Кĕпер :: Вырăс çимĕкĕ
Ак çимĕк те çитрĕ ĕнтĕ — чечек уявĕ, çуркуннехи çанталăкăн пуç кăшăлĕ.
Елĕкрех чăвашăн çимĕк кунĕ кĕçнерникун пулнă, теççĕ. Халь те çав кун ваттисене асăнаççĕ, анчах çимĕк уявне халь вырăссемпе пĕрле — вырсарникун, вырăс йăлипе тăваççĕ. Тĕне кĕрсе вырăс туррине пăхăннăранпа чăвашăн чиркӳ праçникĕсеие те йышăнмалла пулнă. «Троица» сăмах чăваш хушшинче сарăлайман, çав праçник вара чăвашшăн «Вырăс çимĕкĕ» пулса тăнă.
Халĕ те çимĕк ĕçки пулмасть мар. Çимĕк кунĕ çитсен тин çуркуннехи-çуллахи туйсем пуçланаççĕ. Елĕк-авал çимĕк кунĕнчен пуçне çимĕк эрни пулнă тата — кĕçнерникунран тепĕр кĕçнерникунччен. Çимĕк эрнине чăваш мунча кĕрсе, çимĕк курăкĕпе çапăнса, таса кĕпе-йĕм тăханса кĕтсе илнĕ. Вара мăннисем ваттисене асăнса эрнелĕхе ĕçкĕ е туй пуçласа янă, кĕçĕннисем вăййа тухма пуçланă. Хĕрсем вăйăра «Çимĕк çич кун терĕçĕ, çимĕк çич кун те-рĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши!» — тесе юрланă, каччăсем тапăртатса ташланă...
Халь ĕнтĕ вырăс çимĕкне Чулçырмара та вырăссемпе чăвашсем пĕр кун, вырсарникун, тăваççĕ. Анчах та праçник тума вĕсем нихçан та пĕрлешмеççĕ. Турри-праçникĕ пĕрре те — йăлисем тĕрлĕ. Çамрăксем те Тук шывĕн икĕ енĕпе уйрăм çуйăхаççĕ. Кăçал Рамашпа Трашук кунти вырăспа чăваша çывхартас шухăш тытнă, хăйсен çĕнĕ тусĕсене праçнике чăваш енне каçма чĕннĕ. Лешсем виççĕш те килĕшнĕ. Паллах, Оля та пулать. Ольăран Христя та юлмасть ĕнтĕ.
Мăрзабай Павăлĕ асаттесен авалхи йăлисене лайăх астăвать. Анчах вăл, чиркӳ старости пулса курнăскер, пупсемпе туслă пурăннăскер, вырăс йăлжем енне ытларах туртăнать. Çимĕке вырăсла тăвас йăлана ялта çав пуçласа янă, теççĕ.
Мăрзабайсем Çимун çимĕке киле таврăнасса кĕтетчĕç — килсе çитеймерĕ. Мирски Тимук хуçа хушнипе вăрмантан пĕр лав хурăн касса килнĕ. Хурăн хунавĕсене çамрăкла хирсе тăкнăшăн пĕр Наçтук кăна кулянчĕ. Кулине вĕсене савăнсах урам енчен пӳрт умне лартса тухрĕ. Паян хапха уçăлмасть тесе, хапха умне те лартнă. Наçтук каçранах Чӳккукринчен пĕр çĕклем чечек татса килчĕ. Кашни чӳрече янаххи çинче мăйлă чӳлмек ларать. Кашни чӳлмекрех — чечек çыххи. Чӳречесене каçранах яри уçса янă. Наçтукшăн çимĕк — чечек уявĕ.
...Рамаш анчахрах лупас çине килсе выртнăччĕ-ха. Хĕвел ирхи апата çите пуçласан, Трашук çапах та ăна вăратрĕ. Çамрăк çын кăшт тĕлĕрнипех вăй илет.
— Оля чăнах пит хитре хĕр. Сăнĕпе кăна мар — пĕвĕпе те, кăмăлĕпе те, хăтланчăкĕсемпе те, — терĕ Трашук. — Эс хăвăн телейне тупрăн пулать.
Темле хурлăхлăрах каларĕ çак сăмахсене Трашук. Рамаш, çивĕч туйăмлă çын, тусĕ мĕншĕн хурлахлă калаçнине тӳрех сисрĕ.
— Эп тупрăм. Емĕрлĕхе тупрăм, ача, — терĕ вăл. — Ман пирки сăмах петнĕ. Атя-ха, сан нирки калаçар. Наç-тука эпĕ те ăнланса çитеймерĕм. Чăнах та, хуçа хĕрĕ ĕнтĕ вăл. Эс тарçă. Çитменнине, Мăрзабай тарçи. Чи малтан санăн хĕрĕн кăмăлне пĕлес пулать. Паянах пĕлме тăрăшăпăр. Пар-ха çырăвна. Ху калаçма хăяймастăн-тăк, çыру çӳретсе пăх.
— Çуккă çыру. Çурса тăкрăм эп ăна.
— Ма çуртăн, айван?
— Эп çыру çырни çинчен Кĕтерирен пĕлнĕ вăл. Çыру пирки мăшкăлласа кулчĕ, тет.
— Кам каларĕ?
— Кĕтери каласа пачĕ.
— Э-э! Араскал хĕлĕхĕсем сан арпашса çыхлансах кайнă, ача. Сӳтсе майлаштарма тăрăшăп. Ман шутпа, Кĕтери хăй юратать сана. Наçтук пирки ун урлă ĕç тăваймăн. Ма Кĕтерие юратмарăн-ха эс пĕрех хут? Хитре, ăслă, шухă. Чухăн. Эс сарă, вăл хура. Мĕн кирлĕ тата?
Телейлĕ çын телейсĕррине ăнланаймасть çав. Трашук урăх ним те калаймарĕ, вăрăммăн сывласа илчĕ çеç.
Хĕрсем, каччăсем улăхалла туртăна пуçласан, Рамашпа Трашук та тухса утрĕç.
Çамрăк-кĕрĕм улăхра юратса илнĕ вырăн — шăп Пăрутапăрне хирĕç. Унта вăрманпа шыв та юнашарах, кӳлĕ те çывăхра.
Улăх ерипен-ерипенех хĕр тумĕсемпе чечеклене пуçларĕ. Часах Рамаш хăнисем те килсе çитрĕç. Малтан вĕсем хăйсене ютшăнарах тыткаларĕç, каярахпа — хăнăхрĕç. Оля чăваш хĕрĕсен уяв тумне мухтарĕ. Чăнах та, епле хитре çав тум! Чăлт-шурă пир. Хăмач ярăмĕсем. Тĕрĕ. Тĕрлĕрен мăя, йĕс хӳре, енчĕк тулли çĕрĕ. Тенкĕсем. Хĕрсем чупнă чух укçаллă мăяри çав тенкĕсемпе енчĕк çумĕнчи çĕрĕсем тĕнкĕлтетеççĕ çеç. Ольăна çакă пушшех Тĕлĕнтерсе савăнтарчĕ. Вара Рамаш пуçне пĕр шухăш килсе кĕчĕ: «Чăвашла тумланса курас кăмăл пур-и?» — ыйтрĕ вăл Ольăран. «Аха!» — терĕ. хĕр, куçра савăнăç шăратса. Рамаш Кĕтерие чĕнсе илчĕ. Чăваш хĕрĕ те майралла тумланма килĕшрĕ.
Хĕрсем Тикĕтпуссине кĕрсе тумĕсене улăштарнине ыттисем сисмесĕрех юлчĕç.
Рамаш вырăс каччисемпе майра хĕрĕсене ертсе килни çинчен улăхĕпех сăмах сарăлчĕ. Хĕрсем-каччăсем пурте пĕр тĕле пухăна пуçларĕç. Трашук тавра Илюша, Спирка, Филька, Христя кĕпĕрленсе тăнă. Рамашсăр кусем ним калаçма, ниçта пырса хутшăнма пĕлмеççĕ. Фильки, кăнтăр çутинчен хăракан тăмана пек, Трашук хыçне пытанма тăрăшать.
Пĕччен тăрса юлнă Наçтук патне Чее Миття пырса явăçрĕ. Наçтук пур каччăпа та пĕр пек калаçать. Хаяр Макар ывăлне те тиркемест пек.
Майра хĕрĕпе чăваш хĕрĕ Тикĕтпуссинчен килсе тухсан, чăваш каччисем хушшинче калаçу пуçланчĕ:
— Рамаш хĕрне курар-ха.
— Сăнĕпе Кĕтери евĕрлĕрех.
— Тупнă майра! Пирĕн чăваш хĕрĕсем те унран хитререх.
— Леш кам тата? Ай, хитре хĕр, Хăна хĕрĕ пулмалла. Кам хăни?
— Самлейрен е Хурăнвартан кам патне те пулин килнĕ пуль ку сар пике.
Каччăсем шавланине Рамаш савăнса итлесе тăрать. Хĕрсем тумĕсене улăштарни çинчен никам та пĕлмест. Кĕтери, кулса ярас марччĕ тесе, питне хупласа илет. Оля чăваш каччисем мĕн калаçнине ăнланаймасть, хăй çавах Рамаш вĕрентнĕ чăваш сăмахĕсене аса илме тăрăшать.
— Рамаш хĕрне калаçтарам-ха, каччи çиллентер кăшт, — терĕ Чее Миття. Унпа юнашар тăракан Наçтук хăйĕн акамне тӳрех палларĕ, анчах Миттяна систермерĕ.
Чее Миття тĕрленĕ кофтăпа чечеклĕ сараппан тăхăннă майра хĕрĕпе сăмах пуçласа янă вăхăтра Зар Ехим «хăна хĕрне» пырса хупăрларĕ.
Ыттисем икĕ хĕр тумĕсене улăштарса тăхăннине часах тавçăрса илчĕç. Каччăсем Зар Ехимпе Чее Миттяна тăрăхлама тытăнчĕç вара. Хĕрсем Оля тавра кĕпĕрленчĕç. Майра хĕрĕ чăвашла тумланнине халиччен курман вĕсем, çавăнпа халь каçса кайса савăнаççĕ. Чее Миття часах тарчĕ кунтан. Вара каччăсем «хăна хĕрĕнчен» хăпнă Зар Ехиме алăран тытса каллех Оля патне çавăтса пычĕç.
— Эс ма хăна хĕрĕнчен таратăн? Чăнахах хăна хĕрĕ ку, чулçырмасем мар.
Зар Ехим хĕремеслене-хĕремеслене кишĕр тĕслĕ пулса кайрĕ.
Улăхри хĕрсен-каччăсен кăмăлĕсем пурин те уçăлса кайнă. Кулаççĕ, шӳт тăваççĕ. Вырăс каччисем çине те кăмăллăн пăха пуçларĕç. Рамаша çав кăна кирлĕччĕ. Вара пурне те хăнасемпе паллаштарчĕ.
— Паян вырăссем — пирĕн хăнасем, — терĕ Рамаш. — Малашне туслă пурăнар. Илюша Чугунова каччăсем нумайăшĕ пĕлеççĕ, тен, хăшĕ унпа çапăçса та курнă пуль. Паян çапăçмастпăр. Вылятпăр, кулатпăр, савăнатпăр. Атьăр, ушкăнлă вăйăсем пуçласа ярар. Малтан вырăс вăййине вĕрентем сире. «Третий лишний», — теççĕ. Кайран хуралла чупăпăр — ку вăййа вырăссем те чăваш пекех выляççĕ. Унтан юрлăпăр, ташлăпăр...
Чупрĕç, юрларĕç, ташларĕç паян пикесемпе яшсем. Вăйă май мăшăрсем вĕçсĕрех ылмашса тăчĕç. Пĕр мăшăра анчах никам та уйăраймарĕ. Хăшĕ юриех чупмарĕç майра хĕрĕ хыçĕнчен, хăшĕ чупсан та тытаймарĕç. Оля чăваш каччисене вăлтма часах вĕренчĕ. Каччă хăваласа çите пуçласан, вăл, йĕс хӳрине кăтартса, тилĕ пек каялла вăркăнать е тĕмĕсем тавра чупкаласа хыçран йĕрлекеннине ывăнтарать те хирĕç чупакан Рамаша кĕтсе илет. Вара вĕсем васкамасăр каялла таврăнаççĕ. «Эп чăнахах чăваш арăмĕ пултăм», — тет Оля, çĕррисемпе тенкисене тĕнкĕлтеттерсе. «Çук-ха, — тет Рамаш, — ку хĕр тумĕ. Арăм тумĕ йăлт урăхла. Ана та тăхăнса курăн-ха».
Илюшăна Рамаш Наçтукпа тăратрĕ. Наçтукшăн пурпĕрех. Вырăс каччипе те вăл сăпайлăн, пĕр вăтанмасăр калаçрĕ.
Филька Кĕтерие хăваласа тытрĕ. Ку вырăс ачи Чее Миттян ячĕ мĕне пĕлтернине ыйтса пĕлчĕ те:
— Вырăсла вăл Хитрый Митрий пулать, — терĕ. Унтан хăй чăвашла вĕренесшĕн пулчĕ.
— «Эс ман кăмăла каятăн» — чăвашла мĕнле пулать? — ыйтрĕ Филька.
— «Эп тăрри шăтăк», — терĕ Кĕтери.
— «Эп турри шитык», — култарчĕ вара Филька хĕрсене.
Трашук тăтăшах Наçтук çине пăхкалать, анчах ун патне пыма хăрать вăл, ăна алăран тытма, унпа юнашар тăма вăтанать. Çавăнпа юлашкинчен йĕкĕт Христьăна тытрĕ те кунĕпех çавăнпа калаçса ирттерчĕ.
Выляса ывăнсан, Рамашпа Илюша юрă пуçлама сĕнчĕç. Малтан вĕсем хăйсем вырăела юрласа ячĕç. Хăш-пĕр вырăс юррисене чăваш ачисем те пĕлеççĕ. Оля «Потеряла я колечко» юрлама пуçласан, хĕрсем те юрра хутшăнчĕç.
— Яхруш, кала тăмруна! — кăшкăрчĕ юрă вĕçленсен тахăшĕ. Яхруш вара ташă кĕвви каласа ячĕ. Курăк çăра пулнипе ташă малтан ăнсах каймарĕ, чăвашла йăкăштаттарса шума улăхра йывăр, çавăнпа Яхруш вырăс кĕвви пуçларĕ. Акă Оля, пуç тавра тутăр çавăрса, вырăнтан Хускалчĕ. Чăвашла тумланнă хĕр майралла ташлани питĕ хитре пулчĕ. Майра хĕрĕ ташшине пуçласса пĕччен пуçлать, анчах каярахпа, кăшт тĕпĕртетсе ярăнса çӳренĕ хыççăн, каччă умне пырсатăрать. Оля Рамаш ташланине пĕлмест, çапах та сисрĕ вăл Рамаш ташласшăнне, ун умне пырсă ура тапрĕ.
Ак хăçан пуçланчĕ иккен чăн-чăн ташă! Рамаш иккĕ-виççĕ тапăртатсах пĕтĕм халăха хăй çине пăхтарма пултарчĕ. Вара Филька «Шире круг!» — тесе çухăрчĕ те, йĕри-тавра чупкаласа, вăйă картине сарма пикенчĕ.
— Яхруш, «Барыню»! — кăшкăрчĕ Оля та. Каччи ташланине çынсемпе пĕрле курса савăнас тесе, вăл хай ташлама.пăрахрĕ.
Рамаш çут тĕнчене ташлама кăна çуралнă пуль. Ура хуçса, кăлтăрмач пек хăй тавра çаврăнса ташлать, пĕççине çупса пушмак тĕпне те çатлаттарса илет, урисене тĕрлĕ май явкалать. Пĕтĕм яш-кĕрĕме тĕлĕнтерчĕ вăл паян...
...Вăйă каç пулас умĕн тин саланчĕ. Çынсем киле кая пуçлаçан, Рамаш хăй патне чăваш каччисенчен шанчăклăраххисене чĕнсе клчĕ. Вĕсем хушшинче — Яхруш, Унтри. Пĕвĕпе каччă пек курăнакан вунтăват çулхи Хветюк та çав шута кĕнĕ. Вĕсем пурте вырăс каччисемпе пĕрле Пăрутапăрĕ çывăхне кайса тăчĕç.
— Малашне вырăссемпе яланах çапла туслă пурăнăр, — терĕ Рамаш. — Паянхи куна ан манăр. Кĕпер тунă чух е утă çулнă чух чăвашпа вырăс хирĕçме тытăнсан, вĕсене килĕштерме тăрăшăр...
Мĕн калассине Рамаш чăвашсене — чăвашла, вырăссене — вырăсла каларĕ.
— Тавтапуç сана, Рамаш, — терĕ Илюша. — Санпа паллашнăранпа эпĕ хамран хам тĕлĕнетĕп. Чăн-чăн чăваша халь тин курнă пек туйăнать мана. Çын пулма пуçларăм-и ĕнтĕ? Халь çамрăк вăя ăçта хумаллине пĕлетĕп. Кăçал кĕпер тунă чух çапăçу пуласран хăрамалли çук. Ялта арçын сахал. Пулсан та — пирĕн пек çамрăксем ытларах. Шăрчăкланаканнисене чарма пĕлĕпĕр. Фальшинсен чеелĕхне тăрă шыв çине кăларăпăр. Эс халь, Рамаш, пирĕн енчисене виçсĕмĕре кăна лайăх пĕлетĕн. Пире, сан майлă шухăшлакансене, виççĕн мар — вунвиççĕн тесе шутла. Çапла-и, Спирка?
— Чугунов каларĕ пулсан, çапла пулать ĕнтĕ, — терĕ Спирка.. Юлашкинчен Илюша Яхрушпа та çапăçса курнăшăн ӳкĕнсе калаçре, урăх апла пулмĕ, халь туслă пулăпăр терĕ. Рамаш сĕннипе вĕсем иккĕшĕ пĕр-пĕрин аллине чăмăртарĕç.
Пурте киле ăсаннă хыççăн Рамашпа Оля иккĕшех юлчĕç, çыран хĕррипе ылтăн пулă тытнă тĕле, чечек кăшăлĕ тунă вырăна, кайса ларчĕç.
— Ылтăн пулă сан вăлтуна лекрĕ, — терĕ Оля.
— Вăхăт çитсен, Трашук та хăйĕн ылтан пуллине тытĕ-ха, — терĕ Рамаш.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...