Хĕн-хур айĕнче :: Кил-йышне çăлма
Çăра çам вăрман. Шултра юмансем
Лараççĕ çилпе хуллен шавласа.
Вĕсем хушшинче «лашман каскисем»1
Выртаççĕ шӳсе, мăкпа хупланса.
Кунтах ак капмар юман тункати.
Ларать ун çинче хай «таркăн» Чакка;
Хĕрӳ шухăшсем пуçне пĕçертни
Кансан та, канлĕх памаççĕ ăна.
«...Кил-йышăм! Кил-йыш ман!.. Мĕскер
вăл тӳсет?
Хам пуçăм пĕтсен те — çăлам кил-йышне..
Ах, ку, хăçан-ха каç пулса çитет!
Шырап, — тупăпах вĕсен тĕрмине...
Тупсассăн çăлăп, тен», — шухăшлать
Чакка.
Анчах, чылайччен куçне хупманскер,
Тата паян та утса ырнăскер,
Шутланă çĕртех вăл каять ыйăха.
Ырмасăр? Паян вăтăр çухрăма
Пĕр çулсăр, луç пек, тухнă вăл утса!
Çапла килнĕ чух çатра та çырма
Нумай ăна пӳлнĕ çулне картласа.
Чакка ыйхăпа нумай канаймасть:
Çуммах пĕр пакша пат! сиксе анни
Сасартăк ăна вăратса ярать...
Инçех те юлман хĕвел анасси.
Пĕрре хăй тавра пăхайса илсен,
Ак вăл умĕнчи каскана тĕллет;
Капмар йывăçа касса янинчен
Чакка, хăй çинчен мансах, тĕлĕнет:
«Ай-ай, шеремет лашман çыннисем,
Мĕнле-ши тӳснĕ катăркă ĕçне?!
Ик-виççĕр çулхи патвар юмансем
Тӳчлетнĕ вĕсен пуртти каснипе!
Калатчĕ-çке-ха Тевенеш мучи:
Макратчĕç, тет, çав лашман чурасем.
Аптратнă ĕнтĕ ун чух та патши.
Паллах, асапран макăрнă вĕсем...
Мĕн чухлĕ юман карапсем тума
Турттарнă ун чух Хусан çывăхне!.
Ак каснă кăна — илсе тухайман...
Эх, ĕмĕр хĕн-хур пирĕн пеккине!»
Пĕр тапхăр хытсах тĕлĕнсе илсен,
Чакка ак каллех хăй çине куçать.
Хĕвел аннă чух тăрать вăл хуллен,
Лашман çулĕпе уй енне утать.
Каç пулнă. Тĕттĕм. Тăпах сĕм вăрман.
Пĕр шăпчăк анчах янрать сĕмлĕхре.
Çанталăк тӳлек, ăшă тăнăран
Шав вăрăм туна сĕрлет тĕттĕмре.
Ак çак сехетре, вăрман тĕпĕнчен
Тухать хай Чакка Кушлавăш уйне;
Тухать вăл çулсăр, пĕр сассăр, пĕччен.
Тухать те ларать, пăхать ял енне:
Анчах савнă ял ăна курăнмасть, —
Малта вăл, хура лапам тĕпĕнче.
Çыврать уй, — канать, çапах шăп
тăмасть:
Е йытă-качка ханклать ял енче,
Е ак айламра, çырма тĕпĕнче,
Шыв-шур шарлатса сикни илтĕнет;
Унтах шапасем — пĕве хӳринче
Асса туй туни пек тякăльтетет.
Е тĕттĕм, сикми тӳлек сывлăшра
Çара çерçи вĕлт! вĕçет пуç çинчен.
Анчах ку сассем каçхи вăхăтра
Пĕр майлă тăлăх, хăватсăр, пĕччен...
Ларать-ха Чакка, канать вăл, итлет,
Таттисĕр шухăш тухмасть ун пуçран.
Нумай та иртмест — пуçне вăл çĕклет:
Илтет ак сасă — пĕр юрă таçтан.
Юрлать çын пĕччен — малти улăхра.
Чакка лараймасть, хавассăн тăрать, —
Тӳлек тĕттĕмре тăсакан юрра
Кĕвви-сăввипех тытса вăл çăтать.
«Шăнкăр-шăнкăр сиксе, ай, шы-ыв ю-ха-ать —
Çул çинчен мар, анча-а-ах, ай, чу-у-ул çинче-ен;
Çамрăк ĕмĕр ирте-ет, кун-çу-уль вас-ка-ать,
Ырлăх-сумлăхпа ма-ар, — хĕн ху-ушшинче-ен;
Урать çилĕ, тула-ать, вăрма-ань ка-шла-ать,
Тата темскер ха-алĕ-ĕ çăва-асси-и пу-ур;
Хĕсет саккунь, хĕсе-ет, — халă-ăх макăра-ать.
Тата темскер умр-а-а кура-асси-и-и пу-ур?..»
Юрри хурлăскер, янрать йынăшса;
Унăн авкаланчăк кĕвви-çеммисем
Патри айлăмран шăранса тухса
Юхаççĕ тавра. Тĕттĕм кĕтессем
Тăнлаççĕ шăппăн çак юрра кăна.
Чакка та çаплах тăнларĕ ăна;
Унта туллиех пурнăçри хĕн-хур.
Пуçри хуйăха, ăшри хурлăха
Ак уншăн пекех шăратать ку юрă.
Ак вăл чăтаймасть, васкать улăха,
Хай юрă юхса килен çĕрелле,
Курать — кăвайтă çиçет хĕмпеле.
Хавассăн утать Чакка вут патне.
Çывхарчĕ. Унта — чылай çын мĕлки...
Юрри чарăнать. Вăйлатрĕç вутне.
Палларĕ Чакка: Лярук ав, Мики!..
— Эй, тăванăмсем, юрлатăр хĕрсех!..
Лашасемпе пуль выртатăр кунта?
Аван-и? — терĕ Чакка çитсенех.
Тĕлĕннĕ çынсем шăп пĕр саманта.
— Чакка-çке!!! Аçтан? Тарса-и? Мĕнле?..
— Шăллу каласаччĕ сан çинчен ялта...
— Эх, Чакка, ĕнтĕ тинех пĕтмелле...
— Апшурни камант2 çиет вĕт кунта!..Вун-вуникĕ çын — выртма çыннисем,
Вун тĕрлĕ чĕнсе тĕпчеççĕ унран.
Чакка пĕлтерет. Ун сăмахĕсем
Кĕске те пулсан тытаççĕ чунтан,
Калаçнă чухнех, ĕшеннĕ Чакка
Ĕçме-çимелли ыйтать вĕсенчен.
Параççĕ сĕтпе тип çăкăр ăна;
Çиет вăл — тĕпчет кил-йышĕ çинчен.
Лярук
Йышна паян ир янă кантура, —
Халь ĕнтĕ вĕсем кантур тĕрминче.
Ачу сан кунтах, халь — хунямура;
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...