Кĕпер :: Вăрттăн пăлхавçăсем
Виçĕ Якур пуху туса ирттернине ял çыннисем мана пуçлареç. Якурĕ хăй те, Хаяр Макар сăмахне итлесе, çын çинче шарлами пулчĕ. Халĕ вĕсем помещик именине çаратма вăрă-хурахла вăрттăн хатĕрленеççĕ. Çĕрле, ял çывăрнă чух, тухса кайма шутлаççĕ. Пĕтĕмпех хатĕрленсе çитнĕ ĕнтĕ, çуна çуле урапа çулĕнчен шанчăклăрах тесе, юр çăвасса çеç кĕтеççĕ. Анчах юлашки хыпарсем те пăлхавçăсене васкама хушаççĕ: ку вăрттăн ĕçе халех, çĕнĕ власть йĕркелениччен туса ирттермелле. Мирски Тимук, разведчик пек, Киселев именине çитсе, ырă хыпар илее килчĕ: именире, пĕр тутар хуралçăсăр пуçне, урăх никам та юлман. Управляющийĕ, пушкăртсенчен хăраса, хулана вĕçтернĕ. Лерен шанчăклă хурал илсе килесшĕн, тет, вăл. Тутар хуралçă, Тимукăн тахçанхи пĕлĕшĕ, пăлхавçăсем пырасса кĕтсе пурăнать: хăй те мĕн кирлине тиесе тарĕччĕ уц чух.
Мăрзабай «шуйттан шутне» кĕме килĕшменнине пĕлсен, Смоляковпа Хаяр Макар иккĕшех канаш тытрĕç.
— Мирски Тимук хăй тĕллĕн пыни пирĕншĕн лайăхрах та, — терĕ лавккаçă. — Большевикпа матрос пурччĕ пирĕн. Халĕ батрак тă тупăнчĕ. Тата мĕн к-ирлĕ?
— Апли апла та, — савăнма васкамарĕ Хаяр Макар, — Мăрзабай пиртен уйрăлни шухăшлаттарать-ха. Юратмастăп çав çынна, çав вăхăтрах хисеплетеп. Ăслă çын. Ахальтен çапла хăтланмасть пуль.
— Ĕлĕкрех чăн та ăслăччĕ вăл, — терĕ Смоляков. — Халь ĕçе-ĕçе ăсран тайăлнă. Ан тив, хăтлантăр. Пурпĕрех пире сутас çук вăл. Пирĕн «большевик» кутăн ан чактăрччĕ. Çав хуйхă кăна, — терĕ тата лавккаçă, Виçĕ Якур пирки асăрханса.
— Ун пирки ан пăшăрхан. Эпĕ ăна эс иирĕн утаман тесе йăпататăп. Тăмсай вăл, тискер тăмсай.
— Чим, — асăрхаттарчĕ лавккаçă, — утаману пурне те пĕрер лашапа виç-тăват хут кайса килме сĕнмерĕ-и? Пĕр пек тӳпешĕн çунать вăл. Эпир тӳрех виçĕ лавпа тухнине курсан, ĕрĕхсе каймĕ-и?
— Ничава, ĕрĕхме памăпăр! — лăплантарчĕ юлташне Макар. — Пурне те Кивçуртра пухăнма калăп. Каçранах урапасене лайăхрах сĕрсе, анкартине кайса лартма, çур çер автанĕ авăтасса кĕтме хушăп. Кивçуртра тин эпир миçе лашапа тухнине курĕ вăл. Нимех те тăваймĕ вара.
Çнмунан та разведчикĕсем çывăрмаççĕ. Вĕсем паян хайсен йыснăшĕ-мучăшĕсем урапасене питĕ тăрăшса сĕрнине асăрхарĕç. Летчикĕ тата Хветюкран, ача тесе, питех сыхланмарĕ. Ача вара çĕнĕ йыснăшĕпе Наталяккăшĕ анкартисемпе çур çĕр автанĕсем пирки пăшăлтатса калаçнине илтрĕ.
Çак хыпарсене пĕлсен, Çимун Трашука юланутпа Куçминккана Радаев патне ăсатрĕ. Лешекки вырăсĕ Куçминккана хуларан ревком пулса таврăннăччĕ ĕнтĕ.
...Виçĕ Якур хăйне куштансем чăн та лартнине Кивçуртра тин тавçăрчĕ. Виçĕ пуян кашниех виçшер лашапа çула тухнă, кашни пĕрер тарçă илсе килнĕ тата.
— А-а, эсир, çăткăнсем, ĕмĕтсĕр куштансем, пире, чухăнсене, лартасшăи! — тӳрех урса кайрĕ Виçĕ Якур. — Эп сире тĕнче хĕррине кăтартăп! Халех пĕтĕм яла пăлхатăп. Эпир сире, ĕмĕтсĕрсене, хăвăра йĕмсĕр хăварăпăр.
Çапла кăшкăрашса, лашине каялла тавăра пуçларĕ Якур. Çав самантра Хаяр Макарпа Мирски Тимук, урапа икĕ енчен ыткăнса, пăлхавçă утамана ярса тытрĕç. Лавккаçă лаша чĕлпĕрĕнчен пырса уртăнчĕ.
Урнă йытă пек сĕлеке юхтарса тапаланать урапа çинче месерле кайса ӳкнĕ Виçĕ Якур. «Ухмах: гранатăна алăра тытса пымаллаччĕ, темшĕн ларкăч айне чикрĕм ăна», — çиçет унăн пуçĕнче шухăш.
Макар хаярлăхпа, Тимук тискерлĕхпе Виçĕ Якура парăнас çук. Смоляков пулман пулсан, ахăрах, çын вĕлермесĕр чарăнмастчĕç пуль тĕрлĕ шухăшлă вăрă-хурахсем. Лешĕ лаша пуçне турта çумне пăрса лартрĕ те — малтан юлташĕсене утамана пусмăрланăшăн вăрçнă пек турĕ, унтан йăпăлти чĕлхепе капла пулса тухнăшăн ӳкĕннĕ пек пулса калаçрĕ.
— Эсĕ, Егорыч, ытла та хĕрĕнчек иккен. Эп айăплă, сана каласа ĕлкĕреймерĕм. Кĕçĕр, тĕттĕм пулсан, пĕр шанчăклă çын хуларан таврăнчĕ. Кĕç-вĕç Киселев именине хĕçпăшаллă хурал килсе çитет, тет. Малтан канашланă пек, виçĕ хут кайса килме ĕлкĕреймĕпĕр терĕм вара эпĕ. Çавăнпа виçшер лаша кӳлтĕмĕр. Санăн пурпĕрех пĕр лаша çеç. Пурлăх пирки ан пăшăрхан, мĕн тиесе килнине пĕтĕмпех турă хушнă пек пĕр тан пайлăпăр. Ĕнен ман сăмаха, тупата çапла тăвăпăр.
Смоляков калаçнă вăхăтра Хаяр Макар та кăшт сивĕнчĕ, лавккаçă пекех йăвашрах сасăиа сăмах хушрĕ:
— Эс, ача, сана кăшт хĕстернĕшĕн ан çиллен ĕнтĕ. Пĕтĕм яла пăлхатап тесе хăратса пăрахрăн пире. Лăплан, Якур. Лавккаçă тĕрĕс калать: пĕтĕмпех пĕр тан пайлăпăр. Сана, пирĕн утамана, тӳпесĕр хăвармăпăр.
Якурĕ те, кăшт лăпланса, çиллине шăнарчĕ пулас.
— Апла-тăк юрĕ, Макар Данилчă, — терĕ вăл вырăсла.
Смоляков та илттĕр тесе, хăй пурпĕр Тимука çавăнтах хаяр сасăпа кăшкăрса пăрахрĕ: — Яр алла, шуйттан эсремечĕ, мирски така! Эс ма вара пĕр лашапа çеç килтĕн? Хуçун лашисене шеллетĕн-им?
— Каллех тулăксăр калаçатăн, Егор Егорыч, — терĕ Смоляков. — Тимук айăплă мар. Мăрзабай малтан каласа хунă пек пĕр лаша çеç панă. Унпа тепĕр хут калаçма вăхăт пулмарĕ. Тек ан иккĕлен ĕнтĕ, васкамалла-ха пирĕн.
— Улталамастăр пулсан, эсир те урăх ан иккĕленĕр. Ярăр мана, малти пулам...
Вуникĕ лав тинех умлăн-хыçлăн кĕрхи тумхахлă çулпа кĕмсĕртеттерчĕç.
Тимукăн пĕлĕшĕ, хăнасене кĕтнĕ пек, хунар йăтса тухрĕ. «Якши, чăвашсем маттур, пушкăртсенчен маларах ĕлкĕртĕр», — саламларĕ вăл вăрă-хурахсене. Унтан Хаяр Макарпа Виçĕ Якура (вĕсем пуринчен çӳллĕ те тĕреклĕ пулнăран çавсене «юратрĕ» тутар) кирлĕрех те хаклăрах япаласем ăçта выртнине кăтартса пачĕ. «Çăраççи памастăп сире. Тустарма килтĕр-тĕк, çĕмĕрсех тустарăр. Хам паянах лаша кӳлетĕп те пушкăрта тухса каятăп», — терĕ.
Виçĕ Якур çăраççи ыйтса тăмарĕ, кĕлет алăкĕсене хăшне штыкпа хайăрса уçрĕ, хăшне тапса-çапса çĕмĕрчĕ Летчик-Микка мĕн илес пирки тутар сăмахне итлемерĕ Вăл улпутăн тĕп çуртне кĕрсе кайрĕ те çемçе тенкел-пу кан тата çавăн пек тĕрлĕ кирлĕ-кирлĕ мара тие пуçларĕ Виçĕ Якур, пуринчен малтан тиенсе, ыттисене кĕтсе тă марĕ, хăвăртрах яла çитсе пушанас та куштансене сăнас терĕ вăл: хаклăрах япаласене пытарса ан пĕтерччĕр.
Мирски Тимук хуçаран тепĕр лаша ыйтса илменшĕн укĕнчĕ. Темĕн чул пурлăх ахалех тăрса юлать, харама каять. Тутар ăна та канашпа пулăшрĕ: «Лаша пур кунта, кӳлмелли таврашсем те пур. Улпутăн пурлăхне илме хăрамастăн-тăк, лашине илме те ан хăра», — терĕ.
Мирски Тимук лаша кӳлнине курсан, Хаяр Макар та витерен икĕ лаша çавăтса тухрĕ. Пуян Танюш валли лаша юлмарĕ (юлашки лашине тутар хăй çавăтса кайма ĕлкĕрнĕ). Мĕскĕн пуян Хаяр Макартан пĕр лашине пама йăлăнса пăхрĕ. Лешĕ тискеррĕн кăшкăрса пăрахрĕ çеç. Вара куштанланса çитеймен Танюш ним тума аптранипе пĕр урапи çумне сеялка кăкарса хучĕ: мĕн тесен те, урапа çине хумалли япала мар, хăй тĕллĕн куçса пыма пултарать.
Виçĕ Якурпа Летчик-Микка хыççăн Мирски Тимук та яла çитрĕ. Хăй улпут урапи çине ларса, улпут лашине тытса пычĕ. Мăрзабай лаши тилхепесĕр те унран юлмарĕ. Яла çитес умĕн тин Тимук хуçа лашине улпут урапинчен кăкарчĕ — Шалтикасалла ан пăрăнтăр. Икĕ лавпа Шурлăхкассинче пурăнакан Чахрун Мишшин çил хапхинчен кĕрсе кайрĕ.
Смоляков, пуринчен ытла асăрханаканскер, чееленсе, тавра çулпа кайрĕ. Йĕнерлĕ ту тĕлĕнче Чулçырма урлă каçса, Лешекки çулĕпе яла пырса кĕрес терĕ — ăнсăртран тĕл пулнă çыншăн вăл хуларан тавар тиесе килнĕ пек курăнтăр.
Хаяр куштанпа йăваш куштан пуринчен кая юлчĕç. Макар туртаран кăкарнă улпут лашисене çул тăршшĕпе вăрçса çуйăхса пычĕ: «Яла пырасшăн мар тутă эсреметсем, чăхăмласа чĕлпĕртен уртăнаççĕ, туртари лашана чипер утма памаççĕ»... Танюшăн сеялки те пĕрмай кутăнланать: е тумхахран çакланса лашана чарать, е салтăнса юлать. Çавах вĕсем те Кивçурта чиперех çитрĕç. Макар малтанах пĕтĕм пурлăха анкартинче пытарма шутласа хунă. Лашасене улăм айне туса пытараймăн. Вĕсене халлĕхе арпалăха хупас та кайран Якалĕнчи хăтасем патие ăсатас. Хаяр Макар ăçталла пăрăннине курсан, Пуян Танюш та анкартине çул тытрĕ.
Çапла вăрттăн «пăлхавçăсем» иикама систермесĕр ăнăçлă кайса килчĕç темелле. Анчах... çĕрлехи тискер кайăксене йĕрлекенсем пулнă иккен.
Виçĕ Якур лавне пушатса ĕлкĕриччен тул çутăла пуçларĕ. Çав вăхăтра картишне темĕнле çынсем виççĕн пырса кĕчĕç.
Якур, каллех граната пирки манса, кĕрĕс-мерĕс пăшалне ярса тытрĕ.
— Ан хăтлан, Егор Егорыч. Аван-и! — илтĕнчĕ вырăс сасси. — Паллаймарăн-им мана? Радаев эпĕ. Вăрçа пĕрле кайнăччĕ, манман пуль-çке? Сан пата хăнана килсеччĕ, эс, ав, тӳрех пăшал ярса тытрăн.
— Суятăн, Радай! — кăшкăрчĕ Якур. — Хăнана çапла çӳремеççĕ. Тасалăр кунтан, атту переп, — хăй, чăнах та, пăшал кĕпçине çĕклеме пуçларĕ.
Радаев хыçĕнче йăпшăнса тăракан Илюшăпа Спирка мала ыткăнчĕç, анчах вĕсене мăн сасăллă вырăс Якуртан та хăрушăрах кăшкăрса чарчĕ, унтан каллех чăваша ӳкĕтлеме пуçларĕ:
— Ан алхас, Егор Егорыч. Чухăнсене мар, кулаксене тĕллес пулать пăшалупа...
Кĕтмен хăнана тем тăватчĕ-тĕр чăрсăр чăваш, çав вăхăтра арăмĕ пӳртрен чупса тухрĕ. Вăл упăшкине хăтăрса пăрахрĕ те хăй, йăл кулса, вырăсла таса калаçса саламларĕ:
— Килĕрех, килĕр! Пӳрте кĕрĕр, кĕтнĕ хăна пулăр.
Радаев, йĕкĕтсене кăларса ярса, хăй хуçаран малтан пӳрте кĕчĕ. Тăруках йăвашланнă хуçа йрĕксĕрех ун хыççăн утрĕ вара.
Якур арăмĕ, Якаль хĕрĕ, вырăс вĕçĕнче ӳснĕскер, вырăсла майра пек калаçать. Вăл кăмака кукринче сăй хатĕрле пуçларĕ, хăй арçынсем мĕн калаçнине хăлхана чикме тăрăшать.
— Эх, Егор, Егор, — терĕ Радаев. — Чухăн хресчен, фронтовик. Хăвна ху большевик тетен. Çав вăхăтрах кулаксен хӳтлĕхĕ пулса тăтăн.
— Ан вĕрент мана, хăвăн арăмна кайса вĕрент, — çиллине шăнарма тăрăшса мăкăртатрĕ Якур. — Сан чăваш хушшинче мĕн ĕç пур? Помещик пурлăхне шеллетĕн-и? Эс мĕн вара, эсер-и е кадет-и?
— Монархист эпĕ, Егор Егорыч, — ахăрса ячĕ вырăс, унтан сăпайлăн, шӳтлемесĕр: — Чăваш хушшинче те ман ĕç пур çав. Ревком эп. Большевиксен ревкомĕ. Ак Совет влаçне кунта пĕрле йĕркелеме тытăнăпăр. Помещик пурлăхĕ тесен, халĕ помещикăн мар ĕнтĕ вăл, халăх пурлăхĕ. Ана пирĕн упрас пулать.
Якур ревком сăмахне хăлхана питех чикмест. Вăл чӳречерен пăшăрханса пăхкалать. Хаяр Макар таврăннине кунтан кураймăн, Смоляковпа Пуян Танюш таврăннине курма пулать. «Курăнмаççĕ-ха, улталарĕç-шим, çăткăнсем?!»
Радаев ун шухăшне пĕлнĕ пек хĕтĕртсе ларать:
— Улталарĕç сана кулаксем. Айван иккен эс, шăп кулак вăлтине лекрĕн. Эпир сана, чухăн, фронтовик, большевиксемпе пĕр шухăшлă çын тесе, Совета суйлама сĕнесшĕнччĕ. Халĕ халăх куçĕнчен епле пăхăн ĕнтĕ? Большевик мар, анархист, вăрă-хурах пулса тăтăн эс...
— Çăва патне! — тинех çиллине чараймасăр кăшкăрса пăрахрĕ Якур, тата вырăсла та намăс сăмах çавăрса хучĕ. — Эпир кунта мĕн тумаллине сирĕнсĕрех пĕлетпĕр. Пыр, вырăс енче Совет ту. Ман санпа пуш параппан çаптарса ларма вăхăт çук.
Якур, ура çине тăрса, вырăса тĕртсе ярасшăн пулчĕ, анчах çамкаран сасартăк алтăр пырса çапăннипе тăмсакланса кайрĕ.
— Хуп карма çăварна! Каларăм сана, куштансемпе ан çыхлан тесе. Мана итлемерĕн. Халь аслă çын сăмахне итле. Пăхасса та урăх чӳречерен пăхатан. Лавккаçă, Тук кĕпере енчен килсе, хыçалти хапхаран кĕрсе кайре. Танюш анкартинче пушатнă пулас. Халь кăна килне çуран, хыçалти сукмакпа таврăнчĕ, — пĕр чăвашла, пĕр вырăсла самахларĕ майралла тумланнă пĕчĕк хĕрарăм. Çав вахатрах вăл кулкаласа та илчĕ: — Иксĕр те сĕтел хушшине ларса шăкăл-шăкăл калаçăр-ха. Калаçмалли сирĕн çук мар.
Арасланран хăраман çын тепĕр.чух шăширен хăрать. Никамран хăраман Виçĕ Якура та пĕчĕк арăмĕ алтăр çупкипе лăплантарчĕ.
— Куратăн, Егор Егорыч, — кулсарах калаçать Радаев — Хăвăн килĕнте те чăвашсем пурте вырăссене хирĕç мар иккен. Пуху пулсан, тен, пайтах тупăнĕç сан арăму йышшисем?
— Хĕрарăм вăл вырăспа тутартан та усал, — мăкăртатрĕ Якур, хăй çавах вырăспа пĕрле сĕтел хушшине кĕрселарчĕ. — Чăваш мар, каснă-лартнă майра вăл, ман арăм.
Хăй çапла шӳтлеме хăтланчĕ пулин те, унăн сăнĕ ăмăрланчĕ. Алтăр мар ăмăрлатрĕ ăна. Арăмĕ урăх чӳречерен пăхатăн тени чĕрине хускатрĕ. Чăнах та улталарĕç иккен куштансем.
— Юрĕ, Радаев юлташ, — терĕ вара Виçĕ Якур, кăкăрне чăмăрĕпе шаккаса, — чĕнтер, эппин, пуху. Тульккă эс мана халăх умĕнче намăс ан ту. Хамах калăп, пĕтĕмпех каласа парăп.
Пуху Малтикасра пысăк тăм пӳртре пулса иртрĕ. Паллă вырăн. Кунта ял çыннисем Шатра Микка юмахне итлеме çӳретчĕç.
Чулçырмасем шалт тĕлĕнеççĕ паян. Лешекки вырăсĕ чăваш хушшинче пуху ирттерме килнĕ. Пухура пĕр куштан та çук. Ут-пĕвĕпе кĕрнексĕр, сăнпуçпа хăтсăр чăваш, Шатра Микка, тĕпелте, сĕтел хушшинче ларать. Ана паян председатель юлташĕ теççĕ. Вырăс ăна Никифор Иванчă тесе чĕнет тата Романов юлташ тет. Юмахçă хушаматне паянччен никам та пĕлменччĕ.
Вырăса хăйне Радаев юлташ тата Ревком тесе чĕнеççĕ. Халап калаканни паян çавă, Тĕлĕнмелле юптарать вăл:
— Помещиксемпе капиталистсен, генералсемпе жандармсен, купсасемпе тиексен влаçĕ ĕмĕрлĕхе хупланчĕ. Малашне Совет влаçĕ, рабочисемпе ĕç хресченĕсен влаçĕ пулать. Вăрçă пулмасть. Çĕр хресчен аллине куçать. Çаван пек декретсем çырса панă Совет влаçĕн пуçлăхĕ Ленин юлташ...
Вырăс сăмахĕсене Мăрзабай Çимунĕ чăвашла ăнлантарса парать. Ана сĕтел хушшине председатель пулма халăх суйласа лартрĕ.
Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш пур паян: Виçĕ Якур туя килнĕ пек тумланнă. Тĕпелте хулăн тутине пăркаласа ларать. Акă вăл та халап калама пуçларĕ:
— Юлташсем! — чăвашлах калаçать Якур. — Чухăнсемпе вăтам хресчен юлташсем! Радаев юлташ сире Совет влаçĕ пирки каласа пачĕ. Тĕрĕс каларĕ. Пирĕн власть! — çак тĕлте Якур, сассине хытарса, чăмăрпа сĕтеле шаккасшăнччĕ, Радаевран именчĕ те каллех: — Халь пирĕн власть тетĕп. Çавăнпа калатăп та сире, итлĕр лайăхрах. Пирĕн ял куштанĕсем Киселев именине çаратас терĕç. Улпут пурлăхĕ мар, халăх пурлăхĕ вăл халь. Çăткăнсем çĕрле кашни виçшер лашапа кайса килчĕç. Эпĕ, фронтовик, куштансемпе пĕр шухăшлă пек пулса, вĕсемпе пĕрле пĕр лавпа кайрăм, вĕсен тискер ăшчикне пĕтĕмпех пĕлес терĕм. Мана та ултăлама пăхрĕç вĕсем. Урапа çине мĕн тиенипе çырлахман вĕсем, манран вăрттăн тата виçĕ лаша çавăтса, пĕр сеялка çаклатса килнĕ. Пытарма тăрăшрĕç çав пурлăха, анчах Совет влаçĕнчен ним те пытараймăн. Пĕтĕмпех хисепе илĕпĕр. Тĕрĕслекенсем пур пирĕн. Халăх пурлăхне тустарма памăпăр...
Радаев, пăшăрханса, пĕр Якура, пĕр Çимуна пăхса илет. Çимун куçĕ кулăш çутипе ялкăшать. Пăшăрханмалли çук иккен.
Хайхи «тĕрĕслекенсем» хăйсем те çав вăхăтрах Çимун пӳртĕнче пухăва килнĕ пек пухăнса ларнă. Вунпĕрĕн вĕсем, Радаевпа Çимунăн помощникĕсем.
— Кукка сисмесĕрех юлĕ, — терĕ Илюша. — Пирĕнпе тек айкашма вăхăт çук ун. Ревком вăл, паянах ытти ялсене Совет влаçĕ тума тухса каять.
Радаев Чулçырмаран тухса кайнă вăхăтра Смоляков лаша утланса Куçминккана вĕçтернĕ. Радаевран маларах Белянкинпа курса калаçасшăн вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...