Хĕн-хур айĕнче :: Уес хулинче
Хĕвел тухас умĕн, тул çутăлнă чух,
Пăлхавçăсем илчĕç мĕнпур хулана.
Ниçта та никам хирĕç тăни çук.
Чинавниксем тарнă тӳлек вырăна.
Çемйи-мĕнĕпех пурте каçхинех
Пытаннă вĕсем мăнастир хӳтне;
Пăшал тытаканĕ кунта пĕтĕмпех
Тăрса халь вырнаçнă стена хыçсене.
Çар пуçпе исправник1 ăçтине пĕлсен,
Пăлхавçăсем пычĕç мăнастир патне.
Ăна хупăрларĕç вĕсем пур енчен,
Каçса кĕме тăчĕç стена картишне,
Анчах ĕç тухмарĕ кунта хăвăртах —
Çак çӳллĕ стена леш енне каçма:
Нумай манахсем те шалтан, кăшкăрсах,
Пуçларĕç вутпа та чулпа ывăтма...
Пăлхавçăсем чакрĕç, чакрĕç шăпланса,
Мăнастир тавра ункă пек тăрса.
«Кĕме май килмест-тĕк, шывсăр аптратса
Эпир çĕнтеретпĕр», — терĕç тарăхса.
Никам та пĕлмест-ха — епле, хăçанччен
Ку крепăç тавра вĕсен тăмалла?
Анчах тĕлĕнтерчĕ: пăлхавăр çинчен
Мĕнле, кам систернĕ пит хăвăрт капла?
Кайран кăна пĕлчĕç хула çыннинчен,
Тахçан тӳре2 пулнă пĕр ват старикрен:
Хăрушă пăлхавăр хускавĕ çинчен
Влаç пĕлнĕ иккен пĕр посыльнăйран.
Ĕнер каçпа çеç вăл, юланутпала
Çил-тăвăл пек хăвăрт вĕçсе çитнĕскер,
Пĕлтернĕ:
«...Пахомка килет кунталла.
Вĕсем каçхинех ак çитеççĕ, эхер!
Туссем манăн пĕтрĕç...
Кантура вут тĕртрĕç...
Хама тытасран
Хăтăлтăм аран...» —
Тесе пĕлтерет те посыльнăй унтах,
Сехри хăпса хыттăн ырса çитнĕскер,
Çĕре персе аннă пĕр ăнсăр пулсах.
Старик шучĕ тăрăх, кунти аслă влаç
Хăрушă пăлхавăр çинчен систерме
Çынсем те ăсатнă таçта тĕттĕм каç.
Анчах вăхăт мар-ха унтан шикленме.
Чакка хăйпе пухрĕ пĕр ушкăн маттур:
Энтри, Ятарин, Мики, Карачур, —
Эшкер3 вăйлă йĕкĕт — хаяррăн пырса,
Тĕрме хапхине тăкать аркатса.
Лумпа, чукмарпа та çапса е хирсе
Вĕсем уçса ячĕç мĕнпур алăка.
Пĕр пӳлĕм алăкне хирсе çĕмĕрсен,
Шăнках хытса тăчĕ хумханнă Чакка.
Унта, тумхахланнă урай варринче,
Тăрать чалхăрса шур пуçлă старик, —
Улт-çичĕ ĕшенчĕк хресчен хушшинче
Тăрать вăл хастарлăн — Тевенеш старик!
Чакка хăлаçланчĕ, ячĕ кăшкăрса:
— Мучей! Эс сывах-и? Эх, мучей! — тесе,
Хавассăн та шавлăн ыткăнса пырса,
Ăна ыталарĕ, йăтрĕ çĕклесе...
Часах чĕнеймерĕ тĕлĕннĕ старик.
Шывланчĕç ун ватă таса куçĕсем.
Вĕри туйăм тулчĕ, пăлханчĕ ăш-чик.
Çыхланчĕ чĕлхи те, чĕтреç аллисем.
Чакка
Мĕскершĕн чĕнместĕн? Мĕн пулчĕ, мучи?!
Е чул пек хытарчĕ сана çак тĕрме?
Ăнлан: пирĕнте халь чул тĕрме уççи.
Сире кăларатпăр паян ирĕке.
Хула пĕтĕмпех — пирĕн алăра.
Мĕнпур пуçлăхсем — хăйсем тыткăнра!
Тевенеш
Мĕнле килсе кĕтĕр? Мĕнле майпала
Çĕнтертĕр ылханлă вăя — усала?
Чакка
Эпир халь пит йышлăн. Вăй-хал пирĕн пур.
Çĕкленчĕ вуник ял. Кĕлленчĕ кантур...
Тевенеш
Кантура çунтартăр?! Ку питĕ аван!
Апла-тăк пăлхавăр тапранчĕ пулсан,
Мĕнпур вăйпала халь ăна сармалла.
Вăл сарăлтăр хăвăрт йĕри-тавралла.
Чакка
Шанатпăр ял хыççăн ялсем тăрасса,
Пăлхавăр пушарĕ таçтах сарласса.
Тевенеш
Шанни вăл — сахал. Ĕçне тумалла.
Йĕри-таврипех çынсем ямалла.
Ку юрĕ-ха, чим... Мĕнле ял-йышсем?
Мĕнле-ши сывлаççĕ ман тăлах чунсем?
Чакка
Ял-йышăмăр тĕрĕс. Нумайăшĕ манпа.
Çемйӳ те сывах-ха. Ăна Пахомпа
Парсаччĕ пăртакçă эпир çимелли.
Çемйӳшĕн лăплан эс: пулать мĕн кирли...
Эпир шикленсеччĕ, мучи, сан пирки.
Мĕнле шĕкĕлчерĕ тискер суд йĕрки?
Тевенеш
Кĕтмен курасса эп хĕвел çутине,
Çакса вĕлеретчĕç ыран-виçмине...
Чакка
Ну, çăлтăмăр... Куншăн эп питĕ хавас!
Лавсем пирĕн пур... Ыран е паян,
Пăртак каннă хыççăн, сана ăсатас...
Тевенеш
Киле? Уйăрасшăн мана хăвăртан?
Чакка
Киле çав, килне... Тата мĕн кĕтсе
Кунта пурăнасшăн?.. Кан, килне çитсе!
Тевенеш
Пур халăх пушарĕ ӳссе пынă чух
Çак пысăк ĕçрен эп тăрса юлас çук!..
Чакка
Мучей! Эсĕ ватă, ĕшеннĕ этем...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...