Кушкă ачи :: Картишĕнче


Лайăх вырăнта лараççĕ Ивансем, Вăта кас варринче, хĕвеле хирĕç. Урама тухсан, касс тăршшĕпех курăнать; Тӳпе, Самаракав çулĕ, Пĕччен хурама, Салмалав арманĕ. Чăваш Таяпи, айккарахри тутар ялĕсем ывăç тупанĕ çинчи пекех. Атăл вăрманĕ лайăх палăрать. Çывăхра, Кăнна леш енче, Таяпа хирĕнче, Ырсем тĕми пур. Кукăль евĕрлĕ вăл, çумĕнче — шурлăх, ватă йăмрасем лараççĕ. Çав йывăçсене никам та пырса пернеймест, турачĕсене хуçма та хушмаççĕ: пĕлекен çынсем каланă тăрăх, юн юхать, тивекенни пилет е чирлесе ӳкет. Пĕр енчен, хăрушă тĕме; тепĕр енчен, çав тери илемлĕ тĕме. Çăва тухсан, Таяпа каччисемпе хĕрĕсем кашни вырсарникун вăйă калаççĕ çавăнта, уяв тумĕсемпе чечексем пек курăнаççĕ. Кушкă çамрăкĕсем те. Кăнна урлă каçса, таяпасемпе хутшăнса, вăйă калаççĕ. Çав тĕм çинче каччăсемпе хĕрсем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, евчĕсене ĕç тупса параççĕ.

Ешĕл курăнать ял Ивансен умĕнчен: хутлăхсенче авăссем, хурамасем ӳсеççĕ, çырма тăрăх йăмрасем кашласа лараççĕ. Вĕсене авал кам лартса хăварнине никам та астумасть.

Ивансен пысăк картиш. Пĕчĕк картишне выльăх-чĕрлĕх çумăрта наччас çăрать, уярта та типĕ вырăн сахал пулать. Ĕне аякĕ тислĕк çинче выртса хытса кайнă пулсан, хуçинчен кулаççĕ, ăна наян теççĕ. Ивансен картишĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн, чăх-чĕпшĕн, хур-кăвакалшăн çителĕкле вара. Тата ăна шăлсах тăраççĕ.

Паян картиш варрине Алтатти пӳртрен сĕтел илсе тухса лартрĕ, сĕтелне çиттипе витрĕ, хăпарту хучĕ, пĕр тирĕк юсман лартрĕ, чарапа пăс кăларакан пăри пăтти йăтса тухрĕ, хăпарту çумне шăнăçтарчĕ, лартнă япаласене тепĕр сĕтел çиттипе витрĕ те шухăша кайрĕ. Хăй тĕллĕн мăкăртатать: «Тата мĕн тумаллаччĕ-ха? Эх, ватă пуçăм, мĕн шухăшланине мансах пырать. Аçа çаптăр, уйран тума турăх илсе тухмаллаччĕ вĕт, çавна манса кайнă. Кин, Наçтаç!»

Картишĕнче никам та çук, пӳртрен тухакан пулмарĕ. Алтатти, хăй тĕллĕн мăкăртата-мăкăртата, тирĕк тытса анкарти еннелле тухса кайрĕ. Çав вăхăтра Хура Караçка картишĕ енчен çатан çине чăпар автан вĕçсе хăпарчĕ, пĕр аяккипе те тепĕр аяккипе çаврăнкаласа пăхрĕ Ивансен картишне, унтан çуначĕсемпе лап-лап тутарчĕ те авăтса ячĕ. Ăна хирĕç анкарти енчен Ивансен автанĕ хуравларĕ. Çавна илтсенех пĕтĕм кас автанĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса авăтма тытăнчĕç. Кӳршĕ автанĕ Ивансен картишĕнче хуçи çуккине курчĕ те тӳрех сĕтел патне пычĕ. «Кăăк, кăăк», — калаçса илчĕ вăл хăй тĕллĕн. «Аван, аван», — терĕ-тĕр. Шанчăклă пултăр тесе, тепĕр хут йĕри-тавра пăхса илчĕ, татах авăтса ячĕ. Анкартинчен Ивансен автанĕ сассине илтсен, сĕтел çине сиксе улăхрĕ те сăмсипе сĕтел çиттине лӳчĕрке пуçларĕ.

Çав пăхăтра калинккерен Униç кĕчĕ, пăхкаларĕ-пăхкаларĕ те, картишĕнче çын çуккине курсан, урамран Пăрккана чĕнсе кĕртрĕ. Пăшăлтатса калаçаççĕ, Паркка çамрăк хĕрарăма васкатать: «Пăравуртарах çаврăнкала хăшпĕр ĕçре мĕн чухлĕ хатарлăх ӳсет».

— Халех, халсех, Пăркка аппа. Ах, мур илесшĕ! — автанне сăсăрлантарчĕ хăй. — Сана мар, сан мар, Пăркка аппа!

Икĕ хĕрарăм унталла-кунталла пăхса илчĕç те кĕлет питне васкарĕç.

— Кăмăла тупнă пултăр! — терĕ Пăркка.

— Тумаллине тусан, кăмăлсăр юлмăн, Пăркка аппа! — хуравларĕ Униç, кĕлет алăкĕнчен кĕрсе.

— Тумаллине тăвăнăр, авăрсан çăнăх пулать! — ĕнентерет Пăркка Униçе.

Униç пир тăрăхĕ илсе тухрĕ, Пăрккана тыттарчĕ. Леш çавăркала-çавăркала пăхрĕ, лӳчĕркесе сăнарĕ, хулăнăшне пĕлчĕ, пир витĕр хĕвеле пăхрĕ, унтан тиркесе каялла тыттарчĕ.

— Йĕтĕн пирĕ мар ку, — терĕ вăл. — Эсĕ мана мĕн хыт кукарла тӳлетĕн вара?

Униç тепĕр хут кĕлете кĕрсе урăх пир тăрăхĕ йăтса тухрĕ.

— Эсĕ вĕрент ĕнтĕ, тархасшăн, вĕрент, Пăркка аппа, — йăлăнать çамрăк хĕрарăм.

— Вĕрентĕп, вĕрентĕп, Униç, — йăпатать Пăркка. — Ачасăрри хуйхăрать, ачалли макăрать. — Пир тăрăхне саппунĕ айнĕ чикрĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ: кам та пулсан курасран хăрарĕ пулĕ.

Униç пăшăлтатать: «Мĕншĕн çав асапа тӳсме тивнĕ-ши? Ухмаха тухас патне çитнĕ: ют юна тăрантар-ха. Çитменнине, ваттисем юратаççĕ çав ачана, Энтри те питĕ юратать».

Пăркка кашни кун çав ачана йывăр ĕçлеттерме канаш парать, чăваш килĕнче темĕнле ĕç тупма май пур.

— Ахаль те йывăр ĕçсĕр лартмастăп шуйттана, вăл, пур, имшеркке пулсан та, чирлесе выртман, хырă пек тăсăлса ӳсет, мур илесшĕ, — тарăхать Униç.

— Хĕненĕ чухне çурăм шăмминчен тӳнккемелле, асатпа пĕтсе лартăр, — канаш парать Пăркка.

— Сан, Пăркка аппа, пĕр-пĕр курăк çук-и? — ыйтрĕ сассине чĕтретсе Униç.

Пăркка унталла-кунталла пăхкаларĕ, хăранă сасăпа пăшăлтатрĕ:

— Кай-ка-кай, тĕрмене ларас килмест! Шикленмелли çук, тухатнипех пĕтет-ха вăл.

— Çук, эпĕ ун çинчен мар, — тарăхать Униç. — Пĕр-пĕрне юраттаракан, пĕр-пĕрне курайми тăвакан курăксем пур тенине илтнĕччĕ. Çав вăрăм тăсланкăна аслашшĕпе асламăшĕ малашне ан юраттăрччĕç. Энтри те ан юраттăрччĕ. Çапла тума май пур-ши? Кам пĕлет, тен, Иван Энтриренех. Ун амăшĕ — Наçтиç çинчен халăх хушшинче тĕрлĕ сăмах...

— Çылăха ан, кĕр! — пӳлчĕ Паркка Униçе. Сăмах çулне пăрса ячĕ. Ивăна Пăркка хăй патне илме хатĕр, ача-пăча çук унăн, ят çĕрĕ пулĕччĕ, Энтрипе калаçса пăхсан аванччĕ те.

— Çук, вăл килĕшес çук, — чĕтрет Униç. — Хăй кăкăрĕ сĕчĕпе Ивана ӳстернĕ Суеççĕ Хветĕрĕ арăмне те паман вĕсем! Эсĕ, Пăркка аппа, çав Энтри пуçне çавăр-ха, — йăлăнать çамрăк хĕрарăм. — Вăл мана кăна юраттăр, эпĕ уншăн хĕр пуçăма шеллемерĕм, тăван ачи-пăчине кăна юратмалла ту, çав ют çын ачине курайми ту.

Пăркка ун пек япаласене çăмăллăн çĕнтерет, анчах вăл ахалех пулмасть, çăкăр-тăварсăр калаçни чĕрене пымасть çав.

Униç паянах мĕн ыйтниие пама хатĕр, нимĕн те шеллесе тăрас çук. Калаçса татăлчĕç икĕ хĕрарăм.

— Алтатти ăçта? — ыйтрĕ Пăркка.

— Чӳклеме хатĕрленет пулмалла, паян ыраш акма тухасшăнччĕ, — терĕ Униç.

Пăркка сĕтел çиттине уçса пăхрĕ, тутине çуласа илчĕ, унтан саппун айĕнчи пир тăрăхне майласа килне васкарĕ. Кунта вăл тепĕр хут кăшт тăрсан килĕ-ха, ăна Алтатти стариккине эмеллеме нумайранпа тархаслать ĕнтĕ.

 

Пĕччен юлнă Униç хăй тĕллĕн турра кĕлтăвать: «Эй, турăçăм, хăтарсам мана çав чунтан. Эсĕ ăна ятне каламасăрах пĕлетĕн. Ил ăна хăв патна. Ача чунĕ çылăхсăр, вăл тӳрех сан патна рая пырĕ. Эпĕ ăна усал сунмастăп, каçар мана, эпĕ ăна рая йышăнмашкăн тархаслатăп. Илтсем ман мĕскĕн кĕллине! Апла тумасан, хуса кăларччăр, эпĕ килĕшетĕп».

Униç тăп чарăнчĕ: сасăсем илтĕнсе кайрĕç. Хапхаран Матви Иванĕпе Иван курăнсанах, вăл пӳрте кĕрсе кайрĕ. Иван хăй тунă урапапа шыв витри туртса килет. Кушкăра чаплă çăл пур. Кашкăр лапне çитеспе çыран айĕнчен шыв тапса тухать. Çавăнта валак лартнă. Çав çăла шыв ăсма пĕтĕм ял çӳрет: ытла тутлă шыв, инçе çӳремеллине те пăхмаççĕ. Иван хăш чухне унта кунне темиçе хутлать. Саккăрти ачана тулли шывпа витре йăтса килме çăмăл мар, çавăнпа Иван урапа тунă.

Иван шыв витрине пусма çине лартрĕ те çул çинче пуçланă халапне малалла ярать.

— Хайхи, виçĕ çулхи вăкăрне вăрласан, Имшерккене улпут хăй патне чĕнтерет, — илтĕнет Иванăн уçă сасси. — «Ну, вăрларăн, эппин, вăкăра?» — тесе ыйтать Имшерккерен. «Вăрларăм!» — хуравлать Имшеркке. «Маттур, Имшеркке!» — мухтать улпут, виçĕ тенкĕ укçа парать, çав вăхăтра хăй çак вăрра епле тс пулин тытасчĕ тесе шухăшлать, ăшĕнче чунтан тарăхать: ку ача улпутран ăслăрах курăнать-çке-ха. «Ман чаплă урхамаха вăрлайăн-и тата?» — тесе ыйтать вăл Имшерккерен. «Вăрлатăп!» — хуравлать лешĕ. «Вăрласан, урхамахĕ хăвăн, лексен тĕрме, Çĕпĕр», — хăратать улпут.

— Имшерккене нимĕн те мар вăл. — пӳлчĕ Матви Иванĕ.

— Эсĕ ан чăрмантар-ха, итле! — тарăхрĕ Иван.

— Итлетĕп. Эсĕ хитререх кала, итлеме кичем ан пултăр. Улпучĕ Глинка пулман-ши?

Матви Иванĕн халапĕсенче яланах паллакан çынсем тĕл пулаççĕ, пĕрисене хурлать вăл, тепĕрисене мухтать, хăшĕнчен кулать те. Иван тусĕ йăлине пĕлет, çавăнпа ун юлашки сăмахĕсене хăлхине те чикмест, халапа малалла ярать:

— Хайхи Имшеркке шап-шурă кĕпе йĕм тăхăнать те кăнтăрлах витене кĕрсе кункăра айне пытанать. Каç пулать. Тĕттĕмленет. Пурте çывăрма выртаççĕ, хуралçăсем кăна сыхăра тăраççĕ; улпут çывăрма хушман. Çур çĕр çитет. Сасартăк вите алăкĕ уçăлать те шап-шурăскер картишне урхамаха çавăтса тухать. Хуралçисем шарламасăр пăхса тăраççĕ. «Тăрр, тăрр, сана уçăлма илсе тухас-ха!» — тет Шурри, урхамахне мăйĕнчен çупăрласа. «Хĕртсурт, хĕртсурт!» — пăшăлтатаççĕ хуралçисем, хăйсен вырăнĕнчен сикме хăраса. «Тăрр, тăрр, картишĕнче чуптаркаласа çӳрем-ха, уçăлтарам-ха сана!» — ачашлать урхамахне Шурри. Унччен те пулмасть, урхамах çине уталаса ларать те хӳме урлă сиктере парать...

— Имшеркке вăл аслă çын пулнă курăнать, — тет Матви Иванĕ, чаплă халапçă.

— Эсĕ малалла итле, — кăшкăрать хĕрсе кайпа Иван. — Вăл улпут тӳшекне, укçине вăрлать.

— Вăрă пулнă-и вара вăл? — юриех ыйтать çак халапа питĕ лайăх пĕлекен Матви Иванĕ.

Иван Имшерккене вăрă тесе хисеплемест: вăл улпута куçкĕрет тавлашса ĕçне тунă, пуяс тесе тăрăшман. Улпутпа Имшеркке хушшинче тавлашу пынă: кам çĕнтерет, кам ăслăрах?

Матви Иванĕшĕн кам ăслăраххи паллă. Вăл çав Имшерккене Глинкăпа тавлаштарĕччĕ. Çав патвар пысăк хырăмлă Глинкăна асăнсан, иккĕшĕ те ахăлтатса кулса ячĕç. Вут çилхеллĕ çӳрен лашине витинчен Имшеркке илсе тухас пулсан, мĕн тăвеччĕ-ши Глинка!

Ачасем хĕрсе калаçнă вахăтра Алтатти нӳхрепрен турăх илсе таврăнчĕ, тирĕкне сĕтел çине лартрĕ, автан хускатнă сĕтел çиттине тӳрлетрĕ те ачасене Наçтаçа чĕнсе тухма хушрĕ.

Матви Иванĕ хатĕр, вăл çатма çинчи пулă пек йăшаланса илчĕ те çавăнтах пӳрте чăмрĕ.

Алтатти мăнукĕ çине тăрăхласа пăхрĕ: ача авалхи йăлана пăснă. Халапа ăна çулла мар, хĕлле, хĕрарăмсем кĕнчеле авăрланă вăхăтра, яраççĕ. Шĕвĕ пуçлă çав Иван, çавна та пĕлмест халиччен. Эх-хе-хе, ваттисем асăрхаттарнисене хăлхине те чикмест. Çулла халап яракансене упа çиет, тет.

— Кушкă таврашĕнче упасене курнисене калаçмаççĕ, асанне, — хуравларĕ Иван.

— Пихампар хушсан килет вăл, ялах кĕрет! — терĕ асламăшĕ.

Çук, ăна Иван ĕненсех каймасть. Акă вăл миç çул çулла халап ярать, нимĕн те курман. Выртмара тата ачасем ялан халап яраççĕ.

Матви Иванĕпе Наçтаç тухрĕç. Пӳртре вĕсем хушшинче тавлашу пуçланни паллă: йĕкĕт пуçне уснă, Наçтаç куçĕсем çиçĕмле çиçеççĕ. Алтатти курмăш пулчĕ пулас, хĕре кашăксем илсе тухма хушрĕ.

— Ăçта кашăксем? — ыйтрĕ Наçтаç.

— Самсу айĕнче! — хуравларĕ Алтатти. Çамрăк хĕр пӳртри япаласем ăçта тăнине пĕлменни ăна кӳрентерет. Хĕрарăм пулмалли çын-çке. Эх, хальхи хĕрупраç! Кашăк ăçта пулмалла — пĕрмере.

— Лайăхрах пăх. Наçтаç, хăй çутса пăх, тĕттем вĕт, — кулать Матви Иванĕ.

— Ан мăшкăлла, Иван — хура чикан! — хуравларĕ Наçтаç.

— Наçта — таçта, йӳçĕ чуста! — терĕ те Матви Иванĕ кулса ячĕ.

Ачасем калаçса ларнă вăхăтра пусма çине Униç тухрĕ те Ивана кĕлетрен çăнăх йăтса кĕме хушрĕ. Матви Йванĕ тусне пулăшма хатĕр, анчах ăна Униç çилĕллĕ асăпа чарчĕ: çăнăхĕ унта пĕр пăтавккаран ытла мар, асат хуçас çук. Пысăк Ивана килне кайсан та пымалла. Çăкăр вăл çăвара кăпăклантарса ларнипе пулмасть.

— Эсĕ хăш аякки çинче выртнă, Униç инке? — кулкаласа ыйтрĕ Матви Иванĕ.

— Сана пĕрех! — шăл витĕр каларĕ Униç.

— Пĕрех мар, Униç инке, — килĕшмест Матви Иванĕ. — Эсĕ сылтăм аякку çинче çывăрнă.

— Çывăрнă пулсан?..

— Сылтам хул айĕнче пурăнакан ангелсене пусарнă эсĕ, сулахай хул айĕнче пурăнакан шуйттансене ирĕк панă, çавăнпа çавсене итлетĕн те, — ăнлантарать Матви Иванĕ.

Шавламасăр итлесе тăракан Алтатти вăрттăн лăх-лăх кулать, кинне çиллентерес мар тесе, чĕлхеллĕ йĕкĕте ятлама хăтланчĕ: «Эсĕ, Пысăк Иван, пĕтĕмпех йĕререн тухнă!» — терĕ вăл.

Униç нимĕн те каламарĕ, лач сурчĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ. Кĕлетрен Иван тухрĕ, çăнăх миххине аран-аран йăтса пырать, унталла-кунталла тайкаланать.

— Пысăк Иван, мĕн пăхса тăратăн, пулăш тусна! — мăнукне хĕрхенсе каларĕ Алтатти.

Матви Иванĕ тусĕнчен миххине ирĕксĕр туртса илсе пӳрте йăтса кĕрсе кайрĕ.

— Хамăр Иван, аслаçуна ертсе тух! — хыçалтан кăшкăрать Алтатти. — Наçтаçа васкат тата, темскер кĕçеленсе тăрать çавăнта. — Хăйпе хăй калаçать: — Харсăр ача пирĕн Иван. Мĕн-мĕн кăна тумасть вара! Ытлашши те ĕçлеттеретпĕр пулĕ, шеллесе куççуль тухать хăш чухне.

Алтатти саппунĕпе куçне шăлса илчĕ. Наçтаç кашăксем илсе тухрĕ. Асламăш ăна кĕçеленсе тăнăшăн вăрçасшăнччĕ ĕнтĕ, анчах кашăкĕсене çуман пулнă иккен, чăрманса тăмалла пулнă. Вара Алтатти хĕрачапа çинче вăрлăх савăракан ашшĕне чĕнсе килме хушрĕ.

— Пысăк Иван, сирĕн пыл касман-и-ха? — ыйтрĕ Алтатти Матви Иванĕнчен.

— Касман-ха, — хуравларĕ лешĕ.

— Аçуна кала-ха, пыл касма каяс умĕн систертĕр. Эпир Иванпа пырса курăпăр, — терĕ Алтатти.

Матви Иванĕ хăй килсе систерме пулчĕ.

Ивансен хăйсен те вуникĕ тунката вĕлле пур, хурт пахчи те Матвисеннипе юнашар, анчах халĕ, Кĕркури суккăрланнă хыççăн, Алтатти хăй хурт пăхма вĕренесшĕн.

Иван аслашшĕне çавăтса тухрĕ. Энтрипе Наçтаç та анкартинчен таврăнчĕç. Кĕркури сĕтел патне пычĕ. Вăл ывăлне сывлăшĕнченех палларĕ.

— Вăрлăх тиерĕн-и, Энтри? — ыйтрĕ вăл.

— Тиерĕм! — хуравларĕ Энтри кĕскен. Пуçĕнчен ун темскерле шухăш пурри паллă.

— Миçе пăтавкка? — ыйтрĕ Кĕркури.

Энтри вунпилĕк кунтă шутланă иккен, сăвăрнă чухне çил çуккипе тарăхса çитнĕ. Икĕ хуçа хушшинче хăш анаран акма пуçламалли çинчен сăмах пырать. Кĕркури лаптакран пуçлама канашлать, çав ана маларах акнине юратать. Кĕтӳ кăлариччен калчи кĕççеленсе çиттĕр, унта выльăх-чĕрлĕх ытла нумай çӳрет кĕркунне. Энтри хăй те çапла шухăшлать.

— Иван, ăçтарах-ха сĕтел? — çепĕççĕн хыпалать Кĕркури.

— Ак кунта, асатте! — аллинчен тытса çавăтса пычĕ Иван.

— Пурте пухăннă-и?

— Кин тухман-ха, — пĕлтерчĕ Алтатти.

Кĕркури ывăлĕ сывланă еннелле пăхрĕ те: «Ăс лайăх алăра çеç якалать, ачам!» — терĕ. Ывăлĕ килĕшрĕ. Ашшĕ калас сăмахне малалла калать: «Пирĕншĕн шăнкăрчă йăвинчен тухса ӳкнĕ чĕпе ан пултăр!»

Çак сăмахсем Ивана питĕ кулăшла туйăнчĕç: шăнкăрчă чĕпписем тахçанах ӳссе çитĕнсе йăвисенчен вĕçсе тухса кайнă. Мĕн çуйланать аслашшĕ?

Ашшĕ тимлĕн итлссе тăракан Ивана ыталаса илчĕ, мухтарĕ:

— Хытă ӳсетĕн, Иван, маттур эсĕ!

Пӳртрен тухнă Униç, упăшки Ивана ыталанине курса, шăлне çыртрĕ, çӳхе тути курăнми пулчĕ, хитре хĕрарăм тĕссĕрленсе кайрĕ. Сĕтел патне пырса упăшки çумне ларнă чух, те юриех, те ăнсăртран, Ивана чавсипе аванах тивертрĕ. Энтри арăмĕ çине тăрăхласа пăхрĕ, çилленнине кăтартмарĕ: чӳк умĕн-çке.

— Кĕттерни аван мар! — терĕ вăл арăмĕ кăна илтмелле.

— Ĕçсĕр ларман, — мăртлатрĕ Униç. — Кăвас хутăм. Хăвăрах çăкăр ыйтăр!

Хирĕç чĕнекен пулмарĕ: нӳрлĕ юр çинче муклашкана ан йăвалантар, вăл ӳссе пыратех.

Алтатти Матви Иванне сĕтел хушшине чĕнчĕ. Леш йăлăнтарса тăмарĕ, тав турĕ те тусĕ çумне пырса ларчĕ. Кĕркури ура çине тăчĕ. Ыттисем те тачĕç. Сасă кăларакан çук. Пурте авалтанах ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан йăласене чĕререн хисеплеççĕ. Ан хисепле-ха! Ун чухне телейлĕ пулас çук: çын чирлеме пултарать, выльăх-чĕрлĕх вилме пултарать, тырра-пулла ăрша ĕнтсе ярать е пăр çапса каять.

Кĕркури мăйăхне сăтăркаласа илчĕ, çемçен ӳсĕрсе пырне тасатрĕ, кĕлтума пуçларĕ:

■ Страницăсем: 1 2 3