Кушкă ачи :: Раштав
— Эсĕ мана пупа кăларасшăн мар-и, Тиек тете? — ыйтрĕ Иван, кулса.
— Начар-им? Пупа халăх тăрантарать.
Тиек сăмахĕсем Иван пуçĕнчи шухăшсене арпаштарса ячĕç. Çак çынран ялта нумайăшĕ кулнине лайăх пĕлет Иван, ун хăтланчăкĕсем, чăнах та, култармаллипех култараççĕ, анчах вăл пурăнăçа хăйле ăнланнине Иван пĕлменччĕ-ха, çапла калаçнине халиччен илтмен те. «Пупа халăх тăрантарать», — терĕ. Халиччен Иван пурлăх телейрен, тăрăшнинчен, харсăрлăхран килнине ĕненнĕ. Таврари улпутсем пуян, паллă ĕнтĕ, мĕн чухлĕ пуян, çавăн чухлĕ тухăçĕсем нумай вĕсен. Турă çапла тунă.
— Улпутсене кам тăрантарать? — кăсăкланчĕ Иван.
— Вĕсене те халăх тăрантарать, ачам, — хуравларĕ Тиек.
— Эсĕ, Тиек тете, мĕншĕн улпут пуласшăн тăрăшмастăн? — ыйтрĕ Иван, çав вăхăтрах кулса ячĕ: хăй ыйтăвĕ хăйне ытла кулăшла пек туйăнса кайрĕ. Тиек — улпут! Ха-ха-ха! Сасартăк чĕрине шеллев туйăмĕ çавăрса илчĕ, намăсланса хĕрелсе кайрĕ Иван. Чăнах, вырăнлă мар ыйту. Пысăк çынран кулни пулчĕ. Тĕнчере пурте улпут пулсан?! Кам тырă акса ӳстерĕ?
— Хурах пулас килмест! Хурах пулмасан, пурлăх никĕсне никам та хураймасть, — терĕ те Тиек мунчана тепĕр хут çапăнма кĕрсе кайрĕ.
Нумай пĕччен ларчĕ Иван мунча пăлтăрĕнче, нумай япала çинчен шухăшларĕ. Тĕнче пурнăçне ăнланма хĕн çав. Акă ялта улпут çук, пурте утелни çыннисем, хăйсем çапах та пĕр тан пурăнаймаççĕ. Кам харсăр ĕçлет, çав авантарах пурăнать, теççĕ ял çыннисем. Нивушлĕ пуянсем харсăр çынсем мар? Хурахлăх пурлăх парать пулсан?! Çук, хурахлăхшăн тĕрмене лартаççĕ, Çĕпĕре яраççĕ. «Алăра пӳрнесем пĕр тан мар, çынсем те çавăн пекех, турă çапла тунă», — теме юратать Баратынский.
Ачасене ирĕксĕрех тепĕр хут çапăнтарчĕç те, вĕсем вара шыва кĕрсе тумланчĕç.
Мунча кĕрсе тухнă хыççăн Пахумсем каçхи апата хатĕрленеççĕ. Пӳртре тĕттĕм. Наçтаç вучахран хăйă тивертсе хăйă чиккине хĕстерче! Хурăн хăййи тикĕс çунмасть, чĕрĕ пулас, çатăртатать, пӳрт ăшчиккине пĕтĕмпех çутатаймасть.
— Раштав каç шăши куçне çутса ярăр-ха, çăвĕ ытлашши пĕтес çук, нумай лармăпăр, — терĕ ыранхи икерчĕ валли кăмака умĕнче чуста лăкаса тăракан Алтатти.
— Хăйă та çитĕ, апат тăвасси алă ĕçĕ тăвасси мар, — хуравларĕ Униç.
Иван Пăрăнтăка апат-çимĕç илсе çӳрекен кушелтен хутпа чĕркенĕ япала кăларчĕ.
— Иван канфет илсе килнĕ! — хĕпĕртерĕ Наçтаç.
— «Улпутăн» укçине ниçта хума çук пулĕ! — чĕнмесĕр чăтаймарĕ Униç. — Шăлсăр тăрса юласран та хăрамасть.
Иван, илтмĕш пулса, хут ăшĕнчен лампа кăларчĕ те сĕтел çине çутса лартрĕ.
— Ах тур-тур, мĕн пулчĕ сирĕн унта? Пӳрте вут хыпмарĕ-и? — сехрине хăпартрĕ шалти кĕтесри Алтатти.
— Иван лампа илсе килнĕ! — аллисене çупрĕ Наçтаç.
— Уншăн пĕр сурăха суттарать пулĕ-ха! — тарăхрĕ Униç.
— Анне, ан пăшăрхан! — лăплантарать Иван Униçе. — Пĕр пус укçа та кирлĕ мар. Савăтне çутă шăвăçран Кавриле тете туса пачĕ, чĕнтĕрĕпе калпакĕ шкултан кăларса пăрахнă лампăран, тăрпине Алексей Иванчă парнеленĕ укçапа илнĕ.
— Ай, çутă та! Капла чĕнтĕр çыхма та май пур! — савăнать Наçтаç.
— Чиперех çутă вĕт! — пырса пăхать тĕлĕннĕ Алтатти. — Вучĕ те мĕкĕлтетмест. Мĕн-мĕн тума пĕлмест этем!
— Хăйăпа пӳрт ăшăнать, — парăнмасть Униç.
— Те ăшăнать, те тĕтĕм кăларать, — хутшăнчĕ чĕнмесĕр ларакан Энтри. Сассинчен хĕпĕртени паллă. — Иван çутă илсе килчĕ пире!
Вĕренни — çутă, вĕренменни — тĕттĕм! — терĕ Кĕркури. Пахумсем лампа çутипе каçхи апат тăваççĕ. Тиекпе Йăкăнат та сĕтел хушшинче лараççĕ. Тахăшĕ Иван тĕлĕнтермĕшĕ çинчен сăмах сарнă: кас çыннисем кĕре-кĕре тухаççĕ, ахлата-ахлата тĕлĕнеççĕ, мĕнле çутса сӳнтермелли çинчен Ивана тĕпчеççĕ, кашни çав япалана илесшĕн ĕмĕтленет.
— Ну, Иван, пĕтĕм яла тапратса ятăн эсĕ! — ырлать аслашшĕ.
— Çĕнĕ çутă илсе килчĕ пирĕн Иван, — пĕлтерет кашни килекене хĕпĕртенĕ Наçтаç.
Кăшт тăрсан кăмăлĕ çаврăннă Униç çапла каларĕ: «Ку çутăпа улăм çине ӳкнĕ йĕпе те шыраса тупăн! Пăянам, Ивана хăймаллă турăх лартасчĕ, ăна вăл питĕ юратать!»
Тиек те килне кайма васкамасть-ха, ыттисемпе пĕрле çăка чечек чейне лĕрплеттерсе ларать. Акă вăл куркине ӳпĕнтерет те пăрçа пысăкăш юлнă сахăр катăкне курка тĕпĕ çине хурать: сĕмсĕр тесе ан шутлаччăр.
— Сахăра мĕскертен тăваççĕ-ши, ыйтса пĕлесчĕ. — тет вăл. — Килте тума муй çук-ши? Тăкакĕ пулмĕччĕ. Питĕ тутлă япала. Мана пыл тата тутлăрах пек... Чей ĕçме ландрин текенни перекетлĕ, çăварта час ирĕлмест, пĕр катăкĕпе чей ĕçсе тăранатăн ..
Сӳпĕлтетет Тиек ăна-кăна, те калаçăва сӳнтерес мар тесе, те юриех ниçта та васкамасăр. А, сăлтавĕ пур иккен унăн, сăмахне пуçлама хăяймасăр ларнă хыççăн, ачасене ыран ирех хăйпе пĕрле раштав кĕллине каласа çӳреме ӳкĕтле пуçларĕ. Ун шухăшĕпе, виççĕн тухсан, питĕ лайăх пулмалла, кĕллине Пăрăнтăкри чиркӳри пек юрлĕç, итлекенсем ăнтан кайĕç. Çăнăхне пĕр михĕрен кая пухас çук, тен, ытларах та, кашнине пĕрер пăтавкка тиветех, сутсан йӳнеçмелĕх укçа пулать.
Ачасем килĕшмеççĕ, шикленеççĕ: Кушкăра халиччен никам та раштав кĕлли каласа çӳремен, çынсем килĕсене те кĕртмĕç, хуса яракансем те тупăнĕç, йытăсемпе те вĕслеттерĕç, тата Иванпа Йăкăнатăн хăйсен ĕçĕсем пур.
— Мĕн тăвăн çамрăксемпе! — тарăхрĕ Тиек. — Эпĕ сире вырăна хурса сĕнтĕм, эсир мана кăмăлламастăр иккен. Эх, ăçта пире тăла питпе кулач сутакансен ретне! Эсир çур улпута тухнă, пирĕн пеккисенчен йĕрĕнетĕр. — Çапла каласа, кăмăлсăр тухса кайрĕ вăл.
Ирхине вĕсем Тиек юррипе вăранчĕç: вăл раштав кĕлли калама тухнă-тухнах иккен. Вăл юрлакан кĕлле ăнланма майĕ те çук, тĕрлĕ кĕлĕрен илнĕ сăмахсене хăйне май хуçкалать кăна. Кĕввине те вăл хăй шухăшласа кăларнă пулас.
Иван асламăшĕ Тиек миххине пĕр ăскăч çăнăх ячĕ, хăйне лартсах çитерчĕ.
Кун каçипе тиек миххине темиçе хут та килне кайса пушатрĕ.
Иван чĕринче шеллев туйăмĕ ӳсет. Килтисене мĕнле пулăшмалла-ши? Мĕнле пулăшмалла-ха кушкăсене? Çутта кăларасчĕ халăха.
Шухăшĕ татах хуçалăх çине çаврăнса ӳкрĕ. Пӳрчĕ тăвăр хăйсен. Путексемпе пăру валли ăшă вите лартмалла. Вĕренсе тухса яла таврăнас пулсан, Иван килтисен пурнăçне урăхларах туса янă пулĕччĕ, ялйышсем, вĕсене кура, кивĕ йăласене пăрахмалла. Пуçлăх пулсан, кашни килте шурăлла кăмака тума хушĕччĕ, хăйă вырăнне лампăсем туянтарĕччĕ.
Иван шартах сикрĕ: мĕнле укçапа? Тупмалли юмах тупсамне тупатăн, пурнăç ыйтăвĕсене хуравлама хĕн çав...
Раштав та иртрĕ, çĕнĕ çул каçĕ çитрĕ. Алтатти пĕр купа юсман пĕçерчĕ, пĕр тăм тирĕк йăвача çупа ăшаларĕ. Хĕллехи кун питĕ кĕске, хĕвел хăпарса çитичченех анма тытăнать, çапах та çĕнĕ çул каçне кĕтекен Иваншăн кун питĕ вăрăм пек туйăнса кайрĕ. Аран-аран кĕтсе илчĕ вăл лăпкă, сивĕ, таса пĕлĕтлĕ çĕнĕ çул каçне.
Матви Иванĕпе Йăкăнат килчĕç. Иванпа Наçтаç тумланчĕç, тантăшĕсемпе пĕрле урама тухрĕç.
Тăваттăшĕ те анкартине кайрĕç. Кунта юр тип-тикĕс выртать, пĕлĕтрен кăвак сĕм çапнă, унта-кунта шăши йĕрĕсем тĕрлекеленнĕ. Юр çине месерле ӳке-ӳке, мĕлкесем хăварчĕç çамрăксем. Ирхине мĕлкесем çинче хулă йĕрĕçем пулсан, мăшăрĕ вĕтекенни пулать.
Юлашкинчен кив капан патне пырса шăлĕсемпе улăм пĕрчисем туртса кăларчĕç. Ивана пучахлă улăм пĕрчи лекрĕ.
— Пĕлĕт мĕнле çавăнта? — ыйтрĕ аслашшĕ, ачасем урамран кĕнĕ-кĕмен.
— Çăлтăрлă! — харăс хуравларĕç Иванпа Наçтаç.
— Çăлтăрсем нумай-и?
— Лăк-тулли!
— Пăрçа лайăх пуласса, — терĕ аслашшĕ, кăмăллă пулса. — Турă патăр ĕнтĕ! Пăрçа вăл пирĕншĕн хаклă япала: яшка та, пăтă та, кукăль те, икерчĕ те, салма та пашалу та. Пăрçаран пурте пулать.
Пахумсен килĕнче çап-çутă. Анчах, кăмакана тахçанах хутса-сӳнтернĕ пулин те, тĕтĕм-сĕрĕм шăрши тăрать. Çапла пулмалла та: тĕтĕм пĕренесене витĕр витнĕ.
— Мĕншĕн кăмакана шурăлла тумалла мар? — пысăк çын пек каларĕ Иван. — Пăрăнтăкра пурте шурăлла пурăнаççĕ.
— Тĕрĕс калать Иван, — терĕ аслашшĕ, çиме пăрахса. — Чăвашсем нумайăшĕ тĕтĕмпе, таса мар пурăннипе куç чирĕпе чирлесе асапланаççĕ пулĕ. Çăва тухсанах кирпĕч çапса çĕнĕ кăмака хывас пулать.
Энтри те ашшĕ майлă пулчĕ, Мушкеевсен пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Униç, çиллине пытараймасăр, çапла мăкăртатрĕ: «Иван пирĕн саççим пăсăлнă. Каларăм, шкулта ăна çынлăхран кăлараççĕ тесе. Улпутах тухнă: супăньпе çăвăнать. Уншăнах вырăсла кăмака хывмалла тата. Лашана, выльăх-чĕрлĕхе суттарĕ, улпутла пальтопа çӳресшĕн пулса. Вĕçнех çитетпĕр».
— Çитĕ! — кăшкăрса пăрахрĕ Кĕркури. — Иван тĕрĕс ĕмĕтленет: халăх тĕтĕмпе ан сывлатăр, лампăпа пурăн-тăр, супăньпе çăвăнтăр, тыррине çителĕклĕ акса ӳстер-тĕр. Эх-хе-хе, — тарăн сывласа илчĕ, — турă пулăшнипе çĕнĕ пурнăçа курасчĕ-ха, унччен вилес марччĕ. Ĕмĕр-ĕмĕрĕпех утелни йĕркипе улпутсен пусмăрлăхĕ ан пултăрччĕ! — Юлашки сăмахĕсене шăппăн каларĕ. — Ивана ан тивĕр. Çăва тухсан, эпĕ ăна шкултан илсе килетĕпех. Тавтапуç турра, вулама, çырма, хисепе пĕлет. Ялта пысăк çын пулса тăрать-ха вăл. Шăпи телейлĕ пултăр. Урăхла пурăнма ĕмĕтленни питĕ лайăх! Эпир çынсем-çке! Ĕмĕтленмесĕр пурăнни пурăнни мар!..
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...