Кĕпер :: Хĕрлĕ ялавпа ылтăн хĕрес
Трашук, çĕрпӳртре çуралнăскер, мĕн пĕчĕкренех нуша курнипе чухăн пурнăçа хăнăхса çитнĕ. Пуянлăха ăмсанман вăл, капăр тумлă тантăшĕсене кĕвĕçмен. Хăйсен çĕрпӳртне ашшĕ-амăшне юратнă пекех юратнă. Халĕ дядя Степăн тăм пӳртĕнче керменре пурăннă пек туять хăйне хăй. Çĕтĕк кĕрĕк Трашукшăн вĕр-çĕнĕ тумтиртен хаклăрах...
Анчах Трашукшăн та тум пирки кĕвĕçес кун пурпĕр çитрĕ иккен. Енер Санькăна пасарта тĕл пулнă хыççăн çăпаталлă урине вăтанса асăрхарĕ вăл. Çав туйăма кĕсъери çыру хускатрĕ пуль, тата Санька... Мăрзабай çуни çинче вăл хуçа пек мăрăлтатса, шăхăркаласа ларни.
Çапла иккен вăл юрату тени! Хуйхăсăр пуçа ахалех тĕрлĕ шухăшсем кĕре пуçларĕç; кирлĕ-кирлĕ мар туйăмсем те вăранчĕç. Нихçан нимрен тарăхман йĕкĕт чунĕ тарăха пуçларĕ. Кĕтери армак-чармак çырса хăварни те йĕкĕлтет: «Укăлча каччи...»
Анчах кĕç пуçланса кайнă тĕлĕнтермĕш ĕçсем Трашукăн пĕчĕк хуйхи-суйхине çилпе вĕçтерсе ячĕç.
Паянхи ир яланхи пекех лăпкă пуçланнăччĕ. Тетя Феня Трашука улма икерчи пĕçерсе пачĕ. Пĕлет майра: улма икерчи — чăваш ачишĕн чи тутлă сăй. Ирхи апат чух хуçи çапла каларĕ:
— Улма шăтăкне ĕнер те, виçĕмкун та уçаймарăмăр. Паян уçасчĕ. Май пулсан, иртерех шкултан килме тăрăш-ха, Троша.
Чăнах та майĕ кĕтмен çĕртен тупăнчĕ. Икĕ урок хыççăн аслă классенче вĕренекенсене киле ăсатрĕç. Учительсем хăйсем хушшинче тем пăшăлтатаççĕ. Ачисем те саланасшăнах мар, шкул умĕнче кĕпĕрлĕне-кĕпĕрлене тăчĕç. Вĕсем хушшинче Чее Мнття иуçне каçăртса çӳрет. Паян таçта темĕскер пулнине сисеççĕ пек ачасем, анчах тĕплĕн пĕлекеннисем çук. Трашук киле гаврăнма васканипе классем мĕн пирки пăлханнине тавçăраймарĕ.
Пăсланса тăракан çĕрулми шăтăкне кĕрсе ларчĕ те Трашук витре хыççăн витре тултарса парать. Хуçи хăй шăтăк умĕнче чикарккă туртса ларать. Вăл хушăран çеç, аялалла кармашса, хăрах аллипе тулли витре туртса кăларать те майрине тыттарать, унтан каллех чикарккă паклаттарма тытăнать...
Сасартăк вĕсем патне Вася Черников хашкаса чупса пычĕ.
— Троша! Троша!.. Трофим Петров, ăçта эсĕ? Тух часрах, сана шкул пуçлăхĕ чĕнет! — кăшкăрчĕ вырăс ачи.
— Мĕн пулчĕ вара? — ыйтрĕ дядя Степа. Хăй, Вася мĕн хуравласса кĕтмесĕрех, Трашука шăтăкран тухма пулăшрĕ.
Ачасем тухса чупрĕç, хуçи йăсăрланакан шăтăк анине витме пикенчĕ.
— Эх, Троша! Эс ним те пĕлместĕн. Мĕн тĕрлĕ хыпарсем! Шкул пуçлăхĕ чĕнтерет тесе хуçу умĕнче юри каларăм, — тет Вася хашкаса чупнă çĕртех.
Хушлăхран аслă урама пырса тухсан, Трашук тĕлĕнсе кайрĕ: урам сăнĕ пĕтĕмпех улшăннă.
Ялавсем урамра вĕлкĕшнине Трашук халиччен курман мар. Пĕррехинче Куçминккари çуртсем çинче иртен пуçласа каçченех ялавсем çакăнса тăчĕç. Пирĕн çарсем Перемышль хулине илнĕшĕн ун чухне пĕтĕм Раççей савăнать терĕç. Ялавĕсем пурте ула-чăлаччĕ. Халь хăмач пек хĕрлисем те пур. Ун чух ялавĕсем пĕр вырăнта, çуртсем çумĕнче лăпкăн чӳхенетчĕç. Паян вĕсем урам тăрăх вĕçрен веçе вĕлкĕшеççĕ.
Пасар вĕçĕнчен шкул еннелле халăх çывхарать. Урам тулли халăх. Те юрлаççĕ çынсем, те тем кăшкăраççĕ — Ӳйăрса илме те хĕн. Çавăнталла чупрĕç ачасем. Трашук Чупнă çĕртех асăрхарĕ: кашни хапха умне çын тухса тăнă — ватти те, вĕтти те. Хĕрарăмсем йĕреççĕ. Айвансем, упăшкисене, ывăлĕсене, тăванĕсене кĕтсе пурăнаканскерсем, «мир» сăмахран урăх сăмах пĕлмеççе вĕсем. Тем пек кĕтеççĕ çав мире. Çавăнпа паян мĕн пулнине тĕплĕн пĕлмесĕрех мир пулнă пуль тесе савăнса макăраççĕ. Анчах мирĕ килсе çитмен иккен-ха. Çак пĕтĕм халăх антăхса кĕтсе тăракан сăмах вырăнне тепĕр сăмах сарăла пуçларĕ халăх хушшине: революци. Ку сăмах мĕне пĕлтернине Трашук чухлаймасть. Чее Миття пĕлет пулас, патак çине хĕрлĕ тутăр çыхса ялав туна та çухăракан халăх хушшинче кĕçĕн кĕрӳ пек тапăртатса çӳрет.
Ялавсем йăтса, тем çухăрса пыракан халăх шкул патне çывхарчĕ. Кунта хресченсем çук — лавккаçăсем, учительсем, тĕрлĕ чиновниксем кăна. Пуринчен ытла кăшкăраканнисем иккĕн: пĕри мишавай Белянкин, тепри пуп ывăлĕ, семинарире вĕренекенскер. Хуларан киле таврăннă гимназистсем те лăках.
Чее Миття, хăйпе пĕрле икĕ ачана ертсе, шкул пусмипе чупса хăпарса кайрĕ. Черников Вася та Трашука çавăнталла сĕтĕрчĕ. Пĕчĕккисем вĕренекен класра урок пырать иккен. Чее Миття класс алăкне яр уçса ячĕ. Çăварĕсене чана чĕппи пек карса ларакан ачасемпе учительницăна пăхмасăрах, вăл, тем тĕрлĕ паттăр ĕç тăвакан çын пек, парта çине хăпарса кайрĕ те стена çумĕнче çакăнса тăракан патша портретне туртса антарчĕ, унтан патша сăнне ура айне пăрахса тапта пуçларĕ. «Долой Николашку, да здравствует революция!» — тесе кăшкăрать хăй. Чее Миття ашкăннине курас мар тесе, Трашук урама чупса тухрĕ.
Урамра та: «Долой! Да здравствует!» — тесе кăшкăраççĕ. Пуп ывăлĕ пукан çине хăпарса тăнă та, аллине çил арманĕ пек çавăркаласа, çăварне шапа пек карса, темĕскер кăшкăрать. Тĕлĕнмелле: приставĕ те кунтах, анчах никама та чармасть вăл. Çĕтĕкрех пальто тăхăннă мишавайпа йăпăлтатса калаçса тăрать. Хăйĕн çутă тӳмеллĕ тумтирне, çунатлă кокардăллă карттусне тăхăннă почта пуçлăхĕ, йăл-йăл кулкаласа, пуринпе те шӳт тукаласа çӳрет.
Шкул умĕнче митинг туса ирттернĕ хыççăн мишавай хĕтĕртнипе пурте земски пурăнакан чул çурт умне кĕпĕр-ленсе тăчĕç. Алăкран, чӳречерен шаккаса хуçине халăх умне тухма хушрĕç. Никам та тухакан пулмарĕ. Хуçи килте çук терĕç. Вара пуп ывăлĕ хăй кĕрсе тĕрĕслес терĕ. Халăх шавласа кĕтсе тăчĕ. Семинарист пӳртрен тухсан: «Земски начальник хулана тарма ĕлкĕрнĕ», — терĕ. Çак хыпара пĕлсен, пурте чиркӳ еннелле туртăнчĕç.
Халăха пуп урама тухсах кĕтсе илчĕ. Çанталăк ăшă тăнине кура, урамрах молебен ирттерес терĕ. Чиркӳ карти уине пысăк сĕтел кăларса лартрĕç, чиркӳрен турăшсем илсе тухрĕç. Пупĕ революци ăнăçлă пулса иртнĕшĕн турра тав туса молебен пуçласă ячĕ. Чее Миття кунта та ĕлкĕрнĕ. Вăл тиечукпа юнашарах тăрать. Хĕрлĕ ялавне таçта пăрахса хăварнă. Халь унăн пĕр аллинче ылтăн хупăллă евангели, тепер аллинче кадило — пупне те, тиечукне те пулăшать иккен. Молебен пĕтсен, пуп халăха лаша хӳринчен тунă мелкепе çветтуй шывĕ пĕрĕхрĕ, унтан ылтăн хĕресне сĕтел çинчен илсе çӳле çĕклерĕ. Халь çеç хĕрлĕ ялав йăтса çӳренĕ çынсем ылтăн хĕрес чуптума черетлене пуçларĕç.
Трашук та черет вĕçне пырса тăнăччĕ — такам ăна алăран çаклатса аяккалла пăрăнтарчĕ те:
— Ан тив, семинаристсемпе гимназистсем хĕрес чуптуччăр, сана вăл кирлех мар, — терĕ.
Хайхи Ятрус учитель пулчĕ-ха çынни, Трашука похвальнăй лист параканни. Ун чух вăл Лешеккинче вĕрен-тетчĕ, халĕ Весуккана куçнă. Çавăнта ачасене вĕрентет, халăха эмеллет. Чулçырмаран инçерех те — ытти чăваш ялĕсене çывăхрах.
Фрол Тимофеевич халь кăна хуларан таврăннă та шăп молебен пуçланнă самантра чиркӳ умне пырса тăнă.
— Патшасăр пурăнма пуçланăранпа эрне çитрĕ ĕнтĕ, вĕсем тин çак «вак-тĕвеке» асăрханă, — мăкăртатрĕ чăвашла. — Ăçта, кам патĕнче пурăнатăн?
Трашук каласа пачĕ.
— Юрать. Маттур. Хаяр таврашĕнчен уйрăлни лайăх. Хăвăн хваттерне ертсе кай, эппин. Чей ĕçсе ăшăнам кăшт. Уншăн эп сана пĕр ырă хыпар каласа парăп.
Трашук хăнисене хуçасем хапăл йышăнаççĕ. Ятрус лекĕре вара пĕлмен çын çук. Кашни килте вăл — кĕтнĕ хăна. Хуçа майри куççуль кăлармасăр тӳсеймерĕ:
— Ырă çынсен сăмахне итлемерĕм, ухмах, ывăлăма сан патна илсе каймарăм. Кунти тухтăрсем çул çинче вилме пултарать терĕç. Вăл авă, мĕскĕн, кунта та пульницарах вилсе кайрĕ.
— Турă çапла пӳрнĕ ăна, — сăмах хушрĕ ытлашши ваклама юратман упăшки те.
Учитель вĕсене йăпатма-лăплантарма тăрăшрĕ.
Пăртакран Ятрус Трашука хулара пĕр ырă çынпа, Тимккапа, тĕл пулни çинчен, кайран Белянкинпа вăрçса кайни çинчен каласа пачĕ:
— Мана Фадей «большевик» сăмахпа хăртасшăн пулчĕ...
Ватти тăрук шăпланчĕ. Сăмахне каласа çитермесĕрех чĕмсĕрленчĕ. Трашук чухларĕ: ыттине ăна ача тесе каласшăн мар иккен. Юрĕ. Тарăхакан учителĕ пулăшас кăмăлпа йĕкĕт пĕр-пĕр кирлĕ-кирлĕ мар ыйту хускатса, калаçăва урăх еннелле пăрса ярас тенĕччĕ, анчах ватти сăмахне каласа çитерчĕ-çитерчех:
— Большевик ятне илтнĕшĕн кӳренмерĕм. Мĕншĕн тесен Авандеев, урăхла каласан Кăяш Тимкки, ĕлĕкрех эсер пулнăскер, халь чăн-чăн большевик пулса кайнă.
— Усал сăмах мар-и вара вăл, большевик тени?
— Усал мар çав. Питĕ лайăх, питĕ хитре сăмах, — терĕ учитель савăк сасăпа, унтан кăшт салхуланчĕ: — Çынни те лайăх, сăмахĕ те аван, анчах ман белянкинсемпех айкашма тивет ĕнтĕ. Кусем те революционерсемех вĕт...
Юлашки сăмахĕсене Трашука мар, хăйне хăй хуравласа каларĕ пуль ватти.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...