Кĕпер :: Марзабай хăни
Чăвашла чухлайман вырăс çамрăк хĕрарăм çине çуланнă куçпа пăхса илчс.
— Хĕрӳ-и, кинӳ-и? — ынтрĕ вăл, лешĕ тухсан.
— Кин. Шăллăм ывăлĕн арăмĕ.
— Хитре хĕрарăм. Пиçсе çитнĕ улма пек. Тен, çавăн пнрки эс килтен хăпаймастăн-и? Племяиник арăмĕ кинех мар-ха вăл... пачах та кин мар.
Хуçа хăна ӳсĕрĕле пуçланине сисрĕ. Хальхинче вăл хăй вырăса пӳрнепе юнаса илчĕ.
— Эс, тусăм, çын пурлăхне ан хапсăн, — терĕ вăл. — Ан суй тата. Сирĕншĕн, вырăссемшĕн, тен, çапла-тăр. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пурĕ пĕрех — кин. Тепре каласан, «снохачсем» чăваш хушшинче çук. Ун пек сăмах та çук пирĕн.
— Эй, шуйттана канса кĕччĕр сирĕн кинĕрсем. Кин-и, кин мар-и — маншăн пурĕ пĕрех. Эс луччă хăвăн сăмахна кала-ха: килĕшетĕн-и старшина пулма?
Çав вăхăтра Пăлакипе пĕрле Трашук килсе кĕчĕ те алăк патĕнче чарăнса тăчĕ. Пăлаки тухсан, вăл хуçана пуç тайрĕ, унтан хăнине пуç тайса, вырăсла таса çавăрса хучĕ:
— Здравствуйте, Фадей Панфилович!
Вырăсăн чĕлхи çыхланакан пулнă. Вăл малтан тĕлĕн-се, унтан тăрăхласа пĕр Трашука, пĕр хуçана пăхса илчĕ те: «Здравствуйте, молодой человек», — терĕ. Унтан тӳрех хуçине йĕкĕлтесе çапла каласа хучĕ:
— С кем имею честь?
Хуçи те Трашукпа вырăслах калаçать. Вăл, алăк патне пырса, Трашука алăран çавăтрĕ те ăна сĕтел хушшине хăйпе юнашар лартрĕ.
— Паллатăн иккен, Троша, çак çынна.
— Паллатăп, — терĕ Трашук та вырăсла, — Фадей Панфилович Белянкин, мишавай.
— Ку ачи вырăс пекех калаçать. Асăрхарăн-и, Павел Алексеевич? Малтан ята каларĕ, кайран — хушамата. Юлашкинчен профессие те палăртса хучĕ. Маттур.
— Вăл пирĕн студент, çăпаталлă студент, — терĕ Мăрзабай, хăни хăйĕн малтанхи шухăшĕсенчен пăрăннишĕн савăнса. — Çак ачаран мĕн туса хурасси манран килет, Учитель тăвап эп унран, унччен хамăн... Э, шельма, эс урă пуçпа ӳсĕр çынсем мĕн лăпăртатниие итлесе ларасшăн. Ме-ха, сыпса яр çакна, — пĕр курка туллиех çуттине тултарса лартрĕ каччă умне хуçа. — Сып часрах, турткаланса ан лар. Хуçа сăйлать-тĕк, ĕçес пулать.
Трашук халиччен кăмăспа сăра анчах ĕçсе курнăччĕ. Кун пеккине тутанман. Куркине тытрĕ те хăраса кайрĕ. Хуçи çаплах хистет:
— Мĕн, хĕрача пек хĕремесленсе ларан? Каччă мар-и эс? Шанклаттар та хур. Ĕçмесен хĕвне ярап.
«Чăнахах ярĕ ку», — тесе шухăшларĕ те Трашук, куçне хупса, куркине ӳпĕнтерчĕ. Хуçапа хăна нккĕшĕ те ахăлтатса кулса ячĕç.
Кулччăр. Халь ĕнтĕ Трашук вĕсенчен хăрамасть, вăтанмасть. Калаçма та хатĕр. Анчах темшĕн сĕтелли те, сĕтел хушшинчи çыннисем те тĕк тăмаççĕ: тайкалана, çаврăнкала пуçларĕç.
— Çырт, лайăхрах çырткала. Кăшт пуçа тивни ним те мар вăл. Кайран иртсе каять, — тарçине тăварланă хăяр тыттарчĕ хуçа, умне ăшаланă шăрттан тĕртсе лартрĕ. Хăй малаллах калаçать. — Арçын пул. Тайкаланса ан лар.
Трашук апат çырткаланă хыççăн сĕтел çаврăнми пулчĕ. Халь каччă чунне çунат хутшăннă пек туйăнса кайрĕ. Вĕçес килет. Анчах кусем мĕн калаçаççĕ-ха?
— Учитель тума пултарап терĕн. Тата мĕн тума пултарăн çак каччăран? — ыйтрĕ Белянкин.
— Каччăран мĕн тăваççĕ? Кĕрӳ тăваççĕ тăнлă çынсем. Трашук, кĕрӳ пулатни?
Мăрзабай кулса калаçать пулсан та, Трашук чĕрине услам çу сĕрнĕ пекех туйăнчĕ. Наçтука аса илсе савăнса кайнипе вăл хуçапа хăна малалла мĕн калаçнине те путлĕн итлеймерĕ.
— Сан икĕ хĕр-ха. Хăшие паран вара учителе?
— Пĕрне те памастăп. Хăйне киле кĕртетĕп. Кĕçĕнни çамрăк-ха, каччă кĕтсе ларма вăхăт пур. Аслин шăпине татса пама вăхăт çитиĕ. Ывăл вăрçă пĕтсен те яла пурăнма таврăнмастăп тесе çыратчĕ ĕлĕкех. Шăллăмăн ывăлĕ таврăнсанах уйрăлать пуль. Эп вилсен, килте арçын юлмасть вара...
Çапла Мăрзабай хăйĕн вăрттăн шухăшне эрехе пула палăртрĕ.
Трашук асли-кĕçĕннн пирки хуçа мĕн калаçнине илтмест. Анчах ун вырăнне Мăрзабая урăххисем итлеççĕ.
Кулине алăк çумне çыпçăнса тăчĕ. Итлет-итлет те хушăран кулкаласа илет. Çимун арăме ун çывăхĕнче ăшаланса тăрать.
— Мĕн калаçаççĕ, каласа пар ĕнтĕ инке таврăниччен.
— Чим-ха, чим... Ан чăрмантар. Ланăх илтĕнмест. Ашшĕн юлашки сăмахĕсене илтсен, Кулине сăнĕ йăл çуталса кайрĕ...
— Мĕн калаçрĕç, ма каламастăн?
— Мĕн калаçни унта... Трашука ĕçтереççĕ. Калаçни илтĕнмест, — терĕ те Кулине, сасартăк пӳртрен тухса чупрĕ.
Халь шалти пӳртрисем пурте хĕрсе кайнă, тулта илтĕнмеллех шавла пуçларĕç.
— Эс ăçтан пĕлетĕн мана? — ыйтать вырăс Трашукран.
— Сире кам пĕлмест Куçминккара? — тет Трашук, калаçма пачах та именмесĕр — Революци пирки молебен тунă чух эсир пукан çине тăрса сăмах каларăр. Анчах пуп ывăлĕ, семинарист, улталарĕ сире. Земски ун чух килтех пулнă.
— Эс ăçтан пĕлетĕн?
— Эп тем те пĕлеп. Вăл çав кун каçхине тин хулана тарнă. Куçминккара халь пĕр монархист кăна. Вăл та пулин херарăм, Екатерина Степановна. Ыттисем пурте эсерсем.
Белянкин, хăй те хытă ӳсĕрĕлнĕскер, ăшне тытса кулать. Мăрзабайĕ те пĕр хăна çине, пĕр Трашук çине пăхкаласа кулма тытăнать.
— А большевиксем çук-и Куçминккара? — куçне хĕссе ыйтрĕ Белянкин.
— Çуккă, — татса пачĕ Трашук. — Куçминккара çуккă, хулара нумай. Анчах вĕсене пурне те Половинкин персе вĕлерет, унăн револьвер пур.
— Мĕнле Половинкин? — ыйтрĕ вырăс, хăлхине тăратса.
— Виктор Половинкин. Наташа Черникова каччи.
— Ну, тĕлĕнтерет те, Павел Алексеевнч. Ку çăпаталлă студент чăнахах та нумай пĕлет.
Трашук ура çине сиксе тăчĕ:
— Эп пĕлеп... Эп тем те пĕлеп! — кăшкăра пуçларĕ вăл, тайкаланса. — Çимун пичче пурпĕрех Гриша Распутиншăн çапăçмасть.
Мăрзабай урăлсах кайрĕ. Вăл Трашука ыталаса илчĕ те чăвашла калаçа пуçларĕ:
— Вот пĕлместĕн те. Распутина ăслă çынсем тахçанах вĕлернĕ. Çимун вăрçăра пулса суранланнă. Эс, ача, кăшт ытлашши калаçа пуçларăн. Тухса уçăлкала-ха. Выртса çывăр луччă.
Çапла йăпаткаласа, хуçи тулти пӳрт алăкĕ патне çитиех ăсатса ячĕ хăйĕн ӳсĕрĕлсе кайнă тарçине.
Трашук тухнă хыççăн вырăс та çемçелсех кайрĕ. Ыйхăланă пек пулчĕ. Хуçа хăех хăна валли вырăн сарса пачĕ. Хăни çывăрса кайсан, Мăрзабай арăмне тулти пӳрте чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ:
— Хăна вăрансан, мухмăр чĕрттер. Хуçи пушкăрта тухса кайрĕ, паян таврăнмасть те. Ун чул вырăсла калаçма чухлатăн пуль-ха? Эп хам Çимун пӳртне кайса выртап. Вырăс кайичченех тухмастăп вара.
— Юрĕ ĕнтĕ. Чухлама мар, сана та сутса ярăп, — терĕ кăна Мăрзабай арăмĕ.
Трашук, пӳртрен тухсан, кайри карта еннелле тайкаланса утрĕ. Кулине хыçалтан пăхса юлнине асăрхамарĕ вăл. «Нивушлĕ Наçтука мана качча парĕ? Нивушлĕ телейĕм хăех çаврăнса çитрĕ? Учитель тăвап тет. Тăвĕ те. Вăл тем тума та пултарать. Эп хам та тем те пĕлеп!» — шухăшласа утрĕ вăл хыçалти картишпе. Унтан тăрантас çине пырса ларчĕ. Хыçалти хапхаран Наçтук килсе кĕчĕ. Трашука курсан, йăл кулса ячĕ. «Эс, Трашук мучи, мĕн тĕлĕрсе ларан кунта?» — чĕнкĕлтетрĕ каччă хăлхинче хĕр сасси.
— Наçтук, кил-ха, сана пĕр сăмах каламалли пур, — терĕ эрехпе хăюлланнă каччă. Хĕр çывăхарах пырса тăчĕ.
— Кĕтери сана ним те каламарĕ-и?
— Мĕн пирки?
— Çыру пирки.
— Кам çырăвĕ?! Пиччерен хыпар килнĕ-и? Мĕн çырать? Кала часрах, — лăска пуçларĕ хĕр Трашука.
— Кам çырăвĕ пултăр. Хам çыртăм! Анчах çуртăм-ха эп ăна. Кайран тепĕр хут çырса парăп. Эп сăвă çырма та пултарап!..
Çапла каланă хыççăн Трашук сулăнса кайрĕ, тăрантас çунаттине çапăнса кĕмсĕртеттерчĕ. Наçтук кулса ячĕ:
— Эс, Трашук мучи, ӳсĕр иккен. Кам ĕçтерчĕ сана, ухмаха?
Çапла каларĕ те хĕр, каччă мĕн каласса кĕтмесĕрех, малти картишнелле кĕрсе кайрĕ. Унта вăл аккăшне тĕл пулчĕ, паçăрхи пекех кулса каларĕ:
— Пирĕн Трашук таçта ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Çарамассăн тăрантас çине пырса ларнă. Темĕскер лапăртатать хăй. Атте ан куртăрччĕ. Хăваласа ярĕ тата мĕскĕне.
— Ан ихĕр, чипер калаç. Атте хăй ĕçтерчĕ ăна. Куçминккари вырăспа нумай ĕçрĕç вĕсем.
— Мĕн пирки ун пек чыс курма тивĕç пулнă вара аттен тарçи? — тутине пăркаларĕ Наçтук.
— Санран ыйтман çав. Кам мĕпле чыс курма тивĕçлине атте хăех пĕлет пуль.
Çапла каларĕ те Кулине хыçалти картишнелле уттарчĕ. Анчах унта пырса кĕрсен сасартăк ахлатса ячĕ. Трашук лупас çине пусмапа ĕселенсе хăпарать. Акă вăл хытă сулăнса пусман çӳлти вĕçне хускатрĕ.
— Месерле кайса ӳкет вĕт, мĕскĕн, — ним тума аптраса тăрать Кулине.
Çук. ӳкмерĕ Трашук. Аслăк çине чиперех хăпарса çитрĕ те улăм ăшне чикĕнчĕ. Кулине кайран, лупас çине хăпарса, çарамас выртакан йĕкĕте хăйĕн кĕрĕкĕпе витсе хăварчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...