Кĕмĕл кĕпер :: Эпилог
Халăх ĕмĕчĕ вилĕмсер...
Ваттисем калани.
Çакăнпа кĕрешӳ чарăнман-ха. Аслă хула Пӳлер çунса кайни, патша вилни халăх парăннине пĕлтермен. Пиксемпе паттăрсем, мăрсасемпе пӳлевсем ăçта çитнĕ унта халăха пуçтарнă, вĕренӳ çулĕ çине тăма чĕннĕ. Улăх вырăнсенче, сĕм вăрмансен варринче, тусен хушшинче çĕнĕрен те çĕнĕ çарсем йĕркеленнĕ, вĕсем тискер тутар-монголсен çаратса çӳрекен çарĕсене ăçта килнĕ унта ним юлми пĕтернĕ, тăшмана кун паман.
1241 çул.
Хĕвеллĕ ăшă çу кунĕсем.
Сăваплă Чӳклету çинчи вăрман сукмакĕпе Кĕçĕн Çарăмсан еннелле иккĕн анаççĕ — вăрăм кĕпе тăхăннă, аллине туя тытнă хĕрĕхсене çитсе пыракан хĕрарăм тата вуннăсенчен иртнĕ çара уран ача. Нимрен хăрамасăр хăюллăн утаççĕ вĕсем. Ту çинчен анса çитрĕç те çакскерсем монголсен сĕнтĕрĕ тăракан çĕре тухрĕç. Кунта икĕ теçетке яхăн тăлланă ут, виçĕ юрттă. Малти юрттă умĕнче лаптак сăмсаллă монгол аламанĕ: хĕçне пилĕкĕнчен çакса янă, аллипче — вăрăм сăнă.
— Чарăнăр! — кăшкăрса ячĕ монгол, хĕрарăмпа ачана курсан. Пайцза пур-и?..
Лаптак сăмсаллă аламан хĕрарăмпа ачапа аллинчи сăннипе хăмсарчĕ. Хĕрарăм пĕрре те хăранине кăтартмарĕ, хĕвĕнчен монголсем паракан йывăç паллине кăларчĕ те монгола пачĕ.
— О-о, халиччен никам çĕнтереймен Супетей пайцзи! — пуç тайса каларĕ монгол. — Ăçта каяс тенĕ унта кайма пултаратăр. Ниçта çӳреме те сире чару çук.
Хĕрарăмпа ача, сĕнтĕр тĕлĕнчен иртсе, çунса кайнă Пӳлере кĕчĕç.
— Ку енчи пайĕ — Кĕçĕн хула, çырма леш енчи пайĕ — Аслă хула, — ăнлантарса калама тытăнчĕ хĕрарăм, Пӳлер çине йĕри-тавралла кăтартса. — Çак çырма хулана икĕ пая пайланă. Çырма урлă каçса çӳреме виçĕ кĕпер пулиă. Вĕсенчен чи чапли — Кĕмĕл кĕпер.
— Халь пур-и вăл? Çунса кайман-и? — ыйтрĕ ача.
— Юлашки кăна юлнă. Пĕтĕмпех çаратса пĕтернĕ. Акă, эпир ун урлă каçса Аслă хулана кĕрĕпĕр. Кĕмĕл кĕпер ку енче те питĕ хаяр çапăçу пулнă. Аппупа йысну тăшмансене çапса çĕмĕрнĕ. Анчах çав хушăра тăшмансен ытти текĕрчĕсем Аслă хулана çунтарса янă. Аçу та унта пуç хунă.
— Ун çинчен эсĕ мана темиçе те каласа панă, — терĕ ача. — Кала-ха, эсĕ ху ăçта пулнă ун чухне?
— Аслă хулара. Çавăнпа унта мĕн пулнине пĕтĕмпех пĕлетĕп.
— Эппин, атя, Кĕмĕл кĕпер урлă каçар та Аккермане кĕрер, — чĕнчĕ ача.
Хĕрарăмпа ача çуннă хула урамĕсемпе малалла утрĕç. Часах вĕсем çунса кайнă сарлака кĕпер тĕлне çитрĕç.
— Çакă ĕнтĕ вăл Кĕмĕл кĕпер, — терĕ хĕрарăм.
Ача çырма урлă хунă тимĕр хата йывăç пăрăхсемпе пĕренесене тыта-тыта пăхрĕ.
— Ниçта та кĕмĕл çук, — терĕ куляннăн.
— Монголсемпе тутарсем пĕтĕмпех çаратса пĕтернĕ, — ăнлантарса пачĕ хĕрарăм. — Çак пăрăхсемпе пĕренесене те, кĕпер юписене те, хăмасене те ун чухне кĕмĕлпе витнĕччĕ. Питĕ хитре кĕперччĕ ку. Тĕррисем, ӳкерчĕкĕсем мĕн тери хитреччĕ. Эпĕ пĕтĕмпех астăватăп.
Çаратса-çунтарса янă Кĕмĕл кĕпер урлă каçса, ачапа хĕрарăм Аслă хулана кĕчĕç.
— Патша керменĕ те пĕтĕмнех çунса кайнă, — терĕ хĕрарăм пысăк чулсем сапаланса выртакан тĕле çитсен. — Акă, хула лапĕ. Ун хыçĕнчи пысăк çурт — аçун керменĕ.
Ача, чарăнса тăрса, кермен юлашкисене питĕ нумайччен пăхса тăчĕ.
— Аттепе аннене ăçта пытарнă? — ыйтрĕ юлашкинчен.
— Атя, кăтартатăп, — терĕ хĕрарăм.
Патша керменĕн мал енчи хапхинчен маларах кăшт çеç палăрмалăх тĕмеске. Ăна курăк витсе кайнă.
— Патшапа элпикене çакăнта пытарнă, — терĕ хĕрарăм. — Анчах асту, ун çинчен никам та пĕлмелле мар. Атту монголсемпе тутарсем вĕсен ӳтне чавса кăларса мăшкăл кăтартма пултараççĕ.
Ача тĕмеске çинчи икĕ курăка татса илчĕ те хĕвне чикрĕ.
— Аттепе аннене асăнмалăх, — терĕ.
Ача та, хĕрарăм та пĕр тапхăр нимĕн чĕнмесĕр тăчĕç.
— Саврăш-паттăра ăçта пытарнă? — ыйтрĕ ача.
— Çакăнтах, — юнашар тĕмеске пекрех вырăна тĕллесе кăтартрĕ херарăм. — Унпа пĕрле тата пайтах пăлхар паттăрĕсем...
— Сан ачуна ăçта пытарнă? Айпăлата...
— Ашшĕпе пĕрле, — юхса аннă куççульне аллипе шăлчĕ хĕрарăм.
— Сирĕн вара урăх ачасем пулман-и?
— Çук. Турă мана çапла сана, кăнар-тиккине пăхса ӳстерме упранă пулĕ. Асту, нихăçан та ан ман: эсĕ — кăнар-тикки, пĕтĕм пăлхар халăхĕн турă панă патши.
— Патша пулма ӳсмелле-ха манăн, — терĕ ача. — Вара монголсене тата сутăнчăксене çĕнтермелле. Аслă Пӳлере те, ытти пăлхар хулисене те çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла.
— Ку ĕçе эсĕ тăватăнах, — терĕ хĕрарăм. — Эпĕ шанатăп...
— Аппапа йысна пулнă пулсан... Халĕ эпĕ сĕм тăлăх...
— Сĕм тăлăх мар, — килĕшмерĕ ача. — Эпĕ пур санăн.
— Мĕншĕн эсĕ паян куна çитсе те аппапа йысна ăçта вилнине каламастăн? Тен, вĕсем чĕрĕ пуль?
— Çук, — хурланса каларĕ хĕрарăм. — Чĕрĕ мар çав. Малтан йысну вилнĕ, Анат Атăлта. Аппу вара Урал тăвĕсем хушшинче.
— Атте паттăрĕсемпе пикĕсенчен вара никам та, никам та юлман-и?
— Пуянпа Тинекку вилнĕ, — терĕ хĕрарăм. — Аçу вилнĕ хыççăн икĕ çул ытла çапăçнă вĕсем тăшманпа. Анчах çĕнтереймен çав... Упи-паттăр пурăнать, теççĕ.
— Ăçта? — пăлханса ыйтрĕ ача.
— Атăл леш енче. Унта Çавал ятлă пысăк юханшыв пур. Çав тăрăхра.
— Тен, тата ытти паттăрсем те пур пулĕ?
— Сăкăт-паттăр та сывах теççĕ. Вăл та Атăл леш енче. Тата çурçĕрте, Чепца шывĕ хĕрринче те пур вĕсем, пăлхар паттăрĕсем. Вĕсем пурте Пеçерман ятлă мăрса тавра пĕрлешнĕ теççĕ. Вĕсем пурте пĕтĕм пăлхарсен кăнар-тиккийĕ ӳссе çитсе вĕсене хăй элемĕ айне чĕнессе кĕтеççĕ.
— Ака, тупа тесе калатăп: ӳссе çитетĕп те эпĕ вĕсене пурне те хам ялав айне чĕнетĕп, — çирĕппĕн каларĕ ача. — Чи малтан сутăнчăк Парăç-Пăрăнтая тытма хушатăп.
— Çав самант çитессе кĕтсе илесчĕ, — ассăн сывларĕ хĕрарăм. — Капета мĕнле вĕлернĕ, çавăн пек вилĕм пултăрччĕ ăна. Капет вăл питĕ путсер сутăнчăк пулнă. Парăç-Пăрăнтай хӳрешки.
— Капета мĕнле вĕлернĕ вара? — кăсăкланса ыйтрĕ ача.
— Вăл питĕ ылттăншăн çуннă. Ылттăншăнах халăха сутнă. Çавăнпа, ăна тытсан, пырĕнчен шăратнă ылттăн ярса вĕлернĕ.
— Эппин, Парăç-Пăрăнтая та çав вилĕм кĕтет, — терĕ çирĕппĕн ача. — Акă, аттепе анне вилтăприйĕ умĕнче тупа туса калатăп...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...