Кĕпер :: Хăрах чĕресем
Çынсем авăн çапса пĕтернĕ. Пĕр анкартире çеç тăпачсем хĕрсе кайса янăраççĕ: тăппи-тап, тăппи-тап, тăппи-тăппи-тăппи-тăп... Юман тăпачсем, ташă кевви тапратса, хăйсемех йĕтем çинче ташлаççĕ.
Тăпачсене ташлаттараканнисем тăваттăн: пĕр арçын, виçĕ хĕрарăм. Икшерĕн, чалăш хĕреслĕ — хире-хирĕç тăрса тухнă. Хăйсем пĕр вырăнта тăмаççĕ: сулса çапнă майăн Пĕр малалла, пĕр каялла сулăнаççĕ, çав вăхăтра пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех малалла куçса пыраççĕ — темле ĕç ташши гашлаççĕ тейĕн. Арçын — малти мăшăрта, сарăм тулаш енче. Вăл, тăпачĕпе пуринчен хытăрах сулса, пĕрре çапнипех кĕлте çыххине салатса ярать, тепре çапса, ăна майлăрах çавăрса хурать. Хĕрарăмсем вара çав кĕлтене пĕр шеллемесĕр тĕшĕреççĕ, хĕрхенмесĕр пĕрин умĕнче тепри ăмăртса кӳпкеççĕ. Арçынни ватă, хĕрарăмсем çамрăк. Ватти час ывăнакан пулнă, пĕр сарăм тĕшĕрсе тухичченех «...ăшт ...анам-ха» тесе канма кайса ларать. Хĕрарăмсем вара виççĕн юлсан та çапма чарăнмаççĕ, тăпачсен кĕвви çеç кăшт улшăнать: чăваш кĕвви вырăнне майра кĕвви евĕр илтĕнет.
Ĕлĕм-Чĕлĕм пĕр ыраш кананне кивве хăварас тенĕччĕ.
Кайран Шутласа пăхрĕ тĕ, Ывăлĕсем вăрçăран таврăнсан, тырă çуркуннеччен çитмĕ тесе хăрарĕ. Çанталăкĕ те ăнăçлă, уяр. Çавăнпа вĕсем ялта пуринчен кая юлса авăн çăпаççĕ.
Кĕтери час-часах Ермишке кинĕсемпе пĕрле ĕçлет. Виççĕш туслă вĕсем. Кĕçĕнни Праски ятлă. Вăл Кĕтери пек, урăхла каласан, çамрăк хĕр пек, çамрăк та шухă. Хăшпĕр чух хуняшшĕне те ташлаттарса илет. Хуняшшĕ ăна, ачасăрскер пăрахса ан кайтăр тесе, хăтăрма хăрать. Праски ытлашши шухăланма пуçласан, инкĕш çеç чаркалать ăна: «Ан иртĕн, Праски, чипер пул. Çынсем тем калĕç», — тет. Праски ихĕрсе кулать те тарăхнă сасăпах хуравлать: «Эх, инкеçĕм! Эсĕ хуть пурăнса курнă, упăшкуиа икĕ ача тунă. Мана ача тума та вăхăт памарĕç. Ача тăвас килет...» Инкĕшĕ кулса та, юнаса та пăхать: «Мирски Тимук ан илттĕр. Вăл ачасăррисене ача тума пулăшать, теççĕ». «Çук, уншăн ан хăра, — ихĕрет Праски. — Вăл енне кайсан, çамрăкраххине, хам кăмăлланине тупăп».
Ирхи апат хыççăн канмаççĕ çынсем. Анчах Ермишке мучи чĕлĕмне паклаттарса ларнă çĕртех çывăрса кайрĕ. «Эсĕ те кăшт кан, инке, — терĕ Праски, — эпир Кĕтерипе хура çырла татса килер».
Анкарти хыçĕнче Чулçырман вашăк çыранĕ пуçланать. Унта хура çырла тĕми нумай. Шăп хура çырла вăхăчĕ халь.
Кĕтери Праские акка тесе чĕнет: Праски акка тет. Ăнчах васкавçă хĕр çăварĕнче икĕ сăмах пĕрре пулса тухаççĕ: Праскакка. Çамрăк хĕрарăмсем вĕрлĕк урлă каçнă чух çул çинче тусан çĕкленчĕ. Пĕчĕк тусан. Тусанне те паллакан пулнă Кĕтери. Вăл чарăнса кĕтсе тăчĕ. Икĕ кустăрмаллă урапана палласан, ăна капансем хыçне пулса çухаличченех куçпа ăсатса ячĕ. Праски кулма пуçларĕ: «Сан каччу мар вăл, Кĕтери. Мирски Тимук хĕрсене юратмасть, тăлăх арăмсене анчах çупăрлать». Кĕтерие ун пек сăмахпа кăпăр-капăр аптратаймăн. Акă вăл хура куçне хĕссе илчĕ те çивĕч чĕлхипе: «Эс ăçтан пĕлетĕн вара? Сана та çупăрласа курман-и вăл?» — тесе тĕртсе те илчĕ.
— Ан çиллен, Кĕтери, — терĕ Праски, йăвашланса. — Эс камшăн тунсăхланине каламасăр та пĕлетĕп. «Акă Мăрзабай тарçи хиртен таврăнать. Трашук та паян таврăнмасть-ши?» — тесе шухăшларăн вĕт. Каччу - хирте çеç санăн. Ан кулян, хиртен кĕтни — вăрçăран кĕтни мар. Таврăнĕ-ха каччу...
— Ман каччă мар вăл. Эс ним те пĕлместĕн, Праскакка.
— Кам каччи вара? Трашук сана юратать пуль...
— Сарă сăран пушмака юратать вăл, — терĕ те Кĕтери çырла татма пĕшкĕнчĕ.
Трашукĕ чăнах та Кĕтерие аса та илмест иккен. «Ялта мана аннерен урăх никам та кĕтмест», — шухăшлать вăл, апăрша.
Çу каçа хĕвел хĕрхенмесĕр хĕртрĕ Трашук пуçне. Çумăр е сиввĕн лӳшкетрĕ, е ăшшăн çупăрларĕ унăн çанçурăмне, çапах йĕкĕт уншăн типсе те лармарĕ, ирĕлсе те каймарĕ. Çут тĕнчере пурăнма, хăйĕн телейĕшĕн кĕрешме ĕçре хĕрсе пиçрĕ. Утă çулчĕ, тырă вырчĕ, ыраш акрĕ. Халь каллех çĕртмере, акапуç хыççăн çӳрет. Авăн çапнă çĕре çеç лекеймерĕ Трашук.
Трашукăн пуçĕнче ĕнтĕ каччă шухăшĕ кăна мар. Нумай шухăшлать вăл. Рамаш килсе кайнă хыççăн пушшех шухăша каякан пулчĕ.
...Рамаш ашшĕ большевик. Ятрус учитель Кăяш Тимкки пирки те çапла каларĕ. Хăй те ырлать-шим большевиксене? Кăмăлне уççăнах налăртмарĕ, анчах: «Питĕ лайăх сăмах, питĕ хитре сăмах», — терĕ. Çав вăхăтрах: «Ман Белянкинсемпех айкашма тивет», — терĕ тата. Ун пек çынсен пуçĕсем те пăтранаççĕ иккен...
Мĕскĕн атте патшасăр пурнăçа курса юлаймарĕ. Мĕн калĕччĕ-ши хальхи самана пирки? Астăнпа айван çын марччĕ хăй. Рамаш ашшĕие юрататчĕ вăл. Ун пиччĕш пулса (пирĕн асаннесем пĕртăван), тепĕр чух ятласа та йлетчĕ ăна: ĕçке ернĕшĕн, лаша сутса граммофон туяннăшăн... Мăрзабайсене те хисеплетчĕ атте. Çимун пиччене уйрăмах юрататчĕ, ун ашшĕне час-часах аса илетчĕ. Ва-тăлмасăрах çĕре кĕчĕ вĕт. Вилĕмĕ мĕнрен килчĕ-ши? Тытамак чирĕ вĕрĕлнĕ терĕç. Те чăн, те суя. Эх, лаша пирки мĕн тĕрлĕ ĕмĕтленсе пурăнчĕ. Пулать те вĕт: лашана пулах пĕтрĕ вĕт хăй...
Унтан шухăш каллех Мăрзабай килне пырса тăрăнать.
Питĕ ăслă та сумлă çын, Павăл мучи, анчах юлашки Вăхăтра нумай ĕçе пуçланă. Чĕмсĕр Тимук пичче кунта кăмăшка вĕретсе яла леçсех тăрать. Хуçана юри ĕçтерме тăрăшат-ь мар-и? Мирски Тимук хăй халь сахал ĕçлекен йулчĕ. Аржанов именийĕ çывăхĕнче лартнă хирти пӳртре (пӳртне çавăншăнах лартнă тейĕн) пĕрмай кăмăшка вĕретсе айкашать, унтан яла кайса вăхăт ирттерет. Чăннипе эп Мăрзабайшăн кирлех те мар, çапах тара тытрĕ-ха. Мĕн тӳрĕпе? Кĕрӳ тăвап терĕ. Анчах самахне мана хама мар, Велянкина ӳçĕр пуçпа каларĕ. Пурпĕрех ун сăмахĕ асран каймасть.
Шухăшлать, çĕнĕрен те çĕнĕрен хавхаланать йĕкĕт, анчах хуçан аслă хĕрне темшĕн шута илмест вăл. Пуçра та çук çав Кулине.
Çыру килсен, Тимук пиччерен парса яма хушса хăварнăччĕ Трашук. Рамаш çырăвĕсем пулкаларĕç, тĕлĕнтеркелерĕç йĕкĕте. Таçта тĕнче хĕррине тухса кайнă хăй! Юлашки çырăвĕ хурлантарсах пăрахрĕ: «Ольăран çыру килми пулчĕ, — тесе çырать Рамаш. — Мĕн пулнă-ши? Мана манса каллех Фальшинпа çыхланман-ши вăл? Çук, апла шухăшлас килмест. Шанатăп эп ăна! Чирлесе ӳкмен-и? Пĕр-пĕр инкек пулман-и? Лешеккине кайса пĕлсем, тусăм. Хăвăртрах çырса пĕлтер. Илюша патне те çырса пăхрăм, унран та ответ пулмарĕ».
Хурланчĕ, çунчĕ, вĕтеленчĕ Трашук. Пĕртен-пĕр çывăх тус пур тĕнчере. Çавăн пĕчĕк ыйтăвне çырлахтарма та май çук. Çапла иккен тарçă пурнăçĕ. Пĕр кунлăха çеç ĕçрен хăтăлса яла кайса килесчĕ. Пукравччен шухăшламалли те çук. Шухăшласан та, усси сахал. Тарçăн шухăшĕ пуса чечек пек — çырласăр...
Анчах мĕскĕн тарçă пирки шухăшлакан çын та пур иккен тĕнчере.
Пĕррехинче, яла кайса килнĕ хыççăн, Тимук кичем сасăпа кăчăртатрĕ:
— Çимун салтакран килнĕ. Сана халех яла таврăнма хушрĕç.
Трашук хăй тем пек савăнса ӳкнине «тискер кайăк» умĕнче пĕртте палăртмарĕ, шăппăн мăшлатса, яла кайма хатĕрлене пуçларĕ. Хăйне хăй çапла тыткалама чĕмсĕр Тимукранах вĕренчĕ пуль.
Трашука астăвакансем, ăна тӳсеймесĕр кĕтекенсем пур-ха: Чулçырмара та, Лешеккинче те...
Çимунĕ тесен, вăл халь сурансенчен сывалса çитменнипе килте хăна пекех пурăнать-ха. Хушăран пĕчĕк ачипе йăпанать. Арăмĕ ĕçре, анчах каç пулсан, арăмĕ ĕçрен пушаннă вăхăтра та шăкăл калаçни çук вĕсен. Сисет-ши мĕскĕн Пăлаки упăшки ăна юратманнине? Çын çинче салхуланса, хурланса çӳремест вăл. Сăн-пичĕпе савăнăçлă çын пекех курăнать. Питçăмартисем хăйĕн хĕп-хĕрлĕ — юн пĕрĕхес пек. Çынпа калаçнă чух вăл сасăсăр кулнă пек туйăнать, анчах кулли унăн — айăплă çын кулли пек. Пăлаки савăннине те, хурланнине те сисеймĕн. Вăл çилленме те пĕлмест тейĕн — ялан пĕр тикĕс сасăпа калаçать.
«Мĕскĕн Пăлаки, — шухăшлать Çимун тепĕр чух, — чĕмсĕр тӳсетĕн эс хăвăн кичем шăпуна. Хам шăпа та санăнни пекех мар-и? Эпĕ те, эсĕ те айăплă мар уншăн. Пире паллаштармасăр пĕрлештерчĕç вĕт».
Çук, юратмасть Çимун мучăш тупса панă арăмне. Анчах шеллет. Хăйне тата ытларах шеллет. Тăван мучи, атте вырăнне пулнă çын, пурнăçа пăсса хуче. Инçе те мар, юханшыв урлă çеç, юратнă хĕр пурăнать. Çимун салтака кайнă чух качча тухманччĕ вăл. Салтаксене хулана ăсатас умĕн Нюра Куçминккана Çимуна курас тесе çуран пынăччĕ. Арăм пекех мăйран уртăнса макăрнăччĕ.
Тен, качча кайнă вăл халь? Кунта никамран ыйтса пĕлме çук. «Пĕр-пĕр вырăс килсе тухинччĕ хăть», — хурланса ларать паян Çимун Мăрзабайсен тĕп пӳртĕнче. Каç çывхарса килет. Килте Çимунран урăх никам та çук. Урамра та çын курăнмасть. Çакăн пек чух, урамалли кантăка уçса, чӳречерен пăхса ларма юратать салтак. Паян кунĕпех вăл Нюра çинчен шухăшлать. Виç-тăват çул каярах пулни-иртнисем аса килеççĕ. Вăрманта кăмпа татнă чух паллашнăччĕ вĕсем. Кайран Çимун кĕпер урлă Лешеккине çӳрерĕ. Нюра ăна ялтан тухса кĕтсе илетчĕ, унтан иккĕшĕ çынран пытанса пĕр-пĕр арпалăха кĕрсе ларатчĕç.
Ытла нумай шухăшланипе шухăшри сăн куçа курăнакан пулмарĕ-и? Урампа Чулçырма кĕперĕ енчен Нюра утса килнĕ пекех туйăнчĕ. Чăнах та, майра хĕрĕ çывхарса килет. Ак пĕр ачаран тем ыйтрĕ те каллех çывхара пуçларĕ. Çук, Нюра мар ку, урăххи.
Çимунпа танлашсан, майра хĕрĕ чарăнса тăчĕ. «Çак çалтакла тумланнă çын вырăсла пĕлет пуль, çавăнтан ыйтса пĕлес», — тенĕччĕ Оля (Çимуна тĕлĕнтернĕ майра хĕрĕ çав пулнă), анчах салтак хăй маларах сăмах хушрĕ:
— Эсир кама шыратăр, мана мар-и? — кулса ыйтрĕ вăл. Рамаш пекех «эсир» тесе калаçни Ольăна кăртах сиктерчĕ, савăнтарчĕ. Вăл вара çывăхарах пычĕ.
— Сирĕн кунта Трашук ятлă пĕр çамрăк яш пур. Çавна шыратăп.
Майра хĕрĕ чăваш пекех «Трашук» тени Çимуна тĕлĕнтерчĕ. Унăн пырĕнчи хĕлĕхсем халь ĕнтĕ пурте янăра яуçларĕç:
— Апла пулсан кĕрĕр кунта, эп çав Трашука кĕтсе ларатăп, — терĕ те Çимун крыльца çине чупса тухрĕ. Кĕтсе ларатăп тесе юриех суйса каларĕ — хĕр тепĕр еннелле пăрăнса каясран хăрарĕ.
Оля кун пек чаплă çуртра пулса курман. Фальшинсен пӳртĕнче пулнă вăл. Пӳрт пĕренисене тул енчен сăрланă пулсан та, шалта кунти пек таса та илемлĕ мар. Кунта тулти пӳрчĕ икĕ пӳлĕмлĕ, шалти пӳрчĕ виçĕ пӳлĕмлĕ.
Кĕтесре сарлака çӳлçăллă йывăç ӳсет. Стенасем, тăм пӳртри пек, тип-тикĕс. Пĕр енче тĕрлĕ ӳкерчĕксем çакăнса тăраççĕ. Сĕтелĕ çаврашка. Хыçлă тенкелĕсем те çаврашка, ларма ăнăçлă. «Кам патне килсе кетĕм-ха? Трашук çакăнта пурăнать-ши?» — шухăшларĕ Оля. Анчах Çимун хĕре нумай шухăшлаттармарĕ, калаçтарма тытăнчĕ.
— Эпĕ Семен Тимофеевич Николаев пулатăп. Вырăссем пире Мурзабайкинсем теççĕ. Эсир мĕн ятлă, кам таврашĕсем?
Оля та хăйĕн ятне каларĕ.
Мĕн тӳрĕпе Трашука шыраса килни çинчен ыйтсан, Оля труках хăйĕн хуйхи-суйхи пирки калама именчĕ. Хĕр хĕрелсе ӳкнине курсан, Çимун тавçăра пуçларĕ.
— Эсир Трашукпа иаллашнăшăн савăнатăп, — терĕ вăл. — Пит лайăх ача. Мучи патĕнче тарçăра ĕçлет пулсан та, маншăн тус вăл. Пирĕн хушăмăрта секретсем çук. Куратăп, эсир тин паллашнă çынпа калаçма именетĕр. Хам сире пример кăтартса парам. Малтанах сиртен ыйтмалли пур-ха. Эсир Федунова Нюрăна пĕлетĕр-и? Çав мĕнле пурăнать? Качча кайнă-и, кайман-и?
Çимун çакна ыйтнă чух çапах та пăлханчĕ, кăшт хĕрелчĕ те. Ольăн юратупа çунакан чĕри ăна тӳрех сисрĕ. Вара хĕр Нюра пирки хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Качча кайман, хулара пурăнать тенине илтсен, салтакăн куçĕсем тата хытăрах ялтăра пуçларĕç.
Кампа та пулин Нюра пирки калаçас килнипе антăхса пурăнакан Çимуншăн Оля пĕлĕт парни пекех туйăнчĕ. Пырĕнчи кĕсле хĕлĕхĕсене тĕрлĕ сасăпа янăратса, юмах янă пек каласа ларчĕ. Çимун пулни-иртнисем çинчен асăнчĕ. Пулайманни пирки макăрас пек ӳкĕнчĕ, иртейменни пирки çамрăк каччă пекех ĕмĕтленчĕ.
Оля та вара мĕн тӳрĕпе Трашука шыраса килни çинчен ним пытармасăр каласа пачĕ. Халиччен курман-палламан çын уншăн тăван пек туйăнчĕ.
— Эп хамăн çамрăк тусшăн, тăлăх Трашукшăн, савăннăччĕ. Анчах чĕрине ман пекех Сухоречкăра хăваракан каччă урăххи пулнă иккен. Астăватăп Тайман Сахарĕн аслă ывăлне. Ялтан кайнă чух вăл пĕр вуннăра-вунпĕрте пулнă. Шухă ачаччĕ. Халь каччă пуль çав ĕнтĕ. Ан пăшăрханăр, Оля, çакăн пек хитре хĕре юратнă каччă теприне нихçан та юратмĕ.
Кун пек чух юратакан хăрах чунсемшĕн хăйсем хушшинче калаçнинчен хакли ним те çук. Кăмăл уçса калаçма вĕсене ним те чарса тăмарĕ: тĕрлĕ арлăх та, çулсем тан марри те,
Трашука паян кетмелли çук иккен. Килсен — ыран е виçмине килмелле. Çапах ырă çынпа паллашнăшăн ӳкĕнмерĕ Оля. Тата тепĕр лайăх чăвашпа, хитре чăвашпа, паллашрĕ вăл. Тен, Ольăн хăйĕн те чăваш хушшинче пурăнмалла пулĕ.
Чаплă йывăç çуртра пулнă хыççăн çĕр чавса тунă пĕчĕк пӳртре те пулса курчĕ паян тунсăхпа касăлакан хĕр.
«Ай, турăçăм, ак ăçта пурăнать иккен пирĕн Трашук! — шухăшларĕ Оля, çĕр пусмапа путвала аннă пек аннă чух — Пирĕн енче çĕрпӳрт мар, хура пӳрт те çук».
Алăк уçса, çĕр айĕнчи тĕттĕме чăмрĕ Оля. Алăка çурăмпа тĕрелесе кăшт тăнă хыççăн тин пӳрт ăшĕ куçа курăна пуçларĕ. Пĕртен-пĕр чӳречи мунча тĕннинчен пысăках мар.
Сăпани килтеччĕ. Майра хĕрĕ килсе кĕнине курсан, тĕлĕнсе хытсах кайрĕ вăл, сăмах чĕнейми пулчĕ. Чĕнес тесен те, вырăсла пĕлмест. Майра хĕрĕ те салам сăмахĕсем каланă хыççăн чĕмсĕрленчĕ. Хăйсем те чухăн пурăнаççĕ, анчах кун пек чухăнлăха вăл нихçан та курман. Хурланнипе унăн кăмăлĕ тăвăна пуçларĕ. Кăмака çинче карчăк ахлатнине илтсен, Оля кăмака çумне пырса сĕвенчĕ те макăрса ячĕ. Сăпани пăлханса-хăраса ӳкрĕ. Ак тамаша! Мĕн пулнă-ши ку майрана? Мĕн тӳрĕпе кунта макăрма килнĕ вăл? Сăпани куçĕ тĕттĕмре пурăнса хăнăхнă — хĕр куççульне лайăх курать. Анчах чĕри ĕмĕр чухăнлăхра пурăнса хытса кайнă — Ольăн чунне мĕн ыраттарнине курмасть. Кăшт лăплансан, Оля пуçне çĕклерĕ, куççульне шăлса йăл кулчĕ. Сăпанишĕн пӳрте хĕвел çути кĕнĕ пекех туйăнчĕ.
Оля Рамашран вĕреннĕ сăмахсене манман, анчах вырăнлă пулмĕç тесе чăвашла калаçма хăрарĕ. Вырăслах каларĕ. Сăпани кăшт ăнланкалать. «Письмо» сăмаха вăрçă вăхăтĕнче пурте ăнланакан пулнă. «Тражук», «Рамаш», «письмо» сăмахсене майра хĕрĕ çине-çине каланăран тавçăра пуçларĕ хĕрарăм: «Письмо пур, пур, — терĕ. — Рамаш письмо пур, Трашук поле пашул». Оля мĕн кирлине ăнланчĕ.
Майрă хĕрĕ, Чулçырма кĕперĕ урлă каçса, каçа хирĕç вăрмана кайнине куракансем чылайччен тĕлĕнсе тăчĕç. «Рамаш сукмакĕпе» çӳресе курман çав вĕсем.
Илюша ăна шыв хĕрринче кĕтсе илчĕ. Оля хăй мĕн курни-илтнине хăвăрт каласа пачĕ.
— Рома манман, — терĕ вара Илюша. — Халь сана калам ĕнтĕ. Акă мĕнле шухăш килсе кĕчĕ ман пуçа. Пирĕн уксах почтальон шанчăклă çын мар: ĕçме юратать. Çавна Васька ĕçтерсе сан патна е ман пата килекен çырусене илсе тăрать пуль. Эп кайса уксах Афонька чунне силлем-ха. Тунмĕ!
— Ан хăтлан, — терĕ Оля. — Малтан Трашука кĕтсе илер. Вăл ыран-паян килсе çитмелле. Тен, кăлăхах çынна кӳрентерĕн.
Илюша килĕшнĕ пек пулчĕ.
Трашук яла тепĕр кун каçпа таврăнчĕ. Хĕвелпе пиçнĕ, тусан айне пулнă сарă каччă халь хуралса кайнă. Никам та ан куртăр тесе, вăл Мăрзабай картине хыçалти хапхаран килсе кĕчĕ. Лаша тăварса тĕрмешнипе хăй никама та асăрхаймарĕ. Хыçалти картана тата пĕр чĕрĕ чун пырса кĕнĕ иккен. Асăрханă пулсан, лаша тăварайми вăйсăрланĕччĕ.
Наçтук ытахальтен çеç: «Трашук мучи, эс чикан пек хуралса кайнă, кайса сик часрах шыва», — тесе сăмах хушасшăнччĕ. Анчах тем чарса тăчĕ ăна. Трашук ĕçре епле йăрă иккен! Çук, куншăн та мар чарăнса тăчĕ хĕр. Пĕркун килсе кайнă Леонида астутарчĕ ăна мĕскĕн каччă. Чăнах çавăн евĕрĕ пур. Кăшт çӳллĕрех çеç. Çӳллĕрех пулни пăсмасть, каччăшăн вăл тата лайăхрах. Наçтукшăн Трашука паян тин курнă пек туйăнчĕ. Именчĕ. Каччă асархиччен вара вăл, сас-чĕв ан пултăр тесе, шăппăн ярса пусса, хыçалти картаран тухса кайрĕ. Трашук хĕвел çути пĕр самантлăха ун еннелле ăшăтса пăхнине курмасăр-сисмесĕрех юлчĕ. Малашне çавăн пек телейлĕ самант пулĕ-ши уншăн? Çав шухăш та каччă пуçне килсе кĕме пултарайман. Шел. Тен, иккĕшин те шăписем урăхла пулма пултарĕччĕç.
Трашук мунчара е çырмара çăвăниччен Çимуна курма каяс мар терĕ, килне васкарĕ. Килте амăшĕ ăна ĕнер Оля килсе кайни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ. Хĕр, Рамаш пекех, çыру килменнипе тарăхать иккен. «Часрах кайса лăплантарас Ольăна!»
Çимун килнĕренпе икĕ эрне иртнĕ. Тискер Тимук пĕрре те асăнмарĕ ун пирки. Пулать те çын!
Çимун пиччене курса ĕлкĕрĕп-ха терĕ те Трашук мунча кĕтмесĕрех, шыва кĕмесĕрех кĕске çулпа, Рамаш сукмакĕпе, Лешеккине чупрĕ. Хăйĕн чĕри те хăрах, теприсен хăть хăрах ан пулччăр терĕ пуль телейсĕр каччă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...