Хĕн-хур айĕнче :: Хуптĕрлӳ
Ик вăрăм салтак чупать ун патне.
Пĕри çитсенех çапать кăшкăрса,
Антрарĕ Чакка, — ваштах сулăнать.
— Ут!..— теççĕ ăна. Чĕнмест вăл, утать.
Ем-ешĕл ĕшне, хунав пуснăскер;
Унта — лашасем, ик-виç пушă лав,
Пĕр ушкăн салтак, çар пуç-офицер;
Вĕсем хушшинче юлхавлă йăслав.
Кунтах Чакка лавĕ ларать пĕр енче.
Ун лавĕ тавра çич-сакăр салтак;
Тайпи, Ятарин вĕсен умĕнче
Тăраççĕ хытса, — минтренĕ йăлтах.
Çар пуç-офицер — яштак, вăрăмскер, —
Хăрах аллипе хĕçне сулласа,
Тепринпе çӳхе шлепкине тытса,
Тăрать ĕшнере сивлек те синкер...
Çемçен вĕрекен çурхи ăш çилпе
Вĕçет ун çамки çинчи сарă çӳç;
Пăхать хăй йăлт-ялт хурчка куçĕпе,
Хистет кĕтӳне — чурасен кĕтӳç.
Пĕр ушкăн салтак — салху салтаксем —
Ĕшне хĕрринче тăраççĕ сĕнксе;
Леррех виçĕ çын, чăваш лавăçсем,
Лараççĕ пăш-пăш сăмах пĕçерсе.
Ак çак ĕшнене илсе кăларсан,
Чакка таркăна çемйипе пĕрлех
Офицер умне тăратрĕç малтан;
Кунта ак ăна пуçларĕç çимех.
— Ну-ка, лавçăсем, камсем ку çынсем?
Пахом-и, паллăр? — терĕ офицер.
Пĕлместпĕр эпир... эпир хиртисем1...—
Тет пĕр лавăçи, сар сухаллăскер.
— Пахом-и эс е?.. Ăçта ыттисем? —
Хаяррăн хĕсет яштак офицер.
— Эп Кудей çынни, — тет Чакка имшер.
Офицер
Ялу кирлĕ мар!.. Енле вăл сан шӳт?!
Кала: ăçта пур тата вăрттăн хӳт?
Чакка
Ытла та аслă ку хура вăрман, —
Ун пысăкăшне виçсе илме çук...
Пăлан пек — каскăн Пахом утаман,
Ăçта вăл паян — ăна пĕлме çук...
Офицер
Пĕлетĕн... халь çеç вĕçтерчĕç вĕсем...
Айта, тупса пар; тупмасан — пĕтен!
Чакка
Таçта вăл çӳрет — епле эп пĕлем?
Эп хусахсемпе пĕрле çӳремен...
— Ан суй!..— кăшкăрать кăра офицер,
Якăшт! кăларать йĕннинчен хĕçне:
— Калан-тăк кала, — чăннине пĕлтер!
Тунатăн пулсан, касап чĕлхӳне!
Чĕнместне тата? Ак сана! ак! ак!.. —
Тискер офицер хĕççи тӳртĕшпе
Чаккана хыттăн çапать шак та шак!
Тайпи: — Ах! — тесе хуплать пит-куçне,
Ярать çухăрса мĕн вăй çитиччен.
Улт-çиччĕ çапсан, тĕршĕнет Чакка.
— Калатăп... ан çап! — терĕ вăл хуллен.
Уçланкăри шав каять аякка!
Йĕрет, йынăшать сĕм вăрман хушши,
Шăв-шав ӳснипе тăрать янрашса...
— Кала хăвăртрах: ăçта?.. Ну, мужик? —
Хĕсет офицер шăртлансах пырса.
Чакка
Чылай каймалла вăрман-шурлăхпа...
Хĕр-шыв2 леш енне халь тарчĕç вĕсем...
Тупатпăр, — терĕ Чакка тарăхпа.
Чĕтреççĕ унăн алли-урисем.
— Айта, тупса пар! Халех илсе кай!
Пахом шайккине тытма пулăшсан,
Тивместпĕр сана... Пул эс пирĕн май, —
Хистет офицер, çилли çаврăнсан.
«Юрать-çке, илĕрт, ĕненĕп сана», —
Шутларĕ Чакка, пуçне кăшт сĕлтсе.
Анчах хăй унтах урăх сăмахпа:
— Кăтартăп, айтăр...— тет ĕнентерсе.
— Каятпăр халех!..— терĕ офицер.—
Кун пек чух хастар, маттур пулмалла.
Тăшман тенине часрах пусмалла...
Каяр!..— терĕ вăл. Салтаксем имшер,
Вĕсем хавас мар вăрман тĕпнелле:
Сĕм-сĕм ют вăрман вĕсемшĕн — шӳ-шӳ!
Анчах мĕн тăвас?! Мĕскер темелле?
Пуçлăх мĕн хушать — пултăр килĕшӳ!
Çар пуçĕ кăшт çеç шухăша каять.
Унтан вăл хăвăрт хушусем парать:
— Ак ку çӳп-çаппа леçес кантура...
Пĕр лав, ик салтак: Скворцов! Васильчук!
Асатăр халех кусене унта...
Асту, çул çинче ниçта тартас çук!
Вĕçтерĕр халех!.. — терĕ офицер,
Чакка çемйинчен уйрăлса утса.
Чакка ăш-чикне хĕртет ак темскер, —
Вăркать вăл, паллах, инкеке туйса.
— Ваше благороди, çемьене хăтар...
Хама хуть тем ту, вĕсене эс яр! —
Тесе йăлăнать Чакка çар пуçне.
Анчах офицер ăна итлемест,
Ярать кантурах Чакка çемйине.
Пĕр чун пек çемьен тĕвви сӳтĕлет...
— Утланăр харăс, — пурте юртăпа! —
Кăшкăрчĕ хыттăн хастар офицер.
Команда сасси вĕçет вăрманпа.
Каш! кашлать сĕмлĕх. Ун ăшĕ синкер.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...