Кĕмĕл кĕпер :: Ашшĕпе ывăлĕ
Ывăл пулсан пуласлăх та пур...
Ваттисем калани.
Саврăш-паттăр таманĕ кермене кĕрсе кайса унти монголсене пĕтĕмпех касса тухрĕ, анчах Парăç-Пăрăнтай сутăпчăка тупаймарĕ. Шел те, Парăç-Пăрăнтай шыва путпă пекех çухалчĕ.
Чĕрĕ этем тĕлĕнтермĕш япала çав! Çапăçу пынă чухне керменте пăлхар эккелĕсемпе монголсем кăна пурччĕ пек. Монголсене касса тухнă хыççăн тĕрлĕ пытанмалли шăтăксенчен, çĕр айĕнчи хушăксенчен вуншар-вуншар çын тухрĕç. Вĕсен хушшинче — Саврăш-паттăрăн арăмĕпе ывăлĕ те, вуниккĕри Айпăлат.
— Эсĕ килсе пире çăласса шантăмăр эпир, — терĕç вĕсем. — Анчах элтепер сире кĕтсе илеймерĕ.
Патшана унăн арăмне пăлхарсем, тарăн шăтăк чавса, ăçта вилнĕ çавăптах пытарас терĕç.
Ашшĕпе амăшне пытарнă хыççăн вара çичĕ çулхи Янтукана, чăвашсен кăнар-тиккине, Саврăш-паттăр хăйĕн арăмĕпе ывăлне пачĕ.
— Кирек мĕнле пулса тухтăр, кирек мĕскер тăвăр, анчах кăнар-тиккине сыхласа хăварăр! — терĕ вăл. — Вăрçă кунпа кăна пĕтмест. Пĕтĕм хулана тăшмансем тытса илнĕ. Эпир кермене тытса илнипе вĕсем ниепле те çырлахас çук. Е паянах, е ыранах, акă, мĕнпур çарĕпе тапăнаççĕ. Питĕ хаяр, питĕ юнлă вăрçă пулать кунта.
* * *
Батый хан тапăрĕ — Кĕçĕн хула çумĕнче.
Батый пĕлет: Аслă хулара питĕ хаяр çапăçу пулчĕ. Унта аслашшĕн чаплă çарпуçĕсем пайтахăн пуçне хучĕç. Анчах монголсем пĕтĕм Аслă хулана тытса илнĕччĕ-çке-ха!.. Кайран Кĕçĕн хулара хаяр çапăçу пычĕ. Кĕçĕн хулана та монголсем тытса илчĕç. Çав вăхăтра Аслă хулана таçтан килсе тухнă пăлхарсен таманĕ ярса илни Батыя питĕ тарăхтарчĕ. Вăл хăй патне Супетее чĕнме хушрĕ.
— Мĕнле-ха вара, багатур, пăлхарсем пиртен кулаççĕ? — терĕ. — Каллех пĕтĕм Аслă хулана тытса илнĕ. Ĕнер мар-и-ха эсĕ пĕтĕм Пӳлер пирĕн алăра тесе каларăн?
— Саврăш-паттăр çĕнĕ таманпе килсе тухнă, çавă, — мăкăртатнан каларĕ хăрах куçлă çарпуçĕ.
— Парăç-Пăрăнтай ăçта? Эсĕ ăна питĕ мухтарăн. Хулана вăл тытса илме пулăшрĕ терĕн.
— Пĕр-пĕр çĕрте йытă виллипе юнашар выртать пулĕ. Сутăнчăка никам та шеллемест, — каллех мăкăртатса илчĕ Супетей..
— Ыран пĕтĕм хулана каялла тытса илес пулать.
— Ыран пĕтĕм хула пирĕн алра пулать, — сассине улăштармасăрах каларĕ Супетей.
Анчах калани çитмерĕ. Кунĕпе çапăçса та монголсем патша керменне çĕнĕрен кĕрсе каяймарĕç. Ку вара хăрах куçлă çарпуçне питĕ тарăхтарчĕ — Аслă хана Батыя мĕн тесе каласа тӳрре тухмалла-ха ĕнтĕ халь тин унăн? Вăл тарăхнипе çурăлса кайма хатĕрччĕ. Юрать-ха çав вăхăтра сыхлавçăсем пăлхар пикĕ Парăç-Пăрăитай тупăннине пĕлтерчĕç.
Супетей сутăнчăксене юратмасть. Анчах вăрçăра вĕсемсĕр те ĕç тухманнине пĕлет.
— Йытă ачи эсĕ! — терĕ вăл хăй патне илсе кĕнĕ Парăç-Пăрăнтая. — Пуçна касиччен каласа пар: ăçта çухалтăн? Хăвна панă текĕрте ăçта хутăн? Монголсен чи чаплă пилĕк пин багатурĕччĕ унта!..
Парăç-Пăрăнтай такăна-такăна мĕн пулса тухнине, таçтан килсе тухнă Саврăш-паттăрăн пысăк текĕрчĕ епле çапăçнине каласа пама тытăнчĕ:
— Сахалтан та виçĕ таман унта. Эпир вĕсенчен çуррине пĕтертĕмĕр. Анчах...
Супетей ăна итлемест те, куçке хĕссе-хĕссе вăл Парăç-Пăрăнтай çине пăхать. Ку вăл ватă тилĕ-çарпуçĕ питĕ тарăхнине пĕлтерет.
Парăç-Пăрăнтай пĕлет: мĕн тери хăйне хӳтĕлесе каласан та çăлăнăç тупаймасть. Çăлăнăç урăххинче...
— Эпĕ кермене кĕмелли вăрттăн çула пĕлетĕп.
* * *
Мĕн тесессĕн те сутăнчăкпа кирлĕ пек усă курма пĕлни аван. Монголсем вара сутăнчăкпа яланах пĕлсе усă кураççĕ.
Вăрттăн çулпа кĕрсе, монголсем кермене туртса илчĕç, пăлхарсен кунти таманне пĕтĕмпех пĕтерчĕç. Саврăш-паттăр та унтах пуçне хучĕ. Кунĕпе пынă çапăçу хыççăн Супетей патне тыткăнрисене илсе пыра пуçларĕç.
— Нумайăн мар вĕсем, — терĕç. — Аманнă эккелсен шучĕ вунна та çитмест.
— Хĕрарăмсемпе ачасем пур-и? — тарăхса ыйтрĕ Супетей.
— Пĕр хĕрарăм çеç. Икĕ ачипе.
— Илсе килĕр!
Монгол аламанĕсем тĕке-тĕке Супетей юрттине пăлхарла тумланнă хĕрарăма илсе кĕчĕç. Ун çумĕнче — çиччĕсенчи ача, хыçĕнче — вуниккĕсенчи арçын ача.
— Кам эсĕ? — пуçне çĕклемесĕрех ыйтрĕ Супетей.
Хĕрарăм чĕнмерĕ.
— Мĕн, чĕлхӳне çăтса ятăн-им? — пуçне çĕклерĕ хăрах куçлă çарпуçĕ. Унтан, тĕлĕнсе, хыçалалла-хыçалалла таяна пуçларĕ. — О-о, Аслă Тӳпе-Турă!.. Мана тахçан питĕ килĕшнĕ вырăс хĕрне çĕнĕрен çуратса ман куç умне тăратмарăн пуль те эсĕ?!.
Хĕрарăма хăй патнерех илсе килме хушса, аламансене паллă пачĕ. Лешсем чыша-чыша, хĕрарăма Супетей патнерех илсе пычĕç. Супетей хăй умĕнчи хĕрарăма кĕпи ярханахĕнчен ярса тытрĕ.
— Эсех-и ку?.. Мĕншĕн чĕнместĕн?.. Юрĕ, хамах паллатăп!.. Хĕрарăм сăнран улшăнать пулсассăн та ытти хăй евĕрлĕхне упрать.
Супетей вăйлă аллипе хĕрарăм кĕпин ярханахне аялалла туртрĕ. Лешĕн кĕпи чариех çурăлса кайрĕ, тулли кăкăрĕ курăнчĕ, сулахай кăкăрĕ тăрринче — пысăк турпалли...
— Любава! — ахлатнăн кăшкăрса ячĕ Супетей. — Ман чун-чĕрепе ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă вырăс хĕр-пики... Любава...
Супетей хĕрарăма ыталаса илес тенĕн, ăна хăй патнелле туртрĕ.
— Ан тив аннене! — илтĕнсе кайрĕ çав хушăра ача сасси. Тахăш вăхăтра хĕрарăм хыçĕнче тăракан вуниккĕсенчи ача кĕпи айĕнчен анкар туртса кăларчĕ те Супетей патне ыткăнчĕ, ăна чикме тăчĕ.
— Йытă çури! — кăшкăрса ячĕ Супетей. Чĕрĕмре вăл ача аллинчен анкарне туртса илчĕ те унпа ăна пырĕнчен чикрĕ. Суранран юн палкаласа тухрĕ. Ача çурăмĕ çине лаплатса ӳкрĕ, урисемпе пĕрре-иккĕ тапкалашса илчĕ те хускалми пулчĕ.
— Турăçăм! — ахлатса ячĕ те урайне кутăн кайса ларчĕ хĕрарăм, çапах та хăй çумĕнчи пĕчĕк ачине ӳкермерĕ. — Турăçăм!.. Ашшĕ хăйĕн ывăлне чиксе пăрахрĕ...
— Мĕскер пакăлтатан эсĕ, путсĕр хĕрарăм! — тарăхса кайрĕ Супетей. — Мĕнле ман ывăл пултăр ку йытă çури...
- монгол ханĕсемпе аслă çарпуçĕсен хăйсене кăна пăхăнса тăракан эккелĕ, урăхла каласан, сыхлав çарçынни.
— Эс мĕн, хăрах куçлă шуйттан, вунвиçĕ çул каялла мĕскер пулнине мантăн-им?!. Сан ывăлуччĕ ку, Айпăлат!..
Каç пуличчен хăй вĕлернĕ ывăлĕ умĕнче ним хускалми ларчĕ Супетей.
— Хĕрарăм ăçта? — терĕ аламанĕсене хĕвел ана пуçласан. — Илсе
килĕр кунта.
Аламансем хĕрарăма илсе килсессен, Супетей ăна пӳйясем çине ларма хушрĕ.
— Мĕншĕн маларах каламарăн ку ача ман ывăл иккенне? — сиввĕн ыйтрĕ Супетей, вара хăйех хуравларĕ. — Тепер тесен, каласа ĕлкĕрме те май пулмарĕ. Хамах ăнланмалла. Анчах мĕншĕн çак çĕр çинче пурăнтăм пулать-ха эпĕ?
Никама шеллеме пĕлмен чул чĕреллĕ çарпуçĕн пĕртен-пĕр куçĕнчен пысак куççулĕ, шултра çумăр пĕрчи пек, юхса анчĕ те сарă сухалĕ çине ӳкрĕ.
— Пĕтĕм ĕмĕре монголсемшĕн тăрăшса ирттертĕм. Хам тутар иккенне мансах, — терĕ Супетей, хăй макăрнипе асăрхаман пекех. — Акă ĕнтĕ ĕмĕр иртсе кайрĕ. Мĕн ыррине куртăм пулать-ха эпĕ? Арăм та çук, ача та çук. Вупшар-вупшар хĕрупраç манăн арăм пулнă. Вуншар-вуншар ача манран çуратна пуль вĕсем. Анчах ăçта çав ачасем? Хам çумма тытса лутăрканă та эпĕ вăл хĕрупраçсене — пăрахнă, маннă. Сана вара манманччĕ, вырăс хĕрĕ. Аслă Тӳпе-Турă çырни эсĕ пулнă, халĕ пĕлетĕп. Çавăнпа эсĕ мана ывăл çуратса панă, вуникĕ çула çити ӳстернĕ... Анчах мĕншĕн турă ăна ачаллах хăй патне илчĕ-ха? Аслă çарпуçĕ пулмаллискерччĕ вăл!..
Хĕрарăм, аллинчи ачине ачашла-ачашла, ним чĕнмесĕр, макăра-макăра Супетей мĕскер калаçнине итлесе ларчĕ.
— Турă мана çапла асап кăтартас терĕ пулмалла, — çаплах калаçрĕ те калаçрĕ Супетей. — Питĕ нумай юн тăкнăшăн, питĕ нумай хĕрарăма макăртнăшăн.
Супетей хăй умĕнчи хĕрарăм çине чылайччен пăхса тăчĕ.
— Кам ачи ку? — ыйтрĕ сасартăк хĕрарăм аллинчи ача çине кăтартса.
— Хамăн, — терĕ хĕрарăм. — Кĕçĕнни.
— Çук, — терĕ сиввĕн Супетей. — Куçăнтан пăхсах туятăп. Суятăн эсĕ!.. Тĕрĕссине кала!.. Унтан сассине улăштарчĕ.
— Эсе манран ан хăра. Тĕрĕс, эпĕ халиччен никама та шеллемен. Анчах сана тивместĕп. Халь тин ĕнтĕ мана нимле хĕрарăм та кирлĕ мар. Ылттăнтан пулсассăн та. Пĕртен-пĕр ывăлăм ячĕпе те пулин ырă ĕç тăвам. Кала: кам ачи ку?
Херарăм каламасăр тăма çуккине ăнланчĕ.
— Кăнар-тикки вăл пирĕн, — терĕ. — Аслă та чаплă пăлхар патшалахĕн кăнар-тиккийĕ, пăлхар халăхĕн пуласлăхне упраканĕ... Турă мана çак ачана упраса хăварма пачĕ. Хам ывăла туртса илчĕ пулсассăн та...
— Алла ку вăл Ылттăнпик ывăлĕ! — тĕлĕнчĕ Супетей. — Ан хăра, ан хăра!.. - Хĕрарăм ун-кун хускалма тытăннине курса, ăна лăплантарас терĕ вăл. — Сăмах патăм эпĕ сана. Улталамастăп. Эппин, турра кирлĕ пăлхарсен кăнар-тиккийĕ упранса юлни. Çапла пултăрах... Пайцза паратăп сана. Вара сире ниçта та тивмеççĕ. Çапах та кала, ăçта каяс тетĕн ку ачапа?
— Керменчук хулинче упăшкам йăмăкĕ пурăнать.
— Упăшку кам? Саврăш-паттăр-и?
Çак хăрах куçлă тискер этем хăй ыйтнине хăй хуравласа пыни хĕрарăма пушшех те тĕлĕнтерчĕ. Çавăнпа вăл хальхинче те суяймарĕ.
— Саврăш-паттăр, — терĕ.
— Чăнах та паттăр, — килĕшрĕ унпа Супетей. — Шел, тăшман пулчĕ вăл маншăн. Юрĕ, пайцза параççĕ сана. Анчах асту, ку ача камăн иккенне никама та ан кала. Вăл — сан ачу. Ăнлантăн-и хĕрарăм?!.
Тепĕр кун ирхине хĕрарăм хăйне ют пулса тăнă аслă пăлхар хулинчен Янтуканпа пĕрле тухса кайрĕ. Халиччен никама та шеллемен Супетей улталамарĕ: ăна пайцза пачĕç, тата питĕ маттур ут пачĕç тата хăйне те, кăнар-тиккине те ăшă тумтир пачĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...