Кĕпер :: Хитре ял
Чулçырма Тук ятлă чылай пысăк юханшыв çинче ларать. Тук шывĕ ытти юханшывран юласшăн мар. Унăн сылтăм енĕ — çыранĕ — сăртлă, сулахай енĕ — катари Урал тăвĕсен кĕçĕн юппи. Тук сăртлăх çумĕпе йăпшăнса юхать, анчах вырăнĕ-вырăнĕпе вăл, темиçе çухрăм аяккалла пăрăнса, вăрман, улăх е шурлăх валли ирĕк вырăн хăварать. Хушăран ту йăранĕпе юханшыв хушшинче тăваткалрах тӳрем лаптăксем тĕл пулкалаççĕ. Чулçырма çавнашкал лаптăк çине килсе ларнă.
Малтан куçса килекенсемшĕн лаптăкĕ тăвăр пулман. Тĕрлĕ хуралтăсем валли те, пахча е анкарти валли те вы-рăн çителĕклĕ пек курăннă. Анчах ялĕ ӳснĕçем ӳснĕ. Анкартисем сăрт çине куçнă, улма пахчисем — хире. Халь ĕнтĕ кунта ялăн малалла ӳсме — сарăлма вырăн çукпа пĕрех. Кăнтăр енчен Тук çыранĕ — чăнкă çыран — чарса тăрать, çурçĕр енчен — сăртлăх, тухăç енчен шурлăх та ейӳ çаранĕ, анăçран — ейӳ вăрманĕ. Çитменнине, çак пысăк мар лаптăка пĕчĕк юхан çырман тарăн варĕ çурмалла çурнă.
Çĕнĕрен пӳрт лартакансем аптранипе хăшĕ тăвалла сарăлма пахнă, хăшĕ шурлăхлă вырăнсене хупăрла пуçланă. Виçĕ пĕчĕк урам хутшăннă вара: Тукасси, Шурлăхкасси, Киреметкасси.
Урам тени кунта шутсăр нумай: Малтикас, Шалтикас, Тăвайкки, Тӳрурам, Тĕплĕурам, Çырмапуçĕ, Çырмавăрри, Хĕрлĕçыр... Вĕсем хулари евĕрлĕрех — урлă та пирлĕ. Çавăнпа вырăссем Чулçырмана тăрăхласа Китай-город теççĕ.
Урамĕсем вăрăмах мар. Чăн вăрăмми — Малтикас. Вăл ытти чăваш ялĕсен тĕп урамĕ пекех хуркайăк çулне тĕллесе çурçĕртен кăнтăралла тăсăлнă.
Ял ятне пĕчĕк юхан çырма ятне кура панă. Юхан Чулçырма ту хушшинчен тухса, ял урлă та çыранланса юхать, ял варринчех пысăк шыва юхса кĕрет. Чулçырма юххи, аякран пăхсан, хăвалăх йăрăмĕ пек çеç курăнать. Çав «хăвалăх» патне çывхарсан тин куратăн: варта çырма хĕррипе ӳсекен ват йăмрасен тăрри вăл. Чулçырма варĕ урлă ял картинчех икĕ кĕпер туса лартнă. Çурхи шыв кĕперсем таран тулса хăпараймасть. Çавăнпа кĕперĕсене çирĕп, яланлăха тунă. Вĕсен хушши — Малтикас тăршши — çухрăма яхăн.
Таврари чăвашсем çак хĕсĕк вырăнта ларакан Чулçырмана хитре ял теççĕ. Ялĕнчен ытла тавралăха кăмăлланипе çапла калаççĕ пуль. Чăн та: ял илемĕ — ытарайми тавралăхра.
Сăртлăх çумĕпе тухăçран анăçалла юхакан Тук шывĕ (лăпкă, анлă та тарăн шыв) ялтан виç-тăватă çухрăм тăвалларах кăнтăралла пăрăнать те, вунă çухрăмлă кукăр туса, каллех сăртлăх патне çывхарать. Çав пысăк кукăрта шултра вăрман кашлать, Вăрманпа сăртлăх хушшинче — улăх, ейӳ çаранĕ. Çурхи шыв чаксан, улăхĕ урса кайса ешерет, каçса кайса чечекленет.
Икĕ юханшыв. Икĕ вăрман (тухăçрипе анăçри). Чулçырма варĕн икĕ енĕпе икĕ сăртлăх. Ял варринчех икĕ кĕпер. Икĕ вĕçре икĕ тăрă çăлкуç. Ял çывăхĕнчи улахра икĕ кӳлĕ...
Çутçанталăкăн пуянлăхĕсем пĕр ялшăн ытлашши те мар-и? Ялĕ те иккĕ çав... Ун пирки — каярах.
Ял çывăхĕнчи икĕ кӳлле асăнтăмăр. Кунта пулăçсем çеç çӳрекелеççĕ. Сунарçăсен савăнăçĕ — тăват-пилĕк çухрăмра, шыв арманĕ леш енче. Унта — катари улăхра — пысăк мар çавра кӳлĕсем шутсăр. Темиçе çухрăма тăсăлакан ансăр та тарăн Аслă кӳлĕ те çав енчех. Кашни кӳлĕре кайăк кăвакал вĕресе тăрать.
Тук шывĕ кăнтăр енчен юхса, яла сăртлăх çумне хĕссе хăварнă хыççăн каллех анăçалла, пĕр вунă-вунпилĕк çухрăм ытлашши пăркаланмасăр юхать. Анатри вăрман йăрăмĕ анлă мар, анчах вĕçсĕр: çуран çӳресе вĕçне тупаймăн. Ку еннелле сунарçăсемпе пулăçăсем çӳремеççĕ. Анатра кӳлĕ çук, Тук хĕррине пулла ларма чăтлăх витĕр тухаймăн, тухсан та ăнăçлă вырăн тупаймăн. Анатри вăрмана ача-пăчапа хĕрарăм вăрманĕ теме пулать. Кунта тĕрлĕрен çырла йăтăнса ӳсет. Аташса кайма та май çук: пĕр енче сăртлăх, тепĕр енче юханшыв. Вĕсен хушши — вăрман анлăшĕ — чĕрĕк çухрăмран ытла мар.
Çак вырăна чăваш тахçанах килсе лариă. Куçса килнĕ чух хăйĕн авалхи туррисемпе йĕрĕхĕсене те манса хăварман. Хир еннелле килнĕ пулин те, чăваш çынни юханшывпа вăрман çумне пырса çыпçăннă, турă валли те, киреметшĕн те çывăхрах ăнăçлă вырăн тупнă. Чӳккукри — ял вĕ-çĕнчи ăвăслăхра, Киремечĕ — Çĕлен тăвĕн аркинчи шур-лăхлă хăвалăхра.
Ялта кашни урамрах темиçе çăл пур. Çăлĕсем тарăн мар, шывĕ тутлă. Çапах çимĕк кунĕ çитсен, çамрăк хĕрсем, хул урлă кĕвенте çакса, шăвăç витресене шанкăртаттарса тата тутлăрах шыв ăсма инçе çула каяççĕ: мал енчисем — мал енне, Киремете, анатрисем — анаталла, Хĕрлĕçыра. Ял икĕ вĕçĕнчи çăлкуç шывĕ тасаран таса, тутлăран тутлă.
Сăмах майăн вырăссене асăнтăмăр. Асăнмаллах çав. Вĕсем çывăхрах пурăнаççĕ — Тук шывĕн тепĕр енче. Влаçсемшĕн Чулçырмапа Лешекки пĕр ял пек шутланать. Ял ятне хут çине Каменка тесе çыраççĕ. Чăваш кунта мала-рах килсе ларни çавăнтанах курăнать ĕнтĕ. Чăвашла — Чулçырма, вырасла — Каменка. Çапах ялăн тĕсĕ-пуçĕ вырăс енче — чиркĕвĕ те, шкулĕ те, хупахĕ те. Ял старости те яланах вырăсран.
Чулçырмапа Лешекки хушши çухрăм ытла. Вырăссем шыв çумнех килсе ларайман. Тук сулахай енĕ — ейӳ çыран. Вăл тепĕр çул çимĕк тĕлне те типсе çитеймест. Çавăнпа çуркунне нумай вăхăт Тук урлă паром çӳрет. Çăва тухнă тĕле тин тарăн та анлă шыв урлă вăхăтлăх кĕпер туса лартаççĕ. Яланлăх кĕпер тума май çук. Çуллен çурхи шыв кĕпере çĕмĕрсе хăварать.
Шыв урлă пурăнакан чăвашсемпе вырăссем ытти чух пĕрне-пĕри палласах кайман. Курасса та вĕсем пĕр-пĕрне чиркӳре, хупахра е тата Куçминккари пасарта çеç куркаланă.
Анчах çулталăкра пĕрре чăвашпа вырăса, ялĕпе тенĕ пек пухăнса, пĕрле ĕçлеме тивнĕ. Ун чух вара паллашни те, хирĕçни те, çапăçни те пулнах.
Вырăс староста лешеккисене ĕçе тухма хистесех каймасть. Вĕсем кĕпер тунă çĕре сахаллăнрах тухаççĕ. Чулçырмасем çавна курмаççĕ мар, çапах шарламаççĕ-ха, юпасем лартиччен, каштасем хуриччен шăппăн мĕшлеткелесе ĕçлеççĕ.
Акă ĕнтĕ юписем те, каштисем те хатĕр. Кĕпер урайне сармалли кăна юлнă... Шăп çак самантра ялан кĕпер инкекĕ пуçланса каять. Виçĕ-тăватă чăваш (чăрсăртараххисем) юпа-кашта тăрăх сиккелесе Лешеккине каçаççĕ, ста-ростăпа ӳпкелешсе хирĕçме пăхаççĕ. Лешĕ сухалне сиктерсе кăшкăрать, тимĕр патакпа юнама тытăнать. Тата те-миçе чăваш туса çитермен кĕпер урлă сиксе-чупса каçать. Староста сехри хăпнипе çухăрса ярать:
— Кра-ву-ул, чăвашсем мана çапса вĕлереççĕ!
Вырăссем кам малтан патак çĕкленине кураççĕ-ха. Старостăна «çăлма» васкамаççĕ. Анчах вырăс хушшинче çапăçма хатĕррисем те пур. Староста вĕсене унчченех пĕрер черкке сыптарнă. Çавсем, ĕрлесе, чулçырмасене тăлпалама тытăнаççĕ. Çапăçу пуçланатех...
Тепĕр кунне кĕпер урайне сарма никам та тухмасть. Староста чăваш енне каçма шикленет, лешеккисене хистеме мар, хăех чарать:
— Хăйсем айăплă. Хăйсемех туса пĕтерĕç. Кĕпер вĕсене кирлĕрех, — тет.
Чăнах та çанла ĕнтĕ: кĕпер чулçырмасене кирлĕрех. Ăçта каяс тесен те — чиркĕве, хупаха, пасара, хулана, ытти чăваш ялĕсене хăнана — малтан кĕпер урлă каçмалла.
Пĕр-ик кун иртсен, чăвашсем хăйсемех тăрлавсăр кĕпере вăйăн-шайăн туса пĕтеркелеççĕ. Кайран çăвĕпех чăвашсем те, вырăссем те (вĕсен те Тук урлă лашапа каçмалли тупăнатех) шăтăк-путăклă кĕпер çинче урапа çĕмĕрнĕ, тепĕр чух лашисене те амантнă.
Çапăçушăн та, çĕтĕк кĕпершĕн те влаçсем чăваша айăпланă. Айăпĕ чухăна тивнĕ ĕнтĕ. Пуянсем кĕпер тума та тухман (тарçăсемпе парăмлă чухăнсене ĕçлеттернĕ), вырăссемпе те хирĕçмен. Влаçпа майлаштарма та пĕлнĕ вĕсем, Лешеккинчи пуянсемпе те туслă пурăннă.
Хитре ялта çулленех çакăн пек киревсĕрлĕх пулкаланă çав.
Кĕркунне, канас каçсем çитсен, ял çине тепĕр тĕрлĕ илем анать: яш-кĕрĕмшĕн улах илемĕ, ыттисемшĕн (ватти-вĕтти таран) — юмах илемĕ.
Чулçырмара чăн ăста юмахçă — Шатра Микка, лутрашка, шĕвĕр пуçлă, хĕсĕк куçлă, кĕрнексĕр чăваш. Анчах вăл «Пурăннă, тет, пĕр патша» тесе çăвар уçсанах, кĕрнеклĕ сасă кĕрлеме тытăнать. Сăмах асамçи вара хăй те юмахри хитре те паттăр çын пек курăнса каять.
Микка юмахĕсем пурте патшапа ун маттур ывăлĕнчен е хитре хĕрĕнчен пуçланаççĕ, анчах малалла юмахçă яланах хура халăх ывăлне паттăра кăларать.
Ялта Шатра Микка юмахне итлесе курман çын çук. Улахри хĕрсемпе каччăсем çеç юмах янă çĕре ăнтăлмаççĕ. Вĕсемшĕн маттур каччăсем, хӳхĕм пикесем юмахра мар, улахрах тупăннă. Анчах çулталăкра пĕрре, Çĕнĕ çул каç, хĕрсем пĕр пӳртре сурхури пăтти пĕçернĕ вăхăтра каччăсем тепĕр пӳртре юмах итлесе ларнă. Сурхури юмахне яма вĕсем никама та мар, Шатра Миккана чĕнтернĕ.
Миккан юмах хутаççи нихçан та иксĕлмен. Яш-кĕрĕм валли вăл тата хитререх, чуна нăлхатакан, ĕмĕте хус-катакан юмахсем тупать. Çав каç юмахçă патшапа ун ывăлне-хĕрне асăнман, хура халăх ывăлĕсемпе хĕрĕсем çинчен юмахланă. Пуринчен ытла икĕ юмах яш-кĕрĕме хумхатнă. Пĕри вăранмасăр çывăракан Улăп çинчен, тепри çывăрма пĕлмен Кĕвентеллĕ хĕр çинчен.
Пĕр паттăр Улăп тăван халăха ирĕке кăларма шухăш тытнă, халăх тăшманĕсене çĕнтерме ĕмĕтленнĕ, анчах усал-тĕсел йĕрĕхĕсем ырă çынна мар, ăна пуймăрлакан усал çыннах пулăшнă. Йĕрĕхсем çав Улăпа ĕмĕр вăранайми çывăрмалла тухатса хунă. Амăшĕ хӳхлесе макăрни те, ывăлĕсем кăшкăрса ĕсĕклени те вăратайман Улăпа. Пĕр çемье хуйхи мар, пĕтĕм хура халăх хуйхи çеç ăна вăратма пултарнă. Халăх куççулĕ юхан çырма пек юхсан, тăварлă юхăмсем пĕрлешсе хăватлă кĕрлекен пысăк юхайшыв пулса тăрсан, çав юханшыв Сарă ту аркинчи тĕпсĕрлĕхе çĕр çĕмĕрттерсе тапса ансан тин вăранать-мĕн Улăп. Вăранать те, тăшмансене çĕнтерсе, хура халăха ирĕке кăларать...
Юмах итлесе ларакан яшсен куçĕсем ялтăртатаççĕ, юн вĕре пуçлать.
Тепĕр чух, хĕрсем те юмах итлеме пырсан, Микка пичче Кĕвентеллĕ хĕр çинчен юмахлать. Елĕк-авал пĕр чăваш ялĕнче тăлăх хĕрача пурăннă. Çитĕннĕçемĕн сар чечек пек сарăлса хӳхĕмленнĕ вăл, шăпчăк пек юрлама вĕреннĕ. Анчах тăлăх хĕрĕн шăпи мĕскĕн пулнă. Хăй юратнă каччă ăна пусмăрлама тапăннă, кайран хĕр çинчен усал сăмах сарнă. Куштан хуçа хĕре пусмăрлама пăхнă. Хуçа арăмĕ ăна турчăкапа е кĕвентепе хĕненĕ, кăнтăрла хирте ĕçлеттернĕ, каçхине пахча шăварттарнă. Пĕррехинче мĕскĕн хĕр юханшыв хĕрринче тулли витрисене кĕвентепе çаклатса хул çине çакнă хыççăн шыври ылтăн уйăх çине пăхса йывăр шухăша кайнă. Çав вăхăтра ун хыçĕнче ура сасси илтĕннĕ. Хĕр ирсĕр шухăшпа ăна йĕрлесе килнĕ хуçана палланă та: «Уйăх, уйăх, ырă ылтăн уйăх, çăл мана ирсĕр хуçапа усал каччăран, хăвпа пĕрле пĕлĕт çине хăпарт», — тенĕ те, кĕвенти-витрипех уйăх çине тĕллесе шыва сикнĕ... Ылтăн уйăх йышăннă мĕскĕн хĕре, хăйие пĕрле пĕлĕт çине илсе хăпартнă.
Çавăнтанпа Кĕвентеллĕ хĕр тулли уйăх çинче пурăнать, пĕлĕтрен çĕр çине пăхса е савăнать, е хурланать. Мĕскĕн хĕрсене хӳтĕлет вăл, чăрсăр каччăсене чарать, савакан чĕресене пĕрлештерет.
Кĕскен каласан, юмахĕсем çапларах. Анчах Шатра Микка каланă чух вĕсем кĕскелме те, вăрăмланма та пултарнă. Кашнинчех юмахçă çĕнĕрен çĕнĕ витĕрӳллĕ сăмах тупса хĕрсене йĕртнĕ, каччăсене ассăн сывлаттарнă.
Тулли уйăхлă уяр каç пулсан, сурхури пăтти хыççăн хĕрсем-каччăсем урама тухса, ылтăн уйăх çине пуç каçăртса пăхатчĕç, уйăх çинчи Кĕвентеллĕ хĕре паллатчĕç.
Тепĕр чух, Улăп çинчен юмах итленĕ хыççăн, пĕр-пĕр йĕкĕт юмахçа хупăрлатчĕ:
— Микка пичче, сан Улăпу хăçан та пулин вăранĕ-ши? Тен, халиччен вилнĕ те пуль вăл?
— Вилмен! — кĕрлетчĕ хулăн сасă. — Халăх паттăрĕ нихçан та вилмест. Вăхăт çитсен вăранатех вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...