Хĕн-хур айĕнче :: Салтаксен тискерлĕхĕ


Вĕсем те халь çук.

 

Офицер

Мĕскершĕн эс тартрăн вăл йытăсене?

 

Текей

Нимпе чарма çук... тарчĕç инçене...

 

Офицер

Тараççĕ тен,э?

Вĕрентĕп сире!..

Апла-тăк, тавай вунă пуç така!

Халех тăрантар мĕнпур салтака.

 

Текей

Халех нулаймасть: кĕтӳ çук, — уйра.

Таçта халăхпа вăл тарнă, ара...

Текей, вырăсла пĕлнĕ-пĕлментен,

Унпа калаçса йĕрĕннĕ улпут,

Пуçне сулласа, пăрнать Текейрен

Хура мăйăхне шăлса ик-виç хут,

Хывать шлепкине, утать ярăнса.

Хăрах алли ун саблипе вылять.

Ак вăл, пĕр кана утса çаврăнса,

Тăрать те хаяр сасăпа пуçлать:

— Рот-та-а-а, смирно-о!

 

Слушай мою команду...

Ĕшеннĕ, лӳппер тăлпан салтаксем

Командăпа харăс тӳрленчĕç чăнах.

Вĕсенĕн, улма пек, чармак куçĕсем

Улпучĕ çине тĕллеççĕ хытсах.

Хĕрӳ офицер карать çăвара;

Вăл хăй отрядне, килтен кил кĕрсе,

Яла тĕппипех хушать тустарма.

— Кам лекнĕ алла, ăна сĕтĕрсе

Тӳрех ман пата! — тет вăл кăшкăрса.

Выçă салтаксем — хавас приказа.

 

Пĕр-икĕ самант... мĕнпур пек салтак

Чăл-пар! саланать пуш ял хушшине.

Улпут-офицер — ĕшеннĕ шăм-шак, —

Кĕрет канмалла Алапит килне.

 

Хĕвел кĕç анас пек. Шенкер тӳпере

Шăваççĕ сайран кăтра пĕлĕтсем.

Вăш-вăш çил вĕрет хĕвел анăçрен.

Хуллен чӳхенеççĕ йывăç тăррисем.

Яла тĕппипех тусса пĕтерсен,

Пур пек салтаксем — каллех пĕр çĕре.

Ватă капралсем ăнман ĕç çинчен

Параççĕ рапорт пуç-офицере:

— Ваш высокороди!.. Эсир хушнипе

Ухтартăмăр йăлт, килрен кил ватсах.

Анчах никам çук... тупмарăмăр çиме...

Пӳртсем, хуралсем пурин те пушах!

Мĕн тума хушан? — тет ватă капрал.

 

Çиллес офицер тăмасть шутласа,

Пуçлать вăл хуллен:

— Тĕп пулĕ ку ял...

Ил вунă салтак. Икшерĕн ярса,

Тивретĕр ăна пилĕк кĕтесрен.

Кĕллентĕр тĕппех! — терĕ офицер.

 

Хыçра тăракан Текейпе Итрен

Тăнлаççĕ кăна: — Ах, Итрен, мĕскер?

Яла вут тĕртес темест-и... Эй-эй?!

Пĕтетпĕр, ах тур!.. Айта, тилмĕрер, —

Сас хушрĕ чĕри тапраннă Текей.

 

Пыраççĕ вĕсем офицер умне.

Лараççĕ кăпăрт! чĕркуççи çине:

— Ваше плахороть!..Хĕрхенĕр пире...

Ялĕпех çунтарсан та,

Хăвар ик киле!..

(Ӳксе пуççапаççĕ.)

Ак сирĕн валли

Пулать çимелли...

 

Хаяр офицер кăшт сиввĕн кулса:

— Чăваш та чăваш! — тет çеç вĕсене.

Итренпе Текей — шари! çухăрса,

Ача пек йĕрсе чупрĕç килсене.

 

Нумай та тăмасть, Кушлавăш çинчен

Унтан та кунтан сăр тĕтĕм палкать.

Кĕçех ак — хĕлхем... çулăм пур енчен,

Ялт-ялт! сикейсе яла вăл хуплать.

Вут-çулăм яла хыпса иличчен

Команда шăвать кӳршĕ ял енне.

Çерем çинчи чăрăш тăлăххăн, пĕччен

Кашлать, чыхăнать йӳçек тĕтĕмпе.

■ Страницăсем: 1 2