Кĕпер :: Ура çине ĕне пуссан...
Ашшĕне пытарнă хыççăн эрне ытла Трашук анкă-минкĕленсе çӳрерĕ. Амăшĕ те тин тăна кĕре пуçларĕ. Асламăшĕ, ахаль те аран кураканскер, куççуль юхтарса пачах суккăрланса ларчĕ.
Ачалăх вăхăчĕ çак эрне хушшинче çурхи кăра çилпе вĕçее кайрĕ. Халь Трашук хăй кил пуçĕ пулса тăнине ăспа ăнланса иличчен маларах чĕрепе туйса илчĕ. Çамрăк пуç çине ватăлса килекен амăшĕпе тахçанах йӳтесе кайнă асламăшне хӳтĕлес, усрас, тăрантарса пурăнас хуйхă килсе ӳкрĕ. Трашукăн ури çине халиччен ĕне нусманччĕ çав. Халь хытă ыраттарса пусрĕ.
Трашук пек тăлăха юлнă ачасем ялта татах та пур. Анчах вĕсен пӳрчĕ-çурчĕ те, хуçалăхĕ те Трашукăнни пек мар. Трашукăн хуçалăхĕнче ватăлса çитнĕ ĕнепе туса çитереймен хыçсăр çунаран пуçне урăх нимĕн те çук. Ĕçлессе те тара кĕрĕшсе ĕçлеме тивет.
Тата тепĕр пысăк хуйхă пур Трашукăн: вĕренме пăрахас пулать ĕнтĕ. Виçĕ уйăхран шкул пĕтермеллеччĕ. Пулмарĕ. Халь епле те пулин Куçминккари шкула пĕтеркелесен те усси çук: учйтеле тухас тесен, тепĕр хĕл хулара вĕренмелле.
Мĕн вĕренни, кĕнеке вулани те нимсĕрех çухалать. Çухални пырĕччĕ — пуçра, чĕрере йĕр юлатех. Кăшт ытларах вĕреннĕ çынна çын ĕçне ĕçлесе хур курасси тата йывăртарах. Ун пеккин ури çине ĕне пушшех хытăрах пусать.
Амăшĕпе иккĕшĕ вĕсем канашласа-калаçса лараймарĕç-ха. Трашукăн сăмах хускатма хăюлăхĕ çитеймест, амăшĕ Трашука кӳрентересрен хăрать: вĕренӳ пирки те, ĕç пирки те шарламасть, ывăлĕ хăй мĕн каласса кĕтет.
Çӳлти кĕпере хирĕç, Малтикас вĕçĕнче, качака сухаллă Ермишке мучи пурăнать. Ана çынсем Ĕлĕм-Чĕлĕм тесе ят панă. Вăл сăмах пуçламăшĕнчи «к» сасса кăлараймасть: «кĕмĕл» тес вырăнне «...ĕмĕл» тет. Хăй пĕрмаях чĕлĕм туртать. Чĕлĕмне тăхланран шăратса тунă. Ун пек чĕлĕме хăшĕ-пĕри кĕмĕл чĕлĕм теççĕ. Ермишке мучи те: «...ĕмĕл чĕлĕм туртатăп», — тет. Çыннисем малтанхи сăмахне тата кăшт тăрăхларах каланă та, çакăнтан вара Ĕлĕм-Чĕлĕм ят тухса кайнă.
Пĕррехинче,. Трашук урампа кĕпер еннелле утса пынă чух, ăна хапха умĕнче тăракан Ермишке мучи чĕнсе илчĕ.
— Атя-ха, ...ĕр пирĕн пата, Трашук, хăна пул, — терĕ вăл йĕкĕте.
Пӳрте кĕрсен, Ермишке мучи аслă кинне сăмавар лартма хушрĕ, хăй Трашукпа калаçма пуçларĕ.
— Ан ...улян, Трашук. Çамрăклах уру çине ĕне пуссан, çын пулатăн вара. Мĕнле пурăнма шухăшлатăн? Хăвăн шухăшна пĕтĕмпех ...аласа пар, ан пытар манран. Эп сан ...укку пулатăп.
Трашук хирĕç ним калама аптрарĕ. «Хăш çатан тăрринчен кукка пулатăн-Ши? — шухăшларĕ вăл. — Анне Хурăнвар хĕрĕ пулнă. Унăн пиччĕшĕсем, ман кукка пулаканнисем, Хурăнвартах пурăнаççĕ. Пĕр вуниккĕмĕш сыпăкран аннешĕн пичче пулать пуль çав...»
— Эс, мĕн ...аллех ...уçминккана вĕренме каяс тетĕн-им? Ан ...ай, ачам. Вырăс хушшинче пурăнса çын пулаймăн. Аçуна та çав вырăссемех пĕтерчĕç пулмалла. Чăваша ...ураймаççĕ весем. Эп хам та пĕчĕккĕ чух, ...ĕпер тунă çĕрге аттене вырăссем вĕлерес пек тӳпеленĕ хыççăн, сехре тухнипе çапла ...алаçакан пулса юлтăм. Эс те мана ...уç хыçĕнче Ĕлĕм-Чĕлĕм тесе чĕнетĕн пуль, шельма.
Трашук Ермишке мӳчи калаçнă майăн хăй паллакан вырăс çыннисене аса илчĕ. Дядя Степа, тетя Феня, Вася Черников куç умне килсе тăчĕç.
— Вырăс хушшинче те лайăх çынсем сахал мар, — терĕ вăл. — Ак, сăмахран, ман Куçминккари хуçасем. Чăваш пекех кăмăллă çынсем. Кĕтери пĕлет, Кĕтерие лайăх хăна туса ячĕç вĕсем.
— Чим-ха, ...ĕтери пирки сăмах малалла пулĕ, — терĕ те ватти хăйĕн «ĕмĕл» чĕлĕмне ярса тытрĕ, симĕс çулçăран вакласа тунă табакне чĕлĕм ăшне пӳрнепе пусса тултарчĕ. Унтан вăл пĕчĕк хутаçран вут тивертмелли таврашсене сĕтел çине кăларса хучĕ, вара, ăввине чул çумне майлаштарса, тимĕр çулупа çапса вут кăларма пикенчĕ.
Трашук Ермишке «куккăш» Кĕтери пирки мĕн каласса кĕтсе ларнă хушăра унăн хăтланчăкĕсене сăнарĕ. Хытă сулăнса, ахлатсах çапать чулне старик. Сулăннăçемĕн шăлпа çыртнă чĕлĕмĕ силленет, чĕлĕмри табак пĕрчисем сирпĕнеççĕ. Ăвви тивнĕ çĕре чĕлĕмĕ пушаисах ларчĕ. Ермишке мучи çуна пуçланă ăввнне пӳрне хушшине туеа сӳнтерчĕ те çĕнĕрен чĕлĕм тултарма тытăнчĕ.
— Яланах çапла, — терĕ вăл, ĕхлеткелесе, — пирвайхи чĕлĕм вут тивертиччен тăкăнса пĕтет. Халь ак ăвă пĕрре çапнипех вут хыпать ĕнтĕ.
Ермишкен кĕçĕн кинĕ, ахăлтирехскер, кулса ячĕ те сăмах хушрĕ:
— Ма ялан вут кăларса асапланан, атте? Вучахра кăвар сӳнмест пирĕн.
— Çапса кăларни тутлăрах, — терс те старик тинех чĕлĕмне паклаттарса ячĕ.
Аслă кинĕ сĕтел çине сăмавар килсе лартрĕ, çăкăр касса хучĕ. Кил хуçи шăна ларса вараласа пĕтернĕ сахăр катăкĕ илсе хăна умне хучĕ.
— Ну, эсĕр, йĕмпĕлти хӳресем, ...айран чей ĕçĕр. Эпир Трашукпа иккĕнех ...алаçса ларар-ха. Тухăр тулти пӳрте.
Кĕçĕн кинĕ: «Юрĕ-çке, эпĕр ...айран та ĕçĕпĕр», — терĕ те, чăхх тутарса, инкĕш хыççăн кайри пӳрте тухса шурĕ.
Ермишке старикĕн икĕ ывăлĕ вăрçăра, вĕсенчен халлĕхе хут килсех тăрать. Вăрçă хуйхи ку çемьере пысăк куççуль кăларма ĕлкĕреймен. Кинĕсем иккĕшĕ те — уçă кăмăллă, вăрт-варт та ĕçчен хĕрарăмсем. Кĕçĕннин ачисем çук, аслин — икĕ ывăл. Çамрăк хĕрарăмсем хăйсем хуш-шинче туслă пурăнаççĕ. Хуняшшĕ вĕсене хăшпĕр чух авланатăп тесе хăратать (карчăкĕ вăрçă пуçланичченех вилнĕ). «Пирĕн Ĕлĕм-Чĕлĕм чăнахах авлансан, мĕн тăвăпăр вара?» — хăраса ӳкет асли. «Ун пек ан пăшăрхан-ха эсĕ, — кулса лăплантарать ăна кĕçĕнни. — Пирĕн ...аччă валли хĕр ӳссе çитмен». Хăй илтмен чух кĕçĕнни ялан çапла хуняшшĕне витлесе калаçать. Вуник çулхи Пăнттийĕ те пулин аслашшĕ умĕнчех çапла такăнса калаçа пуçларĕ:
«Асатте, эс мана хăçан ...аптарма туса паран?» Аслашшĕ уншăн çилленмест, ачашласа кăна хăлхине пăркалать.
Кинĕсем тулти пӳрте тухса кайсан, Ермишке мучи труках хăратса пăрахрĕ хăнине:
— Сан, ачам, авланас пулать, ...аччă пулнă ĕнтĕ. Эпĕ хам та вунçиччĕре авлантăм.
Трашук тĕлĕнсе, хăраса ӳкнипе вĕри чейие чыхăнчĕ.
— Сан валли хĕр тупрăм, — тет ватти, каччă вăтанса кайнине асăрхамăсăр. — Çырла пек хитре, ĕçчен, уçă ...ăмăллă, шăнкăрч пек юрлать. Çамрăкрах пулсан, хам ...ачча илĕттĕм.
Çакна каланă хыççăн тин Трашук йăл кулса ячĕ.
— Хĕрĕ пирĕн ...ӳршĕрех пурăнать, — малалла çаптарать евчи. — Тавçăрса илеймерĕн-и? ...ĕтери пирки ...алаçатăп, ...ĕтери пек лайăх хĕр ялта та, таврара та тупаймăн. Ма чĕнместĕн? Е ...уçминккара майра хĕр тупрăн-и? Ахальтен мар вырăссене мухтаса ларан.
— Çук, Ермишке кукка, — тинех хуравларĕ каччă. — Авланас пулсан, чăваш хĕрнех илĕп. Вăхăт çитмен-ха. Авланиччен малтан çĕрпӳртрен тухас пулать. Çĕр айĕнче пурăнма кам килĕштĕр.
— Авланмастăн пулать, эппин, — терĕ ватти, кăмăл-сăрланнă пек пулса. — Шел. Çавах та ан ман: авланас шухăш тытсан, мана систер. Шăнкăрч пек хĕр тупса парăп, ...ĕтери ...ăмăлна ...аймасан, теприне тупăпăр.
Кайнă чух Трашука çенĕкре Ермишке кинĕсем хупăр-ларĕç.
— Кам хĕрне çураçрăр? Туйĕ хăçан пулать? — ихĕлтетрĕ кĕçĕнни. — Çамрăкрах пулсан, хам ...ачча илĕттĕм темерĕ-и?
Трашук кулса аллине сулчĕ те сăмах чĕнмесĕрех тухса кайрĕ.
Ермишке мучипе тулăксăр калаçса ларни Трашукăн хуйхине çапах та кăшт сĕвĕрĕлтерчĕ. Кĕтерие асăннă хыççăн ăна Наçтук та аса килчĕ. Юлашки вăхăтра савнă хĕр сăнĕ таçта кайса çухалнăччĕ. Халь каллех куç умне килсе тăчĕ. «Ма эсĕ пуян çемьере çуралнă-ши? Кĕтери пек пулсан, халех çураçăттăм...» — шухăшларĕ вăл.
Каç пулса килет. Кăнтăрла хĕвел ăшшипе шывланнă вырăнсем халĕ каçхи сивĕпе пăрланнă. Çурхи уçă сывлăш йĕкĕте йĕкерлентерсе ячĕ. Килелле ярăнса утрĕ вăл. Амăшне арçын сăмахĕпе лăплантарас, хуйхине кăшт та пулин сĕвĕрĕлтерес, хăй пурнăç пирки татăклă шут тытнине каласа пĕлтерес...
— Анне, эп хăнара пултăм, — терĕ йĕкĕт пӳрте кĕнĕ-кĕменех. — Ĕлĕм-Чĕлĕм пире хăш енчен хурăнташ тивет? Эп сан ...укку пулатăп терĕ.
Çĕрпӳртре тĕттĕм ĕнтĕ. Ывăлĕн сăнĕ курăнмасть, çапах унăн кăмăлĕ кăшт уçăлнине сисрĕ амăшĕ, хĕпĕртенипе хăй те уçăрах сасăпа хуравларĕ:
— Ара, кукку пулмасăр. Ман асаннен мăнаккăшĕ Ыхраçырмине качча кайнă. Ермишке амăшĕ ыхраçырмисем...
— Чăнах та çатан тăрринчен кукка иккен, — терĕ Трашук кулăшларах сасăпа.
— Ан кул, ачам, кăмăл ту ват çынна, кукка тесех чĕн.
— Çаплах чĕнтĕм те, вăл мана авлантарма тытăнчĕ, хĕрне те тупса хунă, — кулсах ячĕ Трашук. — Эпĕ çĕрпӳртрен тухмасăр авланмастăп тесе хурлантартăм куккана. Авланас шухăш мар-ха, тарçа кĕрĕшес шухăш ман терĕм.
Ывăлĕн шухăшне Сăпани ыйтмасăрах пĕлчĕ ĕнтĕ, хăй çапах ыйтрĕ:
— Эс Куçминккана таврăнма шухăшламастăн-им вара?
— Çук, анне, шкултан вĕренсе тухрăм, халь пурăнма вĕренес пулать. Тарçа кĕрĕшмелле нулать. Урăхла мĕнле май тупайăн... Вырăсах кайма тивет пуль е Якале, Темен куккасем патне...
— Ан калаç, ачам. Вырăса ан кай, тархасшăн. Епле пулсан та, хамăр ялтах ĕç тупма тăрăш. Эс çук чух мана Хаяр Макар чĕнтерчĕ. Аçун парăмĕ юлнă тет. Çав парăмшăн вăл сана ĕçлеттересшĕн. Парăмне татсан та хăваласа ямăп тет.
— Çук, — терĕ ывăлĕ, — Чее Миття ашшĕ патĕнче вĕлерсен те ĕçлеместĕп. Парăмне тĕрĕслĕпĕр. Тивĕçлĕ пулсан — тӳлĕпĕр.
Ывăлĕ çапла калаçни савăнтарчĕ амăшне. Пысăклансах пырать. Мăн çын пек калаçакан пулнă. Вырăсран та, Тискер Темен куккаран та хăрамасть. Çапах ялтан ярас килмест ывăлне.
— Мăрзабай Павăлĕ пăрахмарĕ пире, аçуна пытарма та пулăшрĕ. Çавăнпа калаçса пăхас мар-и? — терĕ амăшĕ аптранипе.
Ашшĕне пытарнă хыççăн ывăлĕпе амăшĕ паян пĕрремĕш хут чиртен сывалнă çынсем пек шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç, хушăран кулкаласа та илчĕç. Кăмака çинче ахлатса выртакан асламăшĕ те вĕсене итленĕ пулас, кĕтмен çĕртенех: «Емĕр сакки сарлака, теççĕ. Сарлака çав...» — терĕ те каллех шăпланчĕ.
— Çывăрса кайрĕ пулас, мĕскĕн, — терĕ вара Сăпани пĕр хушă шăпăрт ларнă хыççăн.
Çак кунтан Трашук пурнăç çине самаях савăк куçпа пăха пуçларĕ.
Пĕррехинче вăл Мăрзабай килне Наçтукпа Кĕтери кĕрсе кайнине курса юлчĕ те каллех канăçне çухатрĕ. Куçминккарах çырнă çырăвне Трашук халĕ те çурса тăкман-ха, тепĕр хут çырса кăшт çĕнетнĕ кăна...
Тепĕр кунне Трашук урампа Кĕтери йăмăкĕ, вуникĕ çулхи Анук, Мăрзабай çурчĕ еннелле йăпăртатса пынине курчĕ.
Пĕчĕк Анук та аккăшĕпе пĕрле Наçтук патне çӳрет. Хĕрачи шкулта лайăх вĕренет теççĕ. Трашук пекех, Мăрзабай арчинчен кĕнеке иле-иле вулать. Çав Анука чĕнсе илчĕ Трашук, çырăвне Анук урлă парса ярас шухăш тытрĕ. Анчах хĕрача ун умне пырса тăрсан, хăюсăр каччă хĕремесленсе кайрĕ, çыру пирки сăмах хускатмарĕ. «Тен, Мăрзабай патĕнче тарçăра ĕçлемелле пулса тăрĕ?» — шухăшларĕ вăл, вара Анукпа кĕнеке пирки сăмах пуçларĕ.
«Ĕмĕр сакки сăрлака», — терĕ-çке асламăшĕ пĕркун. Халăх сăмахĕ тĕрĕс çав. Анчах çак чăвашла тĕрĕс те хитре çавăрса хунă сăмаха вырăсла куçарсан, кулăшларах тухать. Вырăсăн ун пек сăмах çук-шим вара? Тен, пур та пуль...
Çав каç Трашук тĕлĕк курчĕ. Хупах, мăян, вĕлтĕрен пусса кайнă вĕçĕ-хĕррисĕр хир. Çав хир урлă утса-чупса каçас тесе тĕрмешет Трашук, шăтăк-путăксене кĕрсе ӳкет, ĕселенсе ура çине тăрать те малалла чупать, темле лачакана путса ларать. Асламăшĕ хăй курăнмасть, ун сасси çеç илтĕнет. Ахăлтатса кулать вăл, Трашука йĕрлет, çа-вăнтах вырăсла çавăрса хурать: «Век прожить — не поле перейти».
Трашук лачакаран тухма тапалана-тапалана вăранса кайрĕ. Кăшт уçă тăна кĕрсен, кулса ячĕ те шухăшларĕ: «Сăмахне вырăсла пĕлмен асанне тупса пачĕ иккен. Ха-мах илтнĕ ĕнтĕ, илтнĕ те манса кайнă, тĕлĕкре тин аса илнĕ. Тĕлĕнмелле япала: ăстăн тĕлĕкре пăтраннă хушăра та тепĕр чух тĕрĕс ĕçлет...»
. Тата тепĕр эрне иртсе кайрĕ. Трашук çаплах ниçта та ĕçе вырнаçаймарĕ. Амăшĕ çав хушăра Мăрзабайпа калаçса пăхнă.
— Эпĕ хам та сирĕн пирки шухăшламан мар, — тенĕ ăна Мăрзабай Павăлĕ. — Çав çăткăн Хаярпа ан çыхланăр. Пулман парăмшăнах ачан чунне кăларĕ вăл, эсремет. Хăвах пĕлетĕн, пĕр тарçă пекки пур ман, Тимук. Анчах Çимун салтака кайнăранпа эпĕ те ал çитменнипе аптракан пултăм. Хам вăйран тайăла пуçланă ĕнтĕ. Кăмăлăр пулсан, Трашука хам пата илĕп. Тимук ăна хресчен ĕçне вĕрентсе хăнăхтарĕ. Эпĕ те сире выçă хăвармăп, пулăшма тăрăшăп. Макарĕ вара парăм пирки манпа калаçтăр.
Çак савăнăçлă хыпарпа таврăичĕ киле Сăпани. Çапах Трашук ытлашши хавасланса ӳкмерĕ.
— Питех ан шантар, анне, Павăл мучие. Ан васка. Мĕн тăвассине.хамах тăвăп, — терĕ ывăлĕ.
Эх, Наçтук пулмасан, пĕртте иккеленмĕччĕ Трашук. Мăрзабай килĕнчен лайăх вырăн тупаймăн. Йĕкĕт Рамашран çыру кĕтет-ха. Хăйĕн хуйхи-суйхи пирки пĕтĕмпех çырса пĕлтерчĕ вăл ача чухнехи тусне. Иккĕленсе, шухăша кайса кĕтет çырăвне: «Астăвать-ши вара мана Рамаш? Урăх туссем лăках пуль халь унăн. Ашшĕпе пĕрле пĕрре те яла килсе курмарĕ. Чулçырмашăн тунсăхламасть-ши?»
Çук, Рамаш манман авалхи тусне. Хуравлă çыру час килсе çитрĕ.
«Эпир те аттесĕр пурăнатпăр, — çырать Рамаш. — Пĕл-тĕр ăна та, хĕрĕхе çитсе пыраканскере, вăрçа илсе кайрĕç. Икĕ пĕчĕк шăллăм вилсе кайнă хыççăн та, аттене шутламасан, пиллĕкĕн эпир. Еçлекенни эпĕ пĕчченех. Эпĕ те, сан пек вĕренме пăрахса, ĕçлеме кĕтĕм. Пĕр лавккаçă патне приказчике вырнаçрăм. Хресчен ĕçĕнче хирте тар юхтарни мар. Эсĕ те приказчике кĕр. Унта вырнаçаймасан, кунта кил. Эпĕ сана лайăх вырăн тупса парăп...»
«Аçта унта Пасарлăяла çити каясси! Якале те ярасшăн мар анне», — шухăшларĕ йĕкĕт, хăй çапах çак çырăва илнĕ хыççăн Санька ашшĕпе калаçса пăхрĕ. «Приказчик мана кирлĕ мар, — терĕ чăлах алăллă чее вырăс, — анчах ĕçлес тесен, ĕç тупăнĕ. Ак халь хулана икĕ лашапа тавар илме каймалла. Çын кирлĕ пулать».
Трашук килĕшрĕ.
Хулана кайма хатĕрленнĕ кун ирхине Санька та кил-картине тухрĕ. Ашшĕ курман чух вăл Трашукран:
— Мэн чул дӳлеме булчи? — тесе ыйтрĕ.
— Калаçман. Тӳлет пуль-ха мĕн чухлĕ те пулин, — хуравларĕ Трашук.
— Лартать выл сана. Хыт куккар выл.
Чăнахах та виçĕ кун хулана кайса кӳтсе çӳренĕшĕн лавккаçă Трашука çирĕм пус кăна тӳлерĕ. «Приказчикре ĕçлесе çитĕ», — терĕ вара Трашук хăй ăшĕнче.
Халь ĕнтĕ Трашукшăн тиркешсе тăмалли юлмарĕ: е Хаяп Макар патне кĕрĕш, е Мăрзабай патне.
Пĕррехинче Трашук каç енне киле таврăнчĕ те Наçтук патне çырнă çырăвне çурса вакласа тăкрĕ, вак татăкĕсене тула тухса çилпе вĕçтерчĕ.
— Юрĕ! — терĕ вăл амăшне. — Ыран Мăрзабай патне пурăнма куçатăп.
— Юрать, юрать, ачам, пит лайăх! — савăнса кайрĕ амăшĕ.
Ывăлĕн канăçсăрланса пăшăрханакан кăмăлне сисеймерĕ çав вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...