Кĕпер :: Комиссар эмелĕ
Урал казакĕсен атамаиĕ Дутов, октябрь хыпарĕ Оренбурга çитсенех, большевиксен комиссарĕсене — вăтăр икĕ комиссара — тĕрмене хупнă. Лешсем унта нумаях ларман, ирĕкре юлнă юлташĕсем пулăшнипе тĕрмерен ушкăнĕпех тарма пĕлнĕ. Çав кунах вĕсем Оренбургри ĕçсем пирки шанчăклă. телеграфистсем урлă Ленин патне телеграмма çаптарнă.
Кĕç Совет правительстви хушнипе Питĕртен чрезвычайнăй комиссар, Кобозев юлташ, Самара килсе çитнĕ. Дутовăн вунă пинлĕ çарĕпе çапăçма Самартан Кобозев ертсе кайнă «çарта» малтан... икçĕр хĕрлĕ гвардеец çеç пулнă. Дутов атамана йĕрĕх аташтарнă пулас. Вăл хăех комиссарсен çирĕм пинлĕ çарĕ пирки сӳпĕлтетсе шуррисем хушшинче хуйхаштаракан хыпар сарнă. «Йĕрĕхĕсем» чăнах та пулнах иккен — икĕ çамрăк телеграфист. Кобозев Пăслăка çитсен, Оренбурга, вăрттăн ĕçлекен комиссарсем патне, телеграмма çаптарнă, унта вăл 200 хĕрлĕ гвардеец пирки асăннă. Пăслăкри телеграфист, Оренбургри юлташсене ытларах хавхалантарас тесе, 200 çумне тепĕр нуль хушнă. Тăваттăмĕш ункине Оренбургри телеграфист хăйĕнчен хушса хунă.
Çав вăхăтрах Челябинск енчен те пысăк мар отряд Оренбург еннелле васканă. Çак икĕ хыпара Дутов штабĕнче пĕрлештернĕ те: «Блюхер генерал çирĕм пинлĕ корпус ертсе килет», — тесе хăйсен атаманне ĕнентернĕ.
Василий Блюхер генерал пулман. Вăл салтак тата... комиссар пулнă. Ана Самарти ревком, Челябинекра вăй пухса, Дутов çарне çурçĕр енчен таиăнма хушса янă.
Пинсем пулман çав ун чух Блюхерпа Кобозев отрячĕсенче. Çапах шурă казаксен çарне татăклă тапăнас вăхăтра комиссарсен çарĕ виçĕ пинрен ирте пуçланă. Самар, Челябинск, Екатеринбург, Ĕпхӳ рабочийĕсем, хĕçпăшалланса, Совет влаçĕшĕн çапăçма харăс çĕкленнĕ. Вĕсен çумне Питĕртен Павлов мичман ертсе килнĕ моряксен отрячĕ хутшăннă.
Дутовăн вунă-вуникĕ пинлĕ çарне комиссарсен виçĕ пинлĕ çарĕ çĕнтерет. Тинех Оренбургра та вара, ик-виçĕ уйăха кая юлсан та пулин, Совет влаçĕ йĕркеленет. Дутов тĕрминчен тарса хăтăлнă вăтăр икĕ комиссартан хăшĕ вăрçăра вилеççĕ. Чĕрĕ юлнисемшĕн ĕç мăй таран. Дутовăн арканса пĕтеймен çарĕпе те çапăçмалла, Совет ĕçне те — хулара, ялсенче, станицăсенче — пуçарса ямалла. Ревкомсем, комиссарсем таçта та кирлĕ. Сахалрах çав вĕсем халлĕхе, çителĕксĕр. Çавăнпа та ревком çапăçура суранланнă комиссара, Батурин юлташа, сывалса выртнă хушăрах госпиталь комиссарĕ пулма хушать.
Уйăх иртнĕ çĕре комиссар сывала пуçларĕ, çавах ун пуçне сырнă шурă сурпана салтмаççĕ-ха. Палата-кабинетри диван çинче, кăшт канма выртнă çын пек, пуçне алăпа тĕвелесе выртать вăл.
Алăка шаккамасăр палатăна сестра чупса кĕчĕ.
— Кулать, кулать, комиссар юлташ! Тупата туршăн, кулать, — пăлханса кăшкăрчĕ вăл.
— Лăпланăр, Лидия Семеновна. Кам кулать, камран кулать? — ăнланаймарĕ Батурин комиссар.
— Николаев тăна кĕнĕ. Икĕ уйăхри чĕчĕ ачи пек, тутипе çеç йăл кулса выртать.
Николаев салтака шанчăксăр палатăна вырнаçтарнă пулнă. Вилнĕ тесе, ăна морга та йăтса кайма пултарнă. Анчах Батурин комиссара Кобозев комиссар Николаева хытă пăхма хушса хăварнă.
Батурин вăл — рабочн. Дутова хнрĕç çапăçма Блюхерпа пĕрле Самартанах çĕкленсе тухнă хĕрлĕ гвардеецсенчен пери. Блюхер çинчен лайăх пĕлнĕ Батурин. Лешĕ, империализм вăрçинче салтак пулса çапăçнăскер, пĕтĕмпех суранланса пĕтнĕ. Юлашки хут йывăр аманнă хыççăн Блюхера, вилнĕ тесе, темиçĕ хут та çар госпнталĕнчи палатаран морга ăсатнă. «Вилĕ» салтака кашнинчех пĕр ăста профессор вăхăтра ĕлкĕрсе çăлса хăварнă. Унăн чĕри яланлăха тапма чарăнманнине пĕлнĕ çав профессор. Çакна асра тытса, Батурин комиссар та Николаева тăруках морга ăсатма хушман. Главнăй врача çакă тарăхтарса янă, анчах вăл сывалса çитмен комиссара вăрçса пăлхантăрас мар, хăй те морга лекме пултарĕ тата тенĕ те питех шарламан.
Николаев ятне илтсен, Батурин комиссар халĕ яшт! сиксе тăчĕ, çав самантрах пуçне икĕ аллйпе те çавăрса тытрĕ:
— Главнăй пĕлет-и? — ыйтрĕ вăл йăвашланнă сасăпа,
— Çук-ха. Эпĕ, эсир хушнă пек, тӳрех кунта васкарăм.
— Тавтапуç. Пырăр, Николай Петровича пĕлтерĕр малтан. Эпĕ каярах кĕрсе курăп.
Главнăй врач шанчăксăр салтака пырса пăхса тăчĕ те: «Тăна кĕни питех палăрмасть-ха. Хăй калаçа пуçличчен ан сăмахлăр унпа», — терĕ.
Уйăх ытла тăна кĕмесĕр, хушăран аташса, хушăран йынăшса, тепĕр чух сывлăш палăртмасăр выртнă Çимун. Кăшт тăна кĕрсенех, унччен мĕн пулнине аса илсе, шухăша кайрĕ вăл.
«Пурне те улталарăм, — шухăшлать Çимун, — хама та улталарăм. Замана! — тейĕн çав Тимеркке пичче пек. Пăлакие улталарăм: вăрçа каймастăп, халь алă çĕклесе çеç çапăçатпăр терĕм; мучипе Белянкина улталарăм: вĕсен хресчен съездне пăрахса, большевиксен штабне пырса лекрĕм; Тайман Сахарĕпе Воробьев юлташа улталарăм: эпĕ сывă çын, Совет влаçĕшĕн çапăçма хатĕр терĕм; хама хам улталарăм: нимле партипе çыхланас мар тесе пурăннă çĕртех болыневик пулса тăтăм...»
Çакăн чухлĕ çынна çеç мар, юлашкинчен тата, тепĕр япалана — чи хăрушшине улталарĕ Мăрзабай Çимунĕ, çак кунтан пуçласа сывалас енне кайрĕ. Çапла, вилĕме те улталама пултарчĕ вăл.
Ытлашши калаçма хушмаççĕ-ха ăна. Çавăнпа Çимун, иртнĕ кунсене аса илсе, шухăша кайса, шăппăн выртать.
«Эпĕ — чăнахах чĕре хушнипе большевик пултăм-и? Е çын хыççăн кайса çеç пуçа кирлĕ мар çĕре пырса чикрĕм-ши?» — çапла шухăшлать те Çимуи çавăнтах хăйне хăй ӳкĕтлеме тытăнать: «Çук, çын хыççăн кайнине çеç мар. Пурнăçра тĕллев тупăнчĕ. Большевик ятне илтнĕ хыççăн çунат хушăннă пек туйăнчĕ. Пĕтĕм халăх пурнăçне лайăхлатасшăн çапăçатпăр».
Çын хыççăн кайни те кăшт пулнă пуль. Тайман Сахарĕпе тĕл пулман пулсан, Самаринсемпе паллашман пулсан, Çимун тахçанах киле таврăнĕччĕ-ха. Çапах та ăна ытлашши ӳкĕтлемерĕç, ирĕксерлемерĕç. Хула хĕрринчи пĕчĕкçĕ пӳртре вырăс чăвашсем каçхине янраттарсах юрă юрланăччĕ, «Интернационала» чăвашла та куçарса кĕвĕленĕччĕ. «В интернационале воспрянет род людской» тени этем ăрăвĕ чĕрĕлсе, çĕнелсе ура çинĕ тăрĕ тени пулать ĕнтĕ. Уншăн юн тăксан та, пуç хурсан та, патша çарĕнче çапăçнă пек кăлăх пулмасть», — терĕç çавăн чух вырăс чăвашсем Çимуна. Унсăр пуçне Мăрзабай таврашĕ хăй Воробьевпа калаçнине тата Куйбышев юлташ сăмахне итленине лайăх астăвать.
Воробьев питĕ вăр-вар çын иккен. Сăмахне вăл хăвăрт-хăвăрт каласа хурать, сывлăш çавăрмасăр тенĕ пек калаçать. Чи малтанах вăл Çимунран Мăрзабай Павăлĕ çин-чен ыйтса тĕпчерĕ. Кайран кĕтмен çĕртен:
— Большевиксене мĕн шухăшпа кăмăллатăн? — тесĕ хучĕ.
— Российăра йĕркелĕх çук. Большевиксем йĕркелĕх тăвасшăн, — хăй шухăшне унччен мучăшне каланă пек, тӳрех каласа пачĕ Çимун.
— Большевиксемсĕр пуçне, йĕркелĕх тума пултаракан парти урăх çук тесе шухăшлатăн-им?
— Çуккă!
Воробьев куçĕсем, кулнă пек пулса, çиçĕм çиçтерчĕç те каллех хурçă тĕслĕ пулчĕç.
— Совет влаçĕшĕн хĕçпăшал тытса çап-ăçма хатĕр-и? — ыйтрĕ сасартăк Иван Васильевич.
Çимун кун пирки нихçан та шухăшламанччĕ. Халĕ те шухăшласа ĕлкĕреймерĕ, чĕлхи хăех: «Хатĕр!» — терĕ.
Çапла Мăрзабай Çимунĕ большевик пулса тăчĕ, тепĕр кун Воробьевпа, Самаринсемпе пĕрле алла винтовка тытрĕ.
Ревком председателĕ, Куйбышев юлташ, çар çыннисене ăсатнă чух сăмах каларĕ:
— Юлташсем! Революци тăшманĕсем Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклерĕç, — терĕ вăл ун чух. — Каледин Дон çинче, Дутов Урал таврашĕнче пире хирĕç вăй пухса Совет влаçне мĕнпур Россия çĕршывĕпе пĕтерсе хурасшăн, рабочипе хресчен ĕнси çине капиталистсемпе помещиксене çĕнĕрен лартасшăн. Ленин юлташ пĕтĕм ĕçхалăхне контрреволюцие хирĕç çĕкленме чĕнет. Самар пролетариачĕ хăйĕн мухтавлă ятне çĕртес çук...
Куйбышев юлташ сăмахĕсене Çимун халĕ те манман, нихçан та манас çук. Хăй те куç умĕнче тăрать: вăтăрсене çитнĕ çӳллĕ, тĕреклĕ çын. Тăваткал çамки сарлака, кăшт кăтраланса тăракан хура çӳçĕ арăслан çилхи пек, янах таврашĕ çап-çара — кулленех хырăиать пуль. Хулăн сасси унан кăшт урмăшрах, куçĕсем вара çын çине кăмăллăн пăхаççĕ. Хăйне генерал ывăлĕ, теççĕ, пурпĕр вăл рабочисемпе юлташ лек, тус пек калаçать. Рабочисем тем пек юратаççĕ ăна. Вăл хăй те революциччен парти хушнипе çакăнти пĕр заводра рабочи пулса ĕçленĕ, тет. Ун чух Куйбышев патша жандармĕсенчен пытанса пурăннă, ятне те улăштарнă, Адамчик ятлă пулнă...
Малалли ĕçсем тепитĕ хăвăрт пулса иртрĕç. Татăклă çапăçăва пурте пĕрле кайрĕç вĕсем. Тайман Сахарне çеç, вăл çамрăк çын мар тесе, Воробьев вырăнĕнче ĕçлеме Самарта хăварчĕç. Пысăк отряд поезд çине тиенчĕ. Каргала станци таврашĕнче çапăçу пулчĕ. Çимун ыттисемпе пĕрле урра! кăшкăрса тăшмана хирĕç чупрĕ... Урăх аса илмеллй те çук. Хăйшĕн çутă тĕнче епле хупланнине астумасть Çимун. Халь тин кăшт уçăлчĕ çав тĕнче. Шурă тĕслĕ иккен вăл: мачча шурă, стенасем шурă, алăк шурă, сестра тумĕ те шурă. Нимĕнле сасă илтĕнмест.
Чĕмсĕр салтак патне шурă пуçлă комиссар кĕркеле пуçларĕ. Пĕррехинче тата тепĕр комиссар госпитальте выртакан Николаев хушаматлă салтака курма килнĕ. Главнăй кĕртесшĕн пулман ăна, тепĕр эрнерен килсе курма хушнă. Комиссар килĕшмен.
— Хам ирĕкпе мар, Кобозев юлташ хушнипе килтĕм, — тенĕ вăл. — Эрне кĕтме вăхăт çук. Дутов Верхне-Уральск таврашне пырса тухнă. Тепĕр сехетрен çавăнта тухса каятпăр. Ан пăшăрханăр, Николай Петрович. Суранлă салтакшăн юлташпа курнăçни эмел вырăнне пулĕ.
Главнăй врач вара комиссара пилĕк минутлăха палатăна кĕртме килĕшнĕ, анчах салтака калаçтарма хушман.
Çапла, Çимун пĕччен выртакан палатăна икĕ комиссар пырса кĕчĕç.
Çимун çĕнĕ комиссара тӳрех палларĕ те тĕлĕнсе кайрĕ.
— Эй, турăçăм! Кăяш Тимкки, Авандеев юлташ! Эс вара ăçтан килсе тухрăн? — пуçне çĕклеме пăхрĕ салтак.
— Ан хускал. Лăпкă вырт, ан калаç, атту главнăй хă-валаса ярать пире. Эс ху кам пултăн вара, мана ăçтан пĕлетĕн?
Çимун хăй камне каласан, Авандеев хытсах кайрĕ. Ак тамаша! Мăрзабай таврашĕ — хĕрлĕ гвардеец, большевик?!
— Мĕнле вара эп камне пĕлмесĕрех килтĕн ман пата? — тĕлĕнет Çимунĕ те.
— Юрĕ, юрĕ. Пĕтĕмпех каласа парăп. Эс шарламасăр итлесе вырт. Воробьев юлташ хăй сана çакăнта леçсе хăварнă. Самара таврăнас умĕн вăл сан пирки Кобозев юлташа каласа кăтартнă. Петр Алексеевич халь Мускава кайрĕ. Воробьев сăмахне манман вăл, мана госпитале кĕрсе курма хушса хăварчĕ. Хушаматне çеç каларĕ. Николаевсем сахал-и тĕнчере. Тĕрĕссипе, эс çав хушаматпа çырăннине пĕлмен те эпĕ.
— Сухоречка вырăсне, Радаев юлташа, тĕл пулман-и эсир? Большевик вăл. Дутовпа çапăçма манран маларах кайрĕ. Çавна курас килет, — калаçмасăр тӳсеймерĕ Çимун.
— Ун пирки илтмен. Тупма тăрăшăп. Тупсан, сан патна килсе курма хушăп, — терĕ Авандеев. Хăй тем пирки те тĕпчесшĕнччĕ Мăрзабай таврашне, — ытла хавшак çынна калаçтарма аван мар.
— Юрĕ, Семен Тимофеевич, сывал часрах, — терĕ вара Кăяш Тимкки. — Дутова, ак, пуçĕпех аркатса тăкăпăр та, каллех сан патна килĕп. Пĕрле Самара кайăпăр ун чух. Эпĕ ссылкăран таврăннăранпа Тайман Сахарне те, Куйбышев юлташа та кураймарăм-ха. Валериан Владимировичпа эпир Çĕпĕрте пĕрле пулнăччĕ...
Комиссарсене урăх калаçтармарĕç. Главнăй врач вĕсене вăйпа тенĕ пекех палатăран хăваласа кăларчĕ.
— Мĕнле пек? Хальтерех ура çине тăрасса шанма пулать-и? — ыйтрĕ главнăй врачран Авандеев.
— Çынна шеллеместĕр эсир, большевиксем, — терĕ ку, икĕ комиссартан хăрамасăрах. — Ана ĕлĕкхи суранĕпех килне ăсатмалла пулнă, эсир инвалида татах çапăçтарасшăн. Хальхи суранĕнчен тахçанах сывалнă пулĕччĕ, кивĕ суранĕ аптратать ăна. Самайлансан та, ик-виç уйăхсăр тухаймасть пуль. Кирлĕ эмелсем çук çав пирĕн. Çамрăк организм хăй вăйĕпе вилĕме çĕнтерессе çеç шанатăп.
— Ав, мĕнле çынсем пирĕн, Ииколай Петрович! — шухăша кайнă пек пулса хуравларĕ Авандеев. — Каламарĕ-çке пире Николаев кивĕ суранĕсем пирки. Хăй ирĕкĕпе Совет влаçĕшĕн çапăçма кайрĕ.
Тĕрĕссипе, Авандеев кун пирки хăй те пĕлмест-ха. Урăхла тума пултарайманнине çеç пĕлет вăл: Дутовпа çапăçакан çарта — пурте хĕрлĕ гвардеецсем, доброволецсем.
— Главнăй сирĕн мăркама юратать пулин те, хăй аванçын пек курăнать, — терĕ Авандеев Батуринпа уйрăм калаçнă чух. — Ытти персонал мĕнле?
— Лайăх çынсем. Çĕнĕ йĕркесем, тен, хăшпĕрин кăмăлне каймаççĕ пуль те, хăйсен ĕçне пурпĕр йĕркеллех тăваççĕ. Саботаж тени палăрмасть.
— Асту, комиссар, госпитальти ĕçсемшĕн ревком умĕнче эсĕ ответлă. Николаев пирки ан ман. Сăнасах тăр. Хăйĕнпе калаçнă чух çĕнĕ хыпарсем каласа йăпат, хавхалантар.
— Ун валли çырусем пур. Памарăм-ха, — терĕ Батурин.
— Кам çырать?
Виçĕ çыру кăларса хучĕ Батурин..
— Аха! — хĕпĕртерĕ Авандеев. — Ку Воробьев çырăвĕ, ку Самаринран. Ак ку вара Тайманкин-юлташран пулчĕ. Чăн малтан çак армак-чармак çырнă çырăва вулаттар. Анаçыракан çын Николаевпа пĕр ялсем, ашшĕн тусĕ...
Ашă сăмах госпиталь комиссарне хăйне те кирлĕ çав.
— Мана та хăвăнпа пĕрле илсе кай пĕрех хут, — терĕ Батурин юлашкинчен йăваш сасăпа. — Ытла кичем кунта. Мана Самартан Блюхерпа пĕрле госпитальте комиссар пулма яманччĕ вĕт.
— Ăçтан пĕлен? — ăшшăн кулчĕ Авандеев. — Паян ăçта кирлĕрех, çавăнта тăратать пире революци. Эсĕ кунта кирлĕрех... Юрĕ, юрĕ, пуçăнти шурă сурпанна салтсан, курăпăр унта.
Авандеев комнссара ăсатсан, Батурин комиссар тахçанах килнĕ çырусем çинчен главнăй врача пĕлтерчĕ. Çырусене Авандеев черетпе пама хушнине те каларĕ.
— Тĕлĕнмелле çынсем эсир, комиссарсем, — терĕ вара главврач кăмăллăн. — Медицина туйăмĕ те пур иккен сирĕн. Ку çырусем чи лайăх эмел вырăнне пулĕç. Вулаттарасса ăна хăйне вулаттарма юрамасть. Ан тив, Лидия Семеновна вуласа патăр. Çав сестрана пуринчен ытла кăмăллать иирĕн салтак.
Çук, сестра вуласа параймарĕ çырусене. Лидпя Семеновна тем такăнса тăнăран, главнăй хăй вулама пикенчĕ.
Çимун савăккăн сасă кăларчĕ: «Чăвашла çырнă пуль. Хамах вулăп», — терĕ. Николай Петрович ирĕксĕрех тыттарчĕ вара ăна уçнă çырăва. Хăй Батурин патне кĕрсе çĕтĕлме тытăнчĕ:
— Каналья! Улталарĕ пире леш комиссар. Николаев вырăс маррине каламарĕ. Усал эксперимент турăмăр пулать. Карандашпа аран-аран чĕрмеленĕ. çырăва вулама сывă çыншăн та çăмăл мар. Пĕлнĕ пулсан, тата тепĕр эрне тăхтамаллаччĕ. Тепре килсе лектĕр-ха! Нимпе те кĕртместĕп урăх ултавçă комиссара.
— Авандеев юлташ ун пирки шухăшламан пуль çав, — хӳтĕлеме пăхрĕ Батурин айăпсăр юлташне. — Кам мĕнле халăх çыннине мансах каятпăр эпир. Мĕншĕн тесен — интернационал!
— Интернационал. Тĕрлĕ хитре самахсем калама вĕреннĕ эсир. Анчах сăмах пĕлтерĕшĕсене хăвăр та чухламастăр.
— Чухлатпăр, Николай Петрович. Революцишĕн пирĕнпе пĕрле ют çĕршывсенчи халăхсем те çапăçаççĕ: чехсем, мадьярсем, Серби, Венгри çыннисем. Интернационал мар-и?
Кусем çапла шавлакаланă вăхăтра Çимун «кăранташпа аран чĕрмеленĕ» çырăва каçса кайса вулать. Хыпарĕсем тĕрлĕрен: савăнмалли те, кулянмалли те пур. Самарта халь чăваш большевиксенчен пĕр Воробьев юлташ çеç юлнă, ыттисем тырăшăн çанăçма кĕиĕрне тăрăх саланнă: Алексей Самарин çурçĕрелле кайнă, Андрейĕ — кăнтăралла, Тайман Сахарĕ — хĕвелтухăçнелле, чăвашсем йышлăн пурăнакан Пăрслан уесне. Тăшман Самар хулинче те алхаса пуçланă. Воробьевсем Оренбург таврашĕнче çапаçнă вăхăтра Самарти контрăсем Шурă çурта бомба пăрахнă. Воробьев пӳлĕмĕ веçех ишĕлсе арканна. Тайман Сахарĕ çавăн чух ăнсăртран çăлăнса юлнă...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...