Кĕмĕл кĕпер :: Саврăш-паттăр çулĕ
Этем çĕре кĕрсен мĕн юлать,
Мĕн ырă ĕç тунă, çав юлать.
«Кăвак çурт» поэмăран.
Ял-ял тăрăх çӳресе, ăçта килчĕ унта монголсемпе тутарсен текĕрчĕсене тĕп туса, Саврăш-паттăр пĕтĕм Аслă Çарăмсанпа Хăмтăрча тăрăхĕсене тухрĕ. Пĕр эрне хушшинче ун çарĕ çĕр çынтан вунă пин çынна, кайран çирĕм пин çынна çитрĕ, чăн-чăн икĕ таман пулса тăчĕ.
Аслă Çарăмсанпа Хăнтăрча хушшинчи лапама чарăнса, Саврăш-паттăр хăйĕн çыннисене эккел пулма вĕрентрĕ. Текĕрт вăйĕ йышра мар, текĕрт вăйĕ кашни эккел хăй ĕçне тата хăй вырăнне пĕлнинче, çарпуçĕ каланине кирлĕ пек тума пултарнинче. Кĕске хушăрах çирĕм пин çынран тăракан ушкăн чăн-чăн хапăлха-çар пулса тăчĕ. Саврăш-паттăр халĕ ĕнтĕ — тĕмпӳ. Унăн çарĕнче — çирĕм пинни, кашни пиннире — вуншар çĕрни, кашни çĕрнире — вуншар вунни. Кашни вуннин, кашни çĕрнин, кашни пиннин — хăйĕн çарпуçĕсем, вĕсене вунпӳ, çĕрпӳ тата пинпӳ теççĕ.
Таман ытла пысăк çар мар. Анчах хулана çавăрса илнĕ тăшмана кĕтмен-çĕртен пырса тапăнсан, самай пысăк инкек кăтартма пултарать. Çитменнине тата Саврăш-паттăр çарĕнче пĕр таман çеç мар, икĕ таман.
— Текех кĕтсе тăма çук, — терĕ Саврăш-паттăр. — Кам килмелли — килчĕ. Пире патша кĕтет. Ыран ирех çула тухатпăр.
Илĕм-тилĕм.
Чулман Атăл урлă кăвак урхамах пăхать.
Кавал сасси пĕтĕм вăрмана чĕтретсе янăраса кайрĕ.
Тăкăннă типĕ çулçăллă кĕрхи вăрман çав самантрах пин-пин ура сассипе тулчĕ. Карăнтарса персе янă çĕмрен кирлĕ çĕре çитсе тăрăнмалăх вăхăт хушшинче пĕтĕм икĕ таман эккелĕсем утпа çула тухма хатĕр пулса тăчĕ.
— Кайрăмăр, — терĕ Саврăш-паттăр, аллинчи саламачĕпе çурçĕрелле кăтартса. — Хаяр тата Аслă Танкăр пулăшччăр пире!
Çав самантрах вăрман пин-пин ут ура сассипе тулчĕ. Саврăш-паттăр пухса йĕркеленĕ пăлхарсен çĕнĕ икĕ таманĕ Аслă Пӳлер хулине çăлма, Ылттăнпик патшана пулăшма çула тухрĕ.
* * *
Утсене Аслă Çарăмсан хĕрринчи вăрманта кантарнă хыççăн Саврăш-паттăр хăйĕн йĕкĕчĕсене каллех çула тухма хушрĕ. Вăл кăнтăр çутипех Пӳлер патнелле çитсе, пĕтĕм çарĕпе Кĕçĕн Çарăмсан Аслă Çарăмсана кĕнĕ çĕрте пытанса тăма, каçпа вара хулана хупăрласа илне тискер тăшмана тапăнма шутларĕ.
Аслă Çарăмсан тăваллине çитсессĕн эккелсем хăйсене хирĕç тарса килекен çынсене курчĕç. Виçĕ хĕрарăм тата çиччĕсенчи ача.
— Ăçтан эсир? — кĕскен ыйтса пĕлес терĕ вĕсенчеи Саврăш-паттăр.
— Пӳлертен, — пăлхарсен çарне курнипе хĕпĕртесе кайрĕç таркăнсем.
— Мĕнле унта? Хула чиперех-и?
— Хула тăрать, — терĕ ача, лайăх кăралланнă эккелсем çине ăмсанса пăхса. — Патша ырă-сывă терĕç. Анчах таврари ялсене пĕтĕмпех çунтарса ячĕç.
— Ăçта тарса пытанас тетĕр?
— Сăвар хӳттине каятпăр.
Ача, хĕрарăмсенчен уйрăлса, Саврăш-паттăр еннелле утрĕ.
— Емпӳ, ил мана та хăвпа пĕрле. Ут пар, хĕç пар. Эпĕ паттăр эккел пулатăп.
— Ку хĕрарăмсене вара кам сыхлать? — кăмăлсăрланчĕ Саврăш-паттăр. — Çук, сана хампа илместĕп. Хĕçпе ут паратăп. Хĕрарăмсене сыхла. Инкеке лекнисене пулăш. Хĕрарăм пурри — халăха упрани. Ан ман çакна...
* * *
Кĕçĕн Çарăмсан Аслă Çарăмсана юхса кĕнĕ çĕрте — вĕçĕ-хĕррисĕр улăх. Пĕтĕмпех вăрăм хăмăш ӳссе ларнă унта. Каçпулттиччен Саврăш-паттăр çарĕ çакăнта пытанса тăрас терĕ.
Кĕрхи кун кĕске. Пĕлĕте хура пĕлĕтсем тухрĕç. Юханшыв хĕрринчи йăмрасем çине хура каç ӳке пуçларĕ. Акă ĕнтĕ çула тухма та вăхăт. Сасартăк мальенче, эккелсем каймалли тĕлте, пĕлĕт çине хĕп-хĕрлĕ юпа ӳкрĕ.
"Хĕвел ури-и? — иккĕленсе илчĕ Саврăш-паттăр. — Анчах хĕвел паçăрах анчĕ пек-çке!"
Сасартăк ун чĕри кăртлатса ыратса тапма тытăнчĕ.
— Пушар! Вут чĕртнĕ!.. Хула çунать!..
Хула çуннине эккелсем пурте харăсах курчĕç. Тахăш самантра вĕсем учĕсем çине сиксе утланчĕç. Пĕтĕм утлă çар никам хушмасăрах Пӳлер еннелле ыткăнчĕ.
— Часрах! Часрах!
— Хулана тăшмансем кĕрсе кайнă!
— Аслă Пӳлерте хаяр çапăçу пырать!..
Часах пĕтĕм тавра вутра иккенни курăнса кайрĕ. Вут чĕлхисем явăна-явăна тӳпенелле çĕкленеççĕ.
"Мĕнле-ха вара? — тăшман хулана пырса кĕме пултарнине ниепле те ĕненесшĕн пулмарĕ Саврăш-паттăр. — Пулма пултарайман япала ку! Е сутăнчăксем тупăнчĕç-ши?.."
Çил пек вĕçтерсе пыракан юланутçăсене хирĕç ушкăнăн-ушкăнăн çынсем чупаççĕ. Вутра çунакан хуларан тарса тухнă çынсем кусем.
Хулана ярса илнĕ вут пĕтĕм талккишĕпех явăна-явăна ялкашать.
— Ĕлкĕреймерĕм! - чун-чĕри ыратнипе кăшкăрса ячĕ Саврăш-паттăр. — Ĕлкĕреймерĕм!..
Унăн тимĕр-кăвак учĕ хуçин хуйхине сисрĕ пулас, чарăнса тăчĕ. Саврăш-паттăр вара учĕ çинчеп сиксе анчĕ те, хура тăпра çине ӳксе, икĕ аллипе çĕре çапа-çапа кăшкăрчĕ:
— Кая юлтăм!.. Мĕншĕн маларах çула тухмарăм-ха?!.
Ун умне эккел сиктерсе пырса тăчĕ:
— Монголсем! — терĕ вăл кĕскен. — Хула енчен килеççĕ. Тарса тухнă халăха тытса илесшĕн пулас...
Чĕрĕм хушшинче Саврăш-паттăр учĕ çине сиксе ларчĕ. Чăнах та, хула енчи сăртран монголсен пысăк çарĕ анать. Вăрман хӳттинчи айлăмра тăракан пăлхарсен текĕртне курмаççĕ пулас вĕсем.
Тахăш вăхăтра Саврăш-паттăр чунĕ-чĕринчи тăшмана курайманлăх никам тытса чараймасла йӳçсе хăпара пуçларĕ.
— Ман хыççăн! — кăшкăрса ячĕ вăл тимĕр-кăвак утне çул çине илсе тухса. — Ман хыççăн! Тискер тăшмана пĕри юлмичченех тĕп тăватпăр!..
Сăрт çинчен ансăр çулпа анакан монголсем хĕçĕсене çĕклесе çапăçмалăх сапаланса кайма та ĕлкĕреймерĕç, вĕсене тахăш вăхăтра пăлхарсем йĕри-тавра хупăрласа илчĕç. Никам та ниепле сасă та кăлараймарĕ, ним чĕмсĕр çапăçу пычĕ. Чăнк та чанк! чанклатрĕç хĕçсем пĕр-пĕрне пыра-пыра çапса. Тарса тухнă каралсăр халăха кăна çавăрса илме ĕмĕтленнĕ монголсем пăлхарсен вăйлă текĕрчĕ килсе тухасса кĕтмен те. Çавăнпа вĕсем кирлĕ пек хирĕç тăраймарĕç; вĕсене пăлхарсем ним юлми касса тухрĕç.
— Хулана кĕрсе каятпăр! — терĕ юнташĕсене хавхаланса кайнă Саврăш-паттăр. — Хула пĕтмен. Шанатăп: унта хаяр çапăçу пырать. Эпир пырса кĕни пĕтĕм çапăçăва тепĕр майлă çавăрса хума пултарать.
* * *
Пĕтĕм Пӳлер вутра çунать.
Ылттăнпик хăйĕн текĕрчĕпе патша керменĕ патне чакса килчĕ. Кунтан ытла чакма çук. Ку юлашки çирĕплетнĕ вырăн.
Тăшмансем пур енчен те хĕсрĕç.
Ылттăнпик эккелĕсем пĕрин-хыççăн тепри ӳке-ӳке вилчĕç. Акă ĕнтĕ Ылттăнпик хăй тавра икĕ эккеле кăна курать.
"Кермене чакса кĕмелле!" — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ унăн пуçĕнче.
Çав самантра таçтан монголсен тепĕр текĕрчĕ сиктерсе тухрĕ те керменпе Ылттăнпик хушшине кĕрсе кайрĕ. Тăшмансем вуншарăн-вуншарăн Ылттăнпик çине кĕчĕç. Ылттăнпик çапрĕ те çапрĕ вĕсене хăйĕн йывăр хĕçĕпе. Акă ĕнтĕ унăн йĕри-тавра вуншар тăшман вилли выртать. Анчах çапăçу çухатусăр пулмасть. Юнашар эккелсем, тăшман хĕçĕ каснипе, учĕсен айне ӳкрĕç. Ылттăнпик пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Тăшмансем ун çине кĕнĕçемĕн кĕрсех пычĕç.
— Ылттăнпик! — илтĕнчĕ çав вăхăтра çӳлтен савнă арăмĕн сасси. — Савнă мăшăрăм!..
Куç хĕррипе Ылттăнпик кермен хапхи тăрринелле пăхрĕ. Унта, хыпар-турул тăрринче унăн савнă мăшăрĕ, аллинче — кĕçĕн ывăлĕ.
— Эккелсем ăçта? — хыттăн кăшкăрчĕ патша. — Мĕншĕн кунта сиктерсе тухмаççĕ вĕсем?
— Çук, пĕри те çук! — кăшкăрчĕ Айраслу. — Пурте пуçне хунă. Керменте — тăшмансем. Вĕсене кунта Парăç-Пăрăнтай вăрттăн çулпа ертсе килнĕ.
* * *
Саврăш-паттăр путсĕр тăшманăн вĕçĕ-хĕррисĕр кăлара-кăлара тăратакан ункисене тата-тата патша керменĕ патнелле васкарĕ. Акă ĕнтĕ кермен умĕнчи лап. Унта хаяр çапăçу пырать. Лап варринче тăшмансем пăлхар улăпне пур енчен те хупăрласа илнĕ. Анчах ниепле те ун патне çитсе укрăклаймаççĕ. Пĕр еннелле çапать те пăлхар улăпĕ — тăшман виллисенчен урам тăвать, тепĕр еннелле çапать те — тăкăрлăк тăвать. Анчах пĕр-пĕччен пур енчен те çавăрса илнĕ тăшмана хирĕç ытла темĕнччен тăма çук-çке-ха!.. Çитменнине тата унăн кӳпи хыçал енчен çурăлса кайнă. Пĕр-пĕр тăшман текĕрçи çакна асăрхасассăн!..
— Ылттăнпик! — тумĕнчен палласа илчĕ ăна Саврăш-паттăр. — Элтепер! Эпĕ ку! Эпĕ! Эп пулăшма пыратăп!.. Асту, çурăму çинчи кӳпи çурăлса кайнă.
Вăл хăй çулĕ çинчи тăшмансене каса-каса пăрахса патша патнелле талпăнчĕ.
Çав вăхăтра таçтан карăнтарса персе янă тăшман çĕмренĕ элтепере çурăмĕнчен, шăп та лăп кӳпи çурăлса кайнă тĕлтен пырса çапрĕ.
— Ылттăнпик!..
Тайăлса-тайăлса кайрĕ элтепер, сулахай аллипе хăйне тăрăнса кĕнĕ тăшман çĕмренне ярса тытрĕ те... Çав самантпа усă курса тăрнаккай монгол ăна хĕçĕпе çапрĕ. Ылттăнпик учĕ çинчен тĕшĕрĕлсе анчĕ.
— Элтепер!.. Елкĕреймерĕм, ĕлкĕреймерĕм!.. — чунĕ ыратнă енне каллех кăшкăрса ячĕ Саврăш-паттăр. — Каллех ĕлкĕреймерĕм!..
Тăрнаккай монгола хĕçĕпе касса, вăл ӳкнĕ элтепере йăтса илчĕ те кăкĕрĕ çумне пăчăртарĕ.
— Элтепер! Эпĕ ку, эпĕ! Элтепер!.. Анчах Ылттăнпик чĕри тапмасчĕ ĕнтĕ.
* * *
Саврăш-паттăр таманĕсем кермен умĕнчи лапа пырса кĕнĕ пĕтĕм тăшмана касса тухрĕç.
— Элтепер! Элтепер! Вилмен эсĕ, вилмен! — ухмаха тухнă пек, патша ӳтне çӳлелле йăтса кăшкăрчĕ те кăшкăрчĕ Саврăш-паттăр. — Ĕлкĕреймерĕм! Каллех ĕлкĕреймерĕм!.. Патшана çăлма та ĕлкĕреймерĕм!
— Саврăш-паттăр! — илтĕнсе кайрĕ çав вăхăтра çӳлтен янăравлă сасă. — Саврăш-паттăр!.. Эпĕ ку — Айраслу!..
Саврăш-паттăр çӳлелле пăхрĕ те турул тăрринче Айраслу пикене асăрхарĕ.
— Мĕншĕн кая юлтăн-ха, Саврăш? — аллинчи кĕçĕн ывăлне çĕклесе хыттăн кăшкăрчĕ Айраслу. — Ылттăнпик те, эпĕ те питĕ кĕтрĕмĕр сана. Сан арăму сывă! Ывăлу, Айпăлат та, сывă!.. Вĕсем питĕ лайăх пытаннă. Вĕсем сана кĕтеççĕ. Анчах асту, керменте - тăшмансем. Вĕсене Парăç-Пăрăнтай вăрттăн çулпа ертсе килнĕ... Эпĕ вара савнă упăшкам патне каятăп!..
Ирхи шуçăм çуттинче темле шурă пысăк кайăк турул тăрринчен вĕçсе тухрĕ те çĕре, элтепер ӳтне йăтса тăракан Саврăш умне, лаплатса ӳкрĕ.
— Айраслу, мĕскер туса хутăн-ха эсĕ?!. — кăшкăрса ячĕ те учĕ çинчен сиксе анчĕ Саврăш-паттăр. Шурă кайăк мар çав, шап-шурă тум тăхăннă Айраслу ним хускалми çĕрте выртать.
Саврăш-паттăр унпа юнашар элтепер ӳтне хучĕ:
- Ĕмĕр-ĕмĕр эсир иксĕр пĕр-пĕрне юратса пурăнтăр. Вилсессĕн те ан уйрăлăр, эппин, — терĕ улшăннă сассипе.
Çав вăхăтра ача сасси илтĕнсе кайрĕ. Ара, Айраслу çумĕнче мар-и? Саврăш-паттăр Айраслун сарăлса кайнă кĕпине çĕклерĕ. Чăнах та, ун айĕнче пĕчĕк ача выртать. Янтукан!.. Кăнар-тикки! Пăлхар халăхĕн пуласлăхĕ, шанчăкĕ!.. Ылттăнпикĕн кĕçĕн ачи, каярах юлса та пулин çуратнă ывăлĕ!..
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...