çӳресех каймасть: самлейсемшĕн те, весуккасемшĕн те «ют вăрман». Вырăнĕ тепĕр енчен ăнăçлă: вăрмантан тухмасăрах учитель пӳрчĕ патне çитме пулать. Чăтлăхсем, варсем урлă кайсан, тӳрĕ çулпа инçех те мар — пилĕк çухрăмран ытла пулмĕ.
Малтанах виççĕнччĕ вĕсем, ревкомсем: Мишша-салтакпа Мăрзабай Çимунĕ тата Илюша Чугунов. Федотов хуларан килсе çитсен, тăваттăн пулчĕç. Ятрус учителе те шут-ласан — пиллĕкĕн.
Пиллĕкĕн те... çапăçăва юрăхлисем халлĕхе иккĕн çеç-ха — Осокинпа Федотов. Илюша Авандеевпа çыхăну тытма хула çывăхĕнчи аслă Сухоречкăна каймалла. Унта унăн çывăх тăванĕсем пур, лешсен тăванĕсем хулара пур...
Мăрзабай Çимунĕ халĕ ревкомшăн чăрмав çеç: чирлĕ çынпа айкашмалла. Анчах ун ячĕ кăна тем хака тăрать. Старшина пулнă Мăрзабайăн çывăх тăванĕ, ывăлĕ вырăнне пăхса ӳстернĕскер, хăйĕн ячĕпе кăна нумай çынна ревкомсене май çавăрма пултарать. Мăрзабай Çимунĕ Совет влаçĕшĕн кĕрешнине пĕлсен, иккĕленекеннисем те иккĕленме пăрахĕç.
Ватă учитель, пĕрре пăхсан, паттăр ĕçсем тума пачах юрăхсăр тейĕн. Çав вăхăтрах ревкомшăн унран хаклă çын та çук. Ана эсерсем шанаççĕ, унран пытанмаççĕ. Таврари халăх та юратать ăна. Ун патне таçтан-таçтан чирлĕ çынсем çуран та, лашапа та килеççĕ. Нумайăшне вилĕмрен çăлнă вăл — пуянпа чухăнне, вырăспа чăвашне пăхмасăр. Унăн Весуккари пӳрчĕ вăрман хĕрринче ларать — пырса кĕме питĕ майлă. Çăвĕпе Ятрус вăрман сукмакĕсене такăрлатса çӳрет, сукмаксăр та аташмасть. Эмел курăкĕсем шырать вăл. Кăçал вăрман чăтлăхĕнче пытанса пурăнакан çынсене те тĕл пулкалать. Унран хăрамаççĕ çынсем, хăйсемех палласа хирĕç тухаççĕ. Ун пеккисене Ятрус ревком чăтлăхне çул кăтартса парать. Пĕр сăмахпа калас тесен, Ятрус учительрен шанчăклăрах, ревкомшăн усăллă разведчик тупаймăн.
Çапла, Самлейпе Весукка таврашĕнче вăрттăн ревком ĕçлеме пуçларĕ. Çывăх ялсенче Совет влаçĕшĕн кĕрешме хатĕр çынсем пур та... сахалтарах. Осокин Чулçырмапа Лешекки çыннисем пирки ĕмĕтленет. Тук икĕ хĕррипе те халăх çĕкленсен, отряд пулатех. Чи малтанхи тивĕç — пытанса юлнă коммунистсене вилĕмрен çăласси. Куçминкка вунçичĕ çухрăмра. Унта Белянкин иртĕхсе пурăнать, коммунистсем çинчен чехсене систерсех тăрать. Чылай хушă большевиксемпе пĕрле ĕçленĕскер, уесри коммунистсене вăл нумайăшне паллать. Çавна кура, ревком Белянкин пирки ятарласа уйрăм решени йышăнчĕ.
Шăп çав вăхăтра Ятрус Хрулкки Самлейĕнчен тĕлĕнмелле хыпар илсе килчĕ...
Виçĕ Якур Хветюк пулăшнипе çĕтĕк кĕлетрен тарнă хыççăн эрне ытла Якаль вăрманĕнче, Якальпе Куçминкка хушшинче, пытанса пурăнчĕ. Каярахпа вăл, Самлейне çитсе, йыснăшĕсем патĕнче вăхăтлăха чарăнса тăчĕ. Пăлхавçă çын кунта та пăлхавăр тумасăр тӳсеймерĕ.
Самлей хуларан та, Куçминккаран та инçетре ларать. Кунта влаçсем çӳресвх каймаççĕ. Çавиа кура самлейсем комуч влаçне хирĕç чулçырмасенчен те хытăрах пăлханаççĕ иккен. Якуршăн урăх ним те кирлĕ мар. Вăл халăха пухăва чĕнтерчĕ те кунта çĕнĕрен Совет влаçĕ туса хучĕ. Теветкеллĕ çын тупăннăран, самлейсем хăюланчĕç, ял старостине тытса хупрĕç. Виçĕ Якур Самлейне килсе кĕнĕ Ятруса та, эсер, усал контра, Белянкинăн тусĕ тесе, хупса лартасшăнччĕ. Ăнчах халăха эмеллесе пурăнакан учителе Совет членĕсем хупма памарĕç. Çавăн пирки Якур хăех чĕрĕлтернĕ Совет влаçĕпе хирĕçсе, вăрçса пĕтрĕ, Совет çуртĕнчен кăшкăрашса, сурса тухса кайрĕ. Каçченех çилли иртмерĕ унăн, ял çине урăх тухса çӳремерĕ.
Тырă вырма та вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, ыраш анисем ĕлкĕрнĕ. Ирхине кил хуçисем хире ĕçе кайрĕç. Якура килте ача пăхма хăварчĕç.
Икĕ ачапа йăлтах тарăхса пĕтрĕ Виçĕ Якур. Ачана йăпатма пĕлмест вăл, кăшкăрса, хăратса çеç пăрахать. Кайран, хăй кулсан та, ачисем йĕреççĕ. Çапла çуйăхса ларнипе, уçă алăкран ют çын пырса кĕнине те сисмерĕ таркăн. Ют арçын сассине илтсен, шартах сиксе алăри ачнне çĕре ӳкерчĕ, хăй ура çине сиксе тăчĕ. Мишша-салтак урайĕнче макăрса выртакан ачана, алла илсе, лăплантарма тăрăшрĕ. Çав хушăра Виçĕ Якур пĕр хускалмасăр хытса тăчĕ.
— Эй, турăçăм, ман кĕлле илтрĕнех иккен, — хаш сывласа ячĕ вăл юлашкинчен. — Аçтан большевиксене шыраса тупас-ши тесе тарăхаттăм. Халĕ акă хăйсемех тупăнчĕç.
— Тамаша! Анархнст турра кĕлтунине илтменччĕ-ха, — терĕ Осокин.
— Çук, çук, Мишша! Эпĕ анархист мар. Эпĕ большевик халĕ, çавăнпа сире шыратăп. Турра асăнни вăл — йăлишĕн çеç.
— Эсĕ, Якур, хăвна ху большевик тесе тахçанах калаçатăн, ху большевик картине кĕреймерĕн-ха. Халь пире тата коммунист теççĕ. Çав ятран хăрамастăн-и?
— Эп нимрен те хăрамастăп! — сисмесĕрех кăшкăра пуçларĕ Якур. — Коммунистсем офицерсене, сутăнчăк эсерсене хирĕç пулсан — эпĕ те коммунист.
Осокин Якурпа юнашар ларчĕ, куçран пăхса, вăл мĕнле майпа кунта килсе çитни çинчен ыйтрĕ. Якур хăй ялтан мĕнле тарнине йĕркипе каласа пачĕ.
— Ак мĕн калам сана, Егоров юлташ, — терĕ çакăн хыççăн Осокин. — Сан валли пĕр ĕç пур. Çав ĕçе тусан, сана хамăр ушкăна йышăнăпăр. Ревком приговорĕ тăрăх, пирĕн пĕр çынна пуçтарса хурас пулать.
Белянкин ятне илтсен, Виçĕ Якур сăнĕ çĕнĕ уйăх пек çуталса кайрĕ.
— Ĕçне тунă тесе шутла, Осокин юлташ. Мана паянах йышăнма пултаратăр. Эпĕ ăна... хам приговорпах пăккин турăм.
Осокин питех тĕлĕнмерĕ. Виçĕ Якур сăмахне ĕненчĕ вăл, мĕншĕн тесен Егоров, чăнах та ĕнтĕ, хăйне персе вĕлерес тенĕ çынна ахаль хăварас çук.
Çапах ревком пуçлăхĕ, Якур кĕтнĕ пек, ун ĕçне хавас-сăн ырлани пулмарĕ. Ырлама мар, пуçне пăркаласа сивлерĕ пек.
— Эх, Якур, Якур, анархистлах хăтланатăн иккен, — терĕ вара. — Йышăнасса йышăнăпăр та... асту, Егоров юлташ, эпĕ сана малтанах асăрхаттарасшăн: капла хăвăн приговорупа хăтланни — юлашки пултăр. Ревком ирĕкĕнчен тухсан... ан ӳпкелеш вара.
— Юрĕ, юрĕ, ăнлантăм. Анархистпа большевик хушшинче уйрăмлăх çакă пуль ĕнтĕ. Дисциплина!
— Уйрăмлăхĕ вăл кăна мар, — терĕ Мишша-салтак, айванрах юлташĕнчен ăшра кулкаласа, — анчах йĕркелĕх пирки çирĕп ăнлантăн пулсан, юрĕ вара...
Картишĕнче сасăсем илтĕнчĕç, Якур малтанах хатĕрлесе хунă пуртă аврине ярса тытрĕ.
— Ан çуйхаш, хамăрăннисем, — терĕ Осокин.
Алăкран Совет членĕсем килсе кĕчĕç. Хайхи «усал контрă», Ятрус учитель, вĕсен хушшинче, Якура куçран пăхса, шăппăн кулса тăрать. Тамаша!
Вăрманти çынсен ушкăнĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ӳсе пуçларĕ. Таврарп коммунистсем, тарнисем те, унччен тарма шухăшламаниисем те, пĕр çĕре пухăнса чăмăртанчĕç. Çапах йыш отряд тумалăхах çук-ха. Мишша-салтак тăван ялти хĕçпăшал пирки те, унти çынсем çинчен те манман.
Илюшăпа Виçĕ Якура çавăнта разведкăна ярса пăхас терĕ ревком.
Вăрттăн çулсемпе чнперех кайса килчĕç ревком çыннисем. Виçĕ Якур чăрсăрланса Илмен шывĕ тăрăх тӳрех вĕçтересшĕнччĕ, Илюша ăна чарчĕ: ревком тавра çулпа кайма хушнине аса илтерчĕ. Егоров вара Мишша-салтак сăмахĕсене те астурĕ пуль, пĕрремĕш хут хăйне хăй ирĕксĕрлесе, çын каланине итлерĕ.
Илюша, çĕрле. Тук урлă каçса, юлташĕсемпе курса калаçрĕ. Виçĕ Якура арăмĕ ялти ĕç-пуç çинчен каласа пачĕ.
Хыпарсем çапла иккен: ĕççи пулин те, ял çыннисем вăхăта ĕçленинчен ытларах митинг туса ирттереççĕ. Чулçырмари Кĕркури оратор пек калаçакан пулнă, Лешеккисем Радаевпа Илюша килсе тухасса кĕтсе пурăнаççĕ. Ха-лăха пăлханма сăлтав нумай. Помещик çĕрĕ çине акнă тырра комуч влаçĕ туртса илесшĕн. Икçĕр теçеттин пухса илмен тырра помещик комуч правительствине сутнă пулать. Тыррине те туртса илесшĕн, çĕрпе усă курнăшăн та укçа тӳлеттересшĕн. Каменка ялĕн мĕнпурĕ çĕр пин тенкĕ тӳлемелле. Тата шуррисен çарне мобилизацилес пирки сăмах сарăлнă. Фронтра пулнă çынсем: «Вăрçа каймалла пулсан, шуррисемшĕн çапăçмастпăр, пурпĕрех Хĕрлĕ Çара тарса каятпăр», — тесе калаçаççĕ. Организатор пулсан, ял паян тесен паян Совет влаçĕшĕн кĕрешме çĕкленмелле.
Чулçырма хыпарĕсене пĕлнĕ хыççăн ревком çакăн пек йышăнчĕ: Осокин, Федотов, Чугунов, Егоров халех Чулçырма вăрманне куçаççĕ, Николаев ытти çынсемпе пĕрле кунта юлать...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...