Кĕпер :: Ахăрсамана
Чулçырмасем ахаль чух ĕçрен пушă вăхăтра та ĕçсе-супса çӳремеççĕ. Вăхăт çитсен, ĕçеççĕ вара! Ялĕпех. «Вăхăчĕ» ĕнтĕ вăл — е праçник, е туй. Мункунпа çимĕк çеç хăшпĕр çул типĕлле иртсе каяççĕ: е мункунĕ çураки тĕлне, е çимĕкĕ утă вăхăтнерех килсен.
Кăçал мункун типĕлле иртрĕ. Çавăнпа ваттисем çи-мĕке антăхса кĕтеççĕ. Тата виçĕ кунтан килетех ĕнтĕ вăл — шавлă та савăк уяв.
Хĕвел каç еннелле сулăннăччĕ. Малтикас çыннисем пӳрт çумĕнчи каскасем çине ушкăнланса ларнă. Юлхаввăн тем пуплекелеççĕ. Ялта лăпкă, сас-чĕв илтĕнсех каймасть. Анчах кĕç çырма леш енче йытăсем харăс вĕрме пуçларĕç. Тăвайккинчен тусан юпи çавраçил пек ĕрĕхсе килчĕ. Кĕмсĕртетсех. Çӳлти кĕпер çĕмĕрĕлес пек шатăртатса илчĕ. Çавраçил пĕлĕчĕ Малтикас урамĕ тăрăх ыткăнчĕ те таçта урам вĕçĕнче чарăнса сĕвĕрĕле пуçларĕ. Тусанпа чĕркеннĕ урапа çинче кам выртса пынине уйăрсах илеймерĕç пуль урамри çынсем, çапах лашине палларĕç.
— Çырма вăрринче каллех ахăрсамана пуçланать ĕнтĕ, — терĕ пĕри.
— Пăсара Макарĕшĕн нимле чару çук. Мĕскĕн Марьене хĕнесе вĕлеретех пуль, шуйттан.
— Икĕ Макара чаракан çук çав, — терĕ тепри, ассăн сывласа. — Ку хуть ĕçсен çеç ашкăнать. Лешĕ урă чух та урнă йытă пек.
«Лешĕ» хăш Макар пулнине каламарĕ çынни. Çапах пурте каламасăрах ăнкарчĕç: ял куштанĕ Хаяр Макар ĕнтĕ вăл.
Анчах ахăрсамана тени кунта мар, Шалтикасра сасартăк пуçланчĕ. Унта пуянсем пурăнаççĕ. Малтан çав енчен темĕскер мĕкĕрнĕ пек илтĕнчĕ. Малтикас ачисем тӳрех çыран урлă Шалтикасалла ыткăнчĕç. Кĕç мăн арçынсем те çавăнталлах туртăнчĕç: хăшĕ васкамасăр, тайкаланчăк утăпа, хăшĕ ача-пăча пек хашкăлтатса — тӳрех çыран урлă.
Тискертерех мăн сасă те юрласа, те уласа кĕрлет.
— Этем сасси мар ĕнтĕ, шуйттан сасси пуль, — аптраççĕ çынсем.
— Шуйттанĕ юрĕччĕ-ха. Михаля арханкăль мар-и? Çавă ерихон труби витĕр кăшкăрать пуль. Ахăрсамана килмерĕ-и?
— Ах, турăçăм, пӳлĕхçĕм! Пирĕн ял Шалтикасран пуç-ланнă, ахăрсамана та çавăнтан пуçланмалла тетчĕç ваттисем.
— Аçтан пуçлантăр тата! Шалтикас пуянĕсенчен ытла кам çылăха кĕрет?
— Пăхăр-ха, чăнах та, тамăк труби çухăрать!
Чулçырма чăвашĕсем çак çĕршыва куçса килсен тин вырăс тĕнне йышăннă. Анчах чăваш туррине те мансах кайман-ха вĕсем. Йывăр килсен, сăпатсăр пӳлĕхе те асăнаççĕ. Виçĕ сăпатлă вырăс турринчен çапах хытăрах шикленеççĕ хăйсем. Ерихон труби çинчен те илтнĕ. Вăл тĕнче пĕтес умĕн кĕрле пуçламалла. Акă хайхи кĕрле те пуçларĕ вĕт. Хăй хĕрлĕн-саррăн, симĕссĕн-кăваккăн ялкăшать. Тĕрлĕрен сăрă ярăмĕсем каçхи хĕвел çутипе тамăк çулăмĕ пек те курăнса каяççĕ. Труба ани-çăварĕ урапа кустăрми пысăкăш. Пĕчĕкçĕ чӳречерен епле хĕсĕнсе тухма пултарнă-ши? Вĕреçĕлен мăйĕ евĕрлĕ трубан кĕпçи таçта шалта. Кĕпçерен вĕрекен арханкăлĕ те çавăнтах — пĕчĕк пӳртре пулас. Пуян çуртне кăмăлламан-ха Михаля арханкăлĕ, Тайман Сахарĕн пӳртне пырса кĕнĕ. Куншăн тĕлĕнме кир-лĕ мар. Ахальтен-и Тайман Сахарне тепĕр чух Çветтуй Сахар тесе чĕнеççĕ.
Халăх кĕске те анлă урам варринчи çăл тавра сурăх кĕтĕвĕ пек чышăнса кĕпĕрленнĕ. Тамăк трубинчен хăраса ӳкнĕ çынсем кĕтӳ варринелле тăрăнма пăхаççĕ. Майĕпе айванрах карма çăварсем ĕрлешекен пӳрт еннелле çывхара пуçларĕç. Те арханкăль сасси йăвашланчĕ, те çыннисем хăюланчĕç — малтисем чӳрече умнех пырса тăчĕç. Труба пĕр самантлăха чарăннă вăхăтра пӳртре çын сĕрлени илтĕне пуçларĕ. Ĕçкĕ мар-и кунта? Чăнах та ĕçеççĕ вĕт Сахар пӳртĕнчисем. Арханкăльне те кăшт сыптарчĕç пулас — вăл трук хĕрĕнкĕллĕ савăк сасăпа юрласа ячĕ:
Ехал с ярмарки ухарь купец,
Ухарь купец — удалой молодец...
Урамри çынсем кулкала пуçларĕç. Пĕр шур сухал çилĕпе лач! сурчĕ те: «Арханкăль сасси мар ку — усал сасси. Çветтуй Сахар йĕрĕхе парăннă», — тесе аяккалла танккарĕ. Анчах ун пек ухмах урăх тупăнмарĕ. Пурте кăшкăракан, калаçакан, юрлакан, ташă кĕвви çаптаракан тĕлĕнтермĕш труба сассине каçса кайса итлерĕç.
Чаплă пӳртсем хушшинче хĕсĕнсе ларакан пĕчĕк пӳрт хуçи Тайман Сахарĕ йĕрĕхе парăнман та, эрехе парăннах ĕнтĕ. Эрехĕ те йĕрĕхренех пуль çав. Ялта хальччен чиперех пурăннă Сахар, амăш вилсен, час-часах сыпкала пуçларĕ. Асĕпе те тайăнман-и çак? Хитре Чулçырмана пăрахса, ялтан таçта тухса каясшăн. Хулара икĕ лашаран пĕрне сутса янă та граммофон туяннă. Ун пек тĕлĕнтермĕш хаклă та усăсăр япалана ялти пуянсем мар, Куçминккари купцасем те туянман-ха.
Çав тĕлĕнтермĕш япалана пула Тайман Сахарне ют енне ăсатма пĕтĕм ял пухăнчĕ. Ыран-паян вăл пушкăрт ялĕсем урлă, нимĕç колонийĕсем урлă Пасарлăяла тухса каять.
Халăх пӳртре те лăках иккен. Савăк хуçа хăнасене сăйлама арăмне хушнă та, хăй лакпа витнĕ, тимĕр трубаллă тăваткал ещĕк умĕнче ларать. Граммофон сасси ял тăрăх ян кайтăр тесе, трубине малтан урама йăтса тухнă, унтан кĕпçине чӳречерен чиксе, ещĕк çумне майлаштарнă. Халăх çавна пĕлмест, тимĕр тухатмăш хăех чӳречерен пуçне кăларнă та çăварне ытлашши карса янă тесе шутлать. Этем пек калаçма пултаракан япала çăварне карса яма пултараймасть-и вара?
Труба кĕрлеме чарăнсан, хуçа ещĕк çинчи хура икер-чине тепĕр май çавăрса хурать те ещĕкĕн çутă аврине çавăркаласа илет. Труба вара каллех кĕрлеме тытăнать.
Хуларан Сахар хăйĕнпе пĕрле хăна илсе килнĕ. Самлей чăвашĕ вăл, Кăяш Тимкки. Тĕнче куркаланă çын. Тĕрмере те ларса курнă. Лаша вăрланăшăн мар, çын вĕлернĕшĕн мар хупнă ăна — халăха пăлхатнăшăн. Халĕ Тимккине хурăнташ-хăмăр палласшăнах мар. Тайман çын мĕн хăтланнине пăхса тăмасть, хăйĕнле хăтланать. Самлей чăвашне Чулçырмара хăнана чĕннине çырлахман вăл, хăйпе пĕрле Пасарлăяла куçса кайма сĕннĕ: «Самлейне ан таврăн, унта каллех сана сутакансем тупăнĕç», — тенĕ.
Тахçантанпах туслă вĕсем, пĕрне-пĕри лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа хуçа чаплă хăнине черкке сĕнмерĕ — пачах ĕçмест Кăяш Тимкки. Ак халĕ те ыттисем сетел хушшинче эрех сăрăхтараççĕ, ку граммофон пластинкисемпе айкашса ларать.
— Ак çакна юрлаттарса пăхар-ха, — тет Тимкка. — Çак вырăсран хăватлă юрлакан тĕнчере урăх çук. Шаляпин.
— Чухлатăп, Федор Иванчă ятлă вăл, — тĕлĕнтерчĕ хуçа хăнана. — Ман Ваççа пуçана ун Василий ятлă шăллĕпе салтакра паллашнă. Аташĕпе пĕрле чаплă юрăçă патĕнче хăнара та пулкаланă, вăл юрланине те илтсе курнă.
— Блоха-ха-ха, — ахăрать тамăк труби, урамри халăха култарать. Халăх кулма пуçларĕ пулсан, ахăрсамана килмест вара.
Анчах ялта пĕр çыншăн çутă тĕнче чăннипех хупланма пуçланă. Тайман Сахарĕн вунă çулхи ывăлĕ Рамаш улăха лаша кайса янă хыççăн киле чупса таврăнатчĕ. Ашшĕ хуларан илсе килнĕ труба этем пек калаçнине итлесе кур-ман-ха вăл, çавăнпа васкарĕ. Çырмавăррине çитсе кĕрсен, темле хĕрарăм хăрушă сасăпа кăшкăрса янине илтрĕ Рамаш. Пăсара Макарĕ арăмне урама çӳçрен сĕтĕрсе тухнă та чыша-чыша кӳпкет. Хĕрарăм кăшкăрайми пулса çул çине тĕшĕрĕлсе ансан, Пăсара Макарĕ Марье инкене, хырăмĕ çине сике-сике, урапа таптама тытăнчĕ.
Рамаш çухăрса ячĕ, алăри патакпа Пăсарана пуçран çапрĕ те анатри кĕпер еннелле чупрĕ.
Пăсара хăйĕн усал ĕçне пăрахсах харсăр ача хыççăн ыткăнчĕ. Тытсан вĕлеретех ачана. Тытатчĕ те пуль, анчах шухă ача, кĕпер патне çитсен, йăпăрт çеç куçран çухалчĕ. Макар, тĕлĕнсе, урлă-пирлĕ пăхкаларĕ. Кĕпер леш енчи халăха курсан, тем юнаса мăкăртатрĕ те каялла танккарĕ.
Рамаш пӳрте пырса кĕрсенех ашшĕ асăрхарĕ ăна:
— Рамаш, эс купца пулап терĕн вĕт. Ак сана — ухăрь купца. Ташла! Çак кĕвĕпе ташлаймасан, купца пулаймастăн!
Рамаш вырăнтан хускалмарĕ. Пĕр вăхăт тутине сик-теркелесе тăчĕ-тăчĕ те йĕрсе ярас пек сасăпа:
— Ташламастăп, — терĕ. — Унта, ав, Пăсара Макарĕ Марье инке çинче ташлать...
Усĕрĕлнĕ ашшĕпе хăнасем Рамаш куççульне курмарĕç, унăн сăмахĕсене те илтмерĕç. Кăяш Тимкки ура çине сиксе тăчĕ, ачана алăран çавăтса, пӳртрен тухса кайрĕ.
Тайман Сахарĕ ывăлĕпе тусĕ тухса кайнине сисмерĕ. Вăл хăйĕн калаçакан машинипе калаçса юлчĕ:
— Мĕн пулчĕ сана, ухмах? Чăвашла юрлама пĕлместĕн. Вырăсла та чипер юрлами пултăн. Тепĕр хут ярса пăхас-им?
Машини малтан чиперех пуçлать: «Ехал с ярмарки ухарь купец, ухарь купец, удалой...» Çапла юрласа ярать те, малалли «Молодец» сăмаха ниепле те çавăрса калаймасть, «мо-ло... мо-ло... мо-ло» тесе хуçине йĕкĕлтеме тытăнать. Миçе хут çĕнĕрен пуçласан та, çав «мо-ло, мо-ло-ран» иртеймест.
— Тем çитмест ăна, Сахар хăта, — терĕ вара пĕр вырăсла пĕлекен чăваш. — «Мало, мало» тесе кăшкăрать вĕт, сахал çавăртăн пуль. Тата çавăрса пăх-ха.
Хуçа çилленсе çитрĕ, граммофон аврине вăйпа çавăрма тытăнчĕ. Вара лакпа сăрланă ещĕкре темĕскер çат! турĕ те вĕреçĕлен пек чашкăрса илчĕ...
Çав вăхăтра Кăяш Тимкки, ача сăмахне хăвăрт ăнланса илнĕскер, Рамаша алăран çавăтса, кĕпер урлă чупса каçнă. Чулçырма çыннисене самлейсене пĕлнĕ пекех лайăх пĕлет çав ăнăçсăр çын. Пăсара Макарĕ кăшт сыпсанах арăмне хĕнеме тытăнать.
Эх, мăнтарăн хĕрарăмĕ, мĕн чухлĕ тӳсетĕн эсĕ! Хăçан-ши сан шăпу çăмăлланĕ?..
Çапла шухăшласа пыракан çын çумри ачан алли чĕт-ренине сисрĕ. Ачи халь-халь макăрса-çухăрса ярас пек. Пăсара Макарĕ урам варринче хăрушшăн курăнса выртакан Марье инкене çаплах çӳçĕнчен туртса каллĕ-маллĕ сĕтĕрет. Рамаш ĕсĕкле пуçларĕ. Тимкка ачана пуçран шăлчĕ те, Рамаш аллине вĕçертсе, малалла чупрĕ.
Шалтикаса кайман е унтан таврăннă кӳршĕсем аякран пăхса тăраççĕ, пырса хутшăнма хăраççĕ курăнать. Кăяш Тимкки, чупса çитсенех, Пăсарана пилĕкрен çавăрса тытрĕ. Лешĕ, ӳсĕр пулин те, палларĕ ют ял çыннине, вăйлă ытамран вĕçерĕнме тапаланса кăшкăрчĕ:
— Сан мĕн ĕç пур кунта, ристант! Ан çыхлан луччă, каллех тĕрмене хуптарап сана.
Малалла ĕçсем хăвăрт пулса иртрĕç. Тимкка чышки-семпе сулкалакан çынна хулпуççи çине çавăрса хучĕ те картишнелле утрĕ, лере ăна тăм кĕлете кĕртсе пăрахрĕ, алăкне тул енчен çаклатса хучĕ. Лешĕ унта тулăксăр çуйăхма тытăнчĕ...
Тимкка урама чупса тухрĕ те вилнĕ пек выртакан хĕр-арăм ал тымарне хыпашласа тупрĕ, урамра тăракан çын-сене хăй патне чĕнсе илчĕ
— Пулăшăр-ха, тăванăмсем, Марьене пӳрте йăтса кĕрсе вырттарар.
Мĕскĕн хĕрарăма йăтса кĕрекенсем тупăнчĕç. Вара Кăяш Тимкки Рамашпа канаш тытнă пек калаçа пуçларĕ:
— Халь тата мĕн тăвăпăр-ха? Куçминккана пульницана леçсе хăварăттăмăр — çул çинче вилсе кайма пултарать. Акă мĕн тăвăпăр: чуп, Рамаш, ман сăран хутаçа илсе кил, кĕлетре вăл...
— Пĕлетĕп, — терĕ те Рамаш кил еннелле тапса сикрĕ.
Самлей чăвашĕ вара хапха умне пухăна пуçланă çынсемпе калаçма тытăнчĕ:
— Мĕскĕн Марьене вилĕмрен çăласчĕ, тăванăмсем. Кам та пулин лаша кӳлсе Лешеккине кайса килĕр-ха. Ятрус учителе илсе килĕр. Вăл çеç Марьене çăлма пултарать.
— Чухлатпăр. Унран лайăх тухтăр тĕнчере çук. Унăн кашни çын валли вилĕ шывпа чĕрĕ шыв пур, — терĕ таçтан килсе тăнă юмахçă Шатра Микка. — Эп кайса килĕттĕм те, лашам çук. Кӳршĕсем пурте лашисене улăха янă пуль.
Тахăшĕ аса илчĕ:
— Ара, Макарăн хăйĕн лаши килтех пулмалла. Анчахрах вăл таçтан тĕрлеттерсе таврăнчĕ.
— Мĕн таçтанĕ! Хупахранах ĕнтĕ, — мăкăртатрĕ Марье пекех упăшкинчен шар куркаланă, пĕтĕрĕнчĕк сăнлă хĕрарăм.
— Кӳлĕр, кӳлĕр лашине. Макартан хăраса ан тăрăр. Эпĕ ответлă пулăп, — васкатрĕ çынсене Кăяш.
— Юрĕ. Эпĕ те ответлă пулăп вара, — терĕ картишнелле ярăннă юмахçă.
Ĕçсем çапла майлашкаланă çĕре Рамаш сăран хутаç йăтса килчĕ. Вара Кăяш Тимкки пӳрте кĕчĕ.
Рамаш урама юлчĕ, çынсем калаçнине итлесе тăрать.
— Тĕнчере пĕр ырă çын та пулин тупăнчĕ.
— Кам вăл, ăçтисем?
— Кăяш Тимкки, Самлей чăвашĕ. Анчахрах тĕрмерен тухнă, тет.
— Мĕншĕн тĕрмене лартнă-ши çавăн пек лайăх çынна?
— Халăха лайаххи влаçшăн начар пулать. Усал ĕç тунăшăн лартман ĕнтĕ. Ахальтен мар Кăяш ятлă вăл. Кăяш тени пушкăртла хĕвел тени пулать. Пушкăртсем çапла ят панă ăна. Усал çынна ун пек ят памĕччĕç. Рамаш çак сăмахсене ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...