Кĕпер :: Кĕтери
Ирхине ăнăçсăр каччă çав шухăшпах вăранчĕ.
Анчах ку тарăхтармăш çырăва мĕнле майпа ярса парас-ха? Наçтук пĕлтĕрсенчи пек хулара вĕренет пулсан, почтăпа çыру ярасси ним марччĕ. Çук çав, кăçал Павăл мучи юратнă хĕрне темшĕн хулана вĕренме урăх ямарĕ... Паян ытларикун-çке — пасар кунĕ. Чулçырмасем пасара лăк килеççĕ, салтак арăмĕсем сакăр çухрăма çуранах çӳреççĕ... Ай, чăнах та! Салтак арăмĕсем! Вĕсем мана яла-нах çыру çырма йăлăнатчĕç. Паян эпĕ вĕсене йăлăнса пă-хăп. Шанчăклăрах хĕрарăма тĕл пуласси çеç...
Шкула каяс умĕн çак шухăшсем хупăрларĕç труках теветкелленсе кайнă каччă пуçне.
Иккĕмĕш урок хыççăн Трашук, учительтен ыйтса, пасара тухса уттарчĕ. Ял варринче виç-тăватă лавкка тавра халăх хĕвĕшет. Кунĕ уяр. Хĕвел аванах ăшăтса пăха пуçланă. Урамри юр сарăхнă, тачкаланнă. Тимĕр витнĕ лавккасен тăрринчен тумламсем патлатса ӳкеççĕ. Çуркунне çывхарать.
Те хĕвел кăмăллăн пăхнăран, те каччă чĕри хăюланнăран, Трашукăн паян юрлас килет, юратас килет. Трашук юратать. Наçтука юратать, пĕтĕм çут тĕнчене юратать...
Унталла утнă чух çаплаччĕ, ĕмĕтсем çунатлăччĕ. Каялла таврăннă чух ĕмĕт-çунатсем шанса ларчĕç, çут тĕнче тĕксĕмленчĕ, Наçтук сăнĕ таçта, тĕтреллĕ инçетре çухалчĕ. Мĕскĕн каччăн утти те ват çыннăнни пек чикĕнчĕк, кĕлетки те курпунланнă пек курăнать.
Мĕн пулчĕ вара пасарта çак халь кăна хастарланса утнă йĕкĕте? Нимех те мар. Кирлĕ-кирлĕ мар çынсене тĕл пулни çеç. Вĕсем ăна чухăн каччă умĕнчи çитмĕл çичĕ чăрмав пирки астутарчĕç. Çав кăна.
Чи малтан ăна Хаяр Макар тĕл пулчĕ. Мăн кăмăллă пуян куçран пăхса та «палламарĕ» Трашука. Çăпата Ми-халин ывăлĕ уншăн çын та мар иккен. Куштан пуян таçталла пăрăнчĕ, çав вăхăтрах Мăрзабай мучи куç тĕлне пулчĕ. Ку паллатчĕ ĕнтĕ Трашука, алă парсах калаçтаратчĕ... Çавăнпа та йĕкĕт «ырă» пуянран хăй тепĕр еннелле пăрăнса кайрĕ. Хуçаран таракан вăрă-хурах пекех тарчĕ вăл аяккалла, халăх хушшине пулса çухалчĕ. Темшĕн ва-ра тахçан-тахçан пулса иртни аса килчĕ...
Пĕррехинче Рамаш ăна Смоляков лавккаçăн пахчине кĕрсе панулми татма илĕртрĕ. Панулми! Çак ырлăх ялта ун пахчинче çеç ӳсет. Ана Трашук нихçан та тутанса курман. Анчах... вăрлама чĕнет-çке юлташ!
Трашук иккĕленнине Рамаш сисмерĕ. «Эсĕ пĕр енчен, шăтăкран кĕр, эп тепĕр енчен çатан урлă каçăп. Икĕ вăрра хăваласа пĕрне те тытаймĕ хуралçă», — терĕ те юлташне, ирĕксĕрлесех шăтăкран чăмтарчĕ.
Лавккаçăн аслă ывăлĕ Санька пахча хураллама шăп çак шăтăк тĕлне, улмуççи айне килсе ларнă пулнă. Анчах хăй... çывăрса кайнă мĕскĕн. Хĕп-хĕрлĕ улмасем куçа илĕртеççĕ. Виç-тăват улма татса хĕве чик те шăтăкран каялла чăм кăна!
Çук, татмарĕ Трашук. Çывăракан ачаран темшĕн на-мăсланса-вăтанса кайрĕ йăваш ача. Рамаш кайран хытă вăрçрĕ: «Лавккаçăн пахчине тустарнăшăн çылăх пулмасть. Вăл хăй ял çыннисене çаратса пурăнать. Эх, тăрнай!» Тăрнайран мар-ха, çылăхран хăранипе те мар. Чун сасар-так намăсланса пăшăрханнипе çапла пулчĕ. Анчах Трашук ун пирки шарламарĕ. Пурпĕрех шухă юлташĕ ăнланаяс çук ăна.
Хале те ак çапла: Трашук Мăрзабайран пахчана панулми вăрлама кĕме хатĕрленнĕ çын пек вăтанса тарчĕ.
Çитменнине, хавшака йĕкĕт икĕ лавкка хушшине пырса тухрĕ, унта Мăрзабай çуни çинче хайхи Санька ларнине курах кайрĕ. Халĕ вăл Трашукран та çитĕннĕрех каччă — унран пĕр çул аслăрах.
Лавккаçă ывăлне тĕл пулни йĕкĕтĕн теветкелне савçимех вĕçтерсе ячĕ. Санька хусан çунин ларкăчĕ çинче пуçне те, тул еннелле кăларнă çутă атăллă хăрах урине те ухса, шăхăркаласа ларать.
Хĕлле пулин те, урине вăл вĕçкĕнленсе çутă атă тăхăннă. Мăрзабай çуни çинче хуçа пек сăмсине каçăртса ларать. Наçтук каччи мар-и çак! Сарă сăран пушмак хура çутă атă еннеллех пăхать пуль çав. Санька Трашука асăрхаймарĕ. Трашук вара, унран та нăрăнса, тинех пуçне чиксе, каялла танккарĕ. Çапла кăшт утнă хыççăн вăл хăйне хăй васкатрĕ: «Юлашки урока ĕлкĕресчĕ!»
Шкул патне çывхарсан, Трашук асăрхарĕ: крыльца çинче хĕрарăм хĕвелçаврăнăш тĕшĕлесе ларать. Кĕрĕк тăхăннă. Пуçне хăмăр шаль тутри çыхнă, уринче — сапланă çăматă. Пĕрре пăхсанах паллă — куçминккасем мар, пасара килнĕ çын. Пĕр-пĕр вĕренекен ача амăшĕ пулас. Кунта Трашук пек ют ялтан вĕренме килнисем лăках.
Палламан çынна мар, паллаканнине те ăнсăртран куçран пăхма именет Трашук. Крыльца çине пуçне чиксе хăпарчĕ, шкул алăкне уçса ячĕ...
— Пире паллами пултăн иккен, Трашук мучи, — терĕ хĕрарăмĕ çав вăхăтра.
Ах туру! Тĕнчере те пĕр çын кăна çапла чĕнет Трашука. Ку тата кам? Сассине паллаймарĕ йĕкĕт, хĕрарăм еннелле варт! çаврăнса пăхрĕ.
Каччăн ăраскалĕ пур иккен. Кĕтери! Наçтукăн акамĕ. Çыру çӳретес тесен, унран лайăх почтальон тупаймăн.
— Аван-и, Кĕтери! Эс кама кĕтсе ларан кунта? Мĕн çăмăлпа килсе лекрĕн?
— Хĕрпе çапла калаçаççĕ-и, тăмпай? Эс каччă мар-и вара? Е эп хĕр мар-и? Сана, сана курма килтĕм, Трашук мучи.
Кĕтери кăмăлне тӳрех пĕлеймĕн: те тăрăхласа калаçать, те чăннипех. Анчах ку хĕртен вăтанмасть каччи. Хăй те, хĕре курса хĕпĕртенĕ çын пек, шӳтлесе калаçа пуçларĕ:
— Ак тамаша! Юриех сана тĕл пулас тесе кайнăччĕ вĕт эп пасара. Эс ху кунта килсе ларнă. Араскалăм пур иккен.
— Ан суй, Трашук мучи! Эс мана тĕлĕкре те курман. Ан тун ман умра. Эс кама яланах тĕлĕкре курнине чухлатăп-çке. «Трашук мучи» тенине илтсе савăнтăн-и? Юрĕ, мучи тесе чĕнмĕп урăх. Пичче пул, эппин, маншăн. Эс чăнахах манран çур çул аслăрах. Еçпе килтĕм сан пата, Трашук. Çуранах танккас тенĕччĕ — Наçтук хăйĕн ашшĕпе лартса ячĕ. Мĕншĕн Куçминккана кайнине Наçтука каламарăм, пасарта илмеллисем пур терĕм.
Юлашки сăмахсене каланă чух хĕр сăнĕ салхуланчĕ. Çĕмĕрт пек хура, çăлтăр пек ялтăркка куçĕсем тĕксĕмленчĕç.
Сисрĕ Трашук: Кĕтери хăйĕн шухă кăмăлне кура çеç шӳтлесе калаçать. Пĕр-пĕр хуйхă çамрăк хĕр пуçне килсе сырнă пуль. Вăл хĕр çумнех пырса тăчĕ, йăваш сасăпа ыйтрĕ:
— Мĕн, пулчĕ, Кĕтери? Каласа пар, эппин, чăнахах ман пата ĕçпе килтĕн пулсан.
Хĕр сасартăк ура çине сиксе тăчĕ. Каллех пĕр хуйхă-суйхăсăр çын пек чĕвĕлтетрĕ:
— Çук ĕнтĕ, Трашук пичче, эп сан патна крыльца çинче калаçса ларма килмен. Тĕлĕкре кама курсан та, паян маншăн каччă пул. Хваттерне илсе кайса чей ĕçтер, ăшăт, хăна ту. Вара ĕç пирки те калаçăпăр.
Трашук шкул еннелле çаврăнса пăхрĕ. Паян урăх вĕренесси пулмарĕ иккен. Аллине сулчĕ те хĕре крыльца çинчен туртса антарчĕ. Вăхăтра хушлăха пăрăнса ĕлкĕрчĕç. Хыçлă çунапа килекен Мăрзабайна Санька вĕсене асăрхаймарĕç.
Пӳрте кĕрес умĕн Кĕтери Трашука вĕренткелесе сăмахларĕ:
— Асту, хуçусем умĕнче эпĕ сан йăмăку пулăп. Пĕртăван йăмăку çуккине пĕлеççĕ пуль вĕсем. Мăнаккан хĕрĕ те. Пирĕн çинчен темскер ан шухăшлаччăр ваттисем.
Кĕтери шкулта пĕр хĕл кăна вĕреннĕ. Вырăсла калаçма начар пĕлет. Хăй пит хăюллă пулсан та, Трашук умĕнче вырăсла калаçма вăтанать. Чей ĕçнĕ чух Трашук тăлмач пулчĕ. Кĕтери сăмахĕсене вырăсла куçарса калать. Хуçин сăмахĕсене куçарма кирлĕ мар. Вырăсла калаçнине Кĕтери куçармасăр та чухлать.
Тетя Феньăпа дядя Степа Трашук «йăмăкне» кăмăллăн йышăнчĕç, хаклă хăна вырăнне хурса сăйларĕç. Чухăн çын сăйĕ мĕн пултăр: чей, çăкăр, çĕрулми, турăх. Чи тутли — кăмăллă сăмах.
Сĕтел хушшинчен тухсан, Кĕтери тĕпелти кĕтес еннелле пăхса сăхсăхрĕ те: «Спасибо, тетя Феня! Спасибо, дядя Степа!» — тесе вырăслах каларĕ. Майра кăмăлĕ пушшех çемçелсе кайрĕ.
— Кунтах çĕр каçать пуль-ха йăмăку? — ыйтрĕ вăл.
Трашук çăвар уçиччен маларах Кĕтери чăвашла каларĕ:
— Çĕр каçать те. Кăмака çинче çывăрма юратать те. Ан тĕлĕнсе лар. Каçа хирĕç ăçта каяс ман?..
— Кăмака çине мар — хамăр вырăн çинех вырттарăпăр, кăмака çине, кирлĕ пулсан, хамăр та старикпе хăпарса выртăпăр, — терĕ кил хуçи майри. — Каçхине йăмăкна вăййа илсе тух, вырăс каччисемпе паллаштар. Эх, пирĕн ывăл вилсе кайман пулсан, халь сан пек маттур каччă пулатчĕ. Сан йăмăкна çураçаттăмăр...
Шалти пӳртре Трашукпа Кĕтери иккĕшех юлчĕç. Тра-шукшăн Кĕтери чăнахах йăмăк пек туйăна пуçларĕ. Ăнчах темшĕн Кĕтери сăнĕ каллех салхуланчĕ.
— Еçпе килтем терĕн-ха. Каласа пар, Кĕтери, — терĕ вара Трашук.
— Аттерен çыру килми пулчĕ, — калаçу пуçларĕ Кĕтери, пуçне çĕклесе. — Сана та, сан хуçусене те вăрçă хуйхи килсе тивмен-ха. Сирĕн çемйĕртен вăрçа кайнисем çук. Ялта тăлăх хĕрарăмсем макăрса суккăрланаççĕ. Анне те куллен макăрать. Ман макăрма вăхăт çук. Хăвах пĕлетĕн, икĕ йăмăк, шăллăм пур. Вĕсене пăхса ӳстерес пулать... Çынсем аттене шыраса çыру ямалла теççĕ. Кам çыртăр? Хам çыраймастăп вырăсла. Çав çырăва сана çыртарас тесе инçе çула килтĕм. Эсĕ — кĕçех шкул пĕтерсе учитель пулас çын. Çырма чухлать пуль терĕм. Виçĕ уйăх ĕнтĕ çыру килменни. Вилнĕ е песвĕç çухалнă тесе те пĕлтермерĕç. Адресне илсе килтĕм.
Çапла каланă хыççăн Кĕтери чĕрçитти кĕтессинчи тĕвве шăлпа çыртса салтрĕ те Трашук умне пĕр хут татăкĕ сарса хучĕ.
Çыру çырса пĕтерне тĕле тулта тĕттĕмленчĕ. Хăй çутипе кăшт ларнă хыççăн хуçа майри самрăксене вăййа тухма хистерĕ.
Урама тухрĕç хĕрпе каччă, анчах вăййа каймарĕç.
— Вырăс вăййине кайса çӳрер-и? Эс, тен, пĕр-пĕр майра хĕрне юрататăн пуль. Ман мĕн тăвас вара унта? — терĕ Кĕтери.
— Икĕ çул пурăнса та вăййа кайса курман эпĕ Куçминккара, — хуравларĕ каччă.
Кĕтери пуçне çĕклесе уйăха хирĕç пăхрĕ. Кăшт тăр-сан, пăшăлтата пуçларĕ: «Уйăх, уйăх, ан хуплан!.. Уйăх, уйăх, ан хуплан!» Ашĕнче тата урăхла та ӳкĕтлесе пăхрĕ уйăхне: «Эй, кĕвентеллĕ хĕрĕмçĕм, илтсем мĕскĕн Кĕтери сăмахне, çавăрсам савни кăмăлне!» Уйăхĕ илтмерĕ, пĕлĕтпе хупланчĕ...
Трашук хĕр чĕрин вăрттăн туйăмне сисмерĕ. Мĕскĕн каччăн хăйĕн чĕри тем пек çунать. Айван-ха каччи. Хĕрсем хăйсем те тарăхса хăшпĕр чух уйăх çине сикме хатĕррине пĕлмест вăл, кĕвентеллĕ хĕрĕн усал шăпи çинчен те илтмен. Кĕтери çыру çыртарас шухăшпа çеç килнĕ-ши вара кунта? Ялта çыру çырма пĕлекен çын çук-им-ха? Çынсем Çимук-писаре çыртараççĕ-çке...
Çук, çак шухăшсем вăранмарĕç мĕскĕн каччă пуçĕнче. Пĕр шухăш çеç янраса тăрать вĕçсĕрех: «Кĕтери Наçтукăн акамĕ, Кĕтери шанчăклă çын... Анчах епле сăмах пуçлас-ши?»
Хушлăх вĕçĕнче хĕрпе каччă иккĕшĕ те, ывăннă пек пулса, вĕрлĕк çумне пырса сĕвенчеç. Трашук сăмах пуçласанах, уйăхĕ пĕлĕт айĕнчен тухса таврана çутатрĕ, куçра юр йăлтăрккисем выляма тытăнчĕç. Трашук тытăнкаласа сăмахланă вăхăтра Кĕтери шурă пирпе витĕннĕ хир еннелле пăхса тăчĕ. Каччă калаçма чарăннă хыççăн та тӳрех сăмах хушмарĕ вăл. Каярахпа тин йăваш сасăпа ери-пен каларĕ:
— Ятрус учитель пире пĕррехинче «Нарспи» ятлă кĕнеке вуласа пачĕ...
— Эпĕ те вуланă ăна, — терĕ Трашук, Кĕтерие пӳлсе.
— Вуланă та пуçа илмен, — тет Кĕтери, сассине хы-тарса. — Асту, укăлча каччи: сана та Сетнере каланă пек каласа хурĕç: «Трашук, йытă, кĕççе пит, пуян хĕрне ан хапсăн!» — тейĕç. Ватă Мăрзабайсем кăна мар, хĕрĕ хăй çапла каласран хăрамастăн-и? Ача вăхăчĕ иртсе вĕт пирĕн. Хĕрсем-каччăсем пултăмăр ĕнтĕ. Тен, Наçтукăн хăйне тайăн каччă пур пуль? Çавăн пирки шухăшласа пăхман-и эс, Трашук пичче?
Кĕтери сăмахĕсем каччăн чĕрери суранне ыраттармаллах пырса тиврĕç. Чăнах та, Наçтук кăмăлне пĕлмест вĕт-ха вăл. «Трашук мучи» тесе ихĕлтетнинчен урăх ним те çук. Çавах кĕсъери çыру кĕлт тĕртсе илет хуçине: «Парса яр Кĕтерирен», — тенĕ пек туйăнать.
— Мĕн пулать те мĕн килет, Кĕтери... Маншăн пĕр ырă ĕç туса пар, илсе кай çак тарăхтармăш çырăва, Наçтука кайса пар.
, — Юрĕ, эппин, — терĕ Кĕтери, хурланнă пек пулса, анчах çавăнтах ахăлтатса кулса ячĕ. — Хăваласа тыт мана, тытсан, илсе кайăп çырăвна, тытаймасан, хăвна айăпла!
Çапла каларĕ те Кĕтери хушлăх вĕçĕпе хирелле вирхĕнтере пачĕ. Трашук, капла пуласса кĕтменскер, кая юлса вырăнтан хускалчĕ. Чупас енчен унпа хĕрача мар, арçын ача та нихçан танлашайман. Чылай кая юлса тапранни уншăн ним те мар...
Акă, çул тарăн лупашка тĕлне çитсен, Кĕтери сылтăмалла пăрăнчĕ. Укес мар тенĕ пек пулса, аллисене сарса ячĕ, чупма кăшт чарăнса, сулахаялла пăрăнчĕ. Каччи шăп çав вăхăтра хĕр еннелле сикрĕ. Анчах хĕрĕ тăп чарăнчĕ те каччине пĕтĕм вăйпа кăлт тĕртсе аялалла вăркăнтарчĕ. Трашук чикелене-чикелене лупашка тĕпнех çитрĕ, тарăн юр ăшне кĕрçе выртрĕ. Хĕрĕ, кулкаласа, каялла, пӳртсем еннелле чупрĕ.
Лупашкаран ĕселенсе тухса, пӳрт тĕлне çитсен, Тра-шук унталла-кунталла пăхкаларĕ. Ниçта та пĕр мĕлке курăнмасть. Чылай вăхăт пӳрт умĕнче кĕтсе тăчĕ — çук.
Пӳрте кĕрсен асăрхарĕ: кĕрĕкĕ çакăнса тăрать, хăй курăнмасть. «Кăмака çине хăпарса выртнă та иккен, качака таки», — тавçăрса илчĕ Трашук.
Ирхине ыйхăран вăраннă хыççăнах Трашук сĕтел çинчи хут татăкне курчĕ. Армак-чармак саспаллисемпе çырнă: «Араскална тытаймарăн, укăлча каччи. Çырăвна почтăпа ярса пар. Е манран шанчăклăраххине шыра».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...